Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

ФЁДОРОВ министр килнĕ

Ульяновск облаçĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ял çамрăкĕсен II форумне Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Николай Фёдоров уçнă. Тĕлпулу утă уйăхĕн 25-29-мĕшĕсенче Ульяновскри П.А.Столыпин ячĕллĕ патшалăх ял хуçалăх академийĕнче иртнĕ.
Форум ĕçне Раççейри 44 субъектран тата çичĕ ют çĕршывран 300 ытла ял çамрăкĕ хутшăннă. Вĕсен хушшинче ялсенчи çамрăксен организацийĕсен хастарĕсем, ял хуçалăхĕпе промышленность комплексĕсен специалисчĕсем, çамрăк ăсчахсем (фермерсем, ял хуçалăх усламĕн представителĕсем). Тĕллевĕ – ял çамрăкĕсене пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ пĕрлешĕвне (ВТО) кĕнĕ çĕршывсен опычĕпе паллаштарасси тата аталану ĕçне çывхартасси.
Пухăннисене саламланă май Николай Фёдоров çамрăксем общество пурнăçĕнчи чи пуçаруллă, пултаруллă, социаллă яваплă вăй иккенне палăртса хăварнă.

Текста малалла вулăр...

Яковлев 165 çул тултарнине уявлама хатĕрленеççĕ

Чартаклă районĕнчи Октябрьски посёлокĕнчи лицейра облаçри Национальноçсен канашĕ иртрĕ. Ăна Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ертсе пычĕ.
Чи малтан Ульяновскра сентябрĕн 8-мĕшĕнче пуçласа «Россия – российские немцы – Германия» 2-мĕш пысăк пуху ирттерес ыйтăва сӳтсе яврĕç.
-Область правительстви нацисен хушшинчи çыхăнусене çирĕплетес тĕллевпе мероприятисен анлă планне пурнăçа кĕртет, – терĕ Сергей Иванович. – Наци уявĕсем ирттерни халăхсен хушшинче килĕшӳ çуратать тата пĕр-пĕрин культурипе, йăли-йĕркипе паллашма май парать.
Пĕрремĕш ыйтупа çаплах кĕпĕрнаттăра пулăшаканĕ Татьяна Кириллова, искусствăпа культура политикин министрĕ Татьяна Мурдасова тата Ульяновск облаçĕнчи нимĕçсен наципе культура автономийĕн ертӳçи Ирина Самойлова калаçрĕç. Вĕсем Иккĕмĕш Елизавета патша 250 çул каялла ют çĕршыв çыннисене , çав шутра нимĕçсене те, Раççее ирĕклĕ килсе тĕпленме май панине, кăçалхи уява çакна халалланине палăртрĕç.

Текста малалла вулăр...

Раççейре ВИЧ/СПИД питĔ хăвăрт сарăлать

Çу (май) уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕ – СПИДпа вилнисене асăнмалли пĕтĕм тĕнчери кун. Облаçри ерекен чирсемпе тата СПИДпа кĕрешекен центр çак кун «Знаю. Поддерживаю. Помню!» пресс-конференци ирттерчĕ. Ĕçлĕ калаçăва облаçри юн паракан центр, наркодиспансер, çамрăксен политикин министерствин специалисчĕсемпе журналистсем хутшăнчĕç.
 
СПИД центрăн тĕп тухтăрĕ Л.Э.Ибрагимова тĕнчери, Раççейри, Ульяновск облаçĕнчи ВИЧ-инфекцин эпидемиологи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Цифрăсем – хăрушă.
Тĕнчере ВИЧ/СПИД диагнозпа 33 миллион çын пурăнать, вĕсенчен 2 миллионĕ - 15 çула çитмен ача. Кашни кун тĕнчере 7400 çын ВИЧ-инфекци ертет, 5500 çын вара СПИДа пула вилет. 17 миллион çурĕ ача ВИЧ/СПИДа пула ашшĕсĕр е амăшĕсĕр тăрса юлнă. ВИЧпа чи нумай чирлекенсем Африкăра – 22 миллион çын (мĕнпур чирлисен 70 проценчĕ).

Текста малалла вулăр...

ЧЕРЕТСĔР КОНФЕРЕНЦИ ИРТРĔ

Акан 21-мĕшĕнче «Губернаторский» Культура керменĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕ хăйĕн черетсĕр конференцине ирттерчĕ. Унăн ĕçне 43 делегат хутшăнчĕ.
Конференцие УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев уçса ертсе пычĕ.
Вăл малтанах акан 24-мĕшĕнче облаçра Яковлев вулавĕсене ирттересси çинче чарăнса тăчĕ.
- Кăçал Яковлев вулавĕсене область шайĕнче ирттеретпĕр пулсан çитес çул ăна Пĕтĕм Раççей шайĕнче паллă тума хатĕрленетпĕр. Яковлев ятне çӳлерех çĕклес, канонизацилес ыйтăва Шупашкарти хастарсемпе сӳтсе явнă ĕнтĕ,- терĕ Владимир Ильич. Унтан вăл килес çул И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ тĕле мĕнлерех ĕçсем тумалли çине куçрĕ. 2013 çулхи акан 25-мĕш тĕлне И.Я. Яковлевăн кăкăр паллине, календарь, буклет кăларма палăртрĕç. Унсăр пуçне «Еткер» телекăларăмăн редакторĕ Олег Мустаев Карл Либкнехт урамне И.

Текста малалла вулăр...

УОЧНКА черетсĕр конференци ирттерет

Акан 13-мĕшĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕ ĕçтăвком ларăвне ирттерчĕ.
Кун йĕркинче – пилĕк ыйту.
Ларăва УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев ертсе пычĕ. Çĕнĕлĕхпе паллаштарчĕ. Ульяновск облаçĕнчи юстици управленийĕ хушăвĕпе, УОЧНКА обществăлла организаци пулнипе малашне вăл “УОЧНКА» обществăлла организаци тесе çырмалла пулать. (ОО «УОЧНКА»). Çавăнпа та Устава улшăнусем кĕртес тĕллевпе акан 21-мĕшĕнче УОЧНКА черетсĕр конференци ирттерет. Вăл 2011 çулхи раштав уйăхĕнче 11 сехетре IV конференци пулнă вырăнтах – "Губернаторский" Культура керменĕн пĕчĕк залĕнче — иртĕ, делегачĕсем те çавсемех.
Унтан вăл Яковлев вулавĕсене ирттерес йĕркепе тĕплĕн паллаштарчĕ. Пурне те хастар хутшăнма ыйтрĕ.
«Акан 25-мĕшĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Яковлев вулавĕсене хутшăнни пирĕншĕн пысăк чыс, - терĕ вăл тăваттăмĕш ыйту çине куçса.

Текста малалла вулăр...

«Шевле» пулас ăрушăн тăрăшать

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Ульяновскри наци вулавăшĕнче «Шевле» литпĕрлешĕвĕн ларăвĕ иртрĕ. Тĕп ыйту – черетлĕ «Атăл юрри» журнал кăларасси. Шевлеçĕсен ертӳçи Николай Ларионов малтан «Шевлепе» «Канаш» хаçат пĕр çыхăра ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ.
 
-«Канаш» хăй тĕп ĕçне туса пынисĕр пуçне хушма ĕç туса пырать: кĕнекесем калăплама, илемлетме пулăшать. Юлашки вăхăтра хастарлăха ӳстертĕмĕр темелле. Чăваш сайчĕсене хамăр хайлавсене лартатпăр, Чĕмпĕр Ен çыравçисен хайлавĕсене Шупашкарта калăпланакан «Тăван Атăл» журнала ярса патăмăр.Унпа пĕрлех хамăр «Атăл юррин» 4-мĕш номерĕпе ĕçлетпĕр. Аса илтеретĕп: 1-2-мĕш номерсем 1920-21 çулсенче тухнă. Виççĕмĕш номерне 2000 çулта кăлартăмăр.
Çĕнĕ кĕнекесем тухса пыни савăнтарать. Пĕр уйăх хушшинче виçĕ кĕнеке: Анна Никонорован «Чăнлă шывĕ хĕрринче», Михаил Сугаловăн «Тăван сăмах», Николай Еремеевăн «Шурăмпуç кĕвви» кĕнекесем кун çути курчĕç.

Текста малалла вулăр...

Кĕпĕрнаттăр ĕçтăвком ларăвне хутшăнчĕ

Тĕп ыйту – çитес çул Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул тултарнине тивĕçлĕ паллă тăвасси.
Нарăсăн 3-мĕшĕнче УОЧНКАн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ку хутĕнче те ĕçтăвком Ульяновск Хула Думинче пуçтарăнчĕ. Ларăва пĕрремĕш хут область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов тата ăна пулăшаканĕ Татьяна Кириллова хутшăнчĕç.
Малтан сăмах кĕпĕрнаттăр илчĕ. Вăл Владимир Сваева автономи ертӳçине иккĕмĕш срока тата ЧР правительствăн министерствин Ульяновск облаçĕнчи полномочиллĕ представительне суйланă ятпа саламларĕ. Малалла та пĕрле килĕштерсе, тухăçлă ĕçлессе шанни пирки пĕлтерчĕ.
-Пирĕн умри тĕллевсенчен чи пĕлтерĕшли – чăваш халăхне çутта кăларакан ентешĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине тивĕçлĕ шайра паллă тăвасси. Çак уява ЧР тата Раççейри ытти регионсен правительствисемпе çыхăнса хатĕрленесчĕ.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ ĕçтăвком – çĕнĕ Тĕллевсем

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономин отчётпа суйлав конференцинче суйланă çĕнĕ ĕçтăвкомĕн пĕрремĕш ларăвĕ унчченхи пек автономи пӳлĕмĕнче мар, Ульяновск Хула Думин пуху залĕнче иртрĕ.
Ĕçтăвком ертӳçи Владимир Сваев малтанах çĕнĕ ĕçтăвком йышне кĕнисене ăшшăн саламларĕ. Малалла пĕрле, килĕштерсе ĕçлессе шанни пирки пĕлтерчĕ. Унтан кун йĕрки çине куçрĕ.
Тĕп ыйтусем:
- УОЧНКА председателĕн çумĕсене çирĕплетесси;
- ĕç комитечĕсене йĕркелесси;
- вĕсен ертӳçисемпе пулăшаканĕсене суйласси;
- комитетсен ĕç планĕсене палăртасси.
Владимир Сваевăн çумĕсем пулма пĕр саслăн Хула Думин пуçлăхĕн çумне П.К. Столярова, облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутатне А.Г. Еленкина, Ульяновск хула администрацин пуçлăхĕн çумне А.

Текста малалла вулăр...

Мироновпа Ухсая халалланă конференци

Пушкăрт Республикин Президенчĕ 2011 çул – нацисем хушшинчи туслăха çирĕплетмелли çул тесе Хушу кăларнăччĕ. Çаплах президент республикăри министерствăсемпе ведомствăсене, обществăлла организацисемпе вĕрентӳ тата культура учрежденийĕсене П.М.Миронов çуралнăранпа 150 çул, Я.Г.Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисен анлă программине йĕркелеме хушнăччĕ. Программăри пĕр пунктне пурнăçласа раштавăн 9-мĕшĕнче Ĕпхӳре, Пушкăртри вĕрентӳ аталанăвĕн институтĕнче Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш “Научное и педагогическое наследие выдающегося деятеля народного образования, чувашского просветителя Павла Мироновича Миронова” наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.
Унăн ĕçне ăçчахсем, вĕрентӳçĕсем, общество деятелĕсем, Чăваш Республикинчи, Ĕренпур (Оренбург), Ульяновск, Тюмень облаçĕсен тата Раççейри ытти регионсен делегацийĕсем пурĕ 250 çын хутшăнчĕç.

Текста малалла вулăр...

Чăваш ПУЛАСЛĂХĔ — АТАЛАНУРА

УОЧНКА конференцин делегачĕсем калаçаççĕ
УОЧНКАн отчёт тапхăрĕнчи ĕçĕпе эсир кăмăллă-и? Малашнехи ĕçĕнче вĕсене мĕнле сĕнӳсем парасшăн? Çак ыйтусене патăмăр конференцин хăш-пĕр делегачĕсене.
Лидия Павловна ВАСИЛЬЕВА, Çĕнĕ Спасск районĕнчи Троицкий Сунгур ялĕнчен килнĕ делегат. Вăл вырăнти чăвашсен автономии ĕçне туса пырать. Унсăр пуçне ялти Культура çуртĕнче методист-йĕркелӳçĕ тивĕçне пурнăçлать.
-Эпир туслă пурăнатпăр. «Чăваш шăпчăкĕ» фольклор ушкăнĕпе пĕрле авалхи йăла-йĕркиесене тĕпе хурса мероприятисем ирттеретпĕр. УОЧНКА ертӳçипе Владимир Сваевпа çыхăну тытатпăр. Вăл хавхалантарни мана ĕçре пысăк пулăшу парать.
 
Ирина Ивановна МИГУНОВА, Павловка районĕнчи Гремучий ялĕнче пурăнать. Вырăнти чăвашсен автономи ĕçĕсене 2000 çултанпах туса пырать.

Текста малалла вулăр...

Чăваш ăсчахĕсен Пухăвĕ

Шупашкарта наци вулавăшĕнче чăваш халăх ăсчахĕсен черетлĕ Пухăвĕ иртрĕ. Ульяновск облаçĕнчи филиалтан ун ĕçне ăсчахсем – М.Аляпкин, Н.Казаков, И Кирпичников, Г.Кондратьев, Н.Кондрашкин, Н.Розов, Ф.Искендеров тата С.Ярославская – хутшăнчĕç. Кăçал Академие çĕнĕ Президент ертсе пынипе, влаçрисем хистенипе çĕнĕ Устав йышăннипе тата кашни ăсчахăн аттестаци витĕр тухмаллипе Пухăва халăх йышлă пуçтарăннăччĕ.
- Хальлĕхе чăваш наци академийĕнче 194 ăсчах хисепленет,-терĕ пухăва ертсе пыракан И.С.Дубанов. - Паян тата 17 çынна илме хатĕрленетпĕр.Çитмĕ л ăсчахăн докуменчĕсем йĕркеллĕ, ыттисен вара - заявленийĕ те, пичетленнĕ ĕçĕсен списокĕ те, автобиографийĕ те, сăн ӳкерчĕкĕ те çук.
ЧНАНИ Президенчĕ Е.Е.Ерагина Академири лару-тăрупа тата паянхи ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Çĕнĕ удостоверенисене пиртен Николай Казаков, Николай Кондрашкин, Геннадий Кондратьев, Николай Розов тата Светлана Ярославская (вĕсен докуменчĕсем веçех йĕркеллĕ) çеç илме пултарчĕç.

Текста малалла вулăр...

МАЛАШЛĂХ — ÇАМРĂКСЕНЧЕ

Раштавăн 15-мĕшĕнче Ульяновскри 17-мĕш наци вулавăшĕнче «Шевле» литпĕрлешӳ кăçалхи юлашки ларăвне ирттерчĕ. Ăна унăн ертӳçи Николай Ларионов ертсе пычĕ. Çулталăкри ӳсĕмсем тата çухатусем çинче чарăнса тăчĕ. Малтан кăçал кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларса савăнтаракансене Анатолий Юмана тата Валентина Таравата саламларĕ. Малашне те ăнăçусем сунчĕ. Унтан «Шевле» литпĕр- лешĕвĕн йышĕнчен Анатолий Чебанов поэт, драматург тата Пётр Ишутов поэт, писатель, куçаруçă уйрăлса кайнине асăнчĕ, Валентина Деменкова тухса çӳрейменнине палăртрĕ.
Умри тĕллевсем çинчен сăмах пуçарсан Николай Николаевич «Шевле çути» альманахăн тата «Атăл юрри» журналăн малаллахи номерĕсене кăларасси çинче чарăнса тăчĕ:
«Ун валли хайлавсем çителĕклех. Халĕ вăхăта сая ямасăр вĕсене пĕр çĕре пуçтарса ĕçе пуçăнмалла.

Текста малалла вулăр...

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧИ ЧĂВАШсен НАЦИПЕ КУЛЬТУРА АВТОНОМИН IV ОТЧЁТПА СУЙЛАВ КОНФЕРЕНЦИНчЕ тунă ДОКЛАД

2011 çулхи раштавăн 10-мĕшĕ. Ульяновск хули.
Ырă кун, хисеплĕ делегатсем,
хаклă хăнасем!
Эпир паян «Губернаторский» Культура керменне тăватă çул ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕсене сӳтсе явма тата чăваш культурин малашнехи аталанăвне, Ульяновск облаçĕн социаллă экономика пуласлăхне палăртма пуçтарăнтăмăр.
Ульяновск облаçĕ – малалла!
Çакăн пек чĕнӳпе ертсе пырать пирĕн облаçа Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ – правительство ертӳçи С.И.Морозов.
Юлашки çулсенче облаçăн социаллă экономика аталанăвĕнче аван улшăнусем пулса иртрĕç. Пĕтĕмĕшле продукт шайĕ 2,7 хут ӳссе 67,8 млрд тенкĕрен 185,6 млрд тенке çитрĕ.
Ульяновск облаçĕ Атăлçи федераллă округра регионсен социаллă экономика аталанăвĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕпе 14-мĕш вырăнтан 5-мĕш вырăна хăпарчĕ.

Текста малалла вулăр...

ЧĂВАШ ЯТПАХ КĔРЕТПĔР ЭПĔР ÇĔН ĔМĔР АСЛĂ ХАПХИНЧЕН

(Ульяновск облаçĕнЧИ чăвашсен наципе культура автономин IV отчётпа суйлав конференцийĕ)
2011 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче «Губернаторский» Культура керменĕн Пĕчĕк залĕнче Ульяновск облаçĕн хастар чăвашĕсем УОЧНКА Аслă пухăвне пуçтарăнчĕç.
Отчётпа суйлав конференцине УОЧНКА ĕçтăвкомĕн председателĕ Владимир Ильич Сваев уçса Аслă пухăва килсе çитнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ. Вĕсен хушшинче – Ульяновск облаçĕн Саккунсем кăларакан Пухăвĕн депутачĕ А.Г.Еленкин, Ульяновск Хула Думин председателĕ В.А.Гвоздев, Ульяновск хули пуçлăхĕн çумĕ С.В.Паховский, Ульяновск облаçĕн физкультурăпа спорт департаменчĕн директорĕ В.Н.Лазарев, Ульяновск облаçĕн шалти ĕçсен политикин министерствин коммерциллĕ мар организацисемпе ĕçлекен пайĕн тĕп специалисчĕ М.А.Маликова, Ульяновск облаçĕн искусствăпа культура политикин министерствин департаменчĕн культура проекчĕсемпе тата тĕнче шайĕнчи хутшăнусемпе ĕçлекен пайăн тĕп специалисчĕ-эксперч ĕ О.

Текста малалла вулăр...

Мускав автономи ертӳçисене пуçтарнă

Чӳкĕн 26-мĕшĕнче Мускавра Останкино çуртĕнче Раççейри чăвашĕсен культура автономийĕсен 6-мĕш съезчĕ иртнĕ.
Ун ĕçне РФ Президенчĕн аппарачĕн çынни Ротэрмель, регионсен хушшинчи халăхсен ĕçĕсен министерствин пуçлăхĕ А.О. Журавкин, антропологи институчĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Ю. Зорин, ЧР культура министрĕ Р.М. Лизакова, ЧНК президенчĕ Г.Н. Архипов, пирĕн облаçран: УОЧНКА ертӳçи В.И. Сваев, Ульяновск Хула Думин председателĕн çумĕ П.К. Столяров, облаçри вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.Т. Улендеева хутшăннă.
Малтанах пухăннисен умĕнче чăвашсен федераллă культура автономийĕсен президенчĕ Г.С. Фёдоров тата ревизи комиссийĕ отчёт тунă. Унтан автономин çĕнĕ йышне суйланă. Президент ĕçне малалла пурнăçласа пыма хальхи президентах шанса панă.
Доклада сӳтсе явнă çĕре Владимир Ильич та хутшăннă Вăл вырăнти ĕç-хĕл çинче чарăнса тăнă, ĕмĕт-шухăшсене уçса панă.

Текста малалла вулăр...

РАÇÇЕЙ ХАЛĂХĔСЕН Х КОНГРЕСĔ: «ВЫРĂС ТĔНЧИ ТАТА РАÇÇЕЙ ХАЛĂХĔСЕН ПĔРЛĔХĔ»

Ульяновск облаçĕн правительстьви, «Раççей халăхĕсен Ассамблеи» Раççей шайĕнчи обществăлла организаци, «Эпир – Раççей çыннисем» Раççей халăхĕсен çамрăксен Ассамблеи», Раççей шайĕнчи обществăлла юхăм Атăлçи федераллă округри Раççей Федерацин Президенчĕн полномочиллĕ представителĕн аппарачĕ, Раççей Федерацин культура министерстви, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика парти енлисен Центр канашĕ пулăшнипе Ульяновскра чӳкĕн 1-2-мĕшĕсенче Раççей халăхĕсен X Конгресĕ иртрĕ.
 
Конгресс хăйĕн ĕçне Раççейре чӳкĕн 4-мĕшĕнче паллă тăвакан Халăх пĕрлĕхĕн кунне халаллать.
Конгреса Марий Эл, Тутарстан, Пушкăртстан, Саха, Мордови, Беларусь, Удмурти, Буряти, Кабардин, Тыва, Коми Республикисенчен, Приморск, Краснодар, Забайкальск тăрăхĕсенчен, Чулхула, Воронеж, Волгоград, Свердловск, Новосибирск, Рязань, Самар, Мускав, Ярославль облаçĕсенчен, Мускавпа Санкт-Петербургран 140 ытла хăна килнĕ.

Текста малалла вулăр...

Умра – яваплă ĕçсем

Иртнĕ кĕçнерникун Ульяновск облаçĕнчи чăваш наципе культура автономин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – раштавăн (декабрь) 10-мĕшĕнче УОЧНКАн отчётпа суйлав конференцине ирттересси. Ларăва унăн ертӳçи Владимир Сваев ертсе пычĕ. Вăл конференцие хутшăнакан делегатсене суйлас йĕрке çинче чарăнса тăчĕ.
-Делегатсене 2002 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх суйлама сĕнетĕп. Ун тăрăх, облаçра мĕнпурĕ 111 пин чăваш пулсан, пирĕн кашни 1000 çынран пĕр делегат суйламалла. 1000 çынран каярах районсем те пĕрер делегат тăратĕç,- терĕ вăл уйрăмах комитетсен председателĕсене конференцие тĕплĕн хатĕрленме ыйтса.
Унтан вăл докладсен регламенчĕ пирки сăмах хускатрĕ. Сĕнӳсем тĕрлĕрен пулчĕç. Докладсем кĕске те интереслĕ пулмалли çинче чарăнчĕç.
Ун хыççăн ертӳçĕ ытти ыйтусем çине куçрĕ.

Текста малалла вулăр...

Тĕнче шайĕнчи культура конгресĕ

Авăнăн 26-28-мĕшĕсенче Ульяновскра “Культура как ресурс модернизации” тĕнче шайлĕ пĕрремĕш конгресс иртмелле.
Çак куна Ульяновска Раççейри, çывăх тата инçет ют çĕршывсенчи культурăпа искусство деятелĕсем, Европăпа Пăхăнман Патшалăхсен культура министрĕсем, Европăпа Атăлçи тĕп хулисен представителĕсем, ăсчахсемпе политика деятелĕсем килсе çитмелле. Виçĕ куна тăсăлакан программăра 20 ытла çавра сĕтел, калаçусем, лекцисем пулĕç. Конгресăн ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – культура пирки калакан саккуна улшăнусем кĕртесси.
Авăнăн 23-мĕшĕнчен хулара тĕрлĕ культура мероприятийĕсем йĕркелĕç: Пăхăнман Патшалăхсенчи юрăçăсем симфони оркестрĕпе юрлĕç, Таджиксен В.В.Маяковский ячĕллĕ вырăс театрĕн “Исповедь” спектаклĕ, Пятницкий хорĕн, Грузири “Мдзлевари” ансамблĕн концерчĕсем, Олег Лундстрем ячĕллĕ джас музыкин камера оркестрĕн концерчĕ.

Текста малалла вулăр...

АВТОНОМИ конференцие хатĕрленет

Авăнăн 8-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн (УОЧНКА) ĕçтăвкомĕ черетлĕ ларăвне ирттерчĕ.
Кун йĕркинче пĕр ыйту — 4-мĕш отчётпа суйлав конференцине ирттересси.
Ларăва ĕçтăвком председателĕ Владимир Сваев уçрĕ. Кĕскен автономи ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнчĕ.
- Эпир сулмаклă ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Чи пĕлтерĕшли – кăçалхи Пĕтĕм Раççей Акатуйĕ. Ытти ĕçсемпе те пирĕн мухтанмалли сахал мар.
Вĕрентӳ комитечĕ тăрăшнипе тĕрлĕ олимпиадăсем, фестивальсем иртрĕç. Чĕлхемĕре вĕрентекенсем çуллен хăйсен пĕлĕвĕсене ӳстерсе пыраççĕ. Çавăнпа ачасем те тĕрлĕ енлĕ палăраççĕ. Кăçал пĕрремĕш хут чăваш чĕлхине вĕрентекенсен канашлăвне ирттертĕмĕр.
Культура аталанăвĕ те савăнтарать. Ача-пăча конкурсĕсемпе фестивалĕсене тивĕçлĕ шайра ирттерме тытăнтăмăр, унта хутшăнакансен шучĕ çулсерен ӳсет.

Текста малалла вулăр...

Яковлев обществин ĕçĕ чĕрĕлет

И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин правлени ларăвĕ иртрĕ. Ун председателĕ А.А.Мордовкин иртнĕ тапхăрти ĕçсен отчётне турĕ. Ревизи комисси председателĕ А.П.Власов та хăйĕн тивĕçĕсене туса пынине каласа пачĕ.
Вĕсен сăмахĕсенчен çакă паллă пулчĕ. А.А.Мордовкина суйличчен председательте ĕçленĕ çынсем документсене йĕркеллĕ илсе пыман, вĕсене пĕр-пĕрне алă пусса паман. Çавăнпа та халĕ учредитель докуменчĕсем, регистраци докуменчĕсем çухалнă. Регистраци кĕнеки те çук. Халĕ Алексей Алексеевич çак документсене çĕнĕрен тăвас ыйтупа ĕçлет, йăнăшсене тӳрлетет, тĕрлĕ штрафсем тӳлесе документсене йĕркене кĕртет. Телее, пичечĕ тупăннă.
Ларăва чĕннĕ УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев кун пирки пăшăрханса калаçрĕ:
– Докуменчĕсем чăнах та çухалнă-ши е пĕр-пĕр çын аллинче-ши? Çухалнă документсемпе усă курса таса мар чунлă çынсем çĕнĕ общество ан йĕркелеччĕр, Чĕмпĕр чăвашĕсемшĕн пăтăрмах туса ан хуччăр.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3], 4.