Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чăваш мĕншĕн хăй чĕлхинчен вăтанать?

Çĕнĕ Хулана каякан маршруткăна чикансем шавласа кĕчĕç. Вĕсем Тури Террасăра, чукун çулăн леш енче, пурăнаççĕ. Ачи-пăчи-мĕнĕ вырнаçса ларчĕç те тытăнчĕç хăйсенле пуплеме… Маршруткăри майрасем чĕркуççи çинчи сумккисене хăйсем патнерех пăчăртарĕç. Хăшĕ-пĕри йĕрĕнерех пăхса илсе тепĕр майлă çаврăнса ларчĕ.
Эпĕ чикансем çине кăсăклансах пăхса пытăм. Çийĕнчи тумĕсем таса. Хура та вăрăм çӳçне тирпейлĕ çавăрса хунă, çиелтен капрон тутăрсем уртса янă. Пĕрмеллĕ кĕписем айĕнчен йăрăс пĕвĕсем палăраççĕ. Çамрăк хĕрарăмĕсем уйрăмах килĕшӳллĕ курăнаççĕ. Тутрипе мăйĕсем çинчи капăрлăхĕ кĕпе тĕсĕпе килĕшсе тăрать.
Чикансем пĕр вĕçĕм калаçрĕç, кулчĕç. Мĕн сӳтсе явнине питĕ ăнланас килчĕ. Темĕнле тимлесен те вырăс сăмахĕсем илтмерĕм. Эпĕ çак наци çыннисенчен тĕлĕнсе пытăм. Мĕнлерех хăйне евĕрлĕ халăх вĕт-ха.

Текста малалла вулăр...

Эс – мана, эп – сана

Алла алă çăвать текен каларăш уйрăмах паянхи куншăн питĕ паха пĕлтерĕшлĕ. Нимĕнле ĕç те хальхи саманара ахаль тăвăнмасть пек туйăнать. Эсĕ мана кăмпа, эпĕ сана çырла парăп тенĕ евĕр, кашни çынах тепринпе хутшăнăва кĕрес умĕн мĕн пирки те пулин калаçса татăлать е тĕплĕн шутласа хурать. Çынсем паян мĕн пуррипе çеç пурăнасшăн мар, инçетрине курма хăнăхса пыраççĕ. Савăл çапса хураççĕ.
Ак нумаях пулмасть ĕçе пĕлĕшĕм кĕчĕ. Хĕр çуралнипе эпĕ те саламларăм ăна. «Маттур,-тетĕп.- Чăваш тĕнчинче тата тепĕр сарпике хушăнчĕ. Мĕн ĕçпе çӳретĕн пирĕн тăрăхра?»
Мĕнле интересленмĕн? Пурăнасса аякра пурăнать вăл çемйипе. «Университетра
экономика факультетĕнче пирĕн ял хĕрĕ вĕрентет. Мăшăрпа канашларăмăр та ăна Илемпин хреснуй амăшĕ тума шутларăмăр. Вăхăт иртнине сиссе те юлаймăпăр – пике ӳссе те çитĕ.

Текста малалла вулăр...

ÇĂЛĂНĂÇ ĂÇТА?

Ирхине ĕçе кайнă чух тахçан пĕрле ĕçленĕ тантăша тĕл пултăм. Нумай çул курманнипе унăн пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлес килчĕ. Мана курсан вăл та йăл кулнă пек турĕ. Анчах куçĕнчи куççульне темле тăрăшсан та пытараймарĕ. Тантăшăн килĕнче веçех йĕркеллĕ маррине туйса манăн та кăмăлăм пусăрăнчĕ.
-Мĕн пулчĕ, Оля?-ыйтрăм хуйхăпа тулнă куçĕнчен тинкеререх пăхса.
-Пĕлетĕн-и, мана килте ăнланакан çук…Малалла мĕнле пурăнмалла?-тесе вăл ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ. Пĕрле ĕçленĕ чух пĕр-пĕрин пурнăçне питĕ аван пĕлеттĕмĕр. Оля вырăс хĕрарăмĕ. Çемьешĕн тăрăшакан çын. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ывăл çуратса ӳстерчĕç. Ачисем шкулта начар мар вĕренетчĕç. Амăшĕ вĕсене ĕçе хăнăхтарма тăрăшатчĕ. Мăшăрĕ вара хушмасăр килти çӳппе те хускатмастчĕ.
-Ман пурнăçăмра ним савăнмалли те çук. Мĕнпурĕ ман ĕнсе çинче.

Текста малалла вулăр...

Ăçта канмалла?

Кану вырăнĕсем çуллахи вăхăтра мĕншĕн-тĕр ĕçкĕ-çикĕ тумалли тата çӳп-çап купаламалли вырăнсене çаврăнаççĕ.
 
Пирĕн тĕп хуламăрта скверсемпе парксем сахал мар. Хула администрацийĕ халăха канма пур майсем те туса пама тăрăшать. Кăнтăрла сулхăнра çамрăк мăшăрсем пепкисемпе уçăлса çӳреççĕ. Каçсерен — çамрăксем «канаççĕ». Çӳп-çап пăрахма лартнă савăтсем самантрах пушă кĕленчесемпе, курупкасемпе тулсах каяççĕ. Ăçта хумалла пушаннă савăта? Паллах, яш-кĕрĕм вĕсене килне илсе каймасть, çав купа çинех ывăтса хăварать. Парк вара пăхма йĕрĕнмелли вырăна çаврăнать. Нивушлĕ çӳп-çапа вăхăтра тиесе кайма çук? Талăкра пĕр хут мар, çуллахи шăрăх кунсенче иккĕ е виçĕ хут… Кирлĕ пулсан кашни 3-4 сехетре. Цивилизациллĕ çĕршывсенчи кану вырăнĕсенче эсир çӳп-çап купаланса выртнине курнă-и?

Текста малалла вулăр...

Ĕçекен хĕрарăм – общество чирĕ

Юлашки 30 çул хушшинче Раççейри тата ют çĕршыври официаллă статистика ĕçекен хĕрарăмсен шучĕ ӳснине палăртать: унччен хĕрарăмсен 8 проценчĕ ĕçкĕпе иртĕхнĕ пулсан халĕ –30. Хĕрарăмсем ку енĕпе те арçынсенчен пĕртте юласшăн мар. Интереслĕ, çынна ĕçме чарма халăх йăли те, тĕн те пулăшаймасть.
 
Раççейре ĕçесси тахçанах культ пулнă. 1906 çултах Раççей спирт шĕвекне ĕçессипе тĕнчере пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăл вăхăтра общественность ĕçкĕлĕхпе кĕрешмелли пирки калаçма тытăннă. 1914 çулта ятарлă хушу кăларнă.
Хальхи саманара эрехрен нумай çын хур курать. Кашни çул ӳсĕр ашшĕ-амăшĕ хĕненипе е ытти айăппа 7 пин ача, ӳсĕрле хирĕçсе çапăçнипе 15 пин хĕрарăм тата 4 пин арçын вилет. Çапла çулталăкра 26 пин çын усал шĕвеке пула çут тĕнчерен уйрăлать. Танлаштарма: 10 çул пынă афган вăрçинче 15 пин салтакĕ вилнĕ.

Текста малалла вулăр...

Энергетика шывне сутма чармалла-и е çук-и?

Кану кунĕсем хыçа юлчĕç. Шăрăх, лĕм çил те çук. Миçе литр шĕвек ĕçĕнчĕ-ши çак вăхăт хушшинче? Урампа пыратпăр: ачасемпе Атăл хĕрринчи кану паркĕнчен таврăнатпăр. Мĕн сăнатăп-ха эп хирĕç килекен кашни çын аллинчех — ĕçмелли хатĕр тултарнă савăт. Çăл шывĕ е кранран тултарнă (тен, вĕретнĕ) хлор тути те сĕвĕрĕлмен ахаль ĕçмелли тетĕр-и? Бутылкисем, пластик хатĕрĕсем пĕринчен тепри илемлĕ. Мĕнле ятли кăна çук вĕсен хушшинче. Тĕсĕпе, тутипе, шăршипе çеç мар, ячĕсен янравлăхĕпе илĕртеççĕ вĕсем ачасене, çамрăксене.
Аван каннă ятпа пицца кĕрсе çиме шутларăмăр. Кăлпассипе сыр шăрши сăмсана евĕклĕн кăтăклать. Ачасем пĕр харăс пиццăна çăтса ямалли шĕвек туянма хистеççĕ. «Ав, çавна, çавна! Лимонад»,-шапăлтатаççĕ вĕсем. Хаваспах çиме-ĕçме пикентĕмĕр. Ăнсăртран куç çак шĕвеке мĕнрен-мĕнрен туни патĕнче тытăнса тăчĕ.

Текста малалла вулăр...

ПĔЧЧЕНЛĔХРЕН ХĂТĂЛМА ПУЛАТЬ-И?

Турă Çĕр чăмăрĕ çинче кашни чĕр чуна мăшăрлă тунă. Унсăрăн пурнăç малалла каяймасть-çке. Кашни чун хăйне кирлĕ мăшăр тупса малалла ĕрчет. Тискер кайăксен хушшинчи çыхăнусене çут çанталăк хăех йĕркелесе пырать пулсан этемшĕн ку ыйту кăткăсрах. Шăпине ĕмĕрлĕхех тепринпе çыхăнтарас ыйту уйрăмах хĕрарăмшăн йывăр. Çавăнпа та ĕмĕрĕсене пĕччен ирттерекен хĕрарăмсем сахал мар. Пĕччен арçынсем те (хусахсем) çук мар. Анчах вĕсем çак ыйту çине çăмăлтарах пăхаççĕ.
Росстат кăтартăвĕ тăрăх, Раççейре хĕрарăмсем арçынсенчен 10,6 миллион (16 процент) ытларах. Пĕчченлĕхе ытларахăшĕ 28 çултан иртсен туйма тытăнать. Çул ӳсĕмĕ мĕн чухлĕ пысăкрах – пĕччен хĕрарăмсен шучĕ нумайрах. Чукоткăра тата Камчаткăра пурăнакансен кăна ку енĕпе йăлтах йĕркеллĕ: 1 пин арçын пуçне 931 тата 980 хĕрарăм тивет.
Раççей хĕрарăмĕсем чи илĕртӳллисем, чи лайăххисем теççĕ.

Текста малалла вулăр...

Çамрăксем облаçран мĕншĕн тараççĕ?

Юлашки çулсенче облаçра çамрăк специалистсем ĕçлеме юлманни регион пуçлăхĕсене тата общество çыннисене пăшăрхантарать. Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче обществăлла палата ирттерекен çавра сĕтелте çамрăксене облаçра хăварас, диплом илекен специалистсене вĕренӳ заведенийĕсем ĕçпе тивĕçтерес, мĕнле майпа ĕçлеме хавхалантарас ыйтусене çĕкленĕ.
Промышленность тытăмĕ валли специалистсем хатĕрлес ĕçри лару-тăру пирки УлПТУ ректорĕ Александр Горбоконенко каласа панă. «2020 çул тĕлне пирĕн патшалăх 25 миллион ĕç вырăнĕ хатĕрлемелли пирки каланăччĕ. Унччен 8 çул юлчĕ. Çав хушăра мĕнпур аслă вĕренӳ заведенийĕ нумайран та 5 миллион специалист кăна хатĕрлеме пултарать. Пирĕн облаçрах техника кадрĕсем УлПТУ хатĕрлесе кăларакан специалистсен шутĕнчен икĕ хут ытларах кирлĕ. Çакă пĕрре те пăшăрхантармасть çамрăксене.

Текста малалла вулăр...

РЕКЛАМĂРА – ВĔЛЕРЕСЛĔХ ВĂЙ

«Реклама – аталану тĕревĕ!», «Реклама – ăнăçу никĕсĕ!» – теççĕ тĕрлĕ тавар туса кăларакан усламçăсем. Укçа-тенкĕ туса илес тĕллевпе таварĕсене мухтама çĕр тĕрлĕ меслет шыраса тупаççĕ шельмăсем. Сиенлĕ-и вăл халăхшăн, усăллă-и – вĕсемшĕн пурпĕрех, тупăш кăна патăр. Мĕн-ха вăл реклама? Кама кирлĕ? Лайăх тавара реклама кирлех-и?
 
Рекламăна икке пайлама пулать: курăмли тата курăмсăрри. Курăмли кашни утăмрах. Сенкер экран çинчен кашни каналпа, кашни пилĕк минутра реклама тăхтавĕ пырать. Радиопа лайăх передачăсем юлмарĕç те—пĕр вĕçĕм им-çам пирки каласа параççĕ. Вĕсене итлесен тухтăр патне кайса вăхăта та ирттермелле мар, мĕнпур чир-чĕре килтен тухмасăрах сиплеме пулать. Таварне кĕсье телефонĕпе саккас пар çеç.
Урамсенчи пысăк баннерсем мĕнле кăна тавара мухтамаççĕ… Ун валли укçи-тенкине те шеллемеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Мĕн пулнă сана, чăваш?

Çак статьяна çырма юлашки Çăварни уявĕ хистерĕ. Çăварни кăна мар, чăвашсен ытти уявĕсем те юлашки вăхăтра халăхсăр иртеççĕ. Пач çын çук темелле мар ĕнтĕ, анчах Çăварни пек пысăк уяв 20-30 çынпа иртни кăмăлсăр пулăм.
 
Çын çăкăрпа кăна тăранса пурăнмалла мар, ăна чун апачĕ те кирлĕ. Куллен çăкăр пирки шутласа юлашки вăхăтра эпир, чăвашсем, чун апачĕ пирки вуçех манса кайрăмăр пулмалла. Пире нимĕн те кирлĕ мар, ĕç пултăр та ĕçмелли-çимелли. Ĕçрен килсен çемçе диван çине йăванса каятпăр та сериал хыççăн сериал куратпăр. Чăваш культури пирки вара мансах каятпăр.
Хăш-пĕр чăваш культура, тăван халăхăмăрăн историйĕ, халăх пуласлăхĕ пирки пит хĕрсе калаçма пултарать. Хăйĕнчен вара чăваш хаçатне çырăнтăр-и тесе ыйтсан: "Мĕн вуламалли пур унта?" - тет. Хаçата аллине тытса вуласа курман-ха хăй…
Хальхи вăхăтра вара Чĕмпĕр тăрăхĕнче чĕлхене аталантаракан, халăх ан мантăр тесе тăрăшакан пĕртен-пĕр хаçат вăл – «Канаш».

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].