Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чăваш халăхĕн вилĕмсĕр шăпчăкĕ

2017 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче Ф.П. Павлов çуралнăранпа 125 çул çитнĕ
 
Федор Павлов 1892 çулхи сентябрĕн 13 (25)-мĕшĕнче Чăваш Республикин Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьел ялĕнче çуралнă.
Арçын ача питĕ ир вулама тытăнать. 1901 çулхи кĕркунне Патăрьелĕнчи земство училищин вăтам уйрăмне вĕренме кĕрет.
Юрă-кĕвĕ тĕнчине иленме пуçласси те ачара питĕ ир вăранать. Унăн ашшĕ, Павел Степанович, питĕ аван юрăçă тата ташăçă пулнă, кĕсле каланă, чăваш халăх юррисене нумай пĕлнĕ.
Пĕрремĕш вырăс революцийĕ вăхăтĕ-нче Федор Павлов Шупашкар уесĕнчи Иккассинчи икĕ класлă училищĕре вĕренет. Вăл юрă-кĕвĕпе, литературăпа, драматургипе кăсăкланнă.
Иккасси училищинчен вĕренсе тухсан Ф.Павлов Чĕмпĕрти чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкула çул тытать. Унта вăл 1907 çултан пуçласа 1911 çулччен ăс пухать, музыкăпа тата литературăпа аван пĕлӳ илет.

Текста малалла вулăр...

Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен тухнă паттăр

Елчĕкре (Чăваш Республики) Совет Союзĕн Геройĕ А.Ф.Беляев çуралнăранпа 105 çул çитнине анлăн паллă тунă.
Уява Мускавран Геройăн хĕрĕ – Светлана Александровна килсе çитнĕ. Вăл кунта пилĕк çул каялла пĕрремĕш хут ашшĕн юбилейне килсе кайнă, ун чухне тăванĕсене тупнă. Хальхинче вăл тепĕр тăванĕпе – асламăшĕпе Дарья Игнатьевнăпа пĕртăванĕн Матрёна Игнатьеван кĕçĕн мăнукĕпе – Елчĕкре пурăнакан Мария Лобанчиковапа курнăçнă. Мария Васильевна паттăрăн хĕрне Дарья тата Матрёна çак районти Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи Карсаковсен йăхĕнчен тухнине каласа панă.
А.Ф.Беляев Елчĕкре 1908 çулта çу-ралнă, 1924 çулта шкул пĕтернĕ хыççăн Ульяновск хулине килнĕ, Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтернĕ, вăл ун чухне педагогика техникумĕ пулнă. Кунта тăватă çул ăс пухнă хыççăн Александр Филиппович Çĕпĕре – Кемерово облаçне — ĕçлеме каять, кĕçĕн классене вĕрентет.

Текста малалла вулăр...

Эпир ĕмĕре усăсăр ирттермен

Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă уявра Чĕмпĕр чăваш шкулне тĕрлĕ çулсенче пĕтернĕ ентешсем те пурччĕ. Вĕсен хушшинче – Кивĕ Улхашра çуралса ӳснĕ Перасковья Великанова. Чăваш педучилищинчен вăл 1956 çулта вĕренсе тухнă.
«Диплом илтĕмĕр кăна – училищĕне хупса та хучĕç,- тет пăшăрханса вĕрентӳçĕ ветеран.- Куççульпех йĕтĕмĕр кĕтмен хыпара илтсен. Пире çакăнта чăн-чăн пурнăç çулĕ çине кăларнă-çке-ха: професси панă, çын тунă. Çакăнта эпĕ юлташсене, хамăн юратăва тупнă. Василий Великановпа эпир пĕр класра вĕренсе çемье чăмăртанă. Шел, ватлăхра пĕрле йăпанса пурăнма шăпа пӳрмерĕ. 1990 çулта вăл çĕре кĕчĕ».
Вĕренсе тухсан Великановсем Çĕнĕ Улхаш шкулне таврăнаççĕ. Перасковья Васильевна пуçламăш класс ачисене вулама, çырма хăнăхтарать. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен, кайсан та доска умĕнче тăрать.

Текста малалла вулăр...

Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çутта кăларчĕ

Мелекесс районĕнчи Эврелĕнче тĕлĕнмелле сапăр хĕрарăмпа паллашрăм. Ăна Зоя Петровна Петрюкова тесе чĕнеççĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă. РСФСР çутĕç министерствин Хисеплĕ грамотине тивĕçнĕ.1990 çултанпа тивĕçлĕ канура. Халĕ те усăллă ĕçсемпе аппаланать-ха пирĕн ентеш. «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекен (редакторĕ Д.В. Кузьмин) икĕ томĕ тухсан Зоя Петровна ăна халăхра сарас ĕçе хастар хутшăнать. 10 кĕнеке туянса пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсене тĕрлĕ çĕре ярса парать, парнелет.
-Эпĕ 85-ре кăна-ха,- шӳтпе тытăнчĕ калаçăвне Зоя Петровна.–Анне 95 çул пурăнчĕ. Ун çулне те çитĕп-и тен.
Вăр-вар-ха вĕрентӳçĕ ветеран. Вăл 1927 çулта Эврелĕнче çуралнă. Вăрçă тухнă çул çичĕ класс пĕтерсен Мелекесри ветеринари техникумне вĕренме кĕнĕ. Вĕрентӳçĕ пулас туртăм çапах çĕнтернĕ ăна.

Текста малалла вулăр...

ЯКОВЛЕВ пехилĕпе п у р ă н а т ь

Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар ялĕнчен Чĕмпĕрти И.Я.Яковлев уçнă чăваш шкулĕнче вунă пике вĕреннĕ: Валентина тата Надежда Ванюковасем, Лидия, Татьяна тата Вера Сиделевасем, Юлия Елифанкина, Маргарита Сычугова, Маргарита Ерукова тата икĕ Шура – Еруковапа (Таймолкина) Ермилова. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсенчен кашниех тава тивĕçлĕ вĕрентӳçĕ, халăх çут ĕçĕн отличникĕ, хисеплĕ ятсене, вĕренекенсен юратăвне тивĕçнĕ.
Упамсар шкулĕн историйĕнче тарăн йĕр хăварнă сумлă çынсен стендне те вĕсен сăн ӳкерчĕкĕсем илем кӳреççĕ. Шкулăн çеç те мар, ял историйĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ Яковлев шкулĕнче ăс пухнă чăваш вĕрентӳçисем.
Александра Петровна 1921 çулхи авăнăн 21-мĕшĕнче Турă амăшĕн кунĕнче çуралнă. Кил хуçалăхĕнче, уй-хирте вун икĕ çултанах вăй хума пуçланă. Таймолкинсен килĕнчи кашни ачан (пурĕ пиллĕкĕн, каярах Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешме кайнă виçĕ тетĕшĕ вăрçăран таврăнайман) хăйĕн шанса панă ĕçĕ пулнă.

Текста малалла вулăр...

Ачалăх курман вăрçă ачи

«Укçи мар, сума суни, хисеплени халĕ савăнăç куç-çульне кăларать. Удостоверение тивĕçнисен ачалăхĕ вара тăварлă куççульпе иртнĕ», - çак сăмахсемпе Прасковья Васильевна Великанова «Вăрçă ачи» удостоверение тирпейлĕн çулĕк çинчен илсе ман ума хучĕ.
-Эп виçĕ кун пĕр харăс йĕмесĕр пурăнса курман. Атте-анне Кивĕ Улхашран ман, Алеевсем. Хам Çĕнĕ Улхаша качча кайса нумай çул унта ĕçлесе пурăннă. Вăрçă пуçланнине анне аттене фронта кайма хатĕрленипе астăватăп.
Вăл пиçи-пиçми, çуннă-çунман çăкăрне кутамккана чиксе аттене çакса ячĕ. Эп, 1934 çулхи, аслă ачи, ман хыççăн иккĕн. Выçăллă-тутăллă пурăннă, çĕрмине те шуратса çимен, шелленĕ. Анне юр ирĕлсен ачасене йăпатса крахмал чавма илсе тухатчĕ. Çăва тухсан хырăма курăкпа тултараттăмăр. Вĕлтрен яшки пĕçеретчĕ те пире: «Ачасем, тытăр улмине», - тетчĕ.

Текста малалла вулăр...

Çутă малашлăхшăн ĕмĕтленнĕ

Александра Васильевна Яморжина (Савадяркина) И.Я. Яковлев никĕсленĕ чăваш педучилищинче 1947-1951 çулсенче вĕреннĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Кĕçех вăл 80 çул тултарать.
 
Килне пырса кĕрсенех кунта вĕрентӳçĕ пурăнни паллă. Ĕç сĕтелĕ çинче уçса хунă илемлĕ литература выртать. Тумбочка çинче те кĕнеке купи. Кĕнеке уншăн – чун апачĕ, чун киленĕçĕ. Алла кĕнеке тытмасăр унăн пĕр кун та иртмест. Вуланине йăлтах çырса пырать. Кăçал çеç вăл 17 кĕнеке вуласа тухнă. Ачалăхĕ унăн Мелекесс районĕнчи Эврелĕнче иртнĕ. Тăван ялĕнче пуçламăш пĕлӳ илнĕ хыççăн çичĕ класс Сапаккел шкулĕнче пĕтернĕ.
-Аттестат илсен эпĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕтĕм. Манăн аппасем те çакăнта тарăн пĕлӳ илчĕç. Мария Васильевна нумай çул шкулта вĕрентрĕ, Эврелĕнчех пурăнать.

Текста малалла вулăр...

КУККУК ÇАПЛАХ АВĂТАТЬ

Вĕсен пурнăç кун-çулĕ çамрăк ăрушăн тĕкĕр пек çап-çутă, тĕслĕхлĕ, илĕртӳллĕ…
 
З О Я
 
Зоя Георгиевна 1938 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче тĕпленсе пурăнакан Софья Григорьевнапа Георгий Фролович Тушкинсен çемйинче тăватă хĕрпе пĕр арçын ачаран пĕрремĕш пулса çут тĕнчене килнĕ. Ачаранах пĕлӳ çăлкуçне «чăмнăскер» вырăнти шкулта çичĕ класс пĕтерет те Чĕмпĕрти Чăваш педагогика училищине çул тытать.
И.Я.Яковлев уçнă шкулта вĕреннĕ 1951-1955 çулсем сисĕнмесĕрех иртсе каяççĕ. Вун çиччĕри пикене Çинкĕл вăтам шкулне юрăпа музыка урокĕсене илсе пыма яраççĕ. Анчах Каша шкулĕн директорĕ – А К.Романов - РОНОна каять те хĕрупраçа хăйсен шкулне куçарттарать.
Зоя Георгиевна пĕтĕмĕшлех вĕрентӳ, воспитани тата обществăлла ĕçсен авăрне кĕрсе ӳкет: Н.

Текста малалла вулăр...

НАС СОБРАЛО И ВЗРАСТИЛО ЯКОВЛЕВСКОЕ УЧИЛИЩЕ

В этом году исполняется 55 лет с того дня, как мы, 27 мальчишек и девчонок из Пензенской, Самарской, Ульяновской областей, Татарии, учащиеся чувашского отделения Ульяновского чувашского педагогического училища имени И.Я.Яковлева, успешно окончив учёбу, получили дипломы учителя и шагнули навстречу новой неизведанной жизни.
Из них 12 на этом не остановились, продолжили учёбу кто очно, кто заочно, получили высшее образование, притом В.И.Иванова, по непроверенным данным, стала кандидатом педагогических наук (работала в Узбекистане, Самаркандском университете).
Наша группа, к сожалению, оказалась последней, поступившей в училище с семиклассным образованием (на следующий год была набрана 1 группа на двухгодичное обучение после 10 классов). Нам на своей шкуре пришлось испытать горечь закрытия любимого училища.

Текста малалла вулăр...

ИЛЬЯ БЮРГАНОВСКИЙ

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн малтанхи вĕренекенĕсем камсем пулни чылай çынна интереслентерет. Вĕсенчен пĕри – Илья Бюргановский.
 
Вăл 1858 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнĕнчи Пăва уесне кĕрекен (халĕ Тутарстанри Пăва районĕ) Пӳркел ялĕнче çуралнă. 1871 çулхи кăрлач уйăхĕнче 12 çулхи ача И.Я. Яковлев шкулĕнче вĕренме кайнă. Иван Яковлевăн ачан ашшĕне нумайччен вĕренме яма ӳкĕтлеме тивнĕ. Ку тĕле чăваш шкулĕнче тăватă ача вĕреннĕ ĕнтĕ:Алексей Рекеев, Иван Исаев, Василий Кашкаров, Фома Аксинский. Вĕсем пурте Пăва уесне кĕрекен чăваш ялĕсенчен пулнă. Вăл вăхăтра чăваш шкулĕнче вĕренекен ачасен шутне ӳстерес ĕçре И.Я. Яковлева унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ, Пăрăнтăк удел училищин пуçлăхĕ А.И. Баратынский сахал мар пулăшнă.
Каярах В.А. Калашников вĕрентӳçĕ Илья Бюргановский ыттисенчен ăслă-тăнлă шухăшлама пултарнипе, тĕплĕ те тимлĕ пулнипе, илемлĕ юрлассипе уйрăлса тăнине палăртать.

Текста малалла вулăр...

ПУРНЕ ТЕ ПУЛТАРАКАН – ĂСТАÇĂ

ĔМĔТЛЕННИ – ÇИТЕТ: ЧУН ЮРЛАТЬ, ПУРĂНАС, ĔÇЛЕС КИЛЕТ
 
Семён Сергеевич Степанов, 1909 çулта çуралнăскер, Чĕмпĕрти чăваш педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Юратнă мăшăрĕпе – Мария Васильевнапа, 1913 çулта çуралнăскерпе тата çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнăскерпе, Чăнлă районĕнчи Кунтикавра тĕпленсе пурăнса çут тĕнчене 9 ача парнеленĕ.
Паллах, Мария Васильевна, пурнăçне кил хуçи мăшăрĕсĕр пурăнса ирттернĕскер (çавăн чухлĕ пепке çинче!), хĕрарăм телейне кил ăшшине тытса пырассинче курнă. Семён Сергеевич 1941-1946 çулсенче килĕнче пулман: нимĕç фашисчĕсенчен Мускава хӳтĕленĕ, Украинăна, Венгрие, Австрие ирсĕрсенчен тасатнă, бандеровецсемпе кĕрешнĕ. Мотострелоксен полк комиссарĕшĕн Аслă вăрçă Альп тăвĕсем çинче вĕçленнĕ. Çĕршыв чăваш салтакĕн паттăрлăхне манса кайман – Отечественнăй вăрçă орденĕсем (I –II степеньлĕ), «Мускава хӳтĕленĕшĕн», «Киева хӳтĕленĕшĕн», «Будапешта илнĕшĕн», «Венăна илнĕшĕн» медальсем парса чысланă.

Текста малалла вулăр...

И.Я.Яковлев шкулĕнче туптаннă

Геннадий Дмитриевич Тимошкин 1949-1953 çулсенче И.Я. Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ. 40 çул ытла вĕрентӳ ĕçĕнче вăй хунă: математика, юрă, ĕç урокĕсене илсе пынă.
Вăл Каша ялĕнче çуралса паян та тĕп килĕнчех пурăнать. Нумаях пулмасть вĕрентӳçĕ ветеран 78 çул тултарнă.
 
Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче çут тĕнчене килнисене эпир халĕ вăрçă ачисем тетпĕр. Ачалăхĕ вĕсен çав тери тертлĕ вăхăтра иртнĕ. Тимошкинсен алăкне те килсе шакканă вăрçăн вăрăм алли. Аслă вăрçă тухсан Геннадий Дмитриевичăн ашшĕ çĕршыва хӳтĕлеме тухса каять. Амăшĕ пилĕк ачипе тăрса юлать. Выçлăхпа, хĕллехи шартлама сивĕсенче çуртсене хутма çуккипе икĕ ачи çĕре кĕрет. Ашшĕ вăрçăран суранланса таврăнсан нумаях пурăнаймасть. 1949 çулта çемьене тăлăха хăварать.
-Эх, сивĕччĕ те ун чух хĕлсем! - аса илет учитель.

Текста малалла вулăр...

Аслă Вĕрентекенĕмĕре асăнса

Акан 25-мĕшĕнче – чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕ. Çакна палăртса чăваш чиркĕвĕн настоятелĕ Игнатий игумен панихида ирттерчĕ.
Кĕлĕ 11 сехетре тытăнчĕ. Унтан Игнатий игумен пухăннисене Иван Яковлевичăн ĕçĕ-хĕлĕпе, вăл уçнă чиркĕвĕн кĕске историйĕпе паллаштарчĕ, Синодăн обер прокурорĕ Константин Победоносцев чиркӳшĕн нумай ĕç тунине палăртрĕ.
- Яковлев вăхăтĕнчех чиркӳре кĕлĕсене чăвашла ирттернĕ. Вăхăтĕнче чиркĕве çĕнĕрен чĕртсе яма пултарни – пысăк ĕç. Яковлева асăнса панихида ирттерме 90-мĕш çулсенче пуçларăмăр. Ун чухне кĕлле çын нумай çӳретчĕ, панихида уяв пек иртетчĕ,- терĕ Игнатий игумен кĕлĕре çынсем çулсерен сахалланса пынишĕн пăшăрханса.
Яковлева асăнса ирттернĕ кĕлле чăвашсен облаçри тĕрлĕ обществăлла юхăмĕсен ертӳçисем, вĕрентӳçĕсем, чăвашлăх ĕçĕнче тăрăшса ĕçлекен хастарсем хутшăнчĕç.

Текста малалла вулăр...

Чĕмпĕр чăваш шкулĕн ӳнерçисем

Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, ĕçленĕ вĕрентӳçĕ художниксене пурне те И.Я. Яковлевăн сăн-сăпачĕ, кĕрнеклĕ кĕлетки кăсăклантарнă.
 
Революцичченхи чăвашсен культурин аталанăвĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕпе тачă çыхăннă. А.В. Луначарский хăй вăхăтĕнче И.Я. Яковлев шкулне культура аталанăвĕн çăлкуçĕ тенĕ. Сăнарлă искусство аталанăвĕн никĕсне хывакансен хушшинче чи малтан чăваш литаратурин классикĕн, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн К.В. Ивановăн ятне асăнмалла. Яковлев шкулĕнче вĕреннĕскер каярахпа хăй те Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче ĕçленĕ. Пĕр вăхăтрисем аса илнисенчен çакă паллă: Константин Иванов портрет, пейзаж аван ӳкернĕ, кĕнекесене ӳкерчĕксемпе илемлетес, сценăна капăрлатас ĕçре те палăрнă. Вăл И.Я. Яковлев портретне çуллă сăрăпа пир çинче çырнă. Портрет Анна Алексеевна Некрасова (Яковлевăн мăнукĕ) патĕнче упраннă.

Текста малалла вулăр...