Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Таврапĕлӳ ăмăртăвĕнче – виççĕмĕш

Çак кунсенче Ульяновскри В.И.Ленин ячĕллĕ 1-мĕш гимназире «Эпĕ – тĕпчевçĕ» ятпа ăслăлăх конференцийĕ иртнĕ.
Унта вĕренекенсем таврапĕлӳпе, историпе, чĕлхепе тата литературăпа хатĕрленĕ ĕçĕсене тăратнă. Çак гимназире 1-мĕш класра вĕренекен чăваш ачи Артем Федоров таврапĕлӳ тупăшăвне хутшăннă – тишкерӳллĕ ĕç хăтлавĕнче чăваш культурипе йăли-йĕрки çинчен каласа парса 3-мĕш вырăн йышăннă. Унăн ĕçне халь Хусана регионсем хушшинчи ăмăртăва ярса панă.
- Чăваш халăхĕн аваллăхĕпе çитĕнĕвĕсене тĕпчес шухăш ман пуçăмра ахальтен çуралман. Манăн асаттепе асанне, аттепе анне мана пуян йăла-йĕркеллĕ, юрă-ташăллă халăхăмăрпа мăнаçланма вĕрентеççĕ. Малашне пуçланă тĕпчев ĕçне тата анлăрах тĕпчес шухăш пур, - терĕ Артем.

Çамрăк спортсмен тата отличник

Сергей Грузин Тутар Каша шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренет. Унăн дневникĕнче «5» паллăсем çеç. Пуринчен ытла чĕлхе тата литература предмечĕсене юратать вăл.
Уроксем хыççăн хавхалансах çăмăл атлетика секцине çӳрет. Спортпа туслă пулни ăна вĕренӳре пулăшать, кăмăл-туйăмне çирĕплетет.
Шкул пурнăçĕнче те чи хастаррисенчен пĕри вăл. Тантăшĕсем хушшинче вĕренӳре малта пыракан отличник çеç мар, шанчăклă тус та, кирлĕ чухне алă паракан та.
Сергейăн наградăсен çӳпçинче тĕрлĕ Тав хучĕпе Грамота, диплом нумай. Паллă ентешĕ Р.И. Шарафутдинов ячĕпе ирттернĕ чупура вăл тантăшĕ-сем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннăшăн, çемье командисем хушшинчи «Хускану – сывлăх палли» ăмăртура пĕрремĕш пулнăшăн, пĕтĕм тĕнчери «Çĕнĕ çул юмахĕ-2015» тата «Çăлтăрлă качака – 2015» ача-пăча конкурсĕсенче «Юрпике» тата «Сăнӳкерчĕк» номинацисенче чи мала тухнăшăн, «Кайăка хĕлле пулăш» тупăшура сырăш тунăшăн тивĕçнĕ вĕсене.

Текста малалла вулăр...

Сахăр катăкĕ

Çĕнĕ çул уявĕ шавлăн иртсе кайрĕ. Çичĕ çулхи Вирук валли вăл мĕн чухлĕ пылак парне илсе килчĕ! Малтан садикра елка пулчĕ, унта Хĕл Мучи ачасене канихвет-шăккалат нумай валеçрĕ. Вируксен килне тăванĕ-сем, кӳршисем нумайăн пычĕç – пурте тутлисемпе. Амăшĕн ĕçĕнчен те, ашшĕн ĕçĕнчен те хĕрача валли канихвет курупкисем парса янă. Амăшĕ хăй те хĕрĕ валли лавккаран пылаккине туянса килчĕ. Ашшĕ вара хулана кайнăччĕ – вăл та пушă алăпа таврăнмарĕ. Халĕ Вирукăн пылакки – çисе пĕтерейми!
Хĕрача юлашки вăхăтра яшкапа пăтă çиме те пăрахрĕ. Амăшĕ ӳкĕтлени те усăсăр.
-Çиес килмест ман! – тет вăл ăна хирĕç.
-Çиес килмест теме юрамасть. Тăрантăм тесе каламалла, хĕрĕм. Пĕлетĕп, эсĕ канихвет çисе тăраннă. Анчах канихвете пĕр вĕçĕмсĕр çимелле мар, вăл çиес килнине пĕтерет, вар-хырăм ĕçне пăсать.

Текста малалла вулăр...

Тетте – укçа мар вĕт

- Ывăлăм, çуралнă кун сана кам мĕн парнелерĕ-ха/ - кăсăкланать ашшĕ менелник ячĕпе пурте пĕрле сĕтел хушшине ларса пылак кукăльпе чей ĕçнĕ хыççăн.
- Асанне виçĕ тенкĕ (СССР укçа хакĕ) пачĕ, кукамай – икĕ тенкĕ, аккасем – пĕрер, - хуравлать шĕвĕркке.
- Тетӳ мĕн парнелерĕ/ - ыйтать ашшĕ аслă ачи пирки пĕр сăмах та пулманнипе тĕлĕнсе.
- Вăл нимĕн те памарĕ.
- Епле вара – нимĕн те/ Пультпа çӳреттермелли, вылямалли илемлĕ машина илсе панă-çке вăл сана! – тет арçын кăмăлсăрланнине пытармасăр.
- Вăл укçа мар вĕт, тетте! – касса татнă евĕр çирĕппĕн хуравлать тăватă çулхи Петюк.
 
Ульяновск хули.

Президент тата Лиза

Чăваш хĕрачине Президент çыру янă.
Владимир Путин Чартаклăра пурăнакан чăваш хĕрачине автографпа хăйĕн портретне парнеленĕ, тесе çырнă «Приволжская правда» район хаçатĕнче.
Ульяновск облаçĕнчи Чартаклă районĕнче 2-мĕш вăтам шкулта 3-мĕш «в» класра вĕренекен Лиза Антонова каласа панине пĕрле вĕренекенĕсем питĕ тимлĕн итленĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем унăн историйĕпе пĕрре кăна интересленмен пулнă. Май уйăхĕнче Лизăна Кремльтен çыру килнĕ. Ăна Раççей Президенчĕ хăйĕн портречĕ çине асăнмалăх алă пусса ярса панă. Ку Лизăшăн питĕ пысăк парне.
Çакă пĕчĕк хĕрача Владимир Путин патне çыру çырса янипе пурнăçланнă. Лиза вара май уйăхĕнче Чартаклăн тĕп геройĕ пулса тăнă.

Сценкăсене хутшăнма кăмăллать

Ольга Дьяконова Чӳрекел шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренет.
Хĕрача питĕ хастар та пултаруллă. Лидия Федоровна Ярославская Валентин Урташ пурнăçĕпе паттăрлăхĕ темипе ирттернĕ уçă урокра Оля пĕлĕвĕпе тата чăвашла илемлĕ калаçма пĕлнипе тĕлĕнтерчĕ. «Ăçтан Урташ пирки çавăн чухлĕ пĕлетĕн/» - тесе ыйтсан хĕрача урока тĕплĕн хатĕрленнине пĕлтерчĕ.
Ольга Дьяконова шкулта «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе вĕренет. Юратнă предмечĕсем – вырăс чĕлхипе литератури тата чăваш чĕлхи.
Ытти предметсемпе те вĕрентекенсене çитĕнӳсемпе савăнтарать. Пĕлтĕр районти пуçламăш классем хушшинче математикăпа ирттернĕ олимпиадăна хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Шкулти мероприятисенчен вăл нихăçан та юлмасть: юрлать, ташлать, сăвă калать. Уйрăмах пĕчĕк сценкăсене хутшăнма кăмăллать.

Текста малалла вулăр...

Ырă ĕмĕтлĕ хĕрача

Сакăр çулхи Евгения Ларина Ульяновскри 40-мĕш лицейра 2-мĕш «Б» класра вĕренет. Уроксем хыççăн 2-мĕш музыкăпа ӳнер шкулне фортепиано калама вĕренме васкать. Унăн тата хорта юрлама та ĕлкĕрмелле.
Пур предметпа та аван ĕлкĕрсе пырать вăл. Олимпиадăсене хавхалансах хутшăнать.
- Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче Букварьпе ирттернĕ тĕрĕслевре 1-мĕш вырăн йышăнтăм, ыттисемпе (вырăс чĕлхи, математика, тавралăхри çутçанталăк) – пуринпе те 2-мĕш. Ку вĕренӳ çулĕнче те Наталья Александровнан (Женьăн вĕрентӳçи) питне хĕретмĕп. Ноябрь уйăхĕнче иртнĕ «Медвежонок» ăс-хакăл ăмăртăвĕнче 90 балл пухса шкулта 4-мĕш вырăна тухрăм. Кĕçех – «Кенгуру». Эп вырăс чĕлхине те, математикăна та пĕр пек юрататăп, - тет чăваш хĕрачи.
Женя Аксаков ячĕллĕ ача-пăча вулавăшĕнче яланах кĕтнĕ хăна. Тăватă çултанпах кĕнекесемпе туслă.

Текста малалла вулăр...

Юррине амăшне халалланă

Юлия Ямщикова Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен вăтам шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренет.
Аван паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма ăна килти ĕçсене вăхăтра пурнăçлани, яваплăх туйăмĕ, вĕренес килни, аслисене хисеплени пулăшать. Юлия тата пĕлӳ çуртĕнчи «В мире красок» ӳкерӳ кружокне çӳрет. Выляма-кулма, юрлама юратать.
Облаçри «Путене» конкурса ăна юратнă вĕрентекенĕ Зинаида Витальевна Куракова хатĕрленĕ. Юррине вара хĕрача усрав амăшне – Наталья Ямщикована – халалланă.
Ямщиковсем Анат Тимĕрçенте ĕçлесе пурăнаççĕ. Хăйсен икĕ ачи пысăк ĕнтĕ. Мăнукĕ пур. Упăшкин кĕçĕн шăллĕпе арăмĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлсан вĕсен виçĕ пĕчĕк ачине усрава илнĕ. Паян вĕсем мĕнпур ăшшине, çепĕçлĕхне, ăсне пĕчĕкскерсене ӳстернĕ, вĕрентнĕ çĕре яраççĕ, шăпăрлансем хăйсене тăлăх ан туйччăр теççĕ.

Чăваш чĕлхи урокне юратать

Кира Арланова Чăваш Кăлаткă шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренет.
Пур предметпа та аван паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать вăл. Уйрăмах В.В. Черкасова вĕрентекен чăваш чĕлхипе литература урокĕсене юратать. Тăван культурăпа, йăли-йĕркипе, литературипе кăсăкланать, ал ĕç тума ӳркенмест. Православи тĕнне çирĕп тытса пыракан, ялти нумай ачаллă, хисеплĕ çемьере çитĕнет. Ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ вăл. Аслисен те унпа мухтанмашкăн сăлтавĕ пур.
Сăпайлă хĕрача кĕркунне Ульяновск облаçĕнче иртнĕ «Путене» пултарулăх конкурсне хутшăнса диплома тивĕçнĕ. Уяв вăхăтĕнче çĕнĕ юлташсем тупнă. Илемлĕ концерт курса савăннă май тантăшĕсен пултарулăхĕпе киленнĕ.
 
 
Кăлаткăпуç районĕ.

Çăра тыткăнĕнче

Хĕллехи сивĕ кун Витя тумланчĕ те картишне тухрĕ. Пăхрĕ те – аслăк айне кĕрекен алăк çинче пысăк çăра çакăнса тăрать. Тӳрех ун куçĕ тĕлне пулчĕ вăл темшĕн. Ун патне ура айĕнчи юра шăтăртаттарса утса пычĕ. Çăра – çăварĕ тĕлĕнчех. Арçын ача ун çине ăшă сывлăш вĕрчĕ. Çăра пасарса, шуралса кайрĕ. Халь кăна хураччĕ-çке! Арçын ача кăштах пăхса тăчĕ те çăра çинчи паса ирĕлтерем-ха тесе тата вĕрчĕ. Вăл тата шурăрах пулса тăчĕ.
«Мĕн пулчĕ-ха ăна, мĕншĕн вĕрсен шуралать/» - кăсăкланчĕ Витя.
Паса ирĕлтерес шутпа чĕлхине кăларчĕ те çăра çумне перĕнтерчĕ. Ай, мĕн ку/! Чĕлхене сивĕ çатăртаттарса, пĕçертсе илчĕ! Туртса илесчĕ те – уйрăлмасть. Хайхискер тимĕр çăра çумне çыпăçсах ларчĕ. Ăна туртма хăтланать арçын ача – тата хытă ыратать!
Мĕн тумалла! Лекрĕ-тĕк—лекрĕ! Кăшкăрма та май çук хуть.

Текста малалла вулăр...

Чăвашла калаçать

Ульяновскри 224-мĕш ача садне çӳрекен Кира Купцова пилĕк çулта çеç-ха.
Апла пулин те кăçалхи кĕркунне маттурскере темиçе хутчен те пысăк сцена çинче чăваш мероприятийĕсене хутшăнма тӳр килнĕ. Чăваш тумĕсен фестивалĕнче хĕрача «Губернаторский» Культура керменĕнче Çĕнĕ Улхаш модельерĕн Татьяна Серебрякован коллекцийĕнчи ачасем валли çĕлетнĕ чăваш кĕпине кăтартрĕ, «Путене» фестивальти чи кĕçĕн çул-ӳсĕмрисен «Ытарлă сăмах» номинацийĕнче ăмăртрĕ. Хулара пурăнакан хĕрача тăван чĕлхепе шăкăртатса калаçни куракансене ун патне илĕртрĕ.
Амăшĕ, Надежда Купцова, Кира çӳрекен ача садĕнче воспитательте вăй хурать, мĕнпур пушă вăхăтне тĕпренчĕкĕсене халаллать. Вĕсене чăваш культурине, йăли-йĕркине ăса хывтарнă çĕрте хĕрарăмăн тӳпи пысăк. «Эпир упăшкапа иксĕмĕр те Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхаш ялĕнчен.

Текста малалла вулăр...

Хисеплĕ ачасем!

Хĕллехи каникул вăхăчĕ хыçа юлчĕ. Сирĕншĕн вĕренӳ çулĕнчи чи вăрăм виççĕмĕш чĕрĕк пуçланчĕ. «Шăпăрлан» пурне те вĕренӳре çитĕнӳсем, хастарлăх, ăнтăлу сунать.
 
2016 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕнчен пуçласа хăйĕн страницинче виçĕ конкурс – ӳкерчĕксен («Эпир – чăваш ачисем!») тата сăнӳкерчĕксен («Пĕчĕк тусăмпа пĕрле») конкурсĕсем тата ачасем хăйсем хайланă тĕрленчĕксен «Юратнă вĕрентекен» ятлă ăмăртăвĕ – пуçланни пирки пĕлтерме васкать.
Ача садне çӳрекен шăпăрлансенчен тата шкул ачисенчен ĕçсем кĕтетпĕр. Çулталăк вĕçĕнче çĕнтерӳçĕсене хаçат редакцине хăнана чĕнме, дипломсем, парнесем парса хавхалантарма ĕмĕтленетпĕр. Çырусене электронлă адреспа та (elena-alekseeva-73@inbox.ru), конвертпа та (432017, Ульяновск хули, Л.Толстой урамĕ, 12-мĕш çурт) ярса пама пултаратăр. Кĕтетпĕр.

Ача сачĕн чысне хӳтĕленĕ

Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ача садне çӳрекен ачасенчен кашниех хăйневĕр пултаруллă: юрлаççĕ, ташлаççĕ, тем те пĕр ăсталаççĕ.
Вĕсем уявсенче ашшĕ-амăшне илемлĕ сассипе, артистла хусканăвĕпе савăнтараççĕ, район, область шайлă пултарулăх ăмăртăвĕ-сене тухса çӳресе аслисене тĕлĕнтереççĕ. Шăпăрлансен çӳпçинче Тав хучĕсемпе дипломсем пур.
- Ульяновск облаçĕнчи «Путене - 2015» ăмăртăвне хамăр садикран икĕ ача хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ: пилĕк çулхи Оксана Карсаковапа Ярослав Кирюшин. «Киндяковка» Культура çурчĕн сцени çинче иккĕшĕ те «Ытарлă сăмах» номинацире тупăшрĕç. Хĕрача туслă çемйинче ачасенчен – чи асли, арçын ача йышлă кил-йышра – кĕçĕнни. Иккĕшĕ те кипкерен чăваш чĕлхипе калаçса ӳсеççĕ. Оксана та, Ярослав та юрлама-ташлама, выляма-кулма юратаççĕ. Кĕçĕнреххисемшĕн – тĕслĕх вырăнĕнче.

Текста малалла вулăр...

Яланах – малта

«Хамăр ял» ташă ансамблĕн кĕçĕн ушкăн хĕрачисем - Ульяна Борисова, Яна Улендеева, Настя Садюхина тата Лера Садюхина - Çĕнĕ Улхаш шкулĕнче вĕренеççĕ.
Виççĕшĕ 2-мĕш класа çӳреççĕ, Лера – 5-мĕшĕнче ăс пухать. Ушкăн йышĕнче вĕсене область тата район ăмăртăвĕсенче пĕрре çеç мар пулма тӳр килнĕ. Пултаруллăскерсем вĕренӳре те ăнăçлăнах ĕлкĕрсе пыраççĕ, шкулта иртекен мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ, килте ашшĕ-амăшне те пулăшма ĕлкĕреççĕ.
«Нарспи» ятпа иртнĕ чăваш кĕписен фестивалĕнче сцена çинче илемлĕ пуканесем пекех курăнчĕç пĕчĕк модельсем, мăнаçлăн, илĕртӳ-ллĕн утрĕç. Кăçал кĕркунне иртнĕ пултаруллă чăваш ачисен «Путене» фестивалĕнче те артистсем куракансене савăнтарчĕç.
Чăнлă районĕ.

Чăваш чĕлхине ытларах вĕренесшĕн

Кивĕ Улхаш вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Анастасия Мулянова чăваш тата вырăс литературин урокĕ-сенче сăвăсем илемлĕ вулать, пăхмасăр калама юратать.
 
Поэзипе туслă пулнине кура йĕркелӳçĕсем Настьăна кашни мероприяти умĕнех сăвă вĕренме хушаççĕ. Шаннă тивĕçе хĕрача тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать. Чăваш чĕлхипе литератури эрнере икĕ урок çеç пулни кулянтарать ăна. Юратнă авторсен – Константин Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, Ухсай Якковĕн, Анатолий Юманпа Валентина Тараватăн – сăввисен тарăнлăхĕ, çепĕçлĕхĕ, илемĕ уйрăмах килĕшет.
Пуçламăш классенче тăватă çул вĕрентнĕ Надежда Няга кашни ачанах хăйнеевĕр пултаруллă тет, шăпăрлансен пĕлĕвĕпе пуçарулăхне аван паллăпа хаклать. «Ман класра хĕрачасем те, арçын ачасем те питĕ хастарччĕ, ӳкеретчĕç те вĕсем, юрлатчĕç-ташлатчĕç те, спортра та çитĕнӳсем тăватчĕç, хавхалансах тĕрлĕ ăс-хакăл ăмăртăвĕсене, олимпиадăсене хутшăнатчĕç.

Текста малалла вулăр...

Халăх юррисемпе тĕлĕнтерекен Маша

Мария Ямщикова чăваш ачисен «Путене» фестивалĕн çутă çăлтăрĕ, «пирĕн пĕчĕк Уляндина»
Маша Чукун çул районĕнчи 46-мĕш вăтам шкулта 4-мĕш «в» класра ăс пухать. Вĕренӳре те, обществăлла ĕçсенче те хастар вăл. Шкулта аван паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Уроксем хыççăн хулари тăваттăмĕш ача-пăча пултарулăхĕн центрне музыка пĕлĕвне туптама çӳрет, пысăк ӳсĕмсем тăвакан «Калинушка» фольклор ушкăнĕнче (ертӳçи – Оксана Фадеева) юрлать.
Пултаруллă хĕрачан ашшĕпе амăшĕ, Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ял çыннисем, пепкине пĕчĕкрен чăвашла вĕрентнĕ. Мария Ямщикова хулара пурăнать пулин те шăкăртатса чăвашла пуплет, чăвашла илемлĕ юрласа тĕлĕнтерет. Амăшĕ, Наталья Анатольевна, тăрăшнипе Маша çичĕ çулта чăваш юррисене вĕренме пуçланă. Уйăхне пĕрре-иккĕ Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкул çумĕнчи чăваш культура центрне Екатерина Воробьева (Лашманова) вĕрентӳçĕ патне вокал урокĕсене илме çӳрет çемье.

Текста малалла вулăр...

Асанне пилĕ

Пирĕн çемье пысăк. Эпир çиччĕн пурăнатпăр: асатте, асанне, атте, анне, эпĕ, шăллăм тата йăмăк.
Шăллăмпа йăмăка эп уроксене хатĕрленме пулăшатăп. Атте мана машинăпа çӳреме тата ăна ĕçлеттерме, юсама вĕрентет. Анне мана шутлама, ыранхи куна планлама хăнăхтарать. Эпир унпа ăçта вĕренме каймалли пирки те тăтăш калаçатпăр. Асанне урамра астуса çӳремеллине, йĕркеллĕ пулмаллине, çынна хисеплемеллине калать. «Çын сана кирпĕчпе çапсан та ăна çăкăрпа пер»,-тет. Асаттепе иксĕмĕр çулла пулă тытма çӳретпĕр. Мана хамăн туслă çемьере пурăнма аван. Асаннен вĕрентĕвне нихăçан та манмăп, асрах тытăп.

Ирçел шкулĕнчи ачасен пултарулăхĕ

Анне
Илемлĕ, лăпкă, маттур.
Пĕçерет, тĕр тĕрлет, ачашлать.
Пур енчен те вăл питĕ сатур,
Манпала юратса калаçать.
Анастасия Азанова
 
Çемье
Туслă, ырă çемьере ӳсетĕп.
Кунта кашни ĕçе юратать.
Аслисенчен тĕслĕх эп илетĕп.
Çемьере ман чунăм савăнать.
Николай Горохин,
5-мĕш класс.
 
Кукамай
Ырă та эс, çепĕç те, ачаш та.
Çӳçӳ – кĕмĕл, кăмăлу – аван.
Куштăрханă аллупа лăпкатăн
Хăвăн пăрчăканна-мăнукна.
Виктория Мостякова,
5-мĕш класс.
 
Асанне
Асанне сăпай пулма мана пиллет,
Ир те, каç та ырра вĕрентет.

Текста малалла вулăр...

Путенесем ăмăртрĕç

Аслă Нагаткинри Культура керменĕнче районти ачасен «Путене» фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Облаçри фестивале хутшăнассишĕн 45 пĕчĕк артист ăмăртрĕ.
Фестиваль условийĕ тăрăх, артистсене виçĕ номинаципе хакларĕç: вырăнти паллă поэтсен сăввисене илемлĕ вуласси, хальхи вăхăтри тата халăх юррисене юрласси, ташласси.
Сăвă калассипе ?ытларах чăвашсен паллă поэтессин Валентина Тараватăн сăввисем янăрарĕç% Полина Шигирданова, Елизавета Аюгова тата Даниил Егоров пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшне – Ульяна Ширтановапа Софья Долгова, виççĕмĕшне – Анастасия Натюновапа Дарья Сандркина пайларĕç.
Пĕччен юрлассипе малти вырăна Кристина Никитинана пачĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Нина Еграшкина.
Чăнлă районĕ.

Ача пахчинчен – тăван чĕлхе тĕнчине

Альбина Анисимовна Казакова Ульяновск хулинчи 72-мĕш ача пахчинче воспитательте вăй хурать. Вăл мĕн ĕçлеме пуçланăранпах шăпăрлансене чăваш культурипе паллаштарассишĕн тăрăшать.
«Путене-2013» фестиваль-конкурса виçĕ шăпăрлана – Анастасийăпа Арина Васильевасене тата Николай Урмакова илсе килнĕ. Çамрăк артистсем «Аякри» юрра куракансем патне пĕчĕк спектакль шайĕнче шăрантарчĕç. Çак курăнăва Альбина Анисимовна хăй те хутшăнчĕ. «Ачасем чăвашла тасах калаçаймаççĕ-ха, анчах веçех ăнланаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те пепкисем тăван чĕлхене ăшĕсене хывнăшăн хĕпĕртет. Мана тав тăваççĕ. Пĕчĕкренех чăваш чĕлхин сĕткенĕпе киленсе ӳснĕскерсем тăван халăхне те манмĕç тесе ĕçлетĕп», - тет ентешĕмĕр.


■ Страницăсем: [1], 2, 3.