Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Саватăп сана, тăван тавралăх!

Тăван тавралăхăн илемĕ, хӳхĕм-лĕхĕ, унăн сипечĕ вăй парса, пулăшса пычĕç мана хам пурнăçăмра. Çавна кура юратнă атте-аннен таса тивлечĕ яланах пулчĕ манăн пуçри шухăшăмсенче, чунри ĕмĕтсенче.
Пурнăçăн çăмăл мар çулĕсене, тăван енĕн çăкăр-тăварĕ вăй парса, хавхалантарса пынине, Аслă Аттемĕр – Çӳлти Турă панă пиллĕ чун тăтăшăн хăпартланса пурнăçри малашлăхпа куллен пĕрле тан утса кун-çул уттинчен юлмарĕ.
Чун-чĕререн мухтатăп,юрататăп сан илемне, пуянлăхна, маншăн хаклă та юратнă тăван тавралăх! Хама Аслă та Хăватлă Турă пиллесе панă мĕнпур пултарулăхăма пухса, пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшса ватлăх çулĕнче пĕрремĕш хут эп лартăм сăвă çырма сана савса, ман юратнă тăван тавралăх.
 
Чун-чĕререн сана савса çырап
эп сăвă,
Маншăн хаклă, эп юратнă
тăван тавралăх.

Текста малалла вулăр...

Хĕллехи юрăсем

Хĕлле кайăксем юрламаççĕ, хĕлле вăрман шăпăртах ларать. Çапах та! Кăрлач уйăхĕнче кукăрсăмса юрланине илтме пулать. Нарăсра – пысăк кăсăя юрланине. Çавăнпа та кам та пулин юрламасть-ши тесе тепĕр чух хĕлле те вăрманта итле-итле пăхатăн.
Пĕррехинче манăн çапла йĕлтĕрсем юрланăччĕ. Эпĕ шăннă кӳлĕ çийĕн ярăнса пыраттăм, йĕлтĕрсем вара юрлаççĕ... Питĕ илемлĕ юрлаççĕ, юрă хыççăн юрă! Çав юрăсем юханшыв евĕр янăраса кăна пыраççĕ.
Анчах та чăннипе калас пулсан йĕлтĕ-рсем юрламаççĕ-çке-ха ăна, йывăç ăçтан юрлатăр/ Такам пăр айĕнче юрлать, шăп та лăп манăн ура айĕнче!
Пăрахса кайнă пулсан пăр айĕнчи юррăн вăрттăнлăхне пĕлеймесĕрех юлаттăмччĕ. Анчах та эпĕ каймарăм. Пăр çине выртрăм та пуçа çыран хĕрринчи хура шăтăк патне çывхартрăм. Кӳлĕри шыв нумай чакнă, пăр çавна пула симĕс мачча пек çакăнса тăрать.

Текста малалла вулăр...

Кăмпа çумăрĕ

 
Хулара пурăнакансем хĕвел пăхнă май чашлаттарса иртекен çумăра кăмпа çумăрĕ теме хăнăхнă. Анчах çавнашкал çумăр курăксене арпаштарса а çулçăсене тепĕр май çавăрса çеç хăварать. Çĕре вăл йĕркеллĕн йĕпетеймест, тӳрех çырмасемпе варсене юхса каять.
Чăн-чăн кăмпа çумăрĕ пач урăхла. Вăл пĕр кĕвĕллĕн те лăпкăн, вĕтĕ ала витĕр ăшă шыв юхтарнă пек, çĕрĕпе чарăнмасăр çăвать. Курăксемпе тĕмсем йывăрланса каяççĕ, çĕр кӳпчеме тытăнать. Йывăçсем хушшипе пăс çĕкленет.
Çавăн пек çумăр çунă чух утă çинче çывăрма лайăх. Çумăр пĕр кĕвĕллĕн шăпăртатать, аслăк çинче, пуç тăрринчи мăклă хăма çийĕн, шăшисем чупнăн туйăнать.
Анаслаттарать, çыврас килет.
Анчах кăмпаçăсем çывăрма юратмаççĕ!
Çумăр çăвать, çăвать, кăмпа ӳсет, ӳсет. Сарăлаççĕ, мăнтăрланаççĕ, хытă шлепкисемпе çулçăллă, хыр йĕппиллĕ çĕре тапса çĕклеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ăслă ула курак

Тăхăр хутлă кивĕ çурт умĕнчи хĕвел питĕнче икĕ çамрăк кушак ларать. Урамра пурăнаççĕ пулин те хăйсем таса та илемлĕ. Çывăхрах—вир кĕрпи пăттипе мĕнле-тĕр пулă хутăштарнă алюмини чашăк. Кӳршĕ подьездра пурăнакан ырă чĕреллĕ Натюк аппа хуçасăр чĕр чунсене шеллесе куллен апат илсе тухать. «Çийĕр, çийĕр, чиперккесем», - тет вăл кашнине ачашланă май. Кайран вĕсем çинине темĕнччен ăшă куçпа пăхса тăрать.
Икĕ çăмламас кушак çисе тăранчĕ те хĕвел ăшшинче хăйсемпе хăйсем киленсе-çуланма тытăнчĕ. Вĕсен пурнăçĕ телейпе тулчĕ тейĕн. Пĕри шурă юр çине çăмах пек йăванса кайрĕ. Сылтăм лаппипе теприне: «Атя вылятпăр», - тенĕн темиçе хут перĕнсе илчĕ. Çав самантра вĕсен умĕнчи шурă хурăнăн аялти турачĕ çине ула курак вĕçсе пырса ларчĕ. Пуçне пăркала-пăркала çӳлтен аялалла тинкерчĕ. Ахăртнех, ăна йăлтăркка чашăкри пăтăпа пулă хутăшĕн юлашки илĕртрĕ.

Текста малалла вулăр...

Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнчи ачасен пултарулăхĕ

Кураксен хуйхи
Пурнăç веçех урăхланчĕ. 20-30 çул каялла кураксем ялта йăва çавăрман. Вĕсем валли хирте çимелли çителĕклĕ пулнă. Хирсене тислĕк тăкнă. Унта хурт-кăпшанкă нумай. Çимелли çуккипе халĕ кураксем яла куçрĕç.
Денис ЛАХМИСТРОВ, 4-мĕш класс.
 
Çуркунне
Сивĕ парăнасшăн мар-ха, каçсем сивĕ. Çĕре сухалама хăçан тухасси те паллă мар. Сивĕ пулнипе вĕçсе килнĕ кайăксен сасси те илтĕнсех каймасть. Кураксем кăна йăвисенче лăпкăн лараççĕ. Хурăнсен вĕтĕ турачĕсене хуçса ывăнчĕç пулмалла. Шкул йĕри-тавра сывă хурăн та юлмарĕ ĕнтĕ. Кураксем те этем лартнă хурăнсене шеллемеççĕ.
Алёна БЕЛОВА, 4-мĕш класс.
 
Çурхи шыв
Çанталăк ăшăтрĕ. Юр ирĕлсе пырать.
Иртнĕ кĕркунне йĕпе тăнипе çĕр шăнса юлчĕ.

Текста малалла вулăр...

Кăçал – тавралăха сыхламалли çул

Ульяновск облаçĕнче тавралăха сыхламалли çул тытăннине палăртса патшалăх университетĕнче пысăк мероприяти иртнĕ.
Унта Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, вăрман хуçалăх министерствин представителĕсем, Саккунсем кăларакан Пухура çĕре тата çут çанталăка сыхлассипе ĕçлекен комитет пуçлăхĕсем хутшăннă.
-Хамăр тавралăха сыхлассине эпир пысăк тимлĕх уйăратпăр. Малашнехи тĕп ыйтусем – тавралăха сыхлассипе çыхăннă проектсене çул уçасси, эко тата агротуризма аталантарасси, тавралăха сиен кӳрекен субъектсене айăплассине хытарасси, халăха çак ĕçе явăçтарасси, çынсенче экокультурăна аталантарасси, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Иртнĕ çул регионта тавралăха сыхлассипе 70 ытла тăвăм тата мероприяти иртнĕ. Вĕсене хутшăнакансен шучĕ çулсерен ӳссе пынине те палăртмалла.
Вăрман хуçалăх министрĕ Дмитрий Фёдоров сăмахĕпе, 2013 çулта тавралăха сыхлассипе çыхăннă 100 ытла мероприяти иртмелле.

Текста малалла вулăр...

Аманнă кайăк кăвакал

(Т ĕ р л е н ч ĕ к)
 
Эпир ялта яланах йытă усранă. Вĕсемпе шăллăм аппаланатчĕ, сунара çӳретчĕ. Хăш чухне йытăсен шучĕ 5-6 çитетчĕ. Уйрăмах вăрăм ураллă, шĕвĕр сăмсаллă, тилĕпе мулкача туххăмрах хăваласа тытакан пурсуйсене кăмăллатчĕ вăл. Тискер кайăка шăршăпа йĕрлесе тупакан вĕшле йытăсем те, тилĕ шăтăкне кĕрекеннисем те пурччĕ. Вĕсене пушă вăхăт тупăнсан эпĕ те хире уçăлма илсе тухкалаттăмччĕ.
Çапла пĕррехинче çĕртме уйăхĕн варринче Чёртик ятлă ягдтерьерпа ялтан ик-виç çухрăмра вырнаçнă пысăк пĕве патне кайрăмăр.
Чёртик – çăмламас, пĕвĕпе лутра, çăмĕ хура та шăрт пек хытă. Куçĕ те кăмрăк евĕр йăм хураччĕ. Питĕ йăрă хăй, пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмест. Шав унталла-кунталла чупкалать, тем шăршлать, шырать. Хуть те мĕнле йытăпа та çапăçса кайма хатĕр — хăрамасть.

Текста малалла вулăр...

Атăл хĕрринче

(Тĕрленчĕк)
 
Çу уйăхĕн варри çитсе пырать. Пăр кайса пĕтни икĕ эрне те ытла ĕнтĕ. Хĕвеллĕ те янкăр тӳпеллĕ кун юлташпа Атăл курма кайрăмăр. Çӳллĕ хысак патне çитрĕмĕр те симĕс курăк çине лартăмăр.
Çил çук. Çурхи Атăл тинĕс пек сарăлса выртать. Шыв тĕкĕрĕ çинче тӳпери сайра та шурă кăпăк пек кăтра пĕлĕтсем курăнаççĕ. Тăрсан-тăрсан шурă çунатлă чарлансем вĕçсе иртеççĕ. Акă икĕ кăвакал сывлăша çурса пуç çийĕн иртрĕ. Вĕсем шыв çинче çаврăм турĕç те пиртен сулахаярах çыран еннелле анса ларчĕç. Вĕсенчен тавраналла çаврака хумсем сарăлма тытăнчĕç.
«Пулăсем пур-ши, курăнаççĕ-ши?- тетĕп юлташа. «Халь вăлча сапмалли вăхăт, вĕсем пушă мар»,- шӳтлет вăл.
Хамăр кăштах симĕсрех, анчах çыран хĕрринелле тĕпне çитичченех курăнакан шыва сăнама пуçларăмăр.

Текста малалла вулăр...

Ч ӳ к

Чӳк уйăхĕнче юр хулăн пулсан тырă лайăх пулать.
Чӳк уйăхĕ тунă чух юр йĕпе çине выртсан çур кар килет, юр час каять.
Чӳк уйăхĕ тунă чухнехи юр шăн çĕр çине ларсан çитес çул тыр-пул лайăх пулать.
Чӳк уйăхĕнче çумăр шăтăк-путăка тикĕслет, юр мăкăл-шăкăле тикĕслет.
Чӳк уйăхĕн малалла тăхринче кăнтăрлаччен çумăр çăвать, кăнтăрларан юр выртать.
Чӳк уйăхĕнче урапа тĕпне çуна тупанĕ хурса тухма каланă.
Чӳк уйăх тăвиччен темĕн чул юр çусан та хĕл лармасть, чӳк уйăх тулсассăн хĕртсе хĕвел пăхсассăн та хĕл ларать.
Чӳк уйăхĕ тулнă чух юр çусан çуркунне шыв вăйлă анать, шыв ейӳ каять.
Чӳк уйăхĕнче çулçă ӳксе пĕтмесен хĕл сивĕ килет.
Чӳк уйăхĕ тулса çитсен çырмара пăр катрам-катрам ларсан тырă йăтăнса пулать, яка ларсан тырă пулмасть.

Текста малалла вулăр...

Ю п а

Юпа уйăхĕ ни урапа, ни çуна юратмасть.
Юпа уйăхĕн хӳри юплĕ: çумăр çине юр.
Юпа уйăхĕнче аслати авăтсан хĕл юрсăр пулать.
Юпа картара тусан çу типĕ пулать.
Юман çулçи юпара тăкăнса пĕтсен çул çăмăл пулать, хĕл ăшă тăрать.
Юпа уйăхĕ тунă чух тăрнасем кайсан Пукравччен сивĕтет.
Юпа уйăхĕнче çум курăкĕ ашкăрса кайсан хĕлле юр хулăн пулать.
Юпа уйăхĕ кăнтăр çилĕпе килсен ыраш лайăх пулать.
Юпа уйăхĕ тунă чух кун мĕнле пулать, çанталăк тăватă кун çапла пулать.
Юпан малалла тăхри хĕле кĕрет.
Юпа уйăхĕ тулнă чух хура çĕр улаланать.
Юпа уйăхĕ тусан хĕрĕх кунран çуна çулĕ ларать.
Чие çулçи тăкăнса пĕтнĕ пулсан юпа уйăхĕнчи юр урăх каймасть.
Юпа уйăхĕ катăлнă чух йĕпе çĕр çине выртнă юр та урăх каймасть, хĕл ларать.

Текста малалла вулăр...

Авăн (Сентябрь)

Утăпа çурла пĕçерсе кăларайманнине авăн антарса параймасть.
Авăн уйăхĕнче анкартинче те кăмака хутаççĕ,кил картинче те кăмака хутаççĕ, пӳртре те кăмака хутаççĕ.
Авăн уйăхĕнче шупăр аркинчен чаппан çакăнать, чаппан аркинчен кĕрĕк çакăнать.
Кăсăя кĕре авăн юпи çине килсе ярать.
Авăн уйăхĕнче аслати авăтсан кĕр ăшă пулать.
Авăнта эрешмен нумай карсан кĕр уяр пулать, хĕл сивĕ килет.
Авăн уйăхĕнче çанталăк аслăк айĕнчен пăхма пуçлать.
Авăн уйăхĕ тунă чух уяр тăрсан тата тăватă эрне уяр пулать.
Авăн уйăхĕ тулса çитсен ват ăшши пуçланать.
Авăн уйăхĕ тунă чух çанталăк уяр тăрсан кĕр уяр пулать, çумăрлă пулсан – кĕр йĕпе тăрать
Авăн уйăхĕ уярта тулса çитсен кĕркунне уяр çанталăк тăрать.

Текста малалла вулăр...

Авăн (Сентябрь)

Авăн уйăхĕ сивĕ тăрсан та тутă тытать.
Утăпа çурла пĕçерсе кăларайманнине авăн антарса параймасть.
Авăн уйăхĕнче анкартинче те кăмака хутаççĕ,кил картинче те кăмака хутаççĕ, пӳртре те кăмака хутаççĕ.
Авăн уйăхĕнче шупăр аркинчен чаппан çакăнать, чаппан аркинчен кĕрĕк çакăнать.
Кăсăя кĕре авăн юпи çине килсе ярать.
Авăн уйăхĕнче аслати авăтсан кĕр ăшă пулать.
Авăнта эрешмен нумай карсан кĕр уяр пулать, хĕл сивĕ килет.
Авăн уйăхĕнче çанталăк аслăк айĕнчен пăхма пуçлать.
Авăн уйăхĕ тунă чух уяр тăрсан тата тăватă эрне уяр пулать.
Авăн уйăхĕ тулса çитсен ват ăшши пуçланать.
Авăн уйăхĕ тунă чух çанталăк уяр тăрсан кĕр уяр пулать, çумăрлă пулсан – кĕр йĕпе тăрать
Авăн уйăхĕ уярта тулса çитсен кĕркунне уяр çанталăк тăрать.

Текста малалла вулăр...