Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Литература шурсухалĕ

Чунĕпе, вăй-халĕпе, тавракурăмĕпе, пултарулăхĕпе – чăн-чăн ЧАРЛАН. Çырав тĕнчин вĕçенкайăкĕ, поэзи океанĕн çӳллĕ хумĕсене касакан Анатолий Юман тахçанах «Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ята тивĕçлĕ.
А.Ф.Ермилов-Юман – 60 ытла кĕнеке авторĕ. Журналистсен тата Писательсен пĕрлĕхĕсен членĕ, Раççей культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш халăх ăсчахĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни, Чăваш Республикин Профессиллĕ Писательсен союзĕн Петĕр Хусанкай ячĕллĕ, Раççей Журналистсен союзĕн Ульяновск облаçĕнчи организацийĕн М.Ульянова ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Вăл çын чунĕн тĕпчевçи, çамрăксен вĕрентӳçи. Вăл совет саманин чи йывăр тапхăрĕнче çырнă тата паян калăплакан хайлавсем кашни ăрури вулакансене тыткăнлаççĕ. Ун пултарулăхĕн вăрттăнлăхĕ – вулакансен умĕнче хăй тӳрĕ кăмăллă пулни тата чăнлăха лиризмпа шайлаштарса пыма пĕлни.

Текста малалла вулăр...

Еткерлĕхе тăсакан поэт

Манăн умра хама вĕрентекенĕн, паллă чăваш поэчĕн Анатолий Юманăн сăвă кĕнеки.
Чăваш писателĕ, публицист, куçаруçă Анатолий Федорович Юман (Ермилов) – Раççей культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР тата РФ Писательсен союзĕн членĕ, Петĕр Хусанкай тата Николай Абрамов ячĕллĕ литература премийĕсен тата Ульяновск облаçĕнчи журналистсен Мария Ульянова ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Анатолий Юман Чăвашкасси ялĕнче (Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕ) 1932 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче учитель çемйинче çуралнă. 1952 çултанпа район хаçатĕнче ĕçленĕ. 1962 çулта Хусанти ВПШ çумĕнчи журналистсен ултă уйăхлăх курсĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл Ульяновскра тăван чĕлхепе тухса тăракан «Канаш» хаçата йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри. 1990-1994 çулсенче «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕнче вăй хунă. Халĕ те хаçатсенче Анатолий Юманăн хайлавĕсем тухсах тăраççĕ.

Текста малалла вулăр...

Анатолий Юмана «Чăваш халăх поэчĕ» ят парасчĕ

Иртнĕ çулхи «Канашăн» пĕр номерĕнче манăн «Шкул Тули» ятлă статья пичетленнĕччĕ. Унта сăмах Анатолий Юман пирки пырать. Материал çапларах сăмахсемпе вĕçленет: «Халăхран тухнă поэт – халăх поэчĕ ятне илме тивĕçлех!»
 
Вулакан ыйту пама пултарать: «Халăх поэчĕ ятне тивĕçес тесен мĕн кирлĕ/»
Эпĕ çапларах хурав панă пулăттăм:
- поэтăн ĕçĕсем халăхра анлă сарăлни*
- поэт хайлавĕсем чăваш культурине çĕнелсе çĕкленме пулăшни*
- халăх пуласлăхĕшĕн тăрăшни, уншăн пăшăрханни*
- çыравçă хăйĕн ĕçĕсенче халăх сăмахĕсемпе, шухăшĕсемпе усă курни*
- поэт сăввисене композиторсем юрра хывни*
- çак юрăсене сцена çинчен час-часах юрлани*
- шкул ачисем ун сăввисене сцена çинчен пăхмасăр калани*
- халăх çак поэт сăввисене юратса вулани тата ытти те.

Текста малалла вулăр...

Моська

Пĕррехинче канмалли кун тăван ялне кайсан Александр Семенович Ванюшкин хăйпе пĕрле шавкка йытă илсе килчĕ. Илсе килчĕ тени тĕрĕсех мар-ха. Йытти кил хуçи хыççăн кăкарнă пек хăех чупса пычĕ, утăм та юлмарĕ. Чарăнсан арçынна куçĕнчен тилмĕрсе пăхрĕ, вăл сăмах каласса кĕтрĕ. Лешĕ çаплах шарламанран чăтăмсăррăн хăй сасă кăларчĕ, вĕçлеке хура сăмсипе унăн сарлака шăлаварĕ çумне сăтăркаланчĕ, кирлĕ хушă кĕтрĕ. Александр Семенович ăна вăрах кĕттермерĕ, хулăн пӳрнеллĕ ал тупанĕпе йыттăн çăмламас çурăмĕнчен ачашласа илчĕ те малалла утрĕ. Йытă унăн хусканăвне ырласа кăмăллăн вĕре-вĕре илчĕ, савăнăçне шăнараймасăр çăмламас хӳрине пăтратрĕ.
- Моська! Кил кунта! – терĕ Александр Семенович йытăпа юлташĕ пек калаçса. Çак хушăра хăй хапхан кĕçĕн алăкне уçса шавккине шкулăн сарлака картишне чĕнсе кĕртрĕ.

Текста малалла вулăр...

Çухатнă сăмах

(Калав)
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 49-50-мĕш номерсенче.)
 
- Каятă-ă-ăп/ Юратăва-а-а/ - çăварне карса пăрахрĕ вăл. Сывлăш çитменнине туйса çине-çине çăтрĕ капланса килекен ыратăвне. - Э-э-э-пĕ, э-э-пĕ вара кам/
Анатолий Гурьевич нимĕн калаçмасăр япалисене пуçтарма пуçларĕ.
- Эпĕ санран уйрăлатăп. Çурта тĕкĕнместĕп. Пур пек укçа мана пулать, - терĕ арçын япалисене пуçтарса пĕтерсен.
Пăлюк сулăнса кайрĕ те урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ. Çаврăнса та пăхмарĕ ун çине ĕмĕрне пĕрле ĕмĕрленĕ упăшки.
ххх
Çулталăк ытла пĕр сас-хура та пулмарĕ Тулюкран. Ĕнтĕ Пăлюк та пăртак лăпланнă пек. Куç умĕнче куç тулли ачисем, мăнукĕсем. Çак инкек хыççăн мăнукĕсем каç выртма та килекен пулчĕç. Анчах та чĕри чиксе ыратма пăрахмасть унăн.

Текста малалла вулăр...

Çухатнă сăмах

(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 49-мĕш номерте.)
 
Иккĕмĕш хутри икĕ çын пурăнмалли пӳлĕме вырнаçтарчĕç арçынна. Кӳрши тутар çынни. Пĕр çулхисемех иккен арçынсем. Çав кунах тухтăр патĕнче те пулчĕ. Тĕрлĕ сиплев процедури çырса пачĕ тухтăр. Пĕлтĕр урине хуçнине, ури çанталăк улшăннă май туртса ыратнине пĕлсен:
- Сипленнипе пĕрлех нумайрах утма тăрăшăр, каçхине танцие кайăр, ывăниччен ташлăр, савăнăр, - терĕ тухтăр.
Унтан чеен пăхса илчĕ те:
- Но не в ущерб семье, - тесе хучĕ.
Пуçланчĕ санаторири савăк вăхăт. Нимĕн те ыратмасть Анатолийĕн. Лайăх сиплеççĕ, лайăх пăхаççĕ. Апат–çимĕç енчен те хурламалла мар. Кӳ-ршĕ пӳлĕмре камсем пурăннине пĕлмеççĕ-ха арçынсем. Стена леш енче хĕрарăмсен сассисем илтĕнеççĕ пек.

Текста малалла вулăр...

Çухатнă сăмах

(Калав)
 
Тепловсен килĕнче ирхи канăçсăр шăнкăрав янăраса кайрĕ. Телефон кĕпçине Пăлюк аппа тытрĕ.
- Путевка-и/! Чăнах та-и/! Канма яраççĕ-и/! Тулюка-и/! Эй, тĕнче! Пирĕн пеккисене те сум тăвакан пур иккен. Пырать, пырать… Урама тухнăччĕ-ха. Наччас чĕнсе кĕретĕп, - савăнса ăшталанчĕ Пăлюк, утмăл çулалла çывхарса пыракан йăрă хĕрарăм. Çамрăк курăнать Пăлюк, тирпейлĕ, çивĕч ăс-тăнлă. Çан-çурăмĕ те çамрăк чухнехи пекех йăрăс. Пĕкĕрĕлсе, пуçне пĕксе утмасть-ха вăл кӳршĕри вырăс хĕрарăмĕсем пек. Сасси те янравлă, кулли те кăлтăрти.
Тулюк, урăхла каласан, Теплов Анатолий Гурьевич, Пăлюкăн мăшăрĕ пулать. Вĕсем Чĕмпĕр облаçĕнчи Осипенко текен вырăс ялне Тутарстанри чăваш ялĕнчен килсе тĕпленнĕ. Анатолий Гурьевича ачаранах хăй çуралнă ялĕнче те, таврари ялсенче те Тулюк тесе чĕнетчĕç.

Текста малалла вулăр...

Хам çинчен

Мана хама çапла ят панă,
Эппин, халь эпĕ те Юман.
Ульяновск – Чĕмпĕр Ен Юманĕ,
Ку манăн та сӳнми суран.
 
Ун асапне те тӳссе куртăм
Тумхахлă ӳсĕм çулĕнче.
Çыр çӳçĕме шуратрăм курттăм
Пĕр айăпсăр Чĕмпĕр енче.
 
Малтанах япăх мар пуçланчĕ,
Самаях йышлăччĕ эпир.
Çаплах асра кашни саманчĕ,
Сипленнĕ пекчĕ кивĕ чир.
 
Алка пичче сăвва ырларĕ,
Канашлура Çемен Элкер
Пире куçран пăхса хакларĕ,
Çулпа самай шуралнăскер.
 
Шупашкарта кĕç асăрхарĕç
Стихван Шавлипеле Ухсай.
Псевдоним кирлĕ – ят суйларĕ
Чĕр классик Петĕр Хусанкай.

Текста малалла вулăр...

Аякри сасă

(Повесть)
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 26-31-мĕш номерсенче.)
 
Çук пек кăна пулĕ çав. Тарăнрах шухăшласа пăхсассăн ӳкĕнмелли, канăçсăрланмалли самантсемпе пулăмсем пайтах-тăр...
Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăм çыравçăн сăввин йĕркисем аса килчĕç. Кунти чăвашсем валли тухса тăракан «Канаш» хаçатра асăрханăччĕ вăл хайлава. Хачăпа тирпейлĕн касса та илнĕччĕ.
Темĕн те пĕр, темĕн те пĕр
Çаврăнать паян пуçра ...
Тем те пулнă, темĕн те пур
Тĕрлĕ енлĕ пурнăçра...
 
Пурнăç анине пăхсассăн –
Шурă, сарă, хура йĕр...
Хăть йăл кул, сывла хăть ассăн,
Тăрмала пуçна та – йĕр.
 
Шуррине те манаймастăп.
Хури хăй памасть манма.

Текста малалла вулăр...

Вутра çунман уртăш

Повесть
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 11-20-мĕш номерсенче.)
 
- Чăнах та, кун çинчен никама та каласа паман. Шăллăм пĕлетчĕ. Эпĕ ăна хам виличчен çак вăрттăнлăха ыттисене уçса памалла марри çинчен ăнлантарса патăм. Валя шантарса сăмах пачĕ. Вăл сăмаха тыта пĕлекен çынччĕ. Халĕ хам та начарланса пыратăп. Тĕрлĕ чир-чĕре вĕрӳ-суру чĕлхипе сиплеме вăй чакса пырать. Чунра вĕрӳçĕ маçтăрлăхĕ вилсе пырать темелле-и/ Итлĕр, эппин...
Ман атте аслашшĕн аслашшĕ таврара пурăнакан пуянсенчен чи хăватлăраххи пулнă. Унăн кермен пек кил-çурт, пуян кил-хуçалăх, пысăк улма-çырла сачĕ, утар пулнă. Çурт çумĕнчех, çурçĕр енче, таврари вăрмансенче пулман питĕ çӳллĕ йывăç - уртăш - ӳссе ларнă. Унăн йĕпписем шурлăхра ӳсекен чăрăш евĕр курăка аса илтереççĕ. Вăл çӳллĕшпе вунă метртан та иртсе кайма пултарать.

Текста малалла вулăр...

Вутра çунман уртăш

(Малалли. Пуçламăшĕ 11-19-мĕш номерсенче.)
 
Тăван çĕршывпа пирĕн вăхăтри хĕвеллĕ самана çинчен пайтах сăвă-юрă, калавсемпе очерксем, поэмăсем çырчĕ. Кирек хăçан та çутă ĕмĕт-шухăшпа хавхаланса пурăннă Валентин Урташ...
Халăхран эп илтĕм вăйăма,
Халăхран вĕрентĕм пурăнма.
Халăх пек илемлĕ пурăнма
Ĕçĕмре паратăп чунăма, -
тет вăл «Пурнăçран ытла саватăп» сăввинче...
Çапла, поэт чăнахах та чăваш литературинче пĕтĕм чунне, пĕтĕм пултарулăхне парса ĕçлерĕ. Тăван халăхăмăра кăмăла çĕклентерекен, пурнăçа хĕрӳллĕн юратма чĕнекен илемлĕ произведенисем сахал мар парнелесе хăварчĕ...
Тухса калаçакансем хушшинче паллă чăваш поэчĕсемпе писателĕсем, искусство çыннисем, вырăнти влаçсен представителĕсем пулчĕç.

Текста малалла вулăр...

Вутра çунман уртăш

(Малалли. Пуçламăшĕ 11-18-мĕш номерсенче.)
 
Апатланнă хыççăн Валентин юлташне аппăшĕсем патне илсе кайрĕ. Ялта курнăçмалли юлташĕсем тата та пур. Вĕсемпе тĕл пулса хыпарсем пĕлмелле. Ыран ирех Гурийĕн – Чĕмпĕре, Валентинăн – Шупашкара каймалла.
Тепĕр кунĕ уйрăлайми юлташсене Пăрăнтăк станцине лашапа Кĕркури леçсе ячĕ.
- Атте, эсĕ киле кай ĕнтĕ, - терĕ Гурий ăсатма пынă ашшĕне. - Тавах сана.
- Кĕркури тете, тавах леçсе янăшăн, сывлăхлă пул, колхозри ĕçӳсем ăнса пыччăр, - хушса хучĕ алă тытса Валентин.
Юлташсем вокзал умĕнчи хурăнсем айĕнчи сакă çине вырнаçрĕç.
- Гурий, вĕренсе пĕтер те Шупашкара çул тыт. Санăн пуласлăху – чăваш поэзийĕнче. Сăввусем профессиллĕ поэтсенни пекех калăпланаççĕ. Вĕсенче Антал Насул стилĕ палăрать.

Текста малалла вулăр...

Сатай палăка тивĕç

Паллă çыравçă – Владимир Сатай çуралнăранпа 90 çул çитнине уявланă вăхăтра ентешĕмĕрĕн ятне халăхăмăрăн асĕнче ĕмĕрлĕхех хăварас тĕллевпе вăл çуралнă ялта – Чăнлă районĕнчи Кашара – палăк лартма шутлани, çак тĕллевпе халăхран пулăшу ыйтни пирки хаçатра пичетленĕччĕ.
Пулăшу аллине чи малтан пирĕн паллă шурсухалăмăр Анатолий Юман тăсрĕ. Вăл хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕ тесе шутлакан ентешĕн палăкне лартма 1000 тенкĕ укçа хыврĕ. Ытти ентешĕмĕрсене те ырă ĕçе хутшăнма чĕнетпĕр. Укçана УОЧНКАн ятарлă счечĕ çине куçарма (иртнĕ номерте пур) тата «Канаш» хаçат редакцине илсе килме юрать.

Вутра çунман уртăш

(Малалли. Пуçламăшĕ 11-17-мĕш номерсенче.)
 
- Çапла пулнă хыççăн та Эсир юрату çинчен нумай сăвă çыратăр. Юрату тени çын пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнать/- ыйтрĕ Раккасси хĕрĕ Нина Герасимова.
- Ĕç çинче пулсассăн тӳсĕм
Юраттарăр халăха.
Юрату парать вăл ӳсĕм,
Вăл куçать... йăхран йăха, - пулчĕ поэт хуравĕ.
- Валентин Андреевич, тархасшăн, çак ыйтăва панăшăн малтанах каçару ыйтатăп. Сире эрех-сăрапа туслашнă теççĕ. Тĕрĕсех-и/ - пĕлме тăрăшрĕ Нина Алексеева.
- Ĕçкĕçсене, чĕлĕм туртакансене ачаранах чăтма пултараймастăп. Ют хулара тĕпленсе, паллă поэтсемпе писательсемпе паллашса, вĕсен ушкăнĕнче пулса эрех-сăра ĕçмесĕр пулмасть. Хăвăрах пĕлетĕр, вырăссен те, чăвашсен те... чи паллă поэчĕсемпе писателĕсем эрех-сăра ĕçсен кăна гениллĕ сăвăсемпе хайлавсем çырма пултарнă.

Текста малалла вулăр...

Вутра çунман уртăш

(Малалли. Пуçламăшĕ 11-16-мĕш номерсенче.)
 
Валя, ларса пынă май, йĕри-тавраналла пăхса пычĕ. Çул айккипе таçта çити ем-ешĕл уй сарăлса выртать. Кăçал ытла та ир çитĕнсе кайрĕç ыраш калчисем! Пĕлтĕр шăтмасăр юлнисем те кăçал шăтаççĕ. Кăнтăрлахи хĕвелĕн ылтăн ука пек пайăркисем ачаш калчасене катаран кармашса çупăрлаççĕ. Ун пек чухне уй-хир тата илемлĕрех курăнать. Калчасем малтанхинчен ешĕлрех, паркарах пек туйăнаççĕ.
«Эх, тăван ялăм, Раккасси, вăрçă вăхăтĕнче те самай улшăннă. Тен, ытла тунсăхланăран вăл тата илемлĕрех курăнать. Çук, тунсăхланăран кăна мар, эсĕ чăнах та маншăн кĕмĕлрен те, ылтăнран та хаклăрах», - шухăшласа пычĕ Валентин. Унăн пуçĕнче çиçĕм пек çиçсе илсе сăвă йĕркисем çуралчĕç.
 
Кĕмĕл-ши эс, Раккасси,
Ылтăн-ши эс, Раккасси,
Хĕртсе хĕвел пăхнă чухне
Ылтăн пуль эс, Раккасси.

Текста малалла вулăр...

Вутра çунман уртăш

(Малалли. Пуçламăшĕ 11-15-мĕш номерсенче.)
 
1943 çулхи утă уйăхĕ. Раккассисем Сӳ-нтĕкпе Чăнлă хушшинчи улăха – тĕпеке – утă çулма тухнă. Паллах, вĕсенчен ытларахăшĕ – ватăсемпе çул çитмен çамрăксем, вăрçăран суранланса таврăннисем.
«Хĕрлĕ Раккасси» колхоз председателĕ Тихон Петров пĕтĕм ĕçсене йĕркелесе тăрать. Ăна шкул заведующийĕ Иван Яковлевич Меньшиков та пулăшать.
Кунсем шăрăх тăнăран сывлăм шывĕпе çулнă курăк каçалапа аванах куштăркама ĕлкĕрет. Кĕçĕнрех çулсенчи ачасем паккуссене тавăраççĕ. Таврара çава туптани, ача-пăча кăшкăрашни, кулни янăраса тăрать. Çынсем, вăрçăра Совет Союзĕ ирсĕр тăшмана çĕнтерессине ĕненсе, ырми-канми хавхаланса ĕçлеççĕ.
Яковлевсен сахалланса юлнă çемйи те кунтах. Вĕсемшĕн 1943 çул синкерлĕн иртсе пырать.

Текста малалла вулăр...

Вутра çунман уртăш

Повесть
(Малалли. Пуçламăшĕ 11-12-мĕш номерсенче.)
 
- Пăх-ха, Валя, Катюк тăрать. Çапла, салтак ăсатма авалтан йăли пур. Юрататăн пулсан ан шиклен, ан вăтан. Кил, лар савнийĕпе юнашар, хĕрĕм... Туятăп, эсир пĕр-пĕрне питĕ юрататăр...
Катюк нимĕн те чĕнмерĕ. Валя çумне вырнаçрĕ. Вăл савнийĕ çине пăхаймасть. Вăл ăна юратать, çавăнпа вăтанать.
- Хăв хĕрне, савнине, хăв вилсен те ан ман. Юратма пĕлекене тăшман та çĕнтереймест, - хушса хучĕ лавçă.
Катюк чăтса тăраймарĕ, ватă умĕнчех сăмах хушрĕ.
- Валя, эсĕ мана ан ман. Эпĕ те сана манмăп. Çĕмĕрт пек хура çӳçĕм кăлкан пек шураличчен вăййа тухмăп. Эсĕ вăрçăран таврăничченех, - терĕ те çуна çинчен анчĕ.
Ун вырăнне ăсатма каякан çамрăксем йышăнчĕç.
Çуна кӳлнĕ лаша тапранса кайрĕ.

Текста малалла вулăр...

Вутра çунман уртăш

(Малалли. Пуçламăшĕ 11-12-мĕш номерсенче.)
 
1939 çулхи вĕренӳ çулĕ те вĕçленчĕ. Çĕртме уйăхĕн юлашки кунĕсем. Çичĕ класс пĕтернĕ Валентин Яковлев тата юлташĕсем Элшел айĕнчи вăрмана кайрĕç. Уçланкă варрине килте тĕртсе илемлетнĕ сĕтел çитти сарса хучĕç. Ун çине кам мĕн илсе килнĕ – апат-çимĕçе вырнаçтарчĕç. Кăвайт çинче чей вĕретрĕç. Кашни ача пĕр-пĕрне пӳлсе шкулта вĕреннĕ çулсене аса илчĕ. Сăвăсем каларĕç. Юрларĕç. Валя пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухнех куç хывнă вăтам пӳллĕ, сăрă çӳçлĕ, хăмăр куçлă Катюк çумĕнче пулма тăрăшрĕ. Пĕрремĕш хут ăна юратнине сăвă урлă пĕлтерчĕ.
Телейлĕ эп. Сана юратрăм
Эс юратма пĕлмен чухне.
Юратнăран юрра шăратрăм –
Хăть кĕркунне, хăть çуркунне
Чăн-чăн телей юратура,
Ман юрату – хама кура.

Текста малалла вулăр...

Вутра çунман уртăш

(Малалли. Пуçламăшĕ 11-мĕш номерте.)
 
Çак вăхăтра правлени хуралçи алăка уçрĕ те хыттăн кăшкăрса Чăнлă пăрĕ тапранни çинчен пĕлтерчĕ.
- Çакăнпа паянхи правлени ларăвне вĕçлĕпĕр, юлташсем. Килĕрсене саланăр. Ачăр-пăчăра куçăрсенчен ан çухатăр. Вĕсем пăр кайнă вăхăтра килĕсенче лармаççех, - терĕ председатель колхоз активĕпе сывпуллашса.
Шкулта концерт вĕçленсен Валя юлташĕсемпе тĕл пулма васкарĕ. Килте тĕртнĕ пиртен çĕленĕ сумкине крыльца пусми çине пăрахса хăварчĕ те Чĕлĕмкасси еннелле вĕçтерчĕ. Кунта унăн çывăх тусĕсем пурăнаççĕ. Чеккен Володийĕ, Шашки Давичĕ тата вăл – уйăрма май çук юлташсем. Вĕсем ăмăртмалла Чăнлă хĕррине чупрĕç.
Юханшыв çыранĕсенчен тухса сарăлма ĕлкĕреймен-ха. Пӳртсенчен çӳллĕ пăр катăкĕсем пĕр-пĕрне хире-хире шыв юххипе шăваççĕ.

Текста малалла вулăр...

Вутра çунман уртăш

Повесть
 
Юррăмсемшĕн юнăмпа хĕретĕп
Çуллахи черченкĕ çереме.
Юрăшăн вута-шыва кĕретĕп,-
Вилĕме каятăп вĕлерме.
Валентин УРТАШ.
 
«Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ята пурăннă чухне илсе ĕлкĕреймен, ĕмĕрĕ сĕре те кĕске пулнă, аллă çула çитеймесĕрех çут тĕнчерен уйрăлнă, апла пулин те, ун чухнех чăваш халăхĕ ăна чăннипех хăйĕн çыравçи вырăнне хурса хакланă, çак туйăма юрăçă-сăвăç хăй те лайăх туйса пурăннă Валентин Андреевич Яковлев-Урташа халаллатăп.
Автор.
 
ЧĂНЛĂХА ЮРАТНĂРАН
 
(Пĕрремĕш сыпăк)
 
1935 çулхи пуш уйăхĕн виççĕмĕш вунăкунлăхĕ. Çуркунне кăçал ытла та ир килчĕ. Çанталăк икĕ-виçĕ кун ăшăтса тăнипех юр кĕсел пек çемçелсе кайрĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3.