Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Пушартан сыхланмалла!

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр вăй тытăмĕ-сенче тăракансене уявсем вăхăтĕнче уйрăмах сыхă пулмаллине чĕнсе каланă.
- Канмалли кунсенче çулăма пула çынсем шар ан курччăр тесе ятарлă вăй ведомствисемпе муниципаллă пĕрлĕхсен пуçлăхĕсем çирĕп мерăсем йышăнмалла. Регионта ăшă та типĕ çанталăк тăнă вăхăтра пушар хăрушсăрлăхне вăйлатмалла, профилактика ĕçне ӳстермелле, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Облаçра пушарпа кĕрешмелли ятарлă йĕрке кĕртнĕ. Вăл çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать. Çак тапхăрта тĕрлĕ чару кĕртеççĕ. Чи малтан вăл граждансем вăрмана çӳрессипе çыхăннă: вăрманта кăвайт чĕртме, кивĕ курăка çунтарма юрамасть. Уй-хирте те çаплах пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмалла – курăкпа кивĕ улăма çунтарма юрамасть.
- Пур вăйсен те пушартан сыхланса сыхă тăмалла: муниципалитетсенче граждансене пухса пушар хăрушлăхĕ пирки тепĕр хут калаçу ирттермелле, пушарпа кĕрешмелли сыхлав йăрăмĕсем тумалла, ялсене типĕ курăксенчен тасатмалла.

Текста малалла вулăр...

Вутăпа хутса ăшăтнă чухнехи пушар хăрушсăрлăхĕ

Ульяновскри граждансен хӳтĕлев управленийĕ пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем пирки çĕнĕрен асăрхаттарать.
Эпир мунчана йывăçран, ăвăс е хыр пĕренисенчен, хăпартатпăр. Ăна кирпĕчрен е тата ытти материалтан купаласан шалашне çав-çавах йывăç хăма çапса илемлететпĕр. Çапăнма уйăрнă çĕрте йывăç материал пурах. Вăл вара питĕ аван çунать.
Тимĕр кăмакана йывăç урай çине ятарлă никĕс хывмасăр лартсан ун айне çӳхе тимĕр е асбест сийне хурса хăвармаллах. Апла май килмесен кирпĕчрен лутра никĕс купаламалла. Урая вĕри кăмрăк е çунакан вутă ӳксе пушар тухасран асăрханмалла.
Тимĕр кăмакапа стена хушши 20 сантиметртан кая пулмалла мар. Пĕчĕк яка хăмапа витнĕ стенана вĕри сывлăша сирекен ятарлă экранпа хӳтĕлемелле. Тăмран хĕртсе тунă хатĕрсемпе усă курсан та начар мар.
Час-часах мунчара "хĕрлĕ автан" мăрьери тĕтĕм çулне тĕрĕс мар тунипе «ташлама» пуçлать.

Текста малалла вулăр...

Газпа асăрхануллă пулăр!

Пурăнакан çуртсенче газ сирпĕннин тĕслĕхĕсем нумайланнине, çынсем газ хатĕр-хĕтĕрĕпе усă курмалли правилăсене пăснине, çавна кура МЧС тытăмĕ канăçсăрланнине пула Ульяновскри Граждан хӳтĕлевĕн управленийĕ вĕсем çинчен çĕнĕрен аса илтерет.
Йăла ыйтăвĕсенче усă куракан вĕри газсем сывлăшран 1,5-2 хут йывăртарах. Çавăнпа та вĕсем тухса тăраççĕ пулсан аялти уçă сывлăш çӳремен вырăнсенче (путвал, канализаципе шыв пăрăхĕсем иртекен пусăсене, шăтăк-путăка) пухăнаççĕ те питĕ пысăк хăрушлăх кӳреççĕ. Кăмакасем, плитасем çунтарма е ăшăтмалли хатĕрсенче усă кураканни (ытларах чухне вăл пропан-бутан хутăшĕ) сывлăшра сирпĕнӳ (взрыв) тĕлĕшĕнчен хăрушла япаласем пуçтарать.
Кулленхи пурнăçра усă куракан газăн сиенĕ-нчен пăрăнас тесен çак правилăсене çирĕп пăхăнмалла:
- хăвăр урамалла тухсан чĕртнĕ плитана сӳ-нтерĕр, газ кранне пĕтĕмпех ан уçăр*
- газпа ăшăтакан кăмакасем тата газ колонкисем тĕтĕм-сĕрĕме аван туртчăр*
- газ килекен хатĕрсене хускатассине пĕчĕк ачасене тата сирĕн кăмакăр вăрттăнлăхĕсене пĕлмен çынсене ан шанăр*
- газ плити çинче шыва пысăк савăтсенче ăшăтатăр пулсан конфорка çийĕн вырнаçтармалли ятарлă ункăсемпе усă курăр*
- газ плитипе усă курма чарăнсанах мĕнпур крансене хупса хурăр.

Текста малалла вулăр...

Вăрмана сахалтарах çӳреме ыйтаççĕ

Çанталăк шăрăх тăнипе Ульяновск облаçĕ-нчи вăрмансенче виççĕмĕш-тăваттăмĕш класлă пушар хăрушлăхĕ сыхланать.
Специалистсем куллен вăрмана тухса çӳреççĕ, лару-тăрăва тĕрĕслеççĕ. Инкекрен сыхланма çынсене вăрмана сахалтарах çӳреме ыйтаççĕ. Инкеклĕ ĕçсен министерствин регионти уйрăмĕ-нчен пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ Малăкла, Мелекесс, Кăлаткăпуç, Çĕнĕ Спасск, Николаевка, Радищево районĕсен вăрманĕсенче пиллĕкмĕш класлă пушар хăрушлăхĕ тăрать. Облаçра пушартан сыхланмалли уйрăм вăхăт тесе палăртнă.
Ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çут çанталăк пуянлăхĕсен министерствин специалисчĕсем облаçри вăрмансенче пĕр кунта кăна 19 хут пушар тухнине, 15,4 гектар çинчи çулăма сӳ-нтернине палăртнă. Çаплах типĕ курăк тивсе кайнă тĕслĕх те нумай – 72 гектар çинчи 16 пушара сӳнтернĕ. Пурĕ вара кăçал çутçанталăкра 550 пушар тухнă.

Текста малалла вулăр...

Шывра тимлĕ пулмалла!

 
Ульяновскра шыв çи пурлăх хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕ иртет. Ун картинче облаçри Гражданла хӳтĕлевĕн управленийĕ тата чрезвычайлă лару-тăрусен тĕп управленийĕ хулари шыв усравĕсенче, кӳлĕ-семпе пĕвесенче çынсем путса вилесрен асăрхаттаракан ĕçсене туса ирттереççĕ.
Кунсерен тĕп пляжри тата халăх нумай канакан виçĕ вырăнта (Минаев урамĕнчи Сĕве хĕрринчи кивĕ пляж, ВЛКСМ 40 çул тултарнă ячĕллĕ парк тата Борьба поселокĕ çывăхĕнчи айлăм) вырнаçнă çăлу посчĕсене тĕпчеççĕ. Кану тата уяв кунĕсенче юраман вырăнсенче шыва кĕрекен çĕрсенче 142 тĕрĕслев ирттернĕ. Çав хушăра 132 çынпа инкек пулма пултарассине ăнлантарса калаçнă, шывра хăвна тытма вĕрентсе çырнă 414 хут тыттарнă.
Çулларан пуçласа июлĕн 11-мĕшне илсен шыра пĕр çын вилнĕ – ӳсĕрле юраман çĕрте шыва кĕнĕ 1967 çулхи арçын.

Текста малалла вулăр...

Асăрханăр!

Юлашки вăхăтра ултавçăсем пенсионерсенчен укçа йăкăртса илнĕ тĕслĕ-хсем нумайланнă.
Вĕсем хăйсене Раççей Почти ĕçченĕ вырăнне хураççĕ. Ултав серепине лекес мар тесен Раççей Почти сыхă пулма сĕнет. Сирĕн алăкăра çакăн пек «ĕçчен» пырса шаккарĕ пулсан унăн удостоверенине тĕрĕслĕр. Почта ĕçченĕн удостоверенийĕ çинче сăнӳкерчĕк тата пичет пулмалла.
Енчен те ку çын сире шиклентерчĕ пулсан ăна хваттере ан кĕртĕр: 02 е 8(8422) 42-24-72 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.

Уяв инкеке ан çаврăнтăр

Çĕнĕ çул – йышпа паллă тумалли уяв. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмасан уяв инкеке çаврăнма пултарать. Массăллă уявсемшĕн çак учрежденин пуçлăхĕ яваплă пулмалла.
Çĕнĕ çул уявне хатĕрленнĕ чух çаксене шута илмелле:
1. Уяв ăçта иртесси пирки хушу хатĕрлемелле. Унта ăнсăртран пушар сиксе тухсан халăха тухма саппас алăксене палăртмалла.
2. Йĕркешĕн яваплине çирĕплетмелле. Вăл çак учрежденин администраци çынни пултăр.
3. Администраци çыннисемпе пушар хăрушсăрлăхĕ пирки инструктаж ирттермелле.
4. Уявччен çурт-йĕре йĕркене кĕртес пулать.
5. Саппас алăксене питĕ-рмелле мар, вĕсем çине табличкăсем çирĕплетмелле, вĕсем аякранах курăнччăр.
6. Уяв вăхăтĕнче кашни алăк умĕнче çын тăмалла.
7. Пӳлĕм кантăкĕсене чаршавпа хуплама, çутта сӳнтерме юрамасть.

Текста малалла вулăр...

Кăмакапа тĕрĕс усă курăр!

Кăмакапа тĕрĕс усă курманни – пушарсен сăлтавĕ. Ытларах ватăсем пурăнакан çуртсенче сиксе тухать. Айăпĕ хăш-пĕр чух кăмакара та мар, ватă çын начар курнинче тата тимсĕр пулнинче. Юсаман кăмакана пула вут-çулăм тухнă тĕслĕхсем те сахал мар. Пушар хуралĕн инспекторĕсем тăтăшах килсем тăрăх çӳресе кăмакасене тĕрĕслеççĕ, юсама сĕнеççĕ. Шел, укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулнипе ватă çын çийĕнчех юсаттараймасть, инкеке лекет. Çавăнпа та кăмака хутса ăшăнакансен çак правилăсене пăхăнас пулать:
1. Хутас умĕн кăмакана, мăрйине хăрăмран тасатмалла, çурăкĕсене тăмпа шăлса якатмалла, шуратмалла.
2. Мăрьесене те шуратмалла, çурăкран хура тĕтĕм тухни шурă çинче аван курăнтăр.
3. Кăмака тата мăрье йывăçпа (пĕренепе, хăмапа) çыпçăнса тăмалла мар, вĕсен хушшинче хушăк пулмалла.
4.

Текста малалла вулăр...

Çулла пушартан сыхланăр!

Пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ темиçе сăлтавпа çыхăннă, чи малтан вара вăл çынсем хăйсене мĕнле тытнинчен килет. Мĕнпур пушарсен 50 проценчĕ вут-кăварпа асăрхануллă пулманнипе тухнă.
Пушар ансат сăлтава пула тухать, ытларах чухне ăна ниçта та ĕçлемен тата ӳсĕр çынсем кăлараççĕ. Çулăмра вилекеннисем те нумай чухне çавсемех.
Çулсерен Ульяновск хулинче 500 ытла пушар тухать, 70 проценчĕ харпăр хăй çурчĕсенче. Вĕсенче 30 ытла çын вилет.
Пушар кил-çурта, пурлăха, выльăх-чĕрлĕхе пĕтерет, хуйхă-суйхă, вилĕм илсе килет.
Кăçалхи пушарсен тĕп сăлтавĕсем:
-тивертсе янипе – 60 пушар тухнă*
-вут-кăварпа асăрхануллă пулманнипе – 58*
-электрообуродовани пе тĕрĕс усă курманнипе – 58*
-кăмакапа тĕрĕс усă курманнипе тата ĕçлеттермелли йĕркене пăснипе – 26*
-транспорта ĕçлеттермелли йĕркене пăснипе – 13.

Текста малалла вулăр...

Ачасене пĕччен хăвармалла мар!

Ашшĕ-амăшĕн явапсăрлăхĕпе тимсĕрлĕхне пула çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем шывра путаççĕ, чӳречерен тухса ӳкеççĕ, аварисене лекеççĕ... Çакăн пек лару-тăрура Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ашшĕ-амăшне тимлĕ-рех пулмалли çинчен чĕнсе каланă.
- Нумай ачаллă ашшĕ пулнă май амăшĕсемпе ашшĕсене, аслашшĕ-асламăшĕпе кукамăш-кукашшĕсене чĕнсе калатăп – питĕ тимлĕ пулăр. Пĕр çеккунт мĕнпур пурнăçа улăштарма, нихăçан тавăрма çук саманта çаврăнма пултарать. Раççей саккунĕ ашшĕ-амăшĕн тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçламаннисене яваплăх тыттарса штраф тӳлеттерет пулин те ачана çухатни – чи пысăк айăплав! Яваплăх тата пурнăçри хăрушсăрлăхăн чи ансат йĕркине пăхăнни ачасене инкекрен çăлма пултараççĕ. Пĕр çеккунта та ачасене пĕччен ан хăварăр, çула çитменнисене аслисемсĕр шыва кĕме ан ярăр, çул çинче хăйсене мĕнле тытмаллине, çулăмпа ашкăнма юраманнине ăнлантарăр, - тенĕ вăл.

Текста малалла вулăр...

Çуртăра пушартан сыхлăр!

Пушар хуть те хăш вăхăтра та, хуть те хăш вырăнта та сиксе тухма пултарать. Çавăнпа та ăна сӳнтерме яланах хатĕр пулмалла.
Кĕрхи тата хĕллехи уйăхсенче инкеке сирсе яма ирттерекен профилактика мероприятийĕсене пăхмасăр Ульяновск облаçĕнче лару-тăру лăпкă мар. Хĕрлĕ автан ташласах тăрать, çынсем те вут-çулăмра тăтăшах вилеççĕ.
Мĕнпур пушарсен 70 проценчĕ çынсем пурăнакан кил-çуртра тата вите таврашĕнче пулса иртет. Вут-хĕм килти пурлăха аркатать, пурăнакан фонда самаях сиен кӳрет, çынсен умне инкек, хуйхă-суйхă килсе тăратать. Çулăм çын пурнăçне те шеллемесĕр илсе каять. Вăл сиксе тухнин сăлтавĕсем: сӳнтермесĕр хăварнă электричествăпа газ хатĕрĕсем, пирус тĕпĕсемпе шăрпăксем, тĕрĕс мар хутăнакан кăмакасем…
2013 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕнчен пуçласа авăн (сентябрь) уйăхĕччен Ульяновск хулинче 327 пушар пулнă, çав шутран 185-шĕ — çынсем пурăнакан вырăнта.

Текста малалла вулăр...

Кăвайт чĕртме юрамасть

Облаçра пушара хирĕç кĕрешмелли йĕрке çирĕплетнĕ.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр йышăнăвĕпе, çу уйăхĕн 20-мĕшчен регионта вăрмана каяссине хĕстернĕ, кăвайт чĕртме, кивĕ çулçă,улăм, хăрăк çунтарма чарнă. Вăрмансенче талăкĕпе дежурство йĕркеленĕ.
Çу кунĕсенче халăх çут çанталăк ырлăхĕпе киленме дачăсене, вăрмансене васкать. Пурте тенĕ пекех уçă сывлăшра шашлык пĕçерме тăрăшаççĕ. Статистика тăрăх, пушарсем çакăн пек çăмăлттайлăха пула сиксе тухаççĕ те. Облаçри инкеклĕ ĕçсен министерстви (МЧС) пушарсене хирĕç кĕрешессипе тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Халăх канакан вырăнсене (парксемпе скверсене) çитсе вут-кăвар хăрушлăхĕ пирки асăрхаттарать.
Облаçри ял тăрăхĕсен ертӳçисене те пушартан сыхланас мерăсем пирки халăхпа калаçма, ял тавра сухалама, ялта хурал йĕркелеме хушнă.

Текста малалла вулăр...

Ирĕклĕ дружинăн речĕ ӳсет

Ульяновск облаçĕнче ирĕклĕ пушар дружинине кĕме кăмăл тăвакансене йыхравлаççĕ. Дружинăн ретне тăракансене пушар сӳнтерме, пушар сӳнтермелли пур хатĕрсемпе ĕçлеме хăнăхтараççĕ.
Хальлĕхе ирĕклĕ пушар дружинине 2109 çын çырăннă, вĕсенчен 1200-шĕ ятарлă вĕренӳ иртнĕ.
Ирĕклĕ дружинăна кĕме кăмăл тăвакансем пĕтĕм информацие Карл Маркс урамĕнчи 121-мĕш çуртра вырнаçнă МЧСăн Ульяновск облаçĕнчи тĕп управленийĕнче (тел: 8 (8422) 42-64-88) тата Октябрьски урамĕнчи 3-мĕш çуртри «Раççейри ирĕклĕ пушар дружинин обществинче» (тел: 8 (8422) 45-38-53) ыйтса пĕлме пултараççĕ.

Хастарсене чысланă

Ульяновск область администрацинче хăй профессинче пысăк ӳсĕмсем тунă хастарсене наградăланă.
Область йĕркеленнĕренпе 69 çул тултарнă ятпа иртекен мероприятире Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр 11 орден тата 34 медаль, вăтăр ытла хисеплĕ ят парса чысланă. Облаçри пушар-çăлав центрĕнче вăй хуракан виçĕ сотрудник «Ульяновск облаçĕн хисеплĕ çăлавçи» ята илме тивĕçлĕ пулнă.

Çамрăксем пулăçа çăлнă

Çăлав службине пĕр пулăç инкеке лекни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ.
Ульяновскри автомеханика техникумĕнче пĕрремĕш курсра вĕренекенсем вакка кайнă çынна асăрхасан тӳрех ун патне ыткăннă. Вăрăм, хулăн турат тупса путакан арçынна тăсса панă, шывран туххăмрах туртса кăларнă. Çав вырăна çийĕнчех çăлавçăсен отрячĕ пырса çитнĕ. Ку тĕле пенсионера шывран хăтарнă пулнă. Çăлавçăсем пулăçа пĕрремĕш пулăшу парса тухтăрсен аллине панă. Тĕрĕсленĕ хыççăн пульница пулăшăвĕ кирлĕ маррине çирĕплетнĕ.
Путакан çынна çăлас ĕçре паттăрлăх кăтартакансем – «Гнёздышко» ача çуртĕнче ӳснĕ 26 çулхи яшсем: Дмитрий Ильин, Сергей Шабанов, Олег Антипов (1984 çулхи). Паллах, регионти МЧС ертӳçисем хастар ачасене наградăсăр хăвармĕç.

ОБЖ предмечĕпе олимпиада

Кашни çын пурнăçра тĕрлĕрен йывăрлăхсемпе тĕл пулма пултарать. Вĕсемпе тĕл пулма çыннăн яланах хатĕр пулмалла. Виçĕ йĕркене пуçра тытмалла: хăрушлăха малтанах асăрхамалла, унран май пур таран сыхланмалла, хăрушлăха кĕрсе ӳксен çăлăнмалли майсене пĕлмелле.
Шкулти ОБЖ предмечĕпе ачасене шăпах çакна вĕрентеççĕ. Çĕнĕ вĕренӳ стандарчĕпе ОБЖ шкулта яланах вĕренмелли (обязательный) предмет шутланать. Ачасем предметăн теори пайне кăна пĕлни сахал, вĕсен пурнăçра çухалса каймалла мар. Шăпах çакна кăтартса парать ОБЖпа ирттерекен олимпиада.
Раççей МЧСĕн Ульяновск облаçĕнчи тĕп управленийĕ пулăшнипе чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче Ульяновск шкулĕсем хушшинче ОБЖ предмечĕн олимпиади иртнĕ. Унта 8-9 классенчи 45 ача, 10-11 классенчи 41 ача хутшăннă. Пĕрремĕш кунхине ачасем ыйтусем çине çырса хуравланă.

Текста малалла вулăр...

МЧС ĕçне тĕрĕсленĕ

РФ инкеклĕ ĕçсен министерстви Атăлçи федераллă округри икĕ субъекта – Ульяновск облаçĕпе Мордови Республикине – тĕрĕслекенсене янă. Сăлтавĕ – 2011 çулта пушарсенче нумай çыннăн пурнăçĕ татăлни.
Комисси представителĕсем ирттернĕ канашлура 2011 çулта пушарта мĕн чухлĕ çын вилнине илсе кăтартнă. Раççейре пушарсем тата унта çынсем вилни чакса пырать пулсан Ульяновск облаçĕнче вилекенсен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан ӳснĕ. Çулталăк пуçланнăранпа регионта 930 пушар пулнă, вĕсенче 81 çын вилнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку 11 çын ытларах. Çын пурнăçне татакан пушарсем ытларах харпăр çурчĕпе пурăнакан вырăнсенче пулнă. Сăлтавĕ яланхи пекех: вут-кăвар патне ӳсĕрле пыни, кăмакасем юсавсăр, мăрьесем таса мар пулни, электроприборсемпе тĕрĕс усă курманни. Комисси членĕсем палăртнă тăрăх, çулăмра çынсен пурнăçĕ ан татăлтăр тесе регионти МЧС, полици, социаллă тытăмĕн ĕçченĕсем, вырăнти администраци ялсенче рейдсем ирттерет.

Текста малалла вулăр...

Инвалидсене МЧСа вырнаçтараççĕ

Ульяновск облаçĕнче 120 пин ытла инвалид пурăнать. Вĕсенчен нумайăшĕ ĕçсĕр ларасшăн мар, малашне те обществăна усă кӳресшĕн. Раççей МЧСĕн Ульяновск облаçĕнчи тĕп управленийĕ инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли “Программы создания МЧС России доступной среды для людей с ограниченными возможностями здоровья на 2011 – 2015 гг.” ятарлă проект хатĕрленĕ.Инвалидсене ĕçе вырнаçтарассинче пысăк уйрăмлăх пур. Вĕсене ыттисемпе тан ĕç условисем туса памалла, ĕç вăхăтне кĕскетмелле, ятарлă ĕç вырăнĕ хатĕрлемелле. МЧСра ĕçлеме те çăмăл мар.
МЧСăн Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕнче инвалидсем 18 должноçа вырнаçса ĕçлеме пултараççĕ. Çак списокра ятарлă хатĕрленмесĕрех ĕçлеме май пур профессисем те: диспетчер, пушарпа кĕрешмеллине пропагандăлакан методист, граждан оборонин специалисчĕ, программист, юрист, бухгалтер тата ыттисем те.

Текста малалла вулăр...

Граждан оборонин уйăхлăхĕ

Ульяновск облаçĕнче граждан оборонин уйăхлăхĕ пырать.Уйăхлăх вăхăтĕнче облаçри кашни вĕрентӳ учрежденийĕнче “История развития МЧС”, “Организация единой государственной системы предупреждения и ликвидации ЧС” темăсемпе хăрушсăрлăх урокĕсем иртеççĕ. Вĕренекенсене çаплах ятарлă фильмсем кăтартаççĕ, ӳкерчĕксен конкурсне йĕркелеççĕ. Преподавательсен вара хăрушсăрлăх енĕпе тата инкеклĕ лару-тăрăва лексен хăйсене мĕнле тытмаллипе инструктаж иртме тивет.
Облаçри муниципаллă пĕрлĕхсенче хӳтлĕх сооруженийĕсен смотр-конкурсĕ тата граждан оборонин курсĕ иртеççĕ. Ульяновск районĕнчи Ломы сали çумĕнчи ачасен “Огонёк” сывлăх лагерĕнче 9 – 11 классенче вĕренекенсем хушшинче “Школа выживания” ăмăрту пулнă.
Юпа уйăхĕн тăваттăмĕшĕнче МЧС граждан оборони йĕркеленнĕренпе 79 çул çитнине паллă тăвать.

Текста малалла вулăр...

Çăлакансене чысланă

“Булгария” теплоход путсан çăлмалли ĕçе РФ инкеклĕ ĕçсен министерствин Ульяновскри уйрăмĕн сотрудникĕсем те хутшăннă.
Çак кунсенче Раççей МЧСĕн министрĕн Сергей Шойгун приказне пурнăçласа çăлавçăсене наградăланă.
“За отличие в ликвидации последствий ЧС” медальпе Алексей Симачков, Сергей Гайдук, Нияз Исхаков, Евгений Сальников, Александр Шевченко, Виктор Немухов - шыв айĕнче ĕçлекенсене; Алексей Косов, Евгений Кунчин, Анатолий Дурманов, Сергей Словин - шыравпа çăлакансен отрячĕн сотрудникĕсене наградăланă.
Валерий Карпов, Виктор Гуреев, Юрий Иванов, Дмитрий Маркин, Эдуард Саврасов, Николай Кафидов çăлакансене укçан преми парса тав тунă.


■ Страницăсем: [1], 2.