Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Ан ĕç эрех!

Мĕн чул каланă Ваççана:
«Эрех ан ĕç!» - тесе.
Эс пăх та кур ăна, сăна:
Ялан сăмах парать кăна.
-Вçо! пăрахатăп паянтан:
Чĕртсессăн мухмăр-сухмăра
Кайса килетĕп тухтăра,
Тек пăрăнмастăп тӳр çултан...
Анчах тепĕр кунне те ир-ирех
Лакса лартать Ваççа эрех.
Куç-пуçĕнче ун тĕтĕре,
Алли-ури те чĕтĕрет.
Шăв-шав çĕкленĕ кил-çуртра,
Мăшри чупса çӳрет ютра.
Ачи-пăчи те уншăн ют,
Тăна кĕресчĕ пĕреххут.
Ăçта унта! Патне ан пыр –
Сумран йăлт тухрĕ яка пыр.
Çапкаланса çӳрет ирччен,
Пĕччен, паллах, ялан пĕччен.
Каллех кĕрет те кивçене
Сая ярать çут тĕнчене.

Текста малалла вулăр...

Ванюш авланни

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 21-мĕш номерте.)
 
Ванюш пӳрте кĕчĕ. Çав самантра сăмсана йӳçĕ шăк шăрши пырса çапрĕ. Каччăн куçĕ шывланчĕ, сывлама йывăр пулса тăчĕ. Пысăк кăмака хыçне пăру кăкарса хунă иккен. Вăл халь тин хăйĕн пăру ĕçне тунă та тăватă урипе тăпăртатса ăшă сĕт парасса кĕтет. Кил хуçи пăру айне пушă савăт лартнă та урайне сарăлнă шăкне сăтăрса илме те ĕлкĕреймен. Уçă сывлăшран кĕнĕ çыннăн сăмсине тӳрех пырса çапрĕ çав шăршă.
Ырă пурнăçран кĕртмен халăх сурăх-пăрăвне пӳрте. Чыссăрлăхпа та мар – çитменлĕхрен, чухăнлăхран. Вăрçă вăхăтĕнче шăнса вилесрен хуралтăсене сӳтсе вутта янă. Çĕннине лартма ĕлкĕреймен, вăй çитеймест-ха халăхăн.
Чаршав карнă кĕтесрен ĕçрен таврăннă Петĕр çăвăнса тухрĕ. Тăванне ыталаса илсе сывлăх сунчĕ, салтăнма пулăшрĕ. Шинелĕпе çĕлĕкне алăк патĕнчи пăта çине çакса хучĕ.

Текста малалла вулăр...

Ванюш авланни

Иртнĕ ĕмĕрти утмăлмĕш çулсем. Хĕл варри. Урамра Крещенке сиввисем пит-куçа чĕпĕтеççĕ. Тин çеç хĕсметрен таврăннă Митюк Ванюшĕ амăш килĕнче виçĕ кун хăналаннă хыççăн Кивĕ Пăрăнтăкри тăванĕсем патне çитсе курма шутларĕ. Çав ялта салтакăн амăшĕпе пĕртăван аппăшĕ Натюк тата унăн ывăлĕ Петĕр пурăнаççĕ. Петĕрпе Ванюш пĕр çулхисемех. Вăл виçĕ эрне маларах хĕсметрен таврăннă та салтак тумне хывма ĕлкĕрнĕ. Халĕ кормоцехра ĕçлет, колхоз выльăх-чĕрлĕхĕ валли апат хатĕрлет. Петĕр амăшĕ Натюк пенсие кайман-ха, фермăра ĕне сăвать. Петĕрĕн ашшĕ те пур, анчах паян килте мар. Ăна колхоз ĕçĕпе Сталинграда, тракторсем кăларакан завода командировкăна янă. Унта виçĕ уйăх ĕçлемелле, вара завод колхоза йӳнĕ хакпа çĕнĕ трактор ярса парать. Сахрунăн, çапла чĕнеççĕ Петĕр ашшĕне, çак кунсенче килне килмелле ĕнтĕ. Вăл çартан таврăннă ывăлне курман-ха.

Текста малалла вулăр...

Тăлăх

Хĕллехи шартлама сивĕ каç. Урамра вăйлă çил вĕрет, тăман тустарать. Сĕм тĕттĕм. Хăрушă. Куçран йĕппе чышсан та нимĕн курăнмасть. Тарăн çырма тĕпĕнче ӳсекен йăмрасем хушшинче чарăнмасăр кашкăрсем улаççĕ. Вĕсем те шăннă, вăхăт-вăхăт çырма патĕнче пĕччен ларакан мунча патнех пырса тухаççĕ. Мунчара ларакансем кашкăрсем уланине лайăх илтеççĕ. Вăйлă çилпе хуçăлнă йывăç турачĕсем мунча пурине çапăнса пушшех хăрушă сасă кăлараççĕ. Шалта ларакан çынсене çак самантра вăрă-хурахсем тапăннă пекех туйăнать. Мунча алăкне шалтан кукăр туяпа тĕрелесе хунă вĕсем. Хăраса ӳкнĕ икĕ ватă карчăк вĕçĕмсĕр кăкăрĕ çине хĕрес хурать. Турăран хăйсене усал-тĕселтен хăтарма ыйтаççĕ.
Кичем те хăрушă çакăн пек каçсенче. Пушхирте пĕччен пулма пушшех те хăрушăрах! Турă ан хуштăр çулçӳрекене аташса кайма. Шăнса вилсен шăммусене те тупаймĕç.

Текста малалла вулăр...

Тĕрĕслĕх хаклăрах

«Чăваш тĕнчи» хаçатра (2015 çул, 2Ӳ69/, июнĕн 19-мĕшĕ) «Подмосковные вечера» звучит на чувашском языке» материала вуланă хыççăн хам шухăша пĕлтерес терĕм.
Ун авторĕ О.Маслов Раççейĕн тĕп хулинчи тĕлпулура «Вечерняя Москва» хаçатăн тĕп редакторĕ А.Куприянов Чăваш Республикин Мускаври полномочиллĕ представительне Л.Волкова «Подмосковные вечера» юрра (авторĕсем М.Матусовский тата В.Соловьев-Седой) тĕнчери 34 чĕлхепе пичетленĕ кĕнеке парнеленĕ тесе çырать. Анчах та унта чăвашла куçарни çук тет. Малалла вăл ку çитменлĕхе пĕтерес тесе чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер паллă юрра чăвашла куçарни çинчен пĕлтерет.
Ку аван-ха, пĕр хайлавах темиçе автор хăйле куçарма пултарать. Сăмахран, К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла ултă çын куçарнă.
Эпĕ «Подмосковные вечера» юрра унчченех Аслă Нагаткинта пурăнакан паллă поэтăмăр Анатолий Юман «Мускав çывăхĕнчи каçсем» ятпа куçарнине пĕлтересшĕн.

Текста малалла вулăр...

Тен, пĕр-пĕр хĕрарăм пурăнма илĕ

Редакцие 60 çултан иртнĕ арçын килчĕ. Вăтанарах калаçу пуçларĕ, хăй мĕн нушапа пирĕн пата килнине именсе каласа пама пуçларĕ.
-Эп Чăваш Республикинче çуралнă. Салтакран таврăнсан анне авланмалла терĕ. Эп ку вăхăта ялти лавккара сутуçăра ĕçлекен хĕрпе туслăччĕ.
"Авлан, хĕрĕ аван, лайăх вырăнта ĕçлет. Кирлĕ япаласем те тупса пама пултарать", - терĕ. Çапла авлантăм. Ялта пĕр ача çуралсан телей шыраса Ульяновск облаçне куçса килтĕмĕр. Арăмăн ман атте-аннепе пурăнасси килмерĕ. Атте-анне йĕрсе юлчĕ. Пĕр ялта вырнаçрăмăр, хваттер пачĕç, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетрĕмĕр. Хамăр фермăра ĕçлерĕмĕр. Анчах нумаях пурăнаймарăмăр. Арăм тепĕр арçын тупса ячĕ. Унăн амăшĕпе йăмăкĕ килчĕç те мана килтен кăларса ячĕç.
- Мĕншĕн сана пĕрремĕш арăму кăларса ячĕ/ - ыйтмасăр чăтаймарăм эпĕ.
-Пĕлместĕп.

Текста малалла вулăр...

Пире телейлĕ тăвассишĕн çуннă…

Ку статьяна Сывлăмпин (Зоя Полякова-Алексеева Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕрпӳкасси ялĕнчен) «Мĕнле-ши пурăнать анне?» сăввине вуласа тухса канлĕхе çухатнă хыççăн çырма лартăм. Питĕ йывăрпа иртекен чăваш хĕрарăмĕн пурнăçне çырса кăтартнипе-ши – аннен çăмăл мар кун-çулĕ куç умне тухса тăчĕ. Вăл пиртен, пилĕк ывăлĕнчен, виçĕ çул каялла ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.Аннемĕр мăшăрĕсĕр 50 çул ытла пурăнчĕ. Атте, вăрçă инваличĕ, çĕнĕ çурт туса пĕтерес умĕн вилсе кайрĕ. Анне урăх çынна качча каймасăр ывăлĕсене тĕрĕс-тĕкел çын çине кăларассишĕн нушаланнă. Сывлăмпин сăввинчи сăмахсемпе каланă пек: «Пире телейлĕ тăвассишĕн çуннă, анчах хăй пĕлнĕ-ши телей мĕнне?»
Анне ялта пурăнатчĕ. Пурнăçĕн юлашки тапхăрне вăтам ывăлĕ патĕнче ирттерчĕ. Икĕ хут авланса уйрăлнă, икĕ хĕр тĕпренчĕкне пăхма пултарайман, эрех ĕçме юратакан арçын амăшне мĕнле пăхни çырса кăтартмасăрах паллă.

Текста малалла вулăр...

Культура – хисеплĕ çутă

Паянхи ахăр самана этемлĕх умне питĕ нумай чăрмавсем кăларса тăратрĕ тата вышкайсăр расналлă хӳмесем хăпартса лартрĕ. Нимĕн те тăваймăн, тĕнче çĕнелсе, аталанса пырать. Çак çĕнĕ капитализмăн мĕнпур пулăмĕсене – плюс-минусĕсене – ман халăм та, кăмăлăм та çук кăтартса памашкăн. Вĕсем çинчен пирĕн мухтавлă ТВ ахаль те татти-сыпписĕр пакăлтатать. Эпир, паян кун çутă тĕнчере пурăнакансем, çак «катрашкаллă» вăхăта лекрĕмĕр, юрăхлă пултăмăр тăк – савăнмалли кăна юлать пуль пирĕн. Пурăнатпăр-ха…
Этемлĕх малалла шуçмаллах, пĕр вырăнта юлсан – вилĕм. Анчах та эпĕ ăнланнă тăрăх хуть те мĕнле цивилизаци культура аталанăвĕсĕр йĕркеллĕ-хăтлă пурнăç шайне ӳссе çитеймест. Культурăн (культ – хисеп, чыс; ур – çутă) çĕнтерӳллĕ, пур енлĕ ĕрчевлĕ çитĕнĕвĕсем кăна этемлĕхе гармониллĕ ырлăх кăтартма пултараççĕ.

Текста малалла вулăр...

Эрех пирки – халапсем

Халăх эрех-сăрана ытларах ĕçме пуçланин сăлтавĕсенчен пĕри – хăшĕ-пĕри вăл усăллă тата сиплĕ тесе ĕнентерме тăрăшни. Чăннипех эрех-сăран усси пысăк-ши? Çакна тĕпчер-ха.
Эрех сиплĕхне шантаракан халапсене, тен, сивлеме тивĕ.
1. Эрех стреспа кĕрешме пулăшать.
Чăннипех те, эрех хăш-пĕрин çилленсе тарăхнине час ирттерсе ярать, анчах та унăн виçи пур: 20-30 грамм çут эрех е 40-50 грамм коньяк. Шел, тарăхнине пула ĕçекенсем çак виçепе кăна çырлахмаççĕ, пĕрремĕш черкке хыççăн кăмăл лайăхланнипе татах ĕçеççĕ. Малашнехи кашни черкке вара пушшех ывăнтарать, депрессие ӳстерет, шăртсене тăратать.
2. Паха спирт шĕвекĕсем организмшăн сиенлĕ мар.
Хуть те мĕнле алкоголь шĕвекне ĕçсен те çын организмĕнче вăл уксус альдегидне çаврăнать, вăл вара – наркăмăшлă хутăш.

Текста малалла вулăр...