Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Кĕнеке – нумай çулхи ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ

Ульяновскри 17-мĕш номерлĕ «Содружество» вулавăшра Лидия Фёдоровнапа Светлана Григорьевна Ярославскаясем кăларнă «Наши помощники в лесных делах» кĕнекен хăтлавĕ иртрĕ.
Мероприятие вырăнти чăваш таврапĕлӳçисем, вĕрентекенсем, çыравçăсем, Ульяновскри иккĕмĕш номерлĕ ачасен пултарулăх çурчĕн педагогĕсемпе вĕренекенĕсем, Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем, ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç.
-Тĕлĕнмелле кĕнеке пухса хатĕрлесе кăларнă авторсем. Вĕсенчен пĕри – пурнăçĕнче педагогика ĕçне 50 çул панă, РФ тава тивĕçлĕ учителĕ, Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ, облаçри «Çулталăк вĕрентӳçи» конкурс çĕнтерӳçи, Хисеплĕ таврапĕлӳçĕ, ĕç ветеранĕ, облаçри «Материнская слава» Хисеп кĕнекине кĕртнĕ Л.Ф. Ярославская. Соавторĕ – унăн хĕрĕ, Ульяновскри 2-мĕш номерлĕ ачасен пултарулăх центрĕн информаципе методика уйрăмĕн заведующийĕ, педагогика наукисен кандидачĕ С.

Текста малалла вулăр...

ЧАПШĂН МАР – ТĂВАН ХАЛĂХШĂН!

Д.В.Кузьмина халăх ура çине тăрса, тăвăллăн алă çупса чысларĕ!
 
Çăварни эрни Чĕмпĕр чăвашĕсемшĕн интереслĕ те тухăçлă иртрĕ. Шăматкун ентешсем Ульяновск районĕнчи Ишевкери Культура керменĕнче — чăваш чĕлхипе культура кунне паллă тума пуçтарăнчĕç. Çак уявра тин кăна кун çути курнă «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекен иккĕмĕш томĕн хăтлавне ирттерчĕç. Уява Шупашкар хулинчен, Пушкăрт Республикинчен, Тутарстанран, Саратов облаçĕнчен, Ульяновск облаçĕнчи Димитровград хулинчен, Тереньга, Чартаклă тата Чăнлă районĕсенчен хаклă хăнасем килсе çитрĕç. Мероприятие йĕркелекенĕсем: УОЧНКАн Ульяновск районĕнчи филиалĕ (ертӳçи В.В. Прохорова, пулăшаканĕ Г.М. Никитина).
 
Уяв программи фойеренех тытăнчĕ. Килекенсене вырăнти юрăçсем хаваслă юрăпа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.

Текста малалла вулăр...