Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чернобыль синкерĕпе кĕрешнĕ

1986 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче тĕнчене хăрушă хыпар кисретрĕ: Украинăри Чернобыль атом станцийĕн 4-мĕш блокĕ çурăлса сывлашалла сирпĕннĕ. Ăна пушар хыпса илнĕ, тавралăха радиаци тухса тăма пуçланă. Кайран вăл инçетех сарăлнă: Украина, Беларусь, Совет Союзĕ. Ку авари мирлĕ атом тĕнчинчи чи пысăккки шутланать. Пĕрремĕш кунранах кунта çĕр-çĕр çын ĕçлеме, синкерпе кĕрешме тытăннă. Темиçе çула пычĕç ку ĕçсем. Пĕтĕм çыршывран пуçтарнă 600 пин ытла çын унта пулса хăйĕн пурнăçне, сывлăхне шеллемесĕр тăрăшрĕ.
Аслă Нагаткинта пурăнакан Николай Горбунов 1988 çул пуçламăшĕ-нче 907-мĕш ПМКра тĕп механик ĕçĕсене пурнăçланă. Ун чухне вăл 35 çулта пулнă.
-Мана военкомата чĕнтерчĕç те Чернобыле каймалла терĕç. Январĕн 18-мĕшĕнче пире Оренбург облаçĕнчи Тоцк хулине çар чаçне илсе кайрĕç, унта 20 кун вĕрентрĕç, хăрушă çĕрте ĕçлеме хатĕрлерĕç.

Текста малалла вулăр...

Афганистанра та пулнă, Чечняран та юлман

Ю.Кадеева пурнăç тĕрĕслемеллипех тĕрĕсленĕ: вăл 17 çул милицире ĕçленĕ, Афганистан вăрçинче пулнă, Чечня вут-çулăмне лекме те тӳрĕ килнĕ.
Вăл, Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи Асанкассинче 1968 çулта çуралнăскер, виçĕ çул ялти пуçламăш шкула çӳренĕ, унтан çичĕ çул Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта пĕлӳ илнĕ. Çакăнтах тракторпа çӳремелли права илсе тухнă. Унтан тăван колхозра ДТ-75 «Казахстан» тракторпа ĕçленĕ.
1987 çулхи май уйăхĕнче вара унăн салтака кайма вăхăт çитет.
-Канаш хулине çитсенех паллă пулчĕ – пире Афганистана яма шутлаççĕ. 50 çынна суйласа илчĕç те Пенза хулине çитерчĕç. Унта тепĕр хут комисси кăларчĕç. Вара пуйăс çине лартса пĕр эрне Ашхабада илсе кайрĕç. Пуйăсран кăлармаççĕ – тамбурта салтаксем автоматпа тăраççĕ. Эпир çакна нуша терĕмĕр. Чăн нуши вара кайран тытăнчĕ.

Текста малалла вулăр...

Паттăр танкист

Нихут Кĕркурин ывăлĕ – Лекçей тете – Казахстанри Актюбинск хулинче пурăнатчĕ. Пенсие тухсан Чăваш Ене сайра пулин те килсе каятчĕ. Асрах-ха эпир ăна укăлча умĕнче ăсатса яни. Тухса каяс умĕн Лекçей тăван ялне куçĕ шывланиччен сăнарĕ, ассăн сывларĕ. Ачалăхне, тăванĕсене аса илчĕ пулас... Çак тĕлпулура эпĕ Лекçей патшалăх умĕнче мĕнле паттăрлăх кăтартнине пĕлтĕм.
Лекçей салтак хĕсметне 1963 çулта Туркменистана çитсе ӳкет, кунта танкиста вĕренсе тухать. Çулла вĕсен дивизийĕ уйрăм вырăна куçать. Пĕр енче – Иран, тепĕр енче – Афганистан. Чăтма çук шăрăх кунсем: ĕçме шыв илсе килеççĕ, анчах вĕретмесĕр ĕçме юрамасть. Салтакăн чăтмалла!
Дивизи командирĕ – генерал, унăн хăйĕн танкĕ пур, Лекçей ун экипажĕнче. Сарлака хул-çурăмлă, çӳллĕ генерал Лекçее хăй патне чĕнсе илет: «Неофитов сержант!

Текста малалла вулăр...

Тулă çывăхĕнчи çапăçусем иртнĕренпе – 75 çул

 
Ку çапăçусем 1941 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 5-мĕшĕччен пынă.
Пирĕн çарсен тĕллевĕ – Тула енне талпăнакан нимĕç фашисчĕсен çарĕсене хирĕç тăрса кăнтăр енчен Мускав енне кайма чарасси пулнă. Совет çарĕ тăшман çарĕнчен пĕчĕкрех пулнипе пирĕннисем Тула патне чакса вырăнти гарнизонпа пĕрле тăшмана малалла кайма чарса лартаççĕ. Тăшмансем Тула хулинчен таçтан аякран çаврăнса пыма шутлаççĕ. Анчах ку хутĕнче те вĕсен ĕç тухмасть. Пирĕн çарсем хĕрӳллĕн çапăçаççĕ, тăшмансене çывăха та ямаççĕ. Çав хушăра Мускав хулин кăнтăр енне çĕнĕ вăйсемпе çирĕплетеççĕ.
Октябрĕн 25-мĕшĕнче Гудерианăн чаçĕсем Мценск çывăхĕнче тăракан совет çарĕсен линине татса кĕрсе Тула енне талпăнаççĕ. Икĕ кунтан Плавск хулине тытса илеççĕ. Совет çарĕн 50-мĕш дивизийĕ пысăк çухатусем тӳссе майĕпен Тула патне чакать.

Текста малалла вулăр...

Икĕ хут шăпа тухнă

В.Албутов 1986 çулта Пăвари медицина училищинчен вĕренсе тухсан çынсене сыватас ĕçре вăй хума шутланă, анчах шăпа ун валли урăх çул суйласа хунă. Çапах та унта вĕренни кирлех пулнă пурнăçра.
Фельдшер специальноçне илнĕ чăваш каччи çар хĕсметне инçетри Благовещенск хули çывăхне лекет, çĕршыв чиккине сыхлама тӳрĕ килет. Сковородино текен хулара учебкăра пулать вăл. Самани ун чухне лăпках пулман, «Афганистан» сăмах пурне те шиклентернĕ.
-Пире питĕ вăйлă хатĕрлерĕç, ту-сăрт тăрăх нумай чупрăмăр. Сирĕн ковбой пек тĕл пемелле, лаша пек хăвăрт чупмалла тетчĕç. Пĕррехинче вара командирсем патне чĕнсе илчĕç те – кайма вăхăт çитрĕ тесе пĕлтерчĕç. Пире: «Шăпа яратпăр-и е хăвăр ирĕкĕрпех килĕшетĕр-и/ Халь килĕшмесен тепрехинче пурĕпĕр каймалла пулать»,- терĕç. Турă çырнинчен иртейместĕн - кутăнланса тăмастăн ĕнтĕ.

Текста малалла вулăр...

Вăрçă тĕлĕке кĕрет

А. Рафиков ачаранах десантник тумне юратнă, çартан килнĕ илемлĕ формăллă çамрăксем çине яланах ăмсанса пăхнă. Ун чухне вăл темиçе çултан хăй те çавăн пек çӳрессе пĕлмен-ха.
 
Андрей хутăш çемьере çуралса ӳснĕ: ашшĕ Василий Иванович – чăваш, амăшĕ Надежда Анатольевна – Беларуçран. Çемьери ултă ачаран Андрей – асли. Пурĕ вара Рафиковсен çемйинче виçĕ хĕр те виçĕ ывăл. Паллах, аслине йывăрлăхсем ытларах çакланнă, кĕçĕннисене пăхма амăшне пулăшнă. Аслă Нагаткинти вăтам шкултан 9 класс пĕтерсе тухсан вăл 27-мĕш профтехучилищĕне вĕренме кĕрет, тракторист-слесарь профессине алла илет. Анчах нумай ĕçлесе ĕлкĕреймест, 1998 çулхи кĕркунне çар комиссариатĕнчен ăна повестка параççĕ. Кашни каччă салтакра пулмалла текен шухăшпа вăл инçе çула тухса каять. Ашшĕ-амăшĕ пиллесе янине ялан пуçра тытма тăрăшать: тӳрĕ кăмăллă пул, командирсен сăмахне итле, çемье чысне ан варала, йывăрлăхсене тивĕçлипе чăтса ирттер, час-часах çыру çыр.

Текста малалла вулăр...

Виçĕ хут танкра çуннă

С.Эльмендеев Кивĕ Улхаш ялĕнче 1974 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Унсăр пуçне Вера Яковлевнапа (хĕр хушамачĕ – Сяськина) Владимир Петровичăн тата икĕ ача пулнă. Сергей – асли.
 
Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă, çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупассипе районти тата облаçри ăмăртусене хутшăннă, призлă вырăнсем те йышăннă. Футболла лайăх вылянă.
1991 çулта шкул пĕтерсен Ульяновскри строительство техникумне вĕренме кĕрет. Лайăх вĕреннипе пĕрлех спортпа та çыхăну татмасть, спорт маçтăрĕн кандидачĕ ятне илет. Уйрăмах вăл 3 тата 5 çухрăма лайăх чупать.
Çамрăка техникум пĕтерсенех, аллине диплом илсе ĕлкĕреймесĕрех, салтака илсе каяççĕ. Самарта 5 уйăха яхăн учебкăра хăнăхать, БМП-2 машинан механик-водительне вĕренет. Унтан Калининград, Тверь облаçĕ-сенче хĕсметре тăрать.

Текста малалла вулăр...

Чăваш каччин паттăрлăхĕ

Май уйăхĕн 30-мĕшĕнче православи тĕнĕпе – вилнисене асăнмалли кун. Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Канав ял масарне питĕ нумай çын пухăнчĕ.
Çак кун Тăхăрьял таврашĕнче пурăнакансемшĕн ĕмĕрлĕ-хех асра юлĕ, мĕншĕн тесен Канав масарне виле пытараççĕ. Мускавран килнĕ полици ушкăнĕпе пуçлăхĕсем, Ульяновск, Пăва полици ĕçченĕсем, вырăнти тата районти администраци ĕçченĕсем, каччăн тăванĕсемпе юлташĕсем, таврари ял халăхĕ йышлăн пуçтарăннă. Тупăк умĕнче Мускавран килнĕ полици пуçлăхĕсем сăмах каларĕç. Оркестр хурлăхлă марш вылярĕ, автоматсемпе персе чăваш каччине юлашки çула ăсатаççĕ, тупăка шăтăка антарнă вăхăтра Раççей гимнĕ янăрать. Вилтăпри çине сакăрвунă ытла чечек кăшăлĕ хучĕç, çĕр-çĕр чĕрĕ чечекпе илемлетрĕç. Пытарнă хыççăн Шемек ялĕн Культура çуртĕнче асăну ирттерчĕç. Унта икçĕр çын ытла пулчĕ.

Текста малалла вулăр...

Кивĕ Улхаш паттăрне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ 70 çултан шыраса тупнă

Иван Уба 1902 çулта Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланнă çул ыраш тухăçлă çитĕннипе тырçи ирттерме тĕреклĕ çынсем кирлĕ пулнă. И.Убана çавăнпа хăварнă. Вăл вăрçа 1942 çулта каять.
 
Иван Уба миномет туппине авăрласа тăракан салтак тивĕçне пурнăçланă. Унăн питĕ яваплă ĕç пулнă – мĕнле йывăр пулсан та, ывăнсан та ку вырăнтан пăрахса кайма юраман.
1945 çулхи акан (апрель) 16-мĕшĕнче Одер юхан шывĕн хĕвеланăç çыранĕнче тăшман оборонине çапса аркатнă чухне 106-мĕш миномет полкĕн 2-мĕш батарея салтакĕ Иван Уба хăюллăн çапăçать, миномет туппине авăрласа ĕлкĕрсе тăрать. Фашистсен вăйлă артиллерипе миномет вут-çулăмне пăхмасăр çухатусемсĕр çапăçать, чăтăмлăхпа палăрать. Çав кун çеç хăйĕн миномечĕпе персе тăшманăн икĕ пулемет точкине, туппине лектерсе салатать, 15 нимĕç салтакне вилмелле амантать.

Текста малалла вулăр...

Шыв ай флочĕн морякĕсен уявĕ

Çĕнĕ хулари 86-мĕш шкулта Шыв ай флочĕн морякĕсен кунне анлăн паллă турĕç. Заволжски районĕнчи чи çамрăк шкул Игорь Иванович Вереникин контр-адмирал ячĕпе хисепленсе тăрать. Кунта икĕ музей: шыв ай флочĕн тата ĕçпе çар мухтавĕн.
 
Çак кунпа çыхăнтарса Заволжски район администрацийĕ вăрçă тата тыл ветеранĕсене, вăрçă ачисене – пурĕ 21 çынна – «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитни» юбилей медалĕпе наградăларĕ.
 
Паттăрлăх урокĕ
Уява облаçри 20 ытла шыв ай кимĕ флочĕн морякĕ пуçтарăннă, вĕсенчен çиччĕшĕ – чăваш. Çакă пирте мăнаçлăх çуратать. Ульяновск хулинчи шыв ай флочĕн морякĕсен обществăлла пĕрлĕхне пирĕн ентеш – Николай Власов – ертсе пырать. Уяв программипе килĕшсе моряксем (вĕсен хушшинче генерал-полковник, полковниксем, тĕрлĕ ранглă капитансем, мичмансемпе карап старшинисем) классене пайланчĕç.

Текста малалла вулăр...

СССР тата Раççей Паттăрĕсем

Пирĕн çĕршывра харăсах Совет Союзĕн Геройĕн тата Раççей Геройĕн ятне тивĕçнисем миçен? Раççей Паттăрĕ пулса тăнă хĕрарăмсем пур-и?
В. Скворцова,
Чартаклă районĕ.
1992 çултанпа Раççей Геройĕн ячĕпе 15 хĕрарăма чысланă.
М.Плотникова (1974-1991), шывра путакан ачасене çăлнă чухне вилнĕ;
Е.Буданова (1916-1943) лётчик-истребитель;
Л.Шулайкина (1915-1995) лётчик-штурмовик;
А.Акимова (1922-2012) лётчик, хĕрарăмсен авиаци полкĕн штурманĕ, ветерансен юхăмĕн хастар ĕçченĕ;
В.Волошина (1919-1941) совет подпольщикĕ тата партизанĕ;
Л.Егорова (1966) йĕлтĕрçĕ;
Е.Кондакова (1957) космонавт;
В.Савицкая (1917-2000) лётчик, штурман;
Т.Сумарокова (1922-1997) лётчик, штурман;
Л.Коэн (1913-1992) совет разведчикĕ;
Н.

Текста малалла вулăр...

Вăл Çĕнтерӳ ялавне вырнаçтарнă

Нимĕç фашисчĕсене хăйсен йăвине хăваласа кайса пуçĕпех аркатнă хыççăн тепĕр тăватă уйăхран совет салтакĕсем яппун милитарисчĕсемпе вăрçа кĕнĕ.
Яппунсем пĕтĕм вăйĕпе хирĕç тăнă пулин те авăн (сентябрь) уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хĕвелтухăç çĕршывĕн патшалăх тата çар пуçлăхĕсен пĕтĕмĕшле парăнни çинчен калакан акта алă пусса çирĕплетме тивнĕ. Пĕрлешӳллĕ нацисен çар вăйĕсем вĕсене тинĕсре тата çĕр çинче пуçĕпех çапса аркатнă. Çапла майпа тĕнче вăрçин Хĕвелтухăçри вучахĕ, Германин тĕп союзникĕ путланнă. Çакăнпа тĕнче вăрçи вĕçленнĕ.
Пирĕн ентешсен те юн тăкма тивнĕ çак хаяр вăрçăра. Тĕслĕхрен, Мелекесс районне кĕрекен Чăваш Аппак ялĕнче 1923 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче çуралнă Иван Фёдорович Евдокимов. 1941 çулта вăл Кивĕ Майна шкулĕнчен вĕренсе тухса Чкаловри танк училищин курсанчĕ пулса тăрать.

Текста малалла вулăр...

Хĕрӳ вырăнсенче – вунпĕр хут

Хăюллă, вăйлă, ăста, ăслă, хисеплĕ – çак сăмахсем йăлтах пирĕн ентеше Алексей Петрович Вражкин подполковника сăнласа параççĕ. Чăнлă районĕнчи Клин текен пĕчĕк ялта 1970 çулта çуралнă, хĕрĕхрех тивĕçлĕ канăва кайнă. Хăй ирĕкĕпе мар, хĕрӳ точкăсенче сывлăхне çухатнипе.
 
Алексейăн ĕçпе служба биографийĕ питĕ пуян, унпа пĕрлех тумхахлă та. Чăваш ачисем ачаранах çирĕп ӳсеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ĕçпе пиçĕхтернисĕр пуçне арçын ачасем спортпа туслашаççĕ. Алёша та кӳршĕ Орловка ялĕнче виçĕ класс пĕтерсен вĕренĕвне Аслă Нагаткинри вăтам шкулта малалла тăсать. Кунта ирĕклĕ кĕрешессипе спорт вăйлă аталаннă. Аслă класа вĕренме куçсанах Алёшăна секцие йышăнаççĕ. Борис Чернов тренер тăрăшнипе вăл кĕске вăхăтрах кĕрешӳ мелĕсене алла илет, ăмăртусенче вăйне виçет. Çӳллĕ мар, патвар пӳллĕ каччă бокспа 1-мĕш разряда, ирĕклĕ кĕрешессипе спорт маçтăрĕн кандидачĕ ятне тивĕçет.

Текста малалла вулăр...

Паттăрсем вилĕмсĕр

Халăх хăйĕн мухтавлă хĕрĕсемпе ывăлĕсене нихăçан та манмасть
 
Кашни çыннăн пурнăçĕ хăçан та пулин вĕçленет, чăн-чăн паттăрсен ĕçĕ, чапĕпе хисепĕ, ячĕ кăна вилĕмсĕр!
Мелекесс районĕнчи пысăк мар Эврел чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ çамрăк совет салтакĕ Виктор Ерменеев Тăван çĕршыва фашистсенчен тасатассишĕн, ирĕклĕхпе пăхăнманлăхшăн пурнăçне шеллемен. Çĕршывăмăр чăваш салтакĕн паттăрлăхне пысăк хакланă – Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Эврел ялĕнчи пĕр урама тата кӳршĕ Сапаккел ялĕнчи шкула унăн ятне панă. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернине паллă тунă кун Эврелĕнче чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕн Виктор Ерменеевăн бюстне уçрĕç. Эврел çыннисем кун пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ. Пĕрре кăна мар тĕрлĕ пухусемпе канашлусенче паттăрăн тăлăха юлнă арăмĕ О.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСĂР ÇУХАЛНĂ АСАТТЕ ТУПĂНЧĔ!

ÇИТМĔЛ ÇУЛ ИРТСЕН…
 
«Паттăрсем çухалмаççĕ!» - тесе ахальтен каламаннине пурнăç хăй çирĕплетрĕ.
 
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 67 çул çитрĕ. Çак калама çук пысăк синкерлĕ пулăмра çĕршыври кашни çемье тенĕ пекех чи çывăх çыннисене çухатрĕ. Пирĕн çемьене те пырса тиврĕ вăрçă сĕрĕмĕ: асатте хыпарсăр çухалчĕ.
Вăл – Яков Иванович Мускин – 1906 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Пухтел ялĕнче çуралнă. Тăлăха тăрса юлнă ача пурнăçĕ çăмăлах пулман. Вилмен, тӳрĕ те ырă кăмăллă, ĕçчен çын пулса çитĕннĕ. Ял çыннисемпе, тăванĕсемпе килĕштерсе пурăннă. Мехел çитсен ял пикине – Дарья Ширтанована – качча илнĕ. Вĕсен ултă ачинчен пĕртен-пĕр ывăлĕ çеç сывă та чипер пурăннă. Вăл манăн атте – Николай Яковлевич Мускин. Ялта сумлă çын шутланнă.

Текста малалла вулăр...

Аста алăллă мишша пичче

Мухтавпа хисепе тивĕçлĕ теççĕ Михаил Гурьевич Поляков пек ăста та тăрăшуллă çынсем çинчен ялта Михаил Поляков 3-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ Ĕç мухтавĕн орденĕ кавалерĕ. Унсăр пуçне ветеран ĕçне орденпа танлашакан «Ĕçре палăрнăшăн» медаль, «Ĕç ветеранĕ», «Сахăр завочĕ – 25 çулта», «Социализмла ăмăрту çĕнтерӳçи» (1976, 77, 78, 79 çулсем) тата ытти юбилей медалĕсемпе кăкăр паллисем, Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем, дипломсем пысăк хак параççĕ.
1965 çултанпа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Михаил Гурьевич яланах пĕр вырăнта – Чăнлăри сахăр заводĕнче вăй хунă. Чи малтан плотник тивĕçĕсене пурнăçланă. 1967 çулхи сахăр кăшманĕн тухăçĕпе завода хута ярсан сĕткен тасатакан цех слесарĕ, унтан бригадир пулнă. Михаил Поляков сăн ӳкерчĕкĕ кашни çулах заводăн Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă.
Чăнлă посёлокне Шăмăршă чăвашĕ пĕлтерӳ тăрăх лекнĕ.

Текста малалла вулăр...

УНĂН ЯЧĔ – ЧĔРЕСЕНЧЕ

ЧЕЧЕН ВĂРÇИН АХРĂМĔ
1995-2000 çулсенче Вадим Владимирович Шигоров виçĕ хутчен Чечен вăрçине хутшăнать.
Вăл 1972 çухи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Арбузовка ялĕнче çуралнă. Ашшĕ –Владимир ( ирçелсем).- Ульяновск ял хуçалăх институтне пĕтернĕ те «Знамя Ленина» колхозра тĕп агрономра ĕçленĕ. Амăшĕ – Нина Константиновна – Ирçел шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Вадим 1978-1989 çулсенче Ирçел шкулĕнче вăтам пĕлӳ илнĕ. Вăл чăваш литературине питĕ юратнă. Ю.Г.Фадеева ертсе пыракан драма кружокне çӳренĕ. Спортпа питĕ туслă пулнă. Физкультура учителĕ Ю.Н.Сурков ăна чăн-чăн çĕршыв хӳтĕлевçи пулма хатĕрленĕ.
1990-1992 çулсенче Вадим Шигоров Латви Республикинчи Вентспилс хулинче хĕсметре пулать. Старшина званийĕпе таврăнать.
Салтакран таврăнсан пурнăçне милици тытăмĕпе çыхăнтарать.

Текста малалла вулăр...

УН ЯЧĔ – ВИЛĔМСĔР

ТĂНĂÇ ПУРНĂÇШĂН КĔРЕШМЕ ÇУРАЛНĂ
1995 çулхи кăрлачран тытăнса 2000 çулхи кăрлач уйăхĕччен Кавказри чечен вăрçине хутшăнса чăваш арĕ – Владимир Валерьевич Соловьёв – виçĕ хутчен Хăюлăх орденне тивĕçет. Ку çеç мар-ха…
Вăл 1966 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Ульяновск районне кĕрекен Арскинче çуралнă. 1974-1977 çулсенче вырăнти шкулта пуçламăш пĕлӳ илнĕ. Сакăр класс пĕтерме Владимира Кротовкăра тӳр килнĕ. Кунта вăл 1977-1982 çулсенче вĕреннĕ. 1984 çулта вара Баратаевкăри шкултан вăтам пĕлӳ илсе тухнă. Çак шкулта пĕлӳ илнĕ тапхăрта Владимир грекпа рим кĕрешĕвĕн секцине çӳрет, чунĕнче чăн-чăн арçын кăмăл-туйăмне çирĕплетет.
Ăна 1985-1987 çулсенче Сывлăш десант çарĕсен пĕр ушкăнĕнче хĕсметре пулма тӳр килет.
Хĕсметрен таврăнсан Владимир Соловьёв пурнăçне милици тытăмĕпе çыхăнтарать.

Текста малалла вулăр...