Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Телей курки тулли пултăр

-Нумаях пулмасть-ха Америкăри пуянсемпе чухăнсем хушшинчи уйрăмлăхсене хурласа, тиркесе пурăнаттăмăр. Халĕ хамăр çĕршывра çавсене хапăл туса, мухтаса пурăнма пуçларăмăр,- тĕлĕнсе калаçрĕç Анфисăпа Никита. Çырăнмасăр, ирĕклĕ юратупа пурăнни те тĕлĕнтерет иртнĕ ĕмĕрти ватăсене.
"Мĕн патне илсе пырать-ши ку пурнăç/" – ачисем пирки пăшăрханса калаçрĕ мăшăр. Çавăнпа пĕрле хăйсен çамрăклăхне аса илчĕç вĕсем.
-Юрату вăл – асамлă вăй, пурне те çĕнтерет, вăй-хал парать. Пурнăçра тунă йăнăшсене каçарма, ĕненме пулăшакан хăват,- терĕ Никита.
-Хăватлă юрату вут-çулăмĕпе пĕрлех йӳçĕ тĕтĕмне те сахал мар çăтма тӳр килнĕ-çке,- хуравларĕ лăпкăн Анфиса.
-Пĕр-пĕрне каçарма пĕлнĕ-рен, чăн юрату хĕлхемĕ çуннран, çак куна çитичченех килĕштерсе пĕрле пурăнатпăр мар-и/-йăл кулса хăйĕн ытамне илчĕ Никита савнă мăшăрне.

Текста малалла вулăр...

ИкĔ аннене те юрататтăм

Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнче пурăнакан Раиса Емельянован хĕр чухне икĕ хушамат, икĕ ашшĕ ячĕ пулнă. Çавна май ашшĕпе амăшĕ те икшер. Раиса Семёнова 1941 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă.
«Атте, Василий Павлович, бухгалтерта ĕçленĕ, ăна суя евитпе 1941 çулта тытса кайнă, вăл 1942 çулта Куйбышев çĕрĕ çинче чирлесе вилнĕ. Çакăн çинчен калакан хучĕ пур,-каласа парать Раиса Васильевна.- Атте çемйинчи ултă ачаран пурте вĕрентекен пулнă. Питĕ пуçлă çынсем. Вăл шучĕпе хыçалтан иккĕмĕш, ун хыççăнхи — хĕр. Тăванăм авлансан çамрăк çемье тĕп килте ашшĕпе тата амăшĕпе пурăнма пуçлать. Вĕсен пĕр-пĕрин хыççăн ултă ача çуралать: пилĕк хĕр те пĕр ывăл. Анне, Евдокия Николаевна, манпа йывăр чухне хĕлле аттене тытса кайнă. Çитменнине, çурчĕ çунса кайнă. Ниçта кайса кĕме май çук хурлăх.

Текста малалла вулăр...

КРАХМАЛ ПАШАЛĂВĔ КУЛАЧ ВЫРĂНĔНЧЕ ПУЛНĂ

ТĂВАН КĔТЕС – ПУРИНЧЕН ТЕ ХАКЛИ, ЧИ СИПЛĔ ЭМЕЛ…
Сакăрвуннăран иртнĕ Нина Николаевна ИВАНОВА. Сахал мар нуша кăтартнă ăна пурнăç: вутă çурнă, утă çулнă, тырă вырнă, арçын ĕçне хулпуççи çине тиенĕ, ачи-пăчине йăваран вĕçтернĕ… Паян мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене чĕрçи çинче сиктерет, хĕрарăм пулса тĕнчене килнишĕн савăнать.
Яковлевсем – Анна Васильевнапа Николай Сергеевич – вĕренмен те тĕттĕм хресченсем пулнă. Тăхăрьял тăрăхĕнчи ытти çынсем пекех çĕрте чакаланнă: акнă, пуçтарса илнĕ, выльăх-чĕрлĕх усранă… Пур ĕçе та алăпа пурнăçласа тумтирĕсем ирĕлсе кайиччен тарпа пиçнĕ…
Çемье вăл вăхăтрипе танлаштарсан пысăках пулман, тен, кил хуçи Аслă вăрçа тухса кайса нумайччен çухалса пурăнни те витĕм кӳнĕ пулĕ. Чи асли – Нина – 1930 çулхи Кăшарнире çуралнă. Тепĕр çултан çут тĕнчене Лидя килнĕ.

Текста малалла вулăр...