Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

«Вилĕмсĕр полк» йышĕ ӳссех пырать

Майăн 9-мĕшĕнче Ульяновскра Аслă вăрçăра нимĕç фашисчĕ-сене çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине халалланă анлă мероприятисем иртнĕ.
Ирпе 11 сехетре Ленин тӳремĕнче парад пулнă: Ульяновск гарнизонĕ-нчи çар çыннисем, çар вĕренӳ учрежденийĕсенчи курсантсемпе кадет класĕсенче вĕренекенсем колоннăпа хаваслăн утса иртнĕ. УАЗ «Патриот» машинăсемпе Ульяновскăн Ĕç Хисепĕн, вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕ предприятисен, «Ĕç мухтавĕн организацийĕ» ялавĕсене турттарса иртнĕ. Парада Ульяновск гарнизонĕн çар оркестрĕ вĕçленĕ. Уявăн хăнисем çаплах Мускаври Хĕрлĕ площадьре РФ Президенчĕ Владимир Путин саламланине курнă.
Кăнтăрла хыççăн 15.00 сехетре «Вилĕмсĕр полк» тăвăм пуçланнă. Кăçал унта Ульяновск облаçĕнче 70 пин ытла çын хутшăннă. Вĕсенчен 30 пинĕ – Ульяновск хулинче.
Область çыннисем вăрçăра çĕнтерессишĕн пурнăçне шеллемен тăванĕ-сен, аслашшĕ-кукашшĕпе асламăш-кукамăшĕ сăнӳкерчĕкĕсене йăтса колоннăпа Ульяновскри Ленин мемориалĕнче тытăнса Çĕнтерӳ 30 çул ячĕллĕ тӳреме çити утнă.

Текста малалла вулăр...

Пĕрремĕш Çĕнтерӳ уявĕ!

1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕш кунĕ. Канав ялĕ. Эпĕ ăна улттăри ача кăна пулсан та нихăçан та манмастăп.
Сенкер тӳпере хĕвел хĕртсе пăхать. Йĕри-таврара тĕрлĕрен ӳсен-тăран ешерет. Сарлака урам тăрăх кассăн-кассăн лăпкă та ăшă çил вĕрет, çан-çурăма ачашлать. Вĕçенкайăксем те хăйсен ĕçне пикеннĕ, лара-тăра пĕлмесĕр каллĕ-маллĕ вĕçеççĕ, чĕпписене кăларма йăва çавăраççĕ. Таçта тӳпере тăри вĕçĕмсĕр юррине шăрантарса чуна савăнтарать. Илемлĕ кун паян! Калăн, çутçанталăк та халăхпа пĕрле савăнать.
Хирти ĕçсем вĕçленмен-ха. Апла пулин те паян çынсем колхоз ĕçне тухман. Пуçлăхсем пĕтĕм çĕршывĕпе канмалли кун пултăр тесе пĕлтернĕ. Сăлтавĕ пысăк! Паян - Çĕнтерӳ кунĕ! Тахçантанпа кĕтнĕ савăнăçпа пирĕн ял халăхĕ колхоз кантурĕ умне пухăннă, районтан пуçлăх килсе çитессе кĕтеççĕ. Вăл Аслă вăрçă çĕнтерӳпе вĕçленнине халăха пĕлтермелле.

Текста малалла вулăр...

Вăрçă пире хурçă пек туптанă

Хамăн йывăр ачалăх пирки манăн пĕртте аса илес килмест, анчах çак кунсене мĕнле тăрăшсан та манаймастăн.
1940 çул. Эпĕ тăваттăра. Аннепе атте укçа ĕçлесе илес тесе Новосибирск облаçне куçса кайрĕç. Анне совхоза ĕне сума вырнаçрĕ. Атте тракторпа ĕçлетчĕ. 1940 çулхи ака уйăхĕнче манăн Люба йăмăкăм çут тĕнчене килчĕ.
1941 çулта хăрушă вăрçă кĕрлесе çитрĕ. Аттене фронта илсе кайрĕç. Анне икĕ пĕчĕк ачапа пĕччен тăрса юлчĕ. Вăл кашни кун ир-ирех фермăна каятчĕ, кăкăр ачине манпа, пилĕк çулхи ачапа, хăваратчĕ.
Пурăнма та лайăх вырăн çукчĕ – çĕрпуртре пурăнаттăмăр. Хĕлсем сивĕччĕ. Çĕрпӳртĕн чӳречи çĕрпе танччĕ. Чӳречене юр хӳсе кайсан пӳ-ртре тĕттĕмччĕ. Анне киличчен вырăн ăшĕнчен тухмастăмăрччĕ: тĕттĕм, сивĕ. Анне хăйне паракан апат пайне пирĕн валли илсе килетчĕ - çăкăр татăкĕпе 1 литр сĕт.

Текста малалла вулăр...

Вăрçă вучĕ вĕтелерĕ

Пин-пин салтак... Атте те кайнă
Тăван çĕршывшăн кĕрешме.
Çĕнтерĕве çырса хăварнă
Рейхстаг çине юнĕсемпе.
 
Хĕвел пек кулă çуталман
Хĕрарăмсен пичĕ çинче.
Тăван çĕршывшăн пуçне хунă
Аттесем ют çĕрте... Инçе...
 
Аран-аран çăлса хăварнă
Пире вăрçă кисревĕнчен.
Анчах сайра çеç асăнаççĕ –
Эпир вĕт вăрçă ачисем!
 
Çул хыççăн çул асаплăн иртрĕ
Хура хуйхă ытамĕнче.
Çапах та ĕмĕт çухалмарĕ
Тăван çĕршыв хӳтлĕхĕнче.
 
Асаплантарчĕ выçлăх-çуклăх
Çуралнăран çав вăхăтра.
Утнă чухне хашăлтататпăр –
Эпир вăрçăпа пĕр çулта!

Текста малалла вулăр...

Çĕклен, мăнаç çĕршывăмăр!

Юрă авторĕ – хор дирижерĕ, СССР халăх артисчĕ Александр Васильевич Александров.
Сăввине халăх хушшинче анлăн сарăлнă, нумай юрă хайланă Василий Иванович Лебедев-Кумач поэт вăрçă пуçланнă кун çĕрле пĕрре ларсах çырнă. Тепĕр кунне "Красная звезда" тата "Известия" хаçатсенче пичетлесе кăларнă. Вăл "Çĕклен, мăнаç çĕршывăмăр!" сăмахсемпе пуçланнă. Çак сăмахсен никĕсĕнче "Священная война" юрă çуралнă. Ăна Александр Васильевич Александров кĕвĕленĕ, каярах вăл СССР Гимнĕн авторĕ те пулса тăнă.
Паллă поэт юрă сăмахĕсене темиçе хутчен юсанă. "Эпĕ нихăçан та çар специалисчĕ пулман, апла пулин те манăн алăра юрă пулнă. Юрă та кирек мĕнле хĕç-пăшал пекех тăшмана аркатма пултарать", - тесе çырнă каярах вăл хăйĕн паллă юррисем пирки. Тăшман та çав хĕç-пăшал пĕлтерĕ-шне лайăх ăнланнă. Ю.Б.Левитан дикторпа пĕрле ăна рейх тăшманĕ тесе пĕлтернĕ.

Текста малалла вулăр...

Вилĕмсĕр полк

Сăвви Ю. Сементерĕн. Кĕвви Н. Карлинăн
 
Чечеклĕ хирсене вут хыпрĕ,
Таçтан пăхать хăрушă сăн.
Çĕре хăй кăкрипе хупларĕ
Брестри мухтавлă гарнизон.
Хушса юрламалли:
 Вилĕмсĕр полк,
 Вилĕмсĕр полк,
 Вилĕмсĕр полк...
 
Тăшман Мускав патне тухасшăн,
Çитесшĕн Сталинград таран.
Анчах пур халăх кар тăрсассăн
Ăна мĕнле пăхăнтаран/
Хушса юрламалли.
 
Ĕç çыннине кам сунчĕ вилĕм -
Çав тупрĕ хăйĕн вилĕмне.
Раççей салтакĕ çĕнтерӳллĕн
Çĕклерĕ хĕрлĕ ялавне!
Хушса юрламалли.
 
Унта аттемĕр те пиччемĕр,
Пĕрле юн тăкнă паттăрсем.

Текста малалла вулăр...

Çĕнтерӳçĕ салтак

Кĕвви Юрий Кудаковăн. Сăвви Анатолий Юманăн.
 
Тăватă çул хушши кĕрлерĕ вăрçă,
Пире фашист тăвасшăн пулчĕ тарçă.
Совет салтакĕ сăхă тăшмана
Çапса аркатрĕ, тавăрчĕ ăна.
 
Хушса юрламалли:
 
Çĕнтерӳçĕ салтак уявра
Пирĕнпе юнашар.
Вăл паян та ыр-сывă, стройра -
Унпала танлашар!
 
Тăватă çул хушши вăл йăш! курмарĕ,
Салтак чĕри çаплах хытса юлмарĕ.
Хăмач-ялав çакса Рейхстаг çине
Тин таврăнчĕ çакскер тăван килне.
Хушса юрламалли.
 
Паян чыслать ăна Тăван çĕршывăм,
Вутра çунман, шывра путман – ыр-сывă,
Чунĕпеле çап-çамрăк ветеран,
Европăна хутланăскер çуран.

Текста малалла вулăр...

Çĕнтерӳ кунне уявлатпăр

Манăн хуняма Александра Васильевна Ефимова – вăрçă ветеранĕ.
Фронта вăл 1942 çул пуçламăшĕче тухса кайнă. Вăрçăра зенитчицăсен подразделенийĕнче тăнă. Пĕррехинче фашистсем бомба пăрахма тытăнсан вăл Днестр шывне ӳкет, чутах путса вилмест. Ăна шыв хĕрринче тăракан пĕр старик курать те вăлтине ывăтса парса аран туртса кăларать. Çывăхра госпиталь пулманнипе хĕрарăмсен мăнастирне илсе каять. Унта салтак хĕре манашкăсем пăхнă. Кăштах сывалсан ăна машинисткăсен шкулне вĕренме янă.
Вăрçăран таврăнсан Шура килти ĕçсене веçех хăй çине илнĕ. Ашшĕ-амăшĕн пӳртне çĕнетме пуралăх вăрман каснă, хĕлле валли вутă хатĕрленĕ, выльăх-чĕрлĕх валли утă çулнă тата ытти те. Качча кайса вĕсем мăшăрĕпе виçĕ ывăл та пĕр хĕр çитĕнтернĕ.
Çулсем иртнĕçемĕн унăн куçĕ начар курма пуçланă.

Текста малалла вулăр...

Вăрçă çулĕсем

Аслă вăрçă чарăнни тахçантанпах,
Асăмран тухмаççĕ иртнисем çаплах.
Ман ăраскала асат авса хуçсан
Пурнăç техĕмне эп туйрăм ачаран.
 
Пăрахман нихçан та хытнă çăкăра,
Типĕтетĕп сухари кăмакара.
Маншăн вăл паян та хаклă пуринчен,
Пуç таятăп Аслă Çăкăр умĕнче.
 
Асăмран тухмаççĕ вăрçă çулĕсем,
Чĕтретеççĕ чунăма сив хумĕсем.
Курнă эп хам куçăмпа фашистсене
Ял çинчен самолетпа вĕçнисене.
 
Мĕлкесем çапса çӳренĕ ун чухне,
Тĕп тăвасшăн пулнă Чĕмпĕр хулине.
Аслати сыхланă Атăл кĕперне,
Самолет çинче вакланă çиçĕмне.
 
Асăмран тухмаççĕ вăрçă çулĕсем,
Пуçтараттăмăр пучах выç ачасем.

Текста малалла вулăр...

Берлинта паттăрлăх кăтартнă

Илья Васильевич Настин 1897 çулта Чăваш Кăлаткă ялĕнче чăваш çемйинче çуралнă. Аслă вăрçа 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче Кăлаткăпуç районĕн çар комиссариатĕнчен тухса кайнă. Стрелоксен 905 полкĕн салтакĕ Тăван çĕршыв вăрçин орденне (2-мĕш степень) тивĕçнĕ.
1945 çулхи май уйăхĕнче Берлинти Принценштрассе районĕнче тăшман юлашки вăйне пухса пирĕн пехотăна хирĕç тăрать. Илья Настин пĕр çапăçура чеелĕх тата паттăрлăх кăтартать. Вăл вилĕмрен хăрамасăр, хăйне палăртмасăр пĕр çурта йăпшăнса кĕрет, тăваттăмĕш хута улăхать, винтовкăпа тĕл персе 8 пулеметчика тата 5 автоматчика тĕп тăвать. Çапла майпа пирĕннисене малалла кайма çул уçать. Тăшмансен баррикада çинчи пулеметне те пĕр гранатăпах аркатать вăл. Анчах ăна нимĕç снайперĕ асăрхать те персе амантать.
Йывăр аманнă ентеш хăй вырăнĕ-нчен пăрăнмасть, хамăр салтаксем килсе çитиччен çапăçать.

Текста малалла вулăр...

Вăрçă вут-çулăмĕ ĕнтнĕ çырусем

 
Салтак çырăвĕсене вулатăн та – сан чун-чĕрӳнте тăвăл пуçланать, шухăшпа пĕр
самантрах çав вăхăта – Аслă вăрçă çулĕсене, окопсемпе çĕрпӳртсене, куçса
çӳрекен госпитальсене – «таврăннăн» туйăнать. Çав çырусем, сăнӳкерчĕксем вăрçăри салтаксемпе, юлташсемпе пĕрле сана та асар-писер вут-çулăм тăкăнакан хаяр çапăçу хирĕсене «илсе кĕреççĕ» тейĕн. Тĕлĕнтермĕш виçкĕтеслĕ çырусем.
 
Аслă вăрçăран еплерех аякка каятпăр эпир, çапларах пысăк тимлĕхпе ăна аса илтерекен документсене упрама пуçлатпăр. Вĕсен хушшинче уйрăмах сумлă вырăн фронтовиксен çырăвĕсем йышăнаççĕ. Çитмĕл тата ытларах çул каялла çырнă виçкĕтеслĕ çырусене алла илсен пăшăрханмасăр, кулянмасăр вулаймастăн. Вĕсен шухăшĕ, пĕлтерĕшĕ тарăн. Епле çакăн пек çырма пултарнă тесе автора хисеплеме пуçлатăн.

Текста малалла вулăр...

Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕренпе – 70 çул

 
Иккĕмĕш тĕнче вăрçи 1939 çулхи
авăнăн 1-мĕшĕнче пуçланнă та 1945 çулхи
авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче вĕçленнĕ.
 
Ку вăрçă – икĕ çарпа политика пĕрлешĕвĕн хирĕçтă-
рăвĕ – тĕнчери этемлĕх историйĕнчи чи пысăк вăрçă. Унта
вăл вăхăтра пулнă 73 патшалăхран 62-шĕ хутшăннă (Çĕр
чăмăрĕ çинчи мĕнпур халăхăн 80 проценчĕ).
Çар хирĕçĕвĕ виçĕ континент тата тăватă океан шывĕ
çинче пынă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи – ядерлă оружипе усă курнă пĕртен-пĕр вăрçă!
ÇĔнтерӲ хакĔ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи совет çĕршывне питĕ хака
ларнă: 27 миллион çын вăрçă хирĕнче, сурансенчен, тыткăнра, бомба айне пулса вилнĕ е хыпарсăр çухалнă. Тăватă çул хушшинче СССРта 29 миллион та 500 çынна çара илнĕ.

Текста малалла вулăр...

Ярса ĕлкĕреймен çыру

1970 çулта Вязьма хули çывăхĕ-нчи (Смоленск облаçĕ) тĕттĕм вăрманта çĕр ăшне çурмалла путнă БТ-7 танк тупаççĕ, номерĕ те паллă – 12. Люкĕсем хупă пулнă, бортĕнче шăтăк курăннă.
Танка уçнă хыççăн механик-водитель вырăнĕнче кĕçĕн лейтенант шăмми-шаккине тупаççĕ. Çакăнтах пĕр патронлă наган, планшет выртнă. Планшетĕнче – карттă, юратнă хĕрĕн мĕлки тата ярса ĕлкĕреймен çырусем.
Акă пĕр çырăвĕ: «1941 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕ. Сывлăх сунатăп, манăн Варя! Çук, тĕл пулаймастпăр эпир санпа. Ĕнер кăнтăр тĕлĕнче гитлеровецсен тепĕр колоннине çапса аркатрăмăр. Фашистсен снарячĕ броняна çĕмĕрсе кĕчĕ те шалта çурăлса кайрĕ. Машинăна вăрман еннелле илсе кайнă вăхăтра Василий вилсе кайрĕ. Манăн суран та пит йывăр. Василий Орлова эпĕ хурăн ращинче пытартăм. Вăл пĕр сăмах калаймасăрах вилчĕ, юратнă мăшăрне Зойăна тата кукша пуç чечекĕ пек шурă çӳçлĕ хĕрне Машенькăна нимех те каласа хăвараймарĕ.

Текста малалла вулăр...

70 çул каялла Çĕнтерӳ парадне мĕнле хатĕрленнĕ/

1945 çулхи çăвăн 9-мĕшĕнче Германи çар вăйĕсем пĕр сăмахсăр парăнни пирки калакан акт çине алă пуснипе совет халăхĕшĕн вăрçă вĕçленнĕ.
 
Аслă Главнокомандующи И.В.Сталин тĕп штабăн начальникне А.И.Антонов генерала чĕнсе илнĕ те Мускавра Çĕнтерӳ парадне ирттересси пирки шухăшласа пăхма хушнă. Шутласа пăхнă хыççăн парад валли 40 пин обмундировани çĕлемелли, çакăн валли 2 уйăх кирлине пĕлтереççĕ. Анчах И.В. Сталин парада çĕртмен 24-мĕшĕнче ирттерме хушать. «Тата çакна шута илĕр, - тет главнокомандующи, - парада фашистсен ялавĕсене йăтса тухса чыссăррăн çĕнтерӳçĕсен ури айне пăрахмалла».
Парада ертсе пыма Рокоссовский маршала, йышăнма Жуков маршала шанать.
Тĕп штабăн хушăвĕпе парада вăрçа вĕçленĕ 10 фронтран пехотăн икшер батальонĕ, танкистсен, артиллеристсен, летчиксемпе кавалеристсен, саперсемпе çыхăну йĕркелекенсен пĕрер батальонĕ хутшăнмалла пулнă.

Текста малалла вулăр...

Вăрçă кунĕсем нихăçан та асран тухмаççĕ

Пуянрах çынсене Çĕпĕре ярасси пирки яла хыпар çитсен ман аттене – Николай Иванович Русскова (вăл 1905 çулхи) çăлса хăварас тесе 15 çултах авлантараççĕ, 15 çулхи хĕре илсе параççĕ. Ял тулашне çурт лартса уйăрса кăлараççĕ.
Пирĕн асаттепе асаннене тата вĕсен Петĕрпе Санюк ывăлĕсене вара Çĕпĕре ăсатаççĕ.
Фашистла Германи СССРа тапăнсан аттене вăрçа илсе каяççĕ. Анне пилĕк ачипе килте тăрса юлать. Выçлăх, çуклăх халăха çунтарать. Юрать-ха, пирĕн ĕне пулнă. Апла пулсан та ачасем сĕт, çу, çăмарта çисе курман – патшалăха панă, сурăх çăмне те памалла пулнă.
Ун чухне хĕлсем сивĕччĕ – 38-40 градус таранччен тăратчĕ. Чӳречесем пĕр хутлă, пасарса шăнса ларатчĕç. Ĕнене пӳрте кĕртсе сăватчĕç. Пăрăвĕ, сурăх путеккисем те пӳртреччĕ.
Краççын çук, хĕллехи çĕр вара вăрăм. Анне хăйă чĕлсе çутă тăватчĕ, хăйă çутипе авăрлатчĕ, çыхатчĕ.

Текста малалла вулăр...

Куравра – шывай кимĕ флочĕн историйĕ

Чкалов ячĕллĕ Культура керменĕнче «Подводный флот России: прошлое, настоящее, будущее» ятпа курав уçăлчĕ. Ăна Çĕнтерӳ 70 çул тултарнă уява халалланă.
 
Курава йĕркелекенсем – облаçри шывай флочĕн морякĕсен пĕрлĕхĕ (ертӳçи Николай Власов) тата атомлă энерги енĕпе ĕçлекен информаци центрĕ (ИЦАЭ).
Курава ИЦАЭ пуçлăхĕ Игорь Мандрашов уçрĕ.
- Çакăн евĕрлĕ анлă курав Чĕмпĕрте унччен пулман. Пирĕн тĕллев--çамрăк ăрăва Тинĕс çар, шывай флочĕсен историне каласа парасси, Аслă вăрçăра Тăван çĕршыва шывай флочĕ мĕнле хӳтĕленине, асаттесем мĕнле кимĕсемпе, çар хатĕрĕсемпе усă курнине кăтартса парасси.
Курав хăйăвне моряксен йăлипе «касрĕç». Хăю вырăнĕнче --хулăн сăнчăр. Урлă карса хунăскере пăхăр чана икĕ хут çапнă хыççăн тин сирчĕç.
Запасри иккĕмĕш ранглă капитан Александр Емелькин пухăннисене (ытларахăшĕ Суворов училищинче вĕренекенсем) куравпа паллаштарчĕ.

Текста малалла вулăр...

Поклонимся великим тем годам!

На Великую Отечественную войну из нашей семьи ушли трое: отец – Василий Степанович, старшая сестра – Александра Васильевна и старший брат – Дмитрий Васильевич.
С нами (еще три брата и сестра, старшему из братьев к началу войны было 13 лет) остались мать и дед Степан Семенович Семенов. Мать часто отправляли рыть окопы, так что оставался с нами один дед, которому в 1941 году шел уже 72 год. Когда все взрослые ушли на фронт, дед наш вернулся на работу в колхозную кузницу, встал, как говорится, снова в строй!
ОТЕЦ – Василий Степанович Кузнецов (Данилов) слышал плохо и, видимо, поэтому был призван в не строевые части. Я сейчас уже плохо представляю, именно где ему пришлись тяготы войны, но в начале 43-го года его комиссовали по болезни, а к концу того же года освободили от армии по брони. Он встал в кузнице за наковальню вместо деда.

Текста малалла вулăр...

Иван Рдюков: «Эп хама телейлĕ çын тесе шутлатăп»

Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисенчен пĕртен-пĕр ветеран – Иван Ефимович Рдюков тăрса юлнă. Кăçал вăл 90 çул тултарнă. Вăрçă ветеранĕпе унăн мăнукĕ Наталья Уба калаçнă, аса илĕвĕсене çырса илнĕ.
-Мана анне 1925 çулта раштавăн 19-мĕшĕнче çуратнă. Эпир чиркӳ урамĕнче хĕвеле хирĕç ретре катара пурăннă. Анне каланă тăрăх, Крещенке уявĕ умĕн ялти чиркӳ пупĕ çырмана вакă касакансем патне аннă. Анне ăна тархасласа ача патне чĕнсе кĕнĕ, таса шыв сапса кĕлĕ вулама ыйтнă. Таса атте хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ пурнăçланă. Çавăнпа эпĕ вилĕмпе темиçе хут тĕл пулсан та вăрçăра сывă юлнă. Турă мана вилме памарĕ.
Эпир шкултан инçех пурăнман. Йывăçран тунă шкул чиркӳ картишĕ-нчеччĕ, икĕ хутлăччĕ. Пирĕн пата хваттере учительсене яратчĕç. Пĕр учитель ĕç хыççăн мана вулама, кăшт çырма вĕрентрĕ, сăвăсем калаттăм.

Текста малалла вулăр...

Çĕнтерӳ парадĕнче пулнă

Кашни çул Мускавра Çĕнтерӳ парачĕ иртет. Пĕрремĕш парада пирĕн ентеш Александр Федорович Капустин та хутшăннă.
 
А.Ф.Капустин Анат Тимĕрçенте 1914 çулта çуралнă. 1931 çулта Ульяновскра çичĕ класс пĕтернĕ, унтан тракториста вĕреннĕ. 1936 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. 1939 çулта финн вăрçи пуçлансан Капустин унта çулталăк çурă çапăçнă.
Аслă вăрçă тытăнсан 1941 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Александр Капустин Тăван çĕршывшăн çапăçакансен ретне тăнă. Ывăлĕ Василий Александрович каласа панă тăрăх, вăл 43-мĕш уйрăм танк бригадинче тăшманпа çапăçса Ельцк, Тихвин хулисене ирĕке кăларнă çĕрте пулнă. Курскри хаяр çапăçăва та хутшăннă. 1943 çулта çапăçура аманнă хыççăн вăл виçĕ уйăх госпитальте сипленет. Радистсен курсне пĕтерет, унтан 5-мĕш танк çарĕн159-мĕш танк бригадин йышĕнче Витебск, Орша, Рига тата ытти хуласене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнса хастар çапăçнă.

Текста малалла вулăр...

«Катюшăна» чăвашла та, тутарла та юрларĕç

Ульяновск хула администрацийĕн вĕренӳ управленийĕпе Наци культурисен центрĕ йĕркеленипе ача-пăча пултарулăхĕн «Туслăх çăлтăрĕ» фестиваль-конкурс тăваттăмĕш хут иртрĕ. Чăваш, тутар, вырăс ачи-пăчи Тутар культура центрĕнче пухăнчĕ.
 
Кăçалхи фестивале Аслă Çĕнтерӳ 70 çул çитнине халалланă. Куракансем умне тухнă кашни юрă-ташă, сăвă вăрçăпа çыхăнчĕ.
Фестивальте пурĕ 18 номер пулчĕ, вĕсенчен 3-шĕ чăвашла, 9-шĕ тутарла, ыттисем вырăсла. Пултарулăхне Ульяновскри 1-мĕш гимнази, 35, 46, 48, 55, 58, 64, 69, 74-мĕш шкулсен вĕренекенĕсем кăтартрĕç.
Чăваш культурине 46-мĕш шкулта вĕренекен Мария Ямщикова тивĕçлипе кăтартрĕ. Вăл «Катюша» юрра чăвашла чуна пырса тивмелле юрласа пачĕ. Тăваттăмĕш класра вĕренекен хĕрача питĕ пултаруллă. Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта вĕренекен Настя Прокопьева «Куртăм вăрçă килнине» чăвашла сăвă вуларĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.