Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Ĕмĕтсĕрсем

Калав
 
Хулари хваттере сутса яла таврăнма шухăшларăмăр хĕрпе. Мана халĕ ял пурнăçĕ килĕшерех каять: ĕçе çӳремелле мар, хĕр те шкул пĕтерсе хулара професси илнĕ.
Ялта пӳрт туянтăмăр. Укçине парса татсан япаласене тиесе çĕнĕ вырăна килсе çитрĕмĕр. Пирĕнпе пĕрле тата мăшăр карчăкпа старик пычĕç. Эпир вĕсемпе хулари çуртра килĕштерсе пурăнтăмăр, çавăнпа та вĕсем пирĕнтен юлас темерĕç. Вĕсемпе пĕрле пĕр пысăк çурт туянтăмăр, çурмалла.
Çуртри кивĕ япаласене кăларса хамăрпа илсе килнисене вырнаçтарса лартма васкамасăр малтан юсав ĕçĕсене тума шутларăмăр. Тăван тетесем пӳрте ăшăтакан пăрăхсене улăштарма хускалчĕç, хĕрпе иксĕмĕр шăлкалама, тасаткалама пуçларăмăр. Пăрăхсене çыпăçтармалли пайсем çитменнипе тетесем хулана кайрĕç. Пӳртре иккĕн кăна.

Текста малалла вулăр...

Юн шыв мар

Повесть
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 10-13-мĕш номерсенче.)
 
Хăнасем юбиляра чысласа чылай вăхăт ларчĕç: парнесем пачĕç, юрларĕç, халал сăмахĕсем каларĕç. Мăшăра телейлĕ те вăрăм кун-çул сунчĕç.
Ĕçкĕ-çикĕ вĕçленсен те хваттере, сĕтел çине тасатса профессор пулăшаканĕсем хăварчĕç.
- Эсĕ мана кун пек ачашлантарсан халапри патша арăмнех çаврăнăп, - терĕ Натали мăшăрне хăнасем тухса кайсан.
- Эсĕ маншăн капла та патша арăмĕ!...
Çывăрма выртиччен профессор паянхи юлашки хыпарсене пĕлесшĕн пулса радиона ĕçлеттерме тытăнчĕ. Респуб-ликăра кун хушшинче пулса иртнĕ хыпарсемпе хĕрарăм диктор паллаштарчĕ. Рустемпа Наталие юлашки хыпар тĕлĕнтерсе ячĕ. Республикăн кăнтăрти пĕр районĕнче синкер пулнă иккен. Пушарта хĕрарăмпа арçын çунса вилнĕ.

Текста малалла вулăр...

Тăван тавралăх

Çут çанталăк хăйĕн майĕпе
Тыткăна илет асамĕпе.
Кĕр иртсессĕн хĕл çитет,
Кăпăш юрпа вăл витет.
 
Çаврăнать шыва юр çур çитсен,
Тумласем тумлаççĕ пӳрт çинчен.
Ăшă - хĕвел хĕртнипе,
Уçă - çилĕ вĕрнипе.
 
Çуллахи çумăрлă пĕлĕтсем
Калăн, вĕсем манăн ĕмĕтсем.
Ырă – пурăнас килет,
Мана тыткăна илет.
 
Мухтанатăп хамăн ялăмпа,
Мухтанатăп хам халăхăмпа.
Ман ял - Сĕве хĕрринче,
Илемĕ - ун тĕрринче.
 
Туртăнатпăр ялан малалла,
Чакас килмест пирĕн каялла.
Асăмра - тавралăхăм,
Каша ялĕ, халăхăм…
 
 
Çуркунне
 
Çуркунне хĕвел хĕртет,
Сивĕ хĕле хĕсĕрлет.

Текста малалла вулăр...

Юн шыв мар

Повесть
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 10-12-мĕш номерсенче.)
 
Сантăр Антонпа тата Мишшапа çеç юлсан вĕсене çитĕннĕ çынсем вырăнне хурса калаçу пуçласа ячĕ.
- Эпĕ сирĕнпе Санька аппăр пурăнать тесе илтнĕччĕ. Вăл ăçта?
Ывăлĕсем пуçĕсене усрĕç. Чи малтан Антон сăмах пуçларĕ.
- Атте, Санька аппа иккĕмĕш кун килте çук. Ашшĕпе амăш çуртĕнче питĕрĕнсе ларать. Сăмакун ĕçет. Калама та аван мар, атте, ун патне ĕçке ернĕ хĕрарăмсем пуçтарăнаççĕ теççĕ. Вăрçăра вилнĕ упăшкисемшĕн хуйхăрса эрех ĕçеççĕ, имĕш.
- Санька аппа питĕ чирлĕ, каçса кайсах ӳсĕрет, юн хăсать. Чирĕ те хăрушши, теççĕ, ерекенни – чахотка, - хушса хучĕ Мишша.
Сантăр пуçĕнче хăрушă хыпар çуралчĕ: «Чăнах та, ачасене чир ерме пултарать. Ермен пулсан… Мĕн тумалла?

Текста малалла вулăр...

Юн шыв мар

Повесть
(Малалли. Пуçламăшĕ 10-11-мĕш номерсенче.)
Прокопьев капитан чаçĕ пĕррехинче тыткăна çакланчĕ. Сăлтавĕ штаб командованийĕ нимĕçсене сутăннинче пулчĕ.
Йĕри-тавра йĕплĕ пралукпа карса илнĕ концлагерь. Хĕвел урисем кĕме юрăхлă хушăксемлĕ бараксем. Кашнинчех - çĕршер ытла тыткăна илнĕ совет салтакĕ. Çĕрĕн-кунĕн йытă вĕрнĕ, автоматсем шăтăртатнă сасă янăраса тăрать.
Сантăр вилнисене машинасем çине тиесе крематорие илсе каякан ушкăна çакланчĕ. Кăштах йăнăш утăм тусанах – пурнăçпа сывпуллашма та ĕлкĕреймĕн. Вилнисен хушшинче чунĕсем тухса ĕлкĕрейменнисем те чылай. Хăш-пĕр чухне вĕсем Сантăр çине шăтарасла пăхса пулăшу кĕтеççĕ. Çук, нимĕнле майпа та пулăшу аллине параймастăн. Сантăр куççуль юхтарсах вĕсене крематори кăмакине пăрахать.

Текста малалла вулăр...

Ĕçесчĕ малашне уйран!

(Мыскара)
 
Эрех-сăра ярать Раман!
Туйра пулсан – эс те яран.
«Мĕн панине кӳпсе ларан!»-
Часах илтет вăл арăмран.
 
«Кӳпсе? Ку маншăн ресторан!
Черкки-курки те кумаран.
Лăпăртатса кунта ларан!
Туйра лĕрккес-и ман уйран?»
 
Айван çын мар-ха вăл Раман,
Çапах пуçра – хура вăрман.
…Раман, эй, чарăн, мĕн тăван?
Пальтосăрах тухса каян!
 
Тулта урать ав çил-тăман,
Саркаланан эс пĕр урам.
Ура çинче тăран аран,
Мăкăртатăн, макăран.
 
Тытса тăратăн юпаран,
Хырăмупа ăна хыран.
Сăран жилет сан – çурмаран,
Çакланнă вăрăм пăтаран.

Текста малалла вулăр...

Юн шыв мар

Повесть
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 10-мĕш номерте.)
 
- Эпĕ çуратса парсан мĕн тăватăн?
- Иксĕре те Çăлана путарса вĕлеретĕп. Ачуна çуратичченех…
- Каçар, Сантăр, эпĕ сана мĕн виличчен еркĕн хĕрарăм юратăвĕпе савăп. Уншăн нимĕн те ыйтмăп. Тен, Иванпах телейлĕ пулăпăр. Турă каçартăр.
Сантăр чăтаймарĕ, хĕрарăма хăй ытамне илчĕ. Санька арçын айне юлсан тин Иван чăтса тăраймарĕ, хӳшши еннелле пуçне усса утрĕ. Вăл пиччĕшне хирĕç тăраймарĕ. Прокопьевсен çемйинче аслисене хисеплесси – тĕп вырăнта. Çитменнине, Иван пиччĕшне ашшĕнчен ытларах юратать.
1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ. Хурăнвар ыйхăран вăранса çур акипе утă çийĕ вĕçленнĕ ятпа халалланă уява – Акатуйне – пуçтарăнать.
Икĕ ял хушшинче сарăлса выртакан айлăмра ялсенчен пухăннă халăх вĕлле утарĕ пек сĕрлет.

Текста малалла вулăр...

Юн шыв мар

Повесть
 
1941 çулхи çĕртме пуçламăшĕ. Кăçалхи çуркунне ытла ир килчĕ. Пуш уйăхĕн вĕçĕнчех юр ирĕлсе пĕтсе тавралăх ешĕл тумне тăхăнчĕ. Ăшă. Çумăрĕ çусах тăрать.
Хурăнвар çумĕпе юхса выртакан Çăланта шыв пайтах пуçтарăнса юлчĕ. Ăна кашни çулах колхоз вăйĕпе пĕвелеççĕ. Ытлашши шывĕ сарлака валакран юхса тăрать. Çӳллĕ вырăнтан аялалла валакран пĕтĕрĕнсе юхакан шыв сикки хĕвел урисен çутинче асамат кĕперĕ хывать. Питĕ илемлĕн курăнса юмахлăх тĕнчи парнелет.
Çăлан енчен сăнасан хĕвел тухăç енче сарăлса выртакан улăхра пилĕк таран курăк çитĕнет. Çуркунне ир килнĕ çулсенче ăна колозниксем икĕ хут çулаççĕ. Типĕтнĕ утă колхоз тата хуçалăхсен выльăх-чĕрлĕхĕшĕн – тутăллă çиме. Ăна колхоз ĕç кунĕ тăрăх уйăрса парать. Ял çыннисене килĕсене турттарма пулăшать.

Текста малалла вулăр...

Савнă ялăм

Юрататăп хамăн ялăма –
Ăс парса вăй кĕртрĕ халăма.
Кĕмĕлленнĕ ĕмĕр яшлăхпа
Çыхăннă уйрăлми хăтлăхпа.
 
Сехет пек чĕре тапать шалта,
Çепĕç юрă юхать кун хута.
Сӳнтермелле мар çунать чунра
Пулса иртни, ялан ман умра.
 
Савнă ялăм Сĕве хĕрринче –
Савăнса пурнап ытамĕнче.
Кĕвĕлетĕп юрă пĕр-пĕччен,
Çинçе пилĕклĕ шывăм çинчен.
 
Мухтаса юрлатăп чунăмра -
Сан пек хитре ял çук таврара.
Сăмахпа çупăрлап çурăмна
Хаклă ялăм, чăмăрта çумна.
 
Йăлтăр-ялтăр хумлă Сĕвене
Савса илĕп хамăн чĕреме.
Кайăк-кĕшĕк вĕçет çуркунне
Сеп-сенкер те тĕпсĕр тӳпене.

Текста малалла вулăр...

ÇĂТМАХРАН – ТЫТКĂНА

(Чăн пулни)
 
Çамрăк мăшăр – Бориспа Люция – яла пурăнма юлас темерĕ, хулана кайса вырнаçрĕ. Малтанлăха тăванĕсен пĕчĕк пӳртĕнче пурăнма шутларĕç. Хулара пĕр кĕтес те пушă тăмасть. Куккăшĕсем çулла пурăнмалли çуртра вĕсем кăмака туса латрĕç, шпалер çыпăçтарчĕç, пĕветрĕç. Пăхса ытарма çук кĕтес пулса тăчĕ. Хальлĕхе вĕсене пысăкки кирлĕ те мар. Люция качча кайнă чух панă краватьпе сĕтел-пукана тирпейлĕ вырнаçтарса лартрĕç, кĕтесе арча вырнаçтарчĕç. Питĕ килĕштерсе пурăнчĕç çамрăксем. Ĕçе те, ĕçрен те пĕрлех çӳрерĕç. Ача çуралсан вара Люция килтен тухаймарĕ, килти ĕçсемпе аппаланчĕ. Борисăн пушă вăхăчĕ нумайланчĕ. Ĕçрен таврăнса апатлансан ĕçри юлташĕсем патне картла, шахматла выляма çӳре пуçларĕ. Ачи те темшĕн пĕрмай макăрчĕ, çавăнпа та мăшăрĕ кантăр тесе вăл ăна килтен кайма чармарĕ.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ çул парни

Маруç паян пуринчен те малтан вăранчĕ. Хăйне нихçанхинчен те шанчăклăрах, ырăрах туйрĕ вăл – тытăннă ĕçе вĕçне çитермеллех. Çĕнĕ çула çĕнĕ ĕмĕтпе, çĕнĕ шанăçпа кĕмелле. Саппасра ун вун сакăр сехет. Унччен пурне те туса ĕлкĕрмелле.
Юнашар вырăн çинче мухмăрпа нушаланса выртакан пӳтсĕр упăшки çине пăхмарĕ те Маруç. Петя хăрлаттарни çеç чунне çăткăн кайăк чĕрни евĕр тăрмаларĕ. Çук, Çĕнĕ çулта тарăхтармăш арçын çамрăк хĕрарăм чĕрине ыраттараймĕ. Çитет ĕнтĕ чăтса! Ултă çул та 8 уйăх. Пĕр телейлĕ, пĕр хĕвеллĕ кун та пулман уншăн çак хушăра. Пĕрре мăшăрăм, юратăвăм тенине те илтмен вăл хăçан-тăр юнашар пулса савăнăçне те, хурлăхне те пĕрле пайлама шантарнă ют ял ачинчен. Ĕçекен, çапăçакан арçын патне тулса-капланса пынă курайманлăх чĕресĕ тăкăнма пуçларĕ. Çапла, çапла, ăна илтмĕ те, курмĕ те вăл паянтан.

Текста малалла вулăр...

МУЛКАЧ ВИЛĔМĔ

Мулкача хăравçă чĕр чун теççĕ. Çапах ун çинчен нумай каласа пама пулать. Хăш чух ăна хăваласа хупăрланă чух ниçта кайса кĕрейменнипе вăл тепĕр сунарçăн ури хушшине кĕрсе ларнине атте каласа панине астăватăп. Пĕррехинче эпĕ умра пыракан сунарçăпа юр ăшĕнче выртакан мулкач урлă йĕлтĕрпе каçса кайнăччĕ. Пирĕн хыçран кăна вăл айккине тапса сикнĕччĕ. Чăтăмлă вĕт!
Сунара кайсан тарăн çырмари юр тăрăх йĕлтĕрпе мулкачăн йĕрĕ çине ӳксе вĕсене сăнаса пыраттăм. Пĕлетĕп, умри чăнкă çыран пуçĕнчен мулкач ниепле те хăпараймĕ. Сасартăк йĕрĕсем пач çухалчĕç. Ун-кун шыратăп, çук. Йĕлтĕр туйи темле çемçе япалана лекнине туйрăм. Юра чавсан мулкач виллине тупрăм. Вăл аманнă пулнă иккен. Сивĕнсе те ĕлкĕрейменччĕ вĕт.
Килте мулкачăн тирне сӳрĕм, ăш-чиккине кăлартăм, чĕрине сăнарăм та – çурăлнă иккен!

Текста малалла вулăр...

Тупăшлă ĕç

(Шӳтлĕ калав)
 
- Ну, мĕнле, ĕçе кĕтĕн-и? – ыйтрĕ арăмĕ Тяпкинран.
-Кĕнĕпе пĕрех. Конкурсĕ пур та-ха… Çирĕм çын пĕр вырăна, Анчах мана шантарчĕç: санăн шанăç пур терĕç. Илме те пултараççĕ.
-Эсĕ ăçта вырнаçасшăн?
- Мунчана.
- Ăçта, ăçта?
- Мунчана тетĕп. Çĕнĕ мунча уçнă. Питĕ чапли. «Элита» ятлă.
- Арçынсен уйрăмне-и?
- Хĕрарăмсенне, - ӳсĕркелесе, хăраса пăхса илчĕ Тяпкин арăмĕ çине.
- Ин-те-рес-но… Кам пулса ĕçлесшĕн вара?
- Çурăм çăвакан пулса.
- Ах, вĕре çĕлен! Мĕнпурин упăшкисем упăшка пек, ку вара çурăм çăвакан! Эсĕ мĕн, урăх ĕç тупаймарăн-и?
- Чим-ха, чим! – терĕ арăмĕнчен пăрăнарах тăрса Тяпкин. – Эпĕ яланлăхах вырнаçасшăн мар вĕт. Тен, эсĕ хирĕç пулан.

Текста малалла вулăр...

КАТĂК ĂСЛĂ АРÇЫН АЧА

(Б а л л а д а)
 
Уильям Вордсвортăн (1770-1832) «Катăк ăслă арçын ача» («Слабоумный мальчик») баллади акăлчан литературинче чи паллă произведенисенчен пĕри.
Паянхи акăлчансемшĕн вăл наци классикин шедеврĕ, антологисемпе хрестоматисен мухтавĕ шутланать. 1798 çулта баллада кун çути курсан çав вăхăтри халăх ăна питĕ шавлăн, ăнланаймасăр йышăнать. Уншăн çак хайлав хăйнеевĕр тĕлĕнтермĕш пулса тăрать. Çамрăк Байрон та именсе тăмасăр ун пирки тăрăхласа сăвă çырать. Имĕш, Вордсворт унта «халăхран тухнă» ачана (вăл чăннипех те кăштах катăк ăслăрах пулсан та) лирикăлла дифирамб халалланă. 18-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи акăлчан вулаканĕшĕн баллада сюжечĕ чăннипех те чăрсăрлă хăюлăх шутланнă. Хăйне тапăнакан пиçсе çитмен критиксене автор çапла хуравлать: «Туссем, кăштах та пулин хамăр чунсене уçар-ха, шалти «эшлĕхрен» («я» - ран) хăтăлса, уççăнрах пăхар ахаль çынсем çине, вĕсем çут çанталăкпа килĕшӳллĕн, ансат пурнăçпа пурăнаççĕ».

Текста малалла вулăр...

Сивĕ çил çупăрлать çурăма

Пурнăç ирĕк инкек çук чухне,
Шухăшсем çук çамрăк пуç çинче.
Мерчен куçлă ылтăн çĕррĕме,
Тупаймарăм шывăн тĕпĕнче.
 
Чĕкеç чĕлхиллĕ чĕвĕл-чĕвĕл Клава, ашшĕ-амăшĕ килĕнче, вĕсен шанчăклă çуначĕ айĕнче, пĕр хуйхă-суйхă курмасăр ӳссе çитĕнчĕ. Килĕнче ялан туслăх хуçаланнăран хăйĕн малашнехи кун-çулĕ çаплах пулĕ терĕ пулас. Хĕвел сăнлă, ырă кăмăллă Клава Володьăна пĕрре курсах юратса пăрахрĕ.
Чăнласа та кăмăла каймалли каччă Вова. Пĕвĕпе çӳллĕ, кăтраланса тăракан хура çӳçлĕ, çĕрлехи тĕттĕмре тӳпере çунакан çăлтăр пек кăвак куçĕсем илĕртӳллĕ, чĕлхипе те чăлах мар. Çар çынни тумĕпе тата килĕшӳллĕрех вăл…Офицерсем хатĕрлекен училищĕре вĕренекен каччă хоккей командинче те вылять.
Пĕррехинче, офицерсен клубĕнче, Вовăпа Клава вальс çемĕпе çĕр хута ташларĕç.

Текста малалла вулăр...

Поэзи

Тӳпене уру айне саратăп
 
Тӳпене уру айне саратăп:
Вĕçсе çӳре, чунăм, çĕр çинче…
Çăлтăра татса илсе паратăп –
Саншăнах вăл пултăр çут тĕнче.
 
Тӳпене уру айне саратăп:
Ӳксен ан пултăрах ырату…
Пĕлĕтсем тухсан сирсе яратăп –
Хĕвелпе çуталтăр юрату.
 
Тӳпене уру айне саратăп:
Асамат кĕперĕ умăнта…
Шан мана, пуласлăха куратăп –
Ĕмĕрех эп пулăп çумăнта.
 
Çулçă мар эп
 
Çулçăллă вăрман çаралчĕ.
Çумăр кунĕпех аллать.
Çилĕ те ирех вăранчĕ –
Пĕлĕтсене хăвалать.
 
Çума-çумăнах выртаççĕ
Çулçă çулçӳревçĕсем.

Текста малалла вулăр...

Кивĕ уйăхăн тĕссĕр мĕлки

Камăн чунĕ çутă, хĕвеллĕ, ăшă куншăн савăнмасть? Хĕрарăм телейлĕ малашлăхшăн вăрăм та асаплă кун-çул пурăнса ирттерме хатĕр. Çунат сарса çитĕннĕ хĕре ирĕксĕр качча парсан вăл ĕмĕрлĕхех читлĕхе кĕрсе ӳкет.
Марина, йăрăс пӳллĕ, сенкер куçлăскер, шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать. Вĕрентӳçĕ пулма тĕллев лартнăскер педучилищĕне вĕренме кĕрет…
Кану çуртĕнче икĕ çулланнă хĕрарăм паллашаççĕ.Çамрăклă х еплерех иртни çинчен аса илеççĕ. Вĕсенчен пĕри, Марина, училищĕре вĕреннĕ çулĕсене аса илсе:
- Эх, пирĕн ачалăх та, çамрăклăх та питĕ йывăр пулнă.Аякри çула çуран тухса миçе çухрăм танккаман-ши? Канмалли кунсенче, уявсенче киле каяс килетчĕ. Çĕрле тӳпери çутă та тулли уйăх çумăн шуса пынăн туйăнатчĕ. Шанчăк çăлтăрĕ кăмăла çĕклетчĕ. Пирĕн чĕресенче çав тапхăрта юрату туйăмĕ пулман мар ĕнтĕ, - терĕ йăл кулса.

Текста малалла вулăр...

Патша майри

Вăл патша майри пек саркаланса пурăнать тенине аннерен пĕрре мар илтнĕ ача чух. Каласса тăванăм юнашарах — ырă упăшкапа, тертсĕр-нушасăр шик шăхăрса пурăнакан пуян ентешĕ пиркиех калатчĕ-ха. Таçтан хурăн тăрринчен тăван та лекетчĕ вăл пире. Кампа танлаштарнă ĕнтĕ анне çав хĕрарăма? Ăна кам пĕлет. Анне патша майрине курни те иккĕленӳ çуратать. Курнах-ши чăваш ялĕнчи чĕлхесĕр чухăн чăваш хĕрарăмĕ патшалăх ертӳçин арăмне. Тĕлĕнмелле анчах та çак каларăш темшĕн мана, хĕрĕхрен иртнĕ çынна, шăп халь аса килчĕ. Хам та патша майри пек пурăнмастăп-и ара эп: пӳртĕм-çуртăм кермен пек, анкарти тулли выльăх-чĕрлĕх. Мăшăрăм ылтăн, укçа аван ĕçлесе илет, пилĕк хĕрĕпе мана алă çинче йăтса çӳрет. Ывăл шыраса пилĕк пике çуртрăм ун валли. Пĕрре те ӳпкелешнине илтмерĕм. Ав кӳршĕри Зина виççĕмĕшне татах хĕр çуратсан – Марфа ят парап, илме пымап тенĕ пулать ун упăшки.

Текста малалла вулăр...

Хĕветле мыскарисем

Пирĕн ялта тĕлĕнмелле хĕрарăм пурăнатчĕ – Хĕветле. Вăл ялта – чи çӳлли. Арçынсенчен те унран çӳллĕреххи пĕр Тимĕрçĕ Унтри кăна пулнă теççĕ. Унтри тахçанах леш тĕнчере. Ватăскерччĕ, вăрăм сухалне кăвапи таран ӳстернĕччĕ. Çав сухала хальччен те манаймастăп. Алли-ури пит маçтăр пулнă тетчĕç. Шкул музейĕнче халĕ те вăл маçтăрланă хăш-пĕр япали упранать.
Хĕветлене çут çанталăк çирĕп сывлăх парнеленĕ. Хул-çурăмĕ сарлака, ури тĕреклĕ, алли вăйлă. Сасси те мăнă, хулăн тухать. Калăн, ку хĕрарăмăн арçын пулмалла пулнă. Хĕветле йышшисем таврара пит сайра тĕл пулаççĕ.
Упăшкине астумастăп. Хĕветле ял хĕрринчи пĕчĕк, тăвăр, улăмпа витнĕ кивĕ пӳртре пĕртен-пĕр ывăлĕпе пурăнатчĕ. Унăн картишĕнче выльăх, хур-кăвакал сассине нихăçан та илтмен.
Ваттисем каланă тăрăх, Хĕветле таçтан качча килнĕ.

Текста малалла вулăр...

«Тăван Атăл» журналта – Чĕмпĕр Ен çыравçисен пултарулăхĕ

Кăçалхи ака уйăхĕнче Шупашкарта тухакан литературăпа культура тата искусство журналĕнче —«Тăван Атăлта» — Чĕмпĕр тăрăхĕнчи «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн çырав-çисен хайлавĕсен пуххи «Чĕмпĕр çути» ятпа пичетленчĕ.
Журналăн номерĕнче Анатоли Ырьятăн «Хаярлăх вăрлăхĕ» повеçĕ, Анатолий Юманăн «Ах, мĕн-ма-ши?» юрри, Валентина Тарават сăввисем, Алексей Ашкеров юптарăвĕсем, Елена Мустаевапа Елена Алексееван калавĕсем кун çути курнă. Чăваш поэчĕсен хайлавĕсене хакласа тишкернĕ статьясем те пур: Николай Ларионов-Йĕлмелĕн «Ухсай тата Чĕмпĕр Ен» тата Юрий Кудаковăн «Юрă ăстипе пĕрле» (пирĕн ентешĕн Анатолий Юманăн юррине пысăк хак парать).
«Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ, «Шевле» литпĕрлешӳ ертӳçи, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Ларионов «И.Я.Яковлев пуçарнă ĕçе малалла тăсатпăр» умсăмах статйинче Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăваш литератури аталанăвĕн çул-йĕрне уçса панă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3], 4.