Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Инкеке лексен тупнă ывăл

Улюк çамрăклах сусăрланчĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи хĕн-асаплă пурнăç çулĕсем хăйсен йĕрĕсене нумай çын чĕрисенче тарăн хăварчĕç. Выçлăх, çуклăх пĕр айăпсăр ача-пăчана та, ватта-вĕтте те, тăлăха юлнă нумай ачаллă хĕрарăмсене те хĕрхенмерĕ. Алă çинче икĕ пĕчĕк ачапа юлнă Улюк шăпи тата кăткăс пулчĕ. Савнă мăшăрĕ Аслă вăрçăран таврăнмарĕ. Сывлăхĕ ытла хавшанипе, куçĕ начарланса курми пулнипе чирлĕскере хула пульницине, хирурги уйрăмне, хучĕç. Шап-шурă тумлă, ырă кăмăллă тухтăрсем тĕплĕн пăхса тухнă хыççăн чăваш хĕрарăмĕн куçĕ операцисĕр курас çуккине пĕлтерчĕç. Хирĕçлесе тăма майĕ çук, тухтăрсемпе килĕшесех пулать. Анчах та килте çула çитмен хĕрачасем, Люпукпа Çинук, иккĕшĕ кăна юлни амăшне чикĕсĕр пăшăрхантарчĕ.
-Сĕм суккăр юлсан çак пепкемсене епле ӳстерĕп-ши/-шухăшларĕ хуйхине лăплантарса Улюк.

Текста малалла вулăр...

Кин сасси мар

("Телефон мыскари" ярăмран)
 
Ырлăх тинех çитрĕ. Кĕсье телефонне кăларма тытăнсан телевизорти рекламăсене пăхса тĕлĕнеттĕмĕр. Унта ватă çынсем вăрманта кăмпа пуçтараççĕ. Кашнин аллинче телефон. Пĕр-пĕринпе мĕнле кăмпа тупни пирки шăнкăравласа калаçаççĕ.
Халь хамăрăн килте те пурин кĕсйинче пĕрер телефон. Аннене те савăнтарас терĕмĕр. Хăйне ыттисенчен кая ан туйтăр. Телефон парнелерĕмĕр. Халь вăл пире шăнкăравласах тăрать. Эпир, хуларисем, мĕнле пурăннипе интересленет, ялти хыпара пĕлтерет.
Пĕррехинче яла килтĕм те, темскер, анне манпа кăмăлсăр пулнине туйрăм. Куçĕпе айăккăнрах пăхса сăнать хайхискер мана. Калаçасшăнах та мар пек. Пахчара ĕç тукаланă пек уткаласа çӳрет, унта пырса перĕнет, кунта…
-Кил-ха кунтарах, вăрттăн калаçмалли пур санпа, - кăчăк туртрĕ вăл мана пахчара иксĕмĕр кăна тăрса юлсан.

Текста малалла вулăр...

Сиплерĕ тĕк сиплерĕ…

Пирĕн килте çăмламас кушак аçи пур. Вăл икĕ çулта. Ăна ман ывăла икĕ çул каялла пулас арăмĕ çуралнă кун ячĕпе парнелерĕ. Эпĕ хирĕçчĕ. Ывăл çак çăмламас чĕр чуна ачаранах кăмăлланипе килĕшмех тиврĕ. Пĕчĕк çураран часах пысăк кушак пулса тăчĕ. Паха ăратлăскер, чăнах та питĕ илемлĕ, анчах кăмăлĕ питĕ кăра.
Пĕррехинче килти йĕркене пăснăшăн эпĕ ăна вăрçса илтĕм. Вăл таçта тарса пытанчĕ. Тепĕртакран сиксе тухрĕ те ураран хытă çыртса илчĕ. Тавăрчĕ пулать. Ура самантрах шыçса кайрĕ.
Хулари тĕп пульницари травматолог патне кайрăм. «Сирĕн вырăнта пулсан эпĕ ку кушака пăвса вĕлерĕттĕм»,- терĕ çамрăк тухтăр ман урана пăхнă май. Сурана çыхса ячĕç те пульница хучĕ тыттарса малалла участокри хирург патĕнче пăхăнса тăма хушрĕç.
Тепĕр кунне 3-мĕш поликлиникăри хирург пулĕмĕ умне пырса черет йышăнтăм.

Текста малалла вулăр...

Т и в ĕ ç с ĕ р

 
("Телефон мыскари" ярăмран)
 
Каç пулас умĕн Сăпани инке кинĕ патне аран-аран мăштăртатса çитрĕ.
-Мана кунта çити çӳреме çăмăл тесе шутлатăр пуль, - мăкăртатрĕ вăл картлашкаран пĕрин хыççăн тепĕр урине аллипе пулăшса хăпартнă май.
Ватăлнипе ури утасшăнах мар унăн.
Халь ялта тăвана е кӳрше кайса курас-ха тесе пĕр-пĕрин патне ларма çӳресси йăларан тухса пырать. Пур ыйтăва та телефон татса парать. Техника, мĕн тăвăн! Хыпарсене те халь çав кĕсьере чиксе çӳремелли пĕчĕк телефон урлă веçех пĕлеççĕ. Кашни карчăк телефона ылтăн катăкĕ пек саппун айĕнчи вăрттăн кĕсьере пытарса çӳрет. Хуть те ăçти çынпа хуть те хăш вырăнтан калаçма пулать вĕт унпа. Эй, тĕнче! Мĕнле пурăннă-ши унччен?
-Ирт, ирт, инке. Мĕншĕн пит тарăхнине ăнланмарăм сана.

Текста малалла вулăр...

Çамрăк шĕшкĕ çурать çеçке…

(К а л а в)
 
Галя тăлăх ачасен çуртне мĕнле майпа лекнине астумасть. Ытла çамрăк пулнă. Тăванĕсем пуррине те пĕлмест. Атăл хĕрринчи икĕ хутлă çурт – уншăн тăван кил. Унти ачасем – çывăх тăванĕсем. Воспитательсем – тăван амăшĕ вырăнĕнче.
Хĕрача чӳречерен çанталăка сăнама юратать. Хĕр пĕрчине йăлтăркка хумлă Атăла ик еннелле сирсе ишекен шурă пăрахут, сăрт çинчи ешĕл тумлă вăрман, тĕрлĕ сасăпа янăракан кайăк-кĕшĕк сасси илĕртет. Гальăн пăрахут çине ларса Атăлăн тепĕр енчи чăнкă, сарă хăйăрлă çыранĕ патне çитес килет. Шухăшсен вĕçĕ-хĕрри те çук!
Пĕррехинче вăрмана кайса мăйăр пуçтарнăччĕ:
Çамрăк шĕшкĕ çурать çеçкине
Ват юман илнĕрен хӳтлĕхне
Лăпкă çилĕ силлет вуллине,
Куккук уççăн юрлать юррине.

Текста малалла вулăр...

Юптарусен кăшăлĕ

***
Мулкач çури, çитĕннĕскер,
Вăрман шкулне пĕтернĕскер,
Шутлать каймашкăн ăслăлăх шкулне.
Хăй йăвинчен тухмасăр виç эрне
Тĕрĕслеве хатĕрленет:
Вулать, çырать, пĕтĕмлетет…
………………………………...
Иртсе кайсан тĕрĕслевсем
Кĕç пĕлтереççĕ аслисем:
«Сан пуçунта пĕлӳ çителĕклех,
Тĕрĕслеве ирттертĕн чиперех,
Анчах…
Илме пултараймастпăр хальлĕхе».
«?!»
«Мĕн-ма тесен кĕсйӳ çӳхе».
Мулкач çури çакна илтсен
Тăрать пĕр авăк тĕлĕнсе.
Кайран
Лăпланайсан
Пуçне пĕр шухăш çĕмĕрсе кĕрет:
«Çак пурнăç кăлтăкĕ хăçан пĕтет?»
 
Хушнă – тумалла
 
Вăрман Сысни пит тăрăшса чавать.

Текста малалла вулăр...

Вăрланă телей

Турăçăм, кам çӳрет-ши çак вăхăтра тата çак çанталăкра: асар-писер çил алхасать, çумăр витререн тенĕ пек çăвать. Вĕçсĕр-хĕрсĕр юхакан куççуль пек тăкăнать. Иртнĕ кĕркунне кунашкал тăтăш çумăр пулнине астумасть Улька. Ăçтан çавăн чухлĕ шыв тухать, кам та пулин пĕлет-ши çакна?
—Тăхта ĕнтĕ, тăхта, уçатăп. Ытлашши хӳхленсе ан шакка, çын пуррине туйрăн пулсан кĕтме чăтăмлăх çитер,- хĕрарăм ăнсăртран кавăн купи çине пырса кĕчĕ те урине ыраттарнăран вăраххăн йынăшса ячĕ. – Каларăм ывăла шаларах кĕртсе хур тесе. Итлемерĕ. Ялан васкамалла çамрăксен.
Хăйпе хăй калаçрĕ вăл. Маларах çакнашкал пахалăха хăйĕнче асăрхаманччĕ Улька. Пĕччен пуплешме пуçлани ватăлас енне сулăннине пĕлтермест-ши? Кампа калаçас пĕртен-пĕр шанчăкĕ, тĕрекĕ халь çемйипе уйрăм хваттерте пурăнать пулсан?
—Чим ара, тем çăра уççи шăтăкне кĕресшĕн мар.

Текста малалла вулăр...

Сархайнă сăн укерчĕк

Унтанпа нумай вăхăт иртрĕ пулин те Ванюк пĕрре хавхаланса, тепре пăшăрханса аса илет иртнĕ кунсене. Акă ун умĕнче черчен хĕрĕн сархайнă сăн ӳкерчĕкĕ. Альбом страницине çавăрсан — Ванюкпа Таюк пĕрле ӳкерĕнни. Аса илмелли самантсем вĕçсĕр-хĕрсĕр… Лăпсăркка çĕмĕрт тата лутра чие шап-шурă çеçкере. Шкул пахчинче ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕкре пĕтĕм класс, унăн ертӳçи — Ольга Петровна — ачасем хушшинче. Темшĕн ку ӳкерчĕке Ванюк темрен те хака хурса упрать, аллине тытсан аса илӳсен авăрне путать.
Вуннăмĕш класс. Экзаменсем памалли тата пурнăçăн анлă çулĕ çине тухмалли тапхăр. Вырăс чĕлхи Ванюкшăн кăткăсрах пулнипе вĕрентӳçĕ ăна уйрăм хатĕрленме килне чĕнет. Мал ĕмĕтлĕ шкул ачи хаваспах килĕшет, анчах та кăмăлне каякан савнă Таюкĕпе те тĕл пуласси килет унăн. Урокра учитель пăрăннă вăхăтра икĕ мăшăр куç тĕл пулсан хĕлхемĕсем пĕр-пĕрне пĕçертсе илеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Тавах пепкешĕн

Кăмăл пăтраннипе пульницана кĕрсе тĕрĕсленме шутларăм паян. Ман сывлăха тĕрĕслекен хĕрарăм тухтăрăн кăмăлĕ аванччĕ. Ман ĕç-пуçа çăмăллатма шутларĕ вăл. Ирхине çын нумай пулнине систерсе тӳлевлĕ анализсем илсе лабораторие хăех леçсе пачĕ. Ак ларатăп терапевта кĕтсе, хутран-ситрен стена çине çакнă хаçатсене тинкеретĕп. Чирлес килмест-çке. Ăçтан сиксе тухрĕ ку япала: кăмăл пăтранать, пуç çаврăнать, апат анмасть. Вар хырăм аптратать. Мĕн те пулин калатех ĕнтĕ тухтăр. Инкек-синкек çеç сиксе ан тухтăр. Вăрăм коридорпа хама сиплекен çын килнине аякранах куртăм. Пĕччен те мар иккен – иккĕн хăйсем.
— Галина Васильевна, кĕтсе ывăнмарăр-и мана? – терĕ йăл кулакан илемлĕ хĕрарăм-тухтăр.
— Çук-çке. Пульница сывлăшĕ пуçа минретмех ĕлкĕреймерĕ-ха, – хуравларăм ăна. – Ак эсир мĕнлерех хыпарпа килтĕр тата?

Текста малалла вулăр...

Хамашкал ман туйăм. Хамашкал ман кăмăл

Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисен черетлĕ ларăвĕ Çĕнĕ Ульяновскри «Мир» Культура керменĕнче иртрĕ. «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн членĕсем çула кунти чăвашсен «Чĕкеç» обществин тарават хуçи Зоя Рейтер чĕннипе тухрĕç.
Хальхинче çивĕч перо ăсти-сем Анатоли Ырьят прозаи-кăн, публицистăн тата сăвă-çăн çак кунсенче çеç тухнă «Пурнăç утравĕсем» кĕне-кине хăтларĕç.
Николай Ларионов «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн исто-рийĕ пирки каласа пачĕ. «Çак хушăра эпир 80 кĕнеке ытла кăларма пултартăмăр, – терĕ вăл. – Ман алăра – çĕнĕ кĕнеке. Ĕçтешĕмĕн Анатоли Ырьятăн çырнисен пуххи, чăваш литературинчи хăйнеевĕр пысăк пулăм теес килет тата ман ун пирки. Анатолий Григорьевич пултарулăхĕ хăйнеевĕрлĕ, анлă, курăмлă. Автор повеçĕсем те, сăввисем те хăйнеевĕрлĕ.
Анатоли Ырьят кĕскен хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, çырас вăй-хал, çак иксĕлми çăлкуç ăçтан палкаса тапса тăнин вăрттăнлăх чаршавне сирчĕ, куллен илемлĕ повеçсемпе сăвăсем хайлама кам хавхалантарнине, хăй телейлĕ, хăйнеевĕрлĕ çын иккенне пĕлтерчĕ.

Текста малалла вулăр...

Лизук

Аслă урамри тăвайкки тăрринче пĕр пĕчĕк пӳрт ларать.Вăл çĕр ăшне кĕрсе ларнă пекех, аякран пăхсан юмахри пĕчĕк пӳрт пек курăнать. Никĕсĕ саланса каясран çирĕплетес тĕллевпе хуçи пӳрте йĕри-тавра çĕр тултарнă, çур метр çӳллĕш тата çур метр сарлакăш.
Пӳрт умĕнче çав çĕр çине хăма татăкĕсем хурса лармалли тунă. Ку çуртра пĕччен хĕрарăм пурăнни тӳрех паллă.
Кашни каç Лизук умне кӳршĕри карчăксем пухăнаççĕ. Тĕнчери лару-тăрăва сӳтсе яваççĕ-и, ялти, таврари хыпарсем çинчен калаçаççĕ-и, кам пĕлет, лараççĕ тăваттăн-пиллĕкĕн пухăнса.
Кашни иртсе каякан ватăсене сывлăх сунать. Лешсем те никама та сăмах чĕнмесĕр, ăçта, мĕн сăлтавпа кайнине ыйтса пĕлмесĕр ирттерсе ямаççĕ.
Паян пӳрт умĕнче иккĕн кăна.
– Упа Микулин виççĕмĕш арăмĕ те тухса кайнă тет, хи-хи-хи, – хихиклетрĕ çынран кулма юратакан Ултут.

Текста малалла вулăр...

Ватă çын хӳхлевĕ, е Вероника

Пӳлĕмре лăк тулли халăх. Сывлама çук пăчă. Урамра ахаль те хĕвел пĕр шелсĕр хĕртет тата Турă кĕтессинчи сĕтел çинче çунакан çуртасем те вĕри параççĕ.Килте тин хутнă кăмакари пекех туйăнать. Латăн шăрши сарăлнă. Пурте кĕлĕ тытăнасса кĕтеççĕ. Кĕлĕ тăваççех пуль ĕнтĕ теççĕ.
Хушăран ватă çын хӳхлевĕ шăплăха çурать. Кинеми пӳлĕм варринчи шурă тупăк тĕлĕнче татăлса йĕрет. Çак сасă пурин чĕрине те хурлантарать, хурчка чĕрни пек тăрмаланăнах туйăнать. Çам-çамрăк шуранка пикен аллине майĕпен ачашлать хĕрарăм. Чĕтрекен пӳрнисемпе мăнукĕн вилĕм кĕпине тирпейлĕн якатать, усăнса аннă шурă çивиттине меллĕн вырнаçтарать.
—Мĕншĕн ман пата тарса пымарăн, хăвăн çине пысăк çылăх илнĕ эс, мăнукăм, иксĕмĕр темле йывăрлăхсене те çĕнтерейнĕ пулăттăмăр! - кăшкăрса макăрать хура тутăрлă çулланнă хĕрарăм.

Текста малалла вулăр...

Усрав ывăл

Аттесĕр юлсан – çур тăлăх, аннесĕр юлсан – хăр тăлăх тенĕ ĕлĕк-авалтан.
Чип-чипер, сăнĕпе хитре, пĕр кашăк шывпа çăтса ярăн теççĕ ун пек хĕре. Таня хĕр-тантăшĕсенчен пĕвĕ пĕчĕкреххипе кăна уйрăлса тăрать. Кулянать тата хăш-пĕр чух йĕплĕ чĕлхеллисем кӳрентерсен.
Таня кăмăлне пăснă вăхăтра амăшĕ хĕрне йăпатать.
—Ылтăн пĕчĕкçĕ пулсан та хакĕ пысăк е тата çапла калаççĕ ватăсем: пысăкки пĕлĕт татмасть, пĕчĕкки çĕрте выртмасть,- лăплантарать асли тĕпренчĕкне.- Пĕвĕ-сийĕ лутра пулнишĕн ан кулян, ăшпиллĕхӳ пысăк пултăр.
Таня амăшĕн ăслă сăмахĕсене ăса хывса çитĕнет, качча каять. Мăшăрĕ – Ваня, ырă кăмăллă ĕçчен каччă. Çĕнĕ çемье пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнать, вĕсене пăхса ашшĕ-амăшĕ савăнать, пулăшать.
Таня çамрăклах çитĕнсе çитнĕ вăйпитти яшсемпе пĕрле стройкăра вăй хурать.

Текста малалла вулăр...

Ĕ ç п е

К а л а в
 
-О-о-ох, ывăнтăм! – пичĕ çинчи мĕнпур мышцине пĕркелентерсе, таçта шалтан пĕр-пĕр органĕ ыратнипе хăйне шеллеттересшĕн пулнă пек куçне хĕссе, вăйсăррăн лашлатрĕ Павăл диван çине.
-Мĕн туса ывăнтăн вара? Каçхи апата какăриччен çисе диван патне утнă чух ывăнтăн-и? Е аллупа пульт патне тăсăлса вăю пĕтрĕ-и? – тарăхрĕ арăмĕ Валя.
-Ывăнтăм, каларăм сана ывăнтăм тесе. Пăрăн ман умран, телевизор курма кансĕрлесе ан тăр.
-Мĕн ĕçлерĕн вара ывăниччен?
-Ăçта кăна пулман паян, ăçта кăна çитмен, кама кăна курман!.. Вĕсемпе калаçмалла вĕт.
-Калаçса ывăнтăн эппин…
-Калаçса та…
-Ăçта пултăн вара?
-Стройкăна кайса килтĕм.
-Раствор йăттармарĕç пуль те унта?
-Эп ухмах-им раствор йăтма?

Текста малалла вулăр...

Юптарусен кăшăлĕ

Чăнлăх
(кĕске хайлавсем)
 
1.
Пĕр аслă вăрманти юманлăхра
Юмансем юлсассăн пит сайра
Пĕлĕтленет сенкер тӳпе.
Сар Тилĕ, вырăнти ертӳçĕ,
Пĕлĕшĕсем пулăшнипе
Тăвать сасартăк пысăк ӳсĕм.
ххх
Лери пĕр пысăк кантурта
Ларать халь чаплă вырăнта.
 
2.
Кĕтмен çĕртен пушаннă вырăна -
Суйлав мешехисем иртсе кайсан -
Пăсмасăр çырнă саккуна
Пăши вырнаçрĕ ăнсăртран.
Юманлăхра сăмах çӳрет:
«Пултарĕ-ши ертӳçĕре?»
«Ан пăшăрханăр кăлăхах,
Вăл вăйлă – ĕçлĕ аванах.»
«Сăлтавĕ пур пăшăрханма,
Пултараймасть вăл… вăрлама.

Текста малалла вулăр...

Кĕтмен тĕлпулу

Чăн пулни
 
Çирĕм çул иртрĕ таварсем турттаракан хуçалăхра Мĕтри «КамАЗ» машинăпа ĕçлеме тытăннăранпа. Çăмăл мар шофёр ĕçĕ. Тĕрлĕ пăтăрмахсенче пулма тивнĕ ăна. Хăш чух мыскараллă пулăмсем те курнă. Хальхинче кĕтмен çĕртен сиксе тухнă тĕлпулу çинчен каласа пачĕ. Ăна итленĕ хыççăн куçран куççуль юхса аннине сисмерĕм.
- Эпĕ йышлă хресчен çемйинчен, - пуçларĕ калавне пĕлĕш. - Ялта ӳссе ĕçре пиçĕхнĕскере тĕнчене тухса кайсан та йывăрлăхсем çапса хуçма пултарайман. Çут çанталăк кĕреш хул-çурăмпа вăйне туллиех парнеленĕ темелле. Салтак хĕсметĕнче тăнă çулсенче пĕррехинче чаçа çӳллĕ те патвар çамрăк генерал пырса кĕчĕ. Самай тĕрĕслесе çӳренĕскер пирĕн ротăна çитрĕ. Эпир шăп çак самантра матсем çинче пĕр-пĕрне кĕрешмелли мелсене кăтартаттăмăр.
- Так-так, кам чаплă кĕрешме пултарать, ретрен мала тухтăр, мана çĕнтерме пултаракана тӳрех килне вăхăтлăха канма ярăп,-тет çакскер кĕрешмелли тума хăй çинче виçсе.

Текста малалла вулăр...

«Атăл юрри» журналăн çĕнĕ чĕрĕлĕвĕ

Чĕмпĕр Ен çыравçисем çĕнĕ саманара кăларакан илемлĕ литература тата публицистика журналĕн иккĕмĕш кăларăмĕ кун çути курчĕ.
 
Кăларăм Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни Владимир Сваев панă «Кĕмĕл тумлă халăх» интервьюпа уçăлать. «Интервью» рубрикăра «Краткая чувашская региональная энциклопедия: Пензенская, Саратовская, Ульяновская области» икĕ томлă пысăк ĕçĕн редакторĕ тата йĕркелӳçи Чăваш халăх ăсчахĕ Дмитрий Кузьмин каласа пани пур.
«Критика тата публицистика» пайра «Ухсай тата Чĕмпĕр Ен», «Анатолий Юман пултарулăхĕ» материалсем хăйсен вырăнне тупнă.
«Проза» рубрикăпа пичетленнĕ «Пурнăç кукрашкисем». «Аншарли», «Шак-шак-шак», «Вискас», «Çылăхлă», «Анне пĕçернĕ хура çăкăр», «Утмăлтурат» хайлавсем вулакансемшĕн интереслĕ пулĕç.

Текста малалла вулăр...

Ĕмĕтсĕрсем

Калав
 
Хулари хваттере сутса яла таврăнма шухăшларăмăр хĕрпе. Мана халĕ ял пурнăçĕ килĕшерех каять: ĕçе çӳремелле мар, хĕр те шкул пĕтерсе хулара професси илнĕ.
Ялта пӳрт туянтăмăр. Укçине парса татсан япаласене тиесе çĕнĕ вырăна килсе çитрĕмĕр. Пирĕнпе пĕрле тата мăшăр карчăкпа старик пычĕç. Эпир вĕсемпе хулари çуртра килĕштерсе пурăнтăмăр, çавăнпа та вĕсем пирĕнтен юлас темерĕç. Вĕсемпе пĕрле пĕр пысăк çурт туянтăмăр, çурмалла.
Çуртри кивĕ япаласене кăларса хамăрпа илсе килнисене вырнаçтарса лартма васкамасăр малтан юсав ĕçĕсене тума шутларăмăр. Тăван тетесем пӳрте ăшăтакан пăрăхсене улăштарма хускалчĕç, хĕрпе иксĕмĕр шăлкалама, тасаткалама пуçларăмăр. Пăрăхсене çыпăçтармалли пайсем çитменнипе тетесем хулана кайрĕç. Пӳртре иккĕн кăна.

Текста малалла вулăр...

Юн шыв мар

Повесть
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 10-13-мĕш номерсенче.)
 
Хăнасем юбиляра чысласа чылай вăхăт ларчĕç: парнесем пачĕç, юрларĕç, халал сăмахĕсем каларĕç. Мăшăра телейлĕ те вăрăм кун-çул сунчĕç.
Ĕçкĕ-çикĕ вĕçленсен те хваттере, сĕтел çине тасатса профессор пулăшаканĕсем хăварчĕç.
- Эсĕ мана кун пек ачашлантарсан халапри патша арăмнех çаврăнăп, - терĕ Натали мăшăрне хăнасем тухса кайсан.
- Эсĕ маншăн капла та патша арăмĕ!...
Çывăрма выртиччен профессор паянхи юлашки хыпарсене пĕлесшĕн пулса радиона ĕçлеттерме тытăнчĕ. Респуб-ликăра кун хушшинче пулса иртнĕ хыпарсемпе хĕрарăм диктор паллаштарчĕ. Рустемпа Наталие юлашки хыпар тĕлĕнтерсе ячĕ. Республикăн кăнтăрти пĕр районĕнче синкер пулнă иккен. Пушарта хĕрарăмпа арçын çунса вилнĕ.

Текста малалла вулăр...

Тăван тавралăх

Çут çанталăк хăйĕн майĕпе
Тыткăна илет асамĕпе.
Кĕр иртсессĕн хĕл çитет,
Кăпăш юрпа вăл витет.
 
Çаврăнать шыва юр çур çитсен,
Тумласем тумлаççĕ пӳрт çинчен.
Ăшă - хĕвел хĕртнипе,
Уçă - çилĕ вĕрнипе.
 
Çуллахи çумăрлă пĕлĕтсем
Калăн, вĕсем манăн ĕмĕтсем.
Ырă – пурăнас килет,
Мана тыткăна илет.
 
Мухтанатăп хамăн ялăмпа,
Мухтанатăп хам халăхăмпа.
Ман ял - Сĕве хĕрринче,
Илемĕ - ун тĕрринче.
 
Туртăнатпăр ялан малалла,
Чакас килмест пирĕн каялла.
Асăмра - тавралăхăм,
Каша ялĕ, халăхăм…
 
 
Çуркунне
 
Çуркунне хĕвел хĕртет,
Сивĕ хĕле хĕсĕрлет.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3, 4.