Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Динозаврсем пекех пĕтсе пыратпăр

Эпир 21-мĕш ĕмĕрте – информаци технологийĕсен саманинче пурăнатпăр, тĕнчере хăш-хăш патшалăхра çын шучĕ ӳссе пырать, хăшĕнче тĕрлĕ сăлтава пула чакать. Хамăр Раççей çĕршывнех илер. Вăл Япон вăрçи, икĕ тĕнче вăрçи, икĕ революци, Граждан вăрçи тата нумай-нумай хĕç-пăшаллă хирĕçӳсем витĕр тухнă. Çак ахăрсамана вăхăчĕсенче мĕн чухлĕ çын пурнăçĕ пĕтнĕ!
Тĕрлĕ чир-чĕр те çынсене нумай сиен кӳнĕ. Халĕ çĕнĕ ĕмĕрте савăнса кăна пурăнмалла та вĕт. Çук çав, çын вăрçăсăрах пĕтет. Çул çинчи инкек-синкек, чир-чĕр, ĕçкĕ-çикĕ, çын хăй çине алă хуни, вĕлерни - çаксем çĕршыври демографи проблемин тĕп никĕсĕсем.
Пирĕн чăваш халăхне те çак ыйту пырса тивет. Ĕлĕкрех, индустриализаци пуçланиччен, халăхăн ытларах пайĕ ялсенче пурăннă. И.Я. Яковлевпа И.Н. Ульянов тăрăшнипе мĕн чухлĕ шкул уçăлнă, кĕнеке пичетленнĕ!

Текста малалла вулăр...

Хупасси вырăнне лайăхлатчăр!

Хаçатăмăрта «Шăпăрлан» страницăна ертсе пынă май тăтăшах облаçри чăваш ачисем çӳрекен шкулчченхи учрежденисене шăнкăравласа хал пĕлме тăрăшатăп. Ача сачĕ-сенче иртекен конкурссене тимлетĕп. Тĕлĕнмелле пысăк ĕç туса пыраççĕ вĕсем. Хăйсем çинчен область шайĕнче илттереççĕ.
УОЧНКА тата Ульяновск облаçĕнчи Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр çумĕнчи чăваш пайĕ йĕркелесе ирттерекен пур чăваш мероприятийĕсене – «Путене», «Пĕчĕк çăлтăр», «Чăваш ачи, сассуна пар» культурăпа ăс-хакăл тупăшăвĕсене хутшăнаççĕ. Ачисене сăвă калама, юрлама-ташлама вĕрентеççĕ. Наци тумĕсем çĕленĕ, капăрлăхсем ăсталанă, илемлĕ тĕрĕ-эреш тĕрленĕ çĕрте те воспитательсемпе кĕçĕн воспитательсен, методистсен, музыка ертӳçисен тӳпи пысăк. Тĕрĕссипе, поварсемпе хуралçăсем, тирпейлӳçĕ-сем те айккинче юлмаççĕ, хатĕрлев ĕçне хутшăнаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Руль умне эрех ĕçсе ларманнине мĕнле çирĕплетмелле/

Хăш чухне эпир айваннине пула, саккунсене пĕлменнине кура ГИБДД çыннисем водительсене çул çинче чарса эрех ĕçнипе ĕçменнине тĕрĕслеме алкометр параççĕ, ăна вĕрме хушаççĕ. Эрех ĕçнĕ пулсан нимĕн те тума çук ĕнтĕ – ху айăплă! Алкометр кăтартатех.
Чи интересли вара çакă: çак алкометр эрех ĕçмен, тăп-тăрă урă çынсен юнĕнче те алкоголь пур тесе кăтартма пултарать! Ку мĕнле пулма пултарать/ Çын ӳт-пуçĕнче (организмĕнче) тĕрлĕ хими процесĕсем пулса иртеççĕ. Пĕр-пĕр эмел ĕçнĕ хыççăн та юна алкоголь тухма пултарать. Сăмахран, пĕр водитель ӳслĕкпе аптăранипе темиçе кун «Терпинкод» эмел ĕçнĕ. Ăна çул çинче чарнă та – алкометр юнра 2,99 промилле алкоголь пур тесе кăтартнă. Водитель каланă тăрăх, ГИБДД ĕçченĕ ăнланакан çын пулнă, ăна ним тумасăрах янă. Паллах, вăл тӳрккес хăтланнă пулсан водителĕн правине те туртса илме пултарнă.

Текста малалла вулăр...

Миçере çемье чăмăртамалла/

Чăвашсем мĕн авалтан ывăл-хĕрне кĕрхи ĕçсем вĕçленсен, кĕр мăнтăрĕпе мăшăрлантарнă.
Малтан евчĕ ярса хĕре çураçса хунă. Пулас кинне ывăлĕнчен аслăрах хĕрсем хушшинче шыранă: вăл вăйпитти, ача çуратма юрăхлă пултăр, апат-çимĕç хатĕрлеме, алĕç тума пĕлтĕр. Вăл вăхăтра 17 çулхи яша вăтăртан иртнĕ ватă хĕре те илсе пама пултарнă. Çапла, çапла. Чылай чух ывăлĕн кăмăл-туйăмне пачах шута илмен. Самана çĕнелсе пынă май ку йĕрке те улшăнса пырать. Авалхи туй йĕркисем манăçаççĕ. 60-70-мĕш çулсенче хĕрсем 19-21 çул тултарсан качча кайнă, яшсем – 23-25 çулсенче авланнă пулсан çĕнĕ ĕмĕрте çамрăксем çемье чăмăртама васкамаççĕ.
Миçере çемье çавăрсан авантарах/ Миçе çулта ача çуратма чух вăхăт/
Европăра паян çакă тĕп ыйтусенчен пĕри. Çемйисенче ача сайра çуралнипе кунта чан çапаççĕ темелле, тулли çемье чăмăртама вĕсен майсем Раççейринчен темиçе хут, Африкăринчен – пин хут авантарах пулсан та.

Текста малалла вулăр...

Мĕншĕн аннене тав тумалла/

Паян аннесене пур-çук япалашăнах айăплама вĕренсе пыратпăр: пилĕк уйăхра – алă çине тăтăш илмесĕр тĕнчене шанма пăрахтарнăшăн, пилĕк çулта – алĕç тунăшăн пилĕк хутчен мухтамасăр хамăра хакламан пек туйтарнăшăн, вунпиллĕкре – дискотекăна ямасăр пурнăçа «пăсса» хунăшăн, çирĕм пиллĕкре – кинĕ е кĕрĕвĕ майлă пулса мирлешме хистенĕшĕн, вăтăр пиллĕкре – мăнуксемпе секци-кружока çителĕклĕ таран çӳрейменшĕн, хĕрĕх пиллĕкре – хамăра упрама вĕрентнĕшĕн... Аннене тав тумаллине кăна манса каятпăр. Аннере шав айăп шыратпăр, ача чухнехи çилĕсене аса илсе те пулин сăмахпа тавăрас килет тепĕр чух. Ачашламан иккен пире, çепĕçлĕх парнелемен, ĕçлеттернĕ, итлеттернĕ...
ТимлĔхпе тăрăшулăхшăн
Мухтаса-чуптуса тăмалли йăласем вĕсем паян çуралса пыраççĕ, пирĕн аннесен пире мухтама, çителĕклĕ таран калаçма вăхăчĕ те пулман.

Текста малалла вулăр...

Уйрăлма хăнăхсан

Виççĕмĕш хут пĕр çынпа пĕрлешсе виççĕмĕш хут уйрăлма документсем пани – шӳт мар, Ульяновскри пĕр çемье историйĕ. Мĕншĕн паянхи çемьесем питĕ çăмăллăн арканаççĕ, упăшкипе арăмĕ ЗАГСа лавккана кайнă пек çăмăлттайла кĕрсе тухаççĕ те ĕмĕрлĕхех пĕр-пĕрне çухатаççĕ/ Пĕр-пĕрин хушшинчи çирĕп хутшăнусене тата юратăва сыхласа хăварас тесен мĕн тумалла-ши/
Раççейре ку çулăн юлашки ултă уйăхĕнче пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан уйрăлусен шучĕ 2,1 процент ӳснĕ, Атăлçи Федераллă округра – 1,7. Ульяновск облаçĕнче юлашки темиçе çул çак цифра чакни сисĕнет – 0,2 процент. Анчах та çакна савăнăçлă хыпар теме иртерех-ха – çемьесем арканма чарăнмаççĕ.
Мăшăрлану мар, тарăху
ЗАГС службин ĕçченĕсем уйрăлма пынисем шухăшне каялла туччăр тесе тем те хăтланса пăхаççĕ: психолог патне яраççĕ, кĕнеке-журнал вулама, тĕплĕнрех шухăшласа пăхма, пĕрле канма хушаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Языковăна чăваш артисчĕсем мĕншĕн килмеççĕ-ши/

Сывă-и, «Канашăм»/ Халĕ илемлĕ вăхăт – çулла!
Эпĕ хам çулла çуралнăшăн савăнатăп. Ăш-чикре вут çунать пулсан та çуралнă кунра йĕрсе те хурланса лармарăм. Хама килĕшекен тума тăхăнса урампа мăнаçлăн утса пыни хăй пĕр телей пуль тесе уçăлса çӳрерĕм. Яланхи пек сехет çурă мар – тăватă сехет! Мана çын вырăнне хуракансем ăшшăн саламланипе савăнса çӳренĕ хыççăн киле хавас кăмăлпа таврăнтăм. Мана нумаях та кирлĕ мар вĕт, ырă сăмах чун-чĕрене ăшăтать.
Çĕртме пуçламăшĕнче манăн юратнă уяв – Пушкин кунĕ – пулса иртрĕ. Эп ăна çулталăк кĕтетĕп. Мĕн чухлĕ юрă-ташă янăрать унта! Акă Чĕмпĕр хулинчен килнĕ юрăçăсемпе ташăçăсем питĕ савăнтарчĕç мана. Хуларан килнĕ пĕр çамрăк çын юрланине итлесе савăнса лартăм. Вăл Михаил Григорьев. Ун юррисене тепĕр çул та итлеме ĕмĕтленетĕп.
Тата çакна та çырам-ха.

Текста малалла вулăр...

Аттен айăпĕ – вăхăтсăр çĕре кĕнинче

Çĕнтерӳ уявĕ кĕрлесе иртрĕ. Уяв çулра-çул вăй илсе пырать. Малтанхи çулсенче парадсенче медальсемпе орденсем çакнă вăрçă ветеранĕсем çеç утатчĕç пулсан юлашки икĕ çул вĕсен çумне «Вилĕмсĕр полк» хутшăнчĕ. Çĕнтерӳ кунĕнче вăл Раççейри тата ытти нумай çĕршывăн ял-хула урамĕсене тултарчĕ. Ветерансен ачисемпе мăнукĕсем вĕсен сăнĕсене йăтса урамсем тăрăх мăнаçлăн утни кашнин чĕрине çĕклентерет, пăлхантарать.
Вăрçă чарăннăранпа 71 çул çитрĕ. Апла пулин те эпир Çĕнтерӳ кунĕнче вăрçă хирĕнче пуçне хунисене, таврăнсан суранĕсене пула ачисене ӳстерсе ура çине тăратаймасăрах çĕре кĕнисене асăнса куççульпе йĕретпĕр. Манăн атте- Никита Разумов - вăрçăччен Горький хулинчи Сормово заводĕнче слесарьте, кайран токарьте ĕçленĕ. Вăрçа ăна çав хуларанах 1942 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнче илсе кайнă. Вăл 2-мĕш Украина фрончĕн 6-мĕш арттиллери полкĕнче артмастерта çапăçнă.

Текста малалла вулăр...

Аттен айăпĕ – вăхăтсăр çĕре кĕнинче

Çĕнтерӳ уявĕ кĕрлесе иртрĕ. Уяв çулра-çул вăй илсе пырать. Малтанхи çулсенче парадсенче медальсемпе орденсем çакнă вăрçă ветеранĕсем çеç утатчĕç пулсан юлашки икĕ çул вĕсен çумне «Вилĕмсĕр полк» хутшăнчĕ. Çĕнтерӳ кунĕнче вăл Раççейри тата ытти нумай çĕршывăн ял-хула урамĕсене тултарчĕ. Ветерансен ачисемпе мăнукĕсем вĕсен сăнĕсене йăтса урамсем тăрăх мăнаçлăн утни кашнин чĕрине çĕклентерет, пăлхантарать.
Вăрçă чарăннăранпа 71 çул çитрĕ. Апла пулин те эпир Çĕнтерӳ кунĕнче вăрçă хирĕнче пуçне хунисене, таврăнсан суранĕсене пула ачисене ӳстерсе ура çине тăратаймасăрах çĕре кĕнисене асăнса куççульпе йĕретпĕр. Манăн атте- Никита Разумов - вăрçăччен Горький хулинчи Сормово заводĕнче слесарьте, кайран токарьте ĕçленĕ. Вăрçа ăна çав хуларанах 1942 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнче илсе кайнă. Вăл 2-мĕш Украина фрончĕн 6-мĕш арттиллери полкĕнче артмастерта çапăçнă.

Текста малалла вулăр...

Пире вырăссем ăнланмаççĕ

Хăш-пĕр чăваш темшĕн хăйне ытти халăх çыннисем умĕнче урăхларах тытма тăрăшать: вырăссем хушшинче вырăс пек кăтартасшăн, тутарсемпе чухне тутарла перкелешет.
Хуть те мĕнле халăх çынни пулма хатĕр вăл, тульккă чăваш мар. Чăваш хăй чăваш пулнине шутсăр пытарать. Мĕншĕн/ Эп куна ăнлантарса параймастăп. Вырăссем вара эпир çăвара уçса пĕр сăмах кăларсанах чăваш пулнине ăнланса илеççĕ. Вуншар-çирĕмшер çул хулара пурăнсан та, мăшăрпа юлташсем урăх халăх çынни пулсан та, ĕçре вырăсла кăна калаçсан та эпир акцентран ниçта та пăрăнаймастпăр. Темле тăрăшсан та – акцент пĕтмест, чăваш чĕлхин çепĕçлĕхĕ, çемçелĕхĕ ытти чĕлхине те куçать. Кун пек çĕр-çĕр тĕслĕх илсе кăтартма пулать.
Хăй мĕнле халăх çынни пулнине пытаракана ыттисем хисеплеççĕ-ши/ Паллах, çук.
Пĕр тĕслĕх илсе кăтартас килет.

Текста малалла вулăр...

Хаçат çырăн та – ырра вĕре

Пирĕн хаçата вуламан хăш-пĕр чăвашсен вăхăт-вăхăт хăйсен «хастарлăхне» кăтартса халăх çинче «Канаша» хурлас йăли пур. Вĕсем ку статьяна вулĕç-и, вуламĕç-и – çапах та ентешсем умне хамăрăн шухăшсене кăларасшăн. Тен, вĕсене кам-тăр каласа парĕ кун пирки.
 
2014 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа «Канаш» хаçатăн 8 полоси те тĕрлĕ тĕспе тухать, халĕ ăна çынна кăтартма та намăс мар. Пĕлтĕрхи 2-мĕш çурçуллăхра 12 страницăпа та тухса тăтăмăр, çапах та укçа-тенкĕ сăлтавне пула каллех малтанхи вариант патне таврăнтăмăр. Пирĕн журналистсем тăтăшах ялсене тухса çӳреççĕ, халăхăн кулленхи пурнăçне çырса кăтартма тăрăшаççĕ. Ялсенче пурăнакан обществăлла корреспондентсене те пире пысăк пулăшу панăшăн пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем хаçата туллирех те пуянрах тума пулăшаççĕ. Хамăра пулăшакансене çывăх вăхăтра пĕрле пуçтарса çавра сĕтел ирттересшĕн – хаçата мĕнлерех аванлатмалла тата тиражне ӳстермелле/ Сăмах май, пĕлтĕрхипе танлаштарсан январьте тираж 122 процент ытла ӳснĕ.

Текста малалла вулăр...

Кану вырăнĕнче – выльăх масарĕ

Область пуçлăхĕсем тавралăха таса тытас тесе мĕн чухлĕ вăй хураççĕ: субботниксем, тасалăх эрнисем, уйăхĕсем, икĕуйăхлăхĕсем тăваççĕ – çынсене тирпейлĕ вырăнта пурăнма хăнăхтарасшăн. Анчах питĕ йывăрпа пырать ку ĕç, эпир хамăр пурăнакан вырăна ним шухăшсăр варалатпăр, çутçанталăка сиен кӳретпĕр.
 
Эпĕ тĕслĕхшĕн пĕр вырăн çинчен кăна çырса кăтартатăп, ун пекки вара чылай пирĕн йĕри-тавра.
Ульяновскри Çĕнĕ хулари Ленин Комсомолĕн проспекчĕ вĕçĕнче, Архангельски ялĕ енче, пысăках мар вăрман татăкĕ пур, раща теме те пулать пуль ăна. Эпир унта юлташпа тăрсан-тăрсан кĕркелесе тухатпăр.
Айккинчен пăхма вăл питĕ илемлĕ, кĕрсе тухма илĕртсе тăрать. Анчах шала кĕрсен тĕлĕннипе куç çамка çине хăпарса ларать. Йăваланса выртакан йывăçсем çинчен каласшăнччĕ те – ку нимех те мар-ха.

Текста малалла вулăр...

Çул хĕрринчи хĕрессем

Ку темăна хускатма та çăмăл мар – пурпĕрех хамăн шухăша калас килет. Эпир пурте автотрассăпа çӳретпĕр: кам хăйĕн машинипе, кам автобуспа.
 
Çул айккине пăхăр-ха – хăш чухне масар тăрăх пынăнах туйăнать* икĕ енĕпе те палăксем, хĕрессем, асăну плитисем вырнаçнă. Автоаварире вилнисене асăнса лартнă-ха вĕсене, ăнланатпăр. Анчах та вилнĕ çынсене масар çине илсе кайса пытарнă вĕт ĕнтĕ, ӳчĕсем унта канлĕх тупнă, вĕсен вилтăпри пур, ун çине хĕрес (Христос тĕнне ĕненекенсем) е çурла уйăх палли (ислам тĕнне ĕненекенсем) те туса лартнă, ятне çырнă, сăнӳкерчĕкне вырнаçтарнă. Çывăх çыннисем унта пырса ăна асăнаççĕ, кĕлĕ вулаççĕ... Чунĕ тухнă, чыслă пытарнă çынна тата мĕн кирлĕ/
Ыйтусем сиксе тухаççĕ: пĕр çыннах çул çинче, хирте тата тепĕр палăк ма лартмалла-ха, ма тавралăха илемсĕрлетмелле-ха/ Икĕ вырăнта палăк лартнипе вилнĕ çын чĕрĕлсе тăрать-шим/ Пирĕн çĕршывра машинапа çапăнса вилни пысăк паттăрлăх шутланать-шим вара/ Апла ытти сăлтавсене пула вилнисене хирте мĕншĕн палăк лартмаççĕ/
Вилĕм саманчĕ çитсен çын таçта та йăванса кайма пултарать: пӳртре те, картишĕнче те, пахчара та, урам варринче те, хирте те, ĕç пӳлĕмĕнче те.

Текста малалла вулăр...

Чĕмпĕрте мĕншĕн чăваш кукăльне сутмаççĕ/

Редакци тĕпелне пирĕн пĕр вулакан кĕрсен питĕ çивĕч ыйту хускатрĕ. Хăйĕн аллинче – вĕри кукăль тултарнă хутаç.
«Мĕншĕн Чĕмпĕрте «Чăваш кухни» е «Чăваш апат-çимĕçĕ» текен пĕр суту-илӳ вырăнĕ те çук/ Акă Сентябрĕн 12-мĕшĕ урамĕнче çума-çумăн «Русская выпечка» тата «Татарская выпечка» киосксем хĕрсех ĕçлеççĕ. Унта яланах вĕри кукăль таврашĕ сутăнать, халăх черет тăрсах туянать вĕсене. Вырăссемпе тутарсем пĕçерсе ĕлкĕреймеççĕ... Мĕн, пирĕн чăвашсем кукăль пĕçерме манса кайнă-им/ Е ку ĕçе пуçăнакан усламçă çук-и/»-терĕ хăна тутар киоскĕнчен туяннă ырă шăршăллă вĕри кучченеçне сĕтел çине хурса.
Çакă чăнах та шухăша ячĕ. Ăста чăвашсем çук мар-ха. Кашни чăваш хĕрарăмĕ кукăль-хуплу пĕçерме маçтăр. Апла мĕншĕн никам та услам ĕçне пуçăнма васкамасть-ха/ Тен, вăл тупăшлă ĕç мар... Камăн йĕркелесе тăмалла-ха çакна/ Мĕншĕн Чĕмпĕре килсе тĕпленнĕ ытти халăхсен (еврейсен, азербайджансен, эрменсен,грузинсен, вьетнамсен, китайсен, украинсен, яппунсен) кăмпасем пек пĕрин хыççăн тепри кафе е ресторан уçăлать/ Тутарсене асăнмастăп та – вĕсен тахçанах пур.

Текста малалла вулăр...

Тĕрĕс вĕрентме кансĕрлеççĕ

Учитель профессийĕ чи йывăррисенчен пĕри. Вăл станок умĕнче тăрса пĕр-пĕр деталь кăлармасть, ачасен черчен чунĕпе, вĕсен ăс-тăнĕпе ĕçлет. Çамрăк ăру мĕнле пуласси çемье хыççăн шкултан, учительтен килет. Ахальтен учителе «иккĕмĕш анне» тесе вĕрентмен совет самани вăхăтĕнче.
Апла пулсан учитель пулма кашни пултараймасть.
Ача чухне ытти нумай вĕренекен пекех эпĕ те учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах çак профессие суйлакансем института документсене париччен ятарлă комисси иртеççĕ пуль тесе шутлаттăм, мĕншĕн тесен вĕсем уйрăмрах çынсем пулмалла-çке: типтерлĕрех, илемлĕрех, лăпкăрах, ăслăрах, ыттисемшĕн тĕслĕх. Унсăрăн ачасем патне мĕнле яма пулать вĕсене? Пĕррехинче çак ыйтăва вĕрентекенĕме патăм.
-Çук, уйрăм нимĕнле комисси те иртмелле мар. Ыттисем пекех института документусене кайса памалла кăна,- илтрĕм эпĕ хурав.

Текста малалла вулăр...

Кам — ĕçре, кам — ĕçкĕре

«Ĕç алла çыпăçмасть, ан ӳркенĕр. Ĕçе вĕренни çыншăн мар, хăвăршăн», — тесе вĕрентетчĕ пире анне. Чăвашăн кашни çемйинчех çапла вĕрентнĕ пулĕ, мĕншĕн тесен хуçалăхри мĕнпур ĕçе тума ачаранах хăнăхтарнă.
Кахалсене вара авалтанах хисеплемен. Халĕ те çаплах-ха. Анчах темшĕн халĕ ĕçсĕр çапкаланса çӳрекенсем нумайланчĕç. Ĕлĕк апла пулман вĕт. Таçта пĕрре кăна ĕçлемесĕр ĕçсе çӳрекене курма пулнă. Вăл çынна вара ял-йыш, партком «воспитани» панă: пухусенче, халăх умĕнче намăслантарнă.
«Ĕçсĕр çын» каларăш та советсен вăхăтĕнче пулман. Капитализмла çĕршывсенче ĕçсĕррисем пур тенине илтсен эпир вĕсене хĕрхенеттĕмĕр. «Мĕскĕнсем, мĕн çисе пурăнаççĕ-ши?» – теттĕмĕр. Акă çак «чир» пирĕн çĕршывра та анлă сарăлчĕ. Самана улшăннă май колхозсемпе совхозсем арканчĕç, хуласенче заводсем харпăр çынсен аллине куçрĕç.

Текста малалла вулăр...

Нацие çирĕплетес тесен мĕн тумалла?

Паян чăваш халăхĕн пуласлăхĕ пирки нумай калаçу пырать. «Нацие çирĕплетес пулсан пирĕн çирĕпрех пулмалла. Чăваш арĕсен чăваш хĕрĕсенех качча илмелле, хĕрĕсен – чăваш арĕсене качча каймалла. Çакă хамăр чĕлхене упраса хăварма пулăшĕ, юн та тасарах пулĕ. Çак йăлана тутарсем пек хамăр халăхра çирĕплетмелле, пурнăçа кĕртмелле. Урăх халăхпа пĕрлешсен чĕлхе манăçать. Чĕлхене юратма хамăр ачасене мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарасчĕ»,- тенине чăвашла хаçат-журналта тăтăшах çыраççĕ, чăваш хастарĕсенчен те пĕрре кăна мар илтнĕ пулĕ. Мĕн шутлаççĕ-ха кун пирки пирĕн ентешсем?
Алексей, 49 çулта.
-Кая юлтăмăр пулас. Халĕ ялта та ачисемпе вырăсла калаçаççĕ те…
Надежда, 52 çулта.
-Вĕреннĕрех чăваш арĕсем темшĕн чăваш хĕрĕсене качча илесшĕнех мар, майрасене илеççĕ те вĕсен йĕмĕсене çуса пурăнаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Телее мĕнпе виçеççĕ?

 
Çын мĕне ĕмĕтленет? Ылтăн, укçа, çурт, çемье, илем, юрату пирки-и? Кашни çак ыйтăва хăйне кура хуравлать. Камшăн-тăр укçа, ылтăн малти вырăнта. Вĕсене айăплама çук, мĕншĕн тесен вĕсем çак çула хăйсем суйланă, вĕсен телейĕ — çакăнта.
Телей тупнă çынна айăпламалла-и? Паллах, çук, енчен те ăна ытти çынсене хĕн кăтартмасăр, теприн телейне пăсмасăр тупнă пулсан.
Тепĕр çын хăй телейне туслă çемьере, юратупа килĕшӳре, тус-тантăшра тупать. Ăна килте çывăх çыннисем кĕтеççĕ, канаш ыйтма, чуна уçма тăван пур, йывăрлăхра пулăшма юлташ пур, пурнăçа илемлетме юратнă çын пур.
Ылтăн халĕ питĕ хаклă. Ăна кашни туянма пултараймасть. Анчах та укçа пухсан – туянма пулатех. Туянтăн. Халĕ санăн ĕмĕтӳ пурнăçланчĕ. Юлташупа, тăванупа килĕшӳ пулмасан эсĕ телейлĕ-ши? Шел, çаксене темĕн чухлĕ укçапа та туянаймастăн.

Текста малалла вулăр...

Хамăр нацие юратмалла-и?

Атте-аннене суйламаççĕ, нацие те çаплах. Этем çав несĕлте çуралса амăш сĕчĕпе пĕр-пĕр наци çынни пулса аталаннă.
Наци теми яланах черчен, унпа пĕрлех çивĕч те, çавна пулах вăл анлă сарăлман. Наци ыйтăвне хускатсан калаçура чи малтан ăс, тавракурăм, чăтăмлăх кирлĕ. Унсăрăн харпăр нацийĕн пĕрлĕхĕпе чысне чи пысăк хаклăх вырăнне хурса ыттисене хисепе хумасăр кӳрентерме пулать. Çапах та наци теми кашни халăхах пырса тивет: пĕчĕк халăх-и вăл е пысăк-и… Çак сисĕмлĕ ыйтăва уйрăмах тимлĕх уйăрас пулать, мĕншĕн тесен вăл кашни çыннăн чунри туйăмне пырса тивет. Çавăнпа та унăн туйăмне хĕстермелле мар, унсăрăн вăл пружина пек хăçан та пулин каялла тапма пултарать. Тĕслĕх – Совет Союзĕ арканни. Нумай политик халăхсен туйăмĕпе усă курчĕ те ун чух.
Шухăшлама пултаракан кашни ăслă çын хăй ĕмĕрĕнче: «Кам эпĕ?

Текста малалла вулăр...

Эрех сĕрĕмĕнчен тухма вăхăт

Пирĕн обществăн тĕп чирĕ – ĕ ç к ĕ л ĕ х.
 
Этемĕн хăрушă тăшманĕсен-чен пĕри – ĕçкĕлĕх (алкоголизм).
Тĕнчере эрехе пула çулсерен 6 млн çын çут тĕнчерен уйрăлать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, сиенлĕ шĕвекпе наркăмăшланса вилесси виççĕмĕш вырăнта тăрать (чĕре тата рак чирĕсем хыççăн).
Сăра-эрех виçесĕр ĕçекенĕн пурнăçĕ ĕçменнинчен вăтамран 15 çул кĕскерех. Пĕр ĕçекен çынна пула çемье бюджечĕн 40-70 проценчĕ усăсăр пĕтет. Ĕçкĕçе пулах çемьесен 50 проценчĕ арканать, тăлăх ачасен 50 проценчĕ те эрехе пулах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Преступленисен 40 проценчĕ тата çул çинчи аварисем ӳсĕрсен айăпĕпе сиксе тухаççĕ.
Пирĕн область Раççейре чи малтан «симĕс çĕлене» хирĕç вăрçă пуçларĕ. 2008 çулта область правительстви хаяр эрех сутассине «хĕстерчĕ».

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.