Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Çăварни

Çăварни пăтти
Чăваш çамрăкĕсем! Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Большие окна» клубра «Çăварни пăтти» ятпа дискотека пулать. Вăл 19 сехетре тытăнса çур çĕр иртсен 2 сехетре вĕçленет. Билетсене салатакансенчен туянма пулать. Ыйтса пĕлмелли телефон: 89378825349.
Çитрĕ шавлă Çăварни
Нарăсăн 25-мĕшĕнче Ульяновскри «Владимирский сад» паркра (унчченхи Свердлов паркĕ) чăвашсен Çăварни уявĕ пулать. Сивĕ хĕле ăсатма килнисене вĕри икерчĕпе тата чейпе сăйлĕç. Кашни килекен тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссене хутшăнса парне çĕнсе илме пултарĕ. Ачасене те кичем пулмĕ. Вĕсем катаччи ярăнĕç, вăйăсенче ăмăртĕç. Вырăнти юрă ушкăнĕсем савăнăçлă юрă-кĕвĕ шăрантарĕç.
Пуçламăшĕ 11 сехетре. Хапăл туса кĕтетпĕр!
Сарпикесен конкурсĕ
Нарăсăн 26-мĕшĕнче «Губернаторский» Культура керменĕн пысăк залĕнче облаçри чăваш чиперккисен «Сарпике-2012» конкурс иртмелле.

Текста малалла вулăр...

Хисеплĕ вулакансем!

«Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекен иккĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Унта 448 страница, хакĕ – 500 тенкĕ.
Энциклопедие Çĕнĕ хулари Наганов урамĕнчи 10-мĕш çуртра (8.00 – 19.00, канмалли кунсенче - 8.00 – 15.00 сехетсенче ĕçлет) тата салатакансенчен туянма пулать. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 927 271 90 70.

«Хыпар» хаçат –105 çулта

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти издательство çуртĕнче «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 105 çул, хаçат «Хыпар» ятпа тепĕр хут тухма тытăннăрапа 20 çул çитнине халалланă 3-мĕш пуху иртрĕ.
Эпĕ çак хаçата 20 çула яхăн çырăнса илетĕп, унта тĕрлĕ материалсем ярса паратăп. Кашни хайлав кун çути кураймасть пулин те вĕсен пĕлтерĕшне кура мана çак пухăва пыма йыхрав ячĕç.
Вунпĕр сехетре Издательство çурчĕн пысăк залĕнче Чăваш Ен Президентне Михаил Игнатьева, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторне Алексей Леонтьева тата ЧР патшалăх Канашĕн председательне М.А. Михайловские залра ларакансем ура çине тăрса алă çупса кĕтсе илчĕç.
Алексей Леонтьев хаçатăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ:
– Хаçат пурнăç чăнлăхне тĕрĕс çырса кăтартать. Хальхи вăхăтра вулакансенчен çырусем сахалтарах килнине шута илсе (пурĕ 500 обществăлла корреспондент, вĕсенчен 220-250-шĕ яланах çырса тăраççĕ) мĕнпур материала пичетлетпĕр, «чирлисемсĕр» пуçне.

Текста малалла вулăр...

Чăваш уявне йыхравлатпăр!

Юпа (октябрь) уйăхĕн 29-мĕшĕнче Анат Террасăра вырнаçнă “1 Мая” культура керменĕнче Тутарстан чăвашĕсен Культура кунĕ иртет.
Уява Тутар Республикинчи чăвашсем, Тутарстан чăвашĕсен ентешлĕхĕ, ăсчахсемпе артистсем хутшăнаççĕ, тĕрлĕ куравсем йĕркелеççĕ. Шупашкартан “Малинасем” тата Хусантан килекен икĕ ансамбль илемлĕ концертпа кунти ентешсене чăннипех савăнтарĕç.
Пуçламăшĕ 17 сехетре.
Тӳлевсĕр кĕртеççĕ.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 44-33-00.
Пур чăваша та хапăл туса кĕтетпĕр!


■ Страницăсем: 1, [2].