Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Тăван чĕлхе пĕрлештерет

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче – пĕтĕм тĕнче Тăван чĕлхе кунне паллă турĕ. Çак уява халалласа облаçри Кĕнеке керменĕнче чăвашсен «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ-сем тата вырăнти паллă çыравçăсем шкул ачисемпе тĕлпулу ирттерчĕç.
 
Тăван чĕлхе кунне пухăннисене Кĕнеке керменĕнчи «Культурăсем хушшинчи çыхăну центрĕн» заведующийĕ Мария Месяцева тĕнчери чĕлхесем пирки тата çак уява хăçан тата мĕншĕн палăртма пуçланин историне каласа пачĕ:
- Ĕç-пуç Бангладешра 1952 çулта пулса иртнĕ. Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче студентсем тăван бенгали чĕлхине патшалăх чĕлхи тума ыйтса демонстрацие тухнă. Вĕсене хирĕç полици тăнă, 5-шне персе пăрахнă. 1999 çулта вара ЮНЕСКО сĕннипе çак куна Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ тесе палăртнă. Ăна 2000 çултанпа палăртаççĕ.
Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, Çĕр çинче паян 6 пин те 700 чĕлхе.

Текста малалла вулăр...

Çăварни мыскари

Çăварни эрнинче Чăрсăр Энтипĕпе унăн мăшăрĕ Санюк тата Энтип шăллĕ Улатимĕр, авланман каччă, Алтатье савнийĕпе хĕллехи çил-тăмана уямасăр виçĕ çухрăмри Тушкил салине тăванĕсем патне хăнана тухса утрĕç.
Энтип питне тăрăнакан юр пĕрчисенчен сыхланса ашшĕнчен юлнă вăрăм кивĕ сăхманпа витĕннĕ. Ыттисем çилрен пытанса, ун хыççăн йăпшăнса талпăнаççĕ.
- Мĕн нушипе тухрăмăр-ши/ - мăкăртатать Улатимĕр. Анчах унăн сассине çил уй-хир тăрăх сапалать.
Тĕттĕм пуличчен хăналанаççĕ çаксем Тушкилте. Энтип эрех ĕçсен чăрсăрланать, çапăçма та ухута. Ахальтен йăхне Чăрсăрсем темен ĕнтĕ. Упăшкин кăмăлĕ улшăнса пынине сиснĕ Санюк хайхине вăрттăн аякĕнчен тĕксе илет, куçĕсемпе "вăрçать". Тепĕртакран Энтип сĕтел хушшинчен тухса сăхманне манса хăварсах тăван ялне тухса утать. Ĕçнĕскер хĕл кунне çуллахипе аташтарнă пулас вăл, хăюллă тухса утать.

Текста малалла вулăр...

Хура халăх вăранĕ

Пуян ушкăнĕ сахал,
Хура халăх пит нумай.
Пуян сахал пулсан та
Пуçлăхĕсем вĕсем май.
 
Ĕç çыннине пуçлăхсем
Тĕттĕмлĕхре усраççĕ.
Халăх çутта тухсассăн
Вăранасран хăраççĕ.
 
Хура халăх вăранĕ,
Пусмăрлăха пĕтерĕ!
Ăнланакан -- ăнланĕ,
Тĕрĕс каларĕ тейĕ.
 
1907 çул.

Чебановăн тăван ялĕнче

2017 çулхи кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче эпĕ Çĕпрел районĕнчи Чăнлă-Шăхаль ялĕнчен йыхрав хучĕ илтĕм. Ку вăл чăвашсен паллă драматургĕ, поэчĕ тата прозаикĕ Анатолий Чебановăн тăван ялĕ. Пурăннă пулсан кăçалхи нарăсăн 3-мĕшĕнче çыравçă 80 çул тултармаллаччĕ.
 
Йыхрава Хурăнвар-Шăхалĕ-нчи Совет Союзĕн Геройĕ П.С.Юхвитов ячĕллĕ вăтам шкул, ял хутлăхĕн администрацийĕ ярса панă. Унта А.С.Чебанова халалланă регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс иртессе палăртнă. Çакнашкал йыхрав хутне паллă çыравçă В.Н.Тарават тата Чебановăн кил-йышĕ илнĕччĕ.
Палăртнă кун эпир çула тухрăмăр. Пире вырăна çитме ятарласа машина янăччĕ. Клубра халăх лăк тулли пухăннăччĕ.
Асăну каçне йĕркелекенсем чи малтан пире юбилей тĕлне ятарласа хатĕрленĕ библиографиллĕ альбом парнелерĕç. Унта çыравçăн биографийĕпе пултарулăх çулне чăвашла та, вырăсла та туллин çырса кăтартнă, ачалăхĕпе çитĕннĕ çулĕсенчи сăнӳкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ, пичетленнĕ кĕнекисен тулли списокне панă – 40 ытла.

Текста малалла вулăр...

Пакшапа Мулкач

Пакша кулма пуçланă Мулкачран.
«Эс кашкăртан мĕн-ма хăран/
Эпир-çке пурте пĕр йăхран,
Эпир – пĕр юн, эпир – тăван.
Çакна ăна эс ăнлантар,
Кашни курмассерен ан тар»,-
Çапла ăс вĕрентет Пакша
Хăлхисене тăратнă юлташа.
Мулкача мĕн Пакшан ăслайĕ,
Вăл хăй кирек кама ăс парĕ:
«Тавах сана, Пакшаçăм-тусăм.
Анчах йăлтах ăнланаймарăм.
Ансам, уçăмлăрах кала,
Çӳлтен пупленине илтмест хăлха».
Пакша анать,
Каллех пуçлать:
«Эпир – пĕр юн, эпир – тăван...»
«Ай, Кашкăр, Кашкăр сылтăмра!» –
Мулкач шăв-шав çĕклет çак самантра.
Пакша йăлт-ялт сикет турат çине –
Тарса вăл пытанать хăй хăвăлне.

Текста малалла вулăр...

Мĕншĕн çурçĕр пăланĕсем куç тĕсне улăштараççĕ/

Ку Раштав тĕлĕнтермĕшĕ евĕр туйăнать, анчах та пулăма ăслăлăх тĕлĕшĕнчен ăнлантарни пур: кашни çул раштав уйăхĕн вĕçĕнче çурçĕр пăланĕсем куç тĕсне – ылтăнран тĕттĕм симĕ-се – улăштараççĕ. Хăйнеевĕрлĕхĕн ăнлантарăвĕ çапларах: чĕрчунсен çулталăкне икĕ хутчен куç тĕсĕ улшăнни çурçĕр полюс çаврăмĕнчи сайра йышши çутă лару-тăрăвĕпе çыхăннă. Çакна Норвегири Тромсе хулин университечĕн биологĕсем тĕпчесе пĕлнĕ.
Çурçĕр пăланĕн куç шăрçи Арктикăри хире-хирĕçле çутă ылмашăвĕсене хăнăхса çитнĕ. Раштав уявĕ вунă эрне тăршшĕпе пыракан тĕттĕм çанталăкăн варрипе тӳрĕ килет. Вăл вăхăтра пĕлĕтре хĕвел пулманнипе Арктика çанталăкĕнче йăрăм-ярăм кăвакрах тĕссем пуç пулса тăраççĕ. Анчах та çу (май) варринчен пуçласа «тĕнче тăрринчи» çутă хĕрӳлĕхпе палăрма пуçлать: хĕвел пĕрре те анмасть, унăн пайăркисем ирĕлсе пĕтеймен юр çийĕн йăлтăртатса суккăрлатма пултараççĕ.

Текста малалла вулăр...

Хĕл Мучи савăнăç илсе килчĕ

Иртенпе паян лапка-лапка юр çăвать. Çанталăкĕ лăпкă тăрать. Йĕри-тавра шăплăх. Çил пачах çук. Таçта йытăсем вĕрни илтĕнет. Çак шăплăха шкултан чупса тухнă ачасен савăнăçлă сассисем сирчĕç. Илюшăн ыран питĕ савăнăçлă кун: шкулта Çĕнĕ çул уявĕнче концерт кăтартаççĕ те икĕ эрнене каникула яраççĕ! Паян вара вĕсем пĕр-пĕрне юрпа пемелле, юр пĕрчисене чĕлхепе тытмалла вылярĕç. Ывăнсан килĕсене саланчĕç.
Илюш та килне васкарĕ. Унăн асламăшне лайăх хыпар пĕлтерес килчĕ. Ку чĕрĕкре унăн пĕр «3» паллă та тухмарĕ-çке, «4» тата «5» паллăсем çеç дневникра. Асламăшĕ ку хыпара илтсен мăнукне мухтарĕ, ыталаса та илчĕ. Илюша тумне улăштариччен вăл мăнукĕн юратнă пăттине сĕтел çине антарса та лартрĕ. Илюш апатланнă вăхăтра ун çумне кушак килсе ларчĕ те мăрăлтатма пуçларĕ. Унăн та хăйне юраттарас, ачашлаттарас килчĕ пулас.

Текста малалла вулăр...

Чее кукашшĕпе мăнукĕ

Кукашшĕ мăнукĕ патне тахçанах пырса курма шухăшланăччĕ. Пушă вăхăт тупса хулана çул тытрĕ вăл. Кăнтăр вăхăтне кирлĕ çĕре ăна автобус илсе çитерчĕ. Мăнукĕн çемйи кукаçее хапăл туса кĕтсе илчĕ. Мĕнле чаплă хăналарĕç тата! Сăрине те, эрехне те ĕçсе пама сĕнчĕç. «Пĕрер каç çывăрмасăр эпир сана, кукаçей, киле ямастпăр, - терĕç. – Ыран пирĕн канмалли кун, эпир сана хамăрах ăсатса ярăпăр».
Хапăл тусах килĕшрĕ ниçта та васкаман кукаçей. Вăрăм çĕр иртрĕ, ир пуçланчĕ. Ирхи апат çиме те вăхăт çитнĕ иккен. Мĕншĕн-тĕр пирĕн хăна апачĕ анманнине мăнукне пĕлтерме шут тытрĕ.
- Кинпе мăнук, ĕнер каçхине ирĕксĕр эрехе кĕленчере веç пĕтичченех ĕçтерсе ятăр, халĕ кăшт пулнă пулсан апачĕ те аннă пулĕччĕ ĕнтĕ. Ĕнер автовокзалта хĕрлĕ эрех сутатчĕç, çавăнта васкаса кăна кайса килем-ха, - çула пуçтарăннă пек пулчĕ сакăрвуннăри шурсухал.

Текста малалла вулăр...

Ваççа Аниççи алă пуснă кĕнеке

Димитровградра ĕçлесе пурăннă чăваш журналисчĕ, сăвăçи тата çыравçи Яков Рогачев вилсен ун тăванĕсем килти библиотекăри кĕнекисене «Канаш» редакцине кӳрсе пачĕç. Вĕсем хушшинче çыравçа ытти авторсем автографпа панисем те чылай. Ку кĕнекесем чăваш литературишĕн, халăх историйĕшĕн хаклă.
Акă чăвашсен пĕрремĕш хĕрарăм сăвăçин Ваççа Аниççин «Çутă çăлтăр хăпарчĕ» ятлă кĕнекине уçатăп. Ăна 1966 çулта Чăваш АССР Кĕнеке издательствинче (Чăвашиздат) кăларнă. Кунта авторăн 1930 çулхи сăнӳкерчĕкĕ те пур. «Ваççа Аниççи – тăван поэзин пирвайхи чĕкеçĕ» ятлă умсăмахне Стихван Шавлы çырнă.
Кĕнекене авторăн 22 сăвви тата 9 калавĕ кĕнĕ. Вĕсене Константин Петров пухса хатĕрленĕ. Редакторĕ – Стихван Шавлы. Хайлавĕсене Ваççа Аниççи 1906-1907 çулсенче çырнă. Пĕрне çеç 1966 çулта хайланă, вăл «Çутă çăлтар хăпарчĕ» ятлă.

Текста малалла вулăр...

Ульяновскран Будапешта – литература кĕперĕ

Ульяновск çыравçисем Венгрие литература кĕперĕ хыврĕç. Ĕç-пуç çапларах пулса иртнĕ.
Облаçри паллă поэт А.Лайков хăйĕн Красноярскра пурăнакан юлташĕ пулăшнипе Будапештра тухса тăракан «ЗОВ» журналăн редакторĕпе Арон Гаал профессорпа Интернет урлă паллашнă. Вăл ăна Ульяновск çыравçисен «Симбирск» журналĕн темиçе номерĕн электрон вариантне ярса панă. Будапештри вырăсла пĕлекен редактор Чĕмпĕр журналĕпе интересленсе кайнă. Унтан вăл хăйĕн журналĕ валли «Симбирск» журналта пичетленсе тухнă темиçе çыравçăн тĕрлĕ хайлавне суйласа илсе венгрла куçарнă, «ЗОВ» журналта кăçалхи апрель уйăхĕнче пичетленĕ. Унта «Канаш» хаçат редакторĕн Н.Ларионовăн сăввисем те пур.
Мĕнле хайлавсем суйласа илнине Арон Гаал çапла ăнлантарнă: «Эпĕ тĕрлĕ енчен пăхрăм ку ыйту çине. А.Лайков – Атăл çинче пурăнакан вырăс поэчĕ, Н.

Текста малалла вулăр...

Вутра çунман уртăш

Повесть
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 11-14-мĕш номерсенче.)
 
Çак вăхăтра вĕсен умне снаряд ӳксе пĕтĕм таврана вутпа çулăм ăшне турĕ...
Хĕр Яковлев умне чĕркуçленсе ларчĕ те пĕр шухăшласа тăмасăрах ăна юрпа хутшăннă тăпраран тасатма тытăнчĕ. Гимнастерка айĕнчен тăхăннă кĕпине çурса илсе пĕтĕмĕшле юнпа хупланнă пичĕ-куçне, кӳлепине шăлма пуçларĕ. Тахăш самантран хĕр ухмаха тухна евĕр кăшкăрса ячĕ.
- Старшина! Хăвăртрах кил! Яковлевăн хăрах куçне снаряд ванчăкĕ чавса кăларнă! Сылтăм аллине татса илнĕ. Тепĕр аллинче те виçĕ пӳрне çеç. Кӳлепинче суранланман вырăн юлман...
Татьяна каласа пĕтереймерĕ, мĕн курнине чăтаймасăр тăнне çухатса йăванса кайрĕ.
Шăп çав самантра вĕсен хыçĕнче тăсланкă нимĕç курăнса кайрĕ.

Текста малалла вулăр...

Канмалли кун е Раштав хыççăн

Вырсарникун ĕçе кайнă пирки эрне варринче канмалла пулса кайрĕ. Килте çав тери нумай ĕç капланнă: карăсене чӳхемелле, урайне çумалла. Картишне, пӳрт умне юр çуса тултарнă. Ирĕлессе кĕтмелле мар вĕт-ха, сĕтĕрмелле, çул уçмалла.
Ĕçе пуçăннă кăначчĕ – кӳршĕ Нинук шăнкăравларĕ.
- Санькка, кил часрах, васкавлă пулăшу кирлĕ! - терĕ хыпăнса.
Тухса утрăм. Эпĕ кĕнĕ чухне Нинук хĕремесленсе ĕçлетчĕ. Сĕтел çине тем çӳллĕш купăста тураса хунă хăй. Купăста çулçисем урайĕнче йăваланаççĕ, алли айне витре лекмен пулмалла. Тата чуста хунă пулнă, лешĕ хăпарса кайнипе савăтĕнчен урайне, купăста çулçисем çине тумлать. Газ плитин тăватă шăтăкĕ те вăйлă çулăмпа çунать. Ун çинче тăватă савăт: пĕр чукунĕнче сӳтĕн, тепринче яшка вĕрет. Сыр тума пуçланă иккен Нинук – виççĕмĕш савăтĕнчен сĕт вĕресе тăкăнать.

Текста малалла вулăр...

Çурхи шывпа юхса кайнă телей

Çуркунне çитмессерен чун-чĕрене тунсăх пусать. Асаилӳпе темиçе çул каялла пулнă саманта таврăнатăп, иртнине тепĕр хут куç умне кăларатăп. Темшĕн хаваслă та ырă кунсем хыççăн асаплă, хурлăхлă каçсем çитеççĕ. Ыйхă вĕçнĕ каçсенче чӳречерен сăнаса тӳ-пери çăлтăрсене шутласа выртни нумай пулнă. Чун тăвăлса çитнĕ чухне никама та курас, никампа та калаçас килмен вăхăтсем те пайтах. Кӳршĕ ялĕн хӳхĕм хĕрĕпе ăнсăртран паллашрăм. Кăвак куçлăскер, сарă çӳçлĕскер тӳрех кăмăла кайрĕ. Ăшă йăл кулли чунра ырă туйăм вăрататчĕ. Унпа тем çинчен те калаçаттăмăр, шӳтлеттĕмĕр. Юнашар чухне вăхăт иртнине те сисместĕмччĕ. Савнă хĕр аллине аслă пĕлӳллĕ диплом илсен пĕрлешме ĕмĕтленеттĕмĕр. Анчах çав ĕмĕтĕм çурхи шывпа юхса кайрĕ.
Вăл юлашки курсра урăх йĕкĕте качча кайрĕ. Ытла та хăвăрт манчĕ вăл мана, пĕр шелсĕр туйăма таптарĕ.

Текста малалла вулăр...

Тĕлĕнтермĕш пулатех

Ку Çĕнĕ çула Валентина шанăçпа кĕтсе илме хатĕрленет. Ан тив, çак туйăм вăрах каникул хыççăн сапаланса кайтăр унталла-кунталла... Паян чи тĕппи – Çĕнĕ çула çĕкленӳллĕ кăмăлпа кĕресси.
Раштавăн 30-мĕшĕнче Валя тухтăр патне сывлăхне тишкерни мĕн кăтартнине пĕлме каймарĕ. Тĕрĕссипе, каясси килмерĕ. Мĕнпур инкекĕ кăкăрĕнче мăкăль тупнă хыççăн пуçланчĕ унăн. Çавăнтанпах чунĕнче çил-тăвăл, тарăху, вĕчĕрхенӳ хуçаланчĕ. Кăкăрти усал шыçă мĕн иккенне аван пĕлет вăл – амăшĕ сасартăк чирлесе ӳксен унăн мĕн-мĕн урлă тухма лекнине, асапланăвне хăй куçĕпе курма тивнĕччĕ ăна. Çук. Гальăн халь ĕçе кайнă пек тухтăрсем тăрăх çӳресси, çĕçĕ айне выртасси, химиотерапи мĕнне пĕлесси килмерĕ. Хăйне сусăр çынна çавăрас темерĕ вăл. Тепĕр тесен вăтăр çулхи илемлĕ хĕре чирлĕ çын тесе кам калайĕ/ Куçкĕ-скирен те ав вăтанарах çеçкене ларнă хӳхĕм чăваш хĕрĕ пăхать.

Текста малалла вулăр...

Хурăн çинчи апельсинсем

Çĕнĕ çул уявне пурте юрататпăрĕ Ăна кашни хăйне кăмăла кайнă пек кĕтсе илме хатĕрленетĕ
Эпир те Çĕнĕ çул умĕн кашни çул вăрмана каятпăрĕ Хĕллехи вăрман çуллахинчен илемлĕрех пек туйăнатьĕ Çĕр çийĕ тарăн кăпăшка юрпа витĕннĕĕ Çулçăсенчен тасалнă йывăçсем пĕр хускалмасăр илемлĕн курăнса лараççĕĕ Вĕсен витĕр тавралăх курăнатьĕ
Кăçал та хамăр пуçласа янă йăлана пăрахас темерĕмĕрĕ Виçĕ çемье ачи-пăчи-мĕнĕпе виçĕ çăмăл машина çине лартăмăр та çула тухрăмăрĕ Ачасене хĕллехи вăрман çав тери килĕшрĕĕ Вĕсене систермесĕр хурăн çине апельсинсем çакса тухрăмăрĕ
Хам ыйтатăп,
-АчасемĔ апельсин вăрманта ӳсме пултарать-иӲĕ
-ÇукĔ тетеĔ вĕсене лавккаран çеç туянма пулатьĔ- ăнлантараççĕ мана шăпăрлансемĕ
-Çĕнĕ çул уявĕ умĕн вăрманти хурăн çинче ӳсме тивĕç вĕсемĕ Тимлĕрех пăхăр-хаĔ курăнмаççĕ-иӲ-тетĕп ĕ
Ачасем пуçĕсене çĕклесе пăхрĕç те тĕлĕннипе хытсах тăчĕçĕ Ултă хурăн çинче хĕвел пек çутатса апельсинсем çакăнса тăраççĕ!

Текста малалла вулăр...

Анатолий Чебанова аса илсе

Аслă Нагаткинри Чебановсен ăшă та хăтлă килĕнче Алевтина Ивановнапа унăн юратнă мăшăрĕ – чăвашсен паллă сăвăç-çыравçи, драматургĕ, публицисчĕ Анатолий Чебанов – çинчен калаçатпăр.
Пултаруллă çыравçă пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлнăранпа çулла пилĕк çул çитет. Анатолий Софронович пурăннă пулсан чăваш халăхĕ валли тата нумай пысăк ĕç çырса хăварнă пулĕччĕ. Анчах та ĕçлеме юратакан, хăйĕн сывлăхне шеллемен писателĕн хĕрӳ чĕри çак тиеве чăтайман, пĕр кĕтмен çĕртен тапма чарăннă. Анатолий Чебанов сăнарĕ пирĕн асран нихăçан та тухас çук. Унăн хайлавĕсене эпир юратса вулатпăр.
- 1971 çулта Анатолий Софроновичăн ашшĕ вилнĕ хыççăн эпир çемйипех Çĕпрел районĕнчи Алешкин-Саплăк ялĕнчен Шăхаль ялне куçрăмăр. Унта-кунта ĕçлекелерĕмĕр. Ун чухне эпир упăшкапа иксĕмĕр те аслă пĕлӳллĕ специалистсем пулнă.

Текста малалла вулăр...

Йӳçĕ пыл

(Калав)
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 39-47-мĕш номерсенче.)
 
Кӳлĕ çийĕн хĕвел пайăркисем ярăнаççĕ. Янкăр тӳпе унта тĕкĕрти пек курăнать. Кассăн-кассăн таçтан килсе тухакан вăйсăр çил кӳлĕ çийне хумхатать. Вăл кăтраланса каять. Кӳлĕ çийĕн вăхăт-вăхăт ылтăн пĕрчи пек тем çуталса илет. Кусем – пĕчĕк пулăсем.
Паян канмалли кун пулманнипе кӳлĕ хĕрринче çын нумаях мар. Унта та кунта пĕчченшерĕн пулăçăсем ларса тухнă. Ирина вĕсене пĕр пилĕк минут сăнаса тăчĕ ĕнтĕ, анчах пĕри те пулă туртса кăларни курăнмарĕ. «Айвансем, мĕн кĕтеççĕ вĕсем/ Кĕтсе илеççех кунĕпе ларсан. Миçе пулă илсе каяççĕ-ши вĕсем/ Тен, кӳлĕ хĕрринчи илемшĕн кăна пуçтарăнаççĕ çакăнта», - тесе хĕр куçĕпе йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ.
-Шыва кĕретпĕр-и паян/ - Иринăна хыçалтан пилĕкĕнчен пырса тытрĕ Вова.

Текста малалла вулăр...

Йӳçĕ пыл

(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 39-46-мĕш номерсенче.)
 
-Пуçа çĕмĕрсе ларатăп вăт, - хăйĕннех калаçрĕ Рая аппа. – Виçĕ çул ĕнтĕ пӳрт тăрне хăпарса мăрье тавра сĕрмен. Мăрье тĕлĕнчен çумăр хытă çусан шыв сăрхăнать пек. Пĕлетĕн-и, хĕрĕм, çак ĕçе те хамăнах тума тивет. Юлашкинчен пӳрт тăррине хăпарсан мыскара тӳсме тиврĕ. Ун чухне çамрăкрахчĕ-ха эп, сакăрвуннăпа кăна пыраттăм. Пусма лартса чиперех хăпарса кайрăм. Пӳрт çийĕ-пе утмалли ятарлă картлашки ман тимĕртен. Эп ăна антармастăп, пурĕпĕр çĕрмест. Аннă чухне пусма шуса каясран хăранипе кӳршĕ арçынне тытса тăма чĕннĕччĕ. Пĕр сехетрен кил мана пӳ-рт тăрринчен антарма терĕм. Мăрье таврашне веçех тăмпа сĕрсе тухрăм, шăтăксене хупларăм. Васкаса ĕçлейместĕп ĕнтĕ эпĕ. Тата мана хăпарма та вунпилĕк минут кирлĕ. Ĕçе вĕçлерĕм.

Текста малалла вулăр...

Аннерен хакли никам та çук

Иртенпех ăшталанать паян Марук аппа. Кукăль-пӳремеч пĕçерет, тĕрлĕ салат хатĕ-рлет. Шетникре сăри те чашлатса йӳçет, ăна та сĕрмелле. Пĕр самантлăха та канса ларма вăхăт çук. Ара, паян ун пĕртен-пĕр ывăлĕ хуларан яла таврăнать-çке. Çитменнине, пĕччен мар, пулас мăшăрне амăшĕпе паллаштарма илсе килет. Кун пек чухне пĕрремĕш хут килекен хăнана пушă сĕтелпе мĕнле кĕтсе илĕн/ Амăшĕ ывăлне те çур çул ытла курман. Уншăн тунсăхласа çитнĕ-çке вăл.
Ывăлне пĕчченех ура çине тăратрĕ хĕрарăм. Темĕн те тӳссе ирттерме тиврĕ унăн. Савăнăçне те курчĕ, хуйхи-суйхине те чăтса ирттерчĕ. Йывăр пулсан та пуçне усмарĕ, çынсенчен кая пурăнмарĕ. Ывăлне те ытти ачасенчен начар мар пăхрĕ. Ăна вăл шеллерĕ те, вăрçрĕ те – алăран вĕçертмерĕ. Сăнаса, асăрхасах тăчĕ. Ялта ят ан кайтăр терĕ. Тĕпренчĕкĕ çумне усал ан çулăхтăр тесе те асăрханчĕ.

Текста малалла вулăр...

Йӳçĕ пыл

(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 39-45-мĕш номерсенче.)
 
Пурнăçăн хӳри пăрăнăç тесе ахальтен каламан халăхра. Пурнăç яланах пыл пек пылак мар çав. Пыла та тирпейлĕ тытмалла. Чăваш пыл пичкине пӳрне чикме те хушман. Пичкене тикĕт тумлатсан вăл вараланать, шыв лексен вара йӳçет.
Аниççа упăшкине Ирина пирки ӳпкелесе пĕр сăмах та каламарĕ. «Çапла, эп ăна юрататăп, манăн унпа пурăнас килет, сана кураймастăп, уйрăлатăп», - тесе каласран хăрарĕ. Ку сăмахсем уншăн çĕçĕпе чикнинчен те хăрушăрах пулнă пулĕччĕç. Мĕншĕн çапла кутăнла çаврăнса кайрĕ-ха вĕсен пурнăçĕ/ Нумаях та пурăнса ĕлкĕреймерĕç вĕт-ха. Çак кĕске вăхăтра пĕр-пĕрне ăнланса та çитеймерĕç.
ххх
Темле сăмах та илтме тӳр килчĕ вăрăмах та, ытлашши кĕске те мар пурнăçра мăшăрĕнчен Аниççан.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3, 4.