Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

КАМА – ÇЫРУ, КАМА – ПОСЫЛКА, КĔТСЕ ИЛĔР – ПОЧТАЛЬОНКА…

КАШНИ КИЛТЕХ – КĔТНĔ ХĂНА
Аслă Нагаткин почтамчĕн Салмановка ялĕнчи почта уйрăмĕнче яланах çынсем нумай: коммуналлă тивĕçтерӳсемпе саплашаççĕ, çыру, посылка, телеграмма яраççĕ, хаçат-журанал çырăнса илеççĕ, тĕрлĕ тавар туянаççĕ… Вĕсене хапăл тусах почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Л.В. Ягашкина кĕтсе илет.
 
Людмила Васильевна 1962 сулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Хăвăл Çырма ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
Амăшĕ – Лариса Андрияновна – 40 çул ытла колхоз ĕнисене сунă. Ашшĕ – Василий Иванович – сумлă ят çĕнсе илнĕ фермер.
1971 çулта Шкаповсен çемйи Ульяновск рйонĕнчи Салмановка ялне куçса килет те çакăнтах тĕпленет.
Çемьере пилĕк ача çитĕнет. Чи асли – Людмила. Ыттисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хăйсен çемйисемпе ĕçлесе пурăнаççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Анатоли Ырьят.
Ульяновск районĕ,
Салмановка ялĕ.

Акатуй йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ

2011 çулхи июнĕн 1-4–мĕшĕсенче Ульяновскра Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйĕ иртмелле. Çак кунсенче уявăн йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ пулчĕ. Ăна С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр ертсе пычĕ.
Сергей Иванович пулас уявăн тĕп тĕллевне, шухăшне палăртрĕ: унта пур халăхсем те сăвăнччăр, халăхсен çыхăнăвĕсем çирĕпленччĕр, çак уяв область ят-сумне ӳстертĕр. Çапла пултăр тесен Акатуй çӳллĕ шайра иртмелле, ку ĕçе пурте хутшăнмалла. Кĕпĕрнаттăр аса илтерчĕ: Акатуй сценарине тума сĕнӳсем кĕтеççĕ.
Уява хатĕрленес ĕç мĕнле пынă пирки облаçри шалти ĕçсен политикин министрĕ Т.В.Кириллова, культурăпа архив ĕçĕн департаменчĕн директорĕ Т.А.Ившина каласа пачĕç.
УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев ытти регионсенчи чăвашсен обществăлла организацисен пуçлăхĕсемпе çыхăнса ĕçленине, делегацисен йышĕсем пирки мускавсемпе тата шупашкарсемпе калаçусем ирттернине пĕлтерчĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, [4].