Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

УÇСА ЯРСАМĂР КАНТĂК КАРКĂÇНЕ

Çĕр çинче
Çирĕмпĕрмĕш ĕмĕр.
Ирĕклĕ çын сăвăç.
Хăратмасть халь Çĕпĕр,
Пултăр çеç кăшт совеç.
 
Конкуренци – вăйлă.
Демократи – анлă.
Руç паян – хăюллă,
Нимĕçпе те туслă.
 
Аталан, Раççея,
Ăмăртуллă ăмăрт.
Пур енне вĕçейĕн
Пулăшсассăн вăхăт.
 
Ман Раççейĕм – сăвăç.
Ман Раççейĕм – юрăç.
Пултăр çеç кăшт совеç,
Ăнса пырĕ пур ĕç.
28.10.2011.
 
Кĕр
Паян ирех хура шăналăк тавралăх карнă тӳпене.
Хĕвелсĕр мĕскĕн пек çанталăк:
хурлантарать чун-чĕрене.
 
Асар-писер те айăн-çийĕн юхать,
мăнаçлăн пăлханать.

Текста малалла вулăр...

А Н Ш А Р Л И

Нина аппа, ыйхă çĕтнипе аптăранăскер, ыратакан урисене вырăн çинчех сăтăркалама пуçларĕ. Э-э-х! Ватлăх мар-и! Никама та шеллемест вара вăл. Каçхине «аншарли» текеннипе те сăтăркалаймарĕ урине хĕрарăм. Бутылка тĕпĕнче пăртак юлни пурччĕ те, кӳршĕ Сахрун лĕрккесе ячĕ. Çав эрех пичкинчен хăпса пулать-и вара? Вăл эрех ярса памасан пĕр çĕртен тепĕр çĕре улăм пĕрчине те куçарса хумасть. Нина аппан вара Сахрунран час-часах пулăшу ыйтма тивет. Пĕччен хĕрарăм мар-и? Килте арçын алли перĕнмелли тем чухлех. Лешне мĕн? Çутă пуçлине кăтартсан вăл тĕнчене те тепĕр майлă çавăрса хурĕччĕ. Вăйĕ çитсен паллах. Чĕлхипе вара капла та авăрттарать кăна. Пĕр стакан лаплаттарать те тути-çăварне çаннипе сăтăрса илет – э-э-х! пуçлать вара… Ăçтан кăна сăмахĕсем тухаççĕ! Пуринчен ытла влаçа лекет ун пек чух. Пӳрт стенисем епле тӳсеççĕ-ши?

Текста малалла вулăр...

Вĕри окрошка

Аякри çула тухатăн-и, пĕр кунлăха юта каятăн-и – хырăм яланах выçать. Телее, пур çĕрте те апат çиме кĕмелли столовăйсем пур. Ĕлĕк-авал Фёдоров çырнă «Арçури» поэмăри Хĕветĕр пек, çул çине кашнинчех хĕве çăкăр чиксе тухаймастăн.
Колхоз ĕçĕпе аякри çула тухнă туссем – Микулай, Элекçей тата Ваççук – апатланма кĕреççĕ. Ваççук, машина рулĕ умĕнче лараканскер, каярах юлать. Пĕр-пĕринчен йĕкĕлтешсе кулма, шӳт тума юратакан туссем Ваççукран кулма калаçса татăлаççĕ, окрошка илсе çиме лараççĕ. Урамран кĕнĕ юлташĕ те вĕсене курса окрошка илет. Микулайпа Элекçей кашăкĕпе окрошка ăсса илеççĕ те вĕри яшка çинĕ пек вĕре-вĕре сыпаççĕ. Ваççук ăсса илсе сыпать те унăн-кунăн тĕлĕнсе пăхкалать.
- Мĕншĕн манăн турилккери яшка вĕри мар, сип-сивĕ! - кăмăлсăрланса каять Ваççук юлташĕсене ӳпкелешсе.

Текста малалла вулăр...

Автор кăмăл-туйăмĕ – вилĕмсĕр хайлавĕсенче

Анатолий Сафронович Чебанов 1937 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Шăхаль ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1954-1956 çулсенче механика вĕренет. Çерем çĕрсене пăхăнтарнă çĕре Çурçĕр Казахстана яраççĕ. Ĕç стажне «Докучаевский» тĕш-тырă совхозĕнче пуçлать. Çарта пулать. Унтан Курганти ял хуçалăх институтне пĕтерет (1962). Хĕрĕх çул хушши зоотехник тивĕçĕсене пурнăçлать: вĕсенчен 25 çулне – ял хуçалăхĕсенче, 15 çул – ял хуçалăх управленийĕнче.
Анатолий Чебанов – Раççей Федерацийĕн Писателĕсен союзĕн членĕ, чăваш композиторĕсен Ассоциацийĕн членĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ. Хĕрĕх ытла кĕнеке авторĕ.
Чăваш композиторĕсем Анатолий Сафронович сăввисемпе икçĕр ытла юрă хывнă.

Текста малалла вулăр...

Валентина ТАРАВАТ: «ЭП ТЕЛЕЙ ÇĂМХИНЕ ЧĂМĂРТАТĂП…»

Пуçа таяр хĕрарăм умĕнче
Нумай-ши тав сăмахĕ калакан
Хĕрарăма çак тулăх çĕр çинче?
Кам пур хĕрарăм пек юратакан?
Кам пур хĕрарăм пек каçаракан?
Пуçа таяр хĕрарăм умĕнче.
 
Пуçа таяр хĕрарăм умĕнче.
Тав сăмахне çине-çине калар.
Пулсан анне е арăм юнашар –
Килет-çке пур çемьешĕн пархатар…
Пуçа таяр хĕрарăм умĕнче.
 
Пуçа таяр хĕрарăм умĕнче
Ачи-пăчи, мăнукĕ, тус-тăван.
Хĕрарăмăн ăш пилĕсĕр шăнан…
Унпа кăна пăтăрмаха чăтан…
Пуçа таяр хĕрарăм умĕнче.
 
Хушса юрлама:
Пуçа таяр, пуçа таяр,
Ăш сăмахсем ялан калар.
Анне, хĕрарăм – пĕр тĕнче…
Пуçа таяр ун умĕнче.

Текста малалла вулăр...

ЧĂВАШ ÇЫРАВÇИСЕМ

(2012 çулхи юбилейсем)
 
Кăрлач – январь
01-мĕшĕ – Маргарита Валентиновна Гурьева çуралнăранпа 50 çул (1962).
10-мĕшĕ – Анатолий Викторович Емельянов çуралнăранпа 80 çул (1932).
11-мĕшĕ – Юрий Илларионович Скворцов çуралнăранпа 80 çул (1932).
15-мĕшĕ – Николай Александрович Сандров çуралнăранпа 90 çул (1922).
17-мĕшĕ – Василий Иванович Антипов çуралнăранпа 75 çул (1937).
21-мĕшĕ – Людмила Валериановна Смолина çуралнăранпа 50 çул (1962).
22-мĕшĕ – Пётр Петрович Казанков (Хусанкай) çуралнăранпа 105 çул (1907).
23-мĕшĕ – Ефрем Васильевич Еллиев çуралнăранпа 105 çул (1907).
30-мĕшĕ – Георгий Васильевич Краснов çуралнăранпа 75 çул (1937).
 
Нарăс – февраль
03-мĕшĕ – Анатолий Сафронович Чебанов çуралнăранпа 75 çул (1937).

Текста малалла вулăр...

Килсем, килсем эс Çĕнĕ çул!

Çунатлă урхамахсемпе,
Çĕн чĕнтĕрлĕ çунипе,
Шур юрлă, кĕртлĕ çулсемпе
Çĕн çул килет ав сиккипе.
 
Хавхалантаракан кĕтрет –
Асамлăх курăнать санра.
Кашни этем куллен кĕтет
Телей Тăван çĕршывăмра.
 
Килсем, килсем эс, Çĕнĕ çул!
Хавхаланать ман чун-чĕре.
Кашни çемьешĕн ырă пул,
Телей парнелесе çӳре!
 
Лениногорск хули.

Çĕн çулта аваннине сунаççĕ

Сисĕнмест, çул хыççăн çул
Ăмăртса тенĕ пекех иртеççĕ.
Кашнин – хăй шăпи, кун-çул,
Пурнăçран аваннине кĕтеççĕ.
 
Кам – Кушак е Вут çĕлен,
Гороскоп паллиллĕ ывăл-хĕрĕ.
Сапăр пул эс, ан çиллен,
Ăраскал – хура-шурăллă тĕрĕ.
 
Телей, сывлăх, юрату…
Çĕн çулта аваннине сунаççĕ.
Кĕрекере хăпарту
Пултăр яланах тесе калаççĕ.

Серте Мишши: «КĔРЛЕТ-ХА ПУРНĂÇ!»

Хастарлă, маттур экипаж
«Канаш» хаçатăн паянхи калем маçтăрĕсене сума суса, хисеплесе
Пĕри çулăма хуплать кăкăрпа,
Вĕçет космоса тепĕри.
Хресчен тавăрать парăмне çăкăрпа,
Юрлать юрăсем кĕвĕри.
 
Çĕнрен хăпараççĕ юмах-хуласем,
Илемлĕ çуртсем-керменсем.
Вĕсен тупăнаççĕ пуян хуçасем –
Йăлтах пурнăçа пĕлменсем.
 
Вутсемлĕ-газсемлĕ планета кĕрлет,
Çĕр чăмăрĕ ункă тăвать.
Художник-çыравçă истори тĕрлет,
Ĕçлет пултаруллă чăваш.
 
Туссем тăрăшса кăлараççĕ хаçат,
Хаçатăн пур ячĕ –«Канаш».
Хуллен, ледокол пек, пĕрмай
пăр катать
Хастарлă, маттур экипаж!

Текста малалла вулăр...

Ш Ă Л Л Ă М

(Поэма)
 
1.
Эс çитмĕл çиччĕре пыратăн,
Геннадий шăллăм. Ăнсăртран,
Пĕр йывăçри тăван туратăм,
Хыпар çухалчĕ санăран.
 
Кĕтмен çĕртен кĕç телеграмма,
Çăхан пек, анчĕ ман тĕле.
Ăна сан ывăлу-мĕн янă
Июль уйăхĕнчи çĕрле.
 
«Атте куçне хупларĕ вилĕм,
Килсе çитсемĕр пытарма…»
Инкек хистерĕ илĕм-тилĕм
Инçе çула пуçтарăнма.
 
Эс, çар çынни, кайса тĕплентĕн
Яш чух Саратов тăрăхне.
Мана час-час аса илеттĕн,
Килсе çӳреттĕн хăш чухне.
 
Çула тухайрăмăр тăваттăн
Эпир, Чĕмпĕр чăвашĕсем.
Эп – чи тĕпри, тăм тивнĕ ватă,
Ытти – чи çывăх тăвансем.

Текста малалла вулăр...

ШĂХЛИЧЛĔ ЧЕЙНИК

Пĕчченçĕ пурнатăп эп, ватă,
Тургенев Герасимĕ пек.
Ларатăп та сăвă çыратăп -
Ман ĕçĕм те халь çакă çех.
 
Шутлатăп: кама поэт кирлĕ?
Пĕр ырлăх: хама хам хуçа.
Тăратăп сиксе каçлă-ирлĕ
Самант кантармасăр пуçа.
 
Çапах та пĕри аса илчĕ
Сасартăк паян ирхине.
Ял-йыш уявне пыма чĕнчĕ,
Ӳнер çыннисен уявне.
 
Мăнаçлă кермен кĕр кĕрлерĕ -
Хавас çын курма пĕр-пĕрне.
Чысларĕç мана та, кĕç лекрĕ
Каçхи сăвăсемшĕн парне.
 
Мана вăл питех те юрарĕ –
Янравлă шăхличлĕ чейник.
Сасси чĕрене çывăх мар-и,
Унпа сирĕлет манăн шик.

Текста малалла вулăр...

ШĂХЛИЧЛĔ ЧЕЙНИК

 
Пĕчченçĕ пурнатăп эп, ватă,
Тургенев Герасимĕ пек.
Ларатăп та сăвă çыратăп -
Ман ĕçĕм те халь çакă çех.
 
Шутлатăп: кама поэт кирлĕ?
Пĕр ырлăх: хама хам хуçа.
Тăратăп сиксе каçлă-ирлĕ
Самант кантармасăр пуçа.
 
Çапах та пĕри аса илчĕ
Сасартăк паян ирхине.
Ял-йыш уявне пыма чĕнчĕ,
Ӳнер çыннисен уявне.
 
Мăнаçлă кермен кĕр кĕрлерĕ -
Хавас çын курма пĕр-пĕрне.
Чысларĕç мана та, кĕç лекрĕ
Каçхи сăвăсемшĕн парне.
 
Мана вăл питех те юрарĕ –
Янравлă шăхличлĕ чейник.
Сасси чĕрене çывăх мар-и,
Унпа сирĕлет манăн шик.

Текста малалла вулăр...

ВĂРÇĂ АЧИСЕМ

Эпир, вут ĕнтнĕ вăрçă ачисем,
Çулсем çитмесĕрех пит хăвăрт ӳснĕ.
Паян çĕн пурнăç акнă калчасен
Ачалăхне кун-çул асапĕ хуçмĕ.
 
Эпир, вут ĕнтнĕ вăрçă ачисем,
Хĕн-хур тарăхăвне тӳссе ирттернĕ.
Аса килеççĕ хырăм выççисем,
Çиме çукран вĕлтрен яшки пĕçернĕ.
 
Пӳртре те сивĕ, каланкка хутман,
Укçи пулман-çке туянма вут-шанкă.
Аннесене ĕçре кăшт пулăшма
Тесе тумланнă та – ĕçе васканă.
 
Ачалăх тамăк пулнă вăхăтра
Мĕн-ма çуралнă-ши тесе хурланнă.
Тӳссе ирттерменрен хура-шурра
Эсир мана паян, паллах, ăнланмăр.
 
Иртни аса килет чуна çурса,
Килте анне яваплă виç ачашăн.

Текста малалла вулăр...

Валентина Тараватăн ачалăх тĕнчи

Ульяновскри пĕрремĕш социаллă педагогика колледжĕнче облаçри паллă писателĕн Валентина Тараватăн пултарулăхне халалланă “Судьба – великий дар от бога” литература каçĕ иртрĕ. Вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институтри шкул çулне çитмен ачасен воспитанийĕн, наци кафедрисем, Ульяновскри 199-мĕш ача сачĕ, педколледж йĕркеленĕ уявра институтра кăларнă “Мир детства Валентины Тарават” методика пособийĕн паллашăвĕ пулчĕ.
Педколледжра вĕренекенсем литература каçне тăрăшса хатĕрленнĕ. Валентина Тараватăн пурнăçĕпе паллаштарчĕç, компьютерпа унăн тĕрлĕ çулсенчи сăн ӳкерчĕкĕсене кăтартрĕç, каласа панă май сăмахĕсене поэтессăн сăвви-юррипе çирĕплетрĕç. Ачалăхри сăввисене, ачасем валли çырнисене 199-мĕш ача сачĕн шăпăрланĕсем, педколледжра вĕренекенсем илемлĕн вуларĕç. Валентина Тараватăн улттăмĕш класра çырнă пĕрремĕш сăввине чăвашла Ангелина Столярова каласа пачĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3].