Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Мăккăльпа Михаля

Пирĕн ялта ĕлĕкрех шывпа сапса уйăрайми икĕ юлташ пурăнатчĕ. Мăккăльпа Михаля иккĕшĕ те вăтăрмĕш çулсенче çуралнă, вăрçă выçлăхĕпе нушине те сахал мар тутаннă.
Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Тĕрлĕ чирсене пула вĕсем ача чухнех илтми пулнă: аслати кĕмсĕртетнине те, хăлхинчен кăшкăрса каланине те илтмен. Çапах та куçĕсенчен пăхса пăшăлтатса каланине лайăх ăнланатчĕç. Çын тутин хусканăвĕнчен пĕлетчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те çав тери ăста платниксемччĕ, хамăр ялта та, кӳршĕ ялсенче те нумай çурт тунă. Ĕçленĕ чухне вĕсем пĕр-пĕ-ринчен уйрăлман, темĕн пăшăлтатнă, ĕçĕ те ăннă.
Пĕррехинче икĕ ăста платника инçетри яла илсе каяççĕ. Нумай ĕçленĕ курăнать, таврăннă çĕре иккĕшĕ те сухал ӳстерсе янă. Пысăк укçа илсе килнине паллă тăваççĕ хайхисем. Вăйлах ĕçнĕ пулас. Мăккăль сулахай хулпуççи çине выртса çывăрать.

Текста малалла вулăр...

Петров министр

Марье паян ирех икĕ пысăк сумкине йăтса Петровсен килĕ еннелле уттарччĕ. Çĕклемĕ йывăр. Ăшĕнче хăйне каллех йывăр йăтнăшăн вăрçрĕ кинемей. Пĕр тапхăр сывласа ярам тесе чарăнса тăчĕ, сумкисене хăма çине лартса карас телефонне саппун кĕсйинчен кăларчĕ. Çамки çинчи куçлăхне куçĕ çине антарса вăхăт пăхрĕ.
- Кая юлас марччĕ çеç, министр патне машина шăп та шай сакăр сехет тĕлне килсе чарăнать. Хальхинче те хăвармастех, кăмăллăскер, илсе каятех. Атту пулсан Тимушкел пасарне попуткăпа çур кун чаваланмалла. Паян машинăсем çула май та лартасшăн мар. Хайхи шипсем, ют çĕршывра кăларнă тимĕр утсем, ял карчăкĕсене лартса чăрманасшăн мар. Хуçисем вашнăй. Эпир вара вăхăтра çитме чăрмантаратпăр, - такмакла-такмакла анать Турикасран ӳркенмен кинеми.
- Чим-ха, Натали аппа, ара, мана та пĕрле лартса кайсам, – хапха алăкне васкаса çăрапах питĕрет Улька аппа.

Текста малалла вулăр...

Пĕр такăнсан

Ирхине такăнсан кунĕпех тенĕ ваттисем. Аньăн çавăн пекех пулса тухрĕ. Ирхине ĕçе кайиччен парикмахерскине кĕрсе çӳçне илем кĕртесшĕнччĕ. Хĕрарăмăн ĕç кунĕ тăхăр сехетре çеç пуçланать. Парикмахерскисем сакăр сехетрех уçăлаççĕ. Вăт пăтăрмах. Çывăрса юлнă. Çиччĕ çурăра çеç куçне уçрĕ. Тепри пулсан тухса чупнă пулĕччĕ те, анчах Аня нихçан та душ айĕнче çăвăнмасăр, лайăх кăна сăрланмасăр, тутлă çимесĕр килтен тухса каймасть. Кая юлни те темех мар уншăн. Чĕлхи-çăварĕ шăмăсăр. Такама та чике тăршшĕ лартĕ. Кулли ачаш. Кирек камăн чĕрине те ирĕлтерĕ. Вăрăм куç хупанкине сиктерсе пысăк кăвак куçне мăч-мăч тутарать, шăнкăрав пек сассипе янраттарса кулса ярать те, пай пуçлăхĕ, Мартын Ильич, аванмарланса шĕвĕр пӳрнипе куçлăхне сĕртĕнсе илет, илемлĕ мăйăхне пĕтĕркелесе хăй пӳлĕ-мне кĕрсе каять.
Çу-у-ук.

Текста малалла вулăр...

Сан патнах таврăнасшăн

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 33,
34-мĕш номерсенче).
 
– Пĕччен пурăнса йăлăхтарчĕ, ĕçтешсем хистенипех санаторие килтĕм, – терĕ вăл салхуллăн. – Ачасем çунат хушнă ĕнтĕ. Ашшĕне юратсан та вĕсен кашнин – хăйĕн çемье, ĕçĕ, планĕсем. Ман вара никамшăн та йывăрлăх пулас килмест. Мĕнпур йăпанăç та – юратнă ĕç. Ак паян сире куртăм та çамрăклăха аса илтĕм. Эсир – питĕ илемлĕ хĕрарăм, Рая, Сиртен ытти çынсем патне çутă пайăркисем пыраççĕ. Эсир çынсен чунĕсене ăшăтатăр. Эсир – асамçă.
Çав самантра ман ăна пĕрре те хирĕçлес килмерĕ.Те кун пек çепĕç сăмахсем халиччен никам та каламаннипе, те чун хурланнипе пуçăма ун кăкăрĕ çине хурсах йĕрес килчĕ. Кăмăл-туйăма ирĕке ярса ĕсĕклемех пуçларăм.
– Рая, атьăр урама. Уçă сывлăшра пăртак уçăлса çӳрĕпĕр. Эсир мана, ют çынна, тухтăра тейĕпĕр, чунăра уçса парăр.

Текста малалла вулăр...

Сан патнах таврăнасшăн

(Малалли. Пуçламăшĕ 33-мĕш номерте).
 
– Мĕнле санаторире/ «Хыр çăтмахĕнче»-и/ – сасси чĕтревлĕн илтĕнчĕ.
– Ăхă. Тем пек сана курасшăн çунатăп.
– Юрĕ, каçалапа тĕл пулса калаçăпăр,– терĕ те саççим çухалчĕ.
Коридорта тахçанччен анранă сурăх пек тăтăм. Ал-ура итлеме пăрахрĕ. Халь калани мăшăра савăнтарманнине чĕремпе, чунăмпа туйрăм. Çакна пӳлĕме кĕрсен кӳршĕ те сисрĕ пулас.
–Ан кулян, юлташăм, пурнăç веçе хăй вырăнне лартать. Паян вара хăв та кунта канма килнине ан ман, – терĕ.
Анчах эпĕ хальхинче те кӳршĕ сăмахĕ-сен чăн пĕлтерĕшне тавçăраймарăм. Чун-чĕрем те, пуçăм та тарăхупа тулчĕ. Çак курайманлăх ниçта та шăнăçайманнине çеç туйрăм çав самантра. Куçăмран вĕри куççуль юхма пуçларĕ.
– Чим-ха, тăварлă куççульпе çăвăнма ан васка.

Текста малалла вулăр...

Сан патнах таврăнасшăн

Упăшка кăçал та курорта мансăрах кайма пуçтарăнчĕ. Вăл каяссине пĕлсенех тĕп район пульницине вĕçтертĕм. Отпуск пама йăлăнса, йĕрсе ыйтсан та пуçлăх, тĕп район пульницин тĕп тухтăрĕ, мана илтесшĕн пулмарĕ.
– Тырçи вăхăчĕ, ху та пĕлен, Раиса Ивановна, механизатор-водител ьсене васкавлă пулăшу кирлĕ пулма пултарать, пирĕн мĕн тăвас сансăр/ Ăнсăртран – кĕмсĕрт тенине илтнĕ-и/ Чим-ха, ан хĕрӳлен. Кӳршĕ Ереп поселокĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ ĕçе тухсан пăхăпăр унта. Куç курĕ. Хальлĕхе Паланлă ялне тухтăрсăр хăварма ман нимĕнле ирĕк те çук, – терĕ.
– Борис Петрович, мĕнле-ха капла/ Пĕрремĕш хут çапла тархаслатăп. Ĕмĕрне пĕрре савнă мăшăрпа пĕрле канма, сипленме каясшăнччĕ. Эсир шăп çак самантра пулăшу аллине тăснă пулсан еплерех савăннă пулăттăм та...– кутăн чакрăм эп.

Текста малалла вулăр...

Таврапĕлӳри шурсухал

Жорес Александрович
Трофимов – таврапĕлӳçĕ, тĕпчевçĕ, Ульяновск облаçĕнчи патшалăх архивĕн харпăр фончĕн хуçи.
 
Тĕпчевçĕ ĕçне Жорес Александрович облаçри патшалăх архивĕн вулав залĕн-че нумай çул уйăрать. Вулав залĕнче ĕçлеме ыйтса вăл пĕрремĕш заявлени 1960 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче çырнă. Ăна Анна Федоровна Варламова алă пуснă. Унтанпа 53 çул иртнĕ пулин те Ж.А.Трофимов пирĕн чи сумлă тĕпчевçĕ шутланать. Унăн харпăр ĕçĕн тăватă томне пухнă. Харпăр ĕçĕсем облаçри патшалăх архивĕн фондĕнче упранаççĕ. Ĕçĕсем тăрăх çакна палăртма пулать: тĕпчев ĕçĕсен темисем тĕрлĕрен. 1960 çулхи чи малтанхи тема—«Революционные народники 70-80 гг. XIX в.», «Общественное движение 70-80-х гг. XIX в.», «Революционно-демокр атическое движение в Симбирской губернии в 70-80-х гг. XIX в», «Ленин в Симбирске», «Семья Ульяновых», «Ульяновы в Симбирске», «История Симбирска», «Симбирский театр» тата ыттисем те.

Текста малалла вулăр...

Ручьи из сердца

Как-то нежданно-негаданно я получил толстую бандерольĕ Адрес отправителя, Воронежская областьĔ деревня НикитовкаĔ Александра Ивановна Подколзинаĕ
 
Это имя мне знакомоĕ Пять лет назад мне в руки попала газетаĔ выходящая в Терновском районе Воронежской областиĕ В статьях «Пусть муза не покинет» и «Жемчужины ее таланта» шла речь о моей талантливой землячке Александре Подколзиной (Алеевой)ĕ Там же были куплеты из ее стиховĕ СтрокиĔ исходящие от сердцаĔ звучали как журчание чистой рекиĕ Мне они тогда очень понравилисьĕ ВидимоĔ и воронежские читатели полюбили ихĕ Она печаталась в районной газете «Савальские зори»Ĕ сборниках «Терновская лира»Ĕ «Поиск истины» и «Милая малая родина»ĕ
Открываю пакетĔ а там – сборник ее стихов под названием «Ручьи из сердца»ĕ Она вышла в свет 2012 годуĕ Туда вошли 140 стихов и 10 рассказов в прозеĕ Вот так новость!

Текста малалла вулăр...

Пĕчĕкçĕ хуранăн пăтти тутлă

Вĕренӳ çулĕ вĕçленчĕ. Нумай улшăну пулса иртрĕ. Тăхăр класс пĕтернĕскерсем хăйсен малашлăхĕ çинчен нумайрах шухăшларĕç, вĕренĕве тимлĕх уйăрчĕç. Вĕсен ĕçĕ сая каймарĕ. Вĕренӳ çулне лайăх паллăсемпе вĕçлерĕç, патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытрĕç.
«Пĕчĕкçĕ хуранăн пăтти тутлă»,- тесе ахаль каламан ватăсем. Чăваш чĕлхи, культури çӳллĕ шайра тăтăр тесе нумай тăрăшрăмăр. Хамăрăн шкул тулашĕнчи ĕçсемпе ытти шкулсенче вĕренекен ачасемпе учительсене паллаштартăмăр.Тута рстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел шкулĕнче «мастер класс» евĕрлĕ ирттернĕ мероприяти пурин асĕнче те юлчĕ пулĕ. Йĕлмелсем те Чӳрекел шкулне хăнана килме шантарчĕç.
Ют шкулта тĕл пулма, хăв тунă ĕçсем çинчен каласа кăтартма шкул ачисене çăмăлах мар, анчах та çак ĕç кирлĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен малалла вĕренме кайсан ачасене çын умĕнче калаçма пĕлни питĕ кирлĕ пулать.

Текста малалла вулăр...

Языковăра – Пушкин уявĕ

Вырсарникун Языково поселокĕнче 47-мĕш хут пĕтĕм Раççей шайĕнче Пушкин уявĕ иртрĕ. Унта облаçри ял-хуларан, Пенза облаçĕнчи, Чăваш Республикинчи хуласенчен тата Атăлçи тăрăхĕнчи ытти çĕртен килнĕ хăнасем пурччĕ – пурĕ виçĕ пин ытла çын.
 
Александр Пушкинпа ун юлташĕн Николай Языковăн поэзине юратса пухăннă хăнасене С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр саламларĕ, ку вырăна Раççей культурин хаклă вырăнĕсенчен пĕри, поэзи вырăнĕ терĕ, вырăнти влаçсене çак уява кашни çул аванран аван йĕркеленĕшĕн тав турĕ.
-Кунта Раççей поэзийĕн пуласлăхĕ пуçтарăннă, пирĕн вĕсен пултарулăхне аталантарма çул уçса памалла,- терĕ Сергей Иванович.
Хăнасем валли кунта анлă программа хатĕрленĕ: театр сценкисем, вĕрсе каламалли инструментсен ансамблĕн номерĕсем, пултарулăх йышĕсен концерчĕ.

Текста малалла вулăр...

Антологие чăваш авторĕсем те кĕнĕ

Ульяновскри кĕнеке издательствинче «Ульяновская словесность: начало XXI века» антологи пичетленсе тухнă.
Унта хальхи вăхăтри Чĕмпĕр тăрăхĕнчи 159 авторăн произведенийĕ кĕнĕ.
Антологие Раççейри Литература çулталăкĕ-пе çыхăнтарса облаçри кĕнеке кăлармалли программăпа килĕшсе кăларнă. Чăваш авторĕсенчен унта В.Н.Игнатьева-Тарав атăн, А.Ф.Ермилов-Юманăн, А.С.Чебановăн, П.И.Ишутовăн, А.А.Мердеевăн, Н.Н.Ларионовăн ĕçĕсем кĕнĕ.
Издание хальхи вăхăтри литературăн энциклопедийĕ теме пулать, мĕншĕн тесен авторсен произведенийĕсемпе пĕрлех вĕсен сăн ӳкерчĕкĕпе биографине лартнă.
Издательство антологи вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе вулавăш ĕçченĕсемшĕн, художествăлла литературăна юратакансемшĕн чи кирлĕ, куллен усă курмалли кĕнеке пуласса шанать.

Текста малалла вулăр...

Классиксене вулăр!

Кашни халăхăнах тăван чĕлхене юратса, ăна хӳтĕлесе, унпа мăнаçланса çырнă писательсемпе поэтсем пур. Вĕсен сăмахĕсем ĕмĕрсем иртнĕ хыççăн та кивелмеççĕ, пачах урăхла, çĕнĕ саманара çĕнĕ тĕс илсе çамрăк ăру çыннисене халăхăн чи ырă йăли-йĕркине, унăн чĕлхине, çав шутра тăван халăха хăйне те упраса хăварма пулăшаççĕ.
1968-1973 çулсенче Дагестан халăх поэчĕн Расул Гамзатовăн «Мой Дагестан» ятлă икĕ кĕнекеллĕ проза хайлавĕ çапăнса тухнăччĕ. Ăна авар чĕлхинчен вырăсла Владимир Солоухин куçарнăччĕ. Çак сăрт-ту çĕршывĕ-нчи пĕчĕк халăхăн пысăк сăмах ăсти çырнă тĕрленчĕксенчи кашни йĕрке ăс пĕрчисемпе калама çук пуян. Сăввисем пирки те çакнах каламалла. Ку вăл ăнсăртран мар ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕ-нче унăн ашшĕ те Гамзат Цадас паллă поэт революционер пулнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕ-сенче шкулсенче тăван чĕлхепе литературине вĕрентмелли программăна хĕстерсе çитернĕ чухне мана уйрăмах Расул Гамзатовăн сăввинчи официаллă наци политикине яр уççăн хирĕçлекен çак йĕркесем хăйсен чăнлăхĕпе тата хăюлăхĕпе тĕлĕнтернĕччĕ:
Кого-то исцеляет от болезней
Другой язык, но мне на нем не петь.

Текста малалла вулăр...

Халăхсен чĕлхисене упрамалла!

Ульяновскри Кĕнеке керменĕнче – Ульяновск облаçĕнчи В.И.Ленин ячĕллĕ библиотекăра «Языковое разноцветье Симбирской губернии» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Унта Атăл тăрăхĕнче тĕпленсе пурăнакан халăхсен чĕлхисене упрас тата аталантарас ыйтусене сӳтсе яврĕç. Калаçăва обществăлла организацисен, наципе культура автономи пуçлăхĕсем, тăван чĕлхе вĕрентӳçисем, патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, журналистсем, çыравçăсем хутшăнчĕç.
Литература çулĕнче ку ыйтăва хускатни питĕ паха, мĕншĕн тесен Атăл тăрăхĕнче яланах тĕрлĕ халăх çыннисем пурăннă, паян та çавăн пекех. Вĕсен культура ыйтăвĕсене вăхăтра тата тивĕçлĕ татса пани – регионти халăхсен хушшинчи тăнăçлăхăн никĕсĕ.
Çак библиотекăри пай пуçлăхĕ Мария Месяцева пирĕн тăрăхра наци чĕлхисене 18-мĕш ĕмĕрте тĕпчеме пуçлани пирки сăмах хускатрĕ.

Текста малалла вулăр...

Я горжусь тобой, моя Россия

В год литературы ученица 8 класса средней школы №2 города Барыша Ульяновской области Алёна Оргина представила на конкурс свое стихотворение «Россия – родина моя».
Она родилась в городе Ульяновске 25 октября 2000 года. Успеваемость по предметам хорошая. Регулярно принимает активное участие в жизни школы, класса. В свободное время занимается современными танцами и любит фотографировать природу. Её мама – Лилия Анатольевна закончила УлГТУ. Папа – Евгений Иванович имеет среднее техническое образование. Более 8 лет проработал воспитателем в профессиональном училище №12.
За активное участие в общественной жизни Алёна награждена Благодарственным письмом Чувашской народной академии наук и искусств.
С чего начинается Родина? Прежде всего, с любви к своей малой Родине, маме, родным, которая остается у человека навсегда.

Текста малалла вулăр...

Тăн кĕртрĕç

Çын тĕлĕнмелле хуçа «тирпейлĕ Кĕркури». Ăна çапла чĕнеççĕ ялта. Ара, урăхла калаймăн та. Çийĕ-пуçĕ яланах типтер. Килĕ-çурчĕ кантур пек. Карта-хапха таврашĕ – чăх-чĕп вĕçсе кĕреймĕ. «Çын кăларса пăрахнă турпасран та ылтăн чăмакки тăвать вăл», - калать хăшĕ-пĕри. Çак сăмахсене тĕрлĕрен ăнланма пулать. Кам-тăр кĕвĕçсе калать пуль, кам-тăр – ăмсанса, кам-тăр – мухтаса. «Хăй каяшне те пуçтарса пырĕччĕ те – çиме юрамасть», - ятлаçать хăш-пĕр чухне пĕрре урлă пурăнакан кӳрши. Лешĕ пит хăйне ĕçпе курпунлатаканни мар. Ун хуçалăхĕнче «çил вылять». Вăл нумайрах политикăпа интересленет. Пурнăçра мĕн начарри пурришĕн веçех власть айăплă.
Кунĕпех пилĕкне аврĕ паян Кĕркури. Ĕнер çурса тирпейленĕ, купаласа пĕтереймен вут-шанка купаларĕ. Пахча енчи купа патне çитсен ялт тӳрĕленсе тăчĕ.
-Ах, çĕр çăтасшĕ!

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, [4].