Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чунăма хĕмлентерет

Чăлтăр шурă ун çи-пуçĕ
Çеçкене ас илтерет.
Йăлтăр-йăлтăр икĕ куçĕ
Чунăма хĕмлентерет.
Ах, хитре-çке...
Чунăма хĕмлентерет.
 
Ю.Петров поэт сăввипе Г.Хирбю композитор кĕвĕленĕ «Ах, хитре-çке...» юррăн пĕр çаврăнăшĕпе «Киндяковка» Культура керменĕнче иртнĕ «Сарпике-2015» конкурс пĕтĕмлетĕвне пуçлама питĕ вырăнлă. Чăнах та, жюрире ларакансене ăмăртăва хутшăннă тăхăр пикерен чи хитрине, чи пултаруллине, чи сăпайлине... суйласа илме тата çĕнтерӳçине – «Сарпике-2015» – палăртма питĕ йывăр пулчĕ.
Малтанах çакна палăртса хăвармалла: жюри председателĕ – УОЧНКА ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ Владимир Сваев – çирĕ-плетĕвĕпе, область центрĕ-нче иртекен пикесен кăçалхи ăмăртăвĕ ытти çулсенчисемпе танлаштарсан чи ăнăçулли.

Текста малалла вулăр...