Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Çуркунне

Март çитрĕ, кайрĕ хĕл
вăйран,
Тустаркалать хутран-ситрен.
Кĕтсе илет лаштра йăмра
Кураксене-мĕн инçетрен.
 
Мухтатăп эпĕ вĕсене:
Çил-тăмана пăхмасăрах
Йăмра çинчи йăвисене
Пуçлаççĕ юсама часрах.
 
Часрах йăва çавăрмалла,
Кăлармалла шип-шип
чĕпсем.
Кашнин пуласлăх пулмалла
Тата çап-çутă ĕмĕтсем.
 
Хакли те çук çак тавраран,
Çуралнă çакă çĕршывран.
Тăван йăмра, хăва ăшши...
Ырăраххи тупайăн-ши/

Çуркунне

 
Иртен ир çурхи кун вăранать –
Тухăçран хĕмленсе шăранать.
Вăй выляççĕ Хĕвел шевлисем –
Таврана çутатаççĕ вĕсем.
 
Çĕр-аннемĕр тăхăннă çĕн тум –
Тăнăç пурнăçшăн ăна чăн сум.
Çуркуннехи асам сăпкинче
Киленсе вăй илет çут тĕнче.
 
Çуркунне, чăнласах та, юмах:
«Ан вĕçлен чунсенче!» – ман сăмах.
Вилнĕ чун чĕрĕлсе вăй илет –
Юратса пурăнассăм килет!
 
 
Ульяновск хули.

Çĕнĕ çул юрри

Мамăк евĕр юр çăвать,
Йăлтăртатса куç пăвать.
Хĕл Мучипе Юрпике
Килсе çитрĕç праçнике.
 
Унăн ячĕ – Çĕнĕ çул!
Эсĕ – кивви – сывă пул!
Вăхăт шăвать малалла,
Чакма май çук каялла.
 
Чăрăш çинче теттесем,
Ытларах – упăтесем.
Вĕсен çулĕ – савăнар,
Килĕштерсе пурăнар.
 
Чунра пĕттĕр ырату,
Хуçалантăр юрату.
Ун чухне веçех пулать,
Пурнăç телейпе тулать!
 
Мамăк евĕр юр çăвать,
Йăлтăртатса куç пăвать.
Хĕл Мучипе Юрпике
Килсе çитрĕç праçнике.

Тăвансем, ыталатăп сире!

Тăвансем, ыталатăп сире!
Тăвансем, ыталатăп сире!
Ыталатăп сире тăванла.
Эпир пур-ха паян тĕнчере –
Пăрăнсан та çулсем тăвалла.
 
Тăвалла васкасан та çулсем –
Кам чарать пĕр-пĕрне юратма/!
Эпир сывă, хĕвеллĕ чунсем,
Юрамасть пĕр-пĕрне çухатма.
 
Пĕр-пĕрне çухатма юрамасть –
Тăвалла талпăнсан та çулсем!
Пĕччен чун савăнса юрлаймасть –
Сахал чух шеп туптаннă туссем.
 
Шеп туптаннă туссем тупăнсан
Чулсене те пулать салатма.
Салатаççĕ – пĕрле тытăнсан,
Юрамасть пĕр-пĕрне çухатма.
 
Эпир пур-ха паян тĕнчере –
Сулăнсан та çулсем тăвалла.

Текста малалла вулăр...

Çĕрпе пĕлĕт хушшинче...

Тавах, мана кун панă çут тĕнче!
...Вун ачаран эп – кĕçĕнни.
Вун кайăкран эп – чи çĕнни.
Кăлкан пек çӳçĕмĕм пуçра.
Çыртма йĕм хывăнман кутран...
Пурăннă – çĕрпе пĕлĕт хушшинче...
 
Тавах, мана кун панă çут тĕнче!
...Аннеçĕм – суккăрлăх чури –
Пĕртен-пĕр шанчăклăх чунри.
Аттеçĕм ĕннĕ вăрçăра,
Чĕри ун, калăн, хурçăран...
Пурăннă – çĕрпе пĕлĕт хушшинче...
 
Тавах, мана кун панă çут тĕнче!
...Вĕреннĕ... Пиçнĕ... Çитĕннĕ...
Çĕршыв хӳттипе витĕннĕ.
Атте-анне пилленĕ мул –
Тумхахлă та телейлĕ çул...
Пурăннă – çĕрпе пĕлĕт хушшинче...
 
Тавах, мана кун панă çут тĕнче!

Текста малалла вулăр...

Мĕншĕн эп пултăм ытлашши/

Çуратман ачасен юрри
 
Çураласчĕ анне килĕнче,
Курайрасчĕ манăн çут тĕнче,
Пулайрасчĕ юратнă ачи,
Сикейресчĕ аркă çийĕнче.
Ай-ай, аннеçĕм, ай,анне!
Ан тат пурнăçа ахалех.
Эпĕ санăн чĕрӳ çумĕнче,
Ман кăвапа санпала пĕрле.
Ан уйăрсам хăвăнтан мана,
Сансăр питĕ хăрушă чуна.
Ай-ай, аннеçĕм, ай, анне!
Мана çуралма шанчăк пар.
Выляйрăттăм атте килĕнче,
Вĕренĕттĕм пысăк çын пулма,
Вăй пухăттăм тулăх пурăнма,
Ватăлсассăн сире пулăшма.
Итле, анне, итле, атте!
Сире тав тăвăп ĕмĕрех.
Мĕншĕн эп пултăм ытлашши/
Манран пулмарĕ пурнасси.

Текста малалла вулăр...

Анатоли ЫРЬЯТ: «ÇУРКУННЕ! ЧУН ЮРЛАТЬ!»

"ЭРЕВЕТ"
 
Эреветлĕн юрă шăрататпăр
Эртелпе каçхи вăййа тухсан.
Таврана ачашшăн вăрататпăр -
Кам ăмсанмĕ халь пире курсан.
 
"Эревет", "Эревет"!
Пĕтĕм Чĕмпĕр Ен кĕрлет.
"Эревет", "Эревет"
Ятлă пирĕн сумлă рет.
 
Тумсем капăр – пăхса ытараймăн,
Халăх тĕррисем-эрешĕсем.
Ретĕн килĕшӳллĕн шăрçаланнă
Хирти чечек евĕрлĕ вĕсем.
 
Пире хапăллаççĕ, йыхравлаççĕ,
Чĕмпĕр Ен элчи вăл "Эревет".
Савăк юрăсемшĕн тав тăваççĕ -
Çакă мар-и пысăк чыс, тивлет!
 
ТĂВАН КИЛ
 
Тĕлĕкре те куç умне тухаççĕ
Юмахри пек тăван вырăнсем.

Текста малалла вулăр...

УРХАМАХ ПЕК ÇУЛСЕМ ВИРХĔНЕÇÇĔ

Урхамах пек çулсем вирхĕнеççĕ:
Тен, памасть тулăх пурнăç сисме.
– Сывлăх пултăрччĕ çирĕп! – тееççĕ, –
Пурнăçран сăлтав пулмĕ писме.
 
Шăпана çăлтăрсем палăртаççĕ:
Лаша çулĕ кăçал – ĕç ăнать.
– Пархатарлă та чыслă, - калаççĕ, –
Хуçине парăнса пăхăнать.
 
Чăвашсемшĕн ниме – тĕп уявах,
Ушкăнпа пуçăнсан – ĕç вĕрет.
Пирĕн майлă шăпа, ăна – тавах,
Пĕр-пĕрне ăнлансан – ăс кĕрет!
 
Ытти халăх пиртен тĕслĕх илтĕр
Ĕç тума, юратма, туслашма…
Чăвашсен уявне хапăл килтĕр
Кар тăрса юрлама, ташлама!
 
Урхамах саламне йышăнсамăр:
Ырлăх, сывлăх пире вăл пиллет.

Текста малалла вулăр...

Ю р ă

 
Çиле майăн ылтăн çулçăсем вĕçеççĕ,
Иртнĕ çамрăк вăхăта ас илтереççĕ.
 
Епле ырăччĕ, тӳлекчĕ çурхи каçĕ –
Çепĕç туйăмсем çапла асран каймаççĕ.
 
Пахчари чечек саратчĕ шурă çĕмĕрт,
Малалла чуна чĕнетчĕ çутă ĕмĕт.
 
Ăшă çил çӳçе шăлатчĕ, ачашлатчĕ,
Сарă хĕр куçран пăхатчĕ, йăл кулатчĕ.
 
Çав самант ăна пĕрремĕш хут чуптурăм,
Юрату асамлăхне чĕремпе туйрăм.
Ешĕл тумлă чĕлтĕр! çамрăк вăхăт иртрĕ,
Арлă-арăмлă çу кунĕ килсе çитрĕ.
 
Умлăн-хыçлăн ачасем çитĕннĕçемĕн
Кăмăлĕ тулса çитет ĕçри этемĕн.
 
Çулçă ӳкнĕ пек вĕсем ӳссе саланчĕç,
Çырă çӳçĕм шухăшпа кĕç чăпарланчĕ.

Текста малалла вулăр...

Ырă ят

«Канаш» хаçат ĕçченне Анатоли Ырьята
 
Сăвă вулать чăваш çынни,
Чĕрисенче илем юлать.
Кам-ха çавна çыраканни?
Чăваш поэчĕ вăл – Ырьят.
 
Повесть вулать чăваш çынни,
Вăл хурланать те савăнать.
Кам-ха çавна çыраканни?
Чăваш прозаикĕ – Ырьят.
 
Эрнесерен чăваш çынни
Хавасланса «Канаш» вулать.
Кам-ха хаçат тăваканни?
Чăваш журналисчĕ – Ырьят
 
Ан ывăн, пул хастар, Ырьят.
Чăвашшăн эсĕ Ырă Ят.
 
Ульяновск хули.

ÇĔНĔ ПУСĂМ

(П о э м а)
 
«Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр».
(И.Я. Яковлев)
 
«Чăваш пĕтсен – тĕнче пĕтет»,–
Такам пĕлсе-ши сарнă ахрăм?
«Анчах та пур-ха, пур кĕтрет»,–
Тесе эп çĕнĕ вăрлăх акрăм.
 
Ку вăл – чĕлхе, тăван чĕлхе.
Вăл пур чухне пĕтмест ман халăх.
Ун витĕмĕ – ĕмĕрлĕхе,
Илемĕ-сумĕ ун яланлăх.
 
Вăл пур чухне этем пуян,
Вăл пур чухне этем хăватлă.
Паян ахаль-и санпалан
Туятпăр хамăра çунатлă.
 
Сăмахпала çапса хуçма
Пулать çынна е çĕклеме те.
Пулать ăна хăртса вăрçма,
Суранлансассăн сиплеме те.

Текста малалла вулăр...

Юлташла пуплев

Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Мария Ульяновапа Петĕр Хусанкай ячĕллĕ премисен лауреатне, чăваш поэзийĕн çăлтăрне - Анатолий Юмана халалласа
 
Пиччемĕм, вăхăту пулсассăн
Пуплер-ха юнашар ларса.
Ан хирĕçле, пулсамччĕ сапăр,
Хурсамччĕ сехетне чарса.
 
Пуçу кăштах пулин те кантăр
Сирĕлейми шухăшсенчен.
Чунушăн ним пулмарĕ янтă
Пурăнуçун тăрăшшĕнче.
 
Телейӳ тем тарса çӳрерĕ
Ачалăхри ӳсĕмӳнте.
Пĕр шелсĕр хуйхă-суйхă ерчĕ –
Çаксем пĕртте килмен пиртен.
 
Санпа эпир çуралнă мар-и
Ялти учитель çемйинче?
Анчах шăпамăрсем ăнмарĕç –
Аттемĕрсем çĕр айĕнче.

Текста малалла вулăр...

Автопортрет

«Что касается остальных автобиографических
сведений – они в моих стихах»
Сергей ЕСЕНИН.
 
 
Ача чух кам кăна çырман-ши сăвă?
Ача чух кам кăна ӳкерчĕксем туман?
Чылайăшĕн кайран сӳнет çав ăвă.
Чи малтанхи хĕлхем – ӳнер тĕнчиччĕ ман.
 
Умра мĕскер куратăп – ӳкереттĕм,
Хут-кăранташ ал айĕнче ялан.
Кĕç-вĕç кăсăклантарчĕ манăн ĕçĕм
Килтисене те ĕнтĕ хушăран.
 
Пускил карчăкĕсем киле иленнĕ –
Сăмах ваклатчĕç пухăнса пĕрмай.
Ак хут çинче, пурнăçри пек, илемлĕ
Ларать çип арласа ман кукамай.
 
-Хăш самантра сана курса ӳкернĕ?
Шăп каснă лартнă ху эс, Матрĕне!

Текста малалла вулăр...

Вуланмасăр юлнă сăвă

Упрăр ачăрсене, амăшĕсем!
(Маргарита Алигер.)
 
«Упрăр ачăрсене, амăшĕсем!
Чĕркуççине ыраттарсан
е кĕпине, ал-урине вараласан –
ăна шывпа çуса яма пулать.
Ун чух пăхсан – чун савăнать.
Ачăрсенче чун сипетне упрасчĕ уйрăмах,
вăл – пуринчен те хаклăрах,
варалансан çуса тасатма çук –
ĕмĕрлĕхех юлать».
Çур ĕмĕр каялла поэт
çапла асăрхаттарнă,
ача амăшĕсем, сире.
Паллах, вуланă хыççăн çын пĕлет –
ун чух ансат чарса лартмашкăн чир-чĕре.
Çĕн ĕмĕрте тупса вуларăм
поэт хăварнă çак ăс пĕрчине.
Анчах та мĕн-ха асăрхарăм:
çак кĕнеке страницине
вулавăшра хальччен никам уçса курман,
страници касăлмасăр юлнă, вуламан.

Текста малалла вулăр...

СЕРТЕ Мишши: «Янра, кĕрле, тăван чĕлхемĕр!»

Янра, кĕрле, тăван чĕлхемĕр,
Ыттисенчен эс кая мар!
Ман юрату, çăлкуç, чĕкеçĕм,
Чăвашăн чунĕнчи кăвар!
 
Мĕнле асап кăна курмарăн,
Эс чăтрăн, тӳсрĕн мăшкăла.
Çĕршыв пушарĕнче çунмарăн,
Çĕклентĕн хирĕç тăвăла.
 
Чансен сасси пекех янрарăн.
Вĕçет пуль ахрăм космосра.
Унта та эс ятна ямарăн –
Хăвартăн палăк Уçлăхра!
 
Раççей ытамĕнче сăпайлăн
Хăв юрруна хитре юрлан.
Руç суранне тăванлăн пайлăн
Кĕтмен çĕртен сиксе тухсан…
 
Эс – шурсухал, ăсчах, асамăç,
Пуласлăх çăлтăрĕ, тĕллев!
Эс çухалсан – пире палламĕç,
Санра, санра пурнать телей!

Текста малалла вулăр...

Çуркунне килет!

Куçсене шартса хĕвел çĕкленчĕ,
Çĕр хывасшăн шурă кĕрĕкне.
Çуркунне килет хĕр пек именчĕк –
Пытанса юр сăрчĕсем хыçне.
 
Кăчкă йывăççи те кĕмĕлленчĕ:
Тухса ларчĕç мамăклă чĕпсем.
Çерçи савнăçĕ – умри кӳлленчĕк,
Çат-çат-çат! тăваççĕ çунатсем.
 
Кăлăк чăххисем пек кăтиклеççĕ
Çырмасем – кăтартрĕç сар тăмне.
Пăрçĕмрен чарланăн хӳри вĕçĕ
Хуçрĕ çурмаран хĕл çурăмне.
 
Хурăн тăррисем хăмăр кăваккăн
Курăна пуçларĕç сăнĕпе.
Ăвăс йывăççин хуппи те акă
Ешĕл сăрăпа сăрланă пек.
 
Пăхăр- курăр: уй-хир урлă килчĕ
Çуркунне ула кĕсре çинче.

Текста малалла вулăр...

Çитрĕ Аслă çăварни

Нарăс уйăх, нарăс уйăх вĕçĕнче,
Тытăнасшăн, тытăнасшăн çуркунне:
Пĕчĕкленнĕ кĕртсен çӳллĕш хирсенче,
Пикенсех тумла тумласшăн пӳрт умне.
 
Çитрĕ чаплă, çитрĕ Аслă Çăварни,
Ăсататпăр, ăсататпăр хĕллене.
Ăçта эсĕ? Курăнмастăн, чун савни,
Ма тухмасăр çунтаратăн чĕрене?
 
Савнă тусăм, савнă тусăм, сан çинчен
Çураласшăн, çураласшăн сăвăсем.
Тухма хатĕр вĕсем манан чĕререн
Юрату вăратнă çепĕç юрăсем!
 
Илт-ха, тусăм, илт-ха, тусăм ман сасса,
Тух-ха, эсĕ, тух-ха эсĕ урама.
Çĕнĕ юрă эп юрлатăп юратса,
Тух-ха, тусăм, тух-ха çумăн юрлама!
 
 
Тутарстан,
Нурлат хули.

Текста малалла вулăр...

Чăвашсем, тăвансем…

Чăвашсем, тăвансем,
Сайралатпăр çулсерен.
Ютшăнаççĕ çамрăксем
Хамăр тăван чĕлхерен.
 
Чăваш сумсăр вăл тесе
Çаврăнатпăр вырăса.
Хамăра мĕскĕнлетсе
Ма юлатпăр намăса?
 
Ăнланаççĕ ваттисем :
Чăвашсен – пĕрлешмелле…
Аттесем, асаттесем
Ĕмĕр пурăннă пĕрле.
 
Çухатсан чĕлхемĕре
Ăçта тухăпăр пырса?
Хисеплемĕç те пире
Халăх вырăнне хурса.
 
Вырăса та тутара
Çаврăнаççĕ ентешсем…
Эпир пур! Тавах Турра!
Çук, пĕтмен-ха чăвашсем!
 
Салатайрĕ самана
Чăваша тĕрлĕ енне.

Текста малалла вулăр...

Раççей гражданинĕ Жерар

Епле кăтартаççĕ, çыраççĕ!
Эпир те пĕр сăвă çырар.
Ютсем шикленсе те тăмаççĕ –
Раççей гражданинĕ Жерар!
 
Пайтах мигрантсем халĕ пирĕн,
Туссемшĕн çĕршывăмăр – тус.
Таса чунлисемшĕн пур ирĕк –
Кунта тĕпленесшĕн француз.
 
Пуян Депардье. Пит мухтавлă,
Тĕнче тĕлĕнмелĕх актёр.
Ун тинĕс пек ячĕ шăв-шавлă,
Пĕлет пуль чи лăпкă шахтёр.
 
Пурте хăнана ав чĕнеççĕ,
Аванччĕ – килсен Чĕмпĕре.
«Ильич ламписем» те сӳнеççĕ…
Тен, çутĕ çĕнрен Депардье.
 
Раççей ĕмĕртен пулнă туслă
Мала ăнтăлан Франципе.
Юлташлă пулсан çеç хăрушлăх
Хăратмĕ хаяр сассипе.

Текста малалла вулăр...

Тавах Хĕл Мучине

Таврана çап-çутă турĕ,
Савăнтарчĕ чунăма:
Çепĕç мамăклă шап-шурă
Юр хупларĕ урама.
 
Тĕксĕм кунĕ, тĕттĕм каçĕ
Тăрса юлчĕç хыçалта;
Шурă юрăн халĕ влаçĕ
Çитрĕ, Çĕнĕ çул тулта.
 
Ачасем килте лармаççĕ,
Тумланаççĕ те вĕсем
Урама илсе тухаççĕ
Çунасем те йĕлтĕрсем.
 
Ту патне тӳрех чупаççĕ,
Хăпараççĕ ун çине.
Ярăнса унтан анаççĕ
Тав туса Хĕл Мучине!
 
Тутарстан,
Нурлат хули.


■ Страницăсем: [1], 2.