Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Çĕнĕ вырăна куçнă

 
Ульяновск облаçĕнчи клиника пульницинчи куç микрохирургийĕн центрĕ çĕнĕ çуртра уçăлнă. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр поликлиника ĕçĕпе, стационар тата операци уйрăмĕсемпе паллашнă, унсăр пуçне хушăвĕсене еплерех пурнăçа кĕртнине тĕрĕсленĕ.
Халиччен центр вырнаçнă çурт çав тери юхăннă пирки унта юсав ĕçĕсем ирттерме май çук. Сергей Морозовпа «Российские железные дороги» компани президенчĕпе Владимир Якунинпа калаçса килĕшнĕ тăрăх, куç микрохирургийĕн уйрăмĕ – Ульяновск станцийĕн пульницинче виçĕ хутлă хирурги корпусĕнче вырнаçнă. Уйрăмăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 830,61 тăваткал метр. Пĕрремĕш хутра лазерпа глаукома центрĕсем, икĕ диагностика, УЗИ, васкавлă операци кабинечĕсем, Ульяновскри патшалăх университечĕн кафедрин вĕрентӳ пӳлĕмĕсем вырнаçнă. Виççĕмĕш хутра – офтальмологи уйрăмĕн талăкĕпех тытакан 60 вырăнлă стационарĕ.

Текста малалла вулăр...

Уяв кăшăлне тăнă

Тутарстанри Нурлатра Пĕтĕм Раççейри чăваш культурин праçникĕ – Уяв –иртнĕ. Ăна Тутарстан Республикин Правительстви хавхалантарнипе район администрацийĕ тата Тутарстан Республикинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркелесе ирттернĕ.
Уява Чăваш Ен культура министрĕ Вадим Ефимов хутшăннă. Вăл Чăваш Республикин пуçлăхĕн салам сăмахĕсене вуласа панă. «Уяв пăлхарсен историлле çĕрĕ çинче иртнипе мухтанатпăр. Паянхи чăваш тата тутар халăхĕсем – вĕсен несĕлĕсем»,-тенĕ унта.
Тутарстан Республикин президенчĕн Р.Н. Минниханов ятĕнчен уява хутшăнакансене Республикăн Патшалăх Канашĕн председателĕ Римма Ратникова саламланă.
Уява Чăваш наци конгресĕн сумлă çыннисем, Пушкăрт Республикинчи, Чулхула, Самар, Саратов, Свердловск, Ульяновск облаçĕсенчи наципе культура пĕрлешĕвĕсен представителĕсем хутшăннă.

Текста малалла вулăр...

Пулăшма хатĕр!

Ульяновск облаçĕн çурт-йĕр инспекцийĕ – патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕ. Вăл çурт-йĕр ыйтăвĕсемпе йышăннă саккунсем вырăнсенче мĕнле пурнăçланннине тĕрĕслесе тăрать. Пирĕн регионри çак органа Т.В.Картузова ертсе пырать.Унпа 8 (8422) 44-61-92 телефон номерĕпе çыхăнма пулать. Сайт – е-mаil:ulgilinspеkt@mаil.ru.
2012 çулхи çĕртме уйăхĕнче çурт-йĕр инспекторĕсем объектсене тухса хĕл тапхăрне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслĕç.
Ульяновск облаçĕн патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн коллегийĕнче 2012 çулхи çу уйăхĕнче çурт-йĕр фондĕнчи лару-тăрăва тишкернĕ.
Инспекци ТСЖ (товарищества собственников жилья) ĕçĕ-хĕлне тимлĕхре тытать. Кăçал 114 ТСЖна тĕрĕсленĕ. Саккунсене пăхăнманнине тупса палăртнă. 105 ТСЖ инспекторсенчен асăрхаттарусем илнĕ. Саккунсене пăснăшăн 6 ТСЖна пĕтерме суда тавăç (иск) тăратнă.

Текста малалла вулăр...

Социаллă проездной хакĕ ӳснĕ

Ульяновск область правительствин «Об организации перевозок льготных категорий граждан федерального и регионального регистров на общественном транспорте» йышăнăвĕпе федераллă тата регионти социаллă çăмăллăхсемпе усă куракансем (ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, репрессие лекнисемпе тӳрре кăларнисем) обществăлла транспорт çинче çӳреме социаллă проездной билетсем туянма пултараççĕ. Çу уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен çак проезднойсем хакланнă. Унччен 170 тенкĕ тăнă пулсан халĕ – 220 тенкĕ.
Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракан граждансене çул çӳреме паракан укçан калăпăшне çулсерен ӳстерсе пыраççĕ, 2007 – 2011 çулсенче вăл 46 процент ӳснĕ.
Регионти çăмăллăхсемпе усă куракансене, социаллă проездной билет туянма заявлени çырнисене, кашни уйăхрах проездной хакĕ чухлĕ компенсаци куçарса параççĕ.

Текста малалла вулăр...

ÇУТĂ ПУЛТĂР

Çутă пӳлĕмре илемлĕ те хăтлă. Çакăн пек пултăр тесен çĕнĕ люстра çакмалла. Анчах ку ĕçре хăйне кура вăрттăнлăхсем пур.
Пĕрремĕш тапхăр
Маччара виçĕ пралук вĕçĕ курăнса тăрать: вĕсенчен пĕри – нуль, иккĕшĕ – фаза. «Фаза» пралукĕсем - выключатель патне, «нуль» - тӳрех коробка патне пыраççĕ. Пăлтăрта вырнаçнă автовыключателе ĕçлеме чаратпăр. Индикаторпа ток пуррипе çуккине тĕрĕслетпĕр. Маччара курăнса тăракан пралуксен изоляцине хăпартса илсе виççĕшне виçĕ еннелле пăрса хуратпăр. Ток яратпăр.
«Фазăпа» «нуле» уйăрса илесси
Индикаторпа кашни пралук вĕçне перĕнетпĕр. Çак вăхăтра выключатель ĕçлемелле. Пралук вĕçне тĕкĕнсен индикатор çутăлса кайсан – «фаза», çутăлмасан – «нуль» пулать. «Нуль» тенине асра тытăр е изоляципе паллă тăвăр.
Люстрăран та виçĕ пралук тухать.

Текста малалла вулăр...

Ачапа ларакансем те вĕренеççĕ

Ульяновск облаçĕнче ачисем виçĕ çула çитиччен отпускра ларакан 300 хĕрарăм хăйсен пĕлĕвне ӳстерĕç е çĕнĕ професси алла илĕç.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пĕчĕк ачапа килĕнче ларакан 300 хĕрарăма çĕнĕ професси алла илме пулăшма палăртнă. Çак тĕллевпе область бюджетĕнчен 2,5 миллион тенкĕ уйăрнă.
Кĕске курссем облаçри пур муниципаллă пĕрлĕхсенчех йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра çĕр ытла хĕрарăм «бухгалтерский учёт», «менеджер по персоналу», «администратор зала», «оператор электронно-вычислит ельных и вычислительных машин» специальноçсемпе ятарлă программăпа вĕренме тытăннă.
Хĕрарăмсене суйласа илнĕ профессипе 1-4 уйăх тӳлевсĕр вĕрентеççĕ.
Ку ыйтупа информацие тĕплĕнрех 41-72-09 телефонпа ыйтса пĕлме пулать.

Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене – кану

Ульяновск облаçĕнче çăмăл мар пурнăç условисенче пурăнакан ачасен çуллахи кану вăхăтне хатĕрлеççĕ. Кăçал облаçра 6,5 ачана путёвкăпа тивĕçтерĕç.
Облаçри социаллă аталану министрĕ Александр Васильев пĕлтернĕ тăрăх, ку тĕле 14 канупа сиплев лагерĕнче канма 3492 путёвка туяннă ĕнтĕ. Уйрăмах кăнтăрла канмалли учрежденисене тимлĕх уйăраççĕ. Çавăн йышши 46 учрежденире 944 ача канĕ. Облаçри 18 районти кăнтăрлахи 43 лагерьте 976 ача тӳлевсĕр пурăнĕ.
Аслă Ключищĕри «Восхождение» реабилитаци центрĕнче 620 сусăр ачана талăкĕпе сиплеме, техĕмлĕ апатпа тивĕçтерме, кану вăхăчĕсем йĕркелеме палăртнă.

Николай Фёдоров – РФ ял хуçалăх министрĕ

РФ Президенчĕ Владимир Путин РФ ял хуçалăх министрне пирĕн ентеше Николай Фёдорова çирĕплетнĕ.
Николай Васильевич Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районĕнче 1958 çулта çуралнă. Хусанти патшалăх университечĕн юридици факультетне пĕтернĕ. 1980-1982 тата 1985-1989 çулсенче ЧПУра студентсене вĕрентнĕ.
1900-1993 çулсенче вăл Раççей юстици министрĕ пулнă, РФ Патшалăх Думин депутатне суйланнă.
1994 çулта ăна ЧР Президентне суйлаççĕ,1997 çулта – иккĕмĕш хут, 2001 çулта – виççĕмĕш, 2005 çулта РФ Президенчĕ Владимир Путин сĕнĕвĕпе — тăваттăмĕш.
2010 çулхи авăн уйăхĕнчен вăл РФ Федераци Канашĕн членĕ, 2011 çулхи кăрлач уйăхĕнчен — Европа Канашĕн Парламент Ассамблейин (Страсбург хули) РФ представителĕ пулнă.
2012 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе Николай Васильевича РФ ял хуçалăх министрне çирĕплетнĕ.

Текста малалла вулăр...

Ял хуçалăхне пулăшу кирлĕ

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр регионти çурхи ака ĕçĕсене йĕркелекен штабра лару ирттернĕ.
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин сăмахĕпе, 2012 çулта ял хуçалăх предприятийĕсем 957,2 пин гектартан сахал мар акмалла, вĕсенчен 609,1 пин гектарне – пĕрчĕллĕ культурăсем. Кĕркунне 244,7 пин гектар çинче тĕш-тырă акса хăварнă. Хĕвел çаврăнăша кăçал 120 пин гектар, сахăр чĕкĕнтĕрне – 17,3 пин гектар, выльăха çитермелли культурăсене – 143,8 пин гектар, çĕр улмипе ытти пахча çимĕçе – 4,8 пин гектар акма палăртаççĕ.
Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсем хуçалăх инвентарьне, машинапа трактор паркне йĕркене кĕртессипе ĕçлеççĕ. Хуçалăх ертӳçисем минераллă удобренисем туянасси пирки килĕшӳ тунă. 2012 çулта хуçалăхсене 72 пин тонна удобрени çитмелле.
-Иртнĕ çул ял хуçалăхĕ пысăк кăтартусемпе ĕçлерĕ.

Текста малалла вулăр...

Коммуналлă тӳлевсене ӳстерекенсене айăплаççĕ

Сергей Морозов облаçри муниципаллă пĕрлĕхсенчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем юсав ĕçĕсемпе çурта тытса тăнăшăн тӳлемелли виçене ятарлă документпа çирĕплетме хушнă. Тӳлемелли виçе 2011 çулти пекех пулмалла.
Облаçри энергетика тата çурт-йĕрпе коммуналлă комплекс министрĕ Александр Букин министерствăн «Хĕрӳ линийĕ» çине çак ыйтупа пĕр кунта кăна 8 шăнкăрав пулнине пĕлтернĕ. Хаксене ӳстернĕ тĕслĕхсене кашнине тĕрĕслесе айăплисене явап тыттарĕç.
Çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн хаксене ӳстерни пирки 8 (8422) 41-48-15 телефон номерĕпе куллен (канмалли кунсемсĕр пуçне) 9.00 -18.00 сехетсенче шăнкăравласа пĕлтерме пулать.

ПАРĂМЛИСЕМПЕ АЛИМЕНТЩИКСЕНЕ ПĔЛСЕ ТĂМА

•Приставсем ыйтнипе харпăр пуянлăхĕ çинчен деклараци тăратмалла. Ахальтен штраф – 100 пин тенкĕ таранччен.
•Приставсем кредит историйĕн информацийĕ упранакан Бюропа ЗАГСран хăйсене мĕн кирлине илме пултараççĕ.
•Айăплисене шыраса тупма приставсем харпăр детективĕсен пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ.
•Парăмлисемпе алиментщиксене ирĕксĕрлесе ĕçлеттерсе парăмĕсенчен хăтарма пулăшаççĕ е 1 çулталăка ирĕкрен хăтараççĕ (РФ УК 157 статйи).

КИЛĔШӲЛĔХ ÇУЛĔ ÇИНЧЕ

ВЛАДИМИР ПУТИН – НАЦИ ПОЛИТИКИ ÇИНЧЕН
 
Премьер-министр хăйĕн наци ыйтăвĕпе çыхăннă программăллă статйине «Независимая газета» хаçатра пичетленĕ.
 
Правительство пуçлăхĕ наци политикине уçса парас ыйтăва тĕнчери лару-тăруран пуçлать. Ку ыйту чи пуян, аталаннă çĕршывсенче те çивĕч тăрать. Уйрăмах вăл халăхсем урăх çĕре е çĕршыва куçса кайнипе çыхăнса тăрать. Политикăра вăл «мультикультурализм» пулса тăрать. Анчах Путин шучĕпе, мультикультура проекчĕ хăйĕн пĕлтерĕшне çухатнă, çавăнпа та пĕрешкел халăх ушкăнĕсен шайĕнче йĕркеленсе кайнă «наци патшалăхĕсен» моделĕ те хирĕçтăрăва кĕрсе ӳкме пултарать. «Ку Европăри тата тĕнчери нумай регионти çĕршывсемшĕн питĕ хăрушă пулăм», - тесе çырать премьер.
Правительство пуçлăхĕ Раççейри лару-тăру çине куçса: «Пирĕн çĕршыври лару-тăру пачах урăхла», - тесе çирĕплетет.

Текста малалла вулăр...

Хисепе тивĕçлисене ытларах тӳлĕç

Облаçри Саккунсем кăларакан Пуху ларăвĕнче “О мерах поддержки творческих работников» саккуна улшăнусем кĕртнĕ, пушар хăрушсăрлăх тытăмĕн сотрудникĕсене пулăшу парас енĕпе тăратнă саккун проектне ырланă.
Ларăва Игорь Тихонов ертсе пынă. Унта Ростислав Эдварс, Николай Ягодин, Расих Гатауллин тата Алексей Куринный депутатсем хутшăннă.
Пĕрремĕш ыйту – «Ветеран творческой профессии» ята тивĕçлисен шутне тата вĕсене уйăракан укçа калăпăшне ӳстересси. Малашне «халăх» ячĕллисене уйăхсерен тата 5000 тенкĕ хушса тӳлеме палăртнă, «тава тивĕçлисене» — 3000 тенкĕ, «хисеплĕ» ятлисене – 1000 тенкĕ. Саккунăн тĕрлĕ енĕсене шута илсе ăна çитес вăхăтрах çирĕплетĕç. Йывăрлăхсем сиксе тухсан вĕсене çийĕнчех татса пама ĕç комиссийĕ йĕркеленмелле.
Иккĕмĕш ыйту — регионри пушар хăрушсăрлăх ĕçĕнче вăй хуракансен пенсийĕ пирки.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ çула – календарь

2012 çулта пĕтĕм тĕнче вырăс литературин классикĕ, И.А. Гончаров (1812-1891) çуралнăранпа 200 çул çитнине паллă тăвать.
Çак пысăк та чаплă пулăма Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче ĕçлекенсем уйрăм палăртма шутланă, паллă писателе халалласа “Çулталăк календарĕ” кăларнă.
Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче И.А.Гончаров пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, çемйипе çыхăннă хаклă документсем чылай упранаççĕ. Вĕсем тата сăн ӳкерчĕксем Çулталăк календарьне хăйнеевĕрлĕх кĕртеççĕ. Тĕрĕссипе, календарь хăй те пуян документ, мĕншĕн тесен календаре халиччен пичетленмен документсемпе фактсем кĕнĕ.
Епле йĕркеленнĕ-ха Çулталăк календарĕ. Кунта кашни уйăхра Гончаров пирки каланă. Тĕслĕхрен, кăрлач уйăхĕнче писателĕн çемйи, унăн несĕлĕсем çинчен каласа панă. Нарăсра Ульяновскра хальччен сыхланса юлнă Гончаровсен çурчĕн историйĕпе паллаштарать.

Текста малалла вулăр...

Хисеплĕ тăвансем, чăвашсем!

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономин ĕçтăвкомĕнчен, манран сире пурсăра та Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсем ячĕпе хĕрӳллĕрен те хĕрӳллĕ салам!
2011 çул чăвашсемшĕн питĕ паллă çул пулчĕ. Кăçал пĕрремĕш хут Ульяновск хулинче мĕнпур Раççей чăвашĕсен уявĕ – Акатуй – иртрĕ. Чи хакли – чăваш ачисем чăвашсен конкурсĕсемпе фестивалĕсенче кăна мар, куллен чăвашла калаçни. Çакă питĕ савăнтарать.
Çитес çул та чăвашлăх малалла аталанасса, чăваш çамрăкĕсем чăваш пулнипе мăнаçланасса шанатпăр. Çакă вара пирĕншĕн чи хаклă ĕмĕт пурнăçланни пулать.
Сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатăп. Килĕрте килĕшӳ тата юрату хуçаланччăр. Телейлĕ пулăр!
 
 

С Новым годом!

Дорогие ульяновцы,
уважаемые земляки!
Совсем скоро под бой курантов уйдёт в историю 2011 год. Он был не самым простым и для нашей области, и для всей страны. Но все вместе мы много работали, чтобы он стал лучше, чем предыдущий.
В эти дни, когда в глубине души каждый из нас ждет чудес и волшебства, не хочется вспоминать о трудностях и неудачах. Напротив, кажется важным вспомнить то главное, что позволило не потерять приобретенное, не развалить построенное, сделать еще один шаг вперед. Словом, все то, что делает наш регион, а значит и его жителей, сильнее с каждым годом.
Думаю, каждый знает – из газет, телевизионных новостей, интернета - о создании новых ферм, строительстве самолетов, ремонте поликлиник. И это не пустые слова – это кирпичики позитивных изменений в жизни каждого из нас, наших родителей, детей, близки и любимых.

Текста малалла вулăр...

Обществăлла палата пĕтĕмлетӳ тунă

Пĕлӳ кунĕ умĕн облаçри обществăлла палатăн анлă ларăвĕнче «Помоги собраться в школу» тăвăçăн пĕтĕмлетĕвне тунă.
Кăçал обществăлла палата членĕсен вăйĕпе сахал тупăшлă çемьесенче ӳсекен ачасене: Егор Егорова, Николай Давыдова, Михаил Маркина, Егор Матвеева, Владимир Желтова, Илья Волгаре, Александра Куклинăна, Данил Семёнова, Алексей Петрова тата Мария Каштанована шкула – пуçтарăнма пулăшнă.
Ларура облаçри шалти политикăн министрĕ Татьяна Кириллова, Обществăлла палата председателĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканĕ Галина Батракова тата председателĕн çумĕ Олег Лебеденко кашни ачан ашшĕ- амăшне сертификат тата укçа парса хавхалантарнă.
Культура ĕçченĕсен съезчĕ
Регионта облаçри культура ĕçченĕсен пĕрремĕш съезчĕ иртнĕ. Ăна Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр уçнă.

Текста малалла вулăр...

ÇĔНĔ ХУЛА АВИАСАЛОН ИРТТЕРНĔ

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ хулара самолётсем туса кăларакансен уявĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансемпе хăнасене Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, облаçри саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕ Борис Зотов тата хула мэрĕ Александр Пинков саламланă.
«2011 çул – юбилей çулĕ. Пирĕн облаçра пĕрремĕш аэроклуб 80 çул каялла уçăлнă. Çавăнтан тытăннă та регионта авиаци аталанма. Паян эпир Ульяновск тивĕçлипех авиацин тĕп хули ята çӳлте тытса пытăр тесе тăрăшатпăр».
Область правительстви «Авиастар СП», «Волга-Днепр» тата «Полёт» авиакомпанисемпе пĕрле Авиасалон тăваттăмĕш çул ирттерет.
Уявăн тĕп шăнăрĕ – авиашоу. Ăста пилотсем тата спортсменсем пухăннисене сывлăшра хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Çаплах авиамоделистсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Унсăр пуçне куракансене ветеран парашютистсем вĕçевсемпе тĕлĕнтернĕ.

Текста малалла вулăр...

Кун хыççăн кун

ÇĔНĔ ХУЛА АВИАСАЛОН ИРТТЕРНĔ
Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ хулара самолётсем туса кăларакансен уявĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансемпе хăнасене Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, облаçри саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕ Борис Зотов тата хула мэрĕ Александр Пинков саламланă.
«2011 çул – юбилей çулĕ. Пирĕн облаçра пĕрремĕш аэроклуб 80 çул каялла уçăлнă. Çавăнтан тытăннă та регионта авиаци аталанма. Паян эпир Ульяновск тивĕçлипех авиацин тĕп хули ята çӳлте тытса пытăр тесе тăрăшатпăр».
Область правительстви «Авиастар СП», «Волга-Днепр» тата «Полёт» авиакомпанисемпе пĕрле Авиасалон тăваттăмĕш çул ирттерет.
Уявăн тĕп шăнăрĕ – авиашоу. Ăста пилотсем тата спортсменсем пухăннисене сывлăшра хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Çаплах авиамоделистсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].