Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

СăпайЛĂ Ваççа

Пĕрле ӳснĕ тантăшсене аса илетĕп те – пуçăма тĕрли аса килет. Хăшĕсем хăюллăрах пулнă, хăшĕсем чăрсăртарах та. Вĕсенчен шикленнĕ те. Хушăмăрта пач хăюсăррисем те пурччĕ. Арçын ачасем хушшинче те, хĕрсем хушшинче те. Вылясса вара урам уйăрмасăр, пĕрле килĕштерсе вылянă. Ӳсерехпе вăййа тухма пуçларăмăр. Турикасра карталанса Уяв юррисене юрлаттăмăр, ташлаттăмăр. Çи-пуç çыпăçуллă та илемлĕччĕ. Çакăнтах юрату туйăмĕ тĕвĕленме пуçланă.
Сăн-пуçĕпе Ваççа хĕр пекчĕ. Сарă кăтра çӳç, илемлĕ пит-куç, каçăр сăмса. Кулли пике кулли евĕрлехчĕ. Пичĕ пăт путатчĕ. Пĕчĕккĕ чухне хĕрачасемпе çыралла, шуркатти ванчăкĕсемпе, пуканелле вылятчĕ. Ытти арçын ачасем пек йывăç пуленкерен пăшал туса аппаланнине курман.
Ӳсерехпе вăйă картисенче çинçе сасси таврана саланатчĕ. Пĕлмен юрри çукчĕ. Чăваш ташши-юррине кăмăллатчĕ.

Текста малалла вулăр...

Çемен улăп

Çемен 1908 çулта çуралнă. Халĕ вăл тĕнчере çук пулин те пурнăçĕ çинчен тăванĕ каласа панă тăрăх çыратăп. Çемен мĕн пĕчĕкрен çирĕп сывлăхлă ӳснĕ. Чухăн пурăннă пирки çимелли çитмен. Çемьере вăл пиллĕкмĕш. Хыçĕнчен тата икĕ йăмăкĕ ӳснĕ. Ял пурнăçĕ çынна пиçĕхтерет. Вăл ĕçрен пăрăнман. Хастарскер хăйĕнчен аслисене вăйĕпе çăмăллăнах çĕнтернĕ. Пысăк вăй парнеленĕ ăна çут çанталăк. Шăп çавна пула Çемене кулленхи пурнăçĕнче тĕрлĕрен пăтăрмахсем курма е тӳсме тивнĕ, хăш чухне усси те пулнă. Пĕррехинче вуннăри ача ашшĕ-амăшĕнчен вăрттăн тӳшекри улăма витене силлесе хăварса каç пулттипе уйри тырă пуссине шăвăнать. Тӳшек питне пучахпа тултарать кăна – ăнсăртран çав тĕле колхоз пуçлăхĕ юлан утпа пырса тухать. "Та-а-к,- тет ача çине тинкерсе. - Куншăн сана, ачам, тĕрмене хуптармалла. Анчах епле йăтса каяс тетĕн çакăн йывăрăш хутаçа?

Текста малалла вулăр...

Кашкăрпа Хуçа

Калав
 
Ивановсем çĕнĕ вырăна куçрĕç. Çурчĕ çĕнех мар ĕнтĕ, хулари хваттерне сутса çывăхри пĕр ялта пӳрт туянчĕç. Çуртпа пĕрле унчченхи хуçасен хăш-пĕр пурлăхĕ те юлчĕ – йыттипе кушакĕ.
Йытти кашкăрпа овчарка хутăшĕ пулнипе сĕре пысăк та хаярччĕ. Ячĕ те унăн Кашкăрччĕ. Вăл кил хуçи арçыннине Куляна кăна йышăнатчĕ, ыттисене çурта кĕртместчĕ те, кăлармастчĕ те. Амăшĕпе хĕрĕ килĕнче читлĕхри пек ларатчĕç. Ĕçе е шкула тухса кайма та, унтан таврăнсан килне кĕме те ашшĕсĕр пултараймарĕç. Уйăх ытла çапла нушаланнă хыççăн йытта завод сыхланă çĕре парас терĕç. Пĕр илемлĕ кун ятарлă машинапа килсе кинологсем йытта тиесе кайрĕç.
-Вăхăтра чĕннĕ эсир пире, сирĕн сăнчăрăр пирĕн алăра татăлса кайрĕ. Кашкăр пĕрре хытăрах туртăннă пулсан вĕçерĕнсе каятчĕ. Эсир ку йытă унчченхи хуçине çыртнă тетĕр пулсан пысăк инкек пулса тухма пултарнă, - терĕ пĕри.

Текста малалла вулăр...

КАПЛАННĂ ШУХĂШСЕМ

Тухăçран тухать хĕрӳ хĕвел.
Чунăма парсамччĕ, Турăçăм, тĕрек!
Мĕншĕн-ши пĕлместпĕр ыррăн пурăнма,
Çын çинче сăпайлă, чыслă курăнма.
 
Ир куçа уçсассăн - кайăксен юрри.
Юрату пулсассăн – пурнăçăн тĕвви.
Умăмра тăрать пуль çӳллĕ хура ту,
Телей вучĕ сӳнчĕ – чунра ырату.
 
Ăшăмра вăранчĕ сăвăсен йĕрки,
Пуçăмра вĕçĕмсĕр шухăшсен тĕрки.
Шывпа сӳнтереймĕн чĕрери вута,
Ăша пусармашкăн тĕрлетĕп хута.
 
Пуçăма çĕклерĕм – пăхрăм çӳлелле,
Çăлтăрăм ман ӳкрĕ çутă кӳл çине.
Вăркăшса çунсан та вутпала чĕре
Хуйха пусармастăп йӳçĕ шĕвекпе.
 
Юрату пулман-ши çулсем яш чухне,
Чун ăшши сапман-ши хĕрӳ хĕлхемне?

Текста малалла вулăр...

ПИКЕНЕÇ ÇĂЛĔ

сонетсен Ярăмĕ
 
Сăхăтпуçсем Пикенеçе манмаççĕ,
Ывăçран ĕçеççĕ ун шывне.
Асамлă вăйĕнче чуна туптаççĕ,
Ăша хураççĕ вилĕмсĕр шавне.
Çăл çаврăнăшĕн пĕчĕк çĕр шывне,
Вăрттăн тупсăмне уçса пĕлесчĕ:
Мĕншĕн çутăрах унри шевле,
Камшăн ăраскаллăрах тивлечĕ?
Меслечĕн майĕ кам пилленĕрен
Чул айĕнчен çĕр саслă сăрхăнать?
Тĕлĕнсе çăлкуç-Пикенеçрен
Чĕрере, чунра тем вăранать.
 
Хама çаксемсĕр тăлăх пек туятăп,
Вĕçĕмсĕр сассине туятăп
 
ххх
Юхатăн миçе ĕмĕр ывăнмасăр
Эс, харсăр Пикенеç, вут-юхăмпа.
Йăлăхтарать пĕр вырăн ывăнмасăр,
Канмасăр мĕн пуплетĕн халăхпа?

Текста малалла вулăр...

ИРТНĔ ПУРНĂÇ

Ватăлăх çитнине те туяймарăм,
Хура-шур курсассăн та сахал мар.
Ачасемшĕн кирлине тăваймарăм,
Ашшĕ вилчĕ, пит йывăр пурăнма.
ххх
Пирĕн ӳсĕм çамрăклах вут пек çунчĕ,
Чарма тивнĕ вĕрентме классене.
Фашистсем чĕртсе янă вăрçă вучĕ,
Çитсе тиврĕ пур халăх чĕрине.
Вăйпитти арçынсем те вăрçа кайрĕç,
Ăсанчĕç урапаллă лашасем.
Техникум ачисене те ăсатрĕç
Чавмашкăн Сăр шывĕн çыранĕсене.
Сивĕсем иртетчĕç хĕрĕх градусран,
Канма тăраймастăн – шăнса хытан.
Хăшĕсем чирлерĕç аяк шăннăран,
Пульници пушах, эмел çук тумлам.
Класс ертӳçи хавас пит-куçлăн
Çитрĕ хаçатсем тытса аллине.
«Хĕрлĕ Çар Сталинград патĕнче йышлăн,-
Терĕ, - çĕмĕрнĕ фашист пурлăхне.

Текста малалла вулăр...

Ç ы р у

«Коля, шăллăм, салам! Сире çырни усси çук, ни черта çырмастăр, инкексем! Латнă, хам çырас терĕм. Нумай пулмасть Ваççа патĕнче ялта пултăм. Тамăк! Хам нумайранпа унта пулманран-ши – улшăнусем нумай куртăм. Эсĕ мана унччен ху чирлетĕп тесе пĕлтерсеччĕ. Ничаво, хулара аптекăсем пайтах, укçине ярса пар тульĕк, ман та çемье вĕт, ху пĕлен. Маларах ярса пар…
Укçа тенĕрен, ху вĕреннĕ çулсенче эпĕ сана икшер-виçшер тенкĕ ярса тăнине манман-ха. Астăватăн-ши? Арăма ан каласа яр тата… Вара пĕтерет! Усал ман мăшăр, ху пĕлен. Хаяр. Эй, пурнăç тени пит кăткăс япала! Шăллăм, ăна хăшĕ ăнланса илеймесĕрех леш тĕнчене ăсанать. Философи! Ăслă пулмалла. Эпĕ пушă кĕленче çумĕнчен ахаль иртсе каймастăп. Укçа вăл. Çавăнтан пуçтарăнать. Вĕрентсе мар, пурнăçра кирлĕ япаласем пирки кăна каласшăн эпĕ. Ăша хур çаксене, тăнла!

Текста малалла вулăр...

САВĂНТАРТĂР ЧĂВАША!

«Канаш» хаçать пултарать –
Çирĕм иккĕ тултарать.
Эрнере пĕр хут тухать –
Хăй тавра юлташ пухать.
 
Аллă ик хут пĕр çулта
Почта ещĕкне пăхатăп.
Çĕн хыпарсем пур унта –
Каçăхса кайсах вулатăп.
 
Çырăнтăм, манмарăм эпĕ
Хам юратнă «Канаша».
Халь вара куллен кĕтетĕп -
Савăнтартăр чăваша!
 
 
Чăнлă районĕ,
Çĕнĕ Улхаш ялĕ.

ЫЛТĂН КĔРКУННЕ

Кĕр çитсен мана анне çуратнă
Кĕрлесе вăрçă пынă чухне.
Ман атте вăрçăра пуçне хунă
Хĕрĕх виççĕмĕш çулта – хĕлле.
 
Иртсе кайрĕ ĕмĕр – çичĕ теçетке,
Вăйсăррăн тапать халь ватăлнă чĕре.
Мĕншĕн илĕртет-ши çак çутă тĕнче,
Ытарма çукран-ши ылтăн пек кĕре?
 
Мĕншĕн хĕрхенмесĕр çулсем шăвăнаççĕ,
Çыхланса утаççĕ вăйсăр урасем?
Хăш та пĕр чухне ман кăмăла пăсаççĕ
Çулталăкăн ăмăр кунĕсем.
 
Мĕншĕн-ха хăратмĕ хăрушă çанталăк,
Хăлха çурăлас пек кĕрлет аслати?
Лăпкă мар чух пурнăç хăрушă çав ватлăх,
Çавах йăпанмашкăн çук мар-ха ачи.
 
Кайăк-хурсем кайрĕç карти-картипе,
Тинкертĕм, сăнарăм тĕпсĕр тӳпене.

Текста малалла вулăр...

ПИКЕНЕÇ

Сонет
 
Юхатăн миçе ĕмĕр ывăнмасăр,
Эс харсăр Пикенеç вут-юхăпа:
Йăлăхтарать пĕр вырăн ыткăнмасăр,
Канмасăр мĕн пуплетĕн халăхпа?
 
Сăхăтпуçсем телейлĕ тетĕп эпĕ.
Сассу савăнтарать ĕçме тăрсан.
Мухтав чăнахĕ ун чухне итлетĕп,
Сăмах майне сан еннелле пăрсан.
 
Кашни тумламĕ – манăн чун саламĕ,
Саланĕ тинĕсре кунтан кайсан.
Ăсаннă ачине амăш манмĕ,
Пиллев пайне пĕр шайлă пайласан.
 
Асамлă Пикенеç, эс тĕслĕх патăн!
Виçи пур-и ку чухне тахатăн?!

КĔР ЙĔВЕНĔ

Шухă шухăшлă ĕшне ĕшеннĕ,
Пĕркеннĕ пĕркенчĕк черчен те чипер,
Кĕр енĕн ывăнса хывăннă йĕвенĕ
Кервен, пиллевлĕ, сулăмлă, сипер…
 
Çитер çĕре эс, çулăмланнă çулçă,
Çерем çĕрте çĕртсе ху пурнăçна.
Çынсен ĕмри – çурта – çăл куçлă,
Çунтарăн та, юхтарăн тăн- пуçна!
 
Каçпа – влаçпа, кăнтăрла – кăраллă
Вăрç вăрçăна, кур тивлетре телей!
Калем илемĕ вăйĕнче пур Паллă –
Ăна ăнлантăм эпĕ – Левентей!
 
Кĕр вăйĕ вăйлă! Салтăнчĕ йĕвенĕ…
Кӳлнĕ чунсене кам ĕненĕ?!

Телейсĕркер

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 36-38-мĕш номерсенче.)
Юратнă мăнукĕ салтакран каялла таврăнасса кĕтсе илеймесрен хăрарĕ Мархва. Пĕр кунхине ватă хĕрарăм упăшкинчен юлнă пурлăха пытарса хунă вырăнтан кăларчĕ. Вунпилĕк ылтăн укçа юлнă унăн хутаç тĕпĕнче.
-Ĕмĕре тулли ирттермелĕх пурлăх хăвартăн пире валли, Лекçей. Ку укçана вăрçă вăхăтĕнче йывăр пулчĕ пулин те сутмарăм, никама та памарăм. Пурĕпĕр усăсăр пĕтетчĕç. Халь ывăлăмсене пайласа паратăп, сана та, мана та асăнччăр. Ку хĕресе вара никама та памастăп. Ылтăн вăчăрине ăçта хунă-ши, астумастăп. Ырă çĕрте выртмалла пултăр сана, Лекçей. Кĕçех эпĕ те сан пата çитĕп,- мăкăртатрĕ вăл хăйпе хăй.
Каçпа килĕнче пурте пухăнсан Мархва Хĕветĕрпе вĕсен икĕ аслă ывăлне кăчăк туртрĕ.
-Атьăр-ха чăлана, каламалли пур,- терĕ.
Хĕветĕр, Кулька тата Петĕр Мархва хыççăн чăлана кĕчĕç.

Текста малалла вулăр...

Телейсĕрскер

Калав(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 36-38-мĕш номерсенче.)
Юратнă мăнукĕ салтакран каялла таврăнасса кĕтсе илеймесрен хăрарĕ Мархва. Пĕр кунхине ватă хĕрарăм упăшкинчен юлнă пурлăха пытарса хунă вырăнтан кăларчĕ. Вунпилĕк ылтăн укçа юлнă унăн хутаç тĕпĕнче.
-Ĕмĕре тулли ирттермелĕх пурлăх хăвартăн пире валли, Лекçей. Ку укçана вăрçă вăхăтĕнче йывăр пулчĕ пулин те сутмарăм, никама та памарăм. Пурĕпĕр усăсăр пĕтетчĕç. Халь ывăлăмсене пайласа паратăп, сана та, мана та асăнччăр. Ку хĕресе вара никама та памастăп. Ылтăн вăчăрине ăçта хунă-ши, астумастăп. Ырă çĕрте выртмалла пултăр сана, Лекçей. Кĕçех эпĕ те сан пата çитĕп,- мăкăртатрĕ вăл хăйпе хăй.
Каçпа килĕнче пурте пухăнсан Мархва Хĕветĕрпе вĕсен икĕ аслă ывăлне кăчăк туртрĕ.
-Атьăр-ха чăлана, каламалли пур,- терĕ.

Текста малалла вулăр...

Телейсĕрскер

(Малалли. Пуçламăшĕ 36-37-мĕш номерсенче.)
Мархван упăшкипе пĕрле телейĕ те çĕр айне юлчĕ, тăпрапа хупланчĕ. Ăна нимĕн те савăнтармарĕ: упăшки пухса хăварнă тупра та, хăйне парнеленĕ ылтăн вăчăра та. Ашшĕ пекех яштака та патвар ывăлĕсем çине пăхсан кăна чунĕ лăпланать.
-Вăрçă пырать теççĕ таçта. Пирĕн пата кăна ан çиттĕрччĕ. Ывăлăмсене, хĕре Турă сыхлатăрччĕ,- кашнинчех сăхсăхрĕ вăл урамра пĕр-пĕр усал хыпар илтсе килсен.
Хăйсенчен инçех мар, Улатăр таврашĕнче, çапăçусем пыраççĕ тет. Кам кампа çапăçать, кам майлă пулмалла – хура халăх ăнланмасть-ха.
Пĕр кунхине вĕсен ялне темле юланутлă салтаксем килсе çитрĕç. Вĕсем ял çамрăкĕсене пуçтарчĕç. Тем каларĕç, тен, хăратрĕç. Унтан Хĕлимунпа пĕрле киле килчĕç. Вăл япалисене пуçтарчĕ.
-Анне, мана вăрçа илсе каяççĕ.

Текста малалла вулăр...

Телейсĕрскер

(Малалли. Пуçламăшĕ 36-мĕш номерте.)-Эсир утта Мархвапа кайса тиесе килĕр. Эпĕ кунта пушатаканĕ пулам. Апат та çакса ямалла-ха манăн,- терĕ Марье упăшкине.
Мархвапа Мĕкĕте уя кайрĕç.
ххх
Ваççилисен Лекçей ывăлне патша çарĕнче 25 çул хĕсметре тăма шăпа пӳрчĕ. Ун чухне çара кайма ячĕ тухнă тенине илтме çав тери йывăр пулчĕ ăна. Яш каччăн ялта юратнă хĕрĕ те пурччĕ. Хĕсмете лексен вăл пĕртте ӳкĕнмерĕ. Часах вырăсла калаçма хăнăхрĕ. Çирĕм пилĕк çул хушшинче салтакра такам та пулчĕ. Офицерсем юрататчĕç сарă та кăтрарах çӳçлĕ чăваш каччине. “Алексей” тесе чĕнетчĕç. Килне кайма вăхăт çитсен те: “Может, останешься?” - текелерĕç. “Останешься? Мăшкăллаççĕ-и вĕсем манран? Тăраннă эпĕ салтак çăкăрĕнчен. Ман киле каяс килет”, - шухăшларĕ Лекçей.
Тăван яла таврăнсан тăлăх туйрĕ хăйне Лекçей.

Текста малалла вулăр...

Телейсĕрскер

К а л а в
Трахвинсен пĕчĕк те лутра çурчĕ урамран çĕр ăшне кĕрсе ларнă пекех курăнать. Шалтан та çаплах вăл – тĕттĕм те хĕсĕк. Чӳречи пĕчĕк пулнипе пĕр хĕвел пайăрки те кĕмест кунта. Кăнтăр пулсан та пӳртре тĕксĕм. Çуртри шăплăх пушшех кичемлетет кунти пурнăçа.
Пӳрт ăш-чиккинче нимех те çук. Турă кĕтесĕ патĕнче пысăках мар сĕтел ларать, ун тавра – икĕ сакă. Тепĕр стена çумĕнче сарлака сакă, юнашарах сăпка çакнă. Кăмака хыçĕнче арçын ахлатни илтĕнет. Çуртра урăх сасă çук. Икĕ хĕрарăм пӳртре тем кăштăртатаççĕ, хутран-ситрен ахлатакан арçынна пыра-пыра пăхаççĕ.
Сăпка та пушă мар, анчах унти пепке килти шăплăха пăсасран хăранă пек шăпăртах выртать. Çывăрать-ха вăл. Анчах ача – ачах ĕнтĕ. Ахальтен-им пĕчĕкскерсене патшаран та аслăраххи теççĕ. Кĕçех вăл ыйхăран вăранчĕ, хăйĕн çинчен систерсе сассине кăларчĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, [4].