Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

КАЯ ЮЛСАН КАЮ ШĂТАТЬ

(Паянхи поэзири лару-тăру)
 
Мĕн вăл поэзи? Паллах, ку ыйтăва никам та – поэтсем хăйсем те, вулакансем те, хаклавçăсем те – пĕр сăмахпа ăнлантарса хуравлаймĕ. Пайтах ĕмĕрсем хушши ун пирки тĕрлĕ патшалăхра çĕршер ăнлантару, палăрту, афоризм çуралса пуçтарăннă. Хăшĕсем ăна сăнарлă шухăшлав тенĕ. Теприсем çут тĕнчен курăнман пулăмĕсене ăнсăртран, чунпа туйса, пурнăç çинчен паянхи чĕлхепе сăнласа пани тенĕ. Виççĕмĕшсем çынра çĕнĕ туйăм вăратни тата сăмахсене пĕр-пĕрин хыççăн вырнаçтарса тухса вĕсен пĕлтерĕшĕсен мĕлтлетсе тăракан çутине кăтартни тесе те пăхнă. Ку хайлавăмра эпĕ пĕтĕмлетӳсем мĕн чухлĕ пулнине-пуррине çырса кăтартасшăн мар, мĕншĕн тесен этемлĕх поэзи пирки паян кунччен те пĕр касса татнă, пурне те килĕштерекен çирĕплетӳ тăвайман, тăваймасть те. Поэзи вăл арифметика мар, икке икĕ хут тăваттă тееймĕн ун пирки.

Текста малалла вулăр...

ХĔРСЕНЕ ХАМĂРАХ ИРТĔХТЕРЕТПĔР

Хĕрсем чылай чухне каччăсене улталанăшăн, пĕр вăхăтрах темиçе хĕрпе калаçнăшăн айăплаççĕ. Хăйсем вара хапха умĕнче миçе каччăпа тăнине шута илмеççĕ. Пĕр хĕрпе çеç çӳретĕп тесе суймастăп. Килĕшекенни чылай. Пĕри сăн-пичĕпе чипер, тепри ырă кăмăллă, виççĕмĕшĕн кĕлетки илĕртет. Çывăхрах паллашмасăр пĕринпе те чуна уçса калаçмастăп. Хĕрсем вара пĕр-икĕ ăшă сăмах каласанах ирĕлеççĕ. Хăйсен хуйхине, миçе каччă пăрахса кайнине пĕтĕмпех каласа параççĕ. Паллашсанах хăйсене чыслă хĕр пек тытаççĕ. Пĕрремĕш тĕл пулура чуптумаççĕ. Ыталама тăрсан алла сиреççĕ. Кайран чĕрçе çине хăйсемех хăпарса лараççĕ, шăнкăравласа йăлăхтараççĕ. Мĕн тери кĕвĕçеççĕ тата! Урампа пынă чух ниçталла пăхма çук.
Пĕр пĕлĕшĕмпе хĕрсем пирки тăтăшах сăмах ваклатпăр.Вăл качча кайнă хĕрарăмпа çыхăну тытать. Вĕсем пĕр-пĕрне шкулта вĕреннĕ чухнех палланă.

Текста малалла вулăр...

Кашни çыннăн хăЙĕн шăпи

«Канаш» хаçатра пичетленнĕ «Çемье çирĕплĕхĕ хамăртан килет» (42 №, юпа, 20) статьяна темиçе хутчен вуласа тухрăм. Журналист (В.Багадерова) шухăшĕсем питĕ анлă – темиçе ăрури çемьелĕх пирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине çутатса панă. Тĕп шухăшĕ – юлашки вăхăтра чăваш йышĕ хăвăрт чакса пынин сăлтавĕсене çиеле кăларни.Чăнах та, халĕ ачана ӳстерме çăмăл мар – кашни утăмрах укçа кирлĕ. Аслă пĕлӳ илме пулăшни кăна çителĕксĕр, кайран ĕçе вырнаçтарма та ашшĕ-амăшĕн чупмалла.
Кашни ăрăвăн хăйĕн вырăнĕ, ыйтăвĕ, ăнланăвĕ. Ĕнер лайăх пулнă, çамрăксем хăйсене тирпейлĕрех тытнă тенинче чăнлăх пур-ши? Пĕр тĕслĕх илсе кăтартам-ха.
Ман туй хыççăн тепĕр кунĕ 1922 çулта çуралнă асатте: «Арăмна малтан тĕрĕслерĕн-и? Эпĕ асаннӳне тĕрĕслерĕм. Хĕрччĕ», - терĕ. Эпĕ çавăн чухне манран аллă çул аслă асаттене ăсран тайăла пуçланă пулĕ тесе шутланăччĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш халăхĕн шанăçĕ камра?

“Раççей – пирĕн Тăван çĕршыв”, - тет Пушкăртстанра пурăнакан ĕç ветеранĕ Клим Филиппов “Сувар” хаçат страници урлă. Эпĕ унăн тĕп шухăшне ăнланса çитерейрĕм пулсан “Раççей – пирĕн те Тăван çĕршыв!” тесен тĕрĕсрех пулĕ тесе шутлатăп.
“…Кашнин тăван халăх ĕçне çамрăк чухнех кӳлĕнмелле…” тенĕ сăмахсене эпĕ ăнлансах çитейместĕп. Мĕнрен тăрать-ха вăл халăх ĕçĕ? Тата мĕншĕн çамрăк чухнех? Çак туйăмсен пĕлтерĕшне уççăнрах кăтартса панă пулсан, тен, çакăн евĕрлĕ ыйтусем те пулмĕччĕç.
“…Мĕншĕх эпир халăх пирки пенсие кайсан çеç тăрăшма тытăнатпăр?…” ыйтăва мĕнле ăнланмалла тата?
“…Хăçан та пулсан вĕсем (чăваш чĕлхи) патне черет çитĕ-ши?…”.
“…Пĕр халăх та (автор “чăвашсем пек” теесшĕн пулнă пек туйăнать) тăван çĕр çинче именсе, хăраса пурăнмасть, унта ача-пăча çуратма шикленмест, тăван чĕлхеллĕ шкулсене хупмасть, тăван чĕлхене ирĕккĕн янратать…”.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].