Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Çут çанталăк сиплевçисем

Эпир эмел çинче утса çӳретпĕр, анчах ăна татса илсе сипленме пĕлместпĕр. Аптекăна çитсе эмел туянса çăтса яма пире çăмăлтарах. Пирĕн асаннесемпе асаттесем вара пачах урăхла пурăннă. Сиплĕ курăка татма, типĕтме, унпа сипленме пĕлнĕ. Тĕслĕхрен, кашни хуçалăхра палан (калина), катăркас (боярышник), шăлан (шиповник) тĕммисене ӳстернĕ.
Палан
Палан пирки чăваш юрă та хывнă. Ăна кăмакана лартса пĕçернине те унтанах пĕлетпĕр. Мĕнпе сиплĕ-ха вăл?
Палан çырли сахăрпа, С витаминпа, пектинпа, органика, валериана тата изовалериана йӳçĕкĕсемпе пуян.
Палан чейĕ тата пылпа хутăштарнă сĕткенĕ шăнса пăсăлнисемшĕн усăллă, сĕткенĕпе çырла шывĕ шыçă чирĕнчен, колитран, геморройран сипленме пулăшать.
Унран хатĕрленĕ морса вар-хырăм сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пĕчĕк чух, гипертонипе, ӳт-тир чирĕпе аптăранă вăхăтра поливитамин пек ĕçмелле.

Текста малалла вулăр...

Çемье çирĕплĕхĕ хамăртан килет

Паян чылай çемьере пĕр ачаран ытла кураймăн. Хĕрарăмсем çуратасшăн мар, арçынсем вĕсен шухăш-кăмăлне хирĕçлемеççĕ, хистемеççĕ. Мĕн пулса иртет-ха хальхи обществăра? Мĕншĕн çемьен сăн-сăпачĕ улшăнать? Пурнăç лайăхланать тесе шавлатпăр пулин те пĕр ачана (виççĕ-тăваттă пирки сăмах та çук) ура çине тăратма мĕншĕн йывăр?
Пирĕн атте-аннесем мĕнлерех çемьере ӳснĕ-ха? Аслашшĕ-асламăшĕ, ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕ-аппăшĕ пиллĕкрен кая мар… Теприсем вунă е ытларах ача ӳстерме те хевте çитернĕ. Вĕсен ачалăхĕ вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче иртнĕ. Нумая хапсăнман, мĕн пуррипе çырлахнă. Тăранмалăх çăкăр çитсен, тăхăнмалăх тум пулсан çемье телейлĕ шутланнă. Кĕпе-йĕм аслисенчен кĕçĕннисене юлнă, саплăк лартнă пулин те тиркемен. Аппăшĕ-пиччĕшĕ йăмăкĕ-шăллĕне пăхнă, шкула çӳреме пуçласан киле панă ĕçсене пурнăçлама пулăшнă… Çиччĕри ача çитĕннисенчен юлмасăр хуçалăхра тăрмашнă.

Текста малалла вулăр...

МĂШĂРĂРСЕНЕ УПРĂР!

Чăвашсен хушшинче уйрăлакан çемьесем сахал. Пире ачаранах тӳсĕмлĕ пулма вĕрентнипе-ши? Ачаранах ĕçе хăнăхтарнă. Йĕркеллĕ, сăпайлă пулма вĕрентнĕ. Ӳссе çитсе çемье çавăрнă чух та пулас мăшăрта çак пахалăхсене шыранă. Çавăн пеккине тупсан: «Акă вăл, Турă çырни»,- тесе çемье чăмăртама васканă. Анне калани халĕ те асăмра: «Чи йывăрри вăл — лайăх арăм тĕлне пуласси тата лайăх ĕне суйласа илесси». Кашни хăй пурнăçĕнче лайăххишĕн ĕмĕтленет. Çемье пурнăçĕ пĕр пекрех тытăнать: паллашу, юрату, çемье, ачасем. Анчах кашнин шăпи урăхла. Пур чухне те шăпа айăплă мар-ха. Çемье тĕрекĕ ытларах чух хамăртан килет.
Чĕмпĕрте пĕр сăпайлă чăваш çемйине пĕлетĕп. Ячĕсене улăштарса Ольга тата Сергей тейĕпĕр. Вĕсем икĕ ача çуратса ӳстерчĕç. Семье пуçĕ услам ĕçĕпе аппаланатчĕ, Ольга мĕнле-тĕр патшалăх предприятийĕнче ĕçлетчĕ.

Текста малалла вулăр...

АЧА ĂСĔНЧЕ – ЧĂНЛĂХ

Ашшĕ, яланхи пекех, ĕçрен кая юлса тата ывăнса таврăнчĕ. Кăмăл-туйăмĕ те аванах мар. Пӳрт алăкне уçсанах ун патне пиллĕкри ывăлĕ чупса пычĕ.
- Атте, ыйтма юрать-и?
- Тархасшăн, мĕн пулчĕ?
- Атте, эсĕ мĕн чухлĕ ĕçлесе илетĕн?
- Санăн пĕлмесен те юрать! - тарăхса хуравларĕ ашшĕ. – Çитменнине, пĕлессишĕн мĕн çав тери хыпса çунатăн?
- Пĕлес килет. Тархасшăн, кала-ха, сана пĕр сехет вăй хунăшăн миçе тенкĕ тӳлеççĕ?
- Ну, 500 тенкĕ тейĕпĕр. Эсĕ мĕн каласшăн?
- Атте, - терĕ шăпăрлан ашшĕне уринчен пуçласа пуçĕ таранччен сăнаса. – Эсĕ мана 300 тенкĕ кивçен параймăн-ши?
- Пĕр-пĕр кирлĕ мар тетте туянма-и? Хăв пӳлĕмне кай та çывăрма вырт! Эпĕ кунĕпе ĕçлесе тар тăкатăп. Эсĕ вара хăв çинчен çеç шухăшлакан çын пулса çитĕнетĕн! –хыттăн каларĕ ашшĕ.

Текста малалла вулăр...

Çемье – халăх чаракĕ

«Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хӳтĕлесе тăрать», - çапла çырнă 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Чĕмпĕр пуçламăш шкулне никĕслекенĕ, Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев.
Иван Яковлев пĕчĕклех тăлăха тăрса юлнăскер, ашшĕ-амăшĕн ăшшине туймасăрах ӳснĕ. Хăй çитĕнсе çемье çавăрсан вара Яковлевсем виçĕ ачишĕн ырă тĕслĕх пулса тăнă. Икĕ ывăлĕпе хĕрĕ ашшĕ-амăшне яланах ĕçре курнă: ашшĕ уроксене хатĕрленнĕ, ятарлă литература нумай вуланă; амăшĕ хĕрсене ал ĕçне вĕрентессипе конспектсем çырнă.
Иван Яковлевичăн ĕç пӳлĕмне тĕрлĕ чинлă, званиллĕ çынсем пырса çӳренĕ. Аслă ывăлĕ Алексей аса илнĕ тăрăх, ашшĕ нихăçан та çынсене чинсем çине пайламан, пуринпе те лăпкă, тарават калаçнă: кĕпĕрнаттăр-и вăл, министр-и, ахаль вĕрентӳçĕ-и…Ун патне тĕттĕм ялсенчен вырăсла тата суту-илӳ ĕçне пач пĕлмен çынсем те килкеленĕ.

Текста малалла вулăр...

Ыйхă çĕтсен

Çав тери вăрах çывăрса каятăп: темиçе сехет енчен енне çаврăнса выртатăп, тавралăх çутăлма тытăнсан кăна тĕлĕрсе каятăп. Ирпе вара пуçа минтер çинчен çĕклейместĕп. Темиçе çул ĕнтĕ çапла тертленетĕп. Тен, мана халăх медицинин мелĕсем пулăшĕç. Сĕнӳ параймăр-ши?
Алина М.
Ульяновск хули.
Алина, чи малтанах хăвăра лăпкă тытма вĕренĕр. Каç енне сулăнсан йывăр ĕçсем пурнăçлама ан тăрăшăр. Организм канма хатĕрлентĕр.
Ӳркенмесĕрех ятарлă минтер çĕлĕр, ăна мулкач çăмĕпе тултарăр. Халăх сиплевçисем кун пек минтер çинче хăвăрт çывăрса кайма пулать тесе ĕнентереççĕ.
Мулкач çăмĕ пулмасан хăмла тултарнă пĕчĕк минтер çĕлĕр. Минтере пуçăр çумне хурса выртăр.
Каçхи апат вăхăтĕнче сĕт хушса пĕçернĕ рис пăтти çисен лайăх çывăрса каятăн.

Текста малалла вулăр...

ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ

Упăшка вуннăри ывăлăн пурнăçĕпе вуçех интересленмест, укçа-тенкĕпе те пулăшмасть, воспитани ĕçне хутшăнмасть. Ăна ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарма пулать-и?
Алевтина Ч.
Чăнлă районĕ.
РФ Çемье кодексĕн 69 статйипе килĕшӳллĕн ашшĕ-амăшне (е вĕсенчен пĕрне) çак сăлтавсемпе ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарма пулать:
-ашшĕн е амăшĕн тивĕçне пурнăçлассинчен (е алимент тӳлессинчен) пăрăннăшăн;
-ача çуратмалли çуртран, сиплев, воспитани, социаллă хӳтлĕх е çавăн йышши ытти учрежденирен пепкине курăмлă сăлтавсăр илме кайманшăн;
-ашшĕ-амăшĕн прависемпе киревсĕр усă курнăшăн: ачасене хĕненĕшĕн, психикине сиенленĕшĕн, ар çыхăнăвне кĕме хистенĕшĕн;
-алкоголизмпа е наркоманипе чирлисене;
-ачисен е мăшăрĕн сывлăхне, пурнăçне хирĕç преступлени тунăшăн.

Текста малалла вулăр...

Килти крем

Кĕркунне пахчара ĕçле-ĕçле алă хытса хуралса ларать. Хăш чухне ăна çуса тасатма та май çук. Эпĕ ятарласа хам валли çапла крем хатĕрлетĕп. Унпа сĕрсен алă çуталса, çемçелсе каять.
Пĕр çăмарта шуррине кăпăкланиччен лăкамалла, çавăнта пĕр чей кашăкĕ виçĕ процентлă водород перекиçĕ хушмалла, ӳте çемçетме çур чей кашăкĕ ӳсен-тăран çăвĕ ярсан та пăсмĕ.
Çиелти пылчăка супăньпе çунă хыççăн кремпа алла сĕрмелле те 20 минут тытмалла. Çак вăхăтра нимĕн те тытма ан тăрăшăр, çӳçе уйрăмах – тĕсĕ çуталать. Кайран алла лĕп шывпа çуса ярăр. Вăл çемçе те таса пулĕ.

Çемьери телей мĕнрен килет?

Мăшăрпа мĕн вăхăт пурăнни юратуран, пурлăхран тата савăнăшра пĕр-пĕринпе килĕштернинчен кăна килмест иккен. Телейлĕ пурнăç психика тĕлĕшĕнчен шайлашнинчен те нумай килет. Астрологсем 32 çул сăнав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн мăшăрпа нумай пурăнас тесен арăмĕпе упăшки хушшинче миçе çул пулмаллине тĕпчесе пĕлнĕ. Вĕсенчен хăшĕ аслăрах е кĕçĕнрех пулни ниме те пĕлтермест. •Упăшкипе арăмĕ пĕр çулхисем. Енчен те хĕрарăм ачаранах нумай ачаллă пулма, пахча-çимĕçпе аппаланма ĕмĕтленет пулсан – тантăша качча каймалла. Çемье çирĕп те лăпкă пурăнать, арканмасть.
•Пĕри çулталăк аслăрах. Çемьен ĕмĕрĕ вăрăм. Çемьере икĕ ачаран кая мар, укçана пĕрле тытаççĕ. Мăшăр пĕр-пĕрне пулăшса пырать, арçын хĕрарăм канашне шута илет.
•Упăшкипе арăмĕ хушшинче — икĕ çул. Кун пекки ытларах поэтсемпе романтиксен хушшинче пулать.

Текста малалла вулăр...

Т а в ă р у

Эпĕ кĕçех 60 тултаратăп. Арăмпа пĕр вăхăтрисемччĕ, чĕрĕ пулсан унăн юбилейне паллă тумаллаччĕ. Эпир вăтăр çул пĕрле пурăнтăмăр. Вăл килте тарçă пек ĕçлетчĕ, эпĕ патша вырăнĕнче шутланнă. Чирлесен те канма вăхăт çукчĕ унăн. Лара-тăра пĕлменскерне пулăшас шухăш та пулман. Пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмăн ĕнси çине тиеннĕ. Вăлах ачасене пăхнă, килте тасатнă, тирпейленĕ, пахчара ĕçленĕ, компот-варени пĕçернĕ. Юлашки çулсенче арăм чĕре чирĕпе асапланатчĕ, уринчи юн тымарĕсем сарăлнăччĕ. Апла пулин те сăлтавсăрах кăшкăраттăм, алă çĕклеттĕм, килтен тухса каяттăм. Çын хушшинче те унпа мухтанма пĕлмен, тăрлавсăр сăмахсемпе таса ятне вараланă. “Мĕнле пурăнатăн эсĕ çав хĕрарăмпа?” – куçран калатчĕç пĕлĕшсем. Çакă та мана вĕчĕрхентернĕ. Еркĕнсене шăнкăравлаттарса та кӳрентернĕ ăна. Анчах чăтăмлăхăн та чикки пур, мăшăрăм вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлчĕ.

Текста малалла вулăр...

Ыйхă çĕтсен

Çав тери вăрах çывăрса каятăп: темиçе сехет енчен енне çаврăнса выртатăп, тавралăх çутăлма тытăнсан кăна тĕлĕрсе каятăп. Ирпе вара пуçа минтер çинчен çĕклейместĕп. Темиçе çул ĕнтĕ çапла тертленетĕп. Тен, мана халăх медицинин мелĕсем пулăшĕç. Сĕнӳ параймăр-ши?
Алина М.
Ульяновск хули.
Алина, чи малтанах хăвăра лăпкă тытма вĕренĕр. Каç енне сулăнсан йывăр ĕçсем пурнăçлама ан тăрăшăр. Организм канма хатĕрлентĕр.
Ӳркенмесĕрех ятарлă минтер çĕлĕр, ăна мулкач çăмĕпе тултарăр. Халăх сиплевçисем кун пек минтер çинче хăвăрт çывăрса кайма пулать тесе ĕнентереççĕ.
Мулкач çăмĕ пулмасан хăмла тултарнă пĕчĕк минтер çĕлĕр. Минтере пуçăр çумне хурса выртăр.
Каçхи апат вăхăтĕнче сĕт хушса пĕçернĕ рис пăтти çисен лайăх çывăрса каятăн.

Текста малалла вулăр...

ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ

Упăшка вуннăри ывăлăн пурнăçĕпе вуçех интересленмест, укçа-тенкĕпе те пулăшмасть, воспитани ĕçне хутшăнмасть. Ăна ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарма пулать-и?
Алевтина Ч.
Чăнлă районĕ.
 
РФ Çемье кодексĕн 69 статйипе килĕшӳллĕн ашшĕ-амăшне (е вĕсенчен пĕрне) çак сăлтавсемпе ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарма пулать:
-ашшĕн е амăшĕн тивĕçне пурнăçлассинчен (е алимент тӳлессинчен) пăрăннăшăн;
-ача çуратмалли çуртран, сиплев, воспитани, социаллă хӳтлĕх е çавăн йышши ытти учрежденирен пепкине курăмлă сăлтавсăр илме кайманшăн;
-ашшĕ-амăшĕн прависемпе киревсĕр усă курнăшăн: ачасене хĕненĕшĕн, психикине сиенленĕшĕн, ар çыхăнăвне кĕме хистенĕшĕн;
-алкоголизмпа е наркоманипе чирлисене;
-ачисен е мăшăрĕн сывлăхне, пурнăçне хирĕç преступлени тунăшăн.

Текста малалла вулăр...

Çемьери телей мĕнрен килет?

Мăшăрпа мĕн вăхăт пурăнни юратуран, пурлăхран тата савăнăшра пĕр-пĕринпе килĕштернинчен кăна килмест иккен. Телейлĕ пурнăç психика тĕлĕшĕнчен шайлашнинчен те нумай килет. Астрологсем 32 çул сăнав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн мăшăрпа нумай пурăнас тесен арăмĕпе упăшки хушшинче миçе çул пулмаллине тĕпчесе пĕлнĕ. Вĕсенчен хăшĕ аслăрах е кĕçĕнрех пулни ниме те пĕлтермест.
•Упăшкипе арăмĕ пĕр çулхисем. Енчен те хĕрарăм ачаранах нумай ачаллă пулма, пахча-çимĕçпе аппаланма ĕмĕтленет пулсан – тантăша качча каймалла. Çемье çирĕп те лăпкă пурăнать, арканмасть.
•Пĕри çулталăк аслăрах. Çемьен ĕмĕрĕ вăрăм. Çемьере икĕ ачаран кая мар, укçана пĕрле тытаççĕ. Мăшăр пĕр-пĕрне пулăшса пырать, арçын хĕрарăм канашне шута илет.
•Упăшкипе арăмĕ хушшинче — икĕ çул. Кун пекки ытларах поэтсемпе романтиксен хушшинче пулать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].