Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

УОЧНКА конференцие хатĕрленет

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономи ĕçтăвкомĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăва ĕçтăвком председателĕ Владимир Сваев уçса ертсе пычĕ.
 
Кун йĕркинче çак ыйтусем пулчĕç:
– отчетпа суйлав конференцине йĕркелесе ирттересси*
– УОЧНКАн символикине – ялавне тата эмблемине – çирĕплетесси*
– УОЧНКАн Уставне улшăнусем кĕртесси*
– тĕрлĕ ыйтусем.
-Тăватă çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Çак хушăра эпир пĕр вырăнта тăмарăмăр, сахал мар ĕç пурнăçа кĕртме пултартăмăр. Паян пирĕн конференцие хăçан ирттерессине палăртас пулать. Ăна эпĕ çитес çул – 2016 çулхи кăрлачăн (январь) 29-мĕшĕнче – ирттерме сĕнетĕп. Мĕншĕн тесен умра – «Чăваш ачи, сассуна пар!» фестиваль, ача-пăча елкисем тата вунă кун канмалли. Тĕплĕн хатĕрленме пире вăхăт кирлĕ,- терĕ Владимир Ильич çакăншăн сасăлама сĕнсе.

Текста малалла вулăр...

Сергей Морозов çĕнĕлĕх сĕннĕ

Юпа уйăхĕн 1-4-мĕшĕсенче Сочире Тĕнчери инвестици «Сочи-2015» анлă пухăвĕ ĕçленĕ. Унта Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ертсе пынă Ульяновск область делегацийĕ те хутшăннă.
Тĕнчери чи пысăк инвестици пухăвĕн лапамĕ-нче ют çĕршывсен ертӳçисем, дипломатсем, тĕнчери тата Раççейри чи пысăк корпорацисен пуçлăхĕсем, экспертсемпе аналитиксем, власть органĕн представителĕсем пуçтарăннă.
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ юпан 2-мĕшĕнче ирпе Сбербанк йĕркеленĕ ĕçлĕ калаçăва хутшăннă. Ăна Сбербанк правленийĕн председателĕ тата президенчĕ Герман Греф ертсе пынă.
Çак кунах кĕпĕрнаттăр субъектсенче инвестици лару-тăрăвне пăхса тухакан çавра сĕтелте «Малый и крупный бизнес. Как наладить взаимодействие/» доклад вуланă. Ун хыççăн Раççейри тата ют çĕршывсенчи тĕрлĕ пысăк компанисен представителĕсемпе тĕл пулса калаçу ирттернĕ, инвестици килĕшĕвĕсем тунă.

Текста малалла вулăр...

Тăван килти тăнăçлăха упрассишĕн

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче Ульяновскри Пионерсен керменĕнче «Чĕмпĕр
православи культурин центрĕ» обществăлла организаци йĕркеленипе тата Чĕмпĕр митрополийĕпе Ульяновск хули пуçлăхĕ Марина Беспалова пулăшнипе «Межнациональное и межконфессиональное согласие женщин» ятлă анлă пуху иртрĕ.
Унăн ĕçне çаплах облаçри мĕнпур наципе культура автономийĕсем, хĕрарăмсен пĕрлĕхĕсем, обществăлла организацисем, Ульяновскри патшалăх университечĕ тата патшалăх педагогика университечĕ хутшăнчĕç.
 
Мĕн тума кирлĕ-ха кун пек пуху/ Тĕнчери паянхи тăнăçсăр лару-тăрура хамăр çĕршывра тата регионта халăхсен туслăхне çирĕплетме, облаçри 100 ытла халăхăн культурипе чĕл-
хине, йăли-йĕркине сыхласа хăварса аталанма майсем туса пама. Нацисемпе тĕнсем хушшинчи хутшăнусемпе çыхăннă ыйтусене власть органĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсен тимлĕх уйăрмаллине те тĕпе хунă пухăва йĕркелекенсем.

Текста малалла вулăр...

Ульяновск облаçĕнчи халăхсем туслă пурăнаççĕ

Кун пирки кĕпĕрнаттăр çумĕнчи Нацисен хутшăнăвĕн канашĕн ларăвĕнче кĕпĕрнаттăрăн советникĕ, облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Сваев каланă.
 
Лару облаçри правительствăра иртнĕ. Унта чăвашсен, мордвасен, еврейсен, нимĕçсен наципе культура автономийĕсен, «Русский дом», «Союз армян России», «Всероссийский азербайджанский конгресс», «Вьетнамское общество «Солидарность» обществăлла организацийĕсен председателĕсем тата ыттисем хутшăннă. Вĕсем регионта пурăнакан Раççей халăхĕсен этнокультура енчен аталанччăр тесе кăçал мĕнле ĕçсем туса ирттернине сӳтсе явнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă.
РФ Президенчĕ Владимир Путин палăртнă задачăсенчен пĕри – нацисем хушшинчи туслăха çирĕплетесси. Правительство облаçра пурăнакан кашни халăх çыннине регионта хăтлă пултăр тесе тĕрлĕ мероприяти ирттерет.

Текста малалла вулăр...

Ялсене аталантармалли тĕллевсене палăртнă

С.И. Морозов ял тăрăхĕсене аталантарассине халалланă Кĕпĕрнаттăр канашĕн ларăвĕнче çак ĕçри тĕллевсене палăртнă. Вĕсене пурнăçлани ял пурнăçĕн хисепне тата пахалăхне ӳстерĕ.
Лару ĕçне Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Анатолий Бакаев, область парламентĕ-нчи «Единая Россия» фракцин ертӳçи Ростислав Эдварс, регион правительствин пайташĕсем, район пуçлăхĕсем, пысăк ял хуçалăх предприятисен директорĕсем, облаçра ĕçлекен инвестици компанийĕсен ертӳçисем хутшăннă.
Кĕпĕрнаттăр сăмахĕпе, «Стратегия комплексного развития сельских территорий Ульяновской области до 2030 года» программăна пурнăçласа юлашки çулсенче ялсене аталантарма патшалăх, область тата вырăнти бюджетсенчен 3 миллиард та 500 миллион тенкĕ кайнă. Вĕсемпе 122 яла газ кĕртнĕ, 68 ял-хулана шывпа тивĕçтерессине йĕркене кĕртнĕ, 2 шкул тунă.

Текста малалла вулăр...

ВИЧ-инфекци ар хутшăнăвĕ урлă ытларах сарăлать

у уйăхĕн юлашки вырсарникунĕ - СПИДпа вилнисене асăнмалли пĕтĕм тĕнчери кун. Çакна халалласа облаçри СПИД профилактикин тата унпа кĕрешекен центрта пресс-конференци иртрĕ. Ăна сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Павел Де!гтярь уçрĕ.
-ВИЧ инфекцийĕн эпидемийĕ пирĕн облаçра 2000 çулта тытăннă. Унтанпа вăл самай сарăлчĕ. Юлашки кăтартупа регионти кашни 87-мĕш çын ВИЧ-инфекциллĕ. Кӳршĕ регионта, Самар облаçĕнчи Тольятти хулинче ав мĕнпур çыннăн 3 проценчĕ çак хăрушă инфекципе пурăнать. Пирĕн паянхи тĕллев – облаçри чир ертнĕ мĕнпур çынна тупса палăртасси, вĕсене пулăшасси тата чире малалла сарăлма чарасси, - терĕ министр.
Облаçри СПИД-центрăн тĕп тухтăрĕ Лилия Ибрагимова сăмахĕпе, 2000 çултанпа облаçра пурĕ 14231 çын ВИЧ-инфекци ертнĕ, вĕсенчен 150 ача. Хальхи вăхăтра 10235 çын пурăнать, çак тапхăрта 3984 çын чире пула çут тĕнчерен уйрăлнă, вĕсенчен 7 ача.

Текста малалла вулăр...

Чăваш кĕнекисĕр чăвашла мĕнле вĕрентмелле/

Шупашкарта апрелĕн 16-17-мĕшĕсенче регионсен хушшинче «Хальхи вулакан, телевизор куракан тата радио итлекен – вĕсен ăс-тăнне йĕркелесси тата паха хыпарсемпе, литературăпа тивĕçтересси» ятпа пысăк пуху иртрĕ.
Ăна Чăваш Республикин Журналистсен союзĕ Литература çулталăкне тата К.В.Иванов çулталăкне халалласа йĕркеленĕ. Пухăва Раççейри çичĕ регион чăвашĕсем килнĕ: Пушкăрт, Тутарстан, Мари Эл Республикисенчен тата Оренбург, Самар, Тюмень, Ульяновск облаçĕсенчен.
1-мĕш кун
Инçетрен килнисене чи малтан Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялне экскурсие илсе кайрĕç. Кунта чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн – Андриян Григорьевич Николаев космонавт летчикăн вилтăпри çинче пулчĕç вĕсем. Юлашки вăхăтра часавай хыçĕнчи пахчара паллă çынсем нумай йывăç лартнă иккен – вырăнĕ илемленнĕ.

Текста малалла вулăр...

Тĕллевсене палăртрĕç

Хĕрарăмсен кунĕ умĕн УОЧНКА ларăвĕ иртрĕ. Ĕçтăвком ертӳçи Владимир Сваев чи малтан хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламларĕ. Унтан кун йĕрки çине куçрĕ.
Пĕрремĕш ыйту – Акатуйсем ирттересси. Хулари Акатуя çĕртмен (июнь)12-мĕшĕнче Винновка ращинчех ирттерме палăртрĕç. Облаçри Акатуя – çĕртмен 20-мĕшĕнче Çĕнтерӳ паркĕнче. Ĕç комитетне суйласа хăварчĕç.
Тепĕр ыйту – Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă тăвасси. Ĕçтăвком ертӳçи çу (май) уйăхĕнче вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн тăван çĕршывне экскурси йĕркелеме сĕнӳ пачĕ. Унсăр пуçне Шупашкартан патшалăх академи драма театрне спектакльпе чĕнсе илесси пирки каларĕ. Ку çеç те мар, облаçри вулавăшра Константин Иванова халалласа конференци ирттерме, унта вырăнти тата Шупашкарти паллă поэтсене чĕнсе илме палăртрĕç.
«Еткер» телекăларăмăн аслă редакторĕ Олег Мустаев кăларăм тухма тытăннăранпа 25 çул çитнине Иван Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăнтарса акан 24-мĕшĕнче «Губернаторский» Культура керменĕнче ирттересси пирки пĕлтерчĕ.

Текста малалла вулăр...

Умра ĕçсем нумай-ха

УОЧНКА ĕçтăвкомĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче икĕ ыйту: 2014 çулхи планăн пĕтĕмлетĕвне тăвасси тата 2015 çулхи ĕç планне çирĕплетесси.
Ларăва УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев уçрĕ.
-Палăртнине йăлтах пурнăçларăмăр. Мероприятисене ача-пăчана тата студентсене те явăçтарма тăрăшрăмăр. Пĕр япала çеç пурнăçа кĕреймерĕ-- чăваш çамрăкĕсен форумне ирттереймерĕмĕр. Акатуйсен географийĕ анлăлансах пырать. Ишевкесем пĕрремĕш хут ирттерчĕç. Паллах, çитменлĕхсем çук мар, эпир вĕсене пĕтерме тăрăшатпăр. Тимлĕрех хатĕрленмелле. Кăçалхи Акатуя çĕртме (июнь) уйăхĕн 6-мĕшĕнче ирттерме палăртрăмăр. Çу (май) уйăхĕнче Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă тумалла.
Ытти ĕçсем те пурнăçланса пыраççĕ. Наци ялĕнче музей тата кафе çĕкленсе ларчĕ ĕнтĕ. Унта Сергей Иванович кĕпĕрнаттăр, Ульяновск хули пуçлăхĕ Марина Беспалова пырса курчĕç,-терĕ вăл.

Текста малалла вулăр...

Председательте Алексей Мордовкинах хăварчĕç

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ульяновскри наци «Содружество» вулавăшĕнче облаçри И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ.
Ульяновск облаçĕнче хальхи вăхăтра чăвашсен икĕ обществăлла организаци – И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи тата УОЧНКА. Облаçри И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи – чăвашсен пĕрремĕш обществăлла организацийĕ. Ăна сумлă ватăсем тăрăшнипе 1988 çулта йĕркеленĕ. Вăл вăхăтра общество членĕсем тăрăшнипе вырăнти чăвашсем 1989 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕнчен «Еткер» телекăларăма курма тата 1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнчен (декабрь) «Канаш» хаçата вулама пултарчĕç. Общество илсе пынă ытти пысăк ĕçсене шутласа пĕтерме те май çук: И.С. Кирюшкин ертсе пынипе Акатуя çĕнĕрен йĕркелесе ячĕç, облаçри кашни чăваш ялне çитсе çынсемпе тĕл пулчĕç, чăвашсене обществăна илчĕç, хавхалантарчĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Елена Мустаева.
mustaeva66@mail.ru.

«Шевлене» çамрăксене явăçтарасчĕ

Раштавăн 20-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи çыравçăсемпе сăвăçсем «Шевле» ларăвне иртсе пыракан 2013 çула пĕтĕмлетме, хăйсен çулталăк хушшинче пурнăçланă ăнăçăвĕсемпе паллаштарма пухăнчĕç.
УОЧНКА автономийĕнчи çавра сĕтел хушшине Анатолий Юман, Валентина Игнатьева-Тарават (Аслă Нагаткин), Нина Васильева (Каша), Лаврентий Данилов (Ульяновск) тата Владимир Сваев, Николай Ларионов, Анатолий Ырьят, Нина Еграшкина, Елена Мустаева, Елена Алексеева ларса литературăри ырă пулăмсене сӳтсе яврĕç, малашнехи плансем пирки калаçрĕç. Пирĕн хушăра çĕнĕ çын та пурччĕ. Вăл – Василий Журавлёв. Пирĕн вулакансем çак çыравçăн «Канаш» хаçат страницисенче пичетленнĕ хайлавĕсене асăрхама та ĕлкĕрчĕç пуль.
«Шевле» литература пĕрлешĕвĕн ертӳçи, «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов хăй сăмахне пухăннисене 2014 çулхи кăрлач уйăхĕнчен хаçат тĕрлĕ тĕспе тухма пуçланă ятпа саламланинчен тытăнчĕ.

Текста малалла вулăр...

Гурий Комиссаров-Вантер çуралнăранпа –130 çул

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енри Çĕрпӳ районĕнчи Чăваш Патăрьел (Богатырево) ялĕнче ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртнĕ. Ăна çакăнтан тухнă паллă историк, этнограф, педагог, литератор, чăвашсен таврапĕлӳ юхăмне пуçарса яракансенчен пĕри Гурий Иванович Комиссаров-Вантер çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă.
Конференцие чăваш тĕнчин тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килсе çитнĕ. Пирĕн облаçран тăватă таврапĕлӳçĕ кайнă: Д.В. Кузьмин, Н.А.Казаков, И.М.Кирпичников тата Н.Н.Кирюшин. Хăнасене ялти клубăн вулавăшĕнче кĕтсе илнĕ. Вулавăш ĕçченĕсем Гурий Комиссаровăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа паракан стенд хатĕрленĕ. Клубри музейпа паллаштарнă хыççăн Гурий Комиссаровăн тĕп килĕ вырăнне илсе кайнă. Акă мĕн каласа парать ун пирки Николай Казаков таврапĕлӳçĕ.
-Чăваш Патăрьел ялĕ сарлака та илемлĕ.

Текста малалла вулăр...

Угаслов – ЧНК президенчĕ

Октябрĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн VIII отчётпа суйлав Аслă пухăвĕ иртрĕ. Унта Раççейĕн 26 регионĕнчен тата пилĕк ют çĕршывран килнĕ 265 делегат хутшăнчĕ. Çаплах чĕннĕ хăнасем те чылайччĕ. Ульяновск облаçĕн делегацине УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев ертсе кайрĕ.
Съезда Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, правительство çыннисем, тĕрлĕ министрсем, депутатсем, район пуçлăхĕсем тата ытти тӳре-шара хутшăнчĕç. Ларăва ЧНК вице-президенчĕ Пётр Ивантаев ертсе пычĕ. Тухса калаçакансен йышĕнче Михаил Игнатьев, Юрий Попов, Геннадий Архипов, Николай Угаслов пулчĕç.
ЧР Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев чăваш халăх шăпишĕн çакăн пек кар тăрса ĕçлес тесе инçетрен килнишĕн савăннине, республикăра чăваш халăхĕн шучĕ чакма пăрахнине пĕлтерчĕ.

Текста малалла вулăр...

Ĕçтăвком ларăвĕ иртрĕ

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче УОЧНКА черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна унăн ертӳçи Владимир Сваев уçса ертсе пычĕ.
Кун йĕркинче икĕ ыйту: юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш наци конгресне хутшăнма делегатсем суйласси тата юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче облаçри «Чăваш шăпчăкĕ» фестиваль-конкурс ирттересси.
Ларăва пухăннисем ЧНК черетлĕ съездне кайма ултă делегат тата тăхăр хăна суйласа хăварчĕç.
«Чăваш шăпчăкĕ» конкурса кăçал «Киндяковка» Культура çуртĕнче ирттерме палăртнă.
-Йĕркелӳ комитечĕ чăмăртаса конкурссене малтан районсенче ирттермелле. Чи пултаруллисен облаçри конкурса хутшăнмалла. Конкурс йĕркисене пурне те ярса панă,- терĕ Владимир Ильич.
Унтан вăл облаçра çамрăксен форумĕ пирки сăмах хускатрĕ:
— Хальлĕхе пирĕн çамрăксем ку калăпăшлă мероприятие ирттерме хатĕр мар-ха, «пиçсе çитмен» темелле.

Текста малалла вулăр...

Тăван чĕлхепе сехетсем сахалли кулянтарать

Облаçри вĕрентӳçисемшĕн черетлĕ вĕренӳ çулĕ тытăнчĕ темелле. Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче облаçри чăваш, тутар, мордва чĕлхисене вĕрентекенсем Ульяновскри 11-мĕш шкула канашлăва пуçтарăнчĕç.
Малтан анлă лару иртрĕ. Ăна Ульяновскри учительсен пĕлĕ-вне ӳстерекен институтăн наци вĕрентĕвĕн ыйтăвĕсен кабине-чĕн ертӳçи Т.Николаева уçрĕ. Вăл 2014 çултан кĕртекен вĕрентӳçĕн профессилле стан-дарчĕ пирки нумай ăнлантарса пачĕ. Хăйĕн доклачĕн пысăк пайне Татьяна Валентиновна
Ульяновск хулипе область шкулĕсенче тăван чĕлхепе тата литературăпа уроксем пахалăхне ӳстерни çинче чарăнса тăчĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн пуçлăхĕ Владимир Сваев, Ульяновск облаçĕнчи тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕпе çумĕ Рамис Сафин тата Рифгат Ахмедуллов, Ульяновск облаçĕнчи мордвасен наципе культура автономийĕн председателĕн çумĕсем Владимир Дюмаев тата Михаил Крымкин паян кулянтаракан çивĕч ыйтусене хускатрĕç.

Текста малалла вулăр...

Чĕмпĕр сăмах сăпкиех пулса юлтăр

Ульяновскри 17-мĕш «Содружество» вулавăшра «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Н.Ларионов уçрĕ. Вăл шевлеçĕсем кĕнекесем кăларсах тăнине палăртрĕ, «Атăл юрри» журнала пичетлеме типографие панине, «МедиаЦентр» директорĕ Д.Г.Иванов ĕç-пуç улшăнмасан малашне журнала тăтăшах кăларса пама шантарнине пĕлтерчĕ.
 
Шевлеçĕсен малашнехи калаçăвĕ Нина Васильеван нумаях пулмасть кун çути курнă «Чун уççи» кĕнеки пирки пычĕ. Автор ăна кăларма пулăшакансене тав турĕ, ларăва хутшăннисене кĕнекисене парнелерĕ.
УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев облаçри чăваш авторĕсен кĕнекисене вуласах тăнине, вĕсем пит кăмăла кайнине палăртрĕ.
-Вĕсене пĕтĕм халăх вуласан, авторсемпе паллашсан тата аванрах пулмалла.

Текста малалла вулăр...

Чукун çул районĕнче – автономи уйрăмĕ

УОЧНКА филиалĕсен йышĕ çак кунсенче тепре ӳсрĕ. Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ, Ульяновскри сĕтел-пукан тăвакан комбинатăн директорсен канашĕн пред-седателĕ, УОЧНКА пред-седателĕн çумĕ А.Г. Еленкин пуçарăвĕпе Ульяновскри Чукун çул районĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн уйрăмне йĕркелерĕç, ăна «Килĕшӳ» ят пачĕç.
Ун пекки Ульяновскра çукчĕ-ха, çавăнпа ку ĕçре район малта пынине палăртмалла. Йĕркелӳ конференцине 30 çынна яхăн хутшăнчĕ. Вĕсен шутĕнче Ульяновск хули пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ П.К.Столяров, Ульяновск хули Думин депутачĕ Н.А.Лазарев, «Инвестстрой М» фирма пуçлăхĕ В.А. Фёдоров, «Мишар» фирма пуçлăхĕ М.В.Селивестров тата ыттисем.
УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев ку пуçарăва ырларĕ, чăваш наци юхăмĕнче çĕнĕ хастарсем хутшăннăшăн савăннине пĕлтерчĕ, çаплах автономин кулленхи ĕçĕсем тата планĕсем пирки каласа пачĕ.

Текста малалла вулăр...

Пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашнă

Ульяновскри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институт пуш уйăхĕн вĕçĕнче çĕнĕ вĕрентӳ проекчĕсен тĕнче шайĕнчи ярмăркка-куравне ирттерчĕ.
Облаçри шкулсенчен тата ытти регионсенчен килсе çитнĕ педагогсем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарчĕç. Кунтах вĕсем ĕçĕсене сутма, килĕшнисене туянма е пĕр-пĕринпе улăштарма пултарчĕç.
Институтри наци кабинечĕ çумĕнче чăваш, тутар тата мордва чĕлхисен предмечĕсене ертсе пыракансем «Патриотла воспитани парассипе граждан çутĕçĕнчи йăласемпе çĕнĕлĕхсем» ятпа ĕçсене тăратнă.
-Шкулсенче таврапĕлӳ, музейсен ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем, наци шкулĕсенче патриотла воспитани парас ĕçре мĕнле çĕнĕ майсемпе усă курни пирки, тăван чĕлхепе литературăна, культурăна юратма, хисеплеме вĕрентесси пирки каласа параççĕ пирĕн педагогсем, - пĕлтерчĕ наци кабинечĕн методисчĕ Вера Архипова.

Текста малалла вулăр...

Тĕп тĕллев – И.Я. Яковлев юбилейне паллă тăвасси

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ ĕçтăвкомăн 1-мĕш ларăвне çĕнĕ вырăнта ирттерчĕ.
Владимир Сваев председатель пухăннисемпе хăй савăнăçне пайласа çапла каларĕ:
-Чăваш хастарĕсем тăрăшнипе УОЧНКА, «Канаш» хаçат редакцийĕ, «Еткер» телекăларăм, Кĕрешӳ Федерацийĕ комитечĕ пĕр çурта чăмăртантăмăр. Хăвăр куртăр, кунта халĕ тухăçлă ĕçлеме майсем аван. Аякран килнĕ хăнасене чыслама та пултаратпăр. Халĕ пирĕн пĕр чăмăра пуçтарăнса умри тĕллевсене пурнăçламалла. Умри чи пĕлтерĕшлĕ тĕллев – И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул тултарнине чыслă паллă тăвасси.
Унтан вăл ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Пухăннисем планăн кашни пунктне тишкерчĕç, улшăнусем кĕртрĕç, сĕнӳсем пачĕç. Унтан пĕр саслă пулса çирĕплетрĕç.
-Акан 25-мĕшчен облаçри районсенче Чăваш культура кунĕсем, наукăпа практика конференцийĕсем ирттермелле, «Канаш» хаçат страницисенче, «Еткер» телекăларăмра Иван Яковлевичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа памалла.

Текста малалла вулăр...

Пĕрле пулар, малаллах талпăнар!

Нарăсăн (февралĕн) 21-мĕшĕнче УОЧНКА çуртĕнче «Канаш» хаçат вулаканĕсен çавра сĕтелĕ иртесси пирки хаçатăн малтанхи номерĕнчех пĕлтернĕччĕ. Нумайăнах пулмасан та палăртнă вăхăта пирĕн тĕпелĕмĕре чи çывăх юлташсем пухăнчĕç. «Ĕç кунĕ пулман пулсан çынсем ытларах килĕччĕç. Кăмăлĕсем пулсан та ĕçрен каяйманнисем чылай», - терĕ кун пирки Лаврентий Данилов вулаканăмăр.
Тĕлпулăвăн тĕллевĕ хамăрăн çĕнĕ вырăнпа, Лев Толстой урамĕнчи 12-мĕш çуртпа, вулаканăмăрсене, обществăлла корреспондентсене паллаштарасси тесе тĕп редактор Николай Ларионов малтан УОЧНКА председательне Владимир Сваева сăмах пачĕ.
- И.Я.Яковлев палăкне лартсанах ку çурта илме шутланăччĕ. Вырăнĕ аван, палăк та, чăваш чиркĕвĕпе Яковлев музей-хваттерĕ те юнашар. Малашне кунта УОЧНКА, И.Я.Яковлев обществи, «Еткер» телекăларăм, «Канаш» хаçат редакцийĕсем, Кĕрешӳ федерацийĕ пулĕç.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3, 4.