Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Тăван чĕлхене манма пулать-и?

Паллах, пирĕн хаçата юратса вулакансем ку ыйтăва тӳрех: «Çук, куштансем кăна манаççĕ. Эпир манмастпăр, анне сĕчĕпе пĕрле ăша хывнă тăван чĕлхене манма пулать-и вара?» - тесе кăмăлсăрланĕç. Урăхла хуравлакансем те пайтах пулĕç.
Чăваш хăйĕн чĕлхине час манни сайра пулăм мар. Нумаях пулмасть шкул пĕтернĕренпе 30 çул çитрĕ, пĕр класра вĕреннисемпе тĕл пултăмăр. Пирĕн те пĕр «Мускав майри» тăван чĕлхене мана пуçланă, тăрăшсах вырăсла калаçать. Хамăра та вăл ăнланман пек туйăна пуçларĕ, ирĕксĕрех ют чĕлхе çине куçрăмăр.
- Эс чăвашла мĕншĕн калаçмастăн? - ытрăм чăтаймасăр.
- Ман кампа калаçас? Упăшка азербайджан çынни. Яла килсен калаçма пуçлатăп та манран кулаççĕ пек, сăмахсене пурне те астумастăп, - терĕ.
Хам кунашкал лару-тăрăва лекменнипе тăван чĕлхене манакансене ăнланма йывăртарах мана.

Текста малалла вулăр...

Туйсене чăвашла ирттересчĕ

«Туя туй арăмĕсем пуянлатаççĕ»,-тенĕ ваттисем. Çав вăхăтрах вĕсем: «Туя туй пек тăвар-и те, туя туй пек тăвар-и?» - тесе юрланă… Калас сăмахăма ахальтен пуçламарăм. Савăнăçлă çак пулăм кĕр мăнтăрĕпе уйрăмах «тĕпелелле иртет». Анчах туй пек пулать-ши вăл? Мăн асатте-асаннен йăли-йĕркине упраса хăварнă-ши?
20-25 çул каялла пирĕн енче (Трак тăрăхĕнче) туй-çуй калама çук вăйлă иртетчĕ. Виçĕ куна тăсăлатчĕ вăл. Пĕрремĕш кунне арçын туйĕ (туй арăмĕсемпе пĕрле ĕнтĕ) хĕр илме каятчĕ. Арçынсемпе йĕкĕтсем умĕсене тĕрĕллĕ, хăюпа капăрлатнă саппун çакатчĕç. Кăкăр умне тĕрленĕ пит тутри вырнаçтаратчĕç. Туй арăмĕсем хура халат тăхăнатчĕç, умĕнче саппунччĕ, ун çийĕн амаччĕ.Пуçа хушпу капăрлататчĕ. Урара сăран атăччĕ. Чаплă туйра вĕсен йышĕ 30-40-рен те иртетчĕ. Иккĕмĕш кунне хĕр енчисем каччăн килне кайнă.

Текста малалла вулăр...

ХӲТĔЛЕÇÇĔ

Социаллă хӳтĕлев комитечĕ ватăсене камран хӳтĕлет?
 
Çĕнĕ ĕмĕре кĕрсен черетсенчен тинех хăтăлтăмăр тесе савăннăччĕ. Кивĕ суту-илӳ лавккисем вырăнне çĕнĕ супермаркетсем çĕкленсе ларчĕç те сентрисем чикĕ леш енчи таварсемпе лăк тулчĕç. Эпир çăмăллăн сывласа ятăмăр. Халĕ суйласа илме май пур. Ытти çĕнĕлĕхсем те пирĕн вăхăта перекетлеме тытăнчĕç. Кăмăллă.
Çук иккен, пур çĕрте те савăнма памаççĕ-ха пире. Хваттере приватизацилес тесен чупса халтан каятăн. Мĕнле кăна хут пуçтармалла мар ун валли...Çавăнпа та вăхăта, нерв тытăмне кăшт та пулин перекетлес тесе нумайăшĕ риэлтора тара тытать.
Пурнăçăн тепĕр йӳçĕ енне мана тивĕçлĕ канăва кайма çул çитсен тутанса пăхма тиврĕ. Пенси фондĕнче чăрмавсем ан пулччăр тесе документсене çур çул маларах пуçтарма хушаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра

«Укçа», - хуравлĕç ĕмĕт-тĕллевпе пурăнакансем. «Аван тӳленекен ĕç вырăнĕ»,-тейĕç пурнăç сукмакĕпе çирĕп утăмсемпе утма тĕв тунисем. Ĕç пурри хăй – телей. Вăй хунăшăн тивĕçлипе тӳлесен вара – çĕр хут телей.
Çемйисене тăрантарас тĕллевпе паян арçынсен ялтан çичĕ тухса çӳреме тивет. Мăшăрĕ пĕçернĕ техĕмлĕ апатсăр çеç мар, çепĕç те ачаш сăмахсемсĕр, юратнă кил-йышсăр, ачисемсĕр сахалтан та çур уйăх, пĕр уйăх пурăнмалла. Çемьере укçа-тенкĕ пултăр тесен чăтмаллах. Килте хуçине кĕтекенсене те çăмăл мар. Вĕсене те пылак пурнăç кĕтмест ... Ялта уйрăмах ĕç нумай. Кил таврашĕнче, выльăх картинче. Шел, ял-саласенче ĕçе вырнаçма чылай йывăртарах. Арçынсем хресченпе фермер хуçалăхĕсенче механизатор-водител ь те тăрăшаççĕ пулсан хĕрарамсем ĕçсĕр. Тĕлĕнмелле. Анчах та радио-телевиденипе куллен пĕлтĕрхипе танлаштарсан ĕçсĕррисен шучĕ кун чухлĕ процент чакнă, çакăн чухлĕ теççĕ.

Текста малалла вулăр...

Юратман ĕçĕн усси çук

Николай Розов хăйĕн “Вĕрентӳçĕ пулмасан та… чун ыратать” материалĕн пуçламăшĕнче интереслĕ тема çĕкленĕ. Вĕрентӳçĕ пирки. “Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне эпир вĕрентӳçĕсенчен нумай тĕрĕсмарлăх тӳссе ирттернĕ. Уроксем хыççăн киле таврăннă чухне хăш-пĕр кӳренӳллĕ самантсене аса илсе пĕр-пĕринпе тавлашни те пулнă. Çавăнпа эпир “дундуксем” (вĕрентӳçĕсен сăмахĕ) пачах пулма пултарайман”,- тесе çырать. Автор малашне хăйне вĕрентӳçĕсем мĕнле кӳрентернине те аса илет.
Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ çывхарса çитнипе çак тема патне таврăнни пĕртте пăсмĕ.
Кам-ха вăл вĕрентӳçĕ? Мĕнле вырăн йышăнать çын пурнăçĕнче? Кашни хăйĕн тĕслĕхне илсе, юратнă вĕрентекенĕ пирки каласа парĕ. Çын пурнăçĕнче мĕнле професси суйласа илсе мĕнле çулпа малашне каясси те вĕрентӳçĕрен килет-çке! Мĕнле предмета юрататăн, çавăнпа çыхăннă професси суйлан.

Текста малалла вулăр...