Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Ачасене савăнтарнă

Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕ А.Г. Еленкин тата УОЧНКА Чукун çул районĕнчи «Килĕшӳ» уйрăмĕн пуçарăвĕпе Винновка ращинче Ачасене хӳтĕлемелли куна халалланă уяв иртнĕ.
Мероприятие йĕркелекенĕ – 46-мĕш шкулта пуçламăш классене вĕрентекен И.В. Мещанова, ăна пулăшаканĕ – Л.Н. Ярускина. Вăл ачасене тăван тавралăх, çут çанталăк пуянлăхĕ пирки каласа панă. Иртнĕ ĕмĕрте ачасем мĕн пирки ĕмĕтленни ачасене кăсăклантарнă. Вĕрентӳçĕ Ачасене хӳтĕлемелли куна хăçан паллă тума тытăннине аса илтернĕ.
Унтан ачасем уçланкăра вăйăсем вылянă. Мария Митулова чăваш юрри шăрантарнă. Сергей Унисков чăвашла сăвă каланă.
Ӳкерме юратакансем хут çинче хăйсен ăсталăхне кăтартнă.
Ачасем кĕтни, чи кăмăлне кайни – аттракцион çинче ярăнни, торт çини тата мороженăйпа киленни.

Текста малалла вулăр...

Эрешмен карти

Хĕвеллĕ те ăшă кун пахчана тухрăм. Мунча патне çывхарсан тем нăйăлтатни илтĕнсе кайрĕ. Шăна сасси кăна мар ку, чылай хулăнрах. Пăхатăп та – мунча пĕçмехĕнче вĕлле хурчĕ эрешмен картине урисемпе тата пĕр çунаттипе çыпăçса ларнă иккен, хăтăласшăн тапаланать, нуша курать. Сакăр ураллă хура эрешменĕ ун патĕнчех. Вĕлле хурчĕ тапаланма чарăнсанах вăл çывхарать, пĕр-икĕ урипе вĕлле хуртне «кăтăкласа» илсе хускатать те каялла хăвăрт чакать, леш вара каллех тапаланма-нăйлатма пуçлать. Çапла эрешмен хăйĕн сурчăкĕнчен тунă çипписемпе çыхлантарса ун вăйне пĕтересшĕн хăтланать. Лешĕ ывăнса чăмран кайсан, вăйĕ пĕтсен ун ăшне сăннине чикет те наркăмăшне ярать. Кайран вĕлле хурчĕн ирĕлнĕ-шĕвелнĕ ăш-чиккине пăрăх евĕр сăннипе туртса илет. Çапла апатланса пурăнать эрешмен.
Анчах кунта тытăçу вĕçленмен-ха.

Текста малалла вулăр...

Ш ă т ă к

(К а л а в)
 
Пуш уйăхĕнче самаях ăшăтса ячĕ. Икĕ кун çумăр çурĕ, тепĕр кун янкăр тӳпене çутă хĕвел хăпарчĕ. Пӳрт умĕнчи юр лаштăртатса путма пуçларĕ. Сукмаксем те тусрĕç.
Пиллĕкмĕш класа каякан Кавĕрле шкултан килсе апатланчĕ те урама тухрĕ, уткаласа çӳрерĕ. Ура айĕнчи юр путать, аялтан шыв тухать.
Вăл икĕ çул каялла пулса иртнине аса илчĕ. Ун чухне ăна аслăраххисем юр çинче чавса хунă шăтăка чăмтарнăччĕ. Ун атти кунчинчен шыв кĕнĕччĕ, вăл йĕре-йĕре килне чупнăччĕ. Шăтăкне чавса хуракансем ахăлтатса кулнăччĕ.
Кавĕрле пуçне кавар шухăш пырса кĕчĕ: «Эп халь хам та пысăк ĕнтĕ.Час эп те кама пулин путаратăп!» Вара вăл кĕреçе илсе тухса хăйсен умĕнчен иртсе каякан сукмак çинче тарăн шăтăк чаврĕ. Ăна кĕрпеленнĕ юрпа тултарчĕ, çиелтен саралнă-хуралнă юрпа виткелерĕ.

Текста малалла вулăр...

Пĕрремĕш сăвă

Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи (Тутарстан
Республики) вăтам шкул ачисен пултарулăхĕ
 
***
Шурă юр çăвать,
Таврана шуратать.
Çĕнĕ йĕлтĕр шăвать,
Хыççăн йĕр хăварать.
 
Тав тăватăп аттене,
Тав тăватăп аннене
Питĕ пысăк парнешĕн –
Хитре çĕнĕ йĕлтĕршĕн.
 
Артём Макаров,
2-мĕш класс.
 
***
Илсе килчĕ Хĕл мучи
Пит асамлă юр пĕрчи.
Вĕрсе пăхрăм эп ăна —
Питĕ сивĕ, апăрша.
 
Илтĕм эпĕ аллăма,
Пикентĕм эп ăшăтма.
Таçта кайрĕ юр пĕрчи!
Пит чее-çке Хĕл мучи.
 
Максим Мискин,
2-мĕш класс.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ Çулпа саламлатăп!

Çĕнĕ çулпа саламлатăп,
Пулăр сывлăхлă, чипер…
Телейлĕ пурнăç сунатăп,
Çĕн çула пĕрле кĕрер.
 
Пĕрремĕш хут эп çыратăп
Сăвă «Канаш» хаçата.
Пулса çитрĕ-ши? Хăратăп.
Ан палăртăр ман ята.
 
Саламлатăп, саламлатăп,
Юлташсем, эпĕ сире.
Аваннине çеç сунатăп,
Хĕл Мучи савать пире.
 
 
 
Чăнлă районĕ,
6-мĕш класс.

«КĔРКУННЕ» ТЕМĂПА ИКĔ ЫЙТУ

ÇУЛÇĂ ТĂКĂННИН СĂЛТАВĔ
Кĕркунне çитрĕ те йывăç-сем сарă, хĕрлĕ, хăмăр тĕссемпе витĕнеççĕ. Вăр-ман та часах саралĕ. Йывăç мĕншĕн çулçă тăкать-ши? Хĕлле те сип-симĕс лараймасть-ши?
Даша Кириллова.
Ульяновск хули.
 
Ӳсен-тăраншăн чи хăрушши – шывсăрланасси. Çавăнпа йывăç, тымарсăр пуçне, хупăпа витĕннĕ. Вăл вулăри, туратри нӳрĕке тытса тăрать. Çулçăсем те ăвăспа хупланнă. Хĕлле те симĕс çулçăпа тăраканнисен вăл питĕ хулăн.
Пирĕн тăрăхра ӳсекен йывăç çулçисем шыва тытса тăраймаççĕ. Хĕлле вара çĕр шăнать, сывлăшри нӳрĕк чакать. Çулçă шывсăрланать, çавăнпа йывăç типме пултарать. Вăл çанталăк сивĕтиччен çулçă тăкать те хĕле çывăрса ирттерет. Çакна пула расхутланакан вăйĕ те чакать. Тăкăннă çулçă çĕре хуплать, тымара шартлама сивĕрен хӳтĕлет.

Текста малалла вулăр...

Юрă урокĕ

«Шăпăрланра» пичетленекен юрăсем питĕ килĕшеççĕ. Музыка урокĕсенче юрлатпăр, клубра ял çыннисем умĕнче шăрантаратпăр. Малашне те юрăсем, вĕсен нотисене хаçатра кăларсамăрччĕ.
Настя Петрова,
Кивĕ Кăлаткă районĕ.
 
1936 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕпӳел ялĕнче çуралнă Евгений Антонович Фёдоров композитор 2011 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Эстрада юррисене кĕвĕленипе тата халăх хайлавĕсене нотăсем çине куçарса илемлетнипе пĕрлех вăл ятарласа ачасем валли те çырнă. Вĕсен шутĕнче – Надежда Силпи сăввипе кĕвĕленĕ «Натали» юрă та. Ăна композитор хăйĕн мăнукне – Полинăна – халалланă.
 
Илсе килчĕ Варвари
Пасартан сар сантали.

Текста малалла вулăр...

Чăнлă районĕнчи Пухтел шкулĕнче вĕренекенсен пултарулăхĕ

Хурт-хăмăр ăсти пуласчĕ
 
Эпир пурте тенĕ пекех пыл çиме юрататпăр. Чăнах та, пылран тутли мĕн пулма пултарать?
Çĕр çинчи пур халăх та пыл сиплĕ пулнине ĕлĕкренех пĕлнĕ. Вăл çынсемшĕн питĕ усăллă: сывлăха упрама, çирĕплетме пулăшать, вăй кĕртет, çынна ăс-хакăл, хавхалану кӳрет.
Эпĕ Пухтелĕнче пурăнатăп. Манăн асатте – Геннадий Григорьевич Сафуков – хурт-хăмăр ăсти. Вĕсен пӳрт çумĕнчи пахчара питĕ нумай вĕлле ларать. Эпĕ мĕн астăвасса асатте вĕлле хурчĕсем ĕрчетет. Çак ĕçе мана та хăнăхтарать: вĕлле хурчĕсене сăнама, юратма вĕрентет.
Çуркунне ăшăтма пуçласан эпир асаттепе вĕллесене путвалтан пахчана кăларса тĕрĕслетпĕр. Хĕл каçайман вилнĕ хуртсене пуçтаратпăр. Хĕвеллĕ çанталăкра хуртсем вĕçме тытăнаççĕ. Каярах уйрăлса тухма пăхаççĕ.

Текста малалла вулăр...

ТУТАРСТАНĂН ПĂВА РАЙОНĔНЧИ ПӲРКЕЛ ШКУЛĔНЧЕ ВĔРЕНЕКЕНСЕН ПУЛТАРУЛĂХĔ

(Ертӳçи – Марина Михайловна ВЕРИЯЛОВА)
 
Юнтармăш Ваççа
Илсе килнĕччĕ пĕрре
Пирĕн анне мандарин.
Пĕрер панăччĕ пире:
- Сире кирлĕ витамин.
Темĕн пулчĕ Ваççана,
Тăсрĕ пĕчĕк тутине:
- Мана кирлĕ нумайрах,
Эпĕ сиртен ачашрах.
Çакна илтсенех анне
Илсе хучĕ çимĕçе:
- Лартăрах вăл, лартăрах,
Хăйне май юнтартăрах.
Кам нумая хапсăнать,
Ним çимесĕрех юлать.
 
Анне
Кама малтан куратпăр
Çут тĕнчене килсессĕн?
Кампа çула тухатпăр
Кайма вăхăт çитсессĕн?
Анне теççĕ çав çынна,
Мĕнле аван çак сăмах!

Текста малалла вулăр...

Алина – юрă ăсти

 
Ульяновскри 20-мĕш «Искринка» ача садне çӳрекен Алина Марьина ташлас-юрлас енĕпе питĕ пултаруллă.
 
«Искринка» çулсерен йĕркелекен «Халăхсен туслăхĕ» фестивале Алина виççĕмĕш çул хутшăнать. Унта вăл ыттисенчен чăваш юрри-сăввине тăван чĕлхепе тап-таса каласа юрланипе самай уйрăлса тăрать.
-Алина питĕ ăслă та маттур хĕр. Вăл мĕн каланине пĕрре илтсех ăнланать. Садикри занятисенче те хастаррисенчен пĕри. Фестивальте чăваш культурине кăтартнă чухне Алина манăн пĕрремĕш пулăшакан. Вăл юрăсем те пĕлет, ташă хусканăвĕсене те час вĕренет, ыттисене те кăтартать. Сасси те уçă унăн, - каласа парать Ирина Антонова воспитатель.
Алинăн ашшĕпе амăшĕ – Алексей Александровичпа Ольга Юрьевна – Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнче çуралса ӳснĕ.

Текста малалла вулăр...

Юрла-юрла шăрçа пухать

Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулти Чăваш культура центрне çĕнĕрен те çĕнĕ ачасем туртăнаççĕ. Кунта иртекен мероприятисенче Настя Муленкова хăй юратнă юррипе туха пуçларĕ. Вăл çак шкултах 4-мĕш класра вĕренет.
 
Чăваш чĕлхине, юррисене пĕчĕкренех илтсе ӳсет. Амăшĕ – Ирина Васильевна, ашшĕ – Виктор Васильевич – чăвашсем. Хĕрĕ чăваш юррисене кăмăлланине вĕсем ырлаççĕ.
Культура центрĕнче Настьăна фольклор кружокĕн ертӳçи Екатерина Лашманова пур енĕпе те хавхалантарса пырать. Юрă хыççăн юрă вĕрентет. Настя облаçри ачасен «Путене» конкурс-фестивальне хутшăнчĕ.
Унсăр пуçне кружока çӳрекенсем кĕвĕ çеммипе кашăк шаккама, бубен калама, халăх инструменчĕсемпе выляма хăнăхаççĕ. Ку Настьăн пултарулăх енĕ.
Ал ĕç тăвас енĕпе те маттур Настя. Вăл вак шăрçасемпе (бисер) тĕрлеме вĕренет.

Текста малалла вулăр...

Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнчи шкулта вĕренекенсем пĕлтереççĕ

ЭПĔ – СОЧИРЕ
Тăватă класс пĕтерсен Мускавра пурăнакан Валя аппа мана хăй çемйипе пĕрле канма илсе кайрĕ. Каçалапа пуйăс çине лартăмăр та Сочи еннелле вĕçтертĕмĕр. Çул çинче тĕрлĕ хуласем, ялсем, çырмасем тĕл пулчĕç, уйрăмах вĕсем çĕрле илемлĕн курăнаççĕ. Виççĕмĕш кун тин Сочи хулине çитрĕмĕр. Тăван çĕршыв çава тери пысăк пулнине эпĕ тинех ăнланса илтĕм.
Сочире çанталăкĕ те урăхларах. Сывлăш уçă. Малтанах сывлама та йывăртарах. Тинĕс шывĕ тăварлă. Çыранĕ таса. Пур çĕрте те çынсем.Тĕрлĕ чĕлхепе калаçаççĕ. Вăрçăшаканĕ те, харкашаканĕ те çук.
Эпир ишме вĕрентĕмĕр. Кимĕпе ярăнтăмăр. Хумсем капланса килеççĕ те çыран хĕррине çуса каяççĕ. Вĕсем алхаснă вăхăтра çыран хĕрринче юлма юраманнине радиопа çынсене сыхлакансемпе çăлакансем пĕлтерсех тăраççĕ.
Ольга КИВЕРОВА,
5-мĕш класс.

Текста малалла вулăр...

ТĂВАН ЧĔЛХЕНЕ ПАРНЕЛЕНĔ АННЕ

Тутарстан Республикин Пăва районĕнчи Пӳркел вăтам шкулĕнчи чăваш литератури кружокĕн членĕсен сăввисем. Ертӳçи – Михаил Вериялов.
 
КИЛТЕ
Килсе кĕтĕм шкултан:
Шăллăм шăппăн вылять;
Кукамай çăм арлать;
Кукаç чĕлĕм туртать;
Анне пĕçерет апат…
Тутли таçтан курăнать.
Лартăм сĕтел хушшине
Аннен яшкине çиме.
Эльмира РАТАЕВА,
6-мĕш класс.
 
ТĂВАН ЧĔЛХЕ ПАРНЕЛЕНĔ АННЕ
Чăваш, нихăçан эс ан ман:
Тăван чĕлхерен ан вăтан!
Вăл питĕ пысăк парне,
Юрат эс тăван чĕлхене.
Хуларан-и эс е ялтан-и,
Ан ман чĕлхене нихăçан.
Тăван чĕлхене парнеленĕ анне,
Ан ман эс аннен чĕлхине.

Текста малалла вулăр...

Сцена валли çуралнă

Çĕнĕ хулара пурăнакан Эльвира Алексеевна тата Виталий Алексеевич Прокопьевсен çемйинче пултаруллă хĕр ӳсет.
Настя 3-4 çулта чухнех 64-мĕш шкулти Культура центрĕнчи Çĕнĕ çул уявĕнче капăр чăрăш тавра юр пĕрчи пек вĕлтĕр-вĕлтĕр чупкалатчĕ. Çийĕнче – илемлĕ шурă кĕпеччĕ. Сăвă калама та вăтанмастчĕ Настя. «Ку хĕр пĕрчи ӳссен артистка пулать», -тесе шутлаттăм. Халĕ Настя 63-мĕш шкулта 3-мĕш класра вĕренет. Пĕрремĕш класранах ăна амăшĕ Культура центрне илсе килнĕ. Вăл Екатерина Лашманова ертсе пыракан «Родничок» юрă ушкăнĕнче юрлама тытăннă. Тăрăшсах чăваш юррисене вĕренет. Ушкăна çакăн пек пултаруллă хĕрача килнишĕн ертӳçĕ савăнать. Уншăн ашшĕ-амăшне чĕререн тав тăвать.
Кăçал Настя облаçри ачасен «Путене» фестивальне хутшăнса «Пукане» юрăпа виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Сцена çинче вăл хăйне ун валли çуралнă пекех ирĕклĕ тыткалать.

Текста малалла вулăр...

ЧĂНЛĂ РАЙОНĔНЧИ ÇĔНĔ УЛХАШ ШКУЛĔНЧЕ ВĔРЕНЕКЕН ШĂПĂРЛАНСЕМ – «СĂПАЙЛĂХ» ТИНĔСĔНЧЕ

«Тăван сăмах» литература кружокне шкулта 1993 çултанпа чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Фёдоровна Кудряшова ертсе пырать. Хăйсем патне «Шăпăрлан» хăнана пынă кун ачасем «Çынна сăпайлăх илем кӳрет. Пур чухне те-ши?» темăпа юлташла тавлашма тата хăйсен кăмăл-туйăмне уçса пама пуçтарăннăччĕ. Кружок ĕçне Светлана Фёдоровна пуçласа ярса ачасене «Сăпайлăх» тинĕсенче «ишме» пулăшса пычĕ. Ку тема, паллах, 5-6-мĕш класра пĕлӳ илекен шăпăрлансемшĕн çăмăлах та мар, анчах вĕсем тăрăшрĕç, шухăшĕсене пĕр вăтанмасăр пĕр-пĕрин патне илсе çитерчĕç.
 
Алина ПЕТРОВА: "Хăш-пĕр ачасем кама-тăр сывлăх сунма вăтанан-нине çирĕпле-теççĕ. Çав вăхăтрах намăс сăмахсем-пе калаçма, кăшкăрашма, черетре хирĕне-хирĕне малалла талпăнма, ватта-вĕтте тĕке-тĕке ыраттарма вăтанмасăрах пултараççĕ.

Текста малалла вулăр...

Шапарлансем каласассе

Атте пек пулатăп
Артёмка амăшĕпе вылять.
- Аçу çинчен каласа пар-ха, мĕнлерех вăл? – ыйтать амăшĕ.
- Ман атте-и? Принц! Илемлĕ, сывлăхлă тата ăслă АРÇЫН! Эпĕ те атте пек пулатăп.
- Мĕнле?
- Манăн аттенни пек чикекен шăрт пулать.
- Ăçта?
- Янахпа пит çăмарти çинче!
 
Хĕрхенекен
Аслашшĕ мăнукĕнчен чир ернипе çывăрмалли пӳлĕмре вырăнпах выртать. Асламăшĕ кухньăра ун валли сиплев чейĕ хатĕрлет. Аслашшĕ, кĕтсе ывăннăскер, кăшкăрать:
- Наталья, чей хăçан ĕлкĕрет?
- Кăштах кĕт ĕнтĕ! – кăшкăрать мăшăрĕ.
Саша та кухньăра. Сăнаса ларать. Асламăшĕ хытă кăшкăрни унăн кăмăлне каймасть.
- Ан кăшкăр! Асатте чирлĕ вĕт! – тет.
Кай кунтан!

Текста малалла вулăр...
■ Николай РОЗОВ.
пухса пынă

КУСТĂРМАЛЛĂ УРА ТĂХĂНМАЛЛИ

Чи малтан кустăрмаллă ура тăхăнмаллине музыка инструменчĕсен маçтăрĕ Джон Мерлин XVIII ĕмĕрте шухăшласа кăларнă. Вăл балсенче зал варрине ролик çине тăрса тухнă та сĕрме купăс каланă. Самай тĕлĕнтерекен хавхалану «спорчĕ» пурин патне те нумай пулмасть çеç çитнĕ-ха. Кустăрмаллă конькипе ярăнакана роллер теççĕ.
 
Роллер:
кӳлепипе кăштах малалла тайăлать; урисем чĕркуççи тĕлĕнчен хуçланаççĕ; ура пуçĕсем тĕрлĕ еннелле пăхаççĕ; пĕр роликĕ тепринчен маларах иртсе тăрать; ӳкнĕ чухне аллипе ури çине ӳкме тăрăшать (хыçалалла ӳкни – сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратать).
Чăн-чăн роллерсем сыхлав хатĕрĕсем тăхăнса çеç ярăнаççĕ.
 
Пĕрремĕш хут кустăрмаллă коньки çине тăракансен хăнăхтарăвĕсем
 
Вĕсене тӳрĕ вырăнта пуçламалла.

Текста малалла вулăр...

АНАТ ТИМĔРÇЕН – НИХÇАН ТУХМАСТĂН ЧĔРЕРЕН

Пирĕн яла пырса кĕрсен,
Калла тухма пĕлĕр-и?
Çутă аслă урамĕсен
Вĕçне тухса пĕтĕр-и?
 
Çак йĕркесем Ю.Скворцов сăвăçпа А.Токарев композитор хатĕрленĕ «Пирĕн яла пырса кĕрсен» юрăран. «Шăпăрлан» куннехинче Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен шкулĕнче 4,5,6-мĕш классенче вĕренекен-семпе тĕл пулчĕ. Шăпăрлансем «Канаш» хаçат журналисчĕ пынă çĕре тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем «Анат Тимĕрçен – нихçан тухмастăн чĕререн» темăпа иртнĕ тĕлпулура хăйсен тăван ялĕ çинчен хавхаланса, мăнаçланса, мухтанса каласа пачĕç. Çамрăк ӳкерӳçĕсем тăван кĕтесĕ çинчен ӳкерчĕксем те маçтăрланă. Чăнах та, юрăри пек, ачасен çирĕплетĕвĕнчен Анат Тимĕрçене пырса кĕрсен калла тухма пĕлмелле мар, çутă та аслă урамĕсен вĕçне тухса пĕтме те йывăр.
Вуласа пăхар-ха эппин шăпăрлансен хăш-пĕр ĕçĕсене, шкул художникĕсен ĕçĕсемпе паллашар.

Текста малалла вулăр...

ПУÇ ЫРАТАТЬ

Уроксем вĕçленнĕ çĕре манăн пуç ыратма пуçлать. Тепĕр чухне киле çитиччен те иртмест вăл. Уçă сывлăш пулăшаймасть мана. Эмел ĕçме анне чарать. Мĕнле ирттерсе ямалла-ши пуç ыратнине?
Таня ИЛЬИНА,
6-мĕш класра вĕренекен.
Ульяновск хули.
 
«ШĂПĂРЛАН»:
Пуç ахальтен ыратмасть. Сăлтавĕ пурах ĕнтĕ. Тепĕр чухне урокра ытлашши тимлĕ пулни сывлăхшăн сиенлĕ: мышцăсем карăнса каяççĕ. Вĕсене çемçетме тĕрлĕ хускану-хăнăхтару тумалла. Икĕ пӳрнепе çамкаран тытăнса – тăнлав патне, унтан хăлха хыçĕпе мăй тăрăх хулпуççи патне майĕпен сăтăрса анăр. Тепĕр тĕрлĕ: мăя хыçал енчен шĕвĕр тата пуç пӳрнепе тытса вăйлăн çӳлелле туртăр – çакă мышцăсене çемçетме, пуç ыратнине ирттерме пулăшать. Тарăннăн та пĕр тикĕссĕн сывласа, çак хăнăхтарăва 4-5 хутчен пурнăçламалла.

Текста малалла вулăр...

ЭПĔ КАМ? ЭСĔ КАМ?

Чăваш алфавичĕ тăрăх йĕркелесе çырнă хăш-пĕр арçын тата хĕрарăм ячĕсен пуххи – ятсен чăвашлăхпа çыхăннă историйĕ. Ачасем, эсир те çакăн евĕр ятсемпе çыхăннă словарьсем тума пултаратăр. Çак пухăра çук ятсемпе тунă словарьсене «Шăпăрлана» ярса парăр. Паллах, кашни ят ăçтан пулса кайнине, мĕне пĕлтернине çырса кăтартмалла пулать. Ку ĕç 2011-2012 вĕренӳ çулĕнче пурнăçламалли пулĕ. Çĕнтерӳçĕсене тупса палăртăпăр, вĕсене хавхалантармалли майсем тупăпăр.
 
Алапит – авалхи чăвашлăхран юлнă ят: ала + пит = Алапит. С. Эльгер поэминчи арçын сăнарĕ.
Айпике – авалхи чăвашлăхран юлнă ят. Вăл – «Уйăх хĕрĕ» тенине пĕлтерет. Ай (уйăх) + пике (хĕр) = Уйăхпи. Н.Ыдарай «Айпике» ятлă пьеса-юмахра ку сăмах пулăмне урăхларах ăнлантарать: Ватăсем ачаллă пулсан «Ай, пике» (Ай, хĕрĕм!) тесе каланăран çавăн пек ят пулса кайнă тет.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3.