Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Профессорпа тĕл пултăмăр

Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи вăтам шкула хаклă хăна, хамăрăн ентеш – Николай Калаков профессор килчĕ, ачасемпе тата вĕрентекенсемпе тĕлпулу ирттерчĕ. Халиччен ун пекки пулманччĕ-ха кунта.
 
Николай Ильич 1960 çулта çак ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă, вăтам пĕлӳ аттестатне вара Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче илнĕ. 1970 çулта Тюменьти çар инженерĕсен тата командирĕ-сен училищине пĕтернĕ, кайран В.В.Куйбышев ячĕллĕ çар инженерĕсен академинчен вĕренсе тухнă. 1996 çулта педагогика наукисен тухтăрĕ пулса тăнă, 1998 çулта – профессор. Унăн çар званийĕ – полковник. Раççейри психологи тата педагогика наукисен академийĕн академикĕ. Инженер, преподаватель тата профессор пулса çарта 32 çул вăй хунă. Вĕсенчен 20 çулне – аслă шкулта. Вăл130 ытла наука ĕçĕн авторĕ, вĕсенчен 20-шĕ – монографи. Николай Калаков ертсе пынипе виçĕ наука тухтăрĕ тата 28 наука кандидачĕ хăйсен диссертацийĕсене ăнăçлă хӳтĕленĕ.

Текста малалла вулăр...

17 бюстăн авторĕ – пирĕн ентеш

Тутарстанри Çĕпрел тăрăхĕ паттăрсемпе пуян. Вĕсен çутă сăнарĕсене çитĕнекен ăру валли ĕмĕрлĕхех хăварас тĕллевпе Çĕпрел районĕнчен тухнă Совет Союзĕн тата Социализмла Ĕç Геройĕсен бюсчĕсене тăвасси çинчен тахçантанпах сăмах пынă.
2015 çулăн вĕçĕнче тинех Геройсен аллейинче Çĕпрелĕн чысне республика, çĕршыв шайĕнче чапа кăларнă 17 паттăрăн бюсчĕсене вырнаçтарнă.
Мероприяти Мухтав монуменчĕ умĕнчи нихçан сӳнми çулăм патне чечексем хунипе пуçланнă.
Район пуçлăхĕ Александр Шадриков çĕпрелсене саламласа сăмах каланă. Аллейăна тунă çĕрте вăй хуракансене Тав çырăвĕсем панă.
Хăнасен хушшинче Раççей Геройĕ Газинур Хайруллин та пулнă, тухса калаçнă.
Унтан бюстсен авторне, Чĕмпĕрте пурăнакан Николай Кондрашкин скульптора, сăмах панă. Вăл çак яваплă ĕçе ăна шанса панăшăн тав тунă.

Текста малалла вулăр...

Сунарçăсем ăмăртнă

Чăваш Республикинчи Елчĕк тата Патăрьел районĕсенчи сунарçăсем Аслă Таяпа ялĕ хĕррине сунар тапхăрне хупма пуçтарăннă. Анчах вĕсем хальхинче тискер кайăксене персе тытма мар, пĕр-пĕринпе чупса ăмăртма шутланă. Кӳршĕсем туслăха çирĕплетес, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшас тата уçă сывлăшра канас тĕллевпе биатлон ăмăртăвĕ ирттернĕ. Йĕркелекенĕ – Чăваш Енри патшалăх сунар служби. Мероприятие Елчĕк район прокурорĕ В.Николаев та хутшăннă.
23 çын сунар йĕлтĕрĕпе (12 сантиметр сарлакăшĕнчен кая мар) малтан пĕр çухрăм чупнă, унтан 30 метртан мишене лектерес тесе пенĕ, ун хыççăн тата пĕр çухрăм чупса тухнă. Мишене лектереймесен – биатлонри пекех – штраф. Çĕнтерӳçĕсене хаклă парнесем --така тата бинокль парса чысланă.
Аслисем хыççăн йĕлтĕр йĕрĕ çине ачасем тухнă. Вĕсене те парнесем парса савăнтарнă.

Текста малалла вулăр...

Алёшкин-Саплăк шкулĕ – 110 çулта

Чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Алёшкин-Саплăк ялĕнчи вăтам шкула уçнăранпа 110 çул çитрĕ.
Паллă куна халалласа ялти Культура çуртĕнче уяв иртрĕ. Кунта хăнасем тата пĕтĕм ял халăхĕ пынă.
Чи малтан пурте шкул музейне пухăнтăмăр, унпа паллашрăмăр. Физика класне кĕрсен мĕн кăна курмарăмăр-ши! Класс çинчен Валерий Шадриков вĕрентекен каласа пачĕ, кунти япаласене вăл веçех хăй аллипе тунă иккен.
Шкул историйĕпе Валентин Макаров историк паллаштарчĕ. Шкулăн пĕрремĕш вĕрентӳçи Василий Степанович Дементьев пулнă. Вăл хресчен çемйинче 1885 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче Петровка ялĕнче çуралнă. В.Дементьев Алёшкин-Саплăк шкулĕнче 17 çул вăй хунă. Çĕнĕ Йĕлмел хĕрĕпе – Елена Герасимовапа – çемье çавăрнă. Вĕсен аслă ывăлĕ мухтава тивĕç пысăк çын – СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ, икĕ хутчен Ĕç Геройĕ, инженер, генерал-полковник.

Текста малалла вулăр...

Шупашкар артисчĕсем хавхалантарчĕç

Шупашкарти филармонире чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн хăйĕн тăхăрвуннăмĕш сезонне уçрĕ. Савăнăçлă концерта артистсем Филипп Лукин композитор 100 çул тултарнине халалланă.
Филипп Миронович 1913 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Çавал-Çырма ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Чатукасси шкулĕнче пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Ишекри сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлӳ пухнă. 1928 çулти Шупашкарти музыка шкулĕн хатĕрлев класне вĕренме кĕрет. Ăна 1932 çулта ăнăçлă вĕçлет. 1935-1942 çулсенче Ленин орденĕллĕ Мускав консерваторийĕнче дирижёрпа хор факультетĕнче вĕренет. П.И.Чайковский ячĕллĕ аслă музыка шкулĕнче В.П.Мусинпа В.Г.Соколов профессорсем патĕнче ăс пухать.
Консерваторирен вĕренсе тухсан Шупашкара таврăнать, 1942-1956 çулсенче – чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн пултарулăх ертӳçи, 1957-1959 çулсенче — Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ тата пултарулăх ертӳçи.

Текста малалла вулăр...

Аннесем пирки çичĕ каларăш

Çак ятпа Чăваш Республикинчи Елчĕк ялĕнче Аннемĕр кунне ирттернĕ. Унта нумай ачаллă, çамрăк, ача амăшĕ пулма хатĕрлекен, йывăр лару-тăруран тивĕçлипе тухнă, ачи-пăчине çитĕнтер-се халĕ ывăл-кинĕпе килĕштерсе пурăнакан хĕрарăмсене чĕннĕ.
Районти культура уйрăмĕ уяв программине пирĕн ентешĕн Елена Мустаеван «Аннесене каçараççĕ» кĕнекен хăтлавне те кĕртнĕ. Культура уйрăмĕн пуçлăхĕ Антонина Александрова, районти ветерансен канашĕн председателĕ Серафима Терентьева, пенсири вĕрентӳçĕ Елена Туманова тата ыттисем кĕнекери килĕштернĕ калавĕсем пирки каласа панă. Автортан кĕнеке ячĕн пĕлтерĕшне уçса пама ыйтнă.
– Малашне çырма ан пăрахăр. Эпир сирĕн калавăрсене юратса вулатпăр. Тепĕр кĕнеке роман пултăр, - тесе суннă.
Елена Мустаева ыйтусене хуравланă май уява хутшăннисене кĕнекесем парнеленĕ.

Текста малалла вулăр...

Поэта Çĕнĕ Йĕлмелĕнче чысларĕç

Тутарстан Республикин Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Йĕлмел шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем Чĕмпĕр чă-ваш халăх поэчĕн, Раççей Федерацийĕн культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, СССР тата РСФСР Писательсен союзĕн членĕн Анатолий Юманăн юбилей каçне йĕркелерĕç.
 
Кĕске справка. Асăннă шкул 1981 çултанпа ĕçлет. Кунта 111 ачана 16 вĕрентекен (вĕсенчен виççĕшĕ аслă категориллĕ) тата 1 вĕрентӳçĕ-йĕркелӳçĕ воспитани тата пĕлӳ парать. Шкул пĕтĕмĕшлех компьютер тĕнчине «путнă», кашни вĕрентӳçĕн - хăйĕн компьютерĕ. Вулавăшра та, вĕрентӳ пӳлĕмĕсенче те компьютерсемпе усă кураççĕ.
Тĕнчипе палăрма ĕлкĕрнĕ Павел Миронов ăсчах, математик тăван çĕршывĕнче çамрăк ăрупа ĕçлекенсем чăваш чĕлхипе литературине тĕпе хуни çак мероприятирен уçăмлăн палăрчĕ. Эпир, «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн членĕсем, «Канаш» хаçатăн журналисчĕсем, çыравçăсемпе сăвăçсем – Анатолий Юман, Николай Ларионов, Анатоли Ырьят – шкула пырса кĕрсенех çак туйăм авăрне путрăмăр.

Текста малалла вулăр...

ПĔЧĔКÇĔ МĂЙĂРĂН ТĔШШИ ТУТЛĂ

ЧĂВАШ ХАЛĂХ ТУПРИНЕ УПРАÇÇĔ
 
Самар облаçĕнчи Шунтал районне кĕрекен Емелькке ялĕнче пурăнакан чăвашсем халăх туприне чи пысăк пуянлăх вырăнне хурса упранине хамăр кайса ĕнентĕмĕр. Кунта Димитровградри «Савăнăç» юрă ушкăнĕн юрăçисем -Нина Леонидовнапа Владимир Николаевич Морозовсем – çуралса ӳснĕ. Пире Нина Леонидовнапа пĕр тăван Николай Леонидович Гурьянов – вырăнти Канаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ – ял йĕркеленсе кайнăранпа 270 çул çитнĕ тĕле хатĕрленĕ уява чĕнсе илчĕ.
 
Емельккене çут çанталăк газĕ кĕртнĕ, яла пырса кĕме асфальтлă çул хывнă пулсан та ăна вăйсăрланса пыракан ялсен шутне кĕртме пулать. Кунта тăхăр вунă çынран ытлашши пурăнмасть. Вĕсем те пулин ватăлса пыраççĕ. Çамрăксем хăйсен телейне шырама «тарса» пĕтнĕ. Ĕç çук – акă пулăмăн тĕп сăлтавĕ.

Текста малалла вулăр...

ШКУЛТА ЧĔЛХЕНЕ ВĔРЕНТМЕÇÇĔ

Ишевкери культура кунĕнче аякран килнĕ хăнасем нумайччĕ. Вĕсенчен пĕринпе — Сарă Ту облаçĕнчи Пасарлă Карабулак районĕнчи чăвашсен «Энтеш» наципе культура автономин ертӳçин çумĕпе Игорь Васильевич Курышовпа паллашрăмăр. Вăлах Шняев ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
-Пирĕн тăрăхра пин ытла çын пурăнать, вĕсенчен 85 проценчĕ – чăвашсемпе тутарсем. Сирĕн кунта чăвашлăх ĕçĕ аталанни куçкĕретех. Мĕнлерех шайра уявсем ирттерме пултаратăр! Пĕтĕм Раççей чăвашĕсен Акатуйĕ мĕне тăрать! – тет Сарă Ту хăни. – Пирĕн ку енĕпе начартарах çав… Сире область правительстви пулăшса пырать пулсан эпир çӳлтен пулăшу пачах курмастпăр. Апла пулин те ентешĕмĕрсен пурнăçне илемлетес, хамăр йăла-йĕркене сыхласа хăварас тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Облаçра «Поёт родное село» юрă конкурсĕ анлă сарăлнă.

Текста малалла вулăр...

Хăйĕн вулавăшне уçнă

Тутарстанри Аксу районĕнчи Мăкшел ялĕнче пурăнакан В. Симаков пенсионерăн килĕнче пурнăç тăршшĕпе пуçтарса пынă кĕнекесем ытла нумайланса кайнă. Яланах хут ĕçĕпе аппаланнă вăл: шкулта вĕрентнĕ, хаçат редакцийĕсенче ĕçленĕ. Паян кĕнекесемпе мĕнле усă курмалла?
Виктор Егорович акă мĕн тăвать: кӳршĕре пушă ларакан çурта туянать те юсать. Кĕнекисене çавăнта куçарать те çӳлĕксем çине йĕркелесе хурать. Ял халăхне усă курма ирĕк парать. Ак сана килти вулавăш!
Халĕ вулавăш хуçи кунне çавăнта ирттерет: ентешĕсене кĕтсе илет, вĕсемпе литература çинчен калаçать, кĕнекесем сĕнет.
Ку тĕслĕх илмелли пуçару! Нумай çыннăн килте кĕнекесем тусан пуçтарса выртаççĕ. Тен, пирĕн облаçра та кам та пулин В.Симаков пуçарăвне малалла тăсĕ...