Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Кĕпĕрнаттăр тав турĕ

Ульяновскра пулас чăваш кил-çурчĕн никĕсĕ айне çулталăк каялла Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пулас ăру валли хайланă çырăва вырнаçтарнă капсула хурса хăварнăччĕ.
Çак ĕçе пуçăнма В.А. Федоров усламçăпа унăн ачисем – Артемпа Юрий – сăмах панăччĕ. Ентешĕмĕрсем, чăнах та, чăваш комплексĕнче музей, мунча, пусă, кафе, хăна çурчĕ хăпартса лартрĕç.
Кăрлачăн 28-мĕшĕнче С.И.Морозов, хула пуçлăхĕсем, облаçри наци автономийĕсен ертӳçисем чăваш хастарĕсен ĕçĕпе паллашма пычĕç. Сергей Иванович мĕн пурнăçланипе кăмăллă пулчĕ. Артем Федорова тав туса Хисеп хучĕпе чысларĕ. Тĕлпулăва пуçтарăннă автономи пуçлăхĕсем те наци çурчĕсене лартма сăмах пачĕç.
Чăваш кил-çурчĕ ыттисемшĕн тĕслĕх, илемлĕ те хăтлă пулать. Ăна çĕклессишĕн çанă тавăрса вăй хуракансене – Владимир, Артем, Юрий Федоровсене – тав тăватпăр.

Текста малалла вулăр...

Пуян та тивлетлĕ çĕршывшăн

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2013 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче Федераллă Пухăва чĕнӳпе тухнă.
Çĕршыв пуçлăхĕн чĕнсе каланинче демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пыни куçкĕрет. Халăх йышĕ кăрлач-авăн уйăхĕсенче 200 пин çын ытла ӳснĕ. Çемье пуянлăхĕн (капитал) программи 2016 çулччен пурнăçланмалла. «Жильё» наци проекчĕпе ипотека аталанăвĕ вăй илсе пырать. 2013-2014 çулсенче çар çыннисене пурăнмалли вырăнсемпе тивĕçтерсе пĕтермелле. 2010 çул тĕлне çĕршывра 25 млн çĕнĕ ĕç вырăнĕ туса памалла. Наци политики те тимлĕхре. Кашни этнос, халăх – çĕршыв хӳттинче. Халăх пурăнма урăх вырăна е ют çĕршыва куçнă пулăм миграци саккунĕсемпе пурнăçланать. 2015 çултан Раççей çĕршывне пĕр-пĕр уйрăм çĕршыв паспорчĕпе мар, ют çĕршыв паспорчĕпе кăна кĕме пулать. Раççейре демократи аталанăвĕ вăй илсе пырать. Власть тытăмĕ тасалса та çĕнелсе пыни пĕрремĕш вырăнта пулмалла.

Текста малалла вулăр...

Чăрăшсене касма тытăннă

Облаçри вăрман хуçалăхĕсенче Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне чăрăшсем хатĕрлеме тытăннă. План тăрăх, 60 пин капăр чăрăш касмалла.
-Чăрăшсене эпир маларах касатпăр та пахалăхне ан çухатчăр тесе сивĕ складсене хуратпăр,- тенĕ ял тата вăрман хуçалăхĕсен министрĕн çумĕ, вăрман хуçалăх департаменчĕн директорĕ Любовь Кублик.
Чăрăшсене уяв валли ятарлă пахчара ӳстереççĕ, çавăнпа та вĕсене касни вăрман хуçалăхне сиен кӳмест. Специалистсем чăрăша хăйсен ирĕкĕпе касма хушмаççĕ. Унсăрăн 3 500 тенкĕ штраф тӳлеме тивет: должноçри çынсен – 30  пин тенкĕ, учрежденисемпе организацисен – 1 миллиона çити. Уголовлă ĕç те пуçарма пултараççĕ: судпа айăпласа 6 çула ирĕкрен хăтараççĕ.
Ултавшăн штраф тӳлемелле тунă
Ульяновск облаçĕнче çурта ертсе пыракан компанисене хаксене ӳстернĕшĕн штрафланă.

Текста малалла вулăр...

Ял хуçалăх ĕçченĕсене чысланă

Чӳкĕн 20-мĕшĕнче Ленин мемориалĕнче Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăхĕпе чĕр тавар ĕçлекен промышленность тытăмĕнче вăй хуракансене савăнăçлă ларура чысланă.
— Мухтанмашкăн пирĕн сăлтавĕ чăнах та пур. Ульяновск облаçĕшĕн юбилей çулĕнче регионта хăйнеевĕр ăнăçу çĕнсе илтĕмĕр – пĕтĕмĕшле акнă лаптăка 1 млн та 13,4 пин гектара çитертĕмĕр. Ун патне эпир 2002 çултанпа пыратпăр. Ĕçĕршĕн сире тайма пуç. Сирĕн тăрăшулăх çуртăра, çемйĕре ырлăх-пурлăх кӳтĕр. Юнашар сире ăнланакан юратнă çынсем пулччăр. Сывлăх сире, телей, ăнăçу, вăй-хал сунатăп! – тенĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр.
Регион пуçлăхĕ каланă тăрăх, ăнăçусене эпир облаçри ял хуçалăхĕпе промышленность тытăмне вăхăтра патшалăх пулăшăвĕ килнĕрен çĕнсе илнĕ. Çулталăк пуçламăшĕнчен пуçласа Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăхне аталантарма вырăнти тата федераллă бюджетран пурĕ 1,4 миллиард тенкĕ янă.

Текста малалла вулăр...

Вăрмана сыхлакансем уяв ирттернĕ

Раççейри «Рослесозащита» учрежденин Ульяновск облаçĕнчи филиалĕнче – вăрмана сыхлакан центрта – Уçă алăксен кунĕ иртнĕ. Ăна центра йĕркелесе янăранпа 75 çул çитнине халалланă. Савăнăçлă мероприятие шкул ачисем те хутшăннă: Чартаклă районĕнчи Первомайск, Майна районĕнчи Чӳрекел, Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткин шкулĕсенче вĕренекенсем.
Пухăннисем умĕнче филиал директорĕн çумĕ А.Дуванов, пай пуçлăхĕсем А.Кульков тата Л.Краснов, И. Аббязовпа А.Герасимов инженерсем тухса калаçнă, учрежденин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Кун хыççăн ачасене вăрмана сиен кӳрекен хурт-кăпшанкă типĕтнĕ пуххине тата вăрман сыхлавçисем ĕçре усă куракан приборсене кăтартнă.
Центрта ачасен ӳкерчĕкĕсен куравне йĕркеленĕ. Сăн ӳкерчĕксенче çут çанталăкăн илемлĕхĕпе пĕрлех тавралăха вараланă, сиенленĕ самантсене те асăрхамасăр юлман.

Текста малалла вулăр...

Ульяновскра – Çĕнтерӳ мухтавĕн аркки

 
Ульяновск облаçĕнче «Çĕнтерӳ мухтавĕн аркки» архитектура композицийĕн чи аван проекчĕсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта Ульяновск, Мускав, Санкт-Петербург, Златоуст тата Химки хулисенчен скульпторсем хутшăннă.
Конкурс комиссийĕн ларăвĕнче пĕр саслăн пулса пĕрремĕш тата виççĕмĕш вырăнсене памалла мар тесе йышăннă. Иккĕмĕш вырăна Александр Поповпа (Химки) Олег Клюев (Ульяновск) пайланă.
Конкурса тăратнă аркка проекчĕсене хула тăвас ĕç канашĕн президиумĕн ларăвĕнче пăхса тухнă. «Паянхи кун тĕлне аркка проектне çирĕплетмен-ха. Конкурса тăратнă ĕçсене уйăх майлă ĕçлесе çитерĕç, кайран Ульяновск облаçĕнчи ĕçпе аслă вăрçă ветеранĕсен канашĕн тата регионăн Обществăлла палатин ларăвĕсенче пăхса тухĕç»,- тенĕ Татьяна Тарасова.
Çĕнтерӳ мухтавĕн арккине 2015 çулта Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ тĕле лартма тĕв тăваççĕ.

Текста малалла вулăр...

çемьесене наградăланă

 
Область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов регионта иртнĕ «Семья года» конкурс çĕнтерӳçисене наградăланă.
Мероприятие ЮНЕСКО посолĕ Александр Очиров хутшăннă.
Кĕпĕрнаттăр премине ĕçре, наукăра, спортра, çĕршывшăн усăллă ачасем ӳстерсе регион ятне-сумне çĕклекен облаçри тĕслĕхлĕ çемьесене çулсерен параççĕ.
«Çемьере этемĕн чи паха енĕсем амаланаççĕ. Халăхăмăрăн йăла-йĕркине упраса ăруран ăрăва парса пыраканни те çемьех пулса тăрать. Область правительстви кирек мĕнле йывăр тапхăрсенче те çемьене тĕпе хунă. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас, ачасен прависене хӳтĕлес, çамрăк тата нумай ачаллă çемьесене пулăшас ĕçе эпир тăтăшах пурнăçласа тăратпăр»,- тенĕ кĕпĕрнаттăр. Ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев пĕлтернĕ тăрăх, конкурс регионти мĕнпур районта иртнĕ.

Текста малалла вулăр...

Юн паракансене тӳлĕç-и?

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи кăçалхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче «О донорстве крови и её компонентах» саккун йышăннă. Çĕнĕ саккунпа тӳлевсĕр юн паракансене ырлаççĕ, укçа тӳлес вырăнне туллин апатлантарма сĕнеççĕ. Унта пачах укçа тӳлеме юрамасть тесе палăртман пулин те тӳлев пирки сăмах пымасть. Унăн тĕп тĕллевĕ – çынсене тӳлевсĕр юн пама йыхăрасси.
Çĕнĕ саккунăн тĕп тĕллевĕ – юн пахалăхне лайăхлатасси. Депутатсен шухăшĕпе юншăн укçа тӳлемесен çынсем хăйсен пĕр-пĕр чирпе аптăранине пытармĕç. Мĕншĕн тесен вĕсен, тĕслĕхрен, сарă чирĕпе чирленĕ пирки суйса юн панин усси пулмĕ.
Патшалăх Думинчи сывлăх сыхлавĕн комитечĕн пуçлăхĕ Разимет Натхо сăмахĕпе, ытти çĕршывсенче тахçанах юн паракансене тӳлемеççĕ. Раççейре те иртнĕ ĕмĕрхи 90-мĕш çулччен çаплах пулнă. Çав çулсенче вара тухтăрсем çынсене апат çитермелли майсем тупайманнипе укçа пама тытăннă.

Текста малалла вулăр...

«Васкавлă пулăшăва» – 40 машина

 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе, нарăс уйăхĕнче область медицина оборудованийĕпе тулли тивĕçтернĕ 40 «Васкавлă пулăшу» машини туянмалла, вĕсенчен 32-ĕшне Ульяновскра хăвармалла, 8-ĕшне муниципаллă пĕрлĕхсене ямалла.
Машинасене лизинг мелĕпе илнĕ, укçине виçĕ çулта парса татмалла.
Регионти сывлăх сыхлавĕнчи модернизаци йĕркипе область клиникине тата Ю.Ф.Горячев ячĕллĕ ача-пăча пульницине ака уйăхĕн 7-мĕшĕччен васкавлă пулăшăвăн реанимаци машинисене пама палăртнă.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва хутшăнăр
Нарăсăн 10-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнче саккăрмĕш хут «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă ăмăрту иртет. Спорт уявне кашни муниципаллă пĕрлĕхре йĕркелĕç. Тĕп чупу вара Ульяновскри ипподромра пулĕ.
-Çакăн пек мероприятисен тĕп тĕллевĕ – регионта пурăнакансене физкультурăпа хастартарах туслашма пулăшасси.

Текста малалла вулăр...

А.Пластов ячĕ – пултарулăх тĕнчинче

Çак кунсенче Лондонра пирĕн ентешĕн Аркадий Пластовăн ĕçĕсен куравĕ уçăлнă.
Унтах культура деятелĕсемпе медиа представителĕсене Ульяновск область правительстви йĕркеленĕ искусствăри тĕнчери Пластов ячĕллĕ премипе паллаштарнă.
Премие 2012 çулта «Раççейри художниксен пĕрлĕхĕпе» пĕрле туса хунă. Унăн тĕп тĕллевĕ – регионта кăна мар, тĕнче шайĕнче искусствăна аталантарма пултаракан пултаруллă художниксене пулăшасси. Çав вăхăтрах кун пек преми А.Пластовăн ячĕ пултарулăх тĕнчинче çӳллĕ шайра пулнине çирĕплетет.
Преми фончĕ бюджет тата бюджет тулашĕнчи укçаран йĕркеленет. Спонсорсем пулăшнипке кăçал преми калăпăшĕ 20 миллион тенкĕ пулмалла.
Великобританири корольсен художество академийĕн членĕ Кевин Ховард премие çапла хак панă: «Искусствăна укçа хывни – малашлăха, çамрăк ăрăва аталанма пулăшни.

Текста малалла вулăр...

«Единая Россия» ертӳçи – Тамара Дмитриева

Раштавăн 8-мĕшĕнче Раççейри «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн ХХ конференцийĕ иртнĕ. Конференци ĕçне РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Александр Хинштейн, Екатерина Кузьмичёва, Григорий Балыхин, партин тĕп пурнăçлав комитечĕн ертӳçи Дмитрий Травкин, Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, Раççейри çамрăксен «Молодая Гвардия Единой России» организацин ертӳçи Максим Руднев, вырăнти депутатсем хутшăннă.
ХХ конференци партин Ульяновскри уйрăмĕн отчётпа суйлав тапхăрĕ пулнă. Малтан «Единая Россия» партин облаçри пирвайхи 979 организацире, кайран 27 вырăнти уйрăмра отчётпа суйлав пухăвĕсем иртнĕ.
Конференцин тĕп ыйтăвĕ – малашнехи 5 çула партин регионти уйрăмĕн секретарьне суйласси.
Облаçри «Единая Россия» партин ертӳçи пулма виçĕ кандидатура тăратнă: Саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕн çумне Тамара Дмитриевана, Чартаклă район пуçлăхне Сергей Петрякова, Чартаклă районĕнчи депутатсен канашĕн секретарьне, «Молодая гвардия» организацин пуçлăхне Эдгард Красаускаса.

Текста малалла вулăр...

2013 çулхи область бюджечĕ таВлашу çуратнă

 
Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн 88-мĕш ларăвне Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, Саккунсем кăларакан Пухăвăн Федераци Канашĕнчи представителĕ Сергей Бажанов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Григорий Балыхин, Сергей Маринин, Юрий Синельщиков, регионти шутлав палатин председателĕ Игорь Егоров, Тĕрĕслĕх палатин председателĕ Галина Эдварс, ветерансен канашĕн председателĕ Сергей Ермаков, министрсем хутшăннă.
Ларура пăхса тухнă тĕп ыйту «Об областном бюджете Ульяновской области на 2013 год и на плановый период 2014-2015 годов» саккун проектне йышăнасси.
Саккун проекчĕпе облаçăн çулталăкри тупăшĕ 28 миллиард та 531 миллион та 200 пин тенкĕпе танлашать. Пĕтĕмĕшле тăкаксен калăпăшĕ – 31 миллиард та 977 миллион та 900 пин тенкĕ. Çапла вара бюджетра 3 миллиард та 400 миллион тенкĕ дефицит пулса юлать.

Текста малалла вулăр...

«Ульяновская правда» — 95 çулта

 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр «Ульяновская правда» хаçат редакцине облаçăн пурнăçне туллин çутатнăшăн, çын хушшине хыпар сарнăшăн «Ульяновск облаçĕ умĕнче палăрнăшăн» мухтав паллипе наградăланă.
Регион пуçлăхĕ редакци коллективне хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 95 çул çитнĕ ятпа саламланă, тĕп редакторне Ирина Арановскаяна уйрăм парне – фотокамера – парнеленĕ. «Сирĕн хаçат сумлă çул-ӳсĕмне пăхмасăр куллен çамрăкланнине курма питĕ хавас,-тенĕ Сергей Морозов.-Тулашĕпе шалашĕ анчах улшăнать: дизайнĕ аванланать, материалсене парас ĕçре паянхи вăхăтпа шайлашакан мелсемпе усă куратăр, регионти услам ĕçĕпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни паха. «Ульяновская правда» Интернета «пăхăнтарать». Çапла май информаци анлăшне сарать: ун сайтне кĕрсе тухакансем кăрлач (январь) уйăхĕнче 4000 çын пулнă пулсан юпа (октябрь) 10 пин çынна çитнĕ.

Текста малалла вулăр...

ЮНЕСКО – форум хăни

РФ ЮНЕСКО ĕçĕсен комиссийĕн яваплă секретарĕпе Григорий Орджоникидзепе «Ульяновск- культурная столица» фонд директорĕ Татьяна Ившина калаçу ирттернĕ. Унта 2013 çулта Ульяновскра йĕркелеме палăртнă тĕнчери «Культура нового поколения» форума ЮНЕСКО ĕçĕсен комиссийĕ хутшăнасси пирки калаçса татăлнă.
«Ульяновск – культурная столица» фонд дирекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пулас форумра Раççей Федерацин субъекчĕсенчи тата пăхăнман патшалăхсен пĕрлешĕвĕн çĕршывĕсенчи ачасен пултарулăх çурчĕсен представителĕсемпе тĕлпулу йĕркелеме палăртнă. Ульяновск облаçĕнчен форума Халăх культурин центрĕпе «Ульяновск – культурная столица» фонд представителĕсем хутшăнĕç. Вĕсем «Роль учреждений культуры в сохранении нематериального культурного наследия (национальные праздники, мероприятия, связанные с национальными обычаями)» темăпа пухăннисем умне тухса калаçĕç.

Текста малалла вулăр...

Ял хуçалăх çитĕнĕвĕсемшĕн чысланă

Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне-2012» куравра Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăхĕпе промышленность предприятийĕсем 23 медаль çĕнсе илнĕ. Вĕсенчен 9-шĕ ылтăн, кĕмĕл – 9, бронза – 5.
Пысăк наградăсене тивĕçнисем — апат-çимĕçпе вĕсене ĕçлесе çитерекен предприятисем, ял хуçалăх кооперативĕсем, ял хуçалăхĕн ăслăлăх учрежденийĕсем. Парнесен шучĕ пĕлтĕрхи кăтартуран (20 медаль) нумайрах. Ульяновск область «пухмачне» («копилкине») пĕрремĕш медале Димитровградри технологи институчĕ – Ульяновскри П.А. Столыпин ячĕллĕ патшалăх ял хуçалăх академийĕн филиалĕ – çĕнсе илнĕ. Вăл сĕте ĕçлесе çитермелли çĕнĕлле фильтршăн кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Ку учреждени тата 3 ылтăн медаль илнĕ – Ульяновск облаçĕн ял хуçалăхĕпе промышленность комплексĕсене бизнес-инкубатор кĕртнĕшĕн, юхакан шыва тасатмалли хатĕршĕн тата чечек пылĕшĕн.

Текста малалла вулăр...

АВĂН УЙĂХĔНЧЕН – ÇĔНĔЛЛЕ

Раççей Федерацийĕн правительстви 2011 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче йышăннă постановленийĕпе (354№) 2012 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă тивĕçтерӳсен çĕнĕ йĕрки ĕçе кĕрет.
Çĕнĕлĕхĕн тĕп пĕлтерĕшĕ - нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем малашне коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн (ăшă, сивĕпе вĕри шыв, шыв кĕрекен тата тухакан çулсем, çутă) икĕ енлĕ тӳлеме тытăнаççĕ: хăйсен çуртĕнче илекен коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн; пĕтĕм çурта тытса тăмаллисемшĕн.
Икĕ енĕ те кашни уйăхра тӳленине кăтартакан документра уйрăмăн çырăнаççĕ. Пурăнакан вырăнти тивĕçтерӳсене шута илекен харпăр приборĕ кăтартăвĕсем тăрăх палăртаççĕ. Приборсем çук пулсан - çĕнĕ правилăсемпе çирĕплетнĕ тивĕçтерӳ нормативĕсемпе шайлаштараççĕ. Пĕтĕм çурта тытса тăмалли тивĕçтерӳсемшĕн - çуртри кашни пурăнмалли тата пурăнмалли мар вырăн лаптăкне шута илсе тӳлеттереççĕ.

Текста малалла вулăр...

АВĂН УЙĂХĔНЧЕН – ÇĔНĔЛЛЕ

Раççей Федерацийĕн правительстви 2011 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче йышăннă постановленийĕпе (354№) 2012 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă тивĕçтерӳсен çĕнĕ йĕрки ĕçе кĕрет.
Çĕнĕлĕхĕн тĕп пĕлтерĕшĕ - нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем малашне коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн (ăшă, сивĕпе вĕри шыв, шыв кĕрекен тата тухакан çулсем, çутă) икĕ енлĕ тӳлеме тытăнаççĕ: хăйсен çуртĕнче илекен коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн; пĕтĕм çурта тытса тăмаллисемшĕн.
Икĕ енĕ те кашни уйăхра тӳленине кăтартакан документра уйрăмăн çырăнаççĕ. Пурăнакан вырăнти тивĕçтерӳсене шута илекен харпăр приборĕ кăтартăвĕсем тăрăх палăртаççĕ. Приборсем çук пулсан - çĕнĕ правилăсемпе çирĕплетнĕ тивĕçтерӳ нормативĕсемпе шайлаштараççĕ. Пĕтĕм çурта тытса тăмалли тивĕçтерӳсемшĕн - çуртри кашни пурăнмалли тата пурăнмалли мар вырăн лаптăкне шута илсе тӳлеттереççĕ.

Текста малалла вулăр...

Область çухату тӳсет

 
Ульяновск область правительстви типĕ çанталăка пула сиксе тухнă йывăрлăхсемпе кĕрешет.
Шăрăха пула облаçри вунă район (Барăш, Карсун, Çинкĕл, Павловка, Мелекесс, Кивĕ Майна, Сăр, Ульяновск, Чăнлă тата Чартаклă) чрезвычайлă лару-тăру йĕркине куçнă. Çакна облаçра чрезвычайлă лару-тăрушăн яваплă комисси ларăвĕнче область правительстви йышăннă. Ятарлă штаб йĕркеленĕ. Ăна облаçри ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин ертсе пырать.
Çу-утă уйăхĕсенче кĕрхи тырă 130 пин гектар (53 процент) çинче типсе хăрнă. Çаплах 22 пин гектар çурхи культура та ӳссе тухăç парайман. Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх, çурхи тырăсен çухатăвĕ 400 пин тоннăна яхăн пулмалла. Сыхланса юлнă çĕр лаптăкĕсенчен гектартан 14 центнертан ытла кĕтмеççĕ. 2011 çулта тухăç вăтамран 24,4 центнер пулнă. Область пĕтĕмĕшле 4 млрд тенкĕлĕх шар курать.

Текста малалла вулăр...

ДЕСАНТНИКСЕНЕ ÇĔР ЛАПТĂКĔСЕМ УЙĂРСА ПАНĂ

 
Десантниксен кунĕнче офицерсене харпăр çуртне хăпартма çĕр лаптăкĕсем уйăрса пани çинчен çирĕплетекен сертификатсем панă.
Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Панчин сывлăш десантникĕсен çарĕсене йĕркелесе янăранпа 82 çул çитнине халалланă уявра пулнă. Вăл 31-мĕш гварди десант бригадинче иртнĕ.
Сергей Панчин уявпа саламланă, офицерсен нумай ачаллă 13-çемйине (вĕсен хушшинче бригада командирĕ Дмитрий Глушенков полковник та пур) Ульяновск хулин Заволжски районĕнчи «Г» кварталта тата Луговое ялта çĕр лаптăкĕсем уйăрса панине çирĕплетекен документсем панă.
СОЦИАЛЛĂ НӲХРЕП ТУЛСА ПЫРАТЬ
Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне регионри 640 çынна 320 пин тенкĕлĕх пулăшу панă.
Ульяновск облаçĕн ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çулта «Наполни социальный погребок» тăвăç шайĕнче социаллă пулăшупа облаçра пурăнакан 21600 çынна тивĕçтермелле.

Текста малалла вулăр...

Çамрăк ăсчахсене наградăланă

Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей-Германи хушшинчи пĕлӳ тата инноваци эрнине халалланă ларура облаçри инноваци тата стратеги аталанăвĕн министрĕ Александр Смекалкин ултă çамрăк ăсчаха Тав хучĕсемпе наградăланă.
Мероприятие ĕç тăвакан власть органĕсен ертӳçисем, аслă вĕренӳ заведенисен тата ăслăлăх организацисен çыннисем хутшăннă.
- Çамрăксене ăслăлăх аталанăвне явăçтарни – питĕ кирлĕ пулăм, вĕсенче – пуласлăх, – тенĕ Александр Смекалкин.
«УАЗ-Патриот» парса чысланă
Ульяновск облаçĕнче «Роди патриота в День России» тăвăмăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă.
Область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов «Многодетность—это норма» номинаци çĕнтерӳçине – Ульяновск районĕнче пурăнакан Куприковсен çемйине «УАЗ-Патриот» парса чысланă.
Çак тăвăм Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕпе 2005 çултанпах пырать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.