Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Облаçри районсенче

Чартаклă
2013 çулхи çĕртмен 29-мĕшĕнче Чартаклă районĕ 85 çул, Чартаклă посёлокĕ 325 çул тултарнине паллă тăвать.
Барăш
Жадовкăра «Малиновый звон» ятпа фестиваль-конкурс уçăлнă. Унта область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов хутшăннă. Фестивале культура ĕçĕнче 35 çул вăй хунă РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсене Иванпа Таисия Крыловсене халалланă.
Павловка
Район прокуратури çулталăк тытăннăранпа полици ĕçченĕсем тунă 1 преступлени тупса палăртнă (пĕлтĕр çак тапхăр тĕлне 1 пулнă). Полици ĕçченĕсем саккуна пăсакана хӳтĕлесе яваплăхран хăтарасшăн пулнă.
Николаевка
Нарăсăн 15-мĕшĕнче Совет çарĕсене хĕрӳ точкăсенчен илсе тухнăранпа 24 çул çитрĕ. Районăн тĕп вулавăшĕнче «Гордость и боль» ятпа Афган тата Чечня вăрçисенче пуçĕсене хунисене асăннă.

Текста малалла вулăр...

Облаçри районсенче

Барăш
Ял тăрăхĕсенче 2013 çулта тавралăха сыхлас тĕллевпе ирттермелли ĕçсене çирĕплетнĕ. Вĕсем çулталăкăн кашни уйăхĕнче уйрăм темăпа - «Çут çанталăка сăнасси», «Çамрăксем – экологи – пуласлăх», «Кашни вĕçен кайăка – уйрăм йăва», «Ӳс, йывăç», «Тăван кĕпĕрне тасалăхĕнчен – Раççейĕн экологи хăрушсăрлăхĕ таранччен», «Таса çыран», «Таса çăлкуç», «Çӳп-çапа палăртман вырăнсене тăкнипе кĕрешетпĕр», «Таса кил-çурт – таса ял – таса Çĕр чăмăрĕ», «Çын – общество – çут çанталăк», «Выльăх-чĕрлĕхе хӳтĕлетпĕр», «Вĕçен кайăксене пулăшатпăр» - иртмелле.
Николаевка
Тĕп вулавăшра 38-мĕш профтехучилище вĕренекенĕсемпе «Молодогвардейцы в огне войны» темăпа хăюлăх урокĕ иртнĕ. Ăна нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешекен «Молодая гвардия» комсомол организацийĕн хастарĕсене персе вĕлернĕренпе 70 çул çитнĕ тĕле хатĕрленĕ.

Текста малалла вулăр...

Облаçри районсенче

Барăш
Хулари 4-мĕш шкулта хĕллехи спорт вăййисем иртнĕ. Мероприятие район пуçлăхĕ С.В.Кочетков уçнă. Ăмăртусене 5 хула тата 4 ял тăрăхĕн спортсменĕсем хутшăннă. Емелей ял тăрăхĕн каччисемпе хĕрĕсем çĕнтернĕ.
Николаевка
Ача-пăча тĕп вулавăшĕнче «Ылтăн перо» литература клубĕнче вырăс писателĕ М.М.Пришвин çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă çамрăк поэтсен тĕлпулăвĕ иртнĕ. Пуçтарăннисем çыравçăн «Хĕвел кĕлечĕ» кĕнеки тăрăх йĕркеленĕ конкурса хутшăннă. Кунтах «М.Пришвинăн симĕс тĕнчи» ятлă кĕнеке куравĕ уçăлнă.
Чартаклă
Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ тата сывлăх сыхлавĕн министерствисен хушăвĕпе облаçри вĕренӳ заведенийĕсенче ачасем наркотик тата ытти психотроплă эмелсемпе усă курнипе курманнине хăйсен ирĕкĕпе тĕрĕслеме тытăннă.

Текста малалла вулăр...