Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Пирĕн ентеш – чăвашсен пĕрремĕш СССР халăх артисчĕ

Алексей Константинович Ургалкин – совет тата чăваш актерĕ, театр режиссерĕ, педагог, Чăваш АССрĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ (1945), Чăваш АССРĕн халăх артисчĕ (1950), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1957), РСФСР халăх артисчĕ (1968), СССР халăх артисчĕ (1976).
Вăл 1910 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче хальхи Ульяновск облаçĕнчи Çинкĕл районĕнчи Ялавăрта кун çути курнă.
1925-1931 çулсенче Ялавăрти вулав çурчĕн заведующийĕ пулнă. 1932 çулта Магнитогорск театрĕ çумĕнчи актерсен студийĕнче вĕреннĕ, 1932-1935 çулсенче Хĕрлĕ çарта хĕсметре тăнă.
1936 çулта Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлеме тытăннă, мĕн пурнăçран уйрăличченех тăван театрта вăй хунă.
Театрта 45 çул ĕçленĕ май тĕрлĕ рольсене калăпланă, 250 ытла роль вылянă. Комедилле, трагедилле, авалхи е хăй вăхăтĕнчи сăнарсене ĕненмелле сăнарланă.

Текста малалла вулăр...

Дементьев министр Алешкин-Саплăкра çуралнă

Чĕмпĕр кĕпĕрнинче çуралса ӳснĕ паллă çын – Петр Васильевич Дементьев çинчен тĕрлĕ хаçат-журналта, кĕнекесенче халиччен сахал мар çырнă ĕнтĕ. Вăл генерал-полковник-и нженер ятне илнĕ, нумай çул СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ пулнă, ăна икĕ хут СССР Социализмла Ĕç Геройĕн ятне панă. Çаплах ăна тăхăр хутчен Ленин орденĕпе наградăланă, унсăр пуçне вăл Ленин тата Патшалăх премийĕсене те тивĕçнĕ. Ытти наградăсем те пур унăн: Хĕрлĕ Ялав орденĕ, икĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ, Суворовăн 2-мĕш пусăмлă тата Кутузовăн 1-мĕш пусăмлă орденĕсем, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ тата нумай медаль.
 
Паян эпир çак паллă çыннăн йăх-тымарĕ пирки калаçасшăн, ун биографийĕнчи халиччен паллă пулман фактсене пĕлтересшĕн. Вĕсене архив докуменчĕсемпе çирĕплетĕпĕр.
Халиччен пур çĕрте те П.В.Дементьев Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕнче (малтан вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕнĕ) çуралнă тесе çыраççĕ.

Текста малалла вулăр...

Вăл халăх пуласлăхĕшĕн çуннă

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче чăваш литературинче пысăк вырăн йышăнакан, чăваш литературин (тĕрĕсрех - калавĕн) ашшĕ шутланакан Иван Николаевич Юркин (Юркка Иванĕ) çуралнăранпа 150 çул çитрĕ. Юбилея писатель çуралнă Тутарстан Республикинчи Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче анлă паллă тунă. Сумлă делегацисем Мускавран, Чăваш Республикинчен, Тутарстанри тĕрлĕ районсенчен тата Хусан хулинчен, Ульяновскран килсе çитнĕ.
Иван Юркинăн ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçĕн тĕп тапхăрĕ Чĕмпĕрпе çыхăннă. Вăл 1876-1880 çулсенче Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Çав çулсенче вăл шăпах литература ĕçне явăçнă, пĕрремĕш калавĕсене çырнă, халăх пултарулăхĕн тĕслĕхĕсене çыра-çыра илнĕ.
1882 çултанпа вăл Чĕмпĕр уесĕнчи тĕрлĕ вулăссенче писаре пулăшакан пулса ĕçлет, 1886 çулта Чĕмпĕр хулине куçать, кĕпĕрнери акциз управленине вырнаçать.

Текста малалла вулăр...

Халăхран тухнă талант

Г.Л.Никифоров (Эсекел) юрă ăсти, писатель тата юрăсем
валли сăвă çыракан поэт çуралнăранпа 70 çул çитнĕ тĕле
 
2013 çулхи нарăс уйăхĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Леонтьевич Никифоров çитмĕл çулхи юбилейне палăртать,çаплах вăл Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче юрлама пуçланăранпа хĕрĕх пилĕк çул çитет.
Сцена çине вăл малтанхи хут 1957 çултах тухнă. «Ун чухне эпĕ профессиллĕ юрă ăсти пулса тăрасси çинчен ĕмĕтленме те пултарайман, - аса илет Геннадий Леонтьевич. – Мускав хулинче çамрăксен Пĕтĕм тĕнчери фестивальне кайма суйласа илекен Хусанти концерта Тутарстанри 79 районтан пынă юрă ăстисене тĕрĕслесе пăхнăччĕ. Унта эпĕ вырăс халăх юррине – «Плещут холодные волны» юрласа пĕрремĕш вырăн йышăнтăм».
1958 çулта Тутарстанри Пăва районĕнчи Тăхăрьял чăвашĕсем патне Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ килсе кайнă.

Текста малалла вулăр...

СЦЕНА ÇИНЧЕ – ÇУР ĔМĔР

 
(О.И.Ырзем çуралнăранпа 120 çул çитнĕ тĕле)
 
2012 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш АССР халăх артистки, РСФСР тава тивĕçлĕ артистки, чăваш театрне чĕртсе яракансенчен пĕри – Ольга Ивановна Ырзем (Шестипалова) çуралнăранпа 120 çул çитет.
 
Пулас артистка 1892 çулта Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар уесĕн Никольски вулăсне кĕрекен Куснар ялĕнче çуралнă.
Ашшĕ-амăшĕ кĕçĕн хĕрне яланах вĕрентесшĕн тăрăшнă. Вĕсем ăна Шупашкар гимназине вырнаçтараççĕ. Хваттершĕн тӳлеме укçа çитменнипе Оля тарçăра вăй хунă.
Çуллахи кану тапхăрĕнче те Ефремов купса патĕнче тар тăкнă. Çапла майпа ултă çул хушши пĕр вăхăтрах вĕреннĕ те, ĕçленĕ те.
Ольга Ырзем гимназие пĕтерет те çуралнă ялĕнче ачасене вĕрентме тытăнать. 1917 çулта Хусанти педагогика институтне вĕренме кĕрет.

Текста малалла вулăр...

ЧĂВАШ ХАЛĂХ ЭТНОГРАФИЙĔН ТĔПЧЕВÇИ

2012 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Константин Прокопьевич Прокопьев вĕрентӳçĕ тата этнограф çуралнăранпа 140 çул çитет.
К.П.Прокопьев 1872 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче (хальхи Тутарстан Республикин Çĕпрел районĕ) çуралнă. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă та Хусанти тĕн академине вĕренме кĕнĕ. Чĕмпĕр коммерци училищинче Турă Сакунне вĕрентнĕ. 1919 çулта Челябинскра епархи канашне ертсе пынă.
К.Прокопьев чăваш халăхĕн пурнăçĕпе Хусанти тĕн академийĕнче вĕреннĕ чухнех интересленме тытăннă. 1903-1905 çулсенче Хусан университечĕ кăларакан «Известия Общества археологии, истории и этнографии» журналта çак темăпа нумай ĕçĕ пичетленнĕ.
Уйрăмах ăслăлăх шайĕнче унăн «Обряд прохождения в земляные ворота», «Переводы христианских книг на инородческие языки во второй половине XIX века», «Инородческие школы Казанского края до введения просветительской системы Ильминского» историпе этнографи очеркĕсем палăрса тăраççĕ.

Текста малалла вулăр...

ХАЛĂХСЕНЕ ÇУТТА КĂЛАРАКАН

Чăваш халăхĕн тата пĕтĕмĕшле Атăл тăрăхĕнчи халăхсен этнографийĕпе историне тĕпчес ĕçре пысăк вăй хуракансенчен пĕри – Николай Иванович Ильминский востоковед, тĕрĕк чĕлхисен тĕпчевçи, паллă педагог-просветител ь. Вăл çуралнăранпа ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 190 çул çитет.
 
Николай Ильминский 1822 çулта Пенза хулинче священник çемйинче çуралнă. Тĕн семинарийĕнчен вĕренсе тухсан Хусанти тĕн академийĕнче пĕлӳ илнĕ. Вăл унта магистр степеньне тивĕçнĕ те тухăç чĕлхисен кафедринче вĕрентме тытăннă.
Н.Ильминскийĕн пĕтĕм вĕрентӳ ĕçĕ-хĕлĕ тата тавракурăмĕ Атăл, Урал тата Çĕпĕр тăрăхĕнче пурăнакан вырăс мар халăхсене православи тĕнĕпе пурăнма хăнăхтарассипе, вырăсла вĕрентессипе çыхăннă.
XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Атăл тăрăхĕнче пурăнакан чăваш, мари, мордва, удмурт…халăхĕсен ачисене пуçламăш классенче вырăс вĕрентӳçĕ-священник сем вĕрентнĕ.

Текста малалла вулăр...

УНШĂН СПОРТ – ТАМĂКРИ ÇĂТМАХ

УМĔНЧИ ТĔЛЛЕВНЕ МĔНЛЕ ПУРНĂÇЛАНИНЕ КУРА ХĂЙНЕ ХĂЙ ХАК ПАРАТЬ
«Юратнă ĕçĕмре пулă хăйне шывра мĕнле тыткаланă пек туятăп. Ĕçре кăна эпĕ – вăйлă, сывлăхлă, çĕкленӳллĕ… Эпĕ мĕнлерех çын пулни – веçех çавăнта», – тесе çирĕплетет Леонид Иванович Никифоров – СССР Патшалăх физкультурăпа спорт комитечĕн «Физкультурăпа спорт отличникĕ» хисеп паллине, «Раççей Федерацийĕн физкультура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ Ульяновскри «Станкостроитель» спорткомплексăн тата облаçри пăр çинче мечĕкпе хоккейла вылякан ачасемпе çамрăксен олимп резервĕн ятарлă спорт шкулĕн директорĕ.
Чĕмпĕр çĕрĕ çине янă спорт Туррин элчи – Л.И.Никифоров – 1949 çулхи чӳкĕн (ноябрь) 29-мĕшĕнче Тутар АССРĕн Пăва районĕнче вырнаçнă Аслă Пӳркелĕнче çуралса ӳснĕ.
Унăн ашшĕ – Иван Ильич – вунсаккăрта чухнех вăрçă хăрушлăхĕпе паллашнă, 1939 çулта Финляндийĕн хура вăйĕсем Совет Союзĕпе пуçарса янă вăрçа хутшăннă.

Текста малалла вулăр...

ПИРĔН ÇЫВĂХ ТУС

Виталий Петрович Никитин-Станьял çинчен пĕрремĕш хут Тереньгара пурăннă чухне пĕлтĕм. Хаçатра таврапĕлӳçĕсен пĕрремĕш съезчĕ Шупашкарта иртни çинчен çырнăччĕ. Манăн та таврапĕлӳçĕ пулнăран унпа сĕре паллашас килетчĕ.
Таврапĕлӳçĕсен иккĕмĕш съездĕнче пултăмах. Виталий Петровичпа курса калаçрăм. Çакăн хыççăн пĕр-пĕрин патне çыру çырма тытăнтăмăр.
Каярахпа В.П.Станьял Ульяновска çӳреме пуçларĕ. Вырăнти таврапĕлӳçĕсен пĕрлĕхне йĕркелесе яма пулăшрĕ.
Унтанпа вăхăт пайтах иртрĕ ĕнтĕ. Пирĕн пĕрлĕх ура çине тăчĕ. Паян унăн членĕсем кун çути кăтартнă кĕнекесене облаçри музейсенче, вулавăшсенче, çынсен килĕсенче курма пулать. Канашлусем ирттеретпĕр. Шкул ачисемпе тĕл пулатпăр. Тăван культурăна тĕпчесси питĕ кирлĕ ĕç.
Пăлхар патшалăхĕ пулнă вырăна çитсе куртăмăр.

Текста малалла вулăр...

Миронова манмалла мар

Паллă математика Павел Миронович Миронова истори тивĕçсĕр маннă. Истори тĕрĕсмарлăхне тӳрлетме облаçри чăваш таврапĕлӳçи, чăваш халăх академикĕ Николай Казаков пулăшрĕ. Вăл çине тăнипе облаçри тĕрлĕ учрежденисенче, шкулсенче чăвашсен паллă çынни – математикĕ, естество наукăсен тĕпчевçи, музыкант Павел Миронов 150 çул тултарнине халалланă каçсем иртрĕç.
Ульяновскри 17-мĕш номерлĕ ятарлă “Содружество” вулавăшĕнче юбилей каçне йĕркелекен Ольга Петровна Алькина та: “Хальччен кун пек математик пуррине пĕлмен. Ун çинчен вуласан вара пултарулăхĕнчен питĕ тĕлĕнтĕм”,- терĕ.
Уява пухăннисенчен пĕрремĕш сăмах Николай Казаков илчĕ. Хăйсен ялĕнче çуралнă паллă çын пурнăçне вăл нумай тĕпченĕ. Миронов пурнăçĕпе, ĕçĕпе çыхăннă кĕнекесене кăтартрĕ.
-Миронов пек çынсемпе пирĕн мухтанмалла, вĕсем пирки нумайрах халăх пĕлтĕр тесе ĕçлемелле.

Текста малалла вулăр...

Чăваш халăх этнографĔ

(К.В. Элле çуралнăранпа 115 çул çитнĕ тĕле)
 
Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче паллă этнограф, педагог, истори наукисен кандидачĕ, чăваш халăх историне, этнографипе фольклорне аталантарас ĕçре сулмаклă ĕçсем тунă Кузьма Васильевич Элле 115 çул тултарать.
Пулас тĕпчевçĕ 1896 çулта Хусан кĕпĕрнине (халĕ Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕ) кĕрекен Çĕрпӳ районĕнчи Кивĕ Шăхаль ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Тăхăр çулта ашшĕсĕр тăрса юлнăскер пĕчĕклех ĕçе хăнăхнă. Тăвайри икĕ класлă шкула пĕтерсен вăл Хусанти учительсен семинарине вĕренме кĕнĕ. Унтан Хĕрлĕ çарта хĕсметре тăнă, шурă чехсене хирĕç çапăçнă. Малалла çар служби Хусанта иртнĕ: караул полкне ертсе пынă, полк шкулĕн инспекторĕнче тăнă. Çар службинчен тухсан Кузьма Элле Канаш станцăри 11 ступеньлĕ шкула ертсе пыма пуçлать, çĕнĕ шкулсем уçас ĕçе хутшăнать.

Текста малалла вулăр...