Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Кĕтмен тĕлпулусем

Пирĕн пата пĕр çамрăк çын ĕçе вырнаçрĕ. Вăл ĕçчен те сăпайлă çын пулни тӳрех паллă пулчĕ. Малтан мĕншĕн-тĕр сывлăх сунса иртнисĕр пуçне урăх нимле калаçу та пуçарма май килмерĕ манăн. Эрне вĕçленсен вара унпа канмалли кунсем пирки калаçу пуçартăмăр. Вăл Сăр районĕ-нчи ялне кайма пуçтарăннине пĕлтерчĕ. Эпĕ вара ăна: «Ял ятне каламасан та юрать, эпĕ вăл енче нихçан та пулса курман, унти ял ячĕсене те пĕлместĕп. Ахăртнех, эсĕ те пирĕн енче пулса курман-тăр», - терĕм. Эпĕ Чăнлă районĕ-нчи ялтан иккенне пĕлсен ман çĕнĕ юлташ кăштах тĕлĕнчĕ, пирĕн ял уншăн ют маррине пĕлтерчĕ. Унăн мăшăрĕ пирĕн ялсем иккен! Хушамачĕ тăрăх кайсан вара пирĕн тăван та пулса кайрĕ. Çапла пĕр шутламан çĕртен чăваш çыннине тĕл пултăм. Хамăр хушăра вара чăвашла калаçма тытăнтăмăр.
Тепĕр тĕлпулу. Ĕмĕртен пыракан йăлапа ĕçе аслисем вырăнне çамрăксем килеççĕ.

Текста малалла вулăр...

ТĂМ ТИВМЕН ЧЕЧЕКСЕМ

УМСĂМАХ
Хĕрлисене акнăччĕ...
Вĕсемех шăтса тухрĕç
Пахчара тюльпансем...
 
Хурăнвар ытти ялсемпе танлаштарсан
Ку чухнехи самана çĕнетнĕ ял.
Тĕпленсе пурнан çынсемпе паллаштарсан,
Туйса илĕн – вăл пĕтмест-ха, пур хавал.
 
Кермен евĕр çĕн çуртсем, кăмпасем евĕр,
Хăпараççĕ умлăн-хыçлăн – чăн сăмах!
Тахçанах совхоз арканнă, халăх пурпĕр
Тăван çĕр ытамĕнче курать çăтмах.
 
Ку та тĕрĕс, çамрăксем ялта юлмаççĕ.
Çĕршыв пысăк, шыракан ĕç тупатех.
Вахтăпа вăй хунă хыççăн таврăнаççĕ...
Паллах, йывăр, пурăнмашкăн пулатех.
 
Хулара тĕпленнисем те пăрахмаççĕ
Ашшĕ-амăш туса лартнă кил-çурта.

Текста малалла вулăр...

Чĕкеç

Калав
 
Çĕр типсен, йывăçсем ем-ешĕл тум тăхăнсан кăнтăр енчен чĕкеçсем вĕçсе килчĕç. Виçкĕтес хӳ-реллĕ кайăксем тăван çĕршыва килнине пĕлтерсе ял çийĕн ушкăнпа унталла-кунталла вĕçсе сывлăша касса çӳреççĕ. Часах вĕсен йăва çавăрмалла, çăмарта тумалла, чĕпĕ кăлармалла.
Пĕр мăшăр чĕкеç ялăн катари çурчĕ патĕнче явăнса çӳресе йăва валли вырăн шырарĕ. Часах кунта вĕсем хăйсене килĕшекен вырăн тупрĕç, аслăк çунатти айне йăва ăсталама пуçларĕç. Вĕсем темиçе кун тăрăшса ĕçлерĕç: çăварĕпе пылчăк, тăм, тĕк, лаша-ĕне çăмне, пĕлтĕрхи курăка пуçтарчĕç. Вĕсене сурчăкĕпе йĕпетсе çыпăçтарса çӳллĕ вырăнта виçĕ кĕтеслĕ йăва туса хучĕç.
Часах чĕкеç ами тăватă çăмарта туса йăвана пусма ларчĕ. Çăмартисем шурă, анчах вĕсем хăмăр пĕрчĕсемпе витĕнннĕ. Ун пек пулни лайăх, тăшман куçне тӳрех курăнмасть.

Текста малалла вулăр...

Пуçра усал шухăш пулманччĕ

Витьăпа Нина утă уйăхĕнче çемье çавăрчĕç. Çынсен хваттерĕнче нумай пурăнма тӳр килмерĕ вĕсен, хăйсем тăрăшнипе пĕр пӳлĕмлĕ хваттерлĕ пулчĕç. Пĕрлешичченех вĕсем пĕр пысăк фабрикăна ĕçе вырнаçрĕç. Ĕç вăхăчĕсем çур сехет раснарах пулнипе ĕçе те, ĕçрен те пĕрле çӳреймерĕç вĕсем.
Витя ĕçне вĕçлесе киле кайма хатĕ-рленнĕччĕ çеç – иккĕмĕш сменăна килнĕ ĕçтешĕсем пĕр çын çитменнипе ăна доминолла выляма чĕнчĕç. Вăхăчĕ пур, доминолла выляма та кăмăллать Витя. Çавăнпа хаваспах килĕшрĕ вăл. Вăхăт хăвăрт иртсе кайрĕ. Мăшăрĕнчен маларах çитес тесе вăл юлташĕсенчен васкасарах уйрăлчĕ те автобус чарăнакан вырăна чупрĕ. Киле çитсе пынă май умра мăшăрĕ пынине асăрхарĕ. Ун çийĕнче сарă тĕслĕ, çемçе çухаллă пальто. Ăна вĕсем çулла универмагра пĕрле туяннăччĕ. Арăмĕ килелле васкамасăр утать. Эх, çамрăклăх!

Текста малалла вулăр...

Чĕре ыйтнипе

(Калав)
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 2-3-мĕш номерсенче.)
 
Надя тантăшне ăсатса янă тĕлелле хунямăшĕ урнăччĕ. Кинне тахçанччен вăрçрĕ çилĕллĕскер. Ăна систермесĕр-тумасăр хăйĕн хваттерĕнче нимĕнле хăна таврашне те чăтма хал çитерес çуккине айккăн-майккăн мар, тӳрремĕнех каларĕ.
- Мĕнле усал чĕлхеллĕ тантăш вăл сан/ Кам çул-ӳсĕмпе аслăрах çынпа çавăн пек тӳрккес калаçать/ - тахçанччен кăмăлсăрланчĕ хĕрарăм. - Юлташу çине пăх та – эсĕ ху кам иккенне кала тенĕ пĕр ăслă çын. Ненай, каплах пулсан...
Надя чĕнмерĕ. Мăштах кăна компьютер умĕнче ларчĕ. Кунĕ йывăр килчĕ уншăн. Олег килессе тӳсĕмсĕр кĕтет çамрăк арăм.
Ыран та ĕçсем пур-ха çĕнĕ çыннăн. Пĕр ялта çитĕннĕ, аслăрах класра вĕреннĕ çынпа тĕл пулмаллах. Амăшĕ кун пирки телефонпа хыпарларĕ.

Текста малалла вулăр...

Чĕре ыйтнипе

(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 2-мĕш номерте.)
 
Туйчченех пĕр вырăн çинче арçынпа ыталашса выртнине те йышăнасшăн пулмарĕ аллăран иртнĕ хĕрарăм чун-чĕри. Пĕр сăмахпа каласан, пурнăç тăвакан çын пек те туйăнмарĕ Люба Римма Сергеевнăна. Хурларĕ вăл ывăлĕн савнине. Туйне кĕрлеттереймерĕç Смирновсем.
Халь ак авлантăм тет. Те шанмалла ăна, те шанмалла та мар. Уяр кун аçа çапнă пекех пулчĕ ку хыпар – амăшĕшĕн. Паян çĕрĕпех чĕлкĕм куç хупас çук.
Çавах путлĕ çывăрасси пулас çук тесе Римма Сергеевна вырăнĕ çинчен кăвак çутăллах сиксе тăчĕ. Ара, ывăлĕ арăмне илсе килетĕп терĕ-çке. Чуста хурас. Пасара кайса какай туянас. Тутлă апат пĕçермесĕр епле-ха хаклă хăнана кĕтсе илĕн. Шăматкун ĕçе каяс çук-ха.
Кил хуçин кăнтăр хыççăнах веçех хатĕрччĕ.

Текста малалла вулăр...

Чĕре ыйтнипе

(Калав)
 
Римма Сергеевна ĕç хыççăн яланхиллех кухньăра кăштăртатать. Плита çинчи чукун çатмара ывăлĕ юратакан техĕмлĕ катлет хатĕр ун. Хĕрарăм васкаса çĕр улми нимĕрне тĕвет. Кĕçех пĕртен-пĕр ачи ĕçрен таврăнмалла.
Алăкран утса мар, вĕçсе кĕчĕ кĕтнĕ çын. Хĕвел пек ялтăраса тăракан сăн-питĕнчен кулă каймасть. Такама ыталаса илсе çавăрĕччĕ. Мăрлатса хирĕç тухнă кушак çурине ача евĕр çӳлелле ывăтса ячĕ вăл. Лешĕ чутах маччана çитсе перĕнетчĕ. Хуçи килнипе савăнса мăрлатакан «çăмхана» çемçе пукан çине хучĕ те каллех алхасса илчĕ. Радиона хытăрах ячĕ. Унтан лăпланса пырса амăшне саламларĕ – çĕр çинчи чи хаклă та юратнă хĕрарăмне çепĕççĕн ыталарĕ Олег.
Тахçантанпах кун пек хаваслине курман ăна амăшĕ. Çавăнпа хальхинче те шанмасăртарах пăхрĕ ывăлĕ çине.

Текста малалла вулăр...

Хамăрăн хаклăрах

Çемье çавăрнă кун тăванĕсемпе юлташĕсем ырă суннине тата мĕнле пурăнмаллине вĕрентсе каланă сăмахсене Павăл нумайлăха астуса юлчĕ. Астуса юлнипе кăна мар, вĕсене пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшрĕ.
Акă ашшĕпе амăшĕ пулăшнипе çăмăл машина валли гараж туянчĕ. Пурăнакан çуртĕнчен инçех те мар. Çуран кайсан çутçанталăкпа киленсе пыма пулать. Хура кӳлĕ мĕне тăрать! Çыран хĕрринче таса та сивĕ çăл. Унта чарăнмасăр, шыв ĕçмесĕр иртсе кайма йывăр. Гараж патне тепĕр çул та пырать. Унта та шыв юхса выртать, вăл çывăхрах. Çĕр айĕнчи пăрăх шăтнăран вăл таçтан аялтан тапса тухать те хăйĕн çулĕпе симĕс курăк тăрăх юхса кайса çухалать. Ку тĕлтен те алла çумасăр иртсе каяс килмест.
Гаража Павăл хăйĕн улттăри хĕрĕпе çӳреме юратать. Ачашăн уçăлса çӳрени паха, çутçанталăкпа паллашать. Павăлшăн вара ĕç хыççăн гаражра аппаланни лайăх.

Текста малалла вулăр...

Хам çинчен

 
Эп çуралнă çул тĕнче
Вăрçăпа вутланнă.
Аннене аппăш хĕрсех
Питĕнчен çутатнă:
«Паянхи кун тĕнчене
Кам ача çуратнă/!»
 
-Ашшĕ вăрçă хирĕнче
Шанчăкне çухатмĕ,-
Тенĕ те лăпкăн анне --
Кăкăрне хыптарнă.
-Тен, телейлĕ хĕр пулса
Çăлтăр пек çутатĕ...
 
ххх
Çиччĕре чухне чупаттăм
Тантăшсемпе шыв хĕрне.
Выçлăх-çуклăх хăратмастчĕ,
Пурăннă мал ĕмĕтпе.
 
Кĕмĕл уйăх тӳпереччĕ,
Пин-пин çăлтăр хушшинче.
Юрă-кĕвĕ шăранатчĕ
Кăвак шуçăм киличчен.
 
Йывăрлăх ума тухсассăн
Хăраса куçа хупман.

Текста малалла вулăр...

Шураçка

Петĕр пичче – пĕччен арçын. Вăлкивĕрех пӳртре пурăнать, анчах ун патне ял-йыш яланах пырса çӳрет. Ырă кăмăллă çын вăл. Алли те ылтăн, платник-столяр ĕçне лайăх пĕлет. Вăл çынсем валли сухапуç, тачка-урапа, пуртă-пăчкă, кĕреçе-сенĕк, сава-пăра хăй аллипе туса хатĕрлесе хунă. Хуть
кам ыйтма пырсан та парса ярать вăл япалисене. Вĕсем валли ятарласа
туса хунă-çке! «Усă курччăр,ĕçлеччĕр. Хавшанă сывлăхпа халь тем туса пулăшаймастăп ĕнтĕ вĕсене. Ман уссăм çавă пултăр кӳршĕ-аршăшăн,
ял-йышшăн»,– тет вăл ăшă кăмăлпа.
Сывлăхĕ, чăнах та, Петĕр пиччен аванах мар. Вăл Аслă вăрçă вучĕ урлă тухнă, унта сапер пулнă. Урăхла каласан – малтан пире тапăнса килекен фашистсен
çулне минăсем лартса пӳлнĕ, каярах вара тăшмансем лартса хăварнă минăсене тупса сиенсĕрлетнĕ, хамăр салтаксем валли малалла çул уçнă.

Текста малалла вулăр...

Капкăн

Кулăшла калав
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 33-мĕш номерте.)
 
-Мĕн каласа памалли пур/ Пĕччен çын вăл пĕчченех.
-Ман чунра та пĕчченлĕх хуçаланать. Сан пек кăмăллă çынпа чуна уçса калаçас килет.
-Калаçар. Эп те хирĕç мар. Хам та тахçанах чуна уçман: тăвансене веçех каласа парса кулянтарас килмест, юлташсене каласа парса савăнтарас килмест. Хамра веçех йăтса çӳреме вара йывăр. Хăш чухне чун кӳтсе килнипе чĕре чиксе ыратма пуçлать.
-Пурнăçу çăмăлах мар пулмалла санăн.
-Сан та пылпа çу мар пек курăнать. Унсăрăн мана чунна уçма васкамăттăн.
-Э, эпир, арçынсем, хамăра вăйлă тесен те чунпа пит черчен вĕт. Арăм ачаш сăмах каламанни те тарăхтарать. Пире мухтасах, эпир вăйлă та пултаруллă пулнине, чи лайăххи пулнине куллен каласах тăмалла.

Текста малалла вулăр...

Капкăн

Кулăшла калав
 
Артистка арăм мар, шофер упăшка мар теççĕ халăхра.
Ваççук шăпах çав шоферĕ ĕнтĕ. Çитменнине, «дальнебойщик» теççĕ ăна. Авланнă-ха, çапах та хăйне çемьеллĕ пек туймасть. Аяк пĕрчинче леш темскерри алхасма пăрахман-ха унăн. Çапла пулма унăн ĕçĕ те хистет. Час-часах инçе çула тухма тивнĕ май килĕнче вăл хăнари пек кăна пулса каять. Арăмĕпе ачи çакна хăнăхнă ĕнтĕ. «Килте тулăх пулсан ытти-хыттине чăтма пулать», - текелет арăмĕ.
Ваççук çемçе чĕреллĕ. Вăрăм çула тухсан çул çинче сасăласа тăракан пĕр-пĕр çынна курсан машинăна чарса лартмасăр нихăçан та иртсе каймасть. Унăн кун пек путсĕр йăла çук. Тахçан автобуссем сайра çӳренĕ вăхăтра çула тухсан еплерех нушаланнисене манман вăл. Çавăнпа та хальхи саманара çын ырăран çул çине тухса сасăламасть тесе шутлать.

Текста малалла вулăр...

Кашнин хăйĕн виçи

Кăмăлланă ĕçре нумай çул вăй хуракан урăх ĕç вырăнĕ шырама шутламасть. Анчах пурнăçра хăш чух урăхларах та пулса тухать. Кĕтмен çĕртен ыйтмасăрах çӳлтисем шутланипе сана урăх çĕре куçарма пултараççĕ. 1985 çулта Павăлăн çавăн пек «кĕтмен телей» пулса тухрĕ. Çĕнĕ ĕçре палламан çынсем çамрăк специалиста ăшшăн кĕтсе илчĕç. Пĕр уйăх пĕрле ĕçлесен Павăлăн çĕнĕ юлташĕсем лайăх специалистсем çеç мар, ĕç хыççăн хăйсене кăмăла каякан ĕçсемпе вăхăчĕсене ирттерни паллă пулчĕ. Кам пулă тытма юратать, кам гаражра машинипе савăнса чакаланать, нумайăшĕ вара пилĕк-ултă сотка çĕрĕ çинче ĕçлеме кăмăл тăваççĕ. Пĕрле пуçтарăнсан мĕн кăна каласа памаççĕ пулĕ пĕр-пĕрне. Пĕрин хăярĕ тухăçлă пулнă, теприн помидорĕсем хĕрелнĕ – ниçта хураймасть, хăй икĕ банка çеç тăварланă пулин те. Виççĕмĕшĕ купăстапа кишĕр нумай туса илессе шанать.

Текста малалла вулăр...

ĂÇТА КАЯН, ЧĔКЕÇ/

Калав
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 7-9-мĕш номерсенче.)
 
-Мана чĕнес темерĕр апла... Эпĕ халĕ никам та мар сирĕн шутăрпа,- хăйса чĕнчĕ лăпкăн Чĕкеç.
-Кан, тăхлачă, кан,- терĕ те тăхлачĕ пĕшкĕнсе ĕçе пикенчĕ. «Пире чăрмантарса ан çӳре-ха»,- тенĕнех янăрарĕç çак сăмахсем.
-Апла кĕрсе апат хатĕрлес пулĕ,- терĕ Чĕкеç мĕнпе те пулин усăллă пулас тесе.
-Кирлĕ мар, хамах пĕçереп,- татса хучĕ кинĕ.
Чĕкеç пуçне усса киле кĕчĕ. Хăйне вырăн тупаймарĕ. «Мĕншĕн, мĕншĕн манран çапла мăшкăллаççĕ-ши/»- йĕрсе ячĕ вăл чунĕ кӳтсе килнипе.
Кун хыççăн кун иртрĕ. Пĕррехинче ывăлĕ ĕçе кайсан Чĕкеç кинĕпе калаçса пăхма шутларĕ. Мĕн-ма вăл ăна курайманнине пĕлес килчĕ унăн.
- Кам эсĕ маншăн/ Ют çын. Халĕ ку çурт санăн мар.

Текста малалла вулăр...

ĂÇТА КАЯН, ЧĔКЕÇ/

Калав
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 7-8-мĕш номерсенче.)
 
Пĕррехинче Чĕмпĕртен хăнана Чĕкеçĕн аслă хĕрĕ Валя килчĕ. Кунта вăл унчченхи пекех ирĕклĕ туйрĕ. Мĕншĕн килти пек/ Вăл тĕп килте-çке - амăшĕ патĕнче ... Пӳртне те хăй укçипе тутарчĕ. Ир тăрсан Валя яшка пĕçерме тытăнчĕ. Телевизор ячĕ. Амăшĕпе, кинĕпе савăнăçлă калаçрĕ. Вăл малтанласа хĕрарăмсем хушшинче йăлтах аван маррине туйсах илеймерĕ-ха. Амăшĕ те каласа пама самант тупаймарĕ.
Ирхи апат çисен Ванюш ĕçе тухса кайрĕ. Арăмĕ сĕтел хушшинчен тухса пӳлĕмне кĕрсе çухалчĕ. Тепĕр самантран килти халатне хывса кĕпе тăхăнса тухрĕ те телевизора сӳнтерсе пӳртрен тухса кайрĕ. Чĕкеçпе хĕрĕ пĕр-пĕрин çине ним ăнланмасăр пăхса юлчĕç.
-Мĕн пулчĕ ку/- ыйтрĕ Валя амăшĕ-нчен. – Телевизора вăл мĕншĕн сӳ-нтерчĕ/ Эпир кунтах ларатпăр вĕт.

Текста малалла вулăр...

ĂÇТА КАЯН, ЧĔКЕÇ/

(Малалли. Пуçламăшĕ 7-мĕш номерте.)
 
ххх
Икĕ эрнерен Чĕкеç сывалса килне таврăнчĕ. Ăна ял каччи Сергей хапха умнех çитерсе ячĕ. Кӳрше каçрĕ. Пăлакирен çăра уççи илсе пушă пӳ-рте кĕрсе тăчĕ. Кĕркурине юлашки çула ăсатайманшăн, çак пӳртре пĕччен тăрса юлнишĕн ӳксе йĕчĕ. Кӳршĕ хĕрарăмĕ те куççульне ирĕке ячĕ. Упăшкине мĕнле пытарнине йĕре-йĕре каласа пачĕ. Качакине хăй патне илсе кайнă иккен вăл. Чăх-чĕпне куллен каçса çитерсе тăрать.
- Мĕн тумалла/ Нимĕн те тăваймăн. Сыввисен малалла пурăнмалла,- лăплантарчĕ Пăлаки Чĕкеçе.
-Эпир Кĕркурипе пӳрт лартас тесе укçа пухнăччĕ. Кирлĕ-и мана халĕ вăл çурт/- терĕ Чĕкеç куççульне шăлса.-Мана халĕ ним те кирлĕ мар.
-Мĕнле кирлĕ мар/! Ара, Ванюш кĕçех салтакран таврăнмалла вĕт... Таврăнсан авланĕ те – кермен пек çурт лартăр акă.

Текста малалла вулăр...

ĂÇТА КАЯН, ЧĔКЕÇ/

КАЛАВ
 
Чĕкеçпе Кĕркурин умлă-хыçлă виçĕ хĕр çуралчĕ. Тăваттăмĕшĕ ывăл çураласса хытă шаннăччĕ çемье пуçĕ. Кăлăхах. Ку хутĕнче те хĕр. «Каллех манран кулаççĕ ĕнтĕ», – çĕмĕрчĕ унăн пуçне шухăш. Çавăнпа та вăл арăмĕпе пепкине илме пульницана кайма кăмăлсăр тухрĕ. «Урамра хирĕç пулакан ан пултăрах», - терĕ вăл хапха алăкне уçнă май. Çук çав, ялта хыпар хăвăрт сарăлать, никамран та, нимĕн те пытараймастăн. Тухнă-тухманах ăна качча каймасăр икĕ хĕр çуратнă çăмăлттай Юля тĕл пулчĕ.
-Кĕркури, каллех хĕр çуралчĕ-и элле/ Мĕн, ывăл çуралтăр тесен мĕн тумаллине пĕлместĕн-им/ Минтер айне çĕлĕк хураççĕ!-ахăлтатса кулчĕ вăл Кĕркури чĕрине ыраттарса.
Кĕркури ăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ. Кулам пекки туса алă сулчĕ те малалла утрĕ. Çын çăварĕ хапха мар – хупаймастăн, мĕн пĕр пустуй сăмах ваклас/
Çапла Кĕркури тăваттăмĕш хĕрĕ валли те каштаран сăпка çакрĕ.

Текста малалла вулăр...

Усрав ача

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 30-31-мĕш номерсенче.)
Евгения Николаевна милици сотрудникне ачана приюта çитерме машина чĕнсе илме ыйтрĕ.
Ачана йăтса урама тухсан хĕрарăм опека органĕнче ĕçлекен юлташĕ-сене шăнкăравларĕ. Хăй мĕнле лару-тăрăва лекнине каласа пачĕ. Мишшăна хăй патне илесшĕн пулнине пĕлтерчĕ. Калаçу нумая тăсăлмарĕ вĕсен. Кĕç Евгения Николаевна пĕчĕк ача пек савăнса Мишшăна хытă ыталаса хăйĕн çумне пăчăртарĕ:
-Ы-ы-ы! Юратнă ача вĕт эс ман. Çиччас хутсене кайса паратпăр та киле таврăнатпăр. Унта пире ăшă вырăн та тутлă апат кĕтет, - терĕ.
«Киле» сăмах Мишшăна каллех хăратрĕ. Вăл çавракаланса кайнă кăвак куçĕсемпе хĕрарăм çине пăхрĕ.
-Ан хăра, «киле» вăл – ман киле пулать. Малашне вара ман кил – санăн килӳ те пулĕ. Эпир виçсĕмĕр, тен иксĕмĕр, унта савăнса пурăнăпăр.

Текста малалла вулăр...

Усрав ача

(Малалли. Пуçламăшĕ 30-мĕш номерте.)
 
-Ман ачапа хуçаланма сирĕн право çук. Тасалăр куç умĕнчен, - малтан хăйне йăваш пек кăтартакан арçын тытса чараймарĕ хăйне.
Евгения Николаевна Ивановсен хваттерĕнчен хуçăк кăмăлпа тухса кайрĕ. Хăй хыççăн алăк хупăнсан вăл хытса ларнă пек пĕр утăм тумасăр тăчĕ. Малалла мĕн тумаллине шутларĕ çак вăхăтра. Унтан кӳршĕ хваттерĕн шăнкăравне пусрĕ.
-Кам унта, - илтĕнчĕ шалтан йăваш сасă.
-Эп опека органĕнчен. Уçăр-ха, тархасшăн.
Кăшт тăхтасан хваттер алăкĕ уçăлса кайрĕ. Евгения Николаевна умне çитмĕл çулсенчен иртнĕ шурă çӳçлĕ, хăйне тирпейлĕ те тивĕçлипе тытма пĕлекен хĕрарăм тухса тăчĕ.
«Учительница пулнă пулмалла», - шухăшласа илчĕ инспектор.
-Сывлăх сунатăп. Мана Евгения Николаевна теççĕ.

Текста малалла вулăр...

Усрав ача

Хула хваттерĕнче шăп. Чӳрече каррисене сирменнипе пӳлĕмре тĕттĕм. Пысăк хваттерте миçе пӳлĕм пулнине шутласа кăларма та йывăр. Тахçан литературăпа искусство çыннисем йышăннă ăна. Тивĕçлĕ çынсене патшалăх ĕçлемелли, апат пĕçермелли, çимелли, çывăрмалли вырăнĕсене çителĕклĕ панă пулнă. Вăхăтĕнче ача сасси те илтĕннĕ пӳлĕмре. Хăна-вĕрле те килсе çӳремесĕр тăман. Искусство çыннисем пухăнсан хваттер ирччен кĕрлесе тăнă: пĕр пӳлĕмре писательсемпе артистсем тавлашнă, тепринче картла вылянă, виççĕмĕшĕнче – ларса ывăннă хĕрарăмсем вăрăм сигаретăсем мăкăрлантарса хулара çӳрекен сăмах-юмаха сӳтсе явнă.
Кайран, ваттисем çамрăккисене нумай пурăнма хушса хăварса çут тĕнчерен уйрăлсан, хваттер майĕпен «вилсе пынă». Кил хуçисен пĕртен-пĕр ывăлĕ авлансан тин нумай вăхăт ларнипе хытса ларнă урапана сасартăк хускатнă пек пурнăç кунта ерипен, кăшкăра-кăшкăра, йывăрпа хайăрăлса пулин те çĕнĕрен тапма пуçланă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4.