Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Савăнăçсемшĕн савăнатпăр

Димитровград хулинче 16 çул каялла йĕркеленнĕ «Савăнăç» юрă ушкăнне пирĕн тăрăхра пĕлмен чăваш çук. Пирĕн тăрăхра çеç-и-ха? Çак хушăра вĕсем çитмен ял-хула та сахал. Шупашкарта та, Мускавра та пĕрре кăна мар янăранă çак çепĕç саслă ушкăн юррисем. Ахальтен мар вĕсем ултă хутчен «Халăх ушкăнĕ» ята çирĕплетнĕ (виçĕ çулта пĕрре). Юлашки хут вĕсем нарăсăн 12-мĕшĕнче Кивĕ Майнăра сумлă жюри умĕнче «хӳтĕленнĕ».
Жюрире Ульяновкри культура министерствинчен тата Халăх культура центрĕнчен килнĕ специалистсем пулнă. Унсăр пуçне ушкăнсен пултарулăхне хакланă çĕре Мускавра тухса тăракан «Творчество» журналăн тĕп редакторĕ А.С.Каргин хутшăннă. Савăнăçсем нихçанхинчен тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем кăна мар, çак чыслă ята çирĕплетме ытти наци ушкăнĕсем те тăрăшнă. Йĕрке тăрăх, пултарулăх ушкăнĕсен 30 минутлăх тата 1 сехетлĕх репертуар хатĕрлемелле.

Текста малалла вулăр...

Юрлама юратнăран

Кăрлач уйăхĕнче Ульяновскри «Эревет» халăх юрă ансамблĕн солистки Вера Мандрейкина 55 çул тултарчĕ. Пурнăçĕн чи илемлĕ саманчĕсене çак чăваш ушкăнĕпе тата ун юрăçисемпе çыхăнтарать хĕрарăм.
 
Вера ачаранах юрлама юратнă, артистсен пултарулăхĕ, концертсемпе пуян пурнăçĕ илĕртнĕ ăна. Радио хумĕпе тытакан чăваш спектаклĕсене, юрăсене итленĕ. Ăçта ĕçлесен те юрă ĕнерленĕ. Яла (Тутарстанри Нурлат-Октябрьски районĕнчи Якурккелне)юлма ĕмĕтленекен 17 çулхи пикене кукамăшĕ вăйпах хулана янă. «Кай, кай хулана, яла юлмастăнах, тăтăш хăнана килĕн терĕ кукамай хистесех»,-аса илет Вера Николаевна.-Кил ан хупăнтăр тесе вун тăхăр çулхи шăллăма авлантартăмăр. Эпир хăр тăлăхсем пулнă. Пурнăç тилхепине хамăрах тытса пыраттăмăр. Аттепе анне питĕ ир вилнĕ. Кукамай хăй уйрăм çуртпа пурăнатчĕ.

Текста малалла вулăр...

“Ăнăçу хумĕнчи” çĕнтерӳ

Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Самарта ачасен, çула çитеймен çамрăксен тата аслисен тĕнчери иккĕмĕш фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Унта Димитровградри чăваш ачисен “Шăпчăксем” ансамбль хутшăнчĕ.
Конкурс пирки “Шăпчăксем” ансамбле йĕркелекенĕ, ăна нумай çул ертсе пыраканĕ Светлана Кочнева каласа пачĕ:
-“Ăнăçу хумĕ” фестиваль тăватă куна тăсăлчĕ. Тĕрлĕ регионсенчен килнĕ коллективсем Самарти тăватă сцена çинче пултарулăхĕсене кăтартрĕç. Пирĕн “Шăпчăксем” ансамблĕн аслисемпе тан – 16 – 30 çулхисемпе – ăмăртма тиврĕ. Эпир икĕ номер кăтартса патăмăр – тăван ял çинчен тата тĕрлĕ жанрсенчен попурри юрласа патăмăр. Куракансем пире тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Жюрире музыка тĕнчинчи паллă çынсем ларатчĕç. Вĕсем те пирĕн ĕçе пысăк хак пачĕç, гала-концерта хутшăнассине пĕлтерчĕç.

Текста малалла вулăр...

Шанчăк çук мар-ха

Область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов тата Саккунсем кăларакан Пуху председателĕн çумĕ Тамара Дмитриева облаçри И. Гончаров ячĕллĕ драма театрĕнче регионти илемлĕ сăмах тытăмĕнче ĕçлекен культура деятелĕсемпе – писательсемпе, поэтсемпе, артистсемпе, композиторсемпе, ӳнерçĕсемпе, таврапĕлӳçĕсемпе, журналистсемпе, музей тата вулавăш ĕçченĕсемпе, вырăс чĕлхипе литературин преподавателĕсемпе, студентсемпе тĕл пулчĕ. Ман шутпа, ку облаçри культура пурнăçĕнчи паллă тапхăр пуçламăшĕ.
СССР арканнă хыççăн çĕршывра культура пурнăçĕ çулран-çул шупкаланса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Бюджетра культура валли укçа-тенкĕ çителĕксĕр уйăрни çинчен кам кăна пăшăрханса калаçман-ши? Юлашки вăхăтра влаçра ларакансем калаçуран ĕç çине куçни сисĕнет. Хăйĕн сăмахĕнче Сергей Иванович çакна уйрăмах пусса палăртрĕ.

Текста малалла вулăр...

Симĕс Ращара культура вучахĕ çунать-хА

Симĕс Ращари хастарсем чăвашсен культура вучахне сӳнме памаççĕ. Тĕрлĕ темăсемпе савăнăçлă мероприятисем йĕркелеççĕ. Культура пайĕ районти чăвашсен Культура кунне Симĕс Ращара ирттерме сĕнсен чăваш хастарĕсем хаваспах килĕшрĕç.
Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче ялти Культура çуртĕнче уяв «Чăвашшăн чăваш – чи хаклă юлташ, юлташ кăна мар – тăван, хурăнташ» девизпа иртрĕ. «5+» паллăпа хакларĕç пирĕн мероприятие район администраци çыннисемпе хăнасем тата курма пынисем.
Уяв ячĕпе саламлама районти ЖКХ пуçлăхĕ В.Н. Ребровский, районти культура пайĕн пуçлăхĕ Т.А. Мошнина пынă. Вĕсем Шумовка ялĕнчи клубăн заведующине Раиса Никонорована тата Симĕс Ращари амбулатори ĕçченне Анна Рухлинана Тав хучĕсем парса чысларĕç.
Уява йĕркелесе ирттерес ĕçĕн сулмаклă пайĕ Культура çурчĕн ертӳçи Л.

Текста малалла вулăр...

Чăвашкассине кино таврăнчĕ

Чӳкĕн 9-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинчи Культура çуртĕнче пысăк уяв иртрĕ. Яла кино таврăнчĕ. Ĕлĕкхи пек киномеханик кăтартаканни мар, хальхи вăхăтри – модельли. Çĕнĕ кинозала чăнлăсем «Вучах» ят панă. Кун пекки районта пĕрремĕш. Иккĕмĕш Аслă Нагаткинра уçăлмалла. Ăна Чăнлă районĕнчи культура уйрăмĕ «Территория муниципального образования Ульяновской области как партнёр города Ульяновска – культурной столицы» пултарулăх проектпа регионри конкурсра çĕнсе илнĕ укçапа уçнă. Уява чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я. Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕ, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ В. В. Павлов килсе çитнĕ.
Уява районти культура уйрăмĕн ертӳçи И.М. Фролова уçрĕ.
-Мĕншĕн кинозала эпир чи малтан Чăвашкасси ялĕнче йĕркелеме шутларăмăр? Мĕншĕн тесен кунти шкула И.Я. Яковлев уçнă, Чăвашкассинчен паллă çынсем тухнă, ку ялта ĕçчен те ырă çынсем пурăнаççĕ,- тесе вăл сцена çине «Ульяновск-Кинофонд» директорне Лидия Саурована сăмах пачĕ.

Текста малалла вулăр...

Чĕкеç пек калаçма, шăпчăк пек юрлама пухăнчĕç Тутарстан чăвашĕсем

Юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Анат Террасăри Майăн 1-мĕшĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче Тутарстан чăвашĕсен культура кунĕ иртрĕ. Çакăн пек уяв пирĕн облаçра – иккĕмĕш хут. Хальхинче ăна Ульяновск Хула Думин “Единая Россия” партин депутатсен корпусĕ, “Еткер” телекăларăм, Раççейри “Боевое братство” пĕрлĕхĕн Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕ, Тутарстан чăвашĕсен автономийĕ, Шупашкарти Тутарстан чăвашĕсен “Пăлхар” ентешлĕхĕ йĕркелерĕç.
Уява Шупашкартан, Хусантан, Тутарстанри Лениногорскран, Теччĕ, Çĕпрел, Альметьевск, Лаишевка, Спасск районĕсенчен пысăк делегацисем килсе çитрĕç.
 
“Пирĕн чăваш пек, ăш кăмăлпа кĕтекен халăх çук...”
Уяв программине “Еткер” кăларăмăн аслă редакторĕ Олег Мустаев уçрĕ. Малтанах куракансенчен шупашкарсем кая юлнипе мероприятие палăртнă вăхăтра пуçлайманшăн каçару ыйтрĕ.

Текста малалла вулăр...

ÇĂЛТĂРСЕН ÇУМĂРĔ

Чун чĕререн савăнмалли кану каçĕ парнелерĕç.
Кĕрхи çут çанталăк кăçал Çĕр аннемĕре нӳрĕкне ытлашшипех парнелет темелле. Тавралăха ылтăн çулçăсен айне путарчĕ. Ăнса пулнă тухăçа пуçтарса илес ĕç-хĕлре ывăннă çĕр ĕçченĕ çинчен те манса каймарĕ вăл – шоу усламĕнче вăй хуракансене культура çăлтăрĕсен çумăрне çутарттарма çулсем уçса тăрса халăха канса киленме май парать. Чĕмпĕр тăрăхĕнчи культура вучахĕсенче пĕрин хыççăн тепри чăваш эстрада маçтăрĕсен концерчĕсем иртеççĕ.
Тĕслĕхшĕн юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Ульяновскри «Губернаторсий» культура керменĕнче Верония Толстова (ăна пулăшаканĕ – П.В.Леонтьев усламçă) йĕркеленĕ кану каçнех илер. Шупашкартан Виталий Сергеев шоумен, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Любовь Семёнова, Вячеслав Александров композитор тата юрăç, Сергей Петровпа Алина Варна юрăçсем килсе çитнĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5].