Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Искусствăн национальноçĕ çук

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Кĕнеке керменĕ-нче паллă скульпторăн, пирĕн ентешĕн Владимир Нагорновăн куравĕ уçăлчĕ.
Владимир Нагорнов – Чăваш тата Пушкăрт Республикисен, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, чăваш халăх художникĕ, пĕтĕм Раççейри тата Чăваш Республикинчи художниксен пĕрлĕхĕсен пайташĕ. Вăл Чăнлă районĕнчи Пухтел ялĕнче 1956 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче çуралнă.
Хальхи вăхăтра художник тата скульптор Владимир Нагорнов Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Вăл Чăваш Республикинчи чи паллă скульптор. Унăн ĕçĕсем хулана илем кӳреççĕ. Раççейĕпех паллă ĕçĕсенчен пĕрисем – Шупашкарти Амăшĕн тата К.В. Ивановăн, Ульяновскри И.Я.Яковлев палăкĕсем. Çав вăхăтрах унăн ĕçĕсене Тутарстанри, Пушкăртстанри, Чулхула облаçĕсенчи тата ытти регионти ял-хулара курма пулать. Унăн ĕçĕсен тĕп теми – чăваш халăхĕн кăна мар, мĕнпур Раççейĕн историйĕпе культури.

Текста малалла вулăр...

Николай Кондрашкин скульптор куравĕ уçăлнă

2017 çулхи февралĕн (нарăс) 21-мĕшĕнче Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта вырăнти паллă скульпторăн Николай Кондрашкинăн куравĕ уçăлнă. Ăна маçтăр пултарулăх анинче ĕçлеме тытăннăранпа 50 çул çитнине тата Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунне халалланă.
Ӳнер куравне скульптурăпа ĕçлекен автор Аслă вăрçă паттăрĕсене, паллă ăсчахсемпе çыравçă-сăвăçсене, тăван чĕлхене упрассишĕн ырми-канми тăрăшнă харсăр ывăлне-хĕрне асăнса калăпланă çуллă сăрăпа çырнă картинăсен репродукцийĕсене тăратнă, И.Я. Яковлев Патриархăмăрăн чаппа сум çĕнсе илнĕ вĕренекенĕсен, паллă чĕлхеçĕн Николай Ашмаринăн тата Китай тĕпчевçин Никита Бичуринăн бюсчĕсене вырнаçтарнă.
Николай Григорьевичăн ĕçĕсемпе паллашма УОЧНКА ертӳçи Олег Мустаев, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен çутĕç обществин председателĕ Алексей Мордовкин, юлташĕсем тата ытти хăнасем хутшăннă, ырă сăмахсем каланă.

Текста малалла вулăр...

Автографсен куравĕ

Июль пуçламăшĕнче «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттер-музейĕнче» «Подпишите, пожалуйста!» ячĕллĕ автографсен куравĕ ĕçлеме тытăннă.
Мĕн вăл автограф/ Авторăн чăн иккенне ĕнентерекен алçырăвĕ, автор кĕнекере, картини çинче, альбомра, хăйĕн портречĕ çинче асăнмалăх çырса хăварни е алă пусни. Куравра Чĕмпĕр хулинчи паллă çынсен И.Я.Яковлевăн, И.Н.Ульяновăн, А.Ф.Керенскин, А.Ф.Жиркевичăн тата ыттисен хăйсен аллипе тĕрлĕ документсем çине алă пусса çырса хăварнисене вуласа паллашма пулать. Музея пыракансем çавăн пекех Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнă ятпа И.Н.Ульянова тата И.Я.Яковлева асăнмалăх халалласа çырнă М.Кеслер, С.Горинова, Д.Архангельский, П.Сизов художниксен картинисене курма тата автографĕсемпе паллашма пултараççĕ.
Ĕлĕкрех вĕренекенсем илемлетсе харпăр альбомсем, алçырусем çырма юратнă пулнă.

Текста малалла вулăр...

Мухтав галерейинче – чăваш халăх артисчĕ

Пĕтĕм тĕнчери музейсен каçĕн картинче Ульяновскри Ленин мемориалĕн Мухтав залĕнче чăвашсемшĕн паллă ĕç пулчĕĕ Кунти облаçри мухтавлă çынсен портречĕсен галерейинче пирĕн ентешĕн – Çинкĕл районĕнчи Ялавăрта çуралса ӳснĕ паллă чăвашăнĔ СССРĔ РСФСРĔ ЧАССР халăх артисчĕн Алексей Константинович Ургалкинăн – портретне уçрĕçĕ Ăна облаçри паллă художник Борис Кривогин ӳкернĕĕ
АĕКĕ Ургалкинăн ятне ЧАССР Паттăрлăхпа Ĕç Мухтавĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕĔ вăл Халăхсен Туслăхĕн тата Хисеп орденĕсен кавалерĕĔ ăна нумай медальпе наградăланăĕ ЧАССР Аслă Совечĕн депутачĕ пулнăĕ 1910-1981 çулсенче пурăннăĕ
Савăнăçлă мероприятие УОЧНКАĔ Ялавăр çыннисемĔ таврапĕлӳçĕсемпе ИĕЯĕ Яковлев обществин пайташĕсемĔ АĕКĕ Ургалкинпа пĕртăванĕн ывăлĕ Геннадий Кудряшов художникĔ унăн ачисемпе мăнукĕсем тата ытти тăванĕсем хутшăнчĕçĕ
Уява УОЧНКА пуçлăхĕ Олег Мустаев ертсе пычĕĕ Вăл кĕскен АĕКĕ Ургалкинăн пурнăç çулĕ-пе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕĕ Ульяновск облаçĕнче чăвашлăх юхăмне йĕркелесе яракансенчен пĕриĔ ИĕЯĕ Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин пĕрремĕш председателĕ – Иван Сергеевич Кирюшкин та Ялавăрта çуралнине палăртрĕĕ
-Ялавăртан нумай паллă çын тухнăĔ анчах АĕКĕУргалкинăн шайне çитекенни çукĕ Чăваш общественноçĕĔ таврапĕлӳçĕсем АĕКĕУргалкинăн тăван ялĕнче бюст уçма тата шкула унăн ятне пама сĕнеççĕĔ - терĕ вăлĕ Çаплах паллă артистăн портречĕ галерейăри пиллĕкмĕш чăваш пулнине каларĕĕ
Сăмах Ленин мемориалĕн ăслăлăх секретарĕ Валерий Перфилов илчĕĕ
- Галерея уçăлнăранпа 15 çул иртрĕĕ Малтан эпир кунта облаçран тухнă 80 яхăн паллă çын портретне вырнаçтарма шутланăччĕĕ Вĕсем облаçшăн кăна марĔ çĕршывшăн пысăк ĕç тунипе палăрса тăраççĕĕ Ентешсене пурне те тӳрех тупса палăртаймарăмăрĕ Çавăнпа та кашни çул пĕрер ентешĕн портретне уçма шутларăмăрĕ Алексей Ургалкин – тивĕçлĕ çынĔ - терĕ Валерий Александровичĕ
Портрета УОЧНКА председателĕ ОĕНĕ МустаевĔ ВĕАĕПерфилов ăсчах тата артистăн йăмăкĕн мăнукĕ Наталья Новоселец уçрĕçĕ
- АĕКĕ Ургалкинпа тăванĕсем кăна марĔ çĕршыв мухтанма пултаратьĕ Унăн портречĕ тивĕçлипе çак галерейăра вырăн тупрĕĕ Эпир ачасене кунта илсе килсе кăтартăпăрĔ каласа парăпăрĕ Вĕсем те хăйсен ачисемпе ку вырăна çӳрĕçĔ - терĕ Наталья Новоселец портрет умне чечек карçинкки лартсаĕ
Тăванĕсем АĕКĕ Ургалкина ырăпа аса илчĕçĕ Геннадий Кудряшов художник Шупашкарта педагогика институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра хăйне тетĕшĕ нумай пулăшнинеĔ ĕçĕсене хак панине каласа пачĕĔ Николай Артемкин ачалăхри Ургалкинăн сăнарне аса илчĕĕ ИĕЯĕ Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин председателĕ АĕАĕМордовкин, «Чи лайăх парне – ĕмĕр асра тытниĕ Пирĕн хамăрăн тĕслĕхпе çитĕнекен ăрăва вĕрентмелле»Ĕ - терĕĕ
Ялавăртан килсе çитнĕ ВĕВĕ Харитонов, «2017 çулта Ялавăра никĕсленĕренпе 345 çул тата шкул уçăлнăранпа 160 çул çитетĕ Бюст уçассине çак датăсемпе çыхăнтарăпăр»Ĕ - терĕĕ
Савăнăçлă мероприятие «Илем» ушкăн чăваш юрри-ташшипе илем кĕртрĕĕ Нелли Шебистая сăвă вуласа пачĕĕ

Мускавран çĕнтерӳпе

Ульяновск облаçĕ «Ылтăн кĕркунне–2013» ял хуçалăхĕпе промышленность XV куравĕнче 13 награда çĕнсе илнĕ.
Пирĕн регион экспозицийĕпе Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хăй паллаштарнă. Ульяновск облаçĕн стенчĕ умĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕсемпе Олег Валенчукпа, Ирина Роднинапа тата Анатолий Карповпа тĕлпулусем иртнĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Союз садоводов России» обществăлла пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ Олег Валенчук Сергей Морозова тухăçлă ĕçленĕ ятпа тата облаçри пахчаçăсен юхăмне хавхалантарас шутпа Раççей пахчаçисен союзĕн ялавне панă.
Паллă спортсменсем – Ирина Роднина тата Анатолий Карпов – регион пуçлăхĕпе ача-пăча спортне аталантарас ыйтусене пăхса тухнă, область центрĕнчи спорт комплексĕсенче тата ялсенче çирĕпленнĕ лару-тăрупа паллашма хăйсем пырассине сӳтсе явнă.

Текста малалла вулăр...

Пётр СЫМКИН: «Ку вăл санпа манăн биографи»

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш наци музейĕн курав центрĕнче «Российская газета» издательство представителĕн, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш АССРĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Пётр Васильевич Сымкинăн фотокуравĕ уçăлчĕ. Ăна вăл 75 çул тултарнине, пултарулăхра ĕçлеме пуçланăранпа аллă çул çитнине халалланă.
Унта пулса курнисем П.В.Сымкинăн çак фотокуравĕ Чăваш Республикин культура пурнăçĕнче пысăк пулăм пулса тăнине палăртрĕç. Ман шутпа, кунта ытлашши пысăклатса хак пани çук.
Пётр Васильевич Сымкин Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнче çуралса ӳснĕ. «Лаша пуласси тихаран паллă», - теççĕ чăвашсем. Иртнĕ ĕмĕрти хĕрĕхмĕш çулсен вĕçĕнче тата аллăмĕш çулсен пуçламăшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă, ун чухне Пухтел районне кĕнĕ Вăта Тимĕрçенти вăтам шкул ку тăрăхри чи пысăккисенчен пĕри шутланнă.

Текста малалла вулăр...

Тăмран тунă теттесен театрĕнче

Акан 26-мĕшĕнче Халăх пуларулăх музейĕнче тăмран тĕрлĕ теттесем тăвакан маçтăрăн Галя Елисееван юбилей куравĕ уçăлчĕ. Ăна облаçри искусствăпа культура политикин министерстви, Халăх культурин центрĕ тата Халăх пултарулăх музейĕ йĕркеленĕ.
 
Галя Георгиевна (Галя тесе паспортра çырнă) курава чăваш халăх тумĕпе – амăшĕ хăй аллипе тĕртсе çĕленĕ чăваш кĕпипе – тухрĕ.
Ентешĕмĕре саламлама хăйĕн вĕренекенĕсем, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем, ĕçтешĕсем, юлташĕсемпе тăванĕсем пухăнчĕç.
Уява хулари "Созвездие" студийĕн юрăçи чăваш хĕрĕ Екатерина Морозкина "Лашине шăварнăччĕ" юрăпа уçрĕ. Вăл автомеханика техниумĕнче 4-мĕш курсра вĕренет, халăх фольклорне юратать, чăваш юрри-ташшипе кăсăкланать.
Галя Георгиевнан пултарулăхĕпе музей директорĕ И.

Текста малалла вулăр...

Мухтава тивĕçлĕ тухтăрсем

Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ куравсем ĕçлеççĕ.
Нумаях пулмасть архивăн тĕп специалисчĕ А.Ю. Шабалкин çĕнĕ курав уçрĕ. «Верные клятве Гиппократа» курава В.А. Копасовпа Г.И. Суров тухтăрсене халалланă. Пысăк пĕлӳллĕ, пурте лайăх пĕлекен, сывату ĕçĕнче пысăк çитĕнӳсем тунă тухтăрсем Чĕмпĕр тăрăхĕнче ĕçлесе пурăннă.
Василий Андреевич Копасов (1851-1922) – психиатр. Чĕмпĕрте ăс-тăн енчен пăсăлнă çынсем валли Карамзин пульницине йĕркелекенĕ. Вăл ăна чĕрĕк ĕмĕр хушши (1894-1922) ертсе пынă, чирлисене çĕнĕ мелсемпе сыватнă. Кунта ĕçлекенсем пĕр çемьери пек пурăннă. Пульница уйрăм хуçалăх тытнă. Вăл вăхăтра Раççейĕпе те кун пек пульницасем сахал пулнă.
Паян Ульяновскра пурăнакансенчен нумайăшĕ Карамзин пульницине кам уçнине пĕлмест те пулĕ.

Текста малалла вулăр...

Дымков теттисен çĕршывĕнче

Киров хулинче регионсем хушшинче халăх пултарулăх промыслисен "Кладовая ремесел" ятпа курав фестивалĕ иртнĕ.
Пирĕн регионтан унта облаçри Ачасен техника пултарулăх центрĕнче вĕрентекен Галина Георгиевна Елисеева хутшăннă. Фестиваль уçнă çĕре Киров облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ тата ытти регионсенчен килнĕ хăнасем хутшăннă. Вĕсем курава хутшăнакансене тата курма пынисене саламланă.
Киров облаçĕ мĕн авалтан Дымков теттисен çĕршывĕ шутланать. Çавăнпа та Галина Елисеева тахçантанпах çакăнта пулса курма ĕмĕтленнĕ. Кунти маçтăрсемпе тĕл пулма, вĕсемпе калаçма, ĕçĕсене курса паллашма шутланă.
Фестивале кайма Галина Георгиевна ятарласа çĕнĕ композицисем хатĕрленĕ, теттесем, шăхличсем туса кайнă. Чи пахи вара – Ульяновск облаçĕн гербне тăмран туса тăратни. Курава вăл чăваш халăх тумĕпе – амăшĕ хăй аллипе тĕртсе çĕленĕ чăваш кĕпипе – тухнă.

Текста малалла вулăр...

Кунта юрату хуçаланать

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнче кăна мар, пирĕн аслă çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче, ют çĕршывсенче паллă ӳнерçĕ Виктор Глебович Егоров-Аванмарт 50 çулхи юбилейне паллă туса Облаçри наука вулавăшĕнче хăйĕн ӳнер ĕçĕсен куравне уçрĕ.
Куравра юбиляр йывăçран касса кăларнă кĕлеткесене, уйрăм çынсен пуххисенче упранакан чи паха ĕçĕсен сăн ӳкерчĕкĕсене, тĕслĕ сăрăпа ӳкернĕ картинăсене, Геннадий Айхи сăввисем тăрăх тунă иллюстрацисене, çут çанталăк сăн ӳкерчĕкĕсене, графика ĕçĕсене тăратнă.
Виктор Глебовича саламлама чăваш общественноçĕн хастарĕсем, Ульяновск Хула Думин депутачĕ, “Единая Россия” парти членĕ, облаçри “Боевое братство” пĕрлĕхне ертсе пыракан Николай Лазарев, вырăнти художниксемпе ăстасем, ĕçтешĕсем, юлташĕсемпе тăванĕсем пухăнчĕç.
Кураври ĕçсемпе, авторпа музей ĕçченĕсем электрон презентацийĕпе усă курса паллаштарчĕç.

Текста малалла вулăр...