Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Х а л а л

Илемлĕ çут тĕнче курма пурнăç парнеленĕ ырă чĕреллĕ аннемĕрсене ĕçпе типсе кушăрканă, вĕри куççульпе пĕркеленнĕ, йывăр хуйхăпа шуралнă ватă кукамайсемпе асаннесене, çемçе те çепĕç чунлă аппасене, ытарайми йăмăксене, таса кăмăллă кинемейсене, ачамсене, кăпăшка алăпа амăш енне туртăнакан мăнукăмсене «Халал» сăвва парнелетăп.
 
Çитрĕ пысăк уяв: Анне кунĕ паян!
Савăнмашкăн пур пысăк сăлтав.
Уявлар çак куна кил-йышпа кăмăлтан.
Кашнинчен аннене пысăк тав!
 
Çак уяв ячĕпе вун халал халаллам:
Хам валли, сан валли, ун валли.
Пуриншĕн те ку пултăр халал.
Ма тесен анне вăл – тĕнчере чи хакли.
 
ххх
Аннӳне юратса пулăшма эс ан ман,
Канăç кирлĕ ăна – ĕçĕ ун пит нумай.

Текста малалла вулăр...

Дмитрий Минаев – сатира ăсти

2015 çул Раççейре – Литература çулĕ, Ульяновск облаçĕнче унсăр пуçне Асăну тата Мухтав çулĕ тесе палăртнă.
 
Регионта «12 симбирских литературных апостолов» ятпа проект ĕçлет. Унăн тĕллевĕ – область историйĕпе çыхăннă тата Чĕмпĕртен тухнă тĕнчипе паллă 12 çыравçăн пултарулăхĕ-пе вулакансене паллаштарасси. Çулталăкăн кашни уйăхĕ пĕр-пĕр паллă ентеше халалласа иртет. Чӳк (ноябрь) уйăхне эпир поэт-сатирика, журналиста, куçаруçа тата критика – Дмитрий Дмитриевич Минаева халаллатпăр.
Вăл 1835 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче (кивĕ стильпе – октябрĕн 21-мĕшĕнче) Чĕмпĕрте пуян мар дворян çемйинче çуралнă. Унăн аслашшĕ офицера çитсе дворянство чинне илнĕ. Вăл Чернышевские пĕлнĕ, сăвăсем çырнă.
1847 çулта Минаевсем Петербурга куçса каяççĕ. Дмитрий Дмитриевич çар вĕренӳ заведенине – Дворянсен полкне – вĕренме кĕрет.

Текста малалла вулăр...

Йӳçĕ пыл

(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 39-44-мĕш номерсенче.)
 
- Чăнах та иккен, мансах кайнă автобус пирки. Ман Хунава каймаллаччĕ-ха.
-Эппин, юлман. Эп те Хунава каятăп. Эс камсен хĕрĕ пулатăн вара/ Сана унччен курман пек.
-Эп сирĕн ялăрта нумаях пурăнмастăп-ха. Çĕнĕ агрономăн Петр Люкинăн арăмĕ эпĕ.
-Э-э-э... Эс-и-ха вăл/ Упăшкуна пурте паллаççĕ ĕнтĕ, унăн ĕçĕ-хĕлне те пĕлсе тăраççĕ. Сана курман вара. Маттур, маттур, - хак пачĕ кинемей.
- Эпĕ ял çыннисене палласах çитейместĕп-ха. Хамăр касра пурăнакансене кăна паллатăп – хăш-пĕрне.
-Мана Рая аппа теççĕ. Эпĕ сирĕнтен инçех пурăнмастăп.
Калаçса тăнă май Хунава каякан автобус килсе чарăнчĕ. Çынсем кăпăр-капăр унта кĕрсе ларчĕç. Аниççа хыçалти ларкăч çинче вырăн тупрĕ.

Текста малалла вулăр...

Усăллă кĕнеке

Николай Ларионовăн «Вут хӳре» ятпа питĕ усăллă кĕнеке пичетленсе тухрĕ.
Ăна алла тытсанах унăн калăпăшĕ те, тĕсĕ те пĕчĕк ачасем валли пулнине туятăн. Анчах та кĕнеке содержанийĕпе паллашнă май ку туйăм улшăнса пырать. Вĕçне çитеспе вара малтанхи туйăм йăнăш пулнине туятăн. Кĕнеке тĕрлĕ çулхи çынсенче тĕрлĕ туйăм çуратать: тĕлĕнтерет, тыткăнлать.
Вак-тĕвек ачасенчен пуçлар-ха кĕнекен пĕлтерĕшне тĕпчеме.
Кĕнекери тăхăр калавĕ те ачасене мĕн пĕчĕкрен çутçанталăка тимлĕрех сăнама, юнашар е кил картишĕнче пурăнакан тĕрлĕ чĕрчунсене авантарах пĕлме, йывăрлăха лекнĕ тăватă ураллă туссене хĕрхенсе пулăшма, юратма вĕрентет. Ахальтен-и çамрăк ашшĕ-амăшĕ ачи кăшт кăна аталанма тытăнсанах йытă, кушак, попугай е ытти чĕрчунсемпе паллаштарма тытăнать, вĕсен паха енĕсем çинчен каласа парать/ Çапла ачисене тĕрĕс воспитани параççĕ.

Текста малалла вулăр...

Вăхат чĕртеймен суран

Пирĕн ĕçре тахçантанпах ĕнтĕ йытă пурăнать. Вăл пурне те палласа çитнĕ. Ирхине ĕçе пыракансене яланах хапха умĕнче хаваслăн кĕтсе илет. Пурте ăна мĕнпе те пулин тутлă япалапа хăналама тăрăшаççĕ. Ĕç эрни пĕтсен йытă икĕ кунлăха пĕчченех юлать. Эпир хам ĕçленĕ çĕртен инçех пурăнмастпăр. Ялти пӳрт, пысăк картиш, пахча çимĕç туса илмелли çĕр лаптăкĕ пур. Çавăнпа канмалли кунсенче йытта ĕçре кичем ан пултăр тесе киле илсе кайма шутларăм. Çынсене хăнăхнă чĕрчун манăн шухăша ăнланса хаваспах хыççăн пычĕ.
Пĕрремĕш каç пирĕн «хăна» хăйне темĕн-тĕр чипер тытрĕ – сăнчăрпа кăкарса хунă пулсан та. Иккĕмĕш каçĕ те аванах иртсе пыратчĕ. Çур çĕр иртсен пирĕн йытă темшĕн вĕрме тытăнчĕ. Часах чарăнать пулĕ терĕм, анчах чарăнма шутламарĕ те. «Хальччен сăнчăрпа кăкарăнса тăман йытă, çавăнпа килĕшмест пулĕ», - терĕм те йытта картишне вĕçерсе ятăм.

Текста малалла вулăр...

Тайсонпа Патша

Пирĕн енчи чăвашсен кашнин хушма ят пур. Ялта Петров Иванĕсемпе Иванов Петĕрĕсене шыраса тупма йывăр. Хушма ячĕсем тăрăх кашни пĕлет.
Тĕслĕхрен, Кирьян пур, паспортпа вара вăл Микула ятлă. Кирьян ята «Вечный зов» фильмран ача чухнех илнĕ. Ачаран вăл чĕрчунсене юратать. Амăшĕ велосипед е мопед туянса парсан та вăл ăна овчаркăпа улăштарнă. Авланса çемье çавăрсан та йăлине пăрахман. Пасарта сысна çурисем сутса йытă çурисем туянса килни те пулнă. Лашасем тытма пуçларĕ. Кирьяна çуран та пĕччен пулнине курман. Кирьян лав çинче вĕçтерсе пырать, хыçалта чĕлхисене кăларнă йыттисем чупаççĕ.
Лашисемпе йыттисене Кирьян час-часах улăштаратчĕ, вĕсен ячĕсене хăй кăна астăватчĕ. Лашисенчен чи мухтавли - Майкл Тайсон ятлă ăйăр. Ăна чăрсăр та кăра кăмăлĕшĕн çапла чĕннĕ: çыртатчĕ, тăватă урипе те тапатчĕ.

Текста малалла вулăр...

Йӳçĕ пыл

(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 39-42-мĕш номерсенче.)
 
Петĕр çывăрма килмерĕ. Аниççа çĕрĕпе куçне хупмарĕ. Урамра йытă сассине илтсенех упăшки килмест-ши тесе чӳрече патне чупа-чупа пычĕ. Çук, Петĕр çак каç таврăнмарĕ. Аниççа турăш умне чĕркуçленсе ларса кĕлтурĕ.
-Эй, Çӳлти Турă! Çылăхăмсем пулсан каçар мана. Хам мăшăрăмпах пурăнмалла, ачана ӳстермелле пултăр. Ман упăшкана туртса илме ан пар, çылăхсăр ачама ашшĕсĕр ан хăвар. Пулăшсам, Çӳлти Турă, ан пăрахсам мана, хăвăн хӳттӳсĕр ан хăварсам! Петĕре тăна кĕртсем, çемье енне çавăрсам. Чĕре айĕнче тĕвĕленнĕ пĕчĕк чуна вĕлерттерме ан парсам, ачана сыхласа хăварма мана вăй-хал, ăс-тăн парсам, – хăй пĕлнĕ пек чунтан йăлăнчĕ вăл Турра. Сăхсăхса пуç çапрĕ. Çак самантра вăл çӳлти темле хăват хăйне пулăшасса пĕтĕм чунĕпе шанчĕ.

Текста малалла вулăр...

Хĕрарăм – çемье хĕвелĕ

Ырса ытарайми хĕрарăм,
Хисеп те чыс, мухтав сана!
Сан умăнта ман пысăк парăм,
Хăçан эп татăп-ши çавна/
 
Сана эп чĕререн саватăп,
Çемье мерченĕ Эс çуртра.
Хисеплесе сума сăватăп,
Тĕрек туятăп хам çумра.
 
Эс маншăн калама çук çывăх,
Пĕр юрату ик чĕрере.
Сан умăнта пурах ман çылăх,
Каçар, упра ман ĕмĕре.
 
Хĕрарăм вăл – ĕçчен тĕпелĕ,
Хĕрарăм вăл – çуртри илем.
Хĕрарăм вăл – çемье хĕвелĕ,
Хĕрарăм вăл – сӳнми хĕлхем.
 
Хĕрарăм вăл – кил-çурт вучахĕ,
Хĕрарăм – иксĕлми çăлкуç.
Хĕрарăм вăл – çемье ахахĕ.
Хĕрарăм – пурнăçри çулпуç.

Текста малалла вулăр...

Господин

Юрласа пырать урампа утмăл пиллĕкри отставкăри подполковник: «Утатпăр утмăлпа-а-а, çитетпĕр çитмĕле-е-е, - янăрашать вăл. Ара, юрламасăр епле чăтăн. Пенси укçине каллех ӳстерчĕç. Арçын сулахай кăкăрне шап-шап шаккаса илчĕ. Кунта, курткăн шалти кĕсйинче, мĕн чухлĕ укçа! Ăшăтать вăл чун-чĕрене, лăпкать. – Пурăнасчĕ-ха, туссем, пурăнасчĕ, таврари хĕрарăма юратасчĕ. Эх, кунĕ мĕнле паян! – сасăпах савăнать Кирилл Николаевич. – Эх, чун юрла-ать, ман чĕре юрла-ать, ватлăхăмра йăпанмалăх юрату шыра-а-ть.
Çанталăк та Кирилл Николаевичпа пĕрле савăнать пулас. Ирхине сулхăнрахчĕ. Тĕтре карса илнĕччĕ тавралăха. Халь ав епле ешерет тавралăх! Хĕвел йăл-йăл кулать. Çулăн икĕ енĕпе ӳсекен хурăн çулçисем шĕпĕлтетеççĕ. Пĕрисем калашле: «Кивçен ил те ĕç», - теççĕ пулас.
Кирилл Николаевичăн мĕн тума кивçене каяс/ Ун яланах укçа пур.

Текста малалла вулăр...

Йӳçĕ пыл

(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 39-40-мĕш номерсенче.)
 
Хĕр арçыннăн куçне пăраларĕ. Петĕр хăйне ниçта хураймарĕ. Ирина хăйĕн çине çак самантра качака путекки çине сиксе ларма хатĕрленнĕ кашкăр пек çисе ярасла пăхнипе шикленчĕ. Мăйĕ çине çакăнсан мĕн тумалла/ Ахаль те юлашки вăхăтра ку хĕре курсан Петĕрĕн чĕре таппи улшăнать.
Вĕсем ялтан тухсан машина йĕрĕн икĕ енĕпе утрĕç. Пĕр-пĕринпе чĕлхи килчĕ вĕсен. Калаçу татăлмарĕ, Иринăшăн сукмак хĕсĕнсе пычĕ, вăл майĕпен Петĕр патне çывхарчĕ. Юлашкинчен арçын çумне çыпçăнсах ларчĕ, утнă май ăнсăртран тенĕ пек пӳрнисемпе унăн аллине сĕртĕнчĕ, юриех сулăнса кайса ӳкесрен сыхланнă пек пилĕкĕнчен ярса илчĕ. Петĕр чăтаймарĕ. Хĕре ыталаса илсе тутине шыраса тупрĕ. Ирина хирĕçлемерĕ, ун çумне хытăрах пăчăртанчĕ, аллисемпе пуçне ыталаса илсе пӳрнисемпе кăпăшка çӳçне тăрмаларĕ.

Текста малалла вулăр...

Йӳçĕ пыл

(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 39-40-мĕш номерсенче.)
 
-Апла ман арăма та вĕрент-ха пĕçерме. Эп хам темĕн те пĕçерме юрататăп. Тутлă пĕçеретĕп. Аш-какайпа пулла арăма тыттарман. Веç хам пĕçеретĕп. Чуста кăна хурса курман. Кукли таврашне çиме юрататăп вара. Анне патне кайсан ялан вăл чуста хурать, мана куклипе сăйлать. Арăмăн алли вара чуста патне пымасть.
Аниççана кусен калаçăвĕ килĕшмерĕ. Вăл упăшкине тăна кĕртес тесе куçĕнчен шăтарасла пăхрĕ. Анчах упăшки сисмерĕ, пуçĕпех калаçăва путрĕ.
-Ман ача пĕчĕк пулнине ан ман эс, савнă мăшăрăм, - умне пырса тăрса кашни сăмахне татса хытах каларĕ кӳреннĕ Аниççа.
-Ан чăрмантар-ха. Пăрăн. Иринăна курмастăп, - ниме кирлĕ мар япалана хăй умĕнчен сирме хушнă пуçлăх пек ал лаппипе айккинелле сулларĕ Петĕр.

Текста малалла вулăр...

Çăнăх вăрри

Пытармалли çук, пирĕн колхозра вăрлас йăла пулнă. Уйрăмах 80-90-мĕш çулсенче. Колхоз пуян пулнă. Пысăкрах пуçлăхсем машинасем, çĕнĕ çуртсем туяннă, ачисене аслă пĕлӳ илме пулăшнă. Платник вара килне пукансăр таврăнман. Сысна ĕрчетекен спецхозра сыснасене çăнăх виçсе паман, умĕсенче яланах апат пулнă. Складне каçхине питĕрем пекки тунă, анчах çăнăх склачĕн алăкĕпе урай хушшинче 25-30 сантиметр çӳллĕш хушăк юлнă. Алăк айĕнчен склада кĕме 6-7-мĕш класра вĕренекен шкул ачисем тата Чĕрĕп çăмăллăнах кĕме пултарнă. Кăнтăрла сысна пăхакансем килĕсене пĕрер михĕ выльăх апачĕ тултарса кайнă. Каçхине Чĕрĕпĕн 2-мĕш смени пуçланнă. Вăл çынсенне нихçан та тĕкĕнмен. Кӳршĕ чăххисем пусми айне çăмарта тусан та хуçисене леçсе панă. Килĕнче 6-7 кушак, 2-3 йытă, 20-30 кăвакарчăн пурччĕ (вĕсене вăл Уралтан икĕ мăшăр илсе килсе ĕрчетнĕ).

Текста малалла вулăр...

Йӳçĕ пыл

(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 39-мĕш номерте.)
 
Катеç карчăкăн пӳрчĕ ял хĕрринче уйрăммăн курăнса ларать. Çуртпа юнашар тăрри хăрнă ватă хурăн. Ытти çĕрте саркаланса, ирĕккĕн ӳсекен, хăй илемĕпе тавралăха чун кĕртекен йывăç кунта хăрушă курăнать. Унăн турачĕсем ĕрчесе ӳсмеççĕ. Тăрри хăрнипе хурăнăн аялти тураттисенче кăна кăшт симĕс çулçăсем курăнкалаççĕ, типнĕ турачĕ-сем çилпе хуçăлса ӳксе пĕтнĕ. Еля Катеç карчăкĕн пӳрчĕ умне çитнĕ чухне хурăн çинче хура курак кранклатса ларатчĕ.
- Те хăй хура курака çаврăнса çынсене кĕтсе илет, - ирĕксĕрех хĕрес хыврĕ Еля. – Турă пулăштăр мана. Килме те хăратăп ун патне, анчах кашнинче темле хăват çакăнтах туртать.
Катеç Еляна тарават кĕтсе илчĕ. Тахçанах çын пулман курăнать хăйĕн патĕнче.

Текста малалла вулăр...

Ăнăçсăр Одиссей

Кашни çынпа пĕр чĕлхе тупасси йывăр ĕç пек туйăнать. Çапах та Чĕрĕп Ваççан çав енчен талант тени пурччĕ. Чĕрĕп патне ялан çырусем килетчĕç. Уралтан, Çĕпĕртен, Кургантан, Ростовран – шутласа пĕтерме çук. Майрисем те, юлташĕсем те çыратчĕç. 1989 çулта Чăваш Енрен килнĕ тури чăвашсем спецхозра сысна вити купаланă. Вĕсем Чĕрĕппе паллашса кайнă. Картла вылянă, кирлĕ пулсан вĕсене Чĕрĕп сăмакун туянма пулăшнă. (Çав çулсенче çĕршывра «типĕ саккун» хуçаланатчĕ. Сăмакун хакне ӳстерсе çӳренĕшĕн Чĕрĕпе ялти «ылтăн карланкăсем» курайми те пулнăччĕ.) Ак тури чăвашсем ĕçне пĕтереççĕ те Чĕрĕпе хăнана чĕнеççĕ:
-Атя, Ваçка, пирĕнпе. Санашкал удалой хосах валли пирĕн хосах маткасем пор. Сана матка кирлĕ-и/ Топатпăр...
Чĕрĕп хĕремесленсе каять:
- Эп – мужик! Маткапа мĕн тăвап/ Кирлĕ мар!

Текста малалла вулăр...

Йӳçĕ пыл

(Калав)
 
Хунав ялне çĕнĕ специалист, агроном, килсен качча кайма ĕлкĕреймен хĕрсем хаш! сывласа ячĕç: хăшĕ те пулин телейлĕ пулатех. Каччи вара чăннипех тивĕçлĕ: аслă пĕлӳллĕ, сăнĕпе илемлĕ, пĕвĕпе яштака, калаçса курнисем чĕлхипе те яка теççĕ. Хăш-пĕр хĕр çак качча хăйĕн мăшăрĕ вырăнĕнче курса тĕлĕкре те аташса выртрĕ. Никам та çамрăк агрономăн ялĕнче арăмĕпе пĕчĕк ачи юлнине пĕлмерĕ.
Ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтерсен Петĕр хăйне кафедрăрах хăварасса шаннăччĕ. Кун пек шутлама сăлтавĕ те пулнă: хĕрлĕ диплом, наука тĕпчевĕсене пĕрре кăна мар хутшăннă, конференцисенче калаçнă, унăн ĕçĕсене пысăк хак панă, кафедрăсенче вăл кĕтнĕ те юратнă студент пулнă. Анчах качча Самар тăрăхĕнчи пĕр чăваш ялне направлени пачĕç.
-Çĕршыв пирĕн аслă. Ăслă та пĕлӳллĕ, пысăк квалификациллĕ специалистсем пур çĕрте те кирлĕ.

Текста малалла вулăр...

Карт ăсти, юмăç тата...

Чĕрĕп Ваççа яла куçса килнĕ çулсенче пирĕн ялта карт вăййи анлă сарăлнă пулнă. Хăнара та вылятчĕç, ĕçри кану вăхăтĕнче те халап çапса ларман арçынсем, тӳрех карт ярса илетчĕç. Карт вăййишĕнех тăшманлă та пулатчĕç, туслашнă та. Карт ăстисем пирĕн ялта нумай пулнă: Вăрăм Мăккăль, Ыльăм Петĕр, Тяпук, Çĕвĕç Валя... шутласа пĕтерейместĕн. Вĕсем ĕçе кайнă чухне ĕнерхи вăйăсене тишкернĕ. Ĕçрен таврăннă чух выляса янă партнерсем пĕр-пĕринпе вăрçăнса таврăннă. Чĕрĕп яла куçса килсен ялти ачасем те ача пек туйăнма пуçларĕç. Чĕрĕпĕн кăвапине те карт çинчен каснă пуль. Вăл ыйăх тĕлĕшĕпе урăллах: «Дай, Петька, козырного короля! Дай короля!»- тенине хам та илтнĕ. Вăл сыснасем валли тунă спецхозра слесарьте ĕçлетчĕ. Ытти çĕрте те картла вылянă, спецхозра вара вăрçăри пекех пулнă. Ăçтан пухăннă пурте пĕр пеккисем/
Вăйăшăн урăллах тытăçса каятчĕç.

Текста малалла вулăр...

ВĔРЕНТЕКЕН

Вĕрентекен, ăс паракан!
Ачашăн аннепе пĕр тан.
Çав тĕр пысăк уявăнта
Пуç таятăп санăн умăнта.
 
Вăй хурсассăн – ĕç янравлă.
Чăн та чаплă та мăнаçлă.
Сан яту та пит ятуллă,
Пуриншĕн те эсĕ сумлă.
 
Пĕр канмасăр кунĕн-çĕрĕн
Вăй хуратăн кашнийĕншĕн
Турă патăр чăтăмлăх сана
Кулленех паттăрла ĕç тума.
 
Вĕрентмешкĕн вулама,
Шутламашкăн те çырма.
Тăван пуçламăш шкулта
Пултаратăн пит ăста.
 
Урокра та, кружокра та
Эс ялан ертсе пыран.
Ташлама та юрлама та
Вĕрентмешкĕн пултаран.
 
Эс вĕрентнĕ ачасем
Çĕршыва кирлĕ çынсем.

Текста малалла вулăр...

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ

ххх
Ватă асатте-асаннесем,
Ĕçпе вăрçă ветеранĕсем.
Ырă кун сунатăп эп сире!
Çирĕп сывлăх пытăр ĕмĕре.
 
Пуçтарăнсан пĕрле, тăвансем,
Уявлар-ха çак чыслă куна.
Кĕрекере ларччăр ватăсем,
Вĕсем тивĕç чыслă вырăна.
 
Алран-алла сăрине ĕçсен
Çепĕç юрă юрлаччăр вĕсем,
Ватă çынсен юррине илтсен
Куççульпе шывланчĕç куçăмсем.
 
Ватăн пурăнăç кустăрмисем
Ялан яка çулпа кусайман,
Умра выртан тумхахлă хулсем
Çамрăклăхра телей кăтартман.
 
Йывăр пулнă вăрçă çулĕсем,
Асап тӳснĕ эсир ун чухне.
Тăшмана çĕнтерме çамрăксем
Пама хатĕр пулнă хăй чунне.

Текста малалла вулăр...

Чĕрĕп Ваççа

Çак çынна эпĕ сахалтан та 30 çул пĕлетĕп. Чĕрĕп Ваççа теттĕмĕр ăна ялта. Вăл пĕвĕпе пысăках марччĕ, папаха тăхăнсан метр çурă темелле. Вăйĕ пурччĕ вара. 25-30 çул каялла пирĕн ялти комплексра 3-4 пин пуç сысна усратчĕç. Какай валли кунсерен темиçе сысна пуснă. 40 кило таякан Чĕрĕпшĕн 100 кило таякан пуснă сыснана витерен йăтса тухасси йывăр пулман.
Унăн ашшĕпе амăшĕ хамăр ялсемех, çапах та вĕсем Уралта, Анат Тагилта ĕмĕрĕсене ирттернĕ. Чĕрĕп Ваççа яла куçса килнĕ чухне 30 çултаччĕ. Малтанласа çурри чăвашла, çурри вырăсла калаçатчĕ. «Аппа Чĕкеç», «тете Куля», «йысна Ваççук» тесе чĕнетчĕ ялти çынсене. Каярахпа вĕренчĕ. Ятарласа тетрадь пуçласа чăвашла-вырăсла словарь турĕ. Унта чи кирлĕ сăмахсем. Тĕслĕхрен: «опохмели» – мухмăр чĕрттер, «дай закурить» – туртмалли пар тата ытти те. Чĕрĕп Ваççан çемье пурнăçĕ ăнсах пĕтмерĕ пулас.

Текста малалла вулăр...

Ватă çын

Ир пулать те каç пулать,
Ватăлмасăр мĕн тăвăн/
Ача та пур, мăнук та пур,
Савăнмасăр мĕн тăвăн/
 
Çамрăклăх пĕрре килет,
Выляса кулас килет.
Сисĕнмест – вăхăт иртет,
Ватлăх та килсе çитет.
 
Яш ĕмĕр иккĕ килмест,
Яшлăх кайăкла вĕçет.
Ватлăх кайăкпа вĕçмест,
Ватлăх виç уран çӳрет.
 
Çул çумне çул хушăнать,
Вăхăт васкаса шăвать.
Пурнăç кустăрми кусать,.
Пит çинче йĕр хăварать.
 
Ватлăх çитсен, чирлесен,
Шухăша путса ларан.
Ватă пурнăç – ват тути,
Ыйăхĕ – шăпчăк ыйхи.
 
Ыйхă килмест – ăш вăркать,
Ватă çын ялан лăркать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3], 4.