Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Обществăна УОЧНКА йышне кĕртме сĕнчĕç

Мартăн 4-мĕшĕнче Ульяновскри «Содружество» ятлă 17-мĕш вулавăшра И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин пĕтĕмлетӳпе суйлав пухăвĕ иртрĕ. Вăл отчет вăхăчĕ çитиччен маларах пулчĕ. Сăлтавĕ – общество председателĕ А.А.Мордовкин чирлесе тăнипе шаннă ĕçрен хăйне маларах хăтарма ыйтни.
Паян И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществинче 54 çын тăрать. Пухăва 26 çын килсе çитнĕ. Устав тăрăх пухури общество пайташĕсен иккĕ-виççĕмĕш пайĕ йышăну тума çителĕклĕ. Пухăннисем пухăва уçмалли пирки пурте сасăларĕç. Ĕç президиумне 5 çынран суйларĕç: Н.А.Казаков, С.Г.Ярославская, А.П.Власов, А.А.Мордовкин, О.Н.Мустаев.
Пĕрремĕш ыйтупа общество председателĕ А.А. Мордовкин калаçрĕ, 2015-2016 çулсемшĕн отчет туса пачĕ. УОЧНКАпа пĕрле мĕнле ĕçсене хутшăнни, облаçри чăвашлăх ĕçĕнчи пулăмсем докладăн тĕп вырăнне йышăнчĕç.

Текста малалла вулăр...

Çыравçăсем çыхăнса ĕçлени – халăхсене пĕрлештерекен пулăм

Ульяновск облаçĕнчи çыравçăсен «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн ларăвĕ хальччен кун пек йĕркепе иртменччĕ: историре пĕрремĕш хут лару вырăс çыравçисемпе пĕрле иртрĕ.
Шевлеçĕсемпе тĕл пулма облаçри писательсен пĕрлешĕвĕн председателĕ И.Гончаров премийĕн лауреачĕ Ольга Шейпак, «Симбирск» журналăн тĕп редакторĕ Елена Кувшинникова, тĕп редактор çумĕ, поэт, куçаруçă, тĕрлĕ премисен лауреачĕ Александр Лайков, паллă поэт, область гимнĕн сăмахĕсен авторĕ, тĕрлĕ премисен лауреачĕ Николай Марянин килсе çитрĕç.
Ларăва «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ, «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн председателĕ Николай Ларионов уçрĕ. Вăл чи малтан хаçатра ирттернĕ тĕрлĕ конкурссемпе викторинăсен çĕнтерӳçисене дипломсемпе палăртрĕ. Диплом илекенсем хушшинче ларăва хутшăннă Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.

Текста малалла вулăр...

Владимир ПУТИН: "Пирĕн политикăн пĕлтерĕшĕ – çынсене упрасси"

Раштавăн 1-мĕшĕнче Кремль Керменĕнчи Георги залĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин Раççейри Федераллă Пухăва çулсерен яракан çырăвĕпе паллаштарчĕ.
 
Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче çакă — 13-мĕш Çыру. Ăна Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, çĕршывăн ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисем, кĕпĕрнаттăрсем, общество ĕçченĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен çыннисем, конфессисен ертӳçисем итленĕ.
Раççей халăхне çав çырупа икĕ сехете яхăн паллаштарнă май Президент ытларах çĕршывăн çитес çул аталанмалли тĕп йĕрĕсене палăртнă.
ТĔнчери пирĔн ÇĔршывăн вырăнĔ
Крым референдумĕпе килĕшменнипе тата Донбасри хирĕçĕве пула АПШпа унăн союзникĕ-сем Раççей умне чăрмавсем кăларса тăратаççĕ, хăйсен интересĕсене маларах хурса пире аталанма памаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Павел Миронова халалласа – конференци

Ноябрĕн 3-мĕшĕнче Павел Миронович Миронов математик çуралнăранпа 155 çул çитрĕ. Паллă ентешĕмĕр ячĕпе ноябрĕн 18-мĕшĕнче Тутарстанри Кивĕ Çĕпрелĕнчи таврапĕлӳ музейĕ-нче конференци иртрĕ. Унта районти вĕрентӳçĕсем, вулавăш ĕçченĕсем, таврапĕлӳçĕсем хутшăнчĕç. Мероприятире çаплах Çĕпрел район администрацинчи культура пайĕн пуçлăхĕ Зульфат Сагдеев тата районти ветерансен канашĕн çыннисем те пурччĕ. Кунта Ульяновск облаçĕ-нчен те делегаци килсе çитрĕ.
 
Пухăннисене Çĕпрел район пуçлăхĕн çумĕ Айрат Залялов тата таврапĕлӳ музейĕн директорĕ Радиф Субаев саламларĕç, П.М.Миронов район чапĕ, мухтавĕ пулнине палăртрĕç, ун ĕçĕсем çинче кăштах чарăнса тăчĕç, конференцие йĕркелекенсене тав турĕç.
Çĕпрел районĕн историне çырса 1000 яхăн страницăллă кĕнеке кăларнă таврапĕлӳçĕ, çыравçă Рафаэль Субаев П.

Текста малалла вулăр...

Кĕнеке – пĕлӳ çăлкуçĕ

Ноябрĕн 17-мĕшĕнче Ульяновскри «Содружество» ятлă 17-мĕш библиотекăра çавра сĕтел иртрĕ. Теми – наци кĕнекисене халăх хушшинче сарасси тата вĕсене вулама хăнăхтарасси. Унта обществăлла ĕçченсем, вулавăшра ĕçлекенсем, тăван чĕлхе вĕрентӳçисем, журналистсем, çыравçăсем хутшăнчĕç.
 
Тĕлпулăва библиотека заведующийĕ О.Г.Юрлова ертсе пычĕ. Вăл кун пек тĕлпулусем «Наци кĕнекисен марафонĕ» ятлă программа тăрăх Ульяновск облаçĕнчи тĕп халăхсен хушшинче иртнине пĕлтерчĕ.
Чăвашсен тĕлпулăвĕ валли ятарласа Чăваш наци музейĕнчен курав илсе килнĕ. Чăваш литератури Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен пуçланса кайнине асра тытса курава К.В.Ивановпа пĕр вăхăтра пурăннă çынсем çинчен каласа паракан материалсене кĕртнĕ. Курава уçнă вăхăтра Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин председателĕ А.

Текста малалла вулăр...

Сергей Морозов область кĕпĕрнаттăрĕн ĕçне пуçăнчĕ

Иртнĕ шăматкун, октябрĕн 1-мĕшĕнче Ленин Мемориалĕнче кĕпĕрнаттăра суйланнă Сергей Морозовăн инаугурацийĕ пулчĕ.
Çак чаплă мешехене Сергей Морозова саламлама Ульяновск облаçĕн министрĕсем, регион правительствинче ĕçлекен тӳресем, Ульяновск хулин администрацийĕ, Саккунсем кăларакан Пухăвăн тата Ульяновск хули Думин депутачĕсем, тĕн представителĕсем пынăччĕ.
Чи малтанах сцена çинчен Сергей Иванович суйлавра хăйшĕн сасăланăшăн, кĕпĕрнаттăр ĕçне илсе пыма ăна çĕнĕрен шанса панăшăн пурне те тав турĕ. Аллине Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ çине хурса Ульяновск облаçĕшĕн лайăх кăмăлпа, тăрăшса ĕçлеме тупа турĕ.
Присяга панă чух регион пуçлăхĕ малашне те ахаль çынсен сĕнĕвĕсемпе шухăшĕсене тĕпе хурса ĕçлеме тата вĕсен прависене хӳтĕлеме шантарчĕ.
Ульяновск облаçĕн Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Анатолий Бакаев Сергей Морозова облаçри пĕтĕм муниципаллă пĕрлĕхсен гербĕнчен тăракан ятарлă паллă çакса яни пысăк савăнăç кӳчĕ.

Текста малалла вулăр...

Тăван чĕлхе вĕрентӳçисен ассоциацине йĕркелĕç

Августăн 18-мĕшĕнче облаçри ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче тăван чĕлхе учителĕсен августри конференцийĕ иртрĕ. Кăçалхи тĕлпулăвăн тĕп тĕллевĕ – Ульяновск облаçĕнчи тăван чĕлхепе литература вĕрентӳçисен ассоциацине туса хурасси, ун Уставне йышăнасси, йĕркелӳ канашне калăпласси.
 
Йĕркелӳ конференцине хутшăннисене Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕн çумĕ, социаллă политика енĕпе ĕçлекен комитет пуçлăхĕ Игорь Тихонов, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен, тутарсен тата мордвасен наципе культура автономийĕсен пуçлăхĕсем Олег Мустаев, Рамис Сафин тата Владимир Софонов, кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи Владимир Сваев саламларĕç.
«Ульяновск облаçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан пĕрлешӳсенчи чи аван тăван (вырăс мар) чĕлхе кабинечĕ» IV область конкурсĕн çĕнтерӳçисемпе малти вырăнсене йышăннă вĕрентӳçĕсене чысларĕç.

Текста малалла вулăр...

Тăван халăх историне пĕчĕкрен вĕрентмелле

Акан 24-25-мĕшĕсенче Йошкар-Олара пĕтĕм Раççейри «Народный фронт» за Россию» (ОНФ)обществăлла юхăм представителĕсен пухăвĕ иртнĕ. Вĕсемпе РФ Президенчĕ Владимир Путин тĕл пулнă.
 
ОНФ пайташĕсем темиçе площадкăна пайланса ĕçленĕ, халăха интереслентерекен ыйтусене сӳтсе явнă. Президента тĕрлĕ ыйту панă.
ОНФăн Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕн сопредседателĕ, УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев «Общество и власть – прямой диалог» тата «Образование и культура как основы национальной идентичности» калаçусене хутшăннă.
- Мана тăван халăх историйĕпе тата ачасене воспитани парассипе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарнипе калаçура та çавсене хускатрăм, сĕнӳсем патăм. Тăваттăмĕш класран тытăнса Раççейри кашни шкулта (уйрăмах вăл наци республикисемпе облаçĕсене пырса тивет) ачасене тăван халăхăн историне вĕрентме сĕнтĕм.

Текста малалла вулăр...

Чĕлхе тата халăх – синонимсем пулмалла!

(Эпир тăван чĕлхепе калаçсан, ăна ачасене вĕрентсен – халăх пурăнать-ха!)
 
2015 çулта РФ Президенчĕ çумĕнчи нацисем хушшинчи хутшăнăвăн тата вырăс чĕлхи канашĕсен пĕрлĕхлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта Владимир Путин Раççейри пур чĕлхесене те сыхласа хăвармалли тата аталантармалли майсем туса памалли пирки каланă.
 
Президентăн хушăвне пурнăçласа пушăн 2- мĕшĕнче Ульяновск облаçĕ-нче «Поликультурное образование как фактор укрепления национальной идентичности» форум старт илнĕ. Унта кашни муниципаллă пĕрлĕхри тăван чĕлхене вĕрентекен вĕренӳ учрежденийĕ хутшăннă. Малтан мероприятисем районсен тăватă ушкăнĕнче иртнĕ. Вĕсенче облаçри халăхсен культурипе йăли-йĕркине, пурнăçне кăтартса панă, алĕçĕсен куравне йĕркеленĕ, ларусем, уçă уроксем, маçтăр-классем, концертсем кăтартнă, ачасемпе ашшĕ-амăшне халăх вăййисене выляттарнă.

Текста малалла вулăр...

Çутĕç обществи пĕтĕмлетӳ турĕ

Ульяновск облаçĕнчи И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин черетлĕ ларăвĕ 17-мĕш библиотекăра иртрĕ. Ăна общество членĕ Галина Никитина ертсе пычĕ.
Общество ертӳçи Алексей Мордовкин иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Ыйтусене хуравларĕ.
Облаçри чăваш таврапĕлӳçисен председателĕ Николай Казаков вырăнти таврапĕлӳçĕсен çулталăкри ĕçĕсене пăхса тухрĕ. Н.Н.Кирюшин, И.М.Кирпичников, Н.Г.Кондрашкин, В.Е.Ярухин таврапĕлӳçĕсен ĕçĕсене пысăк хак пачĕ: «Вĕсем пурте чăваш наци культурине аталантарас ĕçре хăйсенчен мĕн килнине тума тăрăшрĕç, кĕнекесем кăларчĕç. Николай Кирюшин хăй укçипе тĕрлĕ çĕрсене çитсе курчĕ, мĕн курни-илтнине «Канаш» хаçатра çырса кăтартрĕ, кĕнеке кăларчĕ. Николай Кондрашкин бюстсем лартрĕ».
Ертӳçĕ Владимир Ярухинăн пултарулăхне палăртса хăварчĕ.

Текста малалла вулăр...

Тăван чĕлхене сыхлар!

Ульяновскри «Содружество» ятлă 17-мĕш библиотекăна пухăнса библиотекарьсем, тăван чĕлхе вĕрентӳçисем, çыравçăсем, журналистсем çавра сĕтел ирттерчĕç.
Унăн ячĕ – «Сохраняя родной язык – сохраняем идентичность региона». Пирĕн облаçра 130 яхăн наци çыннисем пурăнаççĕ, çавăнпа ку темăпа калаçни питĕ вырăнлă. Çавра сĕтеле тăван чĕлхесен вунăкунлăхне тата ку библиотека 45 çул тултарнине халалланă. Ăна О.Г.Юрлова заведующий ертсе пычĕ.
Пухăннисене хулари библиотекăсен тытăмĕн директорĕ О.М.Слепова тата облаçри халăхсен наципе культура автономийĕ-сен пуçлăхĕсем – Р.Ф.Сафин (тутарсен), О.Н.Мустаев (чăвашсен), В.А.Сафонов (мордвасен) – саламларĕç.
О.Г.Юрлова заведующий тăван чĕлхене сыхласа хăварас тата аталантарас ĕçре библиотекăн вырăнĕ пирки каласа пачĕ.
Çаплах облаçри наука библиотекинчи культура хутшăнăвĕсен центрĕн заведующийĕ М.

Текста малалла вулăр...

Таврапĕлӳсĕр истори çук

Раштавăн 9-мĕшĕнче Ульяновскра таврапĕлӳçĕсен пĕрремĕш съезчĕ иртрĕ.
Ăна Ульяновск область правительстви, облаçри Н.М. Карамзин ячĕллĕ историпе культурăн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ, вĕренӳпе ăслăлăх тата искусствăпа культура политикин министерствисем, Ульяновскри И.Н. Ульянов ячĕллĕ патшалăх педагогика университечĕ, тĕрлĕ обществăлла организацисем хатĕрленĕ. Съезда муниципаллă учрежденийĕсен çыннисем хутшăнчĕç: таврапĕлӳçĕсем, вĕренӳпе культура ĕçченĕсем, шкул ачисем, студентсем, волонтерсем.
Съезд ĕçĕ «Ирĕклĕ микрофон» пресс-центрта мероприятие йĕркелекенсен тата журналистсен тĕлпулăвĕпе пуçланчĕ. Çакăнтах таврапĕлӳçĕ ĕçĕсен хăтлавĕ иртрĕ.
Съездăн тĕллевĕпе тата облаçра таврапĕлӳ ĕçĕ еплерех пынипе Н.М. Карамзин ячĕллĕ историпе культурăн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн директорĕн çумĕ Н.

Текста малалла вулăр...

Эпидеми 15 çул тăсăлать!

Раштавăн 1-мĕшĕ – Тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ сĕннипе (1988 çултанпа) СПИДпа кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун.
Çак ятпа «Ульяновская правда» издательство çуртĕнче облаçри СПИД профилактикин тата унпа кĕрешекен центрăн тĕп тухтăрĕ Л.Э.Ибрагимова, методикăпа йĕркелӳ ĕçне илсе пыракан тухтăрăн çумĕ А.М.Салахиева, ачасен правине сыхлакан облаçри уполномоченнăйĕ Л.А.Хижняк, облаçри чирлĕ ачасен ятарлă Ача çурчĕн тĕп тухтăрĕ И.М.Смоленская журналистсемпе тĕл пулчĕç.
Л.Э.Ибрагимова СПИД историйĕпе тата облаçри эпидемиологи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ.
- СПИД пирки 1978 çулта калаçма тытăннă: АПШпа Швецири, Танзанипе Гаитири чирлĕ арçынсен организмĕнче СПИД паллисем тупнă хыççăн. Апла пулин те хăш-пĕр специалист чир упăтесенчен çынсене 1926 – 1947 çулсенче куçнă тесе шутлать.

Текста малалла вулăр...

Чăвашсем пухăнса канашларĕç

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕнче чӳкĕн 9-мĕшĕнче чăваш общественноçĕ канашларĕ. Кун йĕркинче пĕр ыйту: УОЧНКА ĕçтăвкомне кĕрекен ĕçтешсен Ульяновск хули пуçлăхне суйланă çĕрти политика йăнăшĕ.
 
Çак çивĕч ыйтупа çавра сĕтел тавра пуçтарăннă чăвашсенчен кашниех хăйĕн шухăшне каларĕ. Сăмаха автономи ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ Владимир Сваев тытăнчĕ:
- Хисеплĕ ĕçтешсем, йăхташсем! Паян эпир çак тĕлпулăва хамăр ĕçтешсем, Ульяновск Хула Думин депутачĕсем П.К. Столяровпа Н.Г.Абрамов, çинчен ирĕклĕн, чуна уçса калаçма пухăнтăмăр. Ульяновск хули пуçлăхĕн суйлавĕ-нче вĕсен шухăшĕ пирĕн кĕпĕрнаттăррăннипе пĕр килменни пире пăшăрхантарчĕ. Ульяновск Хула Думин суйлавĕчченхи кампанире чăваш общественноçĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕшĕн сасăлама кăмăл турĕ.

Текста малалла вулăр...

Шевлеçĕсем ӳсĕм хыççăн ӳсĕм тăваççĕ

«Шевле» литпĕрлешĕвĕн членĕсем черетлĕ ларăва пуçтарăнчĕç. Вăл хуламăрти 17-мĕш номерлĕ наци вулавăшĕнче иртрĕ.
«Шевле» ертӳçи Николай Ларионов ларăва хаваслă самантран тытăнчĕ. Чăваш Республикин Журналистсен пĕрлĕхĕн ертӳçи В.П. Комиссаров ятĕнчен «Канаш» хаçатпа тачă çыхăну тытнăшăн, вулакансене интереслĕ те усăллă материалсемпе тивĕçтернĕшĕн Николай Кирюшина тата Николай Казакова Тав хучĕсем парса чысларĕ, алă тытса тав турĕ. Çаплах «Канаш» хаçатăн 25 çулхи юбилейĕ тĕлне чыс тума тăратнă 40 ытла ентешрен ларăва килнĕ хастарсене – А.Ф Ермилова, Н.Ф. Васильевана, Н.Н. Кирюшина – Тав çырăвĕсем пачĕ.
- Çакăн пек чыса паян пирĕн хастар çыравçăсем Мария Селендеева, Алексей Ашкеров, Михаил Аляпкин тата Василий Журавлев та тивĕçмеллеччĕ. Шел, анчах кăçал вĕсем пĕрин хыççăн тепри пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕç.

Текста малалла вулăр...

Чăвашла вĕрентес ĕç пĕр тикĕс пырать

Çак кунсенче 17-мĕш «Содружество» вулавăшра Ульяновск хулин шкулĕсенче чăваш чĕлхипе культурин кружокне е факультативне илсе пыракансен семинарĕ иртрĕ. Учительсем ачасемпе ĕçлемелли çĕнĕ тĕссемпе мелсем пирки калаçрĕç.
 
- Пирĕн вĕрентекенсем хушшинче нумай çул ĕçлекен, питĕ пуян опытлă педагогсем чылай. Вĕсен ĕçĕ – ыттисемшĕн курăмлă майпа вĕренмелли пособи тесе шутлатăп. Паянхи тĕлпулура эпир вĕсене итлесе малашнехи ĕçсене палăртăпăр, - терĕ семинар ĕçне уçса облаçри «Вĕренӳпе инноваци тытăмĕн центрĕн» наци кабинечĕн методисчĕ В.А. Архипова. – Юлашки вăхăтра тăван чĕлхене вĕрентес ĕçе çамрăксем хутшăнчĕç. Тĕслĕхрен, Карлински тата Луговой шкулĕсенче питĕ пултаруллă та хастар вĕрентӳçĕсем ĕçлеççĕ. УОЧНКА председателĕ Владимр Сваев каланă тăрăх, çитĕнекен ăрăва тăван культурăпа паллаштарасси, историе вĕрентесси чăвашлăха сыхласа хăварас ĕçре пысăк вырăн йышăнать.

Текста малалла вулăр...

УОЧНКА конференцие хатĕрленет

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономи ĕçтăвкомĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăва ĕçтăвком председателĕ Владимир Сваев уçса ертсе пычĕ.
 
Кун йĕркинче çак ыйтусем пулчĕç:
– отчетпа суйлав конференцине йĕркелесе ирттересси*
– УОЧНКАн символикине – ялавне тата эмблемине – çирĕплетесси*
– УОЧНКАн Уставне улшăнусем кĕртесси*
– тĕрлĕ ыйтусем.
-Тăватă çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Çак хушăра эпир пĕр вырăнта тăмарăмăр, сахал мар ĕç пурнăçа кĕртме пултартăмăр. Паян пирĕн конференцие хăçан ирттерессине палăртас пулать. Ăна эпĕ çитес çул – 2016 çулхи кăрлачăн (январь) 29-мĕшĕнче – ирттерме сĕнетĕп. Мĕншĕн тесен умра – «Чăваш ачи, сассуна пар!» фестиваль, ача-пăча елкисем тата вунă кун канмалли. Тĕплĕн хатĕрленме пире вăхăт кирлĕ,- терĕ Владимир Ильич çакăншăн сасăлама сĕнсе.

Текста малалла вулăр...

Сергей Морозов çĕнĕлĕх сĕннĕ

Юпа уйăхĕн 1-4-мĕшĕсенче Сочире Тĕнчери инвестици «Сочи-2015» анлă пухăвĕ ĕçленĕ. Унта Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ертсе пынă Ульяновск область делегацийĕ те хутшăннă.
Тĕнчери чи пысăк инвестици пухăвĕн лапамĕ-нче ют çĕршывсен ертӳçисем, дипломатсем, тĕнчери тата Раççейри чи пысăк корпорацисен пуçлăхĕсем, экспертсемпе аналитиксем, власть органĕн представителĕсем пуçтарăннă.
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ юпан 2-мĕшĕнче ирпе Сбербанк йĕркеленĕ ĕçлĕ калаçăва хутшăннă. Ăна Сбербанк правленийĕн председателĕ тата президенчĕ Герман Греф ертсе пынă.
Çак кунах кĕпĕрнаттăр субъектсенче инвестици лару-тăрăвне пăхса тухакан çавра сĕтелте «Малый и крупный бизнес. Как наладить взаимодействие/» доклад вуланă. Ун хыççăн Раççейри тата ют çĕршывсенчи тĕрлĕ пысăк компанисен представителĕсемпе тĕл пулса калаçу ирттернĕ, инвестици килĕшĕвĕсем тунă.

Текста малалла вулăр...

Тăван килти тăнăçлăха упрассишĕн

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче Ульяновскри Пионерсен керменĕнче «Чĕмпĕр
православи культурин центрĕ» обществăлла организаци йĕркеленипе тата Чĕмпĕр митрополийĕпе Ульяновск хули пуçлăхĕ Марина Беспалова пулăшнипе «Межнациональное и межконфессиональное согласие женщин» ятлă анлă пуху иртрĕ.
Унăн ĕçне çаплах облаçри мĕнпур наципе культура автономийĕсем, хĕрарăмсен пĕрлĕхĕсем, обществăлла организацисем, Ульяновскри патшалăх университечĕ тата патшалăх педагогика университечĕ хутшăнчĕç.
 
Мĕн тума кирлĕ-ха кун пек пуху/ Тĕнчери паянхи тăнăçсăр лару-тăрура хамăр çĕршывра тата регионта халăхсен туслăхне çирĕплетме, облаçри 100 ытла халăхăн культурипе чĕл-
хине, йăли-йĕркине сыхласа хăварса аталанма майсем туса пама. Нацисемпе тĕнсем хушшинчи хутшăнусемпе çыхăннă ыйтусене власть органĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсен тимлĕх уйăрмаллине те тĕпе хунă пухăва йĕркелекенсем.

Текста малалла вулăр...

Ульяновск облаçĕнчи халăхсем туслă пурăнаççĕ

Кун пирки кĕпĕрнаттăр çумĕнчи Нацисен хутшăнăвĕн канашĕн ларăвĕнче кĕпĕрнаттăрăн советникĕ, облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Сваев каланă.
 
Лару облаçри правительствăра иртнĕ. Унта чăвашсен, мордвасен, еврейсен, нимĕçсен наципе культура автономийĕсен, «Русский дом», «Союз армян России», «Всероссийский азербайджанский конгресс», «Вьетнамское общество «Солидарность» обществăлла организацийĕсен председателĕсем тата ыттисем хутшăннă. Вĕсем регионта пурăнакан Раççей халăхĕсен этнокультура енчен аталанччăр тесе кăçал мĕнле ĕçсем туса ирттернине сӳтсе явнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă.
РФ Президенчĕ Владимир Путин палăртнă задачăсенчен пĕри – нацисем хушшинчи туслăха çирĕплетесси. Правительство облаçра пурăнакан кашни халăх çыннине регионта хăтлă пултăр тесе тĕрлĕ мероприяти ирттерет.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4.