Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Облаçри районсенче Акатуй иртмелли график:

Çĕртме (июнь)
2 – Область Акатуйĕ, Ульяновск, Ипподром лапамĕ*
3 – Кăлаткăпуç районĕ, Кивĕ Кăлаткă (Бахтеевка) ялĕ*
8 – Çĕнĕ Малăкла районĕ, Упамсар*
9 – Ульяновск районĕ, Симĕс Раща*
10 – Çинкĕл районĕ, Уличе*
10 – Барăш районĕ, Емелей (Малая Хомутерь)*
12 – Ульяновск, Чукун çул районĕ, Винновка ращи*
16 – Мелекесс районĕ* Димитровград*
17 – Майна районĕ, Чӳрекел*
23 – пĕтĕм Раççей Акатуйĕ, Шупашкар*
30 – Николаевка районĕ, Чăваш Сайманĕ.
Чăнлă тата Тереньга районĕсенче Акатуй кунĕсене хальлĕхе палăртман.

3-х дневная экскурсия В рамках празднования "ДНЯ Республики Чувашия"

 
1. Посещение лечебного источника в Шихазанах.
2. Обзорная экскурсия по памятным местам и достопримечательностям г. Чебоксары: парк Победы, город Мастеров, чувашский Арбат, монумент Чувашской матери, ЧНК - "+ёлку=" и т.д.
3. Этнокультурный парк (представление чувашской мифологии и преданий в деревянных скульптурах), Национальный музей, музей пива.
4. Выступления фольклорных коллективов народов России в рамках фестиваля "Родники России". Народное гулянье на заливе: шоу-представления, состязания, катания на воде.
5. Расположение на турбазе (сосновый бор , берег Волги): шашлыки, уха, баня, общение с артистами (эксклюзивный концерт и дискотека, ди-джей, пляски под гармошку).
Отъезд: 23.06.2018 от остановки "Автозавод" г. Ульяновска – в 8 часов утра.

Текста малалла вулăр...

3-х дневная экскурсия

В рамках празднования "ДНЯ Республики Чувашия"
1. Посещение лечебного источника в Шихазанах (будем купаться в купели).
2. Обзорная экскурсия по памятным местам и достопримечательностям г. Чебоксары.
3. Этнокультурный парк (представление чувашской мифологии и преданий в деревянных скульптурах), Национальный музей, музей пива.
4. Участие в выступлениях фольклорных коллективов народов России в рамках фестиваля "Родники России". Народное гуляние на Заливе.
5. Расположение на турбазе (на берегу Волги , сосновый бор ): шашлыки , уха , баня с рябиновыми и можжевельниковыми вениками, общение с артистами (эксклюзивный концерт и дискотека).
Отъезд: 23.06.2017 от остановки "Автозавод" г. Ульяновска – в 8 часов утра.
Приезд: 25.06.2017 вечером.

Текста малалла вулăр...

Тăванăрсене сайтсенче шырăр!

Хисеплĕ вулакансем!
 
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хумĕ кашни çемьене тенĕ пекех пырса лекет. Мĕн чухлĕ çын пĕр хыпарсăр çухалнă, çапăçу хирĕнче выртса юлнă! Вĕсен ачисен, мăнукĕсен, çывăх çыннисен вăрçăра пуçне хунисем çинчен мĕн те пулин пĕлесси килетех ĕнтĕ. Халĕ Интернетра тĕрлĕ сайтсем пур, вĕсемпе усă курма май пур. Çавсенчен хăш-пĕринпе паллаштарар-ха сире:
vgd.ru – çак сайтра йăх-тымар йывăççине шырама пулать. Малтанлăха унта хăвăр хушаматăра çырса пăхăр, мĕн те пулин тупăнатех*
obd-memorial.ru – кунта Аслă вăрçăра çухалнисене тата вилнисене шырама пулать*
lists.memo.ru – çакăнта политика репрессине лекнисен шăписене пĕлме май пур*
podvignaroda.ru – Аслă вăрçа хутшăнса паттăрлăх кăтартнисем, тĕрлĕ наградăсем илнисем çинчен çырнă.
Астăвăм кĕнекисене пăхса тухма та ан манăр!

Текста малалла вулăр...

Чаваш Ен канала Триколорпа курма пулать

«Чăваш Ен» канала 823 кнопка çине пусса тупмалла. Ун пек кăтартмасан «Меню» кнопкине пусмалла, унтан «Обновить» тенĕ çĕре пусса каналсене шырамалла, çĕнетмелле. Çакăнта «Чăваш Ен» канал тухать.

ПĔЛТЕРӲсем

Март уйăхĕн 18-мĕшĕнче 18.00 сехетре «Губернаторский» Культура керменĕнче Хĕрарăмсен уявне халалланă чăваш эстрада концерчĕ пулать. Куракансене «ЯлАр» эстрада ансамблĕ савăнтарĕ. Çĕнĕ эстрада ушкăнĕнче Алексей Шадриков, Петр Ермолаев, Полина Борисова, Николай Пыркин, Андрей Думилин, Виталий Адюков тата ытти юрăçсем.
Билетсем сутăнаççĕ, хакĕ 350 тенкĕ.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 44-11-56* 8 960 370 8433. 6Ç
 
 
Мартăн 29-мĕшĕнче Çĕнĕ хулари «Руслан» Культура керменĕнче Шупашкар артисчĕ-сен концерчĕ пулать. Унта чăваш халăх артистки Августа УЛЯНДИНА, «Ярды» ушкăн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Константин Ефремов хутшăнаççĕ.
Концерт 18 сехет те 30 минутра пуçланать.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 20-64-94. 6Ç

Асăрханăр – пăсара!

Ялта чăх-чĕп, хур-кăвакал усраман çемье сайра пулĕ. Вĕсене ӳстерекен яланах ырришĕн ĕмĕтленет. Анчах ăшă витере ларакан чăх-чĕппĕн те тăшманĕсем сахал мар. Юлашки вăхăтра пирĕн облаçри ялсенче пăсара (хорек) е ытти тискер чĕрчун (тилĕ, юс) чăх витисене «хăнана» пырса чăхă юнĕпе е ашĕпе сăйланнă тĕслĕхсем нумайланса кайрĕç. Мĕн тумалла-ха сирĕн патăра пăсара вăрттăн çӳреме тытăнсан/
 
Пăсара – илемлĕ те питĕ чее тискер кайăк. Килти кайăк-кĕшĕкшĕн вăл питĕ хăрушă тăшман. Камăн-тăр витинче чăхăсем пуррине туйсан вăл пĕр чăхă юлмиччен пĕтермесĕр лăпланмасть. «Кĕтмен хăна» килнине асăрхарăр пулсан (витере вилĕ чăхăсем тупсан) çак тăшманран хăтăлмалли мелсем шырамалла.
Çакна астумалла: пăсара сунара çĕрле çеç тухать. Ăна витере кĕтсе ларма та пулать, анчах эсир темле шăп ларсан та вăл кунта этем пулнине туятех.

Текста малалла вулăр...

Чиркӳ праçникĕсем

Февралĕн 15-мĕшĕ – Сретени (Христоса тухса кĕтсе илни).
Апрелĕн 7-мĕшĕ – Пăлхавăшни (Тасаран та Таса Хĕре ырă хыпар калани).
Апрелĕн 16-мĕшĕ – Мăнкун.
Апрелĕн 9-мĕшĕ – Турă Иерусалима кĕнĕ кун (Кăчкă праçникĕ).
Майăн 25-мĕшĕ – Вознесени (Мăнкун иртсен хĕрĕх кунтан Иисус Христос Елеон тăвĕ çинчен пĕлĕте хăпарать).
Июнĕн 4-мĕшĕ – Троица (Çимĕк).
Июнĕн 5-мĕшĕ – Таса сывлăш кунĕ.
Июлĕн 7-мĕшĕ – Иоанн Предтеча çуралнă кун.
Июлĕн 12-мĕшĕ – Петĕрпе Павăл Çветтуйсен кунĕ.
Августăн 19-мĕшĕ – Сăпас. Преображени (Турă çап-çутă пулса курăнни).
Августăн 28-мĕшĕ – Успени (Турă Амăшĕ леш тĕнчене канăçланса куçса кайни).
Сентябрĕн 21-мĕшĕ – Турă Амăшĕ çуралнă кун.
Сентябрĕн 27-мĕшĕ – Воздвижени (Хĕресе çĕклесе кăтартнă кун).

Текста малалла вулăр...

Ан ӳркенĕр, пирĕн пата çырăр!

Хаçатăмăр иртнĕ çул йĕркелесе ирттернĕ пултарулăх конкурсĕсене пĕтĕмлетме вăхăт. Вулакансене пирĕ-нпе пĕрле пулнăшăн, питĕ çивĕч ыйтусем хускатса çырнă статйисемшĕн, тĕрленчĕкĕсемпе хайлавĕсемшĕн чĕререн тав тăватпăр.
Çак хушăра эсир пуринчен ытла тумсен сăнӳ-керчĕкĕсен конкурсĕсене хутшăнма кăмăлланине пĕлтĕмĕр. «Чăваш тумĕ – чăвашлăх сумĕ» фотоконкурс сирĕн чунăрсене хускатни, чăлансемпе çӳлĕксенчен çемье альбомĕсене çĕнĕрен туртса кăларма хистени ятарласа каламасăрах паллă пулчĕ. Хаçат редакцине регионăн тĕрлĕ районĕсенчен, кӳршĕсем патĕнчен те çыру нумай килчĕ. Вĕсен хушшинче сархайнă сăнӳкерчĕксем те, иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче, варринче, вĕçĕнче çапнисемпе XXI ĕмĕрте сăнарланисем те пулчĕç. «Халăх тумĕпе сăнарланнă çынсем ӳкерчĕкри вăхăта тавăраççĕ, самана таппине туйтараççĕ.

Текста малалла вулăр...

2017 çулта мĕнле канăпăр/

 
Çĕнĕ çул уявĕ январĕн 8-мĕшĕччен тăсăлĕ – 9-мĕшĕнче ĕçе тухмалла.
 
2017 çулхи январĕн1-мĕшĕпе 7-мĕшĕ вырсарникунпа шăматкуна лекнĕрен вĕсемшĕн февралĕн 24-мĕшĕнче (эрнекун) тата майăн 8-мĕшĕнче (тунтикун) канăпăр. Февралĕн 23-26-мĕшĕсем—кану кунĕсем. Мартăн 8-мĕшĕнче пĕр кун кăна канма тивĕ. Май уйăхĕн 1-мĕшĕнче, 6-9-мĕшĕсенче те – канмалла.
Раççей кунне июнĕн 12-мĕшĕнче уявлатпăр, Халăх пĕрлĕхĕн кунне – ноябрĕн 4-6-мĕшĕсенче.

Мускав Матронин учĕ пайне илсе килнĕ

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Ульяновскри Спас Вознесени кафедра соборне сăваплă Мускав Матронин учĕ пайне илсе килнĕ. Çав кунах кунта кĕлĕ ирттернĕ.
Мускав Матронин ӳчĕн пайĕ пирĕн хулара декабрĕн 4-мĕшчен пулĕ. Кашни кун кĕлĕ иртĕ.

Пăр çинчи хăрушсăрлăхшăн

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр облаçри шывсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетме ыйтнă.
Регионти пушар хăрушлăхĕнчен, инкекрен сыхлассипе тата хăтарассипе ĕçлекен комиссин ларăвĕнче мĕнле мероприятисем ирттерессине палăртнă.
-Часах шывсем пăрпа витĕнмелле. Кĕпĕрнаттăр пирĕн ума тĕллев лартрĕ: регионта пурăнакансене (уйрăмах ачасене) пăр çине тухма чарасси. Ку ĕçе ятарлă тытăмра ĕçлекенсене çеç мар, общественноçа тата ашшĕ-амăшне явăçтармалла,- тенĕ кĕпĕрнаттăр администрацин обществăлла хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управленин пуçлăхĕ Александр Мурашов.
Ку тĕллевпе канмалли тата уяв кунĕсенче шыв хĕррине хурал çирĕплетес пулать. Ку ĕçе пĕчĕк кимĕсем çинче ĕçлекен патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсене тата çăлавçăсене шанса памалла. Çаплах облаçри районсенче те шыв урлă каçма юраман вырăнсене палăртмалла,- тенĕ кĕпĕрнаттăр администрацин хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕ Евгений Платов.

Текста малалла вулăр...

Суя ĕçтешсем

 
Ултавçăсем пенси фончĕн сотрудникĕ тесе çынсене шăнкăравлаççĕ. Çавăнпа та пенси фончĕ телефонпа хăй çинчен нимĕн те пĕлтерме хушмасть.
Суя «сотрудниксем» подъездсем тăрăх çӳресе счет е банк карттин реквизичĕ-сене ыйтаççĕ. Çакă вĕсене патшалăх январь уйăхĕнче пама шантарнă 5 пин укçана куçарма кирлĕ имĕш.
Пенси фончĕ асăрхаттарать: ку укçа пенси укçи килекен йĕркепех килмелле, ун валли нимĕнле хушма даннăйсем те кирлĕ мар.

Инкекрен сыхласа хăварма пулать

Ашшĕ-амăшĕнчен никам та ачи ĕçке ернине е наркотика иленнине ан куртăрччĕ. Анчах пурнăçри чăнлăх хăш-пĕришĕн урăхларах килсе тухать. Паян эпир ашшĕ-амăшне наркомана мĕнле пĕлмеллине ăнлантарса парасшăн.
Наркотик мĕнлине кура çынсем вăтамран çур çултан чиртен хăтăлайми пулса каяççĕ. Наркăмăшлă им-çампа аташма пуçланине маларах асăрхасан ачана сереперен туртса кăларма пулать.
Наркотикпа усă куракан çынна çак паллăсенчен пĕлме пулать:
- кăмăлĕ сăлтавсăрах хăвăрт улшăнать, кунне темиçе хутчен çапла пулать, шăртланать, урать*
- çывăрмалли вăхăт улшăнать. Унччен вăл каçпа çывăрнă, ирпе тăнă, кунĕпе йĕркеллĕ çӳренĕ пулсан наркотика хăнăхса пынă вăхăтра кăнтăрла аран çӳрет, çывăрма пултарать, каçпа ĕçлет*
- апат анманнипе тарăхать е пачах урăхла, виçине пĕлмесĕр çиет.

Текста малалла вулăр...

Ярмăркка кунĕсем пуçланаççĕ!

Ульяновск облаçĕнче çĕнĕ тухăçăн ялхуçалăх ярмăрккисем пуçланĕç. Пĕрремĕшĕ августăн 27-мĕшĕнче Ульяновскăн Засвияжски районĕнче «Звезда» суту-илӳ комплексĕ (Октябрьская урамĕ, 22-мĕш çурт) умĕнче иртĕ.
Ярмăрккасенче хула çыннисем тĕрлĕ паха апат-çимĕçе йӳнĕ хакпа туянма пултараççĕ. Хӳтлĕхсĕр, ватă çынсем валли социаллă такси ĕçлĕ, сумкисене кирлĕ çĕре йăтса çитерме волонтерсем пулăшĕç. Ярмăркка çĕнĕ вĕренӳ çулĕ умĕн иртнĕрен хальхинче унта тата шкул ачисен таварĕсен суту-илĕвне йĕркелĕç.
Ытти ярмăрккасем çак ятсемпе иртĕç:
Ленин районĕнче – икерчĕ фестивалĕ (октябрĕн 15-мĕшĕ) тата кĕрпе кунĕ (декабрĕн 3-мĕшĕ)*
Чукун çул районĕнче – çăкăр фестивалĕ (октябрĕн 1-мĕшĕ) тата аш-какай кунĕ (октябрĕн 22-мĕшĕ)*
Засвияжски районĕнче – купăста фестивалĕ (сентябрĕн 17-мĕшĕ) тата тортсен кунĕ (октябрĕн 5-мĕшĕ)*
Заволжски районĕнче – панулми фестивалĕ (сентябрĕн 3-мĕшĕ) тата тăварланă хăяр-помидор кунĕ (ноябрĕн 19-мĕшĕ)*•
Димитровградра – çĕрулми фестивалĕ (сентябрĕн 10-мĕшĕ) тата аш-какай кунĕ (октябрĕн 29-мĕшĕ)*
Çĕнĕ Ульяновскра – кавăн фестивалĕ (сентябрĕн 24-мĕшĕ) тата пыл кунĕ (ноябрĕн 12-мĕшĕ)*
Ишевкере (Ульяновск районĕ) – кукăль-пӳ-ремеч фестивалĕ (октябрĕн 8-мĕшĕ) тата пулă кунĕ ( ноябрĕн 26-мĕшĕ).

Текста малалла вулăр...

УОЧНКА уйрăмĕн пӳлĕмĕнче йышăнаççĕ

Ульяновск хулин кашни районĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн уйрăмĕсем ĕçлеме тытăннă.
Вĕсен председателĕсен ĕç пӳлĕмĕсем пур. Унта чăваш ыйтăвĕ-семпе пыракансене йышăнаççĕ.
Засвияжски районĕнче УОЧНКА уйрăмĕ Автозаводская урамĕнче, 31Ӳ5-мĕш çуртри 106-мĕш пӳлĕмре вырнаçнă. Çынсене уйрăм председателĕ Анатолий Васильевич Сайдяшев йышăнать.
Ун патне çак телефонпа шăнкăравласа çырăнма пулать: 8 906 146 94 53.

Пĕрремĕш пулăшу

1. Пиçнĕ вырăна çупа сĕрме юрамасть.
Çу суран çинче хăйнеевĕрлĕ сий тăвать, ăна пула «парник эффекчĕ» аталанать. Пиçнĕ вырăна кислород çитеймест те - суран час тӳрленмест, хытăрах ыратма тытăнать.
Мĕн тумалла/
Пиçнĕ вырăна сивĕтмелле. Пĕчĕк сурана кĕпе супăнĕпе сĕрмелле. Супăнь – сĕлтĕ (щелочь), пиçни – йӳçĕклĕ реакци. Сĕлтĕ йӳçĕке сӳнтерет, ыратни пĕтет, хăмпă кăлармасть.
Ӳт сиенленнĕ-тĕк ăна сивĕ шывпа сапмалла, таса бинтпа çыхмалла, травмпункта каймалла.
2. Сурана йод е зеленка сĕрмеççĕ. Вăл вăйлăрах пĕçертет, час иртмест, тӳрленсен те суран йĕрĕ юлать.
Мĕн тумалла/
Сурана тасатма водород перекиçĕпе е хлоргексинпа усă курмалла, çиелтен марльăпа çыхмалла.
3. Тăм илнĕ вырăна сăтăрмалла мар.
Шăннă вырăнсене сăтăрсан юн тымарĕсем хуçăлма пултараççĕ, ӳт аманать, юн тымарĕ-сем сиенленеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Сатая – палăк!

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче чăвашсен паллă прозаикĕ, поэчĕ Владимир Леонтьевич Сатай (Цырульников) çуралнăранпа 90 çул пулчĕ.
УОЧНКА тата чăваш общественноçĕ паллă ентешĕмĕрĕн ятне халăхăмăрăн асĕнче ĕмĕрлĕ-хех хăварас тĕллевпе вăл çуралнă ялта – Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче - палăк лартма шутлать. Ăна тума укçа-тенкĕ кирлĕ. Чăвашсем кар тăрса кирек мĕнле ĕçе те парăнтараканччĕ. Ырă тĕслĕх сахал мар.
Пирĕн реквизитсем:
ОО «Ульяновская областная чувашская национально-культур ная автономия»
432017 г. Ульяновск, ул. Льва Толстова, 12.
Счет:
В Ульяновском филиале ПАО АКБ «Связь-Банк»
432063 г.Ульяновск, ул. Советская, 19
КорӲсчет 3010181000000000086 4
Счет 4070381080023000021 9
Бик 047308864
ИНН 7303021235
КПП 732501001
Получатель: ОО «Ульяновская областная чувашская национально-культур ная автономия»
 
Пулăшма кăмăл тăвакансем укçа-тенкине «Канаш» хаçат редакцине те илсе килме пултараççĕ.

Текста малалла вулăр...

«Победа» фондăн ĕçне пысăк хак панă

Ульяновск облаçĕнчи «Победа» фондăн ĕçне Раççейри обществăлла палата пысăк хак панă.
Обществăлла палатăн секретарĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Бочаров фонд йĕркелессипе çĕршыври субьектсене Ульяновск облаçĕнчен тĕслĕх илме сĕннĕ.
«Победа» фонда Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕпе 2015 çулта ĕç тата вăрçă ветеранĕсен, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право сыхлакан органсен канашĕ çумĕнче йĕркеленĕ. Пуçтарăннă укçа-тенкĕ иртнĕ çул «Дети войны» палăк тата «Скорбящая мать» скульптура тума кайнă. Иккĕшне те пирĕн çарсем Çурçĕр Кавказа кĕнĕренпе 21 çул çитнĕ тĕле уçнă.
Облаçри ветерансен канашĕн председателĕ Сергей Ермаков каланă тăрăх, «Победа» йĕркелӳ комитечĕ Аслă вăрçăра çĕнтернĕ-ренпе 75 çул çитнине ирттерме хатĕрленет. Ку тĕле халăхран килнĕ укçапа Чĕмпĕр кĕпĕрнинче çуралнă Василий Кочеткова халалланă палăк тата Çĕнтерӳ хапхи çĕкленсе лармалла.

Текста малалла вулăр...

Çуртсене ăшă пама чарĕç

Ульяновск хулин администраци пуçлăхĕ Алексей Гаев ăшă пама пăрахасси тата гидравлика тĕрĕслевĕсем ирттересси пирки йышăну çине алă пусса çирĕ-плетнĕ.
Пилĕк талăк хушши вăтам температура 8 градус ăшăран кая мар тăчĕ пулсан хулари котельнăйсем тата ТЭЦ ăшă пама пăрахĕç.
Хула администрацийĕ хула районĕсенче гидравлика тĕрĕслевĕ-сене хăçан ирттерессине тата хăçан вĕри шыва чарассине палăртнă.
– Çывăх Засвияжье, Ленин районĕ, 4-мĕш микрорайон – майăн 11-25-мĕшĕсенче*
– Инçе Засвияжье, Московское шоссе çывăхĕнчи микрорайон, Октябрьски урамĕ, Западный бульвар – майăн 25-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 8-мĕшчен*
– Тури Терраса, Çĕнĕ хула (2-мĕш ТЭЦ) – майăн 11-24-мĕшĕсенче*
– Анат Терраса – (Ульяновск патрон завочĕн 1-мĕш ТЭЦĕ) – майăн 10-22-мĕшĕсенче*
– Опытное поле (1-мĕш ТЭЦăн котельнăй цехĕ) – майăн 11-24-мĕшĕсенче*
– «Искра» микрорайон – майăн 10 – 23-мĕшĕсенче*
– Киндяковка – майăн 10-27 –мĕшĕсенче*
– Тури Терраса («Комета» котельнăйĕ) – июнĕн 14-30-мĕшĕсенче*
– Мостотряд поселокĕ, Уютная, Любовь Шевцова, Ульяна Громова тата Иванов комиссар урамĕсенче – июнĕн 13-24 – мĕшĕсенче*
«Утес» котельнăйĕ вĕри шыва чармасть.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.