Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чăваш хĕрĕн паттăрлăхĕ

Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ Надежда СандркинаĔ тĕнче класлă спорт маçтăрĕĔ нумай ăмăртураĔ марафонра çĕнтернĕĕ Анчах 2008 çулта Швейцарире иртнĕ ăмăрту пекки пулман, хĕрсем 12 сехет пĕр чарăнми чупнă – кам инçерех каятьӲ Ун чухне Надеждăн амăшĕ вилĕм чирĕ-пе аптăранă пулнă ĕнтĕĕ Сывалас шанчăк çукĕĕĕ Пурпĕрех вăл хĕрне килĕнчен пил парса кăларса янăĕ Надежда вара ют çĕршыва кайса пурне те çĕнтерсе килнĕ! Иккĕмĕш вырăна тухакана 10 çухрăм хыçала хăварнă! Çакăн çинчен Василий Шихранов сăвă çырнăĕ
 
Марафон
 
Пит хитре-çке Швейцари çĕршывĕ,
Сăрт-тусемĔ кӳлĕсемĔ çарансем!
Паян маншăн аннеçĕм кĕлтăвĕ,
«НадяĔ хĕрĕмĔ чупсам! Çĕнтерсем!»
 
Шăп та лăп çур çĕрте вăл пуçланчĕ
Марафон – халиччен чупманниĕ
Çĕнтерӳ пуласса чунăм шанчĕ –
Ахаль пулмĕ анне пил паниĕ
 
Каяс мар пуль тесе те шутларăмĕĕĕ
Сывлăху пит хавшак -çкеĔ аннем!

Текста малалла вулăр...

Патшалăх Думинчен – Тав çырăвĕ

Лянкинсен çемйине çак кунсенче Ульяновск область правительствине чĕнсе илнĕ. Ырă хыпарпа. Лянкинсене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Тав çырăвне
тата хаклă парне панă. Çак чыса вĕсем опекăна илнĕ ачисемпе пĕрле пĕтĕм тĕнчери «Золотой шар» алĕçĕсен куравне хутшăнса тивĕçнĕ.
Мускаври курава мĕнле лекнĕ-ха Лянкинсен çемйин ĕçĕ/
Кăçалхи пуш уйăхĕнче облаçри «Звезда Губернии» фестиваль-конкурса вĕсем çемйин «Хĕвел» ушкăнĕ чăваш юрри-ташшипе тухнă кăна мар, алĕçне те тăратнă. Конкурс виçĕ тапхăрпа пулнă. Димитровградра иртнĕ конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕнче Лянкинсен çемйин «Хĕвел» ансамблĕ юрланă хыççăн жюри чле-
нĕсем ачасен алĕçĕ Мускава каяссине пĕл-
тернĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем – Владислав Третьякпа Григорий Балыхин – диплом, хаклă парнесем панă.

Текста малалла вулăр...

Юбилей саламĕ

В.Н.Таравата халалласа çырнă шӳтлĕ такмаксем
 
Эпир Чĕмпĕр хĕрĕсем,
УОЧНКА çыннисем -
Автономи ĕçĕсемшĕн
Ӳксе вилекеннисем.
Шупашкара Таравата
Саламлама килнисем!
Валентина пит маттур,
Телĕнтерет халăха.
Пур ĕçре те вăл сатур,
Ăшра упрать чăнлăха.
Халăха пит юратать,
Çавăнпа вăл – Тарават!
Тĕсĕ-пуçĕ пит хитре,
Кайăк пăхма вăтанать.
Пĕвĕ-сийĕ çирĕк пек,
Кулсан – хĕвел пытанать.
Халăх ăна юратать,
Ахаль мар вĕт – Тарават!
Ăс-тăн çивĕч пулнипе
Нумай кĕнеке çырать.
Çӳлтен Турă панипе
Юрăсем те шăрçалать.

Текста малалла вулăр...

Пурнăçăм илемленчĕ

Димитровградри «Савăнăç» ушкăн чăмăртаннăранпа 15 çул иртрĕ. Ушкăн репертуар тĕлĕшĕнчен те, юрăçсемпе те пуянланса пырать. Димитровградра Ваççа Аниççине халалланă уявра савăнăçсем юрларĕç.
Ушкăнри йăрăс пӳллĕ, илĕртӳллĕ сăн-питлĕ хĕрарăм кăмăла кайрĕ. Пуçне сурпан тирпейлĕн çавăрса çыхнă, çиелтен хушпу тăхăннă. Чăваш кĕпипе капăрлăхĕ хĕрарăма уйрăмах мăнаçлăн кăтартаççĕ. Таисия Егорова ушкăна килни виçĕ çул та çук-ха. Вăл инженерта вăй хурать. Ульяновскри политехника институчĕн трикотаж технологин факультетне пĕтернĕ. Унăн профессийĕ ал ĕçĕпе çыхăннă. Ку енĕпе вăл чăн-чăн маçтăр. Çыхма, çĕлеме вăл ачаранах ăста.
-Эпĕ тахçанах пĕр-пĕр ушкăнра юрлама ĕмĕтленеттĕм. Пĕррехинче пирĕн хулана Шупашкартан артистсем концертпа килнĕччĕ. Эпĕ вĕсем çине ăмсанса пăхса лартăм. Куç тулли капăр тумĕ, çепĕç чăваш юррисем чуна тыткăнларĕç.

Текста малалла вулăр...

Пурнăçне вĕрентӳпе пултарулăх ĕçне халалланă

Кам шутланă çак пĕчĕкскер пӳ-силлĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ чăваш хĕрарăмĕнче çав тери пысăк хавхалану, иксĕлми вăй-хал çăлкуç пек тапса тăрать тесе? Утмăл пилĕк çулта та вăл 45-46 çул каяллахи пек ачасене юратать, куллен ирпе шкула çӳрет, унри пултарас-тăрăшас кăмăлĕ çамрăксене ăмсантарать. Халăх çут ĕçĕн отличникĕ Валентина Исааковна Федотова мĕнпур пурнăçне вĕрентӳ ĕçне халалланă, Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар Культура çуртĕнче чылай çул ятлă-сумлă хора ертсе пынă.
Тăван ялĕнчи шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн чăваш юррине Турă вырăнне хуракан Валентина Федотова Ульяновскри культурăпа çутĕç училищине хор уйрăмне вĕренме кĕрет. 1965 çулта диплом илнĕ культура ĕçченне Мелекесс районĕнчи Тиинск клубне художество ертӳçи пулса ĕçлеме яраççĕ. Икĕ çултан пике тăван ялне таврăнать.

Текста малалла вулăр...

Мăшăрне кĕтсе кАвир тĕрлет

Тереньга районĕнчи Подкуровка ялĕнче пурăнакан чăвашсем хушшинче ăстасем чылай. Кам мĕн енĕпе пултаруллă. Лидия Петровна Власова вара тĕрлеме ăста. Сакăр ковёр тĕрленĕ вăл хăй аллипе. Килĕнче халĕ улттăшĕ упранаççĕ, иккĕшне парнеленĕ – амăшĕпе аппăшне. Кашни эрешĕпе, тĕсĕсемпе уйрăлса тăракан кавирсем кил-çурта илем кӳреççĕ кăна мар, амăшĕ чун ăшшине парса ĕçленипе ăшă та çутă параççĕ.
-Тĕрĕ тĕрлесси – маншăн мĕн ачаран хăнăхнă ал ĕçĕ. Эп Чăваш Енри Елчĕк районĕнчи Вăрăмхва ялĕнче çуралнă. Пирĕн патри хĕрарăмсем – тĕрĕ ăстисем. Пире те, ачасене, пĕчĕклех йĕппе çип тыттарнă. Качча кайнă чухне парне пама тесе мĕн чухлĕ ал шăлли тĕрлемен-ши! Кавир тĕрлесси, паллах, хăнăхнă тĕрĕрен уйрăлса тăрать. Ăна кунта, мăшăрпа Подкуровкăна куçса килсен вĕрентĕм. Ман мăшăр Вячеслав Васильевич выльăх тухтăрĕччĕ.

Текста малалла вулăр...

ПĔР ВЫРĂНТА ТĂНИПЕ АТАЛАНМА МАЙ ÇУК

ÇАМРĂК ĂРĂВА ТĂВАН ÇĔРШЫВА ЮРАТМА ВĔРЕНТМЕЛЛЕ
 
Халăх пуласлăхĕ çинчен нумай калаçатпăр. Унăн чĕлхине сыхласа хăварас тесен ачасене ача пахчипе шкула çӳренĕ чухнех авалхи юрăсемпе паллаштармалла. Мĕншĕн тесен вĕсенче халăхăн йывăрпа иртнĕ кун-çулĕ çăлкуç пек тапса тăрать.
 
Вера аппа юрлама юрататчĕ, вăл юрăсене çырса пухса пыратчĕ. Вĕсене вуласа тухнă хыççăн аттепе анне мана ĕçкĕсене хăйсемпе пĕрле илсе çӳрени, аннепе туй курма кайни, ял каччисем салтака кайнă чухне юрласа çӳрени, çамрăксем каçхи вăйăсенче юрăсем шăратни…куç умне тухса тăчĕ. Çак асамлă туйăмсемех хамăр районти юрă-ташă ăстипе – Алексей Фёдорович Антоновпа – «Пирĕн юрăсемпе ташă кĕввисем аваллăха мантармаççĕ» ятлă юрăсен пуххине кăларма хистерĕç.
Çак ĕçе малалла тăсас терĕм: чăвашла хаçатсенче пичетленекен юрăсене пухма тытăнтăм, хам архивра шырарăм, халăх юррисене шăрантаракан ушкăнсен концерчĕсене çӳреме тытăнтăм, юрăçсемпе хăйсемпе паллашса хамăн ĕмĕтсемпе паллаштартăм.

Текста малалла вулăр...

ТАШЛАР, ТУССЕМ!

Илемлĕ, илемлĕ,
Илемлĕ чăваш ташши.
Илемлĕ чăваш ташши те
Ташлама пĕлсен кăна.
Чăвашсен ташă ăсталăхĕ ĕмĕрсем хушши аталанса ăруран ăрăва куçса пынă. Халăх ташшисене тимлĕрех сăнасан вĕсенче авалхи чăвашăн кулленхи пурнăçĕ, йăли-йĕрки сăнланса юлнине куратăн. Ташăсем халăхăн кăмăл-туйăмне илемлĕ уçса параççĕ. Шел, наукăпа техника аталанăвне пула хореографи культурине манăçа кăларса, ăнланми пулса пыратпăр. Халăхăн чылай ташшине чĕррĕн курса сăнама çук, ялсенчи ватăсенчен ыйткаласа пĕлсе çеç ăна-кăна чĕртме пулать.
Этнографсем чăвашсене виçĕ ушкăна уйăраççĕ: тури чăвашсем (вирьял ушкăнĕ), анат енчи, анатри чăвашсем. Ташлас манерĕпе кашни ушкăнĕнех хăйне тивĕçлĕ паллăсем пур.
Т у р и ч ă в а ш с е м. Ку ушкăнра уйрăмах туй ташшисем сăнарлă.

Текста малалла вулăр...