Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Вутра çунман уртăш

(Малалли. Пуçламăшĕ 11-12-мĕш номерсенче.)
 
1939 çулхи вĕренӳ çулĕ те вĕçленчĕ. Çĕртме уйăхĕн юлашки кунĕсем. Çичĕ класс пĕтернĕ Валентин Яковлев тата юлташĕсем Элшел айĕнчи вăрмана кайрĕç. Уçланкă варрине килте тĕртсе илемлетнĕ сĕтел çитти сарса хучĕç. Ун çине кам мĕн илсе килнĕ – апат-çимĕçе вырнаçтарчĕç. Кăвайт çинче чей вĕретрĕç. Кашни ача пĕр-пĕрне пӳлсе шкулта вĕреннĕ çулсене аса илчĕ. Сăвăсем каларĕç. Юрларĕç. Валя пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухнех куç хывнă вăтам пӳллĕ, сăрă çӳçлĕ, хăмăр куçлă Катюк çумĕнче пулма тăрăшрĕ. Пĕрремĕш хут ăна юратнине сăвă урлă пĕлтерчĕ.
Телейлĕ эп. Сана юратрăм
Эс юратма пĕлмен чухне.
Юратнăран юрра шăратрăм –
Хăть кĕркунне, хăть çуркунне
Чăн-чăн телей юратура,
Ман юрату – хама кура.

Текста малалла вулăр...

Вутра çунман уртăш

(Малалли. Пуçламăшĕ 11-мĕш номерте.)
 
Çак вăхăтра правлени хуралçи алăка уçрĕ те хыттăн кăшкăрса Чăнлă пăрĕ тапранни çинчен пĕлтерчĕ.
- Çакăнпа паянхи правлени ларăвне вĕçлĕпĕр, юлташсем. Килĕрсене саланăр. Ачăр-пăчăра куçăрсенчен ан çухатăр. Вĕсем пăр кайнă вăхăтра килĕсенче лармаççех, - терĕ председатель колхоз активĕпе сывпуллашса.
Шкулта концерт вĕçленсен Валя юлташĕсемпе тĕл пулма васкарĕ. Килте тĕртнĕ пиртен çĕленĕ сумкине крыльца пусми çине пăрахса хăварчĕ те Чĕлĕмкасси еннелле вĕçтерчĕ. Кунта унăн çывăх тусĕсем пурăнаççĕ. Чеккен Володийĕ, Шашки Давичĕ тата вăл – уйăрма май çук юлташсем. Вĕсем ăмăртмалла Чăнлă хĕррине чупрĕç.
Юханшыв çыранĕсенчен тухса сарăлма ĕлкĕреймен-ха. Пӳртсенчен çӳллĕ пăр катăкĕсем пĕр-пĕрне хире-хире шыв юххипе шăваççĕ.

Текста малалла вулăр...

Вутра çунман уртăш

Повесть
 
Юррăмсемшĕн юнăмпа хĕретĕп
Çуллахи черченкĕ çереме.
Юрăшăн вута-шыва кĕретĕп,-
Вилĕме каятăп вĕлерме.
Валентин УРТАШ.
 
«Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ята пурăннă чухне илсе ĕлкĕреймен, ĕмĕрĕ сĕре те кĕске пулнă, аллă çула çитеймесĕрех çут тĕнчерен уйрăлнă, апла пулин те, ун чухнех чăваш халăхĕ ăна чăннипех хăйĕн çыравçи вырăнне хурса хакланă, çак туйăма юрăçă-сăвăç хăй те лайăх туйса пурăннă Валентин Андреевич Яковлев-Урташа халаллатăп.
Автор.
 
ЧĂНЛĂХА ЮРАТНĂРАН
 
(Пĕрремĕш сыпăк)
 
1935 çулхи пуш уйăхĕн виççĕмĕш вунăкунлăхĕ. Çуркунне кăçал ытла та ир килчĕ. Çанталăк икĕ-виçĕ кун ăшăтса тăнипех юр кĕсел пек çемçелсе кайрĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш çыравçисем

(2016 çулхи юбилейсем)
 
КĂРЛАЧ-ЯНВАРЬ
2-мĕшĕ- Семенов (Сементер) Юрий Семенович – çуралнăранпа 75 çул.
2-мĕшĕ – Бородкина (Сарпи) Раиса Васильевна - çуралнăранпа 65 çул.
5-мĕшĕ – Осипов (Алагер) Василий Осипович - çуралнăранпа 110 çул.
6-мĕшĕ – Синичкин Виссарион Вениаминович – çуралнăранпа 70 çул.
10-мĕшĕ – Скворцов Юрий Илларионович – çуралнăрапа 85 çул.
27-мĕшĕ – Рзай Виктор Ефремович – çуралнăранпа 110 çул.
27-мĕшĕ – Мустаева (Фăдорова) Елена Николаевна – çуралнăранпа 50 çул.
29-мĕшĕ – Золотов (Арис) Аркадий Иванович – çуралнăранпа 115 çул.
30-мĕшĕ – Артемьев Юрий Михайлович - çуралнăранпа 75 çул.
ПУШ-МАРТ
31-мĕшĕ – Цырульников (Сатай) Владимир Леонтьевич – çуралнăранпа 90 çул.

Текста малалла вулăр...

Тăван кил

Кунĕпех пахчара ĕçлесе ывăннă Акулина аппа çуллахи душ айĕнче çăвăнкаларĕ те каçхи автобуса ĕлкĕрес тесе япалисене пуçтарма пуçларĕ.
-Аппа, апатланмасăрах ан пуçтарăн-ха, - пырса ыталарĕ Алевтина йăмăкĕ. Вăл, Акулинăпа пĕрле кунĕпех пахчара ĕçлесе ĕшеннĕскер, пӳрт çумĕнчи ансăр сак çине ларчĕ.
-Ывăнтăм эпĕ те, - пырса вырнаçрĕ ун çумне аппăшĕ. - Тем пекех вĕри чей ĕçес килет. Кунĕпе вĕретмен лĕп шыва лĕрккесе ăшчик те кӳпсе кайрĕ.
-Газ пĕтнĕ тет вĕт кин. Вĕри апат та пулмарĕ ĕнтĕ сана валли.
Акулина çум курăкран тасалнă пахча çине савăккăн пăхса илчĕ.
-Алевтина, сăнаса пăхса ларатăп та, мĕнле тарăннăн сывлать çум курăкран тасалнă пахча. Тав тунăн чĕлтĕртетеççĕ пахчаçимĕçĕн парка çулçисем. Хамăр лартса ӳстернĕ улмуççисем те пуç таяççĕ пире. Ăнса, тухăçлă пулмалла кăçал пахчаçимĕçĕ, - сăмаха пăрса яма тăрăшрĕ вăл.

Текста малалла вулăр...

Асăнмалăх – хисеплесе

(К а л а в)
 
Николай Семёнович паллă çыравçă. Пайтах кĕнеке пичетлесе кăларма пултарчĕ вăл вăтăр пилĕк çул хушши илемлĕ литература лаççинче тăрăшса. Халăх çинче те ячĕ-сумĕ пысăк унăн. Тĕрлĕ хисеплĕ ятсене те тивĕçрĕ. Кĕнекисем унăн сумлă издательствăсенче кун çути кураççĕ. Ытти хăш-пĕр çыравçă пек спонсорсем шыраса хăшкăлмасть вăл. ,,Пирĕншĕн кам айăплă? Мĕншĕн такамăн ман кĕнекесемшĕн тăкакланмалла? - парать вăл ыйту-хурав хăйне те, кăсăкланакана та.
Чĕрине пымасть ун пек кăларнă кĕнеке. Тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухса, издательство планне кĕрсе пичетленнĕ кĕнекене алла илсен чунĕ питĕ хăпартланать, çĕнĕрен ĕçлес те ĕçлес килет. Ак паян та юрлать çыравçăн чунĕ. Аллинче хулăн хуплашкаллă повеçсемпе калавсен пуххи. Питĕ илемлĕ кăларнă кĕнекене. Ӳнерçи те питĕ пултаруллăскер.

Текста малалла вулăр...

Аталану çулĕ пĕрлешсе ĕçлеме чĕнет

Чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕ 90 çул тултарнă май ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти наци вулавăшĕнче чăвашсен профессилле çыравçисен пĕрлĕхĕн пухăвĕ иртрĕ.
 
- Кăçалхи юбилей уявĕ аслă вĕрентекенĕмĕр тата çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ кунпа пĕр килет, - терĕ пухăва уçса правлени председателĕ, чăваш халăх çыравçи Сергей Лукиянович Павлов.
Çак хушăра чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕн вăрăм çулĕ те çăмăл пулман, çĕкленӳпе кукрашка тапхăрĕсем те çук мар унта. Çакăн çинчен пухăва пынисене филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, правлени членĕ Виталий Родионов профессор аса илтерчĕ.
- 1923 çулта пулса иртнĕ литературăри лару-тăру çинчен чи малтан чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер чĕрĕ çирĕплетӳсемпе çырса кăтартнă, - терĕ вăл. – Пĕр ыйту çеç тăнă унта литература çинчен: кирлĕ-и вăл халăха?

Текста малалла вулăр...

2013 çулхи юбилейсем

Кăрлач – январь
1-мĕшĕ – Фёдор Георгиевич Коновалов-Агивер çуралнăранпа 70 çул (1943).
1-мĕшĕ – Леонид Александрович Степанов-Маяксем çуралнăранпа 75 çул (1938).
6-мĕшĕ – Ваççа Аниççи (Анисия Васильевна Васильева-Княгинина ) çуралнăранпа 120 çул (1893).
19-мĕшĕ – Макар Гордеевич Ильин-Хури çуралнăранпа 100 çул (1913).
19-мĕшĕ – Иван Яковлевич Тенюшев çуралнăранпа 90 çул (1923).
21-мĕшĕ – Григорий Тимофеевич Тимофеев çуралнăранпа 135 çул (1878).
25-мĕшĕ – Мария Дмитриевна Мухина-Ухсай çуралнăранпа 95 çул (1908).
27-мĕшĕ – Тайăр Тимкки (Тимофей Семёнович Семёнов) çуралнăранпа 115 çул (1898).
28-мĕшĕ – Тани Юн (Татьяна Ивановна Максимова-Кошкинска я) çуралнăранпа 110 çул (1903).
Нарăс – февраль
6-мĕшĕ – Виталий Семёнович Чекушкин çуралнăранпа 75 çул (1938).

Текста малалла вулăр...

Çĕршыв кун-çулĕпе пурăннă

В.И. Давыдов-Анатри çуралнăранпа 95 çул çитнĕ май)
 
Ваçлей Давыдов-Анатри ятне Чăваш Республикинче тата унăн тулашĕнче пĕлмен çын çук та пулĕ. Раштавăн 26-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Тăван литература анинче 70 çула яхăн ĕçлесе паллă сăвăç халăхăмăра 40 ытла кĕнеке парнеленĕ. Сăвăçăн кĕнекисем, хаçат-журналсенче пичетленнĕ сăвви-юррисем тата ун çинчен çырнă паха материалсем Чăваш патшалăх кĕнеке палатинче тирпейлĕн упранаççĕ.
Поэт Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче 1917 çулта вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă.
Тăван ялĕнче çичĕ класс пĕтерсен ĕçри хастарлăхне, çырас туртăмне шута илсе районти комсомол комитечĕ ăна Шупашкарти партипе хаçат шкулне вĕренме янă. Каярах вăл Чăваш патшалăх учительсен институтне пĕтернĕ.
Вăл Первомайски районĕнчи (халĕ Патăрьел районне кĕрет) «Коммунар» хаçат редакторĕнче, КПСС обкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн пичет секторĕнче инструкторта, республикăри радиоинформаци комитечĕн заместителĕнче, тĕп редакторта, Чăваш кĕнеке издательствинче, Чăваш писателĕсен союзĕн пропаганда бюровĕн ертӳçинче вăй хунă.

Текста малалла вулăр...

К Ӳ Р Ш Ĕ Р Е

(«Манăн пурнăç» повеçри сиксе юлнă сыпăк)
 
1951 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче анне вилнĕ хыççăн Геннадий шăллăмăн виçĕ çул хушши кӳршĕсем патне куçса пурăнма тиврĕ. Пичетре эпĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи Мĕтрик тетепе унăн мăшăрĕ Селиме акка кӳршĕ кил-йышĕ çинчен асăннăччĕ-ха. Вĕсемпе юнашарах, хирĕç ретре, Хĕрпик аккапа Пиккук тете кӳршĕсем пурăнатчĕç. Вĕсем пилĕк ача – икĕ хĕр, виçĕ ывăл пăхса ӳстернĕ. Асли, Зоя, 1929 çулта çуралнă, ун хыççăнхи, 1932 çулхи, манăн тантăшăм, кĕçĕннисем Печчапа Лява, кĕçĕн хĕрĕ Машша. 1939 çулта çуралнăскер. Ку кӳршĕсен хушамачĕ те пĕрешкел – Ильмендеев. Чăвашкассинчи ытти ял çыннисем пекех, Ильмендеевсем – тĕне кĕмен чăвашсем. (Ялта темиçе килĕ тĕне кĕнисем те пулнă-ха.) Тĕн, йăли-йĕркипе пурăнаканнисенчен пĕри яла Шăхалĕнчен качча килнĕ Кулине акка кил-йышĕччĕ.

Текста малалла вулăр...

КАТĂК ĂСЛĂ АРÇЫН АЧА

(Б а л л а д а)
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 49-мĕш номерте.)
 
Уильям ВОРДСВОРТ
 
Тӳпе çине вăл улăхать,
Пĕр вĕçсĕр айлăма сăнать:
Хăвалăхра та катара
Никам çук – пушă таврара,
Авана мар ку, начара.
 
«Илтсемĕр, аслă Турăсем!
Тенех, вăл лекнĕ хăвăла.
Ăнне çухатнă. Айванккам,
Тен, ернĕ чикансем çумне.
Вĕсем, тен, тупнă кăмăлне.
 
Тен, пони, пĕчĕк тăмана,
Кĕрсессĕн аслă вăрмана
Лекет кикимор йăвине,
Вĕсен хăрушă вăййине.
Кунта вĕçлет Джон шăпине?
 
Ак Сьюзен Гей асне килет,
Ăна та тустарса илет.

Текста малалла вулăр...

Хаклă туссем!

Пултарулăх каçне пыма вăхăт тупнисем тата тĕрлĕ сăлтава пула килме пултарайманнисем!
 
Шел, аслă çĕршыв арканнă хыççăн писательсен организацийĕ те темиçе ушкăна саланса кайрĕ. Çакă, паллах, никама та усă кӳмерĕ. Апла пулин те пирĕн район пуçлăхĕ Ханяфи Валиевич Рамазанов пире, вырăнти писательсене, май пур таран пулăшсах тăчĕ. Пултарулăх каçĕ те вăл пуçарнипех иртрĕ. Тавах Чăнлă район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхне Валентина Фоминана, ĕçченĕсене Анфиса Клопкована, Наталья Краснована тата ытти хастарçăсене. Çак тĕлпулу чăннипех те чăваш халăх культурин уявĕ пулса тăчĕ темелле.
Уявра эпĕ хам пирки сахал мар ăшă сăмахсем илтрĕм. Ку, паллах, мана савăнтарать. Çамрăк чух, писатель ӳссе пынă май, ăна сахал мар «хĕнеççĕ» те темелле. Кун çинчен эпĕ вĕрентекенĕмсем пулнă поэтсенчен – Ухсай Яккăвĕнчен, Стихван Шавлинчен тата Петĕр Хусанкайран сахал мар илтнĕ.

Текста малалла вулăр...

УХТЕР АЧИ

(Очерк)
 
Эпĕ хаçатра ĕçлеме пăрахни чылай пулать ĕнтĕ. Тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Хăнăхнипе-и, тĕрлĕ çулхи палланă ентешсем час-часах тĕл пулса пурнăçри пăтăрмахсем çинчен каласа кăтартса кăмăлĕсене пусăрăнтараççĕ. Тепĕр чухне ку çеç те мар, хăйсен çăмăл мар шăписем çинчен хаçата çырса пĕлтерме тархаслаççĕ.
Нумаях пулмасть акă каç кӳлĕм киле таврăннă чух кивĕрех хура костюм тăхăннă, аллине пысăк мар хутаç тытнă лутра ӳт-пӳллĕ, çулланнă арçын кĕтсе илчĕ. Хамăрьял. Хушамачĕ Аюгов. Ухтер ачи. Ятне астусах каймастăп. Чăвашкассинчи тĕне кĕмен чăвашсем пурте тенĕ пек икĕ ятпа çӳреççĕ. Килтисем вĕсене авалхи ятпа чĕнеççĕ, хут çинчи ятне кам мĕнле пĕлет, çапла çыртарать. Кĕтмен хăна куннехинче вырăсла ятне астутарчĕ: Анатолий.
Палласса эпĕ ăна ачаранпах паллаттăм-ха.

Текста малалла вулăр...

Ш Ă П А

 
(К а л а в)
 
Юрла, юрла сăра сĕрет Ульха. Вăхăт- вăхăт пĕчĕк куркана тултарать те астивсе пăхать. Техĕмлĕ, кăпăклă сăри. Ара, пĕтĕм чун хăватне, пĕтĕм çепĕçлĕхне, юратăвне хушса хатĕрленĕ-çке ăна. Пĕртен-пĕр ывăлне авлантарать Ульха. Пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ ăна хĕрарăм.
Радиопа юрă сасси илтĕнет:
Красивая и смелая
Дорогу перешла.
Черешней скороспелою
Любовь её была…
Пĕтĕм чуна çурса юрлать Анна Герман юрăç. Çак юрра итленĕ майăн шăпăр-шăпăр юхать хĕрарăм куççулĕ. Акă вăл, Ульха питĕнчи шăпа парнеленĕ пĕркеленчĕксене тулчĕ пулинех, аллисем çине тумла пуçларĕ, сăра али çине ӳкрĕ…
- Савнăç валли хатĕрленĕ сăра çине хурлăх куççулĕ ӳкет-çке, - сасăпах хăйне хăй ятласа илчĕ те хĕрарăм, умĕнчи саппунĕпе пит-куçне шăлса типĕтрĕ.

Текста малалла вулăр...

П а р ă м

(К а л а в)
 
Пĕр кĕтесрен тепĕр кĕтесе чупкалать Анна Петровна. Ĕнтĕ тӳсĕмлĕхĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ темелле. Ăша лекнĕ ĕнерхи апат-çимĕç те, паянхи те хăй çинчен тăрăшсах пĕлтерет. Шаккать, канăçсăрлантарать вăл. Йӳçĕхет, пăлханать… Миçемĕш хут туртса пăхрĕ ĕнтĕ хĕрарăм «патша çуран çӳрекен» пӳлĕме. Çук, уçăлмасть лешĕ. Шаккаса та пăхать хĕрарăм. Лере çын çук пулас. Пулин — çур сехет таран ларман пулĕччĕ унта. Ĕç вăхăчĕ-çке. Шăрши-марши те симпыллă мар киленсе ларма. Çăрапах питĕрсе илнĕ иккен туалета. Акă юнашар пӳлĕмрен «Ăсталăх» хуçалăхăн тĕп экономисчĕ Елена Никандровна тухрĕ. Йăл-ял çиçет хăй. Калăн, лотерейăпа пысăк укçа выляса илнĕ. Темле чеен пăхать.
— Уçăр-ха хăвăртрах туалета. Кам питĕрсе хунă ăна? Намăс куратăп вĕт,-тархасласа пăхать куçран тĕп экономиста Анна Петровна.

Текста малалла вулăр...

ИТЛЕМЕРĔМ АННЕНЕ

(Калав)
Пĕр чарăнми йĕрет пĕчĕк Маша. Кăкăр ачисем çанталăка пула та канăçсăрланаççĕ. Анчах та урамра тĕлĕнмелле ырă, тӳлек çанталăк. Нарăс уйăхĕнчи çил-тăмансем кĕрлесе иртсе кайрĕç ĕнтĕ. Пуш уйăхĕ пырать. Çуркунне çитни пур енчен те палăрать. Пĕлет Катя, апать ыйтать пĕчĕк Маша. Юлашки укçине парса ăсатрĕ хĕрарăм упăшкине пепке валли «молочная смесь» текеннине туянма. Хăш лавккаран, мĕнле фирма кăларнине илмеллине те çырса пачĕ. Хăех кайнă пулĕччĕ те - ачан кĕпи-йĕмне çума пуçланăччĕ. Пĕлнĕ пулсан-и? Туххăмрах хăй чупса кайса килнĕ пулĕччĕ. Сехет çурă çитет Витали тухса кайнăранпа.
Çичĕ уйăх анчах киленейрĕ Маша амăшĕн кăкăрне ĕмсе. Кăкăр сĕчĕ чакса, чакса пычĕ те – пачах пĕтсе ларчĕ. Пĕчĕк пепке мĕнле тапалансан та, мĕнле тăрăшсан та сывлăх сĕткенне кĕтсе илеймерĕ. Аптăранă енне амăшĕн кăкăрне тин кăна тухнă пĕчĕк шăлĕсемпе шатăр!

Текста малалла вулăр...

Михаил Сугалов: «ВĂЛ «КĂЛКАН» ТĂК – ЭПĔ «СЕРТЕ» ПУЛАТĂП»

СЕРТЕ МИШШИ: «МАНА ÇАК ЮРĂ-СĂВĂСЕМСĔР ТĔНЧЕ ЮЛАС ПЕК ПУШАНСА…»
 
«Хирти тăман» (1995), «Йĕплĕ пуç кăшăлĕ» (1999), «Асăнмалăх» (2004), «Тăван сăмах» (2012) кĕнекесен авторĕ, Чăваш Республикин профессиллĕ Писательсен пĕрлĕхĕн тата Раççей Федерацийĕн Писательсен пĕрлĕхĕн членĕ Михаил Андреевич СУГАЛОВ (СЕРТЕ) 2012 çулхи утă (июль) уйăхĕн 12-мĕшĕнче 65 çул тултарать.
 
Мана çак юрă-сăвăсемсĕр
Юратнă пурнăç – пурнăç мар!
Туймастăп кун çути вĕсемсĕр,
Чечеклĕ улăх – улăх мар.
 
Мана çак юрă-сăвăсемсĕр
Çынна та намăс курăнма!
Хĕвел хĕртсессĕн те – хĕвелсĕр,
Хăват çитмест пек пурăнма.
 
Мана çак юрă-сăвăсемсĕр
Тĕнче юлас пек пушанса.

Текста малалла вулăр...

Унăн ячĕ – пьесăсенче, сăвăсенче, юрăсенче

Анатолий Сафронович 1937 çулхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Тутарстан Республикине кĕрекен Çĕпрел районĕнчи Чăнлă Шăхалĕнче çуралнă. Хурăнварти шкулта вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Пăвара механик специальноçне алла илнĕ. Шăхаль каччи часах Çурçĕр Казахстанри çеремлĕ çĕрсене парăнтарма тухса каять. Ĕç биографине тĕш-тырă туса илекен «Докучаевский» совхозра тытăнать. Çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн Курганти ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлӳ илет. Нумай çул ял хуçалăхĕнче зоотехникра вăй хурать.
Анатолий Чебановăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл — драматург, поэт, прозаик тата публицист. Раççей Писательсен союзĕн членĕ. Литературăпа вăл ачаранпах туслашнă. Çĕр ытла пĕр актлă тата нумай актлă пьеса, сăвăсем, калавсем, повеçсем çырнă. Чи ăнăçлă пьесăсенчен пĕри – «Праски инке хĕр парать» камит. К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕн сцени çинче çак спектакле çирĕм çула яхăн лартнă.

Текста малалла вулăр...

СЕРТЕ МИШШИ «ТАВРĂННИ»

Михаил Андреевич Сугалов-Серте Мишшине чăваш литературине эпĕ çавăтса кĕнĕччĕ. Эпир ун чухне Ульяновск облаçĕнче тĕпленсе пурăнакан чăваш писателĕсен йышне ӳстерсе союзăн ку тăрăхĕнчи уйрăмне уçас ĕмĕтпе хавхаланнăччĕ. Ĕмĕте пурнăçлама çамрăк вăйсем кирлĕччĕ. Çавна май уйрăмах Серте Мишшине шаннăччĕ.
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче облаçра тăван чĕлхепе «Канаш» хаçат тухма тытăнсан вăл унăн малтанхи авторĕсенчен пĕри пулса тăнăччĕ. Унăн сăвă çырас ăсталăхĕ курăмлăн ӳссе пыма пуçларĕ. Çырнисем хаçатра ярăмĕ-ярăмĕпех пичетленсе пычĕç. Каярах çав сăвăсем уйрăм кĕнекен те тухрĕç. Авторĕ куçăмсăр майпа вĕренсе Ульновскри И.Н. Ульянов ячĕллĕ педуниверситетра аслă пĕлӳ илчĕ. 1999 çулта вара РФ Писателĕсен союзĕн членĕ пулса тăчĕ. Анчах темле сăлтава пула пирĕн ĕмĕт пурнăçланаймарĕ – чăваш культури çуралнă хулара çĕнĕ ăрури писательсен ушкăнĕ йĕркеленсе çитеймерĕ.

Текста малалла вулăр...

ÇĂМАТĂ

(Валенки)
 
Лидия Русланова репертуарĕнчен
 
Эх, çăматă, эх, çăматтăм ман! Кивĕ, çĕтĕк, сапламан.
Хĕлле, самай кирлĕ чух савни патне тухма çук.
 
Хушса юрламалли:
Эх, çăматă, эх, çăматтăм ман, кивĕ, çĕтĕк, сапламан.
Эх, çăматă, эх, çăматтăм ман, кивĕ, çĕтĕк, сапламан.
 
Ырă чунăм, тусăм Микулай, килте лар, ниçта та ан кай.
Ан çӳре урам вĕçне, хĕрсене ан пар парне.
Хушса юрламалли.
 
Çĕрĕ парса çӳриччен çăматта тĕп хур ирччен,
Çĕрĕ парса çӳриччен çăматта тĕп хур ирччен.
Хушса юрламалли.
 
Тур курать, çын умĕнче, епле юрататтăм,
Савни патне юр çинче çаруран тухаттăм.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3.