Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Çĕлен çулĕн тухăç гороскопĕ

Шыв çĕленĕ тухăç календарĕпе – пур çĕленсенчен те ăсли, ултавли, усалли. Вăл пhttp://kănăsh.su/img/i_bold.gifур çĕре те пуçне чикет. Тухăçра ăна сивĕ чунлă, пурне те хăй майлă çавăрма пултаракан хĕрарăмпа танлаштараççĕ. Шыв асамлăхĕ хура çĕлене пуриншĕн те сиенлĕ, никам та тытма май çук чун пулма вăй парса тăрать. Вăл шуйттанах çаврăнать. Этеме вăл хăй майлă çавăрса астарать. Çынсем ун еккипе кайса хăйсем мĕн тунине те ăнланмасса пултараççĕ. Çĕлен çынсен çумне пĕр систермесĕр çулăхать. Вăл çав вăхăтра сăхса илет. Çавăнпа 2013 çул чĕневĕ: «Асăрхануллă пулăр!»
 
Тигр çулĕ (1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998)
2013 Хура Шыв Çĕленĕн çулĕ Тигршăн канăçсăр е питĕ йывăр пулать. Унăн пурнăçĕ хăтлăхсăрлăхпа çыхăнĕ. Ку çул Тигрăн йывăрлăхĕсем унăн чараксăрлăхне, хаяр кăмăлне, пур çĕрте те хăйне мала хурас туйăма пула çуралĕç.

Текста малалла вулăр...

Нумерологи ăслăлăхĔ 2013 çул çинчен

 
2013 çулăн нумерологи гороскопĕ «6» цифра ертсе пынипе иртет. Вăл лăпкăлăхшăн, кĕтмен çĕртен пулакан пулăмсемшĕн яваплă. Ăнăçусем чеен ĕçлеме пултаракан, çаврăнуçăллă, çынсене итлеме тата итлеттерме пĕлекенсене кĕтеççĕ. 2013 çул хăй патне ăслăн шухăшлама пĕлекенсене, иртнĕ пурнăçра тунă йăнăшсене тĕпе хурса çĕннисене тăвас мар тесе тăрăшакансене хăй патне туртать. Хастарлăх шайĕ - пысăках мар, ниме тăман ĕçсем сахалтарах пулĕç. Юрату туйăмĕ пĕр-пĕрне мĕнле ăнланнипе çыхăнĕ.
Кашниншĕн 2013 çул мĕнле пулнине нумерологи ăслăлăхĕ каласа парать. Пĕлес тесен çын шăпин числине тупас пулать. Тĕслĕхрен, камăн-тăр çуралнă дати – 12.03.1981. Пĕчĕк кăна арифметика задачи шутлăпăр: 1+2+0+3+1+9+8+1=25=2+5=7. Çак цифра – шăпа числи.
Çапла майпа сирĕн числăр:
1. Сирĕншĕн 2013 çул ăнăçлă та лăпкă пулĕ.

Текста малалла вулăр...

Сывă пул, Аçтаха! Аван-и, Шыв Çĕленĕ?

Аçтаха (Дракон) çулĕ вĕçленсе пырать. Вăл сирĕн асăра мĕнпе кĕрсе юлчĕ? Мĕн кĕтетĕр çывхарса килекен Шыв Çĕлен çулĕнчен?
Çак ыйтусене эпĕ чăвашлăха аталанатарас ĕçе хастар хутшăнакансене патăм.
 
Владимир СВАЕВ, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономин ертӳçи:
-Телее, ку çул начар пулмарĕ. Аçтаха çулĕпе эпĕ кăмăллă. Автономи ĕçтăвкомĕ аван ĕçлет. Манăн пĕрремĕш çум, Хула Думин председателĕн пĕрремĕш çумĕ П.К. Столяров, тăрăшнипе автономи кĕçех çĕнĕ вырăна куçмалла. Вăл тата чăваш усламçисен «Эртел» ушкăнĕн арĕсем пулăшнипе унта юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ.
Умра пире пысăк ĕçсем кĕтеççĕ: И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине мăнаçлăн паллă тăвасси, Раççей шайĕнче Яковлев вулавĕсене тивĕçлĕ ирттересси.

Текста малалла вулăр...