Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Я Л Т А

(Ваççа Аниççи майлă)
 
Ялта лăпкă, пит лăпкă,
Пĕр сас-чӳ те илтĕнмест.
Ыйтса пĕлме çын çуккă.
Ватти пур. Хăлхи илтмест.
 
Кăшкăрашса калаçсан
Тин пĕлтĕмĕр чăннине.
Ывăлĕ ĕçсĕр юлсан
Ялтан тухса кайнине.
 
Вăл «вахтă» меслечĕпе
Кайса çӳрет Мускава.
Уйăхĕпе-эрнипе
Ернĕ çакă хускава.
 
Кĕçех шĕкĕр хулара
Тупнă еркĕн майрине.
Çакăн евĕр мыскара
Ку чухне мăй таранах.
 
Çамрăк çемье арканнă,
Кил-йыш юлнă тăлăха.
Ваттин чунĕ чулланнă -
Унăн кĕтни кăлăхах.
 
Кӳршĕ арăмĕ Евтук
Пурăнать пĕччен вăрах.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ çул

Илемлетрĕ хулана,
Уй-хире те вăрмана
Шурă юр, шурă юр, шурă юр!
Шак! шаккарĕ кантăкран,
Кĕме хатĕр алăкран
Çĕнĕ çул, Çĕнĕ çул, Çĕнĕ çул!
 
Хытă, харăс чĕннипе,
Хĕрлĕ, пысăк миххипе
Хĕл Мучи ак кĕрет, ак кĕрет.
Тараватлă пулнипе,
Хăйĕн ырă аллипе
Парнесем валеçет, валеçет!

Савса килсем эс, Çĕнĕ çул!

Çунатлă çил-урхамахсемпеле
Эрешлĕ çĕнĕ çунипе,
Пăр-юрлă, кĕртсемлĕ çулсемпеле
Çĕн çул килет ав юрттипе!
 
Савса килсем, асамлă Çĕнĕ çул!
Сана кĕтетпĕр кăмăлтан.
Пире парнеле-ха эс ыр кун-çул,
Хавхаланса пурнар ялан.
 
Ватти-вĕтти илемлĕ тумпала
Сана кĕртеççĕ алăкран.
Савăнăçлă шухăш-кăмăлпала
Парне кĕтетпĕр-çке санран.
 
Яш-кĕрĕм те хавас кĕтет сана
Керменри бал-маскарадра.
Шăв-шавсăр пултăр-ха халь самана
Янратăр юрă çĕршывра!
 
Килсем, килсем эс, савăк Çĕнĕ çул –
Шанăçлантаракан кĕтрет.
Çĕр-планета çинче шав тăнăç пул –
Сăпайлăхна кашни кĕтет.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ çул ячĕпе тата Раштавпа саламлатпăр!

Чĕрмелли календарь листине ак тататăп:
Юлашки ку, ыран – Çĕнĕ çул.
Юр çăвать. Кантăкран сăнаса калаçатăп
Хампа хам: «Иртен çулăм, сыв пул!»
 
Курмалли, илтмелли те кăçал самай пулчĕ –
Ĕнтĕ пурнăç çапла, мĕн тăвар?
Парăнма шутламан та: «Кивви кая юлчĕ,
Çĕннине çĕкленсе саламлар!»
 
Шыв Çĕленĕн çулне ал парса кĕтсе илĕр –
Сăхасран хăрама кирлĕ мар!
Ырлăхра, хăтлăхра сирĕн пултăрччĕ килĕр –
Çут тивлетĕн ан хăртăр тымар!

Шурă юр

Çĕре хупларĕ шурă юр –
Хĕлле ак çитрĕ васкаса.
Илемлĕ питĕ! Тухса кур –
Тулта халь çутă та таса.
 
Ӳкет тӳлеккĕн çаврăнса
Çемçе юр шурă çĕр çине.
Сана чĕнетĕп юратса,
Пăхсамччĕ эсĕ ман çине.
 
Парсамччĕ, тусăм, аллуна,
Утар çуталнă урампа.
Сана парнелĕп çак куна,
Пĕрле пулсассăн эс манпа.
 
Пĕрле, савниçĕм, саламлар,
Кĕтсе илер-ха хĕллене.
Юратăва пĕрле парар
Юрпа çуталнă тĕнчене!
 
 
Тӳрĕрех утасчĕ
 
Ӳкрĕ, ӳкрĕ юрĕ çĕрĕпе,
Çĕре витрĕ çутă витĕпе.
Шур юрпа пĕркенчĕç урамсем,
Курăнмаççĕ пирĕн сукмаксем.

Текста малалла вулăр...

ПУРНĂÇРИ ПĂТĂРМАХСЕМ

Василий Ксенофонтович Журавлёв 1952 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕнче Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Саплăкра çуралнă. 1970 çулта вăтам шкул пĕтернĕ. 1973-1974 çулсенче Ульяновскри милици шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн пилĕк çул Кивĕ Майна районĕнче халăх пултарулăх ушкăнне ертсе пынă. 1980 çулта Ульяновска куçса килнĕ те тăватă çул СИЗОра контролёрта вăй хунă. Тăватă çул Засвияжски районĕн прокуратуринче водительте пулнă. Çав хушăра куçăмсăр майпа Хусанти музыка училищинче баяниста вĕреннĕ. 2008 çултанпа тивĕçлĕ канура. Сăвăсем хайлама хĕрĕх пиллĕкре анчах тытăннă: мĕн курнине сăвăлатса кăтартнă. Чи пирвайхи «Анне» ятлă сăвви Çĕпрел районĕн хаçатĕнче («Тăван ен») пичетленнĕ.
Василий Журавлёв хăйĕн сăввисенче хальхи саманари пурнăçăн тӳнтер енĕсене сăнарлама тăрăшать.
 
 
ПУЯНСЕН ВĂРÇИ
Сахар, Макар, Кавĕрле
Пухăнчĕç паян пĕрле
Пурнăçа сӳтсе явма –
Сывлăшран укçа тума.

Текста малалла вулăр...

Поэзи

ĔЛĔКХИЛЛЕХ
Ĕлĕкхиллех: Атăл çумра,
Тăват хутлă çурт, троллейбус шавĕ.
Ильич утать. Алли – хыçра.
Хула çинче чĕкеç пасарĕ.
 
Апла та мар, çăка пахчи
Ӳссе çитсе ватăлнă, ваннă.
Чечекĕсем – тăвап апчхи!
Тĕсрен пăхсан самай шупкалнă.
 
Ват Шупашкар! Сан ытамна
Самрăк чухне çитме васкарăм.
Ĕмĕтĕме, тĕп ыйтăва
Чуна уçса каласа патăм.
 
Мана эс патăн ик çунат:
- Вĕçех, ачам, çул уçă саншăн!
Хăпартмаллахчĕ чул çурт ман -
Йывăç çурт çеç лартма пултартăм.
 
Ĕлĕкхиллех: Атăл çумра,
Тăват хутлă çурт – ăш-чикки шавлă.
Яланах яш шур Шупашкар -
Эпĕ кăна шуралнă, ватă…
2004 çул.

Текста малалла вулăр...

САН ÇĂЛТĂРУ ХĂПАРĔ ТӲПЕНЕ

(Сонетсен кăшăлĕ)
 
1.
Тавралăха тĕксĕмлĕх хупăрларĕ.
Вырнаçрĕ чунсăрлăх чĕресене.
Никам та пытармасть хăй намăсне.
Хуть кам паян чысне сутма пултарĕ.
 
Йĕркелĕхе ниçта та халь кураймăн.
Хăй юррине юрлать-çке ав ултав.
Кам тĕрĕс мар пырать – ăна мухтав.
Таса çĕре утма та çул тупаймăн.
 
Чапа тухма ăçти çуках пултарчĕ –
Хăй кĕсйине вăл укçапа тултарчĕ,
Янрать ун ылтăн-кĕмĕл хăлхинче.
 
Юлташлăха сутса яма пултарчĕ,
Тĕрĕс çулпа çӳрекенсенчен тарчĕ.
Сăваплăха манса пырать тĕнче.
 
2.
Сăваплăха манса пырать тĕнче.

Текста малалла вулăр...

ÇАРАН ÇИНЧЕ

Çӳллĕ курăк хушшинче
Карăш авăтать.
Лăпкă çилĕ вĕрнипе
Тырă хумханать.
Çӳлте, кăвак тӳпере
Тăри юр юрлать.
Ун хаваслă юррипе
Тавра савăнать.
 
Ав ем-ешĕл улăхра
Карăш авăтать,
Путене юрлать,
Шăпчăк савăнать…
 
Çитрĕ утă уйăхĕ,
Çитрĕç шăрăхсем.
Тухрĕç уя ваттисм,
Тухрĕç çамрăксем.
Çинçе пилеш авăнать.
Хĕвел йăл кулать.
Ĕçчен халăх савăнать.
Ĕç ăнса пырать.
Тухрĕ халăх уява
Вăрман хĕррине.
Чыслăн ларчĕ вырнаçса
Ват юман айне.
Вăййа тухрĕç сар хĕрсем
Юрă юрласа.

Текста малалла вулăр...

ТĂВАН ЯЛĂМ

Ирсерен эп вăранатăп
Хӳхĕм шăпчăк сассипе.
Сывлăм çийĕпе утатăп -
Чун юрлать савăннипе.
 
Тăван ялăм, савнă ялăм
Яланах ман асăмра.
Эсĕ – Çимĕк, эсĕ – Калăм…
Яланах тăран умра.
 
Сар хĕвелĕ ăшшăн-ăшшăн
Хĕм сапать çӳл тӳперен.
Салам пултăр пур чăвашшăн
Çӳлти тĕпсĕр тинĕсрен.
 
Тăван ялăм ман çĕкленет
Çулсерен мар, кунсерен.
Чĕрем юрласа киленет
Тăван ялăм сан çинчен.
 
 
Чăнлă районĕ,
Кивĕ Улхаш ялĕ.

С А Л Т А К

Кун-çул панă Турă пурăнма,
Çут тĕнче ăшшинче савăнма.
Вăрçă хуçнă, амантнă çулсем –
Манăçми асра юлнă çулсем.
 
Выçлăхне, нушине халăх чăтнă -
Çĕршыв юлнă кĕллĕ çĕр çине.
Чăнтăхса, шăл çыртса салтак çăтнă
Вăрçă вучĕн йӳçĕ тĕтĕмне.
 
Салтак утнă вут-хĕмлĕ çулпа.
Çуран виçнĕ çур Европăна.
Телейлĕ малашлăх сунса
Хăй çинчен веçех кайнă манса.
 
Ватти те, вĕтти те сĕткен илнĕ
Çĕр çинче ӳсекен курăкран.
Сахал-ши хурланса эпир йĕнĕ
Аттесем вăрçса пуç хунăран?
 
Çуркунне ешĕл курăк шăтсан
Эпир çинĕ мăян, пултăран…
Иртнишĕн кулянма кирлĕ мар,
Салтака асăнса пуç таяр!

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].