Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Вăрçă ачисене – палăк

Ульяновскра Вăрçă ачисене халалласа палăк уçнă.
 
Унта область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависене хӳтĕлеме шаннă çынни Павел Астахов хутшăннă.
Ку палăк мĕнлерех пуласси пирки иртнĕ çултанпах калаçнă. Çак ĕçе пуçараканĕ – облаçри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕ. Çавăн чухнех палăкăн проектне тума конкурс ирттересси пирки пĕлтернĕ. Хăйсен эскизĕсене Ульяновск, Санкт-Петербург, Мускав тата ытти хула скульпторĕсем тăратаççĕ. Жюри Мускав облаçĕнчи Жуковское хулинчи çамрăк скульпторăн Мария Галасăн проектне çирĕплетет. Малтанах проектра хĕрачапа арçын ача пулнă. Хĕрача аллинче – хĕскĕч, арçын ачан – витре. Ку вариант нумай тавлашу кăларса тăратнă. Акан 28-мĕшĕнче Çĕнтерӳ 30 çул ячĕллĕ лапамра палăк çĕнĕ вариантпа çĕкленсе ларать.

Текста малалла вулăр...

Аслă вăрçăн орденĕсен кавалерĕ

аяр та хăрушă вăрçă çулĕсем иртсе кайнăранпа 70 çул çитет. Çак хăрушлăх таппине сирсе яракан паттăрсем хушшинче пирĕн ентешсем те нумай пулнă. Вĕсенчен пĕри Андрей Федорович Уйранов.
А.Уйранов 1922 çулта Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1941 çулхи çĕртме (июнь) уйăхĕн 22-мĕшĕнче, вăрçă пуçланнă кун – Чĕмпĕрти И.Я.Яковлев уçнă чăваш педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Тепĕр кун киле кĕрсе тăмасăрах хăй ирĕкĕпе фронта тăван çĕршыва сыхлама тухса кайнă. Киеври М.В. Фрунзе ячĕллĕ артиллери училищине пĕтернĕ. Пĕрремĕш Украина тата Карели фрончĕсенче хастар çапăçнă. Взвод командирĕ, батарея командирĕн пулăшаканĕ, бригада командирĕн адъютанчĕ, батарея командирĕ пулнă. Аслă лейтенант. 1946 çулта çартан таврăннă.
1946-1956 çулсенче Ульяновск облаçĕнчи Вырыпаевка тата Иваново ялĕсенчи шкулсенче учительте ĕçленĕ.

Текста малалла вулăр...

Чи юратнă уяв – Çĕнтерӳ кунĕ!

Совет Союзĕ фашистла Германие хирĕç 1418 талăк çапăçнă. Хаяр вăрçăра совет халăхĕ çĕнтернĕ. Анчах ку пысăк çухатусăр пулман: 27 миллион совет çыннин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, вĕсенчен 10 миллионĕн – вăрçă хирĕнче.
 
Çĕнтерӳ 70 çул çитнĕ тĕле фашизма парăнтарса тăван килне таврăннă ветерансен речĕ сайралмаллипех сайралчĕ. Чи çирĕп сывлăхлисем кăна савăнăçлă уява кĕтсе илме пултараççĕ. Çакăн пек ветерансенчен пĕри – Ульяновск çумĕнчи Подгорнăй Каменка ялĕнче хĕрĕн çемйипе пурăнакан 92 çулхи Нина Ивановна Тимошкина.
Çемье историйĕ
Вăл 1923 çулхине Украинăри Черкасск облаçĕнче кун çути курнă.
-Ман атте Иван Лаврентьевич Сесюкин коммунист пулнă, парти хушнипе Украинăна кайнă, ахăртнех, выçлăх çулĕ чăвашсем валли тырă пуçтарнă пулĕ. Унта аннене, украин хĕрарăмне, юратса пăрахнă.

Текста малалла вулăр...

Матвей Чернов – Упамсар мухтавĕ!

Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсарти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта район
шайĕнче Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерӳ 70 çул çитнине тата Упамсарти пĕртен-пĕр Совет Союзĕн Геройне Матвей Степанович Чернова халалланă.
 
Фойе
Хаклă хăнасене чăваш тумĕ тăхăннă шкул ачисемпе учительсем çăкăр тăварпа тата кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Çак мероприятие мĕнпур шкул ачи хутшăнчĕ. Альбина Долгова директор малтанах шкулпа паллаштарчĕ. Ку шкула 1987 çулта туса лартнă. Район администрацийĕ пулăшнипе тата конкурссенче çĕнтернĕ грантсен укçипе мĕнпур стендсене çĕнетнĕ, йăлтах хальхи вăхăтпа шайлашса тăраççĕ. Кашни стенд умĕнче – çамрăк экскурсовод. Малтанах ветерансене халалланă стенд умĕнче чарăнтăмăр.
Ялтан 208 çын вăрçа тухса кайнă, 107-шĕ çеç таврăннă.

Текста малалла вулăр...

Пулни-иртнине нихăçан та ан манăр!

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 70 çул çитет. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчен тытăнса ыттисемпе пĕрле Пухтел ялĕн ывăл-хĕрĕ те Тăван çĕршыва хӳтĕлеме фронта тухса кайнă. Яла юлнă хĕрарăмсемпе ватăсем тата çула çитмен ачасем Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăйне-халне шеллемен.
 
Пухтел шкулĕнче тыл ветеранĕ-семпе тĕлпулу ирттертĕмĕр. Ялти 51 ватă «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитни» юбилей медальне тивĕçрĕ. Вĕсен хушшинче Анастасия Степановна Мулендеева, Матрена Николаевна Кучанова, Клавдия Тимофеевна Рябова, Александра Николаевна Ахмерова, Дария Ермолаевна Адамова.
Анчах та шкулта йĕркеленĕ мероприятие пурте килсе çитеймерĕç, ватăсене килтен тухма йывăр. М.И. Козлов, В.Т. Козлова, П.К. Портнов, Е.А. Портнова, В.И. Тирменова, О.Н. Хамбикова, Н.

Текста малалла вулăр...

Хыпарсăр çухалнă

Ирçелĕнче пурăнакан В.Л. Уйрановăн пиччĕшĕ Иван Сергеевич Уйранов вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Пиччĕшĕ мĕнле тупăнни пирки вăл çапла каласа парать.
 
-1978 çулхи юпа уйăхĕ. Эпир Славянск хулинчи Пĕтĕм союзри культура палăкĕсене сыхлас тĕлĕшĕпе ĕçлекен организацин яваплă секретарĕнчен Н.И. Титоваран çыру илтĕмĕр. Унта Краснодар крайĕнчи Славянск районĕнче рис акса тăвакан хирте ĕçленĕ чухне тăванла вилтăпри тупни пирки çырнă. Çакăнта Совет çарĕн 40 салтакне пытарнă, çав шутра И.С. Уйранова та. Унăн ятне, килти адресне çумĕнчи капсулта выртакан анкетинче тупса палăртни пирки пĕлтернĕ. Çыру авторĕсем И.С. Уйрановăн тăванĕсене çав салтаксен ӳчĕсене Рисовый поселокĕнчи парка тăванла масара куçарса чыслăн пытарма чĕнсе янă.
Декабрĕн 1-мĕшĕнче эпĕ Кубань çинчи Славянск хулине пырса çитрĕм.

Текста малалла вулăр...

Тăван çĕршыва тăшманран хӳтĕленĕ

Кĕçĕн Нагаткинра пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ Федор Сяпуков юлнă.
Вăл сакăр вунă сакăр çулпа пырать.
 
Мăшăрĕ пульницаран таврăнасса кĕтсе шав чӳречерен пыра-пыра пăхрĕ. «Тунсăхланă, иккĕн -- иккĕнех, пĕччен пурнăç хăвăрт йăлăхтарать»,- шутларăм ветеранăн тарăн та кăмăллă асаилĕвне итленĕ май.
– Çара мана 1944 çулта шăп хам çуралнă кун, раштавăн 27-мĕшĕнче, илсе кайрĕç. Çав кун эп вун çиччĕ тултартăм. Аннепе Ульяновска тырă леçме кайнăччĕ. Яла çĕрле çеç çаврăнса çитрĕмĕр. Килте повестка выртать: кăвак çутăлла çар комиссариатĕнче пулмалла, вăрçа тухса каймалла тенĕ унта. Çавăнпа никама та систерсе ĕлкĕреймерĕмĕр. Çемьере пилĕк ачаран чи кĕçĕнни пулнă. Тетесенчен иккĕшĕ те, Петĕрпе Мишша, вăрçăра çапăçнă, Клавдия ятлă аккана Куйбышев хулине завод тунă çĕре илсе кайнă.

Текста малалла вулăр...

Миххал тетепе мухтанатпăр

(«Никама та манман, нимĕн те манăçман» конкурса)
 
Пикментейсен тĕп килĕнче – Эптюш çуртĕнче – аслашшĕн (Велит ятлă) сăн ӳкерчĕкĕпе юнашар Миххал тетен портречĕ çакăнса тăрать. Ялти хăй тĕллĕн вĕреннĕ художник Владимир (Валатимĕр) Узалуков мăн асаттен сăнне çуллă сăрăпа пир çине ӳкернĕ пулнă. Питĕ лайăх ăсталанă портрета эпĕ ӳкерсе илнĕччĕ, халĕ вăл компьютерта тата папкăра упранать. Чăвашкасси шкулĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене халалланă стенд çинче Михаил Алексеевич Бикмендеевăн сăн ӳкерчĕкĕ пур.
Миххал тетен вăрçăра вилнĕ хучĕ тăрăх вăл 1942 çулхи августăн 19-мĕшĕнче паттăрла пуçне хуни паллă. Вăл стрелоксен 5-мĕш рота командирĕ пулнă. Ăна Калинин облаçĕнчи Ржев районне кĕрекен Грибеево ялĕнче пытарнă. Пирĕн килти архивра унăн 1935 çулта Бугурусланта вĕреннĕ ударниксен ушкăнĕпе ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕкĕ упранать.

Текста малалла вулăр...

Эпир Çĕнтерӳ ачисем

Сăвви Ю.Сементерĕн, кĕвви Н.Карлинăн.
 
Мускавра кĕрлерĕ Çĕнтерӳ салючĕ,
Шуçăм пек çĕкленчĕç ылтăн чечексем.
Çĕнтерӳ салючĕ асăнмалăх юлчĕ,
Çĕнтерӳçĕ пулчĕç пирĕн аттесем.
 
Хушса юрламалли:
 
Тӳпере çăлтăрсем,
Çĕнтерӳ çутисем.
Улăхри чечексем пек
Илемлĕ вĕсем.
Тав сире, аттесем,
Тав сире, аннесем,
Эпир сирĕн
Çĕнтерӳ ачисем.
 
Юнлă вăрçă çулĕ йывăр та тумхахлă,
Пурпĕрех сӳнмерĕ чĕрери хĕлхем.
Пирĕншĕн Россия калама çук хаклă,
Паян кун эпир те çĕнтерӳçĕсем.
 
Хушса юрламалли.
 
Хум çапать хум хыççăн, çул иртет çул хыççăн,
Çĕнтерӳ мухтавĕ яланах асра.

Текста малалла вулăр...

Вăрçă ачалăхăма туртса илчĕ

Аслă Çĕнтерӳ 70 çул тултарнă тĕле вĕренӳ заведенисенче паттăрлăх урокĕсем иртеççĕ. Вăрçă ветеранĕ-сем, тылра вăй хунисем тата вăрçă ачисем çамрăк ăрăва вăрçă çулĕсем çинчен, йывăрлăхсемпе терт-нуша курни пирки каласа параççĕ. Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче пурăнакан Петр Константинович Портнов та пĕрре кăна мар тĕл пулнă шкул ачисемпе. Унăн каласа памалли темĕн чухлех.
 
«Эпĕ тăватă класс çеç пĕтернĕ. Малалла вĕренме май пулман. Вăрçă çулĕсене питĕ лайăх астăватăп. Вăл пирĕн ачалăхăмăра туртса илчĕ. Атте колхозра бригадирччĕ. Çемйипех колхоз ĕçне илсе тухатчĕ, ыттисене тĕслĕх пултăр тесе пулĕ ĕнтĕ. Эпир, пĕчĕккисем, ытларах çумлама çӳреттĕмĕр. Колхоза нумайăшне ирĕксĕр кĕртнипе хăшĕ-пĕри ĕçе тухасшăн марччĕ. Финн вăрçи тытăнсан аттене унта илсе кайрĕç. «Ĕнене усрăр, унсăрăн йывăр пулĕ»,- терĕ вăл пирĕнпе сывпуллашнă чух.

Текста малалла вулăр...

Ветерансен ĕмĕрĕ вăрăм пултăр!

Кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткинта вăрçă ветеранĕсен районти ларăвĕ иртрĕ. Унта облаçри ветерансен канашĕн ертӳçи С. Н. Ермаков та килсе çитнĕччĕ. Вăл облаçри ветерансен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, плансене палăртрĕ. Çаплах районти ветерансен канашĕн ертӳçин Петр Уфимкинăн докладне итлерĕмĕр.
Ларура эпĕ те тухса калаçрăм. Эпĕ çак ĕçе икĕ çул пурнăçласа пыратăп. Унччен ку лава вĕрентӳçĕ ветеран Мария Ширтанова туртса пычĕ.
Пухтелĕнче Аслă вăрçă участникĕсем пурĕ те иккĕн тăрса юлчĕç: П.И. Шорников тата А.Е. Шубин. Вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсем—15, тыл ĕçченĕсем—36, вăрçă ачисем—59 çын.
Пирĕн тĕп тĕллев — ветерансен, пенсионерсен, инвалидсен, тыл ĕçченĕсен пурнăç условийĕсене тишкерсе тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасси: çурт-йĕрне юсасси, пурлăх-ырлăх енчен, кил-çурт таврашĕнче пулăшасси.

Текста малалла вулăр...

П А Х И Т

Пĕрремĕш хут эпĕ ун çинчен Федор Петрович Талягинран илтнĕччĕ. Кивĕ Улхашран тухнă çар офицерĕсем çинчен пыратчĕ пирĕн калаçу.
-Ригун Пахитĕ Аслă вăрçăран капитан пакунĕсемпе таврăнчĕ,- тенĕччĕ вăл. Владимир Васильевич Изис вара Пахит хушаматне Сандркин тесе çирĕплетрĕ. Иккĕлле каланин сăлтавне тĕпчесе ватă çынсемпе тĕл пултăм. Акă мĕн пĕлтĕм эпĕ кинемейсемпе шурсухалсенчен ун пирки.
Кивĕ Улхаш арĕн – Ригун Сымюнĕн мăшăрĕ усал чире пула çĕре кĕрет. Авланнă çынна хĕр шырани кулăшла ĕнтĕ. Çавăнпа та Иван таврари ялсенче упăшкасăр юлнă хĕрарăм шырать.
Арăм тупасси пасарта ĕне туянасси мар вĕт. Вăл кӳршĕ Чăвашкасси ялĕнчен ачаллă хĕрарăма тупать. Унăн ачине Пахит тесе чĕннĕ. Тăватă-пилĕк çулхи арçын ача ют ялта, çĕнĕ çемьере хăйне аван мар туять. Амăшне тăван ялне таврăнма ӳкĕтлет, тарса та пăхать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].