Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

ПĔЛтерӲсем

Мартăн 2-мĕшĕнче Çĕнĕ хулари «Руслан» Культура керменĕнче чăваш халăх артисчĕн Вячеслав Христофоровăн концерчĕ пулать. Унпа пĕрле «Янра, юрă» ушкăн килет. Концерт 18 сехет те 30 минутра тытăнать.
Билет хакĕ – 350 тенкĕ.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 20-64-94.   6Ç
 
 
Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе – шоу-концерт
 
Мартăн 11-мĕшĕнче 18.00 сехетре «Губернаторский» Культура керменĕнче Хĕрарăмсен уявне халалланă 18 эстрада çăлтăрĕн илемлĕ шоу-концерчĕ иртет.
Билет хакĕ – 350 тенкĕ.
Ыйтса пĕлмелли тел.: 44-11-56, 8-960-370-8433. 6Ç

Сăнӳкерчĕксен конкурсĕ

Кăрлачăн 15-мĕшĕнчен пуçласа пĕр уйăх тăршшĕпе Ульяновскра «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирĕн çемье историйĕнче» конкурса сăн ӳкерчĕксем йышăнаççĕ. Конкурс «Отчизны верные сыны» паттăрлăхпа патриотика ĕçĕн уйăхлăхĕн шайĕнче иртет.
Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем заявка, хăйсем çинчен кĕскен çырнине, сăнӳкерчĕксем (5-рен ытларах мар) тата вĕсем пирки кĕскен çырнине Ульяновск хулин администрацийĕн çамрăксен ĕçĕпе ĕçлекен, физкультурăпа спорт комитетне (Матросов урамĕ, 4-мĕш çурт, 21-мĕш пӳлĕм) илсе пымалла.
Сăнӳкерчĕксен конкурсне Ульяновскра пурăнакан 10-30 çулхи, çарпа патриот клубĕсене, çамрăксен обществăлла организацисене çӳрекенсен хутшăнма ирĕк пур.
Ĕçсене А4 форматпа пичетлесе тата электрон мелĕпе (CD дискпа) памалла.

Конкурса хутшăнăр!

 
 
Чăваш Республикинчи Чăваш кĕнеке издательстви кăçал 95 çул тултарать. Çавна май ачасем хушшинче иртекен «Чăваш кĕнеки» конкурс малалла пыни пирки аса илтеретпĕр. Кăçал вăл пилĕк номинаципе иртет:
1. «Юратнă кĕнеке» сочинени е калав*
2. «Манăн юратнă сăнар» ӳкерчĕк*
3. «Вулама сĕнетĕп!» темăпа хатĕрленĕ плакат, открытка е календарь*
4. «Ачасем хатĕрленĕ кĕнеке»*
5. «Пирĕн çемьен çывăх тусĕ – кĕнеке» эссе.
 
Ĕçсене Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ кĕнекесем тăрăх хатĕрлемелле. конкурса ултă çултан (е кăштах кĕçĕнрех) пуçласа вунçичĕ çула çитнĕ ачасен хутшăнма юрать.
Ĕçсене 2015 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшччен çак адреспа йышăнаççĕ: 428019, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, 820 пӳлĕм.

Текста малалла вулăр...

Повышаем уровень доверия граждан

Бесплатные юридические консультации для граждан в Ульяновской областной чувашской национально-культурной автономии
 
В настоящее время обычным гражданам сложно получить квалифицированную юридическую консультацию. Высокая стоимость юридических услуг множества юридических компаний делает их недоступными для многих слоев населения.
Учитывая это Ульяновская областная чувашская национально-культурная автономия создает возможность получить юридическую помощь всем категориям граждан (в основном чувашской национальности), вне зависимости от их материального состояния. В связи с этим создан проект по бесплатному юридическому консультированию граждан.
По мнению председателя УОЧНКА Сваева Владимира Ильича, с помощью бесплатного юридического консультирования могут быть обеспечены популяризация действующего законодательства, повышение уровня доверия граждан к законам и нормативно-правовым актам, решение правовых вопросов граждан в различных сферах (гражданском и семейном праве, вопросах банковского кредитования и др.

Текста малалла вулăр...

Повышаем уровень доверия граждан

Бесплатные юридические консультации для граждан
в Ульяновской областной чувашской национально-культур ной автономии
 
В настоящее время обычным гражданам сложно получить квалифицированную юридическую консультациюĕ Высокая стоимость юридических услуг множества юридических компаний делает их недоступными для многих слоев населенияĕ
Учитывая это Ульяновская областная чувашская национально-культур ная автономия создает возможность получить юридическую помощь всем категориям граждан (в основном чувашской национальности)Ĕ вне зависимости от их материального состоянияĕ В связи с этим создан проект по бесплатному юридическому консультированию гражданĕ
По мнению председателя УОЧНКА Сваева Владимира ИльичаĔ с помощью бесплатного юридического консультирования могут быть обеспечены популяризация действующего законодательстваĔ повышение уровня доверия граждан к законам и нормативно-правовым актамĔ решение правовых вопросов граждан в различных сферах (гражданском и семейном правеĔ вопросах банковского кредитования и дрĕ)ĕ
Воспользоваться бесплатной юридической помощью может каждыйĕ Для этого необходимо прибыть на приăм в УОЧНКА по адресу, гĕ УльяновскĔ улĕЛĕТолстогоĔ 12ĕ
Проведение юридических консультаций осуществляется в каждую пятницу с 12ĕ00 до 15ĕ00 часовĕ
Консультации оказываются опытными юристами с многолетней юридической практикойĕ
Ульяновская областная чувашская национально-культур ная автономия ждет всех желающих получить квалифицированную юридическую консультациюĕ

3-х дневная экскурсия в славный город Чебоксары

 
16 августа – День города Чебоксары
1ĕ Посещение лечебного источника в Шихазанахĕ
2ĕ Обзорная экскурсия по памятным местам и достопримечательнос тям гĕ Чебоксарыĕ
3ĕ Этнокультурный парк (представление чувашской мифологии и преданий в деревянных скульптурах)Ĕ Национальный музейĔ музей пиваĕ
4ĕ Участия на выступлениях фольклорных коллективов народов России в рамках фестиваля "Родники России"ĕ Народное гуляние на Заливеĕ
5ĕ Расположение на турбазе (сосновый бор), шашлыкиĔ ухаĔ баня с рябиновыми веникамиĔ общение с артистами (эксклюзивный концерт и дискотека)ĕ
Отъезд, 15ĕ08ĕ2015 от остановки "Автозавод" гĕ Ульяновска – в 8 часов утраĕ
Приезд, 17ĕ08ĕ2015 вечеромĕ
Контĕ телĕ, 89061446009/ 89279845777/ 89093568993ĕ

Кивçен илсен – тӳлемеллине шутласа хурăр

Раççейре юлашки вăхăтра банксенчен кивçен укçа илсе пурăнасси модăна кĕрсе кайрĕ. Çынсене укçа пама хатĕр банксемпе микрофинанс организацийĕсем те çумăр хыççĕнхи кăмпасем пек нумайланса пыраççĕ. Раççейре кредит, ссуда, ипотека илмен çемьесене алă çинчи пӳ-рнесем пек шутлама пулать. Кам хваттер, кам машина, кам пĕр-пĕр йышши техника приборне банксене кивçене кĕрсе туянать. Анчах кивçен илсе пурăнни тупăшлă-ши/
Иличчен маларах процентсене хушса мĕн чухлĕ тавăрса памаллине шутласа хумалла. Лайăх ĕç укçиллĕ çĕрте ĕçлемесен кредит финанс пулăшăвĕнчен хăтăлса тухма йывăр финанс капкăнне çаврăнать.
Парăма тĕрлĕ сăлтавсене пула парса татаймаççĕ. Хăш-пĕр коммерци банкĕсем клиентăн тата унăн шаннă çыннисен (поручитель) докуменчĕсене тĕплĕн тĕрĕслемесĕрех питĕ хăвăрт кивçен укçа параççĕ.

Текста малалла вулăр...

АКАТУЯ ЙЫХРАВЛАТПĂР!

Çĕртмен (июнĕн) 20-мĕшĕнче Ульяновскри Çĕнтерӳ паркĕнче облаçри АКАТУЙ уявĕ иртет. Пуçламăшĕ – 11 сехетре.
Ака-суха уявĕнче Чăваш, Пушкăрт тата Тутар Республикисенчен, Самар, Ăремпур, Сарă Ту облаçĕсенчен килнĕ фольклор ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç.
Уявра тĕп эстрада тата хăнасене йышăнмалли сценăсем, литература тата ача-пăча лапамĕсем, хуткупăсçăсен тата такмакçăсен конкурсĕсем, спорт вăййисем иртĕç.
Курма пынисем валли ал ĕçĕсем, кĕнекесемпе хаçат-журнал, аудио-видеокассетăс ем сутĕç.
Хаклă ентешĕмĕрсем, пурне те ырă сунса кĕтетпĕр!

Çĕртмере пиçсе çитĕ

Хĕл ури хуçăлсан тĕрлĕ пахча çимĕç калчи çитĕнтермелли вăхăт çитет. Манăн помидорăн ир пулакан сорчĕсем çинчен пĕлес килет.
З.КИРИЛЛОВА.
Ульяновск хули.
 
Чи ир пулакан сортсенчен пĕри – «Лабрадор». Вăл çӳллĕ ӳссе авăра каймасть, 30-40 сантиметр çеç пулать. Çимĕçĕ 50-60 грамм таять, питĕ тутлă. Пĕчĕк тĕмри помидор тухăçĕ 2 килограма çитет.
Помидор çĕртме (июнь) уйăхĕнче тĕм çинчех хĕрелет. Ăна калчаран мар, тӳрех çĕр çине акса çитĕнтерме пулать. Парникре те ӳстерме май пур.
«Низкорослый сверхранний» - утă (июль) уйăхĕнче тухăç пама пуçлать. Томат 50-60 сантиметр çӳллĕш ӳсет, çимĕçĕ 100 грама çити таять.
«Низкорослый ранний-1» сорт. Кашни тĕм 5 килограма çити тухăç парать.
«Дана» сорт консервлама та, ахаль çиме те юрăхлă.

Текста малалла вулăр...

Раштавăн 12-мĕшĕ — граждансене йышăнмалли кун

 
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн 2013 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче, Пĕтĕм Раççей гражданĕсене йышăнмалли кун ирттереççĕ.
12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен Мускаври тата регионсенчи РФ Президенчĕн йышăну пӳлĕмĕсене, правительство çурчĕсене çивĕч ыйтусемпе пыма май пулать. Йышăнăва черет витĕр тухса лекетĕн, çумра паспорт пулмалла.
Пирĕн регионта граждансен харпăр йышăнăвĕ 2013 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕн правительство çуртĕнче çак адреспа иртет: Ульяновск хули, Ленин лапамĕ, 1-мĕш çурт (Ульяновск облаçĕн правительствипе кĕпĕрнаттăрăн йышăну пӳлĕмĕ).
Пур ыйтусене те Интернет тетелĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «Личный приём» официаллă сайтĕнче «Обращения» (http://lеttеrs.

Текста малалла вулăр...

«Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ»

Пенсие тухма тăватă çул юлчĕ. «Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ» ята камсене тата мĕнле йĕркепе параççĕ?
Татьяна Г.
«Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ» ята илес пулсан:
-арçынсен ĕç стажĕ 40 çултан кая мар, хĕрарăмсен – 35 çултан кая мар пулмалла, вĕсен çурри чухлĕ Ульяновск облаçĕнче ĕçлени кирлĕ;
-Ульяновск облаçĕ йышăннă саккун (03.04.07 çул, 31-мĕш номерлĕ-ЗО) кăларнă наградăсем тата хисеплĕ ятсем пулни кирлĕ. Ватăлăх пенси калăпăшне палăртма страхлав стажĕ пулмалла.
«Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ 60 çулхи арçынсене тата 55 çулхи хĕрарăмсене çакăн пек патшалăх социаллă пулăшăвĕсемпе тивĕçтереççĕ:
-«Ĕç ветеранĕ» ята илнисене кашни уйăхра 668 тенкĕ те 60 пус тӳлесе тăрĕç;
-çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тивĕçтернĕшĕн уйăхра пĕрре регион стандарчĕн 50 процентне тӳлĕç.

Текста малалла вулăр...

Чăваш çыравçисем пĕрлешнĕренпе 90 çул çитрĕ

Кăçал чăваш писателĕсен пĕрлĕхне туса хунăранпа 90 çул çитрĕ. Ăна 1923 çулта Чăваш кĕнеке издательствин тата «Канаш» хаçат ĕçченĕсем тăрăшнипе йĕркеленĕ, «Чăваш писателĕсен тата журналисчĕсен союзĕ» тесе ят панă. Уставне июлĕн 1-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Йĕркелӳçисен хушшинче Н.Золотов, Н.Патман, Н.Шупуççынни, Хумма Çеменĕ, С.Лашман тата ыттисем пулнă.
1934 çулта ку пĕрлĕх никĕсĕ çинче Чăваш АССР Писательсен союзне туса хураççĕ. 1991 çулта ку союз икке пайланчĕ: Чăваш Республикин Писательсен союзĕ тата Чăваш писателĕсен союзĕ. 2001 çулхи кĕркунне Чăваш Республикин Писательсен союзĕ тата икĕ пая пайланчĕ: Чăваш Ен Писательсен "Хурăнташ" союзĕ тата Чăваш Республикин Профессилле писательсен союзĕ.
Ноябрĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Наци библиотекенче чăваш çыравçисен пĕрлĕхне туса хунăранпа 90 çул çитнĕ ятпа савăнăçлă пуху иртет.

Текста малалла вулăр...

Элеутерококк

Пирĕн пахчара элеутерококк текен тĕм йывăççи ӳсет. Сиплĕ теççĕ. Тĕплĕнрех паллаштарма пултараймастăр-ши çак йывăçпа?
Алексеевсем.
Чăнлă районĕ.
 
Элеутерококк – тĕмĕ йышши 4-5 метр çӳллĕш ӳсекен сиплĕ йывăç. Халăхра ăна женьшенпе танлаштараççĕ. Йывăçăн тунисем йĕплĕ, çулçисем ал тупанĕ евĕр, пилĕк вĕçлĕ. Элеутерококк çулла çеçкене ларать, чечекĕсем хăмăр кăвак е сарă тĕслĕ, çырлисем пиçсе çитсен йăлтăркка хура çаврашкана аса илтереççĕ, ăшĕнче пилĕк сарă вăрă.
Элеутерококкăн сиплев вăйĕ вуншар метр тăршшĕ аталанакан тымарĕсенче тата çулçисенче.
Элеутерококк 50 çул каялла кăна çыннăн пулăшаканĕ пулса тăнă. Унччен ун çинчен ăсчахсем пĕлмен. СССР наукисен академийĕн ĕçченĕсем тайгана экспедицие кайсан упасемпе пăлансем тата ытти чĕр чунсем çак йывăç çулçине çинине асăрханă.

Текста малалла вулăр...

Амăшлăх (çемье) капиталĕпе мĕнле усă курма пулать?

Амăшлăх капиталĕпе саккун виçĕ енлĕ кăна усă курма ирĕк парать.
1) хваттер условийĕсене лайăхлатма;
2) ачана пĕлӳ пама;
3) амăшĕн ĕç пенсийĕн перекетлев пайне ӳстерме.
 
Амăшлăх капиталне пайлама пулать. Тĕслĕхрен, пĕр пайне ачана вĕрентме, теприне – пенси укçин перекетлев пайне ӳстерме. Çаплах пĕр пайĕпе усă курма, ыттине – кайран валли уйăрса хăварма юрать. Çапла майпа, амăш сертификатне илнĕ çемье виçĕ çул иртсен капиталпа мĕнле майпа та усă курма пултарать.
Саккунра тата çакăн пек пункт пур:
Банк кредитне парса татмалла е çурт-йĕр тума кивçен илмелле (ипотека) пулсан амăшлăх капиталĕпе ачан çул ӳсĕмне пăхмасăр та усă курма пулать.
Тата çакна ас тумалла: амăш капиталĕпе банк урлă çеç усă курма пулать.

Текста малалла вулăр...

Конкурс! Конкурс! Конкурс!

«Канаш» хаçатăн 2013 çулхи:
- прозаикĕ;
- поэчĕ;
- таврапĕлӳçи;
- йăх-несĕл тымарĕсене тĕпчекенĕ;
- ӳкерӳçи;
- сăн ӳкерӳçи» конкурссем пуçланаççĕ.
Çул çитменнисемпе çул çитнисен материалĕсене уйрăм пăхса тухаççĕ.
Ĕçсене раштавăн (декабрĕн) 15-мĕшĕччен ярса памалла.
Çĕнтерӳçĕсем кам пулнине хаçатăн 2013 çулхи 52-мĕш кăларăмĕнче пĕлтеретпĕр.

Уйăх ячĕсем – чăвашла

 
Январь – Кăрлач
Февраль – Нарăс
Март – Пуш
Апрель – Ака
Май – Çу
Июнь – Çĕртме
Июль – Утă
Август – Çурла
Сентябрь – Авăн
Октябрь – Юпа
Ноябрь – Чӳк
Декабрь – Раштав

Тăвансем! Пирĕн хаçата вуласа тăракансем!

Сирĕн валли çĕнĕ хыпар. «Канаш» хаçат редакцийĕ урăх вырăна куçрĕ! Халĕ пирĕн адрес: Лев Толстой урамĕ, 12-мĕш çурт.
Пирĕн пата килес текенсене çакна пĕлтеретпĕр. Автовокзалтан хула центрĕ еннелле Минаев урамĕпе кайнă чух «Улица 12 Сентября» чарăнура анса юлмалла та урам урлă каçмалла. Сентябрĕн 12-мĕш урамĕпе Дамба еннелле утмалла. 150 метр кайсан И.Я.Яковлев палăкĕ пулать. Унтан иртсе кайса 50 метр утмалла, светофор патĕнче сулахая пăрăнса çул урлă каçмалла. Сулахай енче кĕтесре сарă тĕспе сăрланă пĕр хутлă çуртра шăпах пирĕн редакци вырнаçнă.
Пирĕн çĕнĕ телефонсем: 73-50-40 (тĕп редактор), 73-50-54 (яваплă секретарь, журналистсем).
Ку здани — Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн çурчĕ. Кунтах унăн председателĕ В.И.Сваев ларать. «Еткер» телекăларăм та (редакторĕ О.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].