Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Ман кăмăла та çĕклерĕр, хăвăра та аван пулчĕ

- Павăл, пулăш-ха! Пĕр санра шанăç. Пушмак кĕлине çапнă тимĕр сий ăнсăртран тухса ӳкрĕ. Çĕннипе улăштарса параймăн-ши/ Киле çитмелле-çке епле те пулин, - пырса тăчĕ арçын умне пуçлăхсемпе пĕр пӳлĕмре ĕçлекен сарă çӳçлĕ хĕрарăм. Кам патне пулăшу ыйтма пымаллине аван пĕлет вăл. Тăрăшуллă ĕçтешĕ Павăл çеç хуть мĕнле ĕçе те вăхăтра та тĕплĕн туса пама пултарать.
Калаçса татăлнă вăхăт тĕлне, шăп та шай икĕ сехетре, маçтăр хĕрарăма юсаса çĕнетнĕ хатĕр пушмак тыттарчĕ. Лешĕн куçĕ пушмак кĕли кăмăлне кайнине уççăнах кăтартрĕ.
- Тавтапуç Сире ман кăмăла çĕкленĕшĕн! Еплерех Сирĕн ĕç аван – мана та аван турăр, ĕç тухăçлă пулнăран Сире те мĕн тери аван, - терĕ пушмак хуçи. Чунтан хĕпĕртенине пытармарĕ вăл.
- Сире аван иккенне эпĕ питĕ аван пĕлетĕп-ха. Каçарăр та, мана мĕскершĕн аван вара/ - ĕçтешне тĕпĕ-йĕрĕпех ăнланса пĕтереймесĕр тӳрремĕн ыйтрĕ Павăл.

Текста малалла вулăр...

Тăманапа йытă

Калав
 
2006 çулхи çу уйăхĕн вĕçĕнче инçетри ĕç командировкинчен таврăнсан тăван кил-çурта, хам çуралнă Çĕнĕ Вĕрен ялне, кайрăм. Пирĕн пысăк йывăç çурт çĕр ĕмĕр хушши ял хĕрринче, Типĕ Пир (Бирюч) юханшывĕн çыранĕ çинче, ларать. Пĕчĕк тăван çĕршывăмра пулнă малтанхи самантĕнченех хама тĕнчери чи лайăх курортра каннă пек туйрăм.
Çанталăкĕ ăшă та тӳлек тăрать. Тавралăха каç семĕ çапнă. Кăнтăр енчен катрашкаллă горизонт айĕнчен тем пысăкăш çутă кăвак уйăх шуса тухрĕ. Тавралăха шăнкăрчсем чарăнми юрланă илемлĕ сасă хуплать. Çĕршер тĕслĕ ӳсен-тăран техĕмлĕ шăршă кăларать. Эпĕ чӳрече патне тăрса уйăхăн илемĕпе киленме тытăнтăм. Пыл пек пылак сывлăшпа сывлатăп. Кайăксен тĕрлĕ сасси чунри туйăмсене çĕклет. Ик куçран шăпăртатса куççуль юхать... Çак самантра эпĕ 46 çул тăршшĕ пĕтĕм пурнăçăма аса илтĕм.

Текста малалла вулăр...

Ишпут

Йӳшкел ялĕ анлă улăх çумĕнче айлăмра вырнăçнă. Çуркунне ейӳ вăхăтĕнче çак улăха пĕтĕмпех шыв илет, аялти урам патнех çывхарать. Çавна пула ку урамра çичĕ çуртран пиллĕкĕшĕ пушаннă ĕнтĕ, çынсем урăх вырăна куçса ларнă.
Кăçал юр хăвăрт ирĕлнипе вара шыв ытла час хăпарчĕ, пӳртсем çывăхнех пычĕ. Кăнтăр апачĕ тĕлнелле аялти касса кĕме те тытăнчĕ вăл.
Ку касăри пĕр килте вăтам çулсенчи мăшăр пурăнать, тепринче – сакăрвунна çитсе пыракан пĕччен Арине кинемей. Шыв урама кĕме пуçласан урам урлă пурăнакан арçынпа хĕрарăм пӳрчĕ умне автомашина килсе чарăнчĕ, вĕсем ун çине васка-васка япалисене тиерĕç. Пӳрт умĕнче кăкарса хунă пысăк йытти вара ун-кун чупкалать, сăнчăрĕнчен вĕçерĕнесшĕн турткаланать, йынăшать, вĕре-вĕре илет. Анчах хуçи ăна курмасть те, илтмест те тейĕн. Ун çине никам та тимлесе пăхмасть.

Текста малалла вулăр...

Вăрçă ачисем

- Куля! Куля! Куля тетĕп! Ăçти шуйттан шăтăкне кайса çухалчĕ çав мур ачи/ - тарăхать мăнукне çухатнă Анук. Çав вăхăтрах вăл сăпкара выртакан мăнукне, сасă пама пуçланăскере, çăварне ĕмкĕч хыптарма ĕлкĕрет. Лăплантăр тесе темиçе хутчен сиктерсе илет. Ĕмкĕчне чăмласа çемçетнĕ хура çăкăртан хатĕрленĕ, таса ланчашкапа (çӳхелсе юлнă кивĕ кĕпе татăкĕ) чĕркенĕ. Кăкăр ачине тата мĕнпе лăплантармалла-ха/ Анчах мăнукĕ темшĕн лăпланасшăн мар, пĕрмай нăйкăшать, ĕмкĕчне те çăварĕнчен чĕлхипе тĕртсе кăларать. «Чирлесе ӳкмерĕ-ши/» - пăшăлтатать аптăраса ӳкнĕ асламăшĕ.
Çăка хуппинчен ăсталанă сăпка кăкăр ачишĕн çывăрма меллĕ. Çемçе те ăшă унта. Çав сăпкара Анук хăй те пĕчĕк чухне çывăрнă. Халĕ кĕçĕн мăнукĕсем те çав сăпкара çитĕнеççĕ.
Сиктерме меллĕ пултăр тесе сăпкине хурăн каштинчен тунă сиктермерен çакса янă, тĕпĕнчен сӳсрен явнă кантра çыхса хунă.

Текста малалла вулăр...

Миллионерсем

Пурнăç урапи пĕр вырăнта тăмасть, ялан хăй çулĕпе шăвать. Мĕнле кăна вăхăтра пурăнса курмарăмăр-ши эпир/ Шкула кайсанах октябренок ятне илтĕмĕр, ик-виç çултан пионера кĕтĕмĕр, вунтăваттă тултарсан комсомола кĕме тивĕçлĕ пултăмăр. Кăмăл пулсан парти ретне те тăма пулатчĕ. Заводра ĕçлесе миллионер пуласса никам та ĕмĕтленмен. Анчах вăл вăхăта та кĕтсе илтĕмĕр иккен.
Иртнĕ ĕмĕрти тăхăрвуннăмĕш çулсем пыраççĕ. Укçа хăвăрт йӳнелсе пынипе ĕç укçине пире пачкăсемпех пама тытăнчĕç. Лавккаран пакетпа çăкăр йăтса килнĕ пек укçапа ĕçрен таврăнаттăмăрччĕ. Çакăн хыççăн сисмесĕрех ĕç укçи миллион ытла пулса кайрĕ.
Паян ĕçре пысăк савăнăç - ĕç укçи параççĕ. Пĕрремĕш смена укçаллă пулнă ĕнтĕ. Иккĕмĕш сменăна иртерех килсе Ваньăпа Толя пĕрер пачка хут укçа йăтса ĕç вырăнне килчĕç. Юлташĕсем вĕсем мĕн чухлĕ укçа илнине пĕлсен пĕр çивĕч чĕлхелли вĕсене «миллионерсем» ят пачĕ.

Текста малалла вулăр...

Чĕлĕм туртма пăрахтартăм

Туртакансем пирус сиен кӳнине аван пĕлеççĕ, анчах пĕлсен те начар йăлана тӳрех хăйсен ирĕкĕпе пăрахаймаççĕ. Хăшĕ тунтикунран пăрахатăп тесе хăйне хăй лăплантарать, тепри çак пачкине туртса пĕтеретĕп те урăх пĕрре те çăвара хыпмастăп тесе хăйне сăмах парать. Икĕ пачки пĕтсен тата çур пачка тупăнать, çавăнтах панă сăмахĕ çинчен манса каять. Пирус пачки çине пысăк хура саспаллисемпе: «Туртни çынна вĕлерет», - тесе çырни те туртакана пĕртте хăратмасть.
Чĕлĕмĕн усси çук тетĕр-и/ Эпĕ сире пирус пачкин пĕр усăллă енĕ çинчен каласа пама пултаратăп. Яш вăхăтĕ-нче ман юлташ хăй турмасть пулсан та хуларан яла таврăннă чухне эрнере пĕрре çула май лавккана кĕрсе пĕр пачка пирус туянатчĕ. Хăй килнине курччăр тетчĕ пулас. Мĕншĕн тесен лавккаçă унăн савнă хĕрĕн кӳршиччĕ. Вăл хальхи кĕсье телефонĕ вырăнне пулнă.

Текста малалла вулăр...

Вăт – романтика!

Ку ĕç çулла пулса иртрĕ. Кăнтăр вăхăтĕнче икĕ хутчен ман телефон çине çыруллă пĕлтерӳ – СМС – килчĕ. Çынсене Çĕнĕ Ульяновск хулине илсе каймалла иккен. Калаçса татăлнă вăхăта «Автозавод» чарăну тĕлне пырса тăтăм. Чӳречерен пуçа кăлартăм кăна – ман пата икĕ арçын кĕрсе те ларчĕ. 1 пин тенкĕ пачĕç те: «Атте, кайрăмăр», - терĕç. Иккĕшĕ те 40 çулсенчи шакла пуçлă арçынсем. Тӳрех ăнлантăм – кусем тĕрмерен ларса тухнăскерсем пулас.
Лавкка умне чарăнма ыйтрĕç. Чăнах та – хăйсем калаçса татăлнă пек 20 минутран тухрĕç. Иккĕшĕн аллинче те икшер пакет. Ĕçмелли, çимелли мăй таранах тултарнă.
Хулапа пыратпăр. Чунра тем лăпкă маррине пула Çĕнĕ Ульяновск еннелле каякан çул ытти чухнехинчен вăрăмрах пек туйăнчĕ. Сасартăк юнашар ларса пыраканни:
- Атте, сан ачусем пур-и/ - тет.
- Пур, - тетĕп.

Текста малалла вулăр...

«Шанхай» шампунь

Чĕлĕм Ваççипе Пушăт Алюшĕ – кумсем. Паян Алюш Ваççа килĕнче хутса пултарнă мунчине хул-çурăмне кантарма пынă хăна. Канлĕ çăвăннă-çапăннă хыççăн иккĕшĕ сĕтел хушшине ларса эрех-сăра та сыпкаларĕç. Хăнана ăсатнă май Ваççа Алюша хисепленине кăтартса хăйĕн çӳç çумалли «Шанхай» шампуньне парнелесе ячĕ. Тепĕр эрнере Алюш мунчара юрла-юрла çав шампуне çӳçĕ çине тăкрĕ. Анчах сăмсине ырă мар шăршă пырса çапрĕ, çӳçĕ те темшĕн кăпăкланмарĕ. «Апла ăна ытларах тăкмалла», - шутларĕ Алюш. Ют патшалăх парнине тата темиçе ывăç ярса илсе пуçне сĕрчĕ. Ку та пулăшмарĕ. Ырă мар шăршă пушшех сарăлчĕ, çӳçĕ вара кăпăкланмарĕ. Ырă мара сиссе Алюш пуçне часрах ăшă шывпа чӳхесе ячĕ.Тарăхнипе мунча хуçи çăвăнса та пĕтермерĕ, килне тухса утрĕ. Арăмĕ мăшăрне курсан тĕлĕнсех кайрĕ – Алюш паллайми улшăннă, çӳçĕ çуталса тăрать. Якаран та яка хăй, илемлĕ!

Текста малалла вулăр...

Капкăн

Ялти çынсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Ĕçри, килти хыпарĕсене пĕр-пĕрне каламасăр, пĕрле сӳтсе явмасăр чăтаймаççĕ.
Илюкпа Ванюк та питĕ туслă. Илюкăн япала турттармалли машина пур – ГАЗ-66, вăл таçта та кĕрсе тухма пултарать. Кун пек машина ял çыннишĕн чăн-чăн пурлăх.
Ĕçрен таврăннă чухне Илюк ялан заправкăра машина бакне бензин тултарать.
Пĕр кĕрхи ир Илюк бакра бензин чакнине сисрĕ. Кун çинчен вăл Ванюка каласа пачĕ. Иккĕшĕ канашланă хыççăн бензин бакне уçмалла мар трослă çăраççи шутласа тупрĕç. Илюк бакне çав çăраççипе питĕрме пуçларĕ. Анчах ку та пулăшаймарĕ ăна, бак хуппине уçмасан та унти бензин чакма пăрахмарĕ, бензина шлангпа юхтарнă паллă та курăнмарĕ. Илюкпа Ванюк вăрă шăтăкне тĕплĕн шырама пуçларĕç. Тупрĕçех. Бензин бакĕ айĕнче отстойник текенни пур.

Текста малалла вулăр...

Трагеди

Нинуксем патне эпĕ вăрах вăхăт кайманччĕ. Почтăран килнĕ май журналсем, «Канаш» хаçат çырăнмасăр ан юлăр тесе калама кĕтĕм. Нинукăн паян ăшĕнче çумăр çăвать иккен.
- Урамра хĕвел пăхать пулсан та - трагеди манăн, - терĕ Нинук.
Тыркас мар вĕт-ха эпĕ - кĕнĕ-кĕмен, каланă-каламан çынсем патĕнчен сирпĕнсе тухма.
Нинук чейпе сахăр лартрĕ. Кăмăлĕ начар чух вăл кукли тавраш, варени кăлармасть. Кукамайсемпе асаннесем пек сахăра кат! катса Нинукпа чей ĕçме пуçларăмăр.
Ку хутĕнче тата Петюк Нинука мĕнле хур тунă-ши тесе шутлатăп ăшăмра. Ун пек чухне эпĕ Нинука çав тери кирлĕ. Хуйхи, кулянăвĕ шăши хӳрин вĕçĕ тăршшĕ пулсан та.
Нинук аякран, 38 çул каялла пулнă япаларан, пуçларĕ. Кĕтерне патша вăхăтĕнчен кăшт каярах пулать ĕнтĕ.
- Çапла Çеруша çуратрăм та выртатăп роддомра.

Текста малалла вулăр...

Çын япалине ан хапсăн

Мĕнле кăна çынпа ĕçлеме тӳр килмен-ши вăхăтĕнче/ Пĕринчен хуть хăçан та пулăшу кĕтме пулать, тепринчен – ăшă сăмах, виççĕмĕшĕ вара – улталама хатĕр. Кусем çинчен çырасшăн мар-ха эпĕ, кукăр алăллисем пирки каласа парасшăн.
-Павăл юлташ, юлашки вăхăтра манăн тумбочкăран пĕремĕк-канихвет çухала пуçларĕ. Нумайшар илмест хăй. Анчах мĕншĕн ыйтмасăр тĕкĕнет çын япалине/ Эпĕ хыткукар мар, ыйтсан хамах панă пулăттăм. Аптăранă енне шăшисем ермен-ши тесе те шутлатăп. Санăн нимĕн те çухалман-и/- пăшăрханса калаçрĕ Микулай.
- Микулай, ку шăшисен мар, икĕ ураллă йĕкехӳрен ĕçĕ пек курăнать. Юрĕ, эпĕ вăрра тăрă шыв çине кăларма пĕр меслет пĕлетĕп. Эпĕ каланă пек тусан мĕнле «чĕрчун» килсе ерни паллă пулĕ,- шантарчĕ юлташне Павăл.
Тепĕр кунне кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче ĕçтешсем сĕтел хушшине ларчĕç.

Текста малалла вулăр...

Тăван чĕлхе пĕрлештерет

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче – пĕтĕм тĕнче Тăван чĕлхе кунне паллă турĕ. Çак уява халалласа облаçри Кĕнеке керменĕнче чăвашсен «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ-сем тата вырăнти паллă çыравçăсем шкул ачисемпе тĕлпулу ирттерчĕç.
 
Тăван чĕлхе кунне пухăннисене Кĕнеке керменĕнчи «Культурăсем хушшинчи çыхăну центрĕн» заведующийĕ Мария Месяцева тĕнчери чĕлхесем пирки тата çак уява хăçан тата мĕншĕн палăртма пуçланин историне каласа пачĕ:
- Ĕç-пуç Бангладешра 1952 çулта пулса иртнĕ. Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче студентсем тăван бенгали чĕлхине патшалăх чĕлхи тума ыйтса демонстрацие тухнă. Вĕсене хирĕç полици тăнă, 5-шне персе пăрахнă. 1999 çулта вара ЮНЕСКО сĕннипе çак куна Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ тесе палăртнă. Ăна 2000 çултанпа палăртаççĕ.
Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, Çĕр çинче паян 6 пин те 700 чĕлхе.

Текста малалла вулăр...

Çăварни мыскари

Çăварни эрнинче Чăрсăр Энтипĕпе унăн мăшăрĕ Санюк тата Энтип шăллĕ Улатимĕр, авланман каччă, Алтатье савнийĕпе хĕллехи çил-тăмана уямасăр виçĕ çухрăмри Тушкил салине тăванĕсем патне хăнана тухса утрĕç.
Энтип питне тăрăнакан юр пĕрчисенчен сыхланса ашшĕнчен юлнă вăрăм кивĕ сăхманпа витĕннĕ. Ыттисем çилрен пытанса, ун хыççăн йăпшăнса талпăнаççĕ.
- Мĕн нушипе тухрăмăр-ши/ - мăкăртатать Улатимĕр. Анчах унăн сассине çил уй-хир тăрăх сапалать.
Тĕттĕм пуличчен хăналанаççĕ çаксем Тушкилте. Энтип эрех ĕçсен чăрсăрланать, çапăçма та ухута. Ахальтен йăхне Чăрсăрсем темен ĕнтĕ. Упăшкин кăмăлĕ улшăнса пынине сиснĕ Санюк хайхине вăрттăн аякĕнчен тĕксе илет, куçĕсемпе "вăрçать". Тепĕртакран Энтип сĕтел хушшинчен тухса сăхманне манса хăварсах тăван ялне тухса утать. Ĕçнĕскер хĕл кунне çуллахипе аташтарнă пулас вăл, хăюллă тухса утать.

Текста малалла вулăр...

Хура халăх вăранĕ

Пуян ушкăнĕ сахал,
Хура халăх пит нумай.
Пуян сахал пулсан та
Пуçлăхĕсем вĕсем май.
 
Ĕç çыннине пуçлăхсем
Тĕттĕмлĕхре усраççĕ.
Халăх çутта тухсассăн
Вăранасран хăраççĕ.
 
Хура халăх вăранĕ,
Пусмăрлăха пĕтерĕ!
Ăнланакан -- ăнланĕ,
Тĕрĕс каларĕ тейĕ.
 
1907 çул.

Чебановăн тăван ялĕнче

2017 çулхи кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче эпĕ Çĕпрел районĕнчи Чăнлă-Шăхаль ялĕнчен йыхрав хучĕ илтĕм. Ку вăл чăвашсен паллă драматургĕ, поэчĕ тата прозаикĕ Анатолий Чебановăн тăван ялĕ. Пурăннă пулсан кăçалхи нарăсăн 3-мĕшĕнче çыравçă 80 çул тултармаллаччĕ.
 
Йыхрава Хурăнвар-Шăхалĕ-нчи Совет Союзĕн Геройĕ П.С.Юхвитов ячĕллĕ вăтам шкул, ял хутлăхĕн администрацийĕ ярса панă. Унта А.С.Чебанова халалланă регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс иртессе палăртнă. Çакнашкал йыхрав хутне паллă çыравçă В.Н.Тарават тата Чебановăн кил-йышĕ илнĕччĕ.
Палăртнă кун эпир çула тухрăмăр. Пире вырăна çитме ятарласа машина янăччĕ. Клубра халăх лăк тулли пухăннăччĕ.
Асăну каçне йĕркелекенсем чи малтан пире юбилей тĕлне ятарласа хатĕрленĕ библиографиллĕ альбом парнелерĕç. Унта çыравçăн биографийĕпе пултарулăх çулне чăвашла та, вырăсла та туллин çырса кăтартнă, ачалăхĕпе çитĕннĕ çулĕсенчи сăнӳкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ, пичетленнĕ кĕнекисен тулли списокне панă – 40 ытла.

Текста малалла вулăр...

Пакшапа Мулкач

Пакша кулма пуçланă Мулкачран.
«Эс кашкăртан мĕн-ма хăран/
Эпир-çке пурте пĕр йăхран,
Эпир – пĕр юн, эпир – тăван.
Çакна ăна эс ăнлантар,
Кашни курмассерен ан тар»,-
Çапла ăс вĕрентет Пакша
Хăлхисене тăратнă юлташа.
Мулкача мĕн Пакшан ăслайĕ,
Вăл хăй кирек кама ăс парĕ:
«Тавах сана, Пакшаçăм-тусăм.
Анчах йăлтах ăнланаймарăм.
Ансам, уçăмлăрах кала,
Çӳлтен пупленине илтмест хăлха».
Пакша анать,
Каллех пуçлать:
«Эпир – пĕр юн, эпир – тăван...»
«Ай, Кашкăр, Кашкăр сылтăмра!» –
Мулкач шăв-шав çĕклет çак самантра.
Пакша йăлт-ялт сикет турат çине –
Тарса вăл пытанать хăй хăвăлне.

Текста малалла вулăр...

Мĕншĕн çурçĕр пăланĕсем куç тĕсне улăштараççĕ/

Ку Раштав тĕлĕнтермĕшĕ евĕр туйăнать, анчах та пулăма ăслăлăх тĕлĕшĕнчен ăнлантарни пур: кашни çул раштав уйăхĕн вĕçĕнче çурçĕр пăланĕсем куç тĕсне – ылтăнран тĕттĕм симĕ-се – улăштараççĕ. Хăйнеевĕрлĕхĕн ăнлантарăвĕ çапларах: чĕрчунсен çулталăкне икĕ хутчен куç тĕсĕ улшăнни çурçĕр полюс çаврăмĕнчи сайра йышши çутă лару-тăрăвĕпе çыхăннă. Çакна Норвегири Тромсе хулин университечĕн биологĕсем тĕпчесе пĕлнĕ.
Çурçĕр пăланĕн куç шăрçи Арктикăри хире-хирĕçле çутă ылмашăвĕсене хăнăхса çитнĕ. Раштав уявĕ вунă эрне тăршшĕпе пыракан тĕттĕм çанталăкăн варрипе тӳрĕ килет. Вăл вăхăтра пĕлĕтре хĕвел пулманнипе Арктика çанталăкĕнче йăрăм-ярăм кăвакрах тĕссем пуç пулса тăраççĕ. Анчах та çу (май) варринчен пуçласа «тĕнче тăрринчи» çутă хĕрӳлĕхпе палăрма пуçлать: хĕвел пĕрре те анмасть, унăн пайăркисем ирĕлсе пĕтеймен юр çийĕн йăлтăртатса суккăрлатма пултараççĕ.

Текста малалла вулăр...

Хĕл Мучи савăнăç илсе килчĕ

Иртенпе паян лапка-лапка юр çăвать. Çанталăкĕ лăпкă тăрать. Йĕри-тавра шăплăх. Çил пачах çук. Таçта йытăсем вĕрни илтĕнет. Çак шăплăха шкултан чупса тухнă ачасен савăнăçлă сассисем сирчĕç. Илюшăн ыран питĕ савăнăçлă кун: шкулта Çĕнĕ çул уявĕнче концерт кăтартаççĕ те икĕ эрнене каникула яраççĕ! Паян вара вĕсем пĕр-пĕрне юрпа пемелле, юр пĕрчисене чĕлхепе тытмалла вылярĕç. Ывăнсан килĕсене саланчĕç.
Илюш та килне васкарĕ. Унăн асламăшне лайăх хыпар пĕлтерес килчĕ. Ку чĕрĕкре унăн пĕр «3» паллă та тухмарĕ-çке, «4» тата «5» паллăсем çеç дневникра. Асламăшĕ ку хыпара илтсен мăнукне мухтарĕ, ыталаса та илчĕ. Илюша тумне улăштариччен вăл мăнукĕн юратнă пăттине сĕтел çине антарса та лартрĕ. Илюш апатланнă вăхăтра ун çумне кушак килсе ларчĕ те мăрăлтатма пуçларĕ. Унăн та хăйне юраттарас, ачашлаттарас килчĕ пулас.

Текста малалла вулăр...

Чее кукашшĕпе мăнукĕ

Кукашшĕ мăнукĕ патне тахçанах пырса курма шухăшланăччĕ. Пушă вăхăт тупса хулана çул тытрĕ вăл. Кăнтăр вăхăтне кирлĕ çĕре ăна автобус илсе çитерчĕ. Мăнукĕн çемйи кукаçее хапăл туса кĕтсе илчĕ. Мĕнле чаплă хăналарĕç тата! Сăрине те, эрехне те ĕçсе пама сĕнчĕç. «Пĕрер каç çывăрмасăр эпир сана, кукаçей, киле ямастпăр, - терĕç. – Ыран пирĕн канмалли кун, эпир сана хамăрах ăсатса ярăпăр».
Хапăл тусах килĕшрĕ ниçта та васкаман кукаçей. Вăрăм çĕр иртрĕ, ир пуçланчĕ. Ирхи апат çиме те вăхăт çитнĕ иккен. Мĕншĕн-тĕр пирĕн хăна апачĕ анманнине мăнукне пĕлтерме шут тытрĕ.
- Кинпе мăнук, ĕнер каçхине ирĕксĕр эрехе кĕленчере веç пĕтичченех ĕçтерсе ятăр, халĕ кăшт пулнă пулсан апачĕ те аннă пулĕччĕ ĕнтĕ. Ĕнер автовокзалта хĕрлĕ эрех сутатчĕç, çавăнта васкаса кăна кайса килем-ха, - çула пуçтарăннă пек пулчĕ сакăрвуннăри шурсухал.

Текста малалла вулăр...

Ваççа Аниççи алă пуснă кĕнеке

Димитровградра ĕçлесе пурăннă чăваш журналисчĕ, сăвăçи тата çыравçи Яков Рогачев вилсен ун тăванĕсем килти библиотекăри кĕнекисене «Канаш» редакцине кӳрсе пачĕç. Вĕсем хушшинче çыравçа ытти авторсем автографпа панисем те чылай. Ку кĕнекесем чăваш литературишĕн, халăх историйĕшĕн хаклă.
Акă чăвашсен пĕрремĕш хĕрарăм сăвăçин Ваççа Аниççин «Çутă çăлтăр хăпарчĕ» ятлă кĕнекине уçатăп. Ăна 1966 çулта Чăваш АССР Кĕнеке издательствинче (Чăвашиздат) кăларнă. Кунта авторăн 1930 çулхи сăнӳкерчĕкĕ те пур. «Ваççа Аниççи – тăван поэзин пирвайхи чĕкеçĕ» ятлă умсăмахне Стихван Шавлы çырнă.
Кĕнекене авторăн 22 сăвви тата 9 калавĕ кĕнĕ. Вĕсене Константин Петров пухса хатĕрленĕ. Редакторĕ – Стихван Шавлы. Хайлавĕсене Ваççа Аниççи 1906-1907 çулсенче çырнă. Пĕрне çеç 1966 çулта хайланă, вăл «Çутă çăлтар хăпарчĕ» ятлă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4.