Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

«ЗА ЯКОВЛЕВСКУЮ ШКОЛУ» ЮХĂМ

 
Ульяновскри чăваш педучилищине пĕтернисен кăçалхи тĕлпулăвĕнче «За Яковлевскую школу» юхăм йĕркелесси пирки сăмах пуçарнăччĕ. Калаçу, паллах, Яковлев шкулне çĕнĕрен уçасси пирки пымасть.
Ульяновскри чăваш педучилищине пĕтернисене паянхи вĕренӳ тытăмĕнчи ĕç-пуç канăçсăрлантарать. Уйрăмах хальхи шкулта воспитани ĕçĕ юлашки вырăнта тăни, ачасене шкулта ĕçлеттерме чарни.
Çак эрнере «За Яковлевскую школу» юхăмăн йĕркелӳ комитечĕ пĕрремĕш ларăвне ирттерчĕ. Унта «Чĕнсе калани» хатĕрлерĕç. Ăна хамăр хаçатра пичетлетпĕр. Вулакансенчен, уйрăмах учительсемпе шкул директорĕсенчен сĕнӳсем, çырусем кĕтетпĕр.
 
ОБРАЩЕНИЕ
активистов общества «За Яковлевскую школу»
Речь идăт не о возрождении Ульяновского педагогического училища имĕ ИĕЯĕЯковлеваĕ Оно выполнило свою историческую миссиюĕ
Мы обеспокоены положением дел в современном образованииĕ Роль школы во многих направленияхĔ особенно в трудовом воспитанииĔ не удовлетворяет широкий круг населенияĕ Мы за внедрение яковлевских принципов обучения и воспитания в современную школу и начинаем движение «За Яковлевскую школу»ĕ Во всех школахĔ которые открывал наш просветительĔ трудовое воспитаниеĔ идейная и нравственная закалка детейĔ лежали в основе учебного и воспитательного процессаĕ Яковлевские принципы и традиции лежали в основе советской школыĔ которая достигла огромных успехов и под этим флагом была признана Организацией Объединенных Наций (ЮНЕСКО) самой передовой школой в миреĕ Мы поддерживаем движение «За советскую школу» на родине ВĕИĕЛенинаĔ активно выступаем за реализацию проекта губернатора «Десять уроков патриотизма»ĕ
С чего начнăм.

Текста малалла вулăр...

Пенси тытăмĕнчи улшăнусем

2017 çулта пенси тытăмĕнче улшăнусем пулаççĕ. Çакă хальхи, пулас пенсионерсене тата ĕçпе тивĕçтерекенсене пырса тивет.
Пенси тата социаллă тӳлев шайне
 
ӳстерни
2017 çулта пенси çумне хушса тӳлесси (индексаци) унчченхи йĕркепех пырĕ.
Февраль уйăхĕнчен тытăнса ĕçлемен пенсионерсен страхлав пенси калăпăшĕ вăтамран 5,8 процент ӳсмелле. Çапла вăл вăтамран 13 пин те 657 тенкĕ пулмалла. Страхлав пенси çумне хушса тӳлекен укçа шайĕ 78 тенкĕ те 58 пус пулĕ (2016 çулта вăл 74 тенкĕ те 27 пус пулнă).
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕçлекен тата ĕçлемен пенсионерсен те (вăл шутра социаллă та) 2,6 процент ӳсмелле. Çапла майпа çулталăкри вăтам социаллă пенси калăпăшĕ 8 пин те 803 тенкĕ пулмалла. Сусăр тата 1-мĕш ушкăнри инвалид ачасене 13 пин те 349 тенкĕ тӳлĕç,
Февралĕн 1-мĕшĕнче федераллă çăмăллăхпа усă куракансене пенси çумне тата 5,8 процент хушса тӳлĕç.

Текста малалла вулăр...

Чей ĕçме чĕнетпĕр

Луговое посёлокĕнче «Чаепитие» ятпа клуб ĕçлеме пуçланă. Клуба Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕ Анатолий Еленкин, Хула Думин депутачĕ Николай Абрамов сĕнĕвĕпе вырăнти чăваш хастарĕсем (ертсе пыраканĕ И.П.Усмендеева) йĕркелерĕç.
Луговое ялĕнче ку хыпар часах сарăлчĕ. Вăл хальлĕхе хастарсен килĕнче иртет-ха. Клубăн тĕллевĕ — пирĕн ентешсен ырă ĕçĕсемпе, пултарулăхĕпе паллаштарасси.
Пĕрремĕш ят – Станислав Толстов композитор, юрăç. Вăл «Добрыми делами славься, Луговое» юррăн авторĕ. Юррăн историйĕ ансат. Станислав Толстов Александр Богатов çырнă вырăсла сăвă тăрăх юрă кĕвĕлеме хаваспах килĕшрĕ. Юрă хатĕр пулсан ялти обществăлла канаш автора юррăн хăтлавне чĕнчĕ. Композитор уява «Эревет» ушкăнĕпех килсе çитрĕ. 2012 çулхи çурла уйăхĕнче ял çийĕн çĕнĕ юрă янăрарĕ.

Текста малалла вулăр...

Облаçра наци политикин департаменчĕ пулать

 
Область правительствинче Наци çыхăнăвĕсен канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр ертсе пычĕ. Çаплах ларăва Ульяновск облаçĕнчи федераллă инспектор В.П.Козин, Ульяновск хули пуçлăхĕ М.П.Беспалова, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ В.А.Гвоздев, кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашçи, УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев тата ыттисем хутшăнчĕç.
- Эпир Наци çыхăнăвĕсен канашĕн ĕçне питĕ пысăк тимлĕх уйăратпăр, унти çынсенчен хастарлăх кĕтетпĕр. Çавăнпа канаша кĕрекен çынсен йышне чылай ӳстертĕмĕр. Малтан 53 çынччĕ, халĕ – 85. Кунта эпир районсенчи хастарсене, наци хаçачĕсен редакторĕсене кĕртрĕмĕр. Информаци политики пире питĕ кирлĕ. Канаш облаçри халăхсен хутшăнăвĕсене курса тăмалла, унти улшăнусене тĕрĕс хак памалла, - терĕ Сергей Иванович.
Ку кăна та мар, халĕ правительствăра наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен департамент йĕркелеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Яла тирпейлеме нимене пухăннă

 
Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Пухтелĕнчи фермер хуçалăхĕн ертӳçи, Улхаш ял тăрăхĕн депутачĕ Н.И.Салюкин ырă ĕç пуçарнă. Вăл яла тирпей-илем кĕртме шутланă. Малтанлăха вăл çынсене ял хĕрринчи кивĕ парка тасатма илсе тухнă.
-Тăван яла тирпейлес, йăваланса выртакан çӳп-çапа тасатас шухăш тахçанах канăç памастчĕ мана. Хальхинче ĕçне пуçлама шутларăм. Икĕ кун каялла шкулта Анне кунне уявларăмăр. Унта эпĕ ял-йыша вырсарникунсенче нимене тухма чĕнтĕм. Паян акă Тимĕрçене каякан çул хĕрринче (кунта малтан пульница пулнă) ĕçе пуçăнтăмăр. Хамăр юхăмăн ятне те шутласа тупрăмăр: «Эпир пулмасан – кам? Кунта эпир парк тăвасшăн. Йывăçсем хушшине кĕрсе тухма май çукчĕ, мĕн кăна йăваланса выртмастчĕ кунта! Çынсем кил хуçалăхĕсенчи çӳп-çапа та кунта килсе тăккалатчĕç. Эпир ăна трактор прицепĕ çине тиесе ятарлă вырăна — свалкăна — ăсатрăмăр.

Текста малалла вулăр...

Николай Князькинăн ячĕ – автобус çинче

 
Шел, юлашки çулсенче Аслă вăрçăра паттăрла çапăçса вилнисене асăнсах каймаççĕ. Хĕрӳ вырăнсене (Чечня, Афганистан, Дагестан) хутшăнакансен ячĕсем ытларах янăраççĕ. Сăн ӳкерчĕкĕсене эпир шкулти Асăну хăмисем çинче те куратпăр. Вĕсен ячĕсемпе ăмăртусем ирттереççĕ. Ку начар мар-ха, анчах Аслă вăрçăра Çĕршывăмăр-Аннене тăшмансенчен хӳтĕлекен çынсене те манмалла мар.
Нумаях пулмасть Ульяновск хулинчи тĕп урамра капăр автобус куç тĕлне пулчĕ. Унăн аяккине паттăр ентешсен ячĕсене пысăк саспаллисемпе çырса хунă. Александр Матросов, Иван Полбин ячĕсем çумĕнче пирĕн ентешĕн, Совет Союзĕн Геройĕн Николай Князькинăн ячĕ пурришĕн питĕ савăнтăм, тĕлĕнтĕм! Астăваççĕ иккен-ха хамăрăн паттăрсене чĕмпĕрсем! Апла пирĕн хушăмăрта та пур-ха паттăрсем! Реклама композицийĕ питĕ пуян.

Текста малалла вулăр...

Пенсин çĕнĕ тытăмĕ

Унăн тĕп шăнăрĕ – вăл тĕрĕсрех те тивĕçлĕрех.
 
Тĕп тĕллевĕсем:
1. Нумай çул хушши вăй хуракан тата налуксем тӳлесе тăракан кăна патшалăхран пулăшу (пособи) илсе тăма пултартăр;
2. Пенси фончĕ «шăтăк алана» ан çаврăнтăр, ĕçлекенсенчен пухăнса пыракан укçа ватăсене пенси парса пынă тăкаксене саплаштарма пултартăр.
Хальхи пенси тытăмĕ пенсионерсене тивĕçтермест, мĕншĕн тесен ĕç стажĕ пĕчĕккисем те, 30-40 çул заводсенче вăй хунисем те пĕр калăпăшлă пенси илсе тăраççĕ.
Кĕскен каласан – 2015 çултан ĕçе кĕрекен пенси тытăмĕ виçĕ витĕмлĕ сăлтавпа çыхăнса тăрать: ĕç укçипе, ĕç стажĕпе тата çул-ӳсĕмпе, тивĕçлĕ канăва хăçан кайнипе. Вĕсем мĕн чухлĕ пысăкрах пулаççĕ, çавăн чухлĕ пенси калăпăшĕ те пысăкрах пулать.
Пенси çул-ӳсĕмĕ улшăнмасть.

Текста малалла вулăр...

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр депутатсем умĕнче палăртнă тĕллевсем

Облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн çĕнĕрен суйланнă депутачĕсем умĕнче Правительство председателĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр тухса калаçнă. Вăл регионта пурнăçламалли 12 тĕллев палăртнă.
Пĕрремĕшĕ. Пурнăçăн пахалăхне ӳстересси. Облаçри кашни çын вăл лайăх енне улшăннине туйтăр.
Иккĕмĕшĕ. Экономикăра çĕнĕ технологи пайĕсене аталантарасси, облаçри пур районсене те газ çитересси.
Виççĕмĕшĕ. Промышленность аталанăвĕн институтне йĕркелесе пулăшасси.
Тăваттăмĕшĕ. Ял хуçалăхне аталанма пулăшасси.
Пиллĕкмĕшĕ. Регионти пур çулсене те йĕркене кĕртесси.
Улттăмĕшĕ. Пĕчĕк тата вăтам услама аталантарса вăтам класа ӳсме майсем туса парасси.
Çиччĕмĕшĕ. Çынсене йӳнĕ тата пахалăхлă пурăнмалли вырăнсемпе тивĕçтересси.

Текста малалла вулăр...

Сĕтел-пукан тĕнчипе паллаштаракан музей

«Ульяновскмебель» производство пĕрлешĕвĕнчи сĕтел-пукан музейĕ – облаçра чи пысăкки. Ăна йĕркелеме шутлаканĕ, пуçараканĕ, укçа-тенкĕ тăкаклаканĕ – директорсен канашĕн председателĕ, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ А.Г.Еленкин.
 
Паллах, пĕр кун хушшинче пулса тăман ку музей. Япаласене хуллен-хуллен икĕ çула яхăн пуçтарнă. Кун пек пысăк та тĕлĕнмелле сĕтел-пукан музейĕ эсир урăх ниçта та кураймастăр. Экспонатсене 500 тăваткал метр лаптăкĕ çинче вырнаçтарнă. Уйрăм-уйрăм кăна çакса-лартса тухман вĕсене. Пирĕн çĕршыв çыннисен пурнăçĕн тĕрлĕ тапхăрĕсем çине пайланă. Музей ĕçченĕ Анна Дороднова кунта миçе экспонатне те тĕрĕс калама çук тет – питĕ нумай! Пысăккисем кăна 70 ытла.
Чи малтан 19-мĕш ĕмĕрти хресчен пӳрчĕн ăш-чиккипе паллашатăн. Кунта пир тĕртмелли станок, арча, кăкшăм-чӳлмек, арламалли урапа, хултăрчă, кĕнчеле, сăпка тата ыттине курма май пур.

Текста малалла вулăр...

«Согласие» çынсене пулăшу парать

«Ульяновскмебель» производство пĕрлешĕвĕн директорсен канашĕн председателĕ, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ, «Единая Россия» регионти партин Чукун çул районĕн-чи уйрăмĕн ертӳçи А.Г.Еленкин пуçарăвĕпе 2005 çулта Ульяновскри Хрустальная урамра халăха пулăшу паракан «Согласие» центр уçăлнă. Ăна В.Е.Панова ертсе пырать. Эпир унпа тĕл пулса калаçрăмăр.
 
– Анатолий Георгиевич Еленкин ку юхăннă предприятие 2002 çулта килчĕ. Чи малтан производствăна ура çине тăратрĕ, хута ячĕ. Унтан çынсен пурнăçне çăмăллатас, вĕсене пулăшу парас пирки шутлама тытăнчĕ. Центрăн тĕп тĕллевĕ – халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса парасси, – тет Валентина Евгеньевна. – Эпир тĕрлĕ сулăмпа ĕçлетпĕр. Анатолий Георгиевич тӳрех предприяти ветеранĕсене тимлĕх уйăрма пуçларĕ, вĕсене пĕр чăмăра пĕрлештерчĕ.

Текста малалла вулăр...