Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Çемьесем арканнин сăлтавĕсем мĕнре-ши/

Çĕнĕ ĕмĕрĕн чи çивĕч ыйтăвĕ-сенчен пĕри – çемьесем арканни. Юлашки çулсенче уйрăлакан мăшăрсен шучĕпе Раççей чи малта пыракан çĕршывсенчен пĕри пулса тăчĕ.
Пĕрлешнисенчен 50-70 проценчĕ мăшăрланăва пĕр шелсĕр пăрахăçлать. Çав вăхăтрах Канадăра – 48, США – 46, Францире – 38. Статистика тăрăх, чи юлашки вырăнта Япони тăрать – 27. Пирĕн çĕршывра кашни иккĕмĕш мăшăрлану арканать. 10 çул каялла вара кашни виççĕмĕш çемье уйрăлнă.
Çĕршывра çемьесем тăтăш арканнин сăлтавĕсем мĕнре-ши/ Вĕсене уçăмлатма хамăр вулакансенчен ыйтрăмăр.
Сергей Портнов, таврапĕлӳçĕ:
- Çынсем иртĕхнинче, çăмăлттайланса пынинче. Çамрăксене илес пулсан паян камсем çемье çавăраççĕ/ 90-мĕш çулсенче çуралнисем. Ун чухне ăнăçсăр çемьесем нумай пулнă, çĕршывра тикĕс мар лару-тăру хуçаланнă.

Текста малалла вулăр...

Çемьене аркатакан йăнăшсем

Ача çуралсан çемье пурнăçĕ улшăнать. Чуп-чуп уйăхĕ вĕçленсе чăн-чăн пурнăç тытăнать.Йывăрлăхсе не чăтса ирттерме пĕлмесĕр çак вăхăтра нумай çемье йăнăшсем тăвать, уйрăлакансем те пур.
Тивĕç хушăнни
Ача çуралсан унчченхи кун йĕрки пачах улшăнать. Арçыннăн нихçан туман ĕçе пикенме тивет. Паллах, вăл кунпа кăмăлсăрланать, хирĕçет. Хĕрарăм ун çине çĕнĕ ĕç тиенипе, хăй ĕлкĕрейменнипе кулянать. Ашшĕ-пе амăшĕн хушшинчи хирĕçӳ ачана канăçсăрлантарать.
Ирĕклĕх çухални
Унччен ирĕклĕ пурнăçа хăнăхнăскерсен ачан кун йĕркипе пурăнма, килте ларма тивет, ăçта каяс килет – унта каяймастăн. Хăйсем ăнланмасăрах çамрăк ашшĕ-амăшĕ ытти çемьесем çине пăхса танлаштарма тытăнать. Анчах лайăх çемьере ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕрне пулăшать, çавăнпа вĕсем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ваштаховсене кĕпĕрнаттăр паллипе чысланă

Июлĕн 11-мĕшĕнче область центрĕ-нче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ иртрĕ.
Унта Петр тата Феврония Муромскийсен лапамĕнче 50 çул ытла пĕрле пурăнакан мăшăрсене пухрĕç. Пурне те Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн «Çемье, юрату тата шанчăклăх» паллине парса чысларĕç. Ку палла çемье тытăмне тата хутшăнăвĕсене çирĕплетес ĕçре ăс-хакăл пуянлăхĕн йĕркине çĕнетсе упранăшăн, ашшĕ-амăшĕн яваплăхне туйса пурăннăшăн, сывă пурнăç йĕркине сарнăшăн параççĕ.
Уявра çакăн пек паллăпа пирĕн районти Анат Тимĕрçен ялĕнче пурăнакан Ваштаховсен çемйине чысларĕç. Тамара Ивановнапа Леонид Иванович килĕшӳпе юратура 57 çул ытла пурăнаççĕ ĕнтĕ, икĕ ача çуратса çын çине кăларнă, вĕсем обществăра тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ. Ваштаховсен çемйи ялта ятлă-сумлă, вĕсем çамрăкраххисене çемье хутшăнăвĕсем мĕнле пулмалли, ачасене мĕнле ăс парса ӳстермелли ĕçре ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ача ыйтрĕ ашшĕнчен…

Пĕчĕк ачасем час-часах ашшĕ-амăшне çухалса каймалли ыйтусем парса аптăратаççĕ. Кун пек ыйтусене ачана суймасăр, ăнлантарса хуравлама мĕнле вĕренмелле? Çав вăхăтрах пепкене хăратмасăр, вăл миçе çултине манмасăр хуравламалла.
Пĕчĕк ача паракан ыйту питĕ çăмăл, анчах нумай чухне хуравне тупма йывăр.
Тĕнче мĕнле тытăнса тăни, мĕнрен тăни ачана интереслĕ. Çавăнпа вăл иртен пуçласа каçчен ыйтать. Шутласа пăхнă тăрăх, тăватă çулхи ача талăкне 400 ыйту парать. Интереслĕ, кашни ыйтăвĕ тепĕр ыйту çуратать. Çакна чăтса, ыйтусене лăпкă, ăнланмалла хуравлама çăмăл мар. Çитменнине, аслисенчен нумайăшĕ мĕншĕн курăк симĕс пулнине хăй те астумасть, пĕлменнине ачана палăртма аванах мар. Çавăнпа аслисем «чарăн», «пăрăн», «ӳссен пĕлен» сăмахсемпе ачасене пăрса яма тăрăшаççĕ.
Кун пек чухне ачасен ыйтăвĕсене хуравлама пулăшакан ятарлă энциклопеди туянмалла.

Текста малалла вулăр...

Çемьесем арканнипе ача сачĕсенче кĕрешмелле!

Çак пуçарупа мăшăрсем уйрăлнине епле чармаллине халалланă çавра сĕтелте тухса калаçнă.
Ку ыйтупа ачасемпе хăйсемпе мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе ĕçлеме палăртаççĕ. Кунашкал йышăнăва уйрăлу тапхăрĕ хăйнеевĕр пĕрешкелтерех килнипе çыхăннă: мăшăрланнă хыççăн пилĕк çул пурăннă хыççăн йывăрлăхсем пуçланаççĕ те (вунă çулччен) – чылай çемье арканать иккен. Шăп çак хушăра çамрăксен ачасем çуралаççĕ, ача садне çӳреме пуçлаççĕ. Кунсăр пуçне мăшăрлану институтне çирĕплетес ĕçе тĕрлĕ тĕн çыннисене явăçтарма йышăннă.
Облаçри Мăшăрлану керменĕ пăлхавăр çĕкленĕ: уйрăлусен кăçалхи пек хурлăхлă статистики нихăш çул та пулман. Авăнăн 19-мĕшĕ тĕлне Ульяновскра пĕлтĕрхинчен 242 уйрăлу ытларах пулнă. Тĕрĕслĕхшĕн çакна та палăртса хăвармалла: çемье çавăракансен шучĕ те ӳсет. Анчах та 10 000 çĕнĕ çемье пуçне çав-çавах 4000 арканаканни килет.

Текста малалла вулăр...

«УАЗ-Патриот» Камайкинсен çемйинче

Шанчăклăх, юратупа çемье кунĕ тĕлне Ульяновск облаçĕнче «Раççей кунне патриот çурат» тăвăмăн пĕтĕмлетĕвне тунă. «УАЗ-Патриот» машинан çăраççине Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Тереньга районĕнчи Валентина Вячеславовна Камайкинана тыттарнă. Çĕртмен 12-мĕшĕнче вĕсен çемйинче тăваттăмĕш ача çуралнă.
Регион пуçлăхĕ çаплах нумай ачаллă çемьесене – муниципаллă пĕрлĕхсенче çĕнтерекенсене Алла Юрьевна Щербакована, Екатерина Эдуардовна Волкована - пурăнмалли вырăна лайăхлатма 500 пин тенкĕлĕх, 10 хĕрарăма 50 пин тенкĕлĕх сертификатсем панă, тăвăма хастар хутшăннăшăн сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче вăй хуракансене Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысланă.
-2006 çултанпа халăх йышне ӳстересси тата çемьесене пулăшасси Ульяновск облаçĕнче патшалăх политики пулса тăчĕ. Çак тапхăрта облаçра 100 пин ача çуралнă – пĕр пĕчĕк хула.

Текста малалла вулăр...

Мăшăр улталанине мĕнрен пĕлме пулать?

Арçынсем айккинелле çӳреме юратни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Общество та кун çине çиелтен пăхать, ырлакансем, часрах арăмне хурлама тытăнакансем тупăнаççех. Анчах хĕрарăм психикине ку пысăк сиен кӳрет. Упăшка айккине чупнине мĕнле пĕлме пулать?
Чи малтанах мăшăрăра сăнама ан ӳркенĕр – юлашки вăхăтра ытлашши тирпейлĕ мар-и? Ку, паллах, вăл сире юттипе улталама пуçланине тӳрех пĕлтермест, анчах ĕç-пуç ерипен çакăн патне пырать.
Нумаях пулмасть кăна-ха вăл диван хураллатчĕ, халĕ вара тренажёр залĕнчен тухма пĕлмест-и? Ку та сисчĕвленмелли сăлтав.
Упăшка хăй çĕнĕ нуски-трусси туянни вара (ахальлисене те мар, хаклă йышшисене) – çĕр проценчĕпех вăл юттипе çыхланнине палăртать. Çакна асăрхарăр тăк айккинче çыхăну пулнах, çитменнине, ку юлашки те мар. Ют хĕрарăм умĕнче шăтăк нускипе тата усăнса аннă труссипе утаймăн çав!

Текста малалла вулăр...

А м ă ш ĕ

Альбина Алексеевапа калаçнă май ун шăпи хăйнеевĕрлĕ пулни курăнчĕ. Альбина Петровна лавккара ĕçлеме пуçличчен 20 çул Димитровградри аш-какай комбинатĕнче вĕтетнĕ аш хатĕрлӳçинче вăй хунă. Ĕçĕ йывăр пулнă пирки икĕ çул çурă каялла лавккаçа куçнă. Упăшки, Алексей Михайлович, Çурçĕрте бурильщикра тăрăшать. Çамрăкранпах çавăнта вăл.
Сакăр çул каялла Димитровградра пурăнакан Алексеевсен çемйинче пĕр шухăшламан çĕртен хăвăрт улшăнусем пулса иртеççĕ. Ывăлпа хĕр ӳстерекенсен çуртĕнче сасартăк тата ывăлпа хĕр хушăнаççĕ. Çул çинчи аварие пула Альбина Викторовнан тăван йăмăкĕпе упăшки иккĕшĕ те çĕре кĕреççĕ. Икĕ тĕпренчĕкĕ тăлăха тăрса юлать.
– Эпир йăмăкпа питĕ туслă тăраттăмăр, Самар облаçĕнче пурăнаканскерсем пирĕн пата тăтăш хăнана килетчĕç, - аса илет Альбина Алексеева.

Текста малалла вулăр...

Иртни канăç памасть

Эпир мăшăрланнăранпа иккĕмĕш çул кăна-ха. Пĕрре упăшка мана паллашиччен унăн юратнă хĕрарăмĕ пурри пирки пĕлтерчĕ. Эпĕ вара йăлтах тĕплĕн ыйтса пĕлтĕм. Мăшăрăм ун пирки маннăччĕ ĕнтĕ, хушаматне те аран аса илчĕ. Анчах калаçу ман чĕрере тарăн йĕр хăварчĕ. Эпĕ социаллă сетьре çав хĕрарăмăн страницине уçрăм. Сăн ӳкерчĕкĕсене пăхрăм. Илĕртӳллĕ кĕлеткеллĕ, илемлĕ пике. Ирĕксĕрех ăна хампа танлаштартăм. Çулталăк ытла ĕнтĕ эпĕ унăн пурнăçне сăнатăп. Танлаштаратăп, пăшăрханатăп, унтан каллех ун пирки хыпар шыратăп, татах кулянатăп.
Упăшка халĕ унăн ятне те астумасть пулĕ, урамра курсан та паллаймĕ. Эпĕ вара ун пирки йăлтах пĕлетĕп. Халь те качча кайман-ха вăл, йытă туяннă. Унăн страницине тек кĕместĕп тесе хама темиçе хутчен сăмах та патăм, анчах тӳсейместĕп. Темиçе кун иртет те – каллех хыпар шыратăп.

Текста малалла вулăр...

Çырăнсан аван-и е çырăнмасан-и?

Хĕвеланăç çĕршывĕсенче гражданла мăшăрлану тахçанах аталаннă. Халĕ çырăнмасăр пурăнасси пирĕн патăмăрта та анлă сарăлчĕ.
Нумайăшĕ ЗАГСа кайиччен маларах пĕрле пурăнмалли çинчен калаçать. Кун пек пĕр-пĕрне лайăхрах пĕлме пулать имĕш. Паллах, çакăн лайăх енĕ те пур. Сăмахран, документсăрах уйрăлма пулать. Тепĕр енчен – пурлăх пайланă чух чăрмавсем сиксе тухаççĕ. Килти хуçалăха иккĕн тытса пынине, пĕрле мĕн чухлĕ пурăннине тăванĕсен, кӳршĕ-аршăн ĕнентерме тивет. Пурлăха мăшăрсен хушшинче пĕр тан пайлама вара паспорт çинчи штампа пăхмаççĕ. Статистика палăртнă тăрăх, мăшăрлану свидетельствисĕр пурлăх пухичченех уйрăлнăран судпа питех çыхланмаççĕ. Каярах тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пуласран пурлăх пирки нотариус патĕнче килĕшӳ тусан аван. Аталаннă çĕршывсенче халĕ çак мелпе усă кураççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ачасене лайăх çемьере ӳстермелле

"Ача" тата "çемье" сăмахсем пĕр-пĕринпе сылтăм куçпа сулахай куç пекех çирĕп çыхăннă. Çемье çирĕп, ашшĕ-амăшĕ аван пулсан ачисем те лайăх çитĕнеççĕ – вĕренмесĕр аташса-çапăçса çӳремеççĕ. Çавăнпа тулли те йĕркеллĕ çемьесем ытларах пулни обществăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Шел пулин те, йĕркесĕр çемьесем пирĕн обществăра пур-ха, сахал та мар. Хăш-пĕр çемьере ашшĕ-амăшĕ пĕр чарăнми эрех ĕçет, теприсем наркотик ăшне путнă, вĕсемшĕн ачисем чи юлашки вырăнта тăраççĕ.
Юлашки çулсенче Ульяновск облаçĕнче ача çураласси ӳсет. Кăçал кăна çут тĕнчене 5461 ача килнĕ. Вĕсенчен 51 проценчĕ хĕрача, 49 – арçын ача. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан кăçал 491 ача ытларах çуралнă. Раççейре вара пач урăхла, ачасем 90-мĕш çулхисемпе танлаштарсан ытларах çуралаççĕ пулин те, юлашки вунă çулта 17 çула çитмен çамрăксен йышĕ 6,6 миллион чакнă.

Текста малалла вулăр...

Хĕрарăмăн пилĕк йăнăшĕ

ЗАГСра юратнă çыннипе юнашар тăракан кашни хĕрарăм ĕмĕрне çав çынпах ирттерме шанать. Урăхла пулма та пултараймасть пек. Анчах… Темле ăслă хĕрарăм та пурнăçра çемьене арканма пулăшакан пилĕк йăнăш тăвать.
Пĕрремĕш йăнăш – упăшкана хăвна кирлĕ пек улăштарма хăтланни. Воспитани пама тăнă çавăн пек кашни самант арçын тарăхса кайнипе тата хĕрарăмран аяккарах тарма тăрăшнипе вĕçленет.
Иккĕмĕш йăнăш – çемьере пуç пулассишĕн тупăшни. Арçынпа хĕрарăмăн çемье пуçĕ пулассишĕн ăмăртиччен хуть те мĕнле лару-тăрура та пĕр-пĕрне пулăшу аллине тăсакан пĕрлĕх пулма тăрăшмалла.
Виççĕмĕш – ялан тиркени. Пĕр арçын та хăйне ялан ӳпкеленине, кашни ĕçне тивĕçсĕр пĕчĕк хак панине чăтма пултараймасть. Ытти çынсем умĕнче тиркенине пушшех те. Паллах, килĕшмен япалана каламалла, анчах та çемçен, шӳте çавăрса.

Текста малалла вулăр...

Çак йĕркесене асра тытмалла

Нумай укçа ĕçлесе илекен, ачисене хаклă йышши телефонсем туянса паракан, пĕр чарăнми темиçешер сехет телевизор е компьютер умĕнче ларма чарман, ют çĕршыври шкулсенче вĕрентме пултаракан кăна чи лайăх атте-анне пулма пултараймасть. Нумай чухне пурнăçра пач урăхла пулса тухать. Шăпах çавăн пек ашшĕ-амăшĕн хăйсене тата çумри çынна юратман, пурнăçра çухалса каякан е мăнкăмăллă та хаяр ачасем ӳсеççĕ.
Лайăх аттепе анне ачине юратать, итлеме пĕлет, ун валли вăхăт уйăрать, тĕрĕс çул кăтартса ярать.
Ашшĕ-амăшĕн çак пилĕк правилăна пилĕк пӳрне пек пĕлмелле.
Тимлĕх
Кашни çын хăйне тĕсесе пăхнине кăмăллать. Ачана та хăйне куçлани кирлĕ. Лайăх, психика енчен сывă ача çитĕнтерсе ӳстерес текен ашшĕ-амăшĕн ачипе калаçма вăхăт тупмалла. Кашни каç 15-30 минут ачапа кăна пулмалла – кĕнеке вуламалла, кубиксенчен пӳрт купаламалла е калаçса лармалла.

Текста малалла вулăр...

Пĕрре курсах юратрăмăр

-Анне, хăçан тĕрлеме вĕрентетĕн?- тет Виолетта чи çывăх тăванне куçĕнчен тинкерсе, кайăк чĕппи апат ыйтнă евĕр пĕр чарăнми чĕвĕлтетет те чĕвĕлтетет. - Манăн та сан пек ăста тĕрĕçĕ пулас килет. Эпĕ пĕçерме пĕлетĕп ĕнтĕ, çыхма та хăнăхатăп. Мĕнлерех сана юрататăп-çке эп. Эсĕ ман чи аванни, чи хитри, чи çепĕççи. Аннеçĕм, эсĕ аттене те питĕ килĕшетĕн. Çакна сисетĕн-и? Вăл сана питĕ юратать.
Таушкинсен пысăк та хăтлă çуртне пырса кĕрсенех çемйинче килĕшӳ хуçаланнине туятăн. Кунта арçын хĕрарăма, хĕрарăм арçынна хисеплени, вырăна хуни куçкĕретех. Наталья Васильевна – лăпкă та сăпайлă хĕрарăм – ачисемпе упăшкине юрас тесе тăрăшать. Тарават кил хуçи арăмĕ вăхăтне ытларах тĕпĕлте ирттерет. Кукăль, печени-пĕремĕк, хуплу тавраш хатĕрлесе сăйлама юратать. Арçыннисен тутлă çисе тата паттăртарах, вăйлăрах пулмалла.

Текста малалла вулăр...

Мĕншĕн арçынсем ывăл кĕтеççĕ…

"Кама кĕтетĕр, ывăл-и е хĕрача-и»?" - тесе ыйту парсан Çĕр çинчи арçынсен 99 проценчĕ çирĕппĕнех ывăл тесе хуравлĕ. Вара мĕн тейĕ вулаканăм. Интересĕ çакăнта: арçынсем пурте ывăл кĕтеççĕ, хĕр çуралсан ăна пуринчен ытларах юратаççĕ. Мĕнле ăнлантармалла çак пулăма?
Ыйтăва çакăн пек хурав паракан арçынсене виçĕ пая пайлама пулать.
Пĕрремĕшсем мĕншĕн ывăл кĕтнине хăйсем те калама пултараймаççĕ, мĕншĕн тесен кун пирки нихăçан шутламан та, ыйтăвĕ те интереслентермен. Пурте ывăл кĕтеççĕ те – вăл мĕншĕн ыттисенчен кая?
Иккĕмĕшсем: «Пурнăçра арçыннăн йывăс ӳстермелле, çурт лартмалла, ывăл çуратмалла», - тенине тĕп йĕрке вырăнне хураççĕ. Юлташсемпе палланисем те пурте арçын ача кĕтеççĕ мар-и тата? Сăлтавĕ – хушамата малалла тăсакан кирлĕ. Ывăла воспитани парасси пирки шухăшламаççĕ те, тен.

Текста малалла вулăр...

Çемье çавăрасси – лав туртасси мар

«Ват хусах пулсах пуçăм шуралчĕ, – тет пĕлĕшĕм. – Алла ача тытса курмарăм, мăшăрăм тесе калаймарăм. Малтан çамрăкчĕ, кайран ухмах пултăм, халĕ – кая юлтăм». Çар çынни пулнăскерĕн час-часах çул çӳреме тивнĕ, ун чухне çемье çинчен шухăшламан та. Тивĕçлĕ канăва тухса пĕччен пурăнаканскере тунсăх пусма тытăннă: «Тин ăнланса илтĕм халĕ пурнăçа, этеме мĕн кирлине: çумра юратнă çыннăма курас, ача сассине, атте-асатте тенине илтес килет».
 
Чăн та, çакăн пек шухăшпа пурăнакансем тĕл пулаççĕ пирĕн хушăра, хăйсен кун-çулне тăлăххăн ирттерекен те сахал мар. Мĕншĕн каччăсемпе арçынсем хусах пурăнаççĕ-ха? Пĕр сăвăра каланă евĕр: «Эх, Ваççа, хусах Ваççа, ма тиркен хĕр-упраçа?»
Çемье çавăрма васкаманнин сăлтавĕсенчен пĕри – яшсем эрех-сăрапа туслашни. Шел, хусахсем «хаяррине» хĕрсенчен ытларах килĕштереççĕ.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ çула çĕнĕ ĕмĕтпе

Çемьери ырă йăласене манас марччĕ
Çĕнĕ çул уявĕ çемье уявĕ шутланать. Кампа калаçсан та вăл çемьере чи кĕтнĕ, чи юратнă уяв иккенне пĕлетĕн. Кашниех тăрăшсах ăна кĕтсе илме хатĕрленет: çĕнĕ кĕпе туянать, тутлă апат-çимĕç пĕçерет, хăнасем чĕнет. Ламран лама куçса пыракан мĕнпур ырă йăласене астăвас пулсан та– вĕсем пурте çемьесене çирĕпрех, туслăрах тăвас йĕркесем çинче никĕсленнĕ. Кашниех çĕнĕ çулта ыррине, аваннине кĕтет. Шăп çĕнĕ çул мĕнпурĕ ăнăçасса, пĕченнисем хăйсен юратăвне тĕл пуласса, иртекен çул камшăн салху та кичем пулнă — вĕсем хаваслăрах çул килессе шанаççĕ. Ватти-вĕтти те, çитĕннисемпе çамрăксем те Çĕнĕ çулта темле ырă тĕлĕнтермĕш, асамлă парнесем кĕтеççĕ. Çапла-çапла, парнесем, ячĕшĕн çеç, пĕчĕкçеççĕ пулччăр, анчах та асăнмалăх.
Акă вăл Çĕнĕ çул каçĕ. Çур çĕрччен нумай та юлман.

Текста малалла вулăр...

Мăшăрăн çитменлĕхне те юратмалла

“Упăшкин çитменлĕхĕсене юратман хĕрарăм арçыннине те юратмасть”, - тенĕ Софи Лорен.
Пулас мăшăра Турă палăртса хунă теççĕ пулин те мăшăрсем телейлĕ пуласси тата çемье арканассипе арканмасси пирĕнтен хамăртан килет. Арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăнăва та савăтри чечеке пăхнă пек сăнаса, апатлантарса пурăнмалла. Юратăва сӳнтерме вара пит çăмăл. Çемьере юратупа лăпкăлăх нумай çул хуçаланччăр тесен темиçе йĕркене кăна пăхăнмалла.
1.Пĕр-пĕрне час-часах ырă сăмахсемпе мухтамалла.
Марк Твен çапла каланă: “Пĕр ырă сăмахпа мухтасан эп икĕ уйăх хавхаланса пурăнма пултаратăп”. Çемьере пĕр-пĕрне кун пек сайра мухтани çителĕксĕр. Упăшкипе арăмĕ кунне пилĕк хутран сахал мар ыр сăмах каламалла.
2. Укçа-тенкĕ ыйтăвне сӳтсе явмалла.
Хăçан, мĕн, мĕнле хакпа туянмаллине пĕрле татса памалла.

Текста малалла вулăр...

Шыв ĕçмелле

Пĕлни усăллă
Ирпе вăрансан та каçпа çывăрас умĕн те пĕрер стакан шыв ĕçсе ямалла: ирхине вăл ыйха уçăлтарĕ, каçхине – лăплантарĕ, апата лайăхрах ирĕлтерме пулăшĕ, вăй-хал хушĕ. Апатланма лариччен çур сехет маларах шыв ĕçни усăллă: вăл хырăмлăха унчченхи апат юлашкинчен тасатĕ. Çаплах 30-40 минут маларах пан улми çисен е çырла сĕткенĕ ĕçсен те аван.
Çинĕ хыççăн шыв ĕçмелли пирки тĕрлĕрен каланисем пур:
-улма-çырла апачĕ хыççăн 30 минутран;
-крахмаллă çимĕç çисен – пĕр сехетрен;
- белоклă апат хыççăн 1,5 – 2 сехетрен кăна шыв ĕçме юрать. Ытти вăхăтра хăть мĕн чухлĕ ĕçсен те юрать.

Алимент пысăк-и?

Эпĕ авланса уйрăлнă икĕ ачаллă арçынпа тĕл пулатăп. Вăл авланасшăн калаçкалать. Арăмĕ унран алимент илмест тет. Уйрăлнă чухне: “Санран нимĕн те кирлĕ мар”, - тенĕ имĕш. Пурнăçа пĕлсе пĕтереймĕн. Тен, шыраттарĕ те кайран. Виçĕ ачашăн мĕн чухлĕ алимент тӳлемелле?
 
Алимента ĕç укçине (тупăша) кура палăртаççĕ. Пĕр ачашăн тупăшăн 1/4 пайне тӳлеттереççĕ, иккĕшĕн – 1/3-не. Виçĕ е ытларах ачашăн ĕç укçин çуррине тытса юлаççĕ.
Килĕшĕве нотариус патĕнче çирĕплетмен пулсан арăмĕ “алимент санран кирлĕ мар” тени ниме те пĕлтермест. Пĕр-пĕринпе калаçса татăлса çураçма май килмесен ыйтăва суд урлах татма тивĕ.
Алимент тепĕр чух укçан çирĕп виçипе те шутласа параççĕ. Капла йышăнасси тĕрлĕ сăлтавран килет. Сăмахран, алимент тӳлеме тивĕç ашшĕ е амăшĕ ниçта та тар тăкмасть е вăл хутран-ситрен кăна “кĕмĕл” ĕçлесе илет.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.