Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

ÇАК ПРАВИЛĂСЕМ АНСАТ, АН МАН ВĔСЕНЕ НИХĂÇАН!

Пушарта пĕтĕм пурлăх кĕлленет, çын пурнăçĕ татăлать. Унăн тĕп сăлтавĕ вара – пирĕн тимсĕрлĕх тата хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни.
Ачасем, вут-кăварпа çулталăкăн хăш вăхăтĕнче те асăрхануллă пулăр!
 
•Шăрпăк тетте мар, унпа ан выля.
•Килтен кайнă чух телевизора, газ плитине, ытти электроприбора сӳнтер.
•Аслисемсĕр хăв тĕллĕн нихăçан та, ниçта та кăвайт ан чĕрт.
 
Пушар тухсан мĕн тумалла?
 
•Пулăшу ыйтса кăшкăр, хăрушлăх çинчен аслисене пĕлтер.
•Ан пытан, хăвăртрах пӳлĕмрен (çуртран) тухма тăрăш.
•Лăплан, «01» телефонпа шăнкăравласа ăçта пушар тухнине тĕрĕс пĕлтер.

ÇИРĔП ТУСЛĂХ ПУР-ШИ?

Шăпăрлансен çуллахи канăвĕ вăхăтĕнче пирĕн пата пĕр çыру килчĕ. Ун ăшне тăватă материал чиксе янă. Вĕсене Чăнлă районĕнчи пĕр кану лагĕренче çырнă. Шел, (ачасем те вăтаннă, те ытти сăлтавпа ), авторсем хушамачĕсене палăртман. Кăлăхах, ачасем! Материалсем «Шăпăрлана» питĕ килĕшрĕç. Тавтапуç сире, вăхăтлăха ыттисем умĕнче палăрма васкаман, туссем. Тепрехинче ятлă материалсем илессе шанса тăратпăр.
 
МИÇЕРЕ?
Пĕррехинче Машăран миçерине ыйтрăм. Вăл çапла хуравларĕ: «Манăн çула икке хутлăр, ун çумне 5 хушăр. Çав суммăна виççе пайласан 9 пулать». Маша миçере?
ЮЛЯ.
«ШĂПĂРЛАНА»
Юрататăп «Шăпăрлана».
Яланах ăна вулатăп.
Тантăшăмсене калатăп:
«Вулăр, вулăр «Шăпăрлана!»
«МАРИНА».

Текста малалла вулăр...

Т ĂВ А Н Ч Ĕ Л Х Е М Ĕ Р Ç Ĕ М!

Хисеплĕ шăпăрлансем!
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ!
Хисеплĕ аслисем!
 
Çамрăк ăру вĕренӳ тĕнчине çул уçать. Сывлăхшăн усăллă каннă хыççăн нумай-нумай ача-пăча, çул çитмен çамрăк çак куна, паллах, чăтăмсăррăн кĕтет. Пуринчен те ăслăрах, пуринчен те лайăх пĕлекен Раççей гражданĕ пулма хатĕрленет. Çапла пулма чи малтан пире, атте-аннесĕр, вĕрентӳсĕсемсĕр пуçне, ТĂВАН ЧĔЛХЕМĔРÇĔМ ПУЛĂШАТЬ.
Ку сăмахсене кирек кам та хăйĕн пĕтĕм юратăвне, чĕрери туйăмне пĕрле пуçтарса калать.Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: мĕнле тарăн пĕлтерĕшлĕ çак икĕ сăмах!
«Чĕлхем» тени те çитмелле пек. Анчах çук, капла кăна халăхăн хавхалануллă шухăш-туйăмне палăртаймăн: манăн тăван чĕлхем, сирĕн те тăван чĕлхĕр, çавăнпа ĕнтĕ пурсăмăрăн та – тăван чĕлхемĕр. Кун пек те çитмест-ха: «çĕм» хушнипе, «тăван чĕлхемĕрçĕм» тесе хамăр тăван чĕлхемĕре сума суса юратнине тата вăйлăрах палăртатпăр.

Текста малалла вулăр...

ЧАЛĂШ-ЧĔЛĔШ ЙĔРКЕСЕМ

(«Шăпăрлана» килнĕ çырусенчен)
•Манăн калаçакан сăмсаллă попугай пур.
•Кукаçи пирĕн куçсем урлах аван ăнланчĕ пулас: ума пылак пыл касăкĕсем хучĕ.
•Кушак пире виçĕ çура туянса килсе пачĕ.
•Каникул вăхăтĕнче Петĕр яланах асламăш ĕни патне сĕт çиме килет.
•«Апат çиме лар!» - терĕ Петĕре асламăшĕ çăварне уçмасăр.
Ачасем, эсир çак предложенисене мĕнлерех çырнă пулăттăр?

ТАСА ТА СЫВĂ ПУЛ – АЛĂК УÇТĂР ШКУЛ!

Кукаçипе иксĕмĕр мунча кĕретпĕр. Эпĕ ăшă шывпа хамах шăпăртаттарса çăвăнатăп. Кукаçи вара лапка çине хăпарса ларчĕ. Кăмăллăн эхлетсе ăшши пачĕ. Вĕри хум мана та хупларĕ. Ай, пĕçертет! Кукаçи такмак каласа милĕкпе çапăнать:
Хурăн милĕк çăтти-çат,
Ташша çапма юратать.
Ăшши пылак – пыл пултăр,
Чир-чĕр кайтăр, çук пултăр!
- Ух! Пĕрре çапăнтăм та, - лапка çинчен кăштăртатса анчĕ мучи.
- Кукаçи, эпĕ те хăвăртрах çитĕнесшĕн. Çавăнпа пилĕк хут çапăнатăп, - тетĕп.
- Хăçан шкула каятăн-ха, мăнукăм? – алтăрпа пуç тăрăх сивĕ шыв ячĕ вăл.
- Ăшши пар, вара калатăп, - паттăрлантăм алла мăшăр милĕк тытнă май.
Кукаçи кăмакана шыв сапрĕ. Чаш! Чашкăрчĕ мунча чулĕ. Паш! Пашлатрĕ вĕри пăс.
Пĕр самант куçа хупрăм.

Текста малалла вулăр...

ЭПĔ КАМ? ЭСĔ КАМ?

Чăваш алфавичĕ тăрăх йĕркелесе çырнă хăш-пĕр арçын тата хĕрарăм ячĕсен пуххи – ятсен чăвашлăхпа çыхăннă историйĕ. Ачасем, эсир те çакăн евĕр ятсемпе çыхăннă словарьсем тума пултаратăр. Çак пухăра çук ятсемпе тунă словарьсене «Шăпăрлана» ярса парăр. Паллах, кашни ят ăçтан пулса кайнине, мĕне пĕлтернине çырса кăтартмалла пулать. Ку ĕç 2011-2012 вĕренӳ çулĕнче пурнăçламалли пулĕ. Çĕнтерӳçĕсене тупса палăртăпăр, вĕсене хавхалантармалли майсем тупăпăр.
 
Алапит – авалхи чăвашлăхран юлнă ят: ала + пит = Алапит. С. Эльгер поэминчи арçын сăнарĕ.
Айпике – авалхи чăвашлăхран юлнă ят. Вăл – «Уйăх хĕрĕ» тенине пĕлтерет. Ай (уйăх) + пике (хĕр) = Уйăхпи. Н.Ыдарай «Айпике» ятлă пьеса-юмахра ку сăмах пулăмне урăхларах ăнлантарать: Ватăсем ачаллă пулсан «Ай, пике» (Ай, хĕрĕм!) тесе каланăран çавăн пек ят пулса кайнă тет.

Текста малалла вулăр...

ПУÇ ЫРАТАТЬ

Уроксем вĕçленнĕ çĕре манăн пуç ыратма пуçлать. Тепĕр чухне киле çитиччен те иртмест вăл. Уçă сывлăш пулăшаймасть мана. Эмел ĕçме анне чарать. Мĕнле ирттерсе ямалла-ши пуç ыратнине?
Таня ИЛЬИНА,
6-мĕш класра вĕренекен.
Ульяновск хули.
 
«ШĂПĂРЛАН»:
Пуç ахальтен ыратмасть. Сăлтавĕ пурах ĕнтĕ. Тепĕр чухне урокра ытлашши тимлĕ пулни сывлăхшăн сиенлĕ: мышцăсем карăнса каяççĕ. Вĕсене çемçетме тĕрлĕ хускану-хăнăхтару тумалла. Икĕ пӳрнепе çамкаран тытăнса – тăнлав патне, унтан хăлха хыçĕпе мăй тăрăх хулпуççи патне майĕпен сăтăрса анăр. Тепĕр тĕрлĕ: мăя хыçал енчен шĕвĕр тата пуç пӳрнепе тытса вăйлăн çӳлелле туртăр – çакă мышцăсене çемçетме, пуç ыратнине ирттерме пулăшать. Тарăннăн та пĕр тикĕссĕн сывласа, çак хăнăхтарăва 4-5 хутчен пурнăçламалла.

Текста малалла вулăр...

ÇИРĔП ТУСЛĂХ ПУР-ШИ?

Шăпăрлансен çуллахи канăвĕ вăхăтĕнче пирĕн пата пĕр çыру килчĕ. Ун ăшне тăватă материал чиксе янă. Вĕсене Чăнлă районĕнчи пĕр кану лагĕренче çырнă. Шел, (ачасем те вăтаннă, те ытти сăлтавпа ), авторсем хушамачĕсене палăртман. Кăлăхах, ачасем! Материалсем «Шăпăрлана» питĕ килĕшрĕç. Тавтапуç сире, вăхăтлăха ыттисем умĕнче палăрма васкаман, туссем. Тепрехинче ятлă материалсем илессе шанса тăратпăр.
 
МИÇЕРЕ?
Пĕррехинче Машăран миçерине ыйтрăм. Вăл çапла хуравларĕ: «Манăн çула икке хутлăр, ун çумне 5 хушăр. Çав суммăна виççе пайласан 9 пулать». Маша миçере?
ЮЛЯ.
«ШĂПĂРЛАНА»
Юрататăп «Шăпăрлана».
Яланах ăна вулатăп.
Тантăшăмсене калатăп:
«Вулăр, вулăр «Шăпăрлана!»
«МАРИНА».

Текста малалла вулăр...

ÇАК ПРАВИЛĂСЕМ АНСАТ, АН МАН ВĔСЕНЕ НИХĂÇАН!

Пушарта пĕтĕм пурлăх кĕлленет, çын пурнăçĕ татăлать. Унăн тĕп сăлтавĕ вара – пирĕн тимсĕрлĕх тата хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни.
Ачасем, вут-кăварпа çулталăкăн хăш вăхăтĕнче те асăрхануллă пулăр!
 
•Шăрпăк тетте мар, унпа ан выля.
•Килтен кайнă чух телевизора, газ плитине, ытти электроприбора сӳнтер.
•Аслисемсĕр хăв тĕллĕн нихăçан та, ниçта та кăвайт ан чĕрт.
 
Пушар тухсан мĕн тумалла?
 
•Пулăшу ыйтса кăшкăр, хăрушлăх çинчен аслисене пĕлтер.
•Ан пытан, хăвăртрах пӳлĕмрен (çуртран) тухма тăрăш.
•Лăплан, «01» телефонпа шăнкăравласа ăçта пушар тухнине тĕрĕс пĕлтер.
■ Анатоли Ырьят.
"Шăпăрлан" ертӳçи

Т ĂВ А Н Ч Ĕ Л Х Е М Ĕ Р Ç Ĕ М!

Хисеплĕ шăпăрлансем!
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ!
Хисеплĕ аслисем!
 
Çамрăк ăру вĕренӳ тĕнчине çул уçать. Сывлăхшăн усăллă каннă хыççăн нумай-нумай ача-пăча, çул çитмен çамрăк çак куна, паллах, чăтăмсăррăн кĕтет. Пуринчен те ăслăрах, пуринчен те лайăх пĕлекен Раççей гражданĕ пулма хатĕрленет. Çапла пулма чи малтан пире, атте-аннесĕр, вĕрентӳсĕсемсĕр пуçне, ТĂВАН ЧĔЛХЕМĔРÇĔМ ПУЛĂШАТЬ.
Ку сăмахсене кирек кам та хăйĕн пĕтĕм юратăвне, чĕрери туйăмне пĕрле пуçтарса калать.Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: мĕнле тарăн пĕлтерĕшлĕ çак икĕ сăмах!
«Чĕлхем» тени те çитмелле пек. Анчах çук, капла кăна халăхăн хавхалануллă шухăш-туйăмне палăртаймăн: манăн тăван чĕлхем, сирĕн те тăван чĕлхĕр, çавăнпа ĕнтĕ пурсăмăрăн та – тăван чĕлхемĕр. Кун пек те çитмест-ха: «çĕм» хушнипе, «тăван чĕлхемĕрçĕм» тесе хамăр тăван чĕлхемĕре сума суса юратнине тата вăйлăрах палăртатпăр.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3].