Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Что означает слово «чăваш»/

В этом году исполнилось 170 лет со дня рождения великого чувашского просветителя Ивана Яковлевича Яковлеваĕ Этот человек проделал колоссальную работу по интеллектуальному развитию народаĔ называемого чувашамиĕ
А что обозначает слово «чуваш» и как оно переводится». К сожалению, до настоящего времени ни русские, ни чувашские лингвисты не ответили на этот вопрос, не могут объяснить истинное значение слова. Например, один из известнейших людей среди чувашей ( и не только), доктор исторических наук Г.П. Егоров, автор книги «Воскресение шумеров» на 22-ой странице задает вопрос: «Откуда исходит название народа «чăваш»/ И приводит свое предположение – «Оно образовано или от слияния двух названий – ЧАШ и СĂВАР. Два звука от СĂВАР перешли в ЧАШ и получилось Ч(ĂВ)АШ. Или же название государства Сăваров на юге Месопотамии ЧАШАР представляют из себя сокращение ЧĂВАШШАР.

Текста малалла вулăр...

Чăвашсен менталитет пур-и/

Çĕр çинче темиçе пин тĕрлĕ халăх пурăнать. Кашни халăхăн хăйĕн менталитечĕ.
Мĕн-ха вăл менталитет/ Латин сăмахĕнчен куçарсан вăл mentis – «чун» тенине пĕлтерет. Тĕслĕхшĕн мăсăльман тĕнне ĕненсе пурăнакансене илер. Вĕсем суту-илӳпе аппаланаççĕ, чурасем тытаççĕ, ваттисене сума сăваççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, хӳтĕлеççĕ.
Пирĕн, чăвашсен, кун пекки курăнсах каймасть. Кашни хăй пĕлнĕ пек пурăнать, пĕр ялта пулсан та пĕр-пĕрне кураймаççĕ, çиллине ниçта шăнăçтараймасăр хăваласа та çӳреççĕ. Ĕçсе ӳсĕрĕлсен чăваш хăйне паттăр туять, вырăсла намăс сăмахсемпе ятлаçать, ватăсене хирĕç кăшкăрать.
Темиçе ĕмĕр вырăссемпе юнашар христиан тĕнне ĕненсе пурăнса хамăр культурăна манса пыратпăр. Апла пулин те совет саманинче, тĕпрен илсен, колхозсенче механизаторсем, шоферсем, ĕне сăвакансем чăвашсем пулнă.

Текста малалла вулăр...

Иванов, Петров, Сидоров – мĕнле наци çынни эсĕ/

Çĕр çинче тĕрлĕ халăхăн, тĕрлĕ хушамат. Пирĕн чăвашсен хушамачĕсем 19-мĕш ĕмĕрте Христос тĕнне йышăнсан пуçланса кайнă. Эпĕ ăнкарнă тăрăх, кашни ялта хăйне хушамат: е пĕтĕм ялĕпех, е çур ялĕн. Ун пеккисене тӳрех уйăрса илме пулать, вара çынни çав ялтан е унăн несĕлĕсем унтан. Пĕрисене ашшĕ ячĕпе çырса хушамат тунă. Теприсене мăшкăллакан е выльăх-чĕрлĕх, ӳсен-тăран ячĕсемпе тунă. Ыттисене вара тĕне кĕмен ятсенчен хушаматсем тунă.
Чăваш халăхĕ тĕттĕм пулнă, мĕнпур çыру ĕçне вырăс е чăваш тиексемпе писарьсем çырса пынă. Çавăнпа пирĕн, чăваш халăхĕн, мĕнле кăна хушамат çук! Тĕне кĕнисем вара Иванов, Петров, Сидоров, Михайлов, Тимофеев тата ытти пулса кайнă. Çак хушаматсемпе тĕрлĕ регионсенчи чăвашсем кăна мар, урăх наци çыннисем те усă кураççĕ. Ку хушаматлисене вĕсем ăçтисем пулнине пĕлме те çук.

Текста малалла вулăр...

«Канашпа» канашласа лартăм та...

Ятсем! Ятсем! Пурнăçри кашни япалан тата çыннăн хăйĕн ячĕ пур. Хаçат-журналпа кĕнекен те.
Хамăр тăрăхра тухса тăракан чăваш хаçатнех илер. «Канашăн» тымарĕ чи малтан ăçта шăтса тухнă-ши тесе темиçе çынна ыйту пама тӳр килчĕ. Анчах та хуравĕ пулмарĕ. Çак сăлтавпах хамăрăн аслă шурсухал А.Юман патне шăнкăравларăм, çакна пĕлтĕм: 1918 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн вĕçĕнче Хусанта чăваш салтакĕсен съезчĕ иртнĕ. Çав вăхăтра йышăннă тăрăх 1918 çулхи нарăс (февраль) уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Канаш» хаçат тухса тăма пуçланă. Чехсем Хусана туртса илсен ку сăваплă ĕç чарăннă. Çак тапхăрта 53 номер тухма ĕлкĕрнĕ. Хусана чехсенчен хăтарсан «Канаш» хаçата тепĕр хут пичетлеме тытăнаççĕ. Ку вăл 1918 çулхи юпа уйăхĕнче пулса иртет. Хусанта «Канаш» хаçат пурĕ 724 номер тухнă.
Шупашкарта «Канаш» хаçатăн 1-мĕш номерĕ 1921 çулта авăн (сентябрь) уйăхĕнче тухма пуçланă.

Текста малалла вулăр...

Туртма пăрахни

Пĕр енчен шутласан пирус туртма пăрахмашкăн çăмăл пек туйăнать. Шутланă – пăрахнă! Тепĕр енчен илсен халăхра çакăн пек шӳтле каларăш çӳрет: «Туртма пăрахма çăмăл, эп хам та çĕр хут пăрахнă».
Эпĕ хам туртма пăрахни çинчен каласа парасшăн. Пируспа аппаланма эпĕ институтра 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне тытăнтăм. Ку йăла пĕрремĕш ача ултă çул тултариччен пычĕ, иккĕмĕш ача виççĕреччĕ ун чух. Арăм сăмахĕпе, эпĕ никотинпа пĕтĕм çемьене наркăмăшлаттăм. Вăл туртма пăрахма ыйтсан эпĕ ăна: «Вăхăт çитет – пăрахатăп!»-теттĕмччĕ.
Акă çакăн пек самант та çитрĕ. 1983 çулта Çĕнĕ хулари панель çуртра виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер пачĕç. Ун чухнехи çĕнĕ хваттерсем сивĕччĕ, мĕншĕн тесен çуртсене васкаса тăватчĕç. Строительсен пĕр-пĕр паллă кун тĕлне туса пĕтерсе преми илмелле пулнă ĕнтĕ. Çавăнпа эпĕ хваттере ăшăтма унтан-кунтан саплас тесе ĕç хыççăн кашни кун килте аппаланаттăм.

Текста малалла вулăр...

Анатолий Юман – пирĕн пуянлăх

А.Ф.Ермилов (Юман) çинчен эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех илтнĕ. Унăн сăввисем тăтăшах Çĕпрел районĕнчи «Çĕнĕ çул» (халĕ «Тăван Ен») хаçатра пичетленсе тухатчĕç.
Пĕррехинче пирĕн класс ертӳçи Н.Н.Албутов вырăс чĕлхипе пичетленсе тухнă А.Ермиловăн сăввисемпе паллаштарчĕ. Каярахпа пирĕн тăрăхри писательсемпе çыхăнтарса пултарулăх каçĕ иртрĕ. Çакăн çинчен эпĕ «Çĕнĕ çул» хаçата кĕске хыпар çырса янăччĕ.
А.Ф.Ермилов-Юман поэтпа çывăх паллашма мана «Канаш» хаçат пулăшрĕ. Унччен эпĕ ăна пичетрен çеç вуласа пĕлнĕ. Малалла мана унпа темиçе çул хушши юнашар ĕçлеме тӳр килчĕ.
«Канаш» хаçата ĕçлеме вырнаçсан Анатолий Федорович редакцие пырса кĕчĕ. Эпĕ сĕтел хушшинче хаçат валли статья хатĕрленĕ вăхăтра пулчĕ ку. Валериан Федорович Ромашкин (ун чухнехи хаçат редакторĕ) пире Юманпа паллаштарчĕ.

Текста малалла вулăр...

Çынна ĕçне кура хакласчĕ

«Канаш» хаçатăн иртнĕ номерĕсенче Анатолий Юмана «Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ят парасси пирки çине-çинех материалсем пичетленчĕç. Вĕсемпе паллашнă май пирĕн республикăри чăвашсен «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн хастарĕсемпе пĕрле хамăн уйрăм шухăш-кăмăлăма пĕлтересшĕн.
А.Юман сăввисемпе эпĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех, хам Меселпуçĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтрах, паллашнăччĕ. Авăркас районĕнчи дубляж мелĕпе чăвашла тухакан «Çĕршыв çулĕ» хаçатра унăн сăввисем пичетленсе тăратчĕç. Кăсăклансах вулаттăмăр вĕсене. Вăл вăхăтра тĕрлĕ регионсенче тухса тăракан хаçатсем литература страницисемпе пĕр-пĕрин патне «хăнана» çӳресси йăлараччĕ. Астăватăп-ха, пирĕн районти авторсен сăвви-калавĕ Тутар Республикинчи Аксу районĕпе Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă район хаçачĕсенче уйрăм страницăсенче сăнӳкерчĕксемпех пичетленчĕç.

Текста малалла вулăр...

Туйăмсене калама кая юлас марччĕ

Пĕтĕм тĕнчери Тăван чĕлхе кунĕ умĕн мана тата шкулти 7-мĕш «Г» класс ачисене Ульяновскри Наука библиотекине чăваш çыравçисемпе тĕл пулма чĕнчĕç. Унта паллă çыравçăсем пурччĕ: Анатолий Юман, Валентина Тарават, Анатоли Ырьят, Серте Мишши тата ыттисем. Авторсем тăван чĕлхене сыхласа хăварас пирки калаçрĕç, хăйсен сăввисене вуларĕç, кĕнекисене парнелерĕç. Ачасене тĕлпулу килĕшрĕ.
Тепĕр кун пĕрремĕш урок умĕн ачасем ман пата класа пуçтарăнчĕç. Вĕсем ĕнер «Шевле» литпĕрлешӳ членĕсемпе ирттернĕ мероприяти çинчен калаçу пуçарчĕç, ăна тишкерме пăхрĕç. Эпĕ шавламăсăр вĕсене итлесе тăтăм. Класра вĕренекенсенчен иккĕшĕ чăвашла аван ăнланаççĕ, çавăнпа вĕсем çыравçăсен псевдонимĕсене вырăсла куçарма тытăнчĕç. Пĕр тĕлте вĕсен йывăрлăх сиксе тухрĕ, вара вĕсем ĕнер парнеленĕ кĕнекесене ман сĕтел патне пырса пăхрĕç.

Текста малалла вулăр...

Анатолий Юман хисеплĕ ята тивĕçлĕ

 
Анатолий Федорович Ермилов-Юман – РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, РФ Писательсен союзĕн членĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни.
Вăл самай çулланнă пулин те кĕнеке çине кĕнеке пичетлесе кăларать. Вĕсен шучĕ 60-тан та иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Хăйĕн хайлавĕсенче автор пурнăçри кăткăс енсене, этем чунĕн тарăн шухăшĕсене уçса парать. Эпĕ унăн нумай кĕнекине вуланă. Çав шутра «Марине» (вăрçă ачисен йывăр шăпи çинчен), «Чĕмпĕр Юманĕсем», «Улăп кун-çулĕ» (И.Я.Яковлев шкулĕ çинчен), «Виçĕ вăрçă паттăрĕ» (Совет Союзĕн Геройĕ Егор Терентьевич Воробьев çинчен), сонетсен трилогийĕ (тĕп теми – юратупа тĕлпулу савăнăçĕ, уйрăлупа çухату куççулĕ)...
Юман кĕнекисем халăхра анлă сарăлнă, çынсем вĕсене юратса вулаççĕ. Сумлă поэт композиторсемпе те туслă, вĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлет. Вăл чăннипех халăхран тухнă поэт.

Текста малалла вулăр...

Юмана «Чăваш халăх поэчĕ» ят памалла

«Канаш» хаçатăн юлашки номерĕсенче Анатолий Юмана «Чăваш халăх поэчĕ» ят парас пирки сăмах хускатрĕç. Эпĕ ку шухăша пĕтĕмпех ырлатăп. Анатолий Юман поэзи тӳпине çӳллĕ хăпарнă сăвăç, çак сумлă ята вăл тивĕçлех тесе шутлатăп.
 
Темиçе çул каялла чăваш общественноçĕ ăна çак ята илме тăратнăччĕ ĕнтĕ, докуменчĕсене хатĕрлесе Шупашкара янăччĕ. Тем сăлтава пула ĕç вĕçне çитмерĕ. Халĕ çак ĕçе тепĕр хут çĕклемелле, пирĕн шухăшсене Шупашкара çитермелле.
Анатолий Федорович – Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чи сумлă поэт, литература шурсухалĕ, унăн 60 ытла кĕнеке. Ун чухлĕ нумай çыракан автор сахал чăваш литературинче. Хайлавĕсенче вăл тăван çĕршыва, тăван халăха, тăван тавралăха чунтан юратни палăрса тăрать. Ун сăввисемпе сонечĕ-сем, поэмисем пурнăçа юратма вĕрентеççĕ, çамрăксене тĕрĕс çул çине тăма пулăшаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ухсай ячĕпе Асăну хăми уçасчĕ...

Чăваш литература тĕнчи халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ 105 çул тултарнине анлăн паллă турĕ. Хăй пурăннă чухнех Ухсая «çĕр поэчĕ» тесе хакланă.
 
Пушкăрт çĕрĕ тĕлĕнмелле илемлĕ, тавралăхĕ сăртлă-туллă, шăнкăр-шăнкăр çăлкуçĕсем! Ухсай чухлĕ юратса, хавхаланса, мухтаса, тунсăхласа тăван çĕр çинчен çырнă чăваш çыравçи кам пур-ши/ Ача чухнех унăн «Юратрăм эп, хирсем, сире» пĕрремĕш сăввине пăхмасăр вĕреннине халĕ те астăватăп. Шкул çулĕсенче кашни класра Ухсайăн тĕрлĕ хайлавĕсене ăса хывнă «Кĕлпук мучи», «Ту урлă çул», нумай сăввипе поэми шкул ачисене тăван халăхăмăрăн çăмăл мар пурнăçĕпе паллаштараççĕ, тăван çĕре, чĕлхене упрама вĕрентеççĕ. Ухсайăн вăрçă вăхăтĕнчи поэзине аса илер-ха. «Атă кунчинчи тетрадь» ярăмри сăвăсем вилĕме куçа-куçăн пăхса тăван çĕршывшăн пуçа хума хатĕр салтаксен паттăрлăхне сăнлать.

Текста малалла вулăр...

Ăмăр сăн-пит наци палли-ши/

Ют çĕршывсенчен пирĕн пата курма килекенсен куçне чи малтан мĕн курăнать/ Урамра тĕксĕм те çиллес сăн-питлĕ çынсем нумай пулни.
Мĕншĕн эпир сайра кулатпăр, хирĕç утса килекен çын пирĕн çине йăл кулса пăхсан пуçа усатпăр/ Хĕвелтухăçпа Хĕвеланăçри ытти çĕршывĕсемпе танлаштарсан эпир питĕ сахал кулатпăр иккен. Урамра кулса-савăнса пыракан çын çине пирĕн е ухмах тесе пăхаççĕ, е ку мĕншĕн çапла телейлĕ-ха тесе кĕвĕçеççĕ.
Тĕпчевçĕсем ăмăр сăн-пит, калаçнă вăхăтра пĕр-пĕрин çине йăл кулса пăхманни – Раççейре пурăнакансен наци палли тесе шутлаççĕ, çакна çын начар воспитани илнипе е калаçакана хисеплеменнипе ăнлантараççĕ.
Анчах та Раççейри çак тĕлĕнтермĕ-ше ăнлантарма пулать. Çынсем йăл кулма юратманнин, урамра çутă сăн-питпе çӳременнин сăлтавĕ сивĕ çанталăкпа пирĕн çĕршывăн йывăр историйĕнче кăна мар.

Текста малалла вулăр...

Уяв иртрĕ – чун лăпланмарĕ

Каша ялĕнче çуралса ӳснĕ паллă та чаплă çыравçă Владимир Сатай çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Çак куна ялта анлăн паллă турăмăр.
В.Л. Сатай – 30 яхăн кĕнеке авторĕ, 1951 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ, СССР оборона министерствин литература премийĕн лауреачĕ. Вăл Иккĕмĕш тĕнче вăрçине хутшăнса Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕшĕн юн тăкнă.
Саманан тĕрлĕ тапхăрĕнче, тĕрлĕ серепинче пурăнса курнă хисеплĕ çыннăмăр-ентешĕмĕр. Историе кĕрсе юлнă ĕçсене Каша çыннисем яланах асра тытаççĕ, кĕнеке кăларакансем ăна кĕртмесĕр хăвармаççĕ. Унăн ячĕ пирĕн ялсен чĕрине ĕмĕрлĕ-хех кĕрсе юлнă.
Пире, Каша ачи-пăчине, иккĕмĕш класс таранччен В. Сатайăн мăшăрĕ Луиза Тимофеевна вĕрентрĕ. 1951 çулта Цырульниковсем Шупашкара куçса кайрĕç. Шанчăклă мăшăрĕ çыравçа хăй çут тĕнчерен уйрăличченех пулăшса пурăннă.

Текста малалла вулăр...

Шухăшĕ тĕрлĕрен, тĕллевĕ – пĕр

Облаçри чăвашсем наципе культура автономийĕн пиллĕкмĕш отчетпа суйлав конференцине 91 делегат килсе çитрĕ. Мероприятии пуçланас умĕн вĕсен кăмăл-шухăшне ыйтса пĕлтĕмĕр. Делегатсене панă ыйту пĕр пулчĕ: паянхи конференцирен мĕн кĕтетĕр тата малашне еплерех ĕçлесшĕн/
 
Г.И. Кондратьев (Инза районĕ).
- Малтан отчет итлесе пăхасшăн. Кайран мĕн кĕтесси паллă пулать. Паллах, лайăх енне улшăнусем кĕтетпĕр. Пирĕн районта чăвашсем сахал, чăвашсем уйрăм тĕпленсе пурăнакан ялсем çук, ытти çĕртен куçса килнисем кăна. Çавăнпа пирĕн уйрăм организаци те çук. Эпĕ хам район администрацийĕ çумĕнчи национальноçсен канашĕнче, манпа пĕрле тата 2-3 хĕрарăм. Эпир вĕсемпе нацисем хушшинчи туслăха çирĕплетессипе иртекен районти мероприятисене хутшăнатпăр, юрăсем юрлатпăр, сăвăсем вулатпăр.

Текста малалла вулăр...

«Канаша» кам валли вырăсла кăлармалла/

«Канаш» хаçат йĕри-тавра тавлашу ниепле те иртсе каяймасть-ха.
Пĕлтĕр ун çинчен темĕн чухлĕ шавларăмăр: кĕпĕрнаттăр шайĕнче те тĕрлĕ йышăнусем пулчĕç, вырăнти чăваш хастарĕсем те сахал мар пуç ватрĕç. Анчах хăшĕсем хăйсене кирлĕ чухне çак темăна ялан туртса кăлараççĕ те хаçатра ĕçлекенсене хăртма, чăвашсен автономи председателĕпе хаçатăн тĕп редакторне пĕли-пĕлми «хирме» тытăнаççĕ. Кун пек пăтăрмах пире йăлăхтарса çитермелле пек те – çук иккен. Хурлакансем кашнинчех май шыраççĕ, йăсăрланса выртакан кăвара вĕрсе çулăм кăларттараççĕ, урăх шăхăшлисене итлемеççĕ, вĕçĕмсĕр хăйсенне переççĕ. Каласа хăвармалла: вĕсем «Канаш» çырăнса илмеççĕ, апла пулсан ăна вуламаççĕ, анчах калаçура сассисене ыттисенчен хытăрах кăлараççĕ. Хаçатăн кашни номерне пĕр сиктермесĕр вуласа пынă пулсан вĕсен шухăшĕ те урăхларах пулĕччĕ, кирлĕ чухне вырăнлă сĕнӳсем парĕччĕç.

Текста малалла вулăр...

Чăваш пулма намăс-шим/

Мĕн çуралнăранпа эпир – хăш халăха илсессĕн те – аннен кăкăр сĕчĕпе пĕрле тăван чĕлхе çеммине, çепĕçлĕхне чун-чĕрепе, ăс-тăнпа çăтатпăр. Ӳссе пынă май та тăван чĕлхе ялан пĕрле: юмах-халапсенче, каларăшсенче.
 
Пур халăхăн та çапла, тăван чĕлхене тиркекен никам та çук... Мĕскершĕн эпир, чăвашсем, хамăра мĕскĕне хурса тăван чĕлхене пăрахăçлатпăр. Тен, вăтанатпăр. Е хамăра ытла пысăка хуратпăр-и/
К.Ушинский çапла çырнă: «Халăхăн чĕлхи - чи пахи, нихăçан та шанман, ĕмĕр тăршшĕпе çеçкере ларакан халăхăн чун хавалĕн чечекĕ». Тăван чĕлхе авăрĕнче халăх хавхаланать, халăхпа пĕрле – Тăван çĕршыв... Аслашшĕсене мăнукĕсем ылмаштараççĕ, кашнин ĕç-пуç пĕтĕмлетĕвĕ вара чĕлхере вĕсен хыçĕнчен килекенсем валли юлать. Халăх чĕлхи çĕтсен халăх çĕтесси те вăраха пымасть. Халăх сывă пулсан – чĕлхен те шанчăк пур.

Текста малалла вулăр...

Юбилей хыççăнхи шухăшсем

Лидия Ярославская, Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕн вĕрентӳçи:
– Юбилее ирттерекенсене тав сăмахĕ калас килет. Питĕ вăйлă хатĕрленсе ирттерчĕç вĕсем çак уява. Аслă Нагаткинти Культура çуртĕнче мĕн чухлĕ халăх пуçтарăннăччĕ! Унта шур сухаллисем те, шкулта вĕренекеннисем те пурччĕ. Çакă «Канаш» пурне те кирлĕ пулнине пĕлтермест-и-ха/!
Хаçатра ĕçлеме пĕлекенсем уява та çӳллĕ шайра хатĕрлесе ирттерме пултарчĕç. Пурте йĕркеллĕ, пурте хăй вырăнĕнче пулчĕ. Никамран ним те ыйтмалла пулмарĕ. Илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă канашçăсене ытарма çукчĕ. Регион пуçлăхĕ Сергей Морозов тата Ульяновск облаçĕн Саккунсем кăларакан Пухăвĕн председателĕ Анатолий Бакаев, Шупашкартан пысăк çынсем килни те уява илем, сум кӳчĕ. Хаклă хăнасем питĕ ырă кăмăлпа калаçрĕç. Пушкăртстан тата Тутарстан Республикисенче тухакан чăваш хаçачĕсен редакторĕсем Юрий Михайловпа Константин Малышев пирĕн облаçра тухса тăракан хаçатăн тĕп редакторĕпе, пĕтĕмĕшле хаçат коллективĕпе туслă çыхăнура пулнине палăртса хăварчĕç.

Текста малалла вулăр...

Чăваш, санпа хăçан пӳтлĕ чĕлхепе калаçма тытăнĕç-ши?

Н.И. Егоров профессорпа пирĕн таврари поэтсем пĕр пек шухăшлани çинчен вуласа пĕлтĕмĕр ĕнтĕ "Канаш" хаçатăн 39-мĕш номерĕнче. Çын шухăшĕ вăл чараксăр, вăл аслă Турă шухăшĕпе те тан пулма пултарать, анчах та шухăша пурнăçа кĕртмесен — вăл пушă шухăшах тăрса юлать.
Эпĕ поэт мар, çапах та мана профессорпа кăшт тавлашкалама ирĕк парсамăрччĕ..
Хаçат камшăн, мĕншĕн тухса тăрать? Эпĕ ăнланнă тăрăх, хаçата — халăх хаçатне — («Хыпар», «Канаш», «Сувар») ахаль çыншăн кăлараççĕ, çавăнпа та хаçатăн чĕлхи те ахаль çын чĕлхипе танлашмалла. Хаçат вăл хутпа, кăранташпа тата словарьпе вуламалли «çимĕç» мар. Вĕреннĕ, ăслă пысăк ятсемпе положени çĕнсе илнĕ çынсен ун çинчен манса каймалла мар. Ку çеç те мар, ун пирки хăйсен асăрхаттарса тăмалла. Ку вăл хисеплĕ профессора та пырса тивет. «Канаш» хаçатăн 34-мĕш номерĕнчи Н.

Текста малалла вулăр...

Мĕншĕн чăваш чăвашла калаçмасть?

Юлашки çыравпа Раççейре 1 миллион та 440 пин чăваш пурăнать. Эпир хамăр çĕршывра халăхăн йышĕпе пиллĕкмĕш вырăн йышăнатпăр. Пирĕнтен нумайраххисем – вырăссем, тутарсем, украинсемпе пушкăртсем. Çапла йышлă халăх пулсан та чăвашла калаçакансен, тăван чĕлхепе ирĕклĕ çырма тата вулама пĕлекенсен йышĕ сахалланса пырать. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Халĕ калаçу ун пирки мар, мĕншĕн чăваш чăвашла калаçманни пирки пырĕ. Ку ыйтăва пирĕн респондентсем хуравлаççĕ.
 
Ирина, 46 çулта, инженер:
- Эп тахçанах хулара пурăнатăп. Упăшка ман вырăсчĕ. Халь унпа уйрăлнă ĕнтĕ. Ачасемпе ялан вырăсла калаçатăп. Вĕсем чăвашла пĕлмеççĕ, вĕрентме тăрăшмастăп та. Мĕн тума кирлĕ? Хам та ялан вырăсла калаçнипе яла кайсан калаçура чăваш сăмахĕсене шыраса тупаймастăп. Ирĕксĕрех çурри чăвашла, çурри вырăсла пулса тухать.

Текста малалла вулăр...

Мĕн вăл совесть?

И.А.Андреев тата Н.П.Петров 1971 çулта редакцилесе кăларнă вырăсла-чăвашла словарьте совесть сăмаха чăвашла намăс, чун, совесть тесе куçарнă. Чăваш халăхĕ ĕлĕкрен туслăхлă хутшăнусене ырлакан сапăр халăх пулнă. Ултавпа кĕлмĕçлĕхе, киревсĕрлĕхе, сутăнчăклăха тӳсме пултарайман. Тен, çавăнпа та пуль совесть сăмахпа, пĕлтерĕшпе çыхăннă ваттисен каларăшĕсем те пирĕн чĕлхере нумай. «Хăвăн совеçне хирĕç ан пыр, намăса пĕлес пулать, пур пуçарăва та чунтан тăрăшса, тӳрĕ кăмăлпа пурнăçла»,- тенĕ шурсухалсем. Ялта, хурăнташ хушшинче ырă мар ĕçпе палăрнисене çийĕнчех тĕрĕс çул çине кăларма пăхнă, вăтантарнă: «Сан чуну таса мар, намăса пĕлмесĕр аçу-аннӳ ятне яратăн, тӳррипе кала, мĕн хистерĕ сана тӳрĕ çултан пăрăнма?» Пурнăçра пĕрре йăнăшрăн пулсан ӳкĕнмелле ан пултăр тесе чуна лăплантарма тăванупа, юлташупа калаç тенĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.